I
Хĕнкасси ялĕн пус хапхинчен тухса чăнкă мар сăрт çине улăхса çитсен вĕсем иккĕшĕ те ял çине çавранса пăхрĕç. Малалла анаталла утмалла, вара ял курăнми те пулать, курăнми пулать тăван ял...
— Анюк, эс ма çапах йĕме чарăнмастăн, — терĕ Энтруш хăйĕн пĕчĕк ултă çулхи йăмăкне.
Анчах çапла каларĕ те хăй те ĕсĕклеме тытăнчĕ. Йăмăкне каланă çăмах хăйĕн кăмăлне уçса ячĕ. Çамрăк кăмăлăн куççулĕ нумай. Ăшра вăй çителĕклĕ мар вăл куççульсене тытса тăма.
— Айта, Анюк, çитет, йĕрсе нимĕн те тума пулмасть, — хыттăнтарах калама тăрăшса калать Энтруш. — Мĕн пит йĕмелли пур уншăн...
Мĕн вăл «уншăн»? Ăна Анюк мар, вун виççĕри Энтруш та лайăххăнах тавçăрса илеймест: те ялшăн, те урăх хурлăхлă япалашăн...
— Ăçта каятпăр вара эпĕр?!
Тĕлĕнмелле ку Анюкпа! Ăçта каяссине мĕнле тĕллесе калатăр Энтруш? Çурăм çине хутаç çакнă ачасем ăçта каяссине ăçтан пĕлччĕр? Ăçта каяссин тĕлĕ пур-ши вара ун пек ачасен?!
— Айта-ха, айта, ут эс, — çĕтĕк чавсаран тытсах туртать Энтруш, — утăпăр ак çак çулпа та, пĕр-пĕр яла кĕрĕпĕр, ăçта çитсе перĕнессине ман ăçтан пĕлес?
Тăван ял çине пăхма, ун пирки кăмăла хуçма чарăнаççĕ ачасем. Вара ерипен анаталла утса каяççĕ.
Ял курăнми пулчĕ. Куç умне саралма тытăннă ыраш пуссипе тăрă пĕлĕт анчах тăрса юлчĕç. Хăлхана тĕрлĕрен кайăк юррисем илĕртме тытăнчĕç. Ачашлаççĕ хăлхана кайăк юррисем, çамрăк кăмăла йăпатаççĕ.
— Энтруш, çав тăри текен кайăк каçхине ăçта çывăрать вăл? — хăй халь çеç йĕме чарăннине манса уçă саспа ыйтрĕ Анюк.
— Ăçта пултăр, ыраш ăшне кĕрет те çавăнта çывăрать.
— А, вăл вара... кушакран хăрамасть-и? — тĕлĕнсе хура та пысăк куçĕсене пысăккăн уçса пăрахать Анюк. — Ав астăватни, пĕрре пирĕн кушак çерçи тытнăччĕ?!
— Тăмана эс, Анюк; мĕнле кушак пултăр уйра? Вĕсем ялта анчах пурăнаççĕ вĕт...
— Ма суятăн? Пĕлтĕр аннепе тыр вырмаран килнĕ чух ма, эппин, аякри ана çинчех куртăмăр?!
— Вăл — аташнă кушак е... пĕри те пулсан юри пăрахса хăварнăскер.
Анюк тек ыйтма чарăнчĕ. Анчах вăл хăй ăшĕнче Энтрушпа килĕшмест. Ун шучĕпе, кайăксене ыраш ăшĕнче пурăнма çаплах хăрушă пек туйăнать. «Вĕт çав аташнă кушаках тытса çисе яма пултарать вĕсене», — тесе шухăшлать вăл.
Энтруш Анюк çинчен манса урăх шухăш çине куçнă. Вăл çултан пĕр çĕр чалăш шалалла, ыраш çийĕн кăшт курăнса тăракан масар çинчи хăш-пĕр хĕрессене курса кайрĕ. Курчĕ те çавăнтах чĕрине хурлăх килсе чикрĕ.
— Анне, — терĕ вăл хăй ăшĕнче. Унтан хăй сисмен çĕртенех тепĕр хут саспах: — Ах, анне! — тесе йывăррăн ахлатса ячĕ.
Ыраш ăшĕнчи утмăлтурат чечеккисене шутлама тытăннă Анюк Энтруш çине пĕрре пăхсах Энтруш мĕн пирки амăшне аса илнине сисрĕ.
— Атя масар çине, атя анне патне, — тесе йĕрсе ячĕ вăл.
— Çук-çук, Анюк, халь юрамасть унта кайма, — хăвăрт-хăвăрт каласа кайрĕ Энтруш, — унта кайсан эпĕр çĕрлене юлатпăр, ку çулпа чи çывăх ял — Тикеш те вуник çухрăмра. Халь, вон, хĕвел çине пăх-ха, кăнтăрла çитнĕ, халех каç пулать...
Анчах Анюк ăна итлемест. Вăл Энтруша ик аллинчен те ярса тытса пĕрмаях:
— Атя анне патне, атя анне патне, — тесе йĕрет.
— Юрамасть унта кайма, унта упа пур, — хăратма хăтланать Энтруш.
— Атя анне патне тенĕ сана-а-а-а... — ура тапсах улама пуçлать юлашкинчен Анюк.
Энтруш чăтаймарĕ. Масар çине юлашки хут кĕрсе тухма хăйĕн те кăмăл пуртан, Анюк та чĕннĕрен масар çулне тупса, Анюка алăран çавăтса масар çинелле пăрăнса кĕрсе кайрĕ.
* * *
Канавпа сăнчăрланнă масар темиçе çĕр тĕслĕ хĕрессемпе такама вăрттăн юнанă пек шăппăн шăмăланса хытса ларнă. Хĕрессем пĕрисем çӳллĕ те тӳрĕ тăраççĕ, теприсем, тӳрĕ тăма ывăннă пек, кукăрăлса ларнă. Вĕсем хушшинчех сайра хутра аваллăх чулĕсем выртаççĕ. Курăк, тĕрлĕрен чечексем, урăх çĕрте пулсан чуна савăнтармалласкерсем, кунта, хĕрессемпе шăмăсем хушшинче, урăхларах сывлаççĕ.
— Эс, Анюк, масар çинчи чечексене юрататни? — терĕ Энтруш масар çине кĕрсенех. Унăн йăмăкне йăпатас килет. «Йĕрет вĕт, çаплах чарăнмасть — мĕнле йăпатаççĕ-ши пĕчĕк ачасене», — шухăшлать вăл хăй те пĕчĕк ачасен шутĕнче тăнине манса.
— Анюк, эс ма чĕнместĕн?
Анчах Анюк ăна илтмерĕ, йĕме чарăнса вăл нумай хĕрессем хушшинче амăш хĕресне куçпа суйласа тупрĕ те пĕр ансăр сукмакпа айккинелле пăрăнса чупса кĕрсе кайрĕ.
