Юрату ватăлмасть, вăл вилĕмсĕр, ĕмĕр-ĕмĕрех çамрăк, ун çинчен каласа панисем те нихçан йăлăхтарас çук теççĕ. Тĕрĕсех те-и. Акă эпир те, тăватă çын, тăватă çĕртен Шупашкара тĕрлĕ ĕçпе вăхăтлăха килнĕскерсем, халиччен пĕрне-пĕри курман-пĕлменскерсем, каçхине, гостиницăн пĕр пӳлĕмĕнче выртатпăр. Радиопа юрату юрри юрлаççĕ. Каçăхса кайса тăнлатпăр. Чĕрене пырса витерекен илемлĕ юрă! Халех тăрса урама чупса тухас килет. «Мĕн тери илемлĕ иккен пурнăç!» — тетĕн хăвна ху, чĕре патĕнче темĕнле ытла та ыррăн туйса. Юрри ку çĕнĕскер-ха, халăх юрри. Паллă композитор илемлетнĕ ăна. Сăмахĕсем те халăхăн. Юрласса вара иккĕн, пĕр колхозри художествăлла пултарулăх кружокĕн членĕсем — арçынпа хĕрарăм юрлаççĕ. Ватăскерсем-и вĕсем, çамрăкскерсем-и, эпир ăна пĕлместпĕр, анчах сассисем!.. Сассисем ытла та тĕлĕнмелле, çынна тыткăнласах илеççĕ.
Çак илемлĕ юрă маншăн питех те кĕске пек туйăнчĕ. Эпир ăна чуна кантармалăх итлесе тăранаймарăмăр. Ахăртнех, концертра-мĕнре пулнă пулсан, çине тăрсах тепĕр хут юрласа пама ыйтнă пулăттăмăрччĕ. Халĕ эпир, юрă хыççăн, пурсăмăр та чĕлхесĕре тăрса юлтăмăр, нихăшĕ те ним пуçарса чĕнме пĕлмест.
Чылаях вăхăт иртрĕ çапла. Сасартăк пирĕнтен пĕри, алăк патĕнчи кĕтесре выртаканскер, гостиницăна паян ирпе кăна килсе вырнаçнăскер, йывăррăн сывласа ячĕ, амак чирĕ асаплантарнипе ахлатнă евĕрех туйăнчĕ. Унтан выртнă çĕртен тăчĕ, сĕтел пăтне пырса, радиона юрлама чарчĕ, пукан çине ларчĕ. Ыттисем кашниех çак хамăр паллашма ĕлкĕреймен çын çине тимлесех пăхма, вăл малалла мĕн хăтланнине сăнама тытăнтăмăр.
Мĕнлерех тесе каламалла-ши ăна? Хампа илсе танлаштарсан, вăл манран чылаях çамрăкскер пулас, кĕçĕн шăллăм е аслă ывăлăм тейĕттĕм эпĕ ăна. Сарлака кĕлеткеллĕ, тĕреклĕ, лупас çуначĕ пек çăра çӳçлĕ. Куçĕ хуп-хура, такама ĕмĕр каçармасла çиленнĕ тейĕн çав, тарăхса та витерсе пăхаççĕ. Сайра тĕл пулать унашкал çивĕч, тарăн куç. Çак çамрăк çын хăйĕн çулне кура мар нумай хура-шур тӳссе ирттерни унăн салхуллă сăнĕнче пĕрре пăхсах палăрать, шалта тĕмĕнле асамлă вăй ашкăнни курăнать. Кам-ши вăл, мĕнлескер-ши?
Акă хайхискерĕн куçĕнче пĕчĕк кăна çутă пăнчăсем йăлтăртатса илчĕç. Мĕскер ку? Чимĕр-ха, макăрмасть-и çакă? Тĕлĕнтермĕш мар-и ара, çакнашкал кĕреш çав таран айванланса каясса ĕненес те килмест. Анчах та ку çаплах. Тĕрĕссине пуртăпа чутласах пăрахаймăн, теççĕ, ним тума та çук ăна. Вăл каллех сарлака кăкăрне хăпартса ассăн сывларĕ.