— Энтруш, Энтруш, ак анне хĕресĕ, — çухарать Анюк, — хăвăртрах кил кунта!
Энтруш пынă çĕре Анюк хăй йĕри-тавра чечексем те пуçтарма тытăннă. Вăл пĕр чечексем патĕнчен тепĕр чечексем патне савăнăçлăн чупса çӳрет. Амăш тăпри çинче мар, выляма татнă пек татать вăл чечексене.
«Пĕлмест-ха вăл нимĕн те. Анне тăпри уншăн чĕрĕ анне пекех, çавăнпа та çавăн пек сиксе çӳрет вăл. Пĕлмест-ха вилĕмпе пурнăç хушшинчи уйрăмлăха, — пысăк çын пек шухăшлать Энтруш. — А эпĕ пĕлетĕп-и ун çинчен? Пĕлетеп, мĕншĕн тесен эпĕ анне манпа текех пурăнма пăрахнине лайăх пĕлетĕп. Вăл, Анюк, ăна та пĕлмест пулмалла-ха...»
Çапла хăйшĕн пăтранчăк шухăшсем айне кĕрсе кайса амăш тăпри çине ларчĕ Энтруш. Унтан çурăм çинчи пир хутаççине хывса ăна амăш хĕресĕ çине çакрĕ. Кун хыççăн пĕтĕм япала çинчен манса иртнĕ телейсĕр пурнăç ăшне путрĕ.
«...Виçĕм çул пуçланнă вăл вăрçă тени. Герман патшипе. Ялта сасартăк салтак юррисем çĕкленсе кайрĕç. Ӳсĕр çӳреççĕ. Çухрашаççĕ. Йĕреççĕ. Нумаях вăхăт иртмен, салтак юррине вĕсен ашшĕ те юрлама пуçланă. Лаша кӳлеççĕ те ăна станца кайса леçеççĕ. Унтан çĕлен пек чашлатакан пойĕс ăна вăрçă çывăхнелле илсе каять. Вăрçă... Вăрçăран килекен ашшĕ çырусене вуласан амăш яланах йĕрет, Энтруш та çавăн пекех. Анюк хуть ун пирки йĕмех пĕлеймен-ха — пĕчĕккĕ пулнă... Унтан, нумай та вăхăт иртмест, ашшĕне вĕлереççĕ те. Вĕсем амăшпе тăлăха юлаççĕ...»
— Герман патшипе пирĕн патшан вăрçмалла пулнă та, çав вăрçăра пирĕн аттене те вĕлернĕ вара, — шухăшланă çĕртен саспах каласа ярать Энтруш. Мĕншĕн? Мĕншĕн вĕсем патшасем хăйсем анчах пĕр-пĕринпе вăрçмаççĕ?!
«...Ашшĕ вилсен пĕтерчĕ вара вĕсене Якур Иванч! «Чăрăллах çирĕ, чăрăллах», амăшĕ каланă пек. Çурмалла акнă анасен тыррине пĕтĕмпех тенĕ пек хăйне илчĕ, — хĕрхенмерĕ салтак арăмне: «Халь ĕç хаклă, ĕç!» — тесе çирĕм пăт ыраш памалла çĕртен вунă пăт çеç пачĕ. «Рапатникĕм уксах, хăвах пĕлетĕн, çавăнпа хамăн тар юхтармалла пулчĕ сан анусем çинче»... Мĕн тăвас тен? Пуян çынна хирĕç мĕн калăн?! Старăстийĕ те ун майлă, теçетскийĕ те... Мĕншĕн çавăн пек-ха, мĕншĕн старăста эпĕр тĕрĕсси çинчех çапах пирĕн майлă пулмарĕ?»
Ку тĕлте нумайччен шухăшласа тăрать Энтруш. Кĕл тĕслĕ уçă куçĕсене пĕр сар чечек çине тĕлленĕскер хытса кайнă пек ларать. «Якур Иванч пуян, эпир — чухăн, — аса илчĕ вăл амăш каланă сăмахсене, — çавăнпа старăста пирĕн майлă мар».
— Энтруш, пăх-ха, эп мĕн чухлĕ чечек татрăм?! Вĕсене эпĕ пурне те анне çине йĕркелесе хурса хăваратăп...
Анчах Энтруш Анюкăн чечеклĕ савăнăçне туймасть, илтмест Анюк сăмаххисене.
«Мĕншĕн вара чухăнсем тĕрĕс пулсан та, старăстан вĕсене хирĕç пымалла?! Старăсти тĕрĕс мар çын пулнă пулĕ эппин!..»
Пысăк шухăшсем пĕчĕк пуç çине чулсем пек йывăррăн, ыраттарса пырса ӳкеççĕ. Час ывăнать вĕсенчен пĕчĕк пуç...
«...Ӳсĕрет амăш. Унтан — юн сурма пуçлать. Хăй пĕрмаях Анюкпа Энтруш çине пăхса вăрттăн куççульсем сăтăрать. Ачисен кăмăлне хуçас мар тесе вăрттăн сăтăрать куççульсене, анчах Энтруш курать, Энтруш ăна туймалăх пулнă ĕнтĕ.
— Ма йĕретĕн, анне?
— Йĕместĕп-çке, ачам, сана хăвна çавăн пек курăнса кайрĕ пуль...
Хăй çапах пуçне кăмака патнелле пăрса саппун аркипе куçĕсене сăтăрать. Унтан ӳсĕрме пуçлать, каллех пĕр вĕçĕмсĕр ӳсĕрсе юн сурма тытăнать. Сисет Энтруш, сисет... Амăш мĕншĕн йĕнине лайăх пĕлсе тек ыйтмасть ун çинчен.
— Вырт, анне, вырăн çине, кăмакине хам та пултарăп...
— А-ай, ачам, ӳслĕк вăл ман халех иртсе каять, — хăйне хытарса ачисене йăпатасшăн калать амăш. — Ак тепĕр виç кунтан ман ӳслĕк веçех иртсе каять...
Виç кунтан чăнах та иртсе кайнă вара ӳслĕк. Амăш, вырăн çине выртнăскер, виç кунтан Энтруша хăй выртакан çĕре чĕннĕ.
— Энтруш.., — Сыв мар, вăйсăр аллисемпе ыталаса илнĕ те Энтруша: — Энтруш, Энтруш, вилетĕп вĕт, вилетĕп, мĕн курăр ĕнтĕ эсĕр эп вилсен, мĕн курă-ă-ăр!.. — тесе малтанхи хут вăрттăн мар йĕрсе янă...
...Ĕмĕр чĕнмесĕр çутатса çӳрекен хĕвел хăй анăçĕ патнелле чылай нумай шунă. Ик пĕчĕк тăлăх, масар çине кăнтăрла пынăскерсем, унтан çул çине тин анчах тухрĕçĕ. Асли кĕçĕннине алăран тытнă та ăна ăшă, йăпатмалли сăмахсем калать. Кĕçĕнни утасшăн мар пек пырать, асли ăшне хăват кĕртсе хăвăрт уттарма тăрăшнă пек утса пырать.
Хĕвел пĕрмаях шурĕ. Паçăр таса пĕлĕт çине мамăк куписем манерлĕ пĕлĕт таткисем килсе тухрĕç. Кăшт сулхăн çил вĕрме тытăнчĕ. Хĕвел пĕрмаях шурĕ. Икĕ пĕчĕк тăлăх пĕрмаях утрĕç. Хĕвел пĕрмаях шуса анса ларас тĕле çитрĕ. Çав вăхăтра икĕ пĕчĕк тăлăх пĕрмаях утса Тикеш ятлă ял патне пырса тухрĕç.
— Ак çак Тикеш ĕнтĕ, — терĕ Энтруш.
— Ай, ман çиес килет, çиес килет ман, — терĕ Анюк.
Çапла йĕрпе кĕрсе кайрĕ ик пĕчĕк тăлăхăн пурнăçĕ. Кун сайран кун, уйăх сайран уйăх, чӳрече патĕнчен чӳрече патне, пĕр ялтан тепĕр яла çӳремелле килсе пулчĕ. Çулла, хĕлле, çăмăрта, тăманта — пĕрмаях кăмăла ыраттарса хуçакан пурнăç.
II
Тăван ял питĕ инçете юлнă. Темиçе çĕр тĕслĕ çул тăрăх, темиçе çĕр çырма, темиçе теçетке вăрман, кĕпер урлă тăрать тăван ял. Çынран ыйтмасăр тупма та çук унта халь. Анчах тупсан та мĕн тумалла унпа, мĕне кирлĕ тăван ял Энтрушпа Анюка? Пурпĕр мар-и ăçта çӳресен те? Хуть тăван ял чӳречисене шутласа çӳре, хуть таçти амакри ялăнне — пурпĕрех мар-и?
— Камшăн тăван ял пур, пирĕн пеккишĕн вăл çук! Е пур çĕрте те тăван ял, е пур çĕрте те ют ял — çавăн пек пирĕн пеккишĕн... — Çӳренĕ çĕрте тăван яла аса илсен çакăн пек каланă Энтруш хăйне хăй. Ун пирки нумай шухăшланă вăл, пĕчĕк пулсан та, хăй шухăшĕсене сăмах йĕркине кĕртме пĕлнĕ.
Пурнăç пурне те вĕрентет. Асаплă пурнăç, чӳрече айĕнчи пурнăç вунвиççĕ тултарса вунтăваттăпа пыракан Энтруша пĕчĕкрен пысăк туса ярать. Пĕр кун та иртмест пулĕ ун ăсне çĕнĕ япала кĕмесĕр.
Нумай пулать ĕнтĕ ялтан тухни. Çăкăр-тăварлă çынсем ака-тырри вырса пĕтерсе авăн çапма пуçларĕç. Уйри тырă итеме çитсе темеçсем айне кĕчĕ. Хăмăлсем анчах шăхăрса юлчĕçĕ ялсенче. Аван çӳреме вĕсем тăрăх, вĕсем урлă, анчах кĕркунне сиввипе салхулăхĕ хăйĕн çинчен лайăхах систерме пуçларĕ.
— Энтру-уш, эп шăнса кайрăм, — теме пуçларĕ Анюк та. Кĕпе вĕççĕн çеç мĕнле шăнмасăр чăттăр пĕчĕк Анюк.
Нумай пулать ĕнтĕ ялтан тухни. Темиçе тĕслĕ каç, кун, темиçе тĕслĕ çын курмалла килнĕ.
— Христос ячĕпе ыйтса çӳретпĕр те... Пĕри парать, ăшă сăмах калать, тепри чĕнмесĕр айккинелле пăрăнать, виççĕмĕшĕ усал сăмахсемпе ятлаçса ăсатать.
— Нумай сирĕн пеккисем...
«Нумай-и вара? Нумайне вĕсем хăйсем те пĕлеççĕ. Мĕншĕн нумай — эс çавăн çинчен кала. Вĕсем нумайшăн вĕсемех айăплă мар пулĕ-çке? Е вĕсем, пĕчĕккĕскерсем, ахальрен, вăйă шучĕпе сан чӳречӳ айĕнче çӳреççĕ?»
Çук вĕт, никам та каламасть вĕт çапла.
— Энтруш, ав хĕрсем шакла выляççĕ, атя эпĕр те иксĕмĕр çак пӳрт умне ларса выльăпăр...
Выляс килет пĕчĕк Анюкăн, ытти хĕрачасем пекех пулас килет. Мĕнрен катăк Анюк вĕсенчен, е вăл кирпĕч таткисенчен шаксем тума пултараймасть?
— Çук, Анюк, ку пӳрт умĕнче выляма юрамасть пире.
— Мĕншĕн, ытти хĕрачасем выляççĕ-çке?
Мĕн калас пĕчĕк Анюка хиреç? Ун умне пĕшкĕнсе ăна пĕчĕк, ырхан аллисенчен тытса йăпатмалли çеç юлать, — урăх ним тума та çук Анюка хирĕç.
— Юрĕ, Анюк, юрĕ, выльăпăр ак уя тухсан, пĕр-пĕр çырма хĕрринче выльăпăр, унта тем тĕрлĕ шаксем те пур... Юрать-и?
— Сарă шаксем пур-и?
— Пур.
— Хĕрлисемпе шуррисем те пур-и?
— Пур, пур тĕсли те пур...
— Юрать эппин, çавăнта выльăпăр...
...Пысăк, темиçе чӳречеллĕ пӳрт. Ун умĕнче икĕ лайăх тумланнă вуник-вунвиç çулхи ачасем папкăлла выляççĕ. Энтруш Анюка çавăтса çав çӳрт умне пырать.
— Христос ячĕпе...
— Трушок, Трушок, ăсси! Ăсси! Мĕншĕн?
— Ăсси, Трушок!
Энтруш Анюка хăйĕнпе хупăрлать те, сиксе вĕрекен йытта хирĕç патакпа тăрать — çырттармасть йытта.
Анчах мĕншĕн йытăпа ăслаттараççĕ вĕсем? Вĕсем пуян ачисем, эпĕр ыйткалакан тесе-и?! Ах, вĕтесчĕ вĕсене уншăн, вĕтесчĕ, Анюка пăрахса вĕтесчĕ... Е пирĕн, эпĕр ыйткалакан тесе, йăтă шăлĕ айне пулма та хатĕр пулмалла-и мĕн?! Çук!
— Анюк, тăр-ха çакăнта, тăр, ниçта та ан кай... — Анчах лешсем, Энтруш патакне çӳлелле çĕклесе вырăнтан тапрансанах, йăтă-мĕнĕпе хапха айĕнчен кĕрсе тараççĕ.