Тек манăн та тӳсĕм пĕтсе çитрĕ, чăтаймарăм: «Айăп ан тăвăр, юлташăм, мĕншĕнне пĕлместĕп те, сирĕн чунăр хытă ыратать пулас», — терĕм, выртнă çĕртен тăрса лартăм. Эпĕ хам енчен ăна пулăшма пултарăп-ши, пултармăп-ши тесе шухăшларăм. Ыйтрăм та, вăл: «Çук», терĕ, пуçне çĕклесе, тĕксĕм сăнĕпе мана пăхрĕ, вара, пăртак тăпланнă пек пулса:
— Юрра тӳсеймерĕм, — терĕ.
— Юрра тетĕр-и? — Юрри савăнăçлăскерччĕ-çке ĕнтĕ, мĕншĕн килĕшмерĕ-ха вăл сире?
— Савăнăçлине мĕн калăн, — терĕ вăл. — Сирĕншĕн савăнăçлă пулчĕ пуль. Маншăн урăхла. Чĕрене çурса кайрĕ вăл. Ыррăн çывăрасси пĕтрĕ ĕнтĕ.
Халĕ пӳлĕмри ытти юлташсем те тăрса ларчĕç. Эпир, хамăра хамăр сисмесĕр тенешкелех, пукансем илсе ун çывăхнерех пухăнтăмăр. Пире мĕн кирлине вăл сисрĕ пулас, эпир ыйтасса кĕтмесĕрех хăй çинчен каласа пама тапратрĕ.
Нумайччен лартăмăр эпир ăна итлесе. Кайран, гардероба çакнă пальтовĕ патне кайса, кĕсъерен хулăн тетрадь кăларчĕ, ăна пире пырса пачĕ.
Акă мĕн вуларăмăр вара эпир:
Хам айăплă
(Пурăнан пурнăçăмри пĕр татăк)
1
«Велисса мар-и ку? Чăн та, Велисса-çке. Эх, Велисса, мĕн тума килнĕ эсĕ кунта? Кама кĕтетĕн? Мĕншĕн пĕччен тăратăн?..»
Ăна палласа илсенех манăн пуç çаврăнса, куçăм тĕтреленсе килчĕ. Тем вăхăтран тин ман умра тепĕр хутчеи тĕнче уçăлчĕ, вара пуйăс чарăннă-чарăнман вакун алăкĕн картлашки çинчен сиксе антăм.
Канаш вокзалĕн хулана тухмалли алăкĕ патĕнче йăм хура пиншак тăхăннă, чечеклĕ тутăр çыхнă йăрăс пӳллĕ хĕр тăрать. Епле çитсе тăтăм-ши эпĕ ун умне, ăна хам та сиссе юлаймарăм.
— Мĕнле пурăнатăн, Велисса? Акă, эпĕ таврăйтăм-çке; мана паллатăн-ши ĕнтĕ эсĕ?
Вăл темĕн шухăша кайнăччĕ пулас, ман сасса илтсенех, ман еннелле ытла трук, шарт сиксе çаврăнса пăхрĕ. Çук-ха, нимĕн те ăнланса илеймерĕ пулмалла. Унăн ытарма çук хитре кăвак куçĕнчен вăл питех те тĕлĕнсе ӳкни курăнчĕ, пĕр тапхăр ниçталла пăрăнмасăр, мана çеç пăхса тăчĕ.
— Çумкка-и?.. — Хăлхи юпленнĕ тепĕр тăрпалтай ун сассине илтсе те юлаяс çукчĕ пуль-ха, ытла шăппăн каларĕ. Унтан татах куçĕпе мана ура тупанĕнчен пуçласа пуç тӳпи таран йĕрлесе тухрĕ. Каласан та, ахăртнех, хăй курнине хăйĕн ĕненесси килмерĕ-и унăн. Пулма та пултарать. Пĕлнĕ-ши вăл манпа çакнашкал тĕл пуласса, пĕлмен-ши? Тĕлĕнмелли пурах çав, эпĕ тĕрмерен таврăнатăп-çке.
Çапла, виçĕ çул тĕрмере ларса тухрăм эпĕ. Акă ĕнтĕ таврăнатăп. Тек нихçан та ун пек айăпа кĕрес марччĕ тетĕп. Пархатарăм та пур-мĕн-ха, куратăр-и, никамран малтан хам виçĕ çул хушши ĕмĕтленсе пурăннă телейĕме тĕл пултăм. Телей пулмасăр, хамшăн йывăр килнĕ вăхăтсенче эпĕ ялан ăна аса илеттĕм. Пĕр самантлăха асăмран яманччĕ, тĕлĕкĕмре пĕрмай унпаччĕ.
Анчах инкек тени те, хăяматла, этемпе пĕрлех çӳрет мар-и çав. Пĕр-ик сăмах çавăрса калайрăм-ши, калаймарăм-ши, лапах пӳлĕнсе те лартăм. «Акă Велисса! Эй, Велисса! Эсĕ пире çакăнтах кĕтсе тăтăн-и вара, Велисса?» — тенине илтетĕп. Пирĕн пата темĕн кулкаласа-шавласа тата икĕ хĕрпе виçĕ каччă пырса тăчĕç. Пĕр кăччи, çинçешке те вăрăмскер, тӳрех мана пăхрĕ.
— Юркин мар-и?!. Çумкка! Эккей, тĕлĕнтермĕш, акă кама куратăп. Ăçтан шăтса тухрăн эсĕ кунта?
Вăл ман умра пĕрре пĕшкĕнсе, тепре хур аçилле каçăрăлса темиçе кукăр-макăр пулчĕ, улăмран çыхнă сарлака çунатлă шлепкине хывса пуç тайрĕ. Эпĕ те ăна пăхрăм. Сар Микула Хветучĕ. Паллатăп. Питĕ лайăх пĕлетĕп. Велиссапа пĕр ялтан. Çавал хĕрринчи Паланлăхран-ха, еплерех пулса кайнă вăл эп курман хушăра. Сарă çӳçне кăтралантарнă, ансăр çамки çинелле усăнтарса антарнă. Костюмĕ тата мĕнлерех: хĕреслĕ-пирлĕ, тăваткал-тăваткал куçлă курăнать. Палламасăр, темиçе çул каялла, вăтам шкулта пĕрле вĕреннĕччĕ.
— Тĕлĕнмелле, пăхăр-ха, Çумккана куртăм, — хăй тĕллĕн тем мăкăртатрĕ Хветут иксĕмĕр алă тытнă хыççăн. Вара каллех шлепкине хыврĕ, пуçне ялт çĕклерĕ, хăрах куçне хупласа илнĕ çӳç лăскине каялла лашт ывăтса ячĕ. Унтан, шлепкине тăхăннă-тăхăнман, Велиссана пырса тытрĕ: «Кайрăмăр, хамăр отряд!» — терĕ.
Мĕнле курăнчĕ, çавăн пекех сарăмсăр сӳнчĕ ман телейĕм. «Чипер юл-ха эппин Çумкка», — тенине çеç илтейсе юлтăм. Велиссан юлашки сăмахĕ пулчĕ ку. Велисса манран аяккалла кайнине сисрĕм эпĕ. «Тĕрме çынни вăл, хулиган», — тем тиркенĕн каларĕ пĕр арçынĕ. Хветутах пулчĕ пуль терĕм, çавăн хыççăнах вăл: «Çыхланиччен çыхланманни унпа, усалăн йĕрне ан пус, теççĕ, тем инкек кăтартĕ», — терĕ.
Манăн тăнă çĕртех ура вăйĕ