— Эх, çерçи чунĕсем, виççĕн те пĕр ыйткалакантан хăратăр!
— Энтруш, ма кĕрсе тарчĕç вĕсем?
— Манран хăрарĕç...
— Ой-йой эс!
Энтруш çумнерех питрех тĕршĕнет Анюк, темĕн ăнланса илнĕ пек нумайччен ун çине куç илмесĕр пăхса тăрать.
* * *
— Ăçта çывăрăпăр кĕçĕр, Анюк?
Тăхлан тĕслĕ сивĕ пĕлĕтсем хупăрланса килеççĕ. Сивĕ çил усаллăн вĕрет. Каç айне пулса пыракан ялти йывăçсем хурлăхлăн чĕриклетме пуçлаççĕ. Сивĕ пирки урамра пĕр çын та юлмасть, йытăсем те сарайнелле кĕрсе вырнаçаççĕ.
— Ăçта çывăрăпăр кĕçĕр, Анюк?
Çук, Анюкран ыйтмасть Энтруш. Пĕчĕк Анюкран ун çинчен мĕн ыйтмалли пур?! Ахальрен, хăйĕнпе хăй калаçнă пек, Анюка пĕчĕкрен сасартăк пысăк туса ярасшăн пек калаçать Энтруш.
— Çывăрма ямăр-ши пире, йăмăкăмпа иксĕмĕре. Эпĕр ăçта килчĕ унта та выртса çывăрăттăмăрччĕ — усал çăмăр айне пулас марччĕ тульккĕ...
— Çывăрма? Сирĕн те çывăрас килет-и вара?
— Çывăрма ямăр-ши пире, йăмăкăмпа иксĕмĕре?
— Çук, ямастăп, хăратăп эпĕ ыйткалакансенчен. Темĕнле çынсем эсĕр, тен, эсĕр вĕлерсе çаратса та тухса кайма пултаратăр мана?!
— Эпĕр пĕчĕккĕ вĕт, пиртен мĕн хăрамалли пур?
— Çук, çук, ямастăп, тепĕр çĕрте ыйтăр.
Усал пĕлĕтсем çаплах капланса килеççĕ. Питрен шултра çăмăр çапма пуçлать. Тĕттĕм. Сивĕ. Çил. Çуртсем тĕттĕмпе çăмăр айне пĕшкĕнсе лараççĕ. Анюк сивве чăтаймасăр ĕсĕклеме пуçлать.
— Тархасшăн, çывăрма ярăр-ха пире иксĕмĕре, йăмăкăм шăнса вилет.
— А-ай, халь мĕнле ырă çын çывăрма ятăр, хурал пӳртне кайăр, хурал пӳртне...
— Унта пултăмăр эпĕр, унта никам та пурăнмасть. Ярăр-ха çывăрма, тархасшăн...
Çук, ямаççĕ.
Камран ыйтас тата, кам кĕртĕ?
Сивĕ çумăр чашкăртатса çума пуçларĕ. Çил çаплах авать йывăçсене. Кĕр каçĕ хăйĕн тĕм хура чаршавне пуснăçем аялалла пусса куçсене чистиех курми тăвать. Анюк, пĕчĕк Анюк... ах, курмаççĕ-çке ун асапне пӳртсенче ашшĕ-амăшсемпе юнашар ăшă çĕрте çывăракан тантăш-сем...
— Ан йĕр-ха, Анюк, ан йĕр, ак пачăшкă, тен, кӳртĕ çывăрма. Эпĕр вĕт Христос ячĕпе ыйтса çӳрекенсем...
Ах, çăмăр! Витререн тăкнă пек тăкать çăмăр! Пĕтĕм ӳт лачкам. Кĕпесем хăпми çыпçăнса ларнă ӳт çумне. Чĕрене витсе шăмăсене çĕмĕреççĕ çăмăрпа çил.
— Пачăшкă, тархасшăн, çывăрма кĕртĕр-ха пире, йăмăкăмпа иксĕмĕре, вилетпĕр çăмăр çинче...
— Камсем эсĕр?
— Христос ячĕпе ыйтса çӳрекенсем эпĕр, пачăшкă...
— Çук, кӳртейместĕп, ачасем... Айта, сире тӳсĕмлĕх патăр. Чăтăр, чăтăр, ачамсем, чăтас пулать. Çĕр çинчи асаплăха чăтса тухсан, вилсен... çӳлти патшалăхра пулăр...
— Хĕрхенĕр, пачăшкă, йăмăкăм халех вилет...
— Чăтас пулать, чăтас пулать, ачамсем.
— Йăмăкăма çеç кĕртĕр эппин, пачăшкă. Эп хам сирĕн хапха айĕнче те çĕр каçăп, — хĕрхенĕр, тархасшăн, йăмăкăма...
Кăшт уçнă чӳречене шартлаттарса хупаççĕ. Тек никамран та ыйтмалли çук. Пĕр-пĕрне пулăшма, тăвана хĕрхенме вĕрентекен пачăшкă та кĕртмерĕ — шартлаттарса хупрĕ чӳречене, чăтас пулать терĕ. «Эй, пачăшкă, эс хăвăн ачусене хĕрхенетĕн пулсан, вĕсене çӳлти патшалăха кĕртесшĕн пулсан, ма çакăн пек чăттармастăн вĕсене, ма чăттармастăн, кăштах тепĕр хут чӳречене уçса каласа пар-ха эс, пачăшкă?! Çук, сивĕ кĕрĕ чӳречене уçсан чирлесе каймалла пулĕ...»
Хăйĕнчен пилĕк-улт çул çеç кĕçĕн йăмăкне, такама тивĕçлĕ çилленсе, таçтан килсе тухнă вăйпа алă çине илсе çĕклет Энтруш. Амăш пĕчĕк ачана кăкăр çумне тытнă пек çавăрса тытать те пуп умĕнчен хăвăрттăн утса каять.
— Ан йĕр, Анюк, ăçта та пулса çапах пĕр хӳтлĕх тупăпăр-ха!
Хытă çăвать çумăр, хытăрах касать çил. Анчах тата хытăрах чăмăртать Энтруш хăй йăмăкне — хăйĕн кăкрипе ăшăтма тăрăшать, хăйĕн мĕнпур ăшшине никам та йышăн-ман, пĕчĕк, вилес пек шăннă йăмăкне парасшăн.
— Ан йĕр, Анюкăм, ăçта та пулса çапах пĕр хӳтлĕх тупăпăр-ха!
III
Лайăх кун кĕркунне те пулать. Юлашки хут кăмăллăн савса хăварнă пек, кĕркуннен пĕр вăхăтĕнче хĕвел çăв варринчи пекех пĕçертсе илет.
Вăл вăхăт çăв вăхăтĕнчен те лайăх. Те хĕл аякра мартан, те урăххинчен ун чухнехи хĕвеле чĕрĕ чун питĕ хытă юратать. Пурпĕр хĕвел лекекен вырăна ларатăн та вара хĕвел ăшшипе пĕр-пĕр вĕçĕмсĕр савăннă пек савăнатăн.
Çак вăхăтăн пĕр кунĕнче Энтрушпа Анюкăн пĕр ялтан тепĕр яла кайма вăрман витĕр тухмалла пулнă. Паллах, вăрман витĕр пĕрре çеç тухса çӳремен вĕсем. Вăрман витĕр тухса çӳреме вĕсене яланах лекнĕ. Анчах, анчах... ку чухнехинче вĕсемпе пĕр питĕ тĕлĕнмелле япала пулнă та, вăл вара вĕсен пурнăç çул-йĕрне урăхла тĕс парса хăварнă...
Кĕркуннен те хăйĕн илемĕ пур. Вăрман кĕркуннен пĕр вăхăтĕнче пĕтĕмпех ылтăнланса ларать. Пĕтĕм вăрман ылтăн кĕпе-йĕм тăхăннă пек пулать ун чухне...
— Энтруш, çак юман тĕп кутĕнче канма ларар-и?..
Вăл анчах чирлесе тăнă. Пĕркунхи сивĕ çăмăрлă çĕр ахалех иртмерĕ уншăн. Вăл пĕр эрне хушши тарпа вĕри ăшĕнче аташса выртнă — чутах вилмен. Пушă хурал пӳртĕнче (Энтруш ăна çăмăрлă каç çавăнта çĕклесе кайнă) выртма çăмăл пулман, каçсенче сивĕ тата салхуллă пулнă. Анчах Энтруш çапах та Анюк асапне мĕн вăй çитнĕ таран чакарма тăрăшнă. Ăçта килчĕ унта турпассем пухса, сивĕ пӳрте пăртак та пулин ăшăтма тăрăшнă. Каçсенче Анюк ан хăратăр тесе пĕр куç хупмасăр Анюк умĕнчен каймасăр ларнă.
— Камран ыйтнă эсĕр кунта пурăнма? — пырса ыйтнă вĕсенчен пĕр çын. — Халех тухса кайăр, атту çиччас старăстăна кайса калатăп.
— Йăмăк чĕрĕлсе тăриччен старăстăна мар, патшана кайса каласан та каймастăп, — тенĕ хирĕç Энтруш.
Çын тухса кайнă та, тек ун пек хăвалакансем вĕсем патне пыман. Хурал пуртĕнчен аякра мар пурăнакан пĕр тăлăх хĕрарăм анчах пыркаласа ларнă. Анчах вăл хăвалама пыман, вăл — ырăскер пулнă: сыв мар Анюка сĕт, çăмарта пеккисем илсе пырса çитеркеленĕ.
«Çук, тĕнчере усалли çеç мар, ырри те пур», — çапла шухăшлать Энтруш вăл хĕрарăма аса илсен.
— Атя-атя, Анюк, канар çак йывăç кутĕнче.
Малтан Анюка вырнаçтарса лартрĕ Энтруш, вара хăй вырнаçса ларчĕ.
Нумай ларчĕç вĕсем вăл юман кутĕнче. Çулçăсăр йывăçсем витĕр хĕвел пĕр айăпсăр ăшăтать. Ахаль те вăйсăр, чир хыççăн пушшех вăйсăрланса юлнă пĕчĕк Анюк хĕвел ăшшипе çывăрса кайрĕ. Вăл халь хăй тантăшĕсене, шкул ачи-пăчисене аса илчĕ. Юлашки ялта курнă вăл вĕсене, сумка çакса шкула васкаса чупаканскерсене...
— Хут-çырăва вĕренсен, кĕнеке вулама пĕлсен нумай япала пĕлме пулать пулĕ. Кам пĕлет, эпĕр мĕншĕн хутаç çакса çӳренине те пĕлме пулать тен?! Патшасем мĕншĕн вăрçаççĕ, мĕншĕн пĕри усал, тепри йăваш, вуннăн чухăн, пĕри — пуян... Ах, пĕлесчĕ çавсем çинчен, мĕншĕн тĕнче çавăн пек-ши?!
Çак вăхăтра сисмен хутранах ката хушшинчен пĕр çын килсе тухать. Уринче атă, çийĕнче пиншак, пуçне хура карттус тăхăннă.
— Ăçталла утатăр эсĕр, ачамсем, — тет вăл йăваш саспа. Хăйĕн уçă куçĕсем унталла-кунталла пăхаççĕ, ни ватă, ни çамрăк мар пичĕ пир пек шурă. — Ăçталла каяттăр, ачасем? — ыйтать вăл тепĕр хут Энтруш чĕнменнине кура. Анюк, ют çын сассине илтсе вăранса каять.
— Ыйткаласа çӳретпĕр эпĕр, — тет хирĕç Энтруш ют çынна куçран пăхса.
— Апла эппин, ачамсем... юрать, юрать...
Ют çын чĕлĕм кăларса, чĕлĕм мăкăрлантарса ярать.
— Хăвăр ăçтисем пулатăр, ачамсем?..
— Аякрисем эпер — хĕнкассисем, кунтан пĕр çитмĕл çухрăма юлчĕ пулĕ ĕнтĕ пирĕн хамăрăн ял...
— Юрать, юрать...
Ют çын Энтрушпа юнашар пырса ларать.
— Йывăр пуль пуçтарма, ачамсем, парсах каймаççĕ пуль халь?
— Çитет. Пире нумай кирлĕ мар вĕт — тăранма анчах кирлĕ...
Ют çын Энтруш каланă чухне пĕрмаях ун çине куçран пăхса тăрать, темĕскер сăнанă пек... Анчах ют çын çапла пăхни Энтруша çиллентермест, ют çын куçĕсем аван, ырă куçсем пек курăнаççĕ Энтруша.
— Эсĕр тăлăха юлнăскерсем-и вара, ачамсем?
— Çапла çав. Аттене вăрçăра вĕлерчĕç, анне юн сурса вилчĕ...
Ют çын куçĕсене çĕрелле ячĕ. Йăваш куçсем кăшт йăлтăртатса илнине кураймарĕ Энтруш. Анчах ют çын кун хыççăн чĕнмесĕр нумай ларнине ăнланчĕ пек пулчĕ: ку çын е хăй вăрçăра пулнă, е... Çук, пĕлмелле мар, темĕскер...
— Миçере эс, ачам? — тата йăвашрах ыйтать ют çын,
— Вунтăваттăна пыратăп ĕнтĕ...
— Хут пĕлетĕн-и?
— Сас паллисем анчах пĕлстĕп, вĕсене те шкула çӳрекен юлташран анчах вĕреннĕччĕ.
Ют çын каллех куçĕсене çĕрелле ярса калаçма пăрахрĕ. Унтан Энтруша сасартăк алăран килсе тытрĕ те: «Ачам, ман санпа тумалли пĕр ĕç пур... Мĕн ятлă-ха эс?.. Ну вит, Энтруш шăллăм, ман санпа тумалли пĕр ĕç пур...» Ют çын Энтруш аллине ярса аттине хывать те (Энтруш тĕлĕнсе хытса кайнă) ун ăшĕнчен пĕчĕк кĕнекесем манерлĕ хутсем кăларать.
— Ман санпа тумалли ĕçсем пур, Энтруш шăллăм. Пулăшăн-им эс мана?
— Мĕнле ĕç вара вăл? — куçĕсене хутсем çине чарса пăрахса ыйтать Энтруш. — Пулăшма май килсен ма пулăшас мар...
— Тульккă, Энтруш шăллăм, кун пек ĕçсемшĕн пире лектерме те пултараççĕ.
Энтруш ăнланмасть: «Камсем, мĕншĕн лектерме пултараççĕ?» — чĕнмесĕр ыйтаççĕ ун куçĕсем.
— Калăпăр, эсĕр çак хутсене хăвăр çӳренĕ чухне пĕрерĕн-пĕрерĕн чӳрече, хапха айне пăрахса çӳрер. Калăпăр тата, сире уншăн страшнĕк-уратнĕк таврашсем тытаççĕ те тĕпчеме пуçлаççĕ, — ман çине çилленмĕн-и çапла килсе тухсан?
— Мĕнле хутсем вара кусем, апла тăваканскерсем?
— Ку хутсем, Энтруш, сирĕн аçуна тата сирĕн аçу пеккисене — темиçе мĕльюн çынна мĕншĕн амантса-вĕлерсе пĕтерсе пынине ăнлантарса паракан хутсем...
Энтруш хытса кайнă пек пулса нумайччен чĕлхине уçаймасăр ларать. Ун умне сасартăк калама çук пысăк япала шуса тухнă пек туйăнчĕ ăна. Анчах вăл пысăк япалана ăнланса, уйăрса илме вăйĕ çитеймест Энтрушăн, темĕн чухлĕ тăрăшсан та труках ăнланса илме çук ăна.
«Ах, ăнланасчĕ, пĕлесчĕ хăвăртрах», — çакăн пек калать Энтрушăн хытă тапма пуçланă чĕри.
Уçса янă шыв пек йĕркеллĕ, такăнмасăр юхаççĕ ют çын сăмахĕсем. Энтруш çинелле юхаççĕ. Калама çук пысăк япала çинчен ăнлантарса ĕнентересшĕн çунаççĕ ют çын куçĕсем. Çунса пырса хăйсен хĕмĕсене Энтруш çине сирпĕтеççĕ.
Нумай вăхăт иртрĕ. Йывăçсем витĕр текех хĕвел пăхма пăрахрĕ. Каçăн нӳрлĕ сулхăнĕ сарăлчĕ вăрмана, курăксем нӳрленсе кайрĕç. Çак вăхăтра анчах пăрахрĕ ют çын калама.
— Ну, çитет, Энтруш, ыттисене малалла хăвах ăнланса илĕн ĕнтĕ, — терĕ вăл юлашкинчен. — Айта чик çаксене хутаççуна та ĕçле ху пĕлнĕ пек. Тульккă, сыхланма ан ман вара.
Энтруш çавăнтах чĕнмерĕ. Хăйне панă хутсене чĕнмесĕр хутаçа чикрĕ те ют çынпа пĕрле ура çине тăчĕ. Çапла вĕсем пĕр-пĕрне сăмах хушмасăр чылайччен тăчĕç. Унтан ют çын çине юлашки хут çунса шăтаракан куçсемпе килсе пăхрĕ те Энтруш тин:
— Юрать! — тесе пĕрех сăмах татса каларĕ.
Ют çын мĕнле килнĕ, çавăн пекех çĕтрĕ. Энтруша чĕнмесĕр пĕрре пуçран шăлса илчĕ те хăй килнĕ ката хушшинех каялла кĕрсе кайрĕ. Ун ура сассисем илтĕнми пуçличчен вăл кайнă çĕрелле куç илмесĕр пăхса тăнă хыççăн анчах калаçу хушшинче манса кайнă пĕчĕк Анюкне аса илчĕ вăл.
— Анюк, атя, утар, — каларĕ вăл калама çук ăшшăн. Унтан, кăшт тăрсан: — Атя, утар, Анюк, малалла утар, малалла! — терĕ хыттăн.
IV
Малтанхи юр çинчен темĕншĕн ытла та кăмăллă утса пыма. Анчах вăл кăмăллăх пуçра урăх шухăш çук чухне анчах сисĕнет. Трапхин Кирлин паян ирхине пĕр тĕлĕнмелле япала килсе пулнă та, çавăн пирки вăл ура айĕнчи малтанхи юра сисмесерех васкаса утса пырать. Вăл çав тĕлĕнмелле япала пирки хăйĕн пуçанăш патне васкать.
— Хм! Тĕлĕнмелле! — тет вăл такамран тарнă пек унталла-кунталла пăхкаласа. — Ун пек япала та пур-çке тĕнчере...
Пуçанăш патне çитсен ăна вăл кăчăк туртса пӳртрен сарай кĕтессине илсе тухрĕ.
— Пуçана, эп хамăн алкумĕнче паян ирпе пĕр тĕлĕнмелле çырса пĕтернĕ хут тупрăм, ак вуласа пăх-ха, — тӳрех каласа ячĕ вăл тĕлĕнмелле хутне пуçанăшне тыттарса. Хăй каллех такамран сыхланнă пек унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ.
«Хресчен халăхĕ! Кам савăнăçĕшĕн хăвăр юнна тăкатăр эсир, кам савăнăçĕшĕн ачăр-пăчăрсемпе арăмăрсене тăлăха хăваратăр?! Улталаççĕ сире, хресчен халăхĕ! Патшапа мул хуçисем хăйсен пурлăхне татах аслăлатса пырасшăн сире хăйсемшĕн пăшал çактарса вăрçă асаплăхĕпе çунтараççĕ. Ĕç халăхне нимĕнле вăрçă та кирлĕ мар. Темиçе мĕльюн тăлăх турат туса хăварнипе чарăнми куççульсĕр пуçне ĕç халăхне вăрçă урăх нимĕн те памасть. Хресчен халăхĕ! Хамăра тивĕç ирĕкшĕн кĕрешме вăхăт çитнĕ...»
— Чăнах та, тĕлĕнмелле япала ку сан, пуçана, — терĕ пĕр пуçани тепĕр пуçанăшне хутне вуласа пĕтермесĕрех. — Хăрамалла кун пек япаларан... Тĕрĕссине тĕрĕс те ĕнтĕ, анчах... Астăватни, 1905 çулта пăлханнă студентсене мĕн турĕç?.. Ун чух та çакăн пек çыратчĕç... Эс мĕн пит шухăша кайнă пек вара, ватă пуçпа студентсене пулăшасшăн мар пуль-çке?!
— Ах-ах-а-ах! — йывăррăн сывласа ячĕ Трапхин Кирли. — Хуть те кирек мĕн кала та, анчах... тĕрĕс, пите тĕрес çыраççĕ... Ку хута паян ирхине тупрăм тесе суйрăм эпĕ сана, ăна эпĕ каçах тупнă... Каç... çĕр çывăрмасăр шухăшласа выртрăм... Чăнах та, шухăшла-ха эс: ик ывăлăмран иккĕшĕ те пĕтрĕçĕ вĕт вăрçăра... Мĕншĕн?!
* * *
— Ан васка эс, ан васка! Ерипенрех вула та шăппăнтарах...
«...Кам савăнăçĕшĕн юн тăкатăр эсир, кам савăнăçĕшĕн ачăр-пăчăрсемпе арăмăрсене тăлăха хăваратăр?..»
«...Ĕç халăхне вăрçă кирлĕ мар. Вăрçă патшапа тĕрлĕрен мул хуçисемшĕн анчах кирлĕ...»
«...Вăрçа хирĕç тăрăр, хресчен халăхĕ!»
«...Пире тивĕç çĕрсемпе ĕçлемен калтасем-улпутсем усă курса пурăнаççĕ. «Кам ĕçлет — вăл выçă, кам ĕçлемест — вăл тутă» — çак йĕрке тăрать çĕр çинче. Мĕншĕн çапла? Кам ирĕкĕпе ĕçлемен калтасем тутлăхра пурăнаççĕ?..»
«...Хамăра тивĕç ирĕкшĕн кĕрешме пуçлас пулать...»
«...Сывă пултăр ирĕклĕх!..»
Вулаççĕ. Итлеççĕ. Чĕресенче темĕскер майĕпен, ерипен çĕкленме пуçлать.
* * *
Староста лаша кӳлет. Чĕркуççипе тĕрĕнсе чӳлĕке унтан темиçе хут майласа урхалăх çыхрĕ. Юлашкинчен, йĕвен чĕлпĕрне çыхса пĕтерсе тилхепе хума тапратсан, ун кил-картишне ял пуянĕ Михал Иванч пырса кĕчĕ.
— Аван-и, ял пуçĕ, — терĕ Михал Иванч староста аллине чăмăртаса.
— Аван-ха, Михал Иванч, хăвăр мĕнле çӳретĕр?
— Майĕпен... Ăçта кайма лаша кӳлетĕн вара эс?
— Ара, пĕлетĕн пулĕ, инкек килсе тухрĕ вĕт ман ял çине... Çавăн çинчен вулăса кайса пĕлтерес тетĕп, атту унсăрăн хама килсе лекĕ...
Староста лаша кӳлсе пĕтерсен вĕсем ампар умĕнче тăсăлса выртакан пĕрене çине ларсах калаçма пуçларĕç.
— Эс вуланă пуль? — хăранă саспа ыйтать староста.
— Вуламасăр... вуланă! — мăн сасăпа хирĕç калать Михал Иванч. — Ара, вăл хутсем кашни килте тенĕ пекех пур вĕт, вулама пĕлекен кашниех вулать. Ман патна хапха айĕнчен пăрахса хăварнă, кулатниксем...
— Кам хăтланнă-ши ăна, кам, эс çавна кала-ха мана, — сасартăк хĕрсе ыйтать староста. — Камне пĕлесчĕ, унсăрăн...
— Ак! — тĕлĕнсе каласа ярать Михал Иванч, — халĕ те пĕлместĕн-и вара эс кам хăтланнине?!
— Ейпух, тур пур, пĕлместĕп!
— Пĕрре те курман-и вара эс вĕсене?!
— Камсене?
— Ара, ыйткалакансене?
— Мĕнле ыйткалакансене? — текех ларма пултараймасăр ура çине сиксе тăрать староста.
— Ара, пирĕн ялта вĕсем темиçе хутчен те пулнă, леш, хайхи, пиччĕшĕпе йăмăкĕ — çамрăк кĕлемĕçсем...
— Вара, — тĕлĕнсе, шуралса, чĕтресе каять староста, — çавсем пăрахса çӳренĕ-и çав хутсене?!
— Çавсем çав, урăх кам пултăр... Атя-атя, лар та чуп хăвăртрах вулăса, ан тĕлĕн... Пĕлтерес пулать те тытса пĕр-ик хутчен хыта çунтарас пулать вĕсене. Вот тĕнче, е?! — лăпкăлăхĕ пĕтсе çилĕлĕхĕ тухса килчĕ Михал Иванчăн. — Кĕлемĕçсем пулхатса çӳреççĕ-çке ĕнтĕ халăха, тата, иçмасса, амăш хырăмĕнчен халь анчах тухса ӳкнĕскерсем çеç вĕт!..
* * *
Старостăна пĕр чармасăр итлерĕ вулăс тӳри-шари. Унтан çутă çамки çине пăчăртанса тухнă сивĕ тара сăмса тутрипе шăлса илсе тепĕр хут çавăн пек сивĕ тар тухиччен староста илсе килнĕ халăха пăлхатакан хута тепĕр хут вуласа тухрĕ те ура çине сиксе тăрса:
— Поймать их, поймать во что бы то ни стало! Если упустишь, убью, сукин сын! — тесе сылтăм чышкине староста сăмси патне пыртарса тăратрĕ. — Слышишь, убью?! Доставить их ко мне в трехдневный срок, слышишь?!
Тепĕрер сехетрен староста вулăс ялĕнчен хăйĕн ялне тухса кайрĕ. Ун хыççăнах çав ялалла ик уретник юланутсемпе ташлаттарса юртрĕç...
* * *
Ялтан яла хутсем урлă хĕмсем тăкса çӳрерĕç икĕ тăлăх...
Вăрçа хирĕç, патшана хирĕç, савăнăçлă пулас ирĕкшĕн çунчĕç хĕмсем, Пĕр çĕрте вăй илеймесĕр сӳнсе, тепĕр çĕрте амаланса кайса çунчĕç.
Ялтан яла хутсем урлă хĕмсем тăкса çӳрерĕç икĕ тăлăх. Вĕсем хыççăн асаплăх хура юпине сыхлакансем йытăсем пек йĕрлесе çӳрерĕç.
Асаплăх хура юпи чăтайми пусса тăнă çĕре. Вăл ĕç халăх юнне пĕр хĕрхенмесĕр, çăтă çĕлен пек сăхса пырса, вăл юнтан юнлă çырмасем туса янă.
Çунтарса ямалла пулнă асаплăх юпине! Ун пусмăрĕнчен çăлăнса, çĕнĕ, савăнăçлă пурнăç туса ямалла пулнă. Нумай хĕмсем сирпĕтмелле пулнă асаплăх юпи айне, ăна текех сӳнмелле мар чĕртсе ярса кĕл пулса вĕçсе кайиччен пĕтермелле пулнă.
Ялтан яла хутсем урлă хĕмсем тăкса çӳрерĕç икĕ тăлăх. Вĕсем хыççăн асаплăх хура юпине сыхлакансем йытăсем пек йĕрлесе çӳрерĕç.
V. VI. VII. VIII. IX. X
… … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … … …
Эпилог
1928 çул. Кĕркунне...
Кануй ялĕнчи шкул ачисем шкул умне пухăннă, çĕнĕ учителе кĕтеççĕ. Темĕскерле, яланхи пек мар ачасем: кулмаççĕ, ашкăнмаççĕ. Халь вĕсемшĕн питĕ пысăк япала пулать: çĕнĕ учитель! Лайăх-и вăл, начар-и?
Ĕçетчĕ ĕлĕкхи учитель, хăйне хăй пĕртте учитель пек тытмастчĕ. Ку, çĕнни, мĕнле-ши? Ĕлĕкхи арçынччĕ, халь — хĕрарăм теççĕ. Çук, хĕрарăм та мар — çамрăк хĕр, кăçал анчах пĕр хулара педтехникум пĕтернĕ вунсакăр çулхи хĕр теççĕ. Таçтан, такам пĕлнĕ вăл миçе çултипе ăçта вĕреннине?!
— Мĕн ятлă-ши пирĕн çĕнĕ учительница, эс пĕлместĕн-и, Кĕтерне? — хăлхаран ыйтать пĕр вĕренекен хĕрача хăйĕн тантăшĕнчен.
— Ятне пĕлме мар, эпĕ курман та-ха ăна, Мариç, — çĕнĕ учительницăна курма ĕлкĕрейменнишĕн тарăхса калать Кĕтернийĕ, — Ах, курасчĕ, иçмасса, хăвăртрах!
— Эп курнă вĕт, Кĕтерне, — хĕпĕртет Мариçĕ.
— Чăнах-и?
— Чăн та! Эп ăна ĕнер каçпа станцирен килнинех куртăм. Пĕр çынран вăл ял претçетатли ăçта пурăннине ыйтса пĕлчĕ, эп ун чух çăлтан шыв ăсса улăхаттăм!..
— Усал тĕслĕ-и, йăваш тĕслĕ-и?
— Питнех кураймарăм çав...
— Эх, эс те çав! Хăйке курнă-курнă, питне курайман!
Шкул умĕнче ӳсекен тополь çулçисем, саралса кайнăскерсем, çĕре вĕçсе ӳкеççĕ. Чаштăр-чаштăр тăваççĕ вĕсем ачасен тĕк тăма пĕлмен урисен айĕнче: шкул карти кĕтессине чупа-чупа кайса килеççĕ урасем...
— Килмест-ши çĕнĕ учительница?
Кĕтнĕ вăхăт çитрĕ. Шкул карти кĕтессинчен ял предсе-дателĕпе пĕрле çĕнĕ учительница килсе тухрĕ. Ачасем пĕринчен тепри иртсе кайса шкула шыв пек юхса кĕрсе кайрĕç. Пĕр самант хушшинче партăсем хушшине вырнаçса ларчĕç те шĕт пулчĕç.
...Çĕнĕ учительница, çие тĕттĕм кăвак çӳхе пальто тăхăннăскер, илемлĕ, хура çӳçĕ çине хĕрлĕ çитсă тутăр витнĕскер, пысăк та хура, кăмăллă куçĕсемпе ачасем çине киленсе пăхрĕ.
— Ну, ачасем, — терĕ ял председателĕ. — Ак сирĕн кĕтнĕ çĕнĕ учительница çакă ĕнтĕ — Анна Ивановна.
Ачасем ура çине тăчĕç.
— Ларăр, ларăр, ачасем, — кăмăллă та сассăр йăл! кулса калать çамрăк учительница. Ачасем, малтан вăтанарах тăраканскерсем, пуçĕсене çĕклесе çĕнĕ учительницăна хăйне те куçĕсемпе кăмăллама пуçлаççĕ. Унпа пĕрлех пĕрин хыççăн тепри паçăрхи пекех вырнаçса лараççĕ.
— Ну, Анна Ивановна, эп каям эппин, — тет ял председателĕ, — айта, вĕрентме пуçлăр эппин пирĕн ачасене, вĕсем сире... кăмăлларĕç пулас... Айта, çавăн пек пултăр...
— Юрать эппин, кайăр! — тет хирĕç çамрăк учительница. — Сывă пулăр тепре куриччен...
Председатель тухса кайсан çĕнĕ учительница ачасемпе калаçма тытăнчĕ. Пĕрер пилĕк минут калаçсассăн ачасем чистиех вăтанми пулчĕç. Вĕсемшĕн çĕнĕ учительница тахçанах палланă, юратакан аслă тантăшĕ пек пулса кайрĕ.
* * *
Хĕвел анса пырса, пус хапхинчен кĕтӳ кĕрсе ял тусанне пăлхатма пуçласан Анна Ивановна хăйĕн карçинккине председатель патĕнчен кайса илсе ăна шкулти яланах учительсем пурăннă уйрăм пӳлĕме кĕрсе лартрĕ. Тăп çеç пӳлĕмĕн икĕ чӳрече — хĕвел анăçнелле пăхса тăраççĕ, Пӳлĕмĕн пĕр кĕтессинче йывăç кравать, стена çинче уйăрсах илмелле мар ик-виç такам çырнă карттинсем... Пӳлĕм варринче пĕр кивĕ, силленекен пукан. Урайĕнче — тусан, хутсем, тĕрлĕрен кивĕ такам пăрахса хăварнă япаласем.
Чи малтан шкул кил картишне кайса шăпăр тупса килчĕ çамрăк учительница. Кайран вара пӳлĕме шăлма, çума, тасатма пуçларĕ. Шкул стурăшĕ арçын пирки е урăххишĕн, ку пӳлĕме кив учителе кăларнăранпах (ăна çуркунне кăларнă) никам та типтерлемен вара.
Хĕвел анчĕ. Пӳлĕме çутатма лампа кирлĕ.
Анчах, телей çине, ун патне паян иртенпех таçта çĕтнĕ шкул стурăшĕ пырса кĕчĕ.
— Эп шкул стурăшĕ пулатăп, — терĕ вăл васкаса. — Çиччас, çиччас лампă тупатăп, атту тĕттĕм типтерленме, тĕттĕм...
Стурăш кайсан лампа çутипе карçинккаран тĕрлĕрен кĕнекесем, хутсем кăларса вĕсене чӳрече çине майласа хума тытăнчĕ çамрăк учительница. Вĕсем хушшинче ун çакăн пек хут тухрĕ:
«...Пятнадцатилетний доброволец Иванов Андрей погиб в бою с колчаковцами под Уральском смертью храбрых.
Красный командир N полка Краснов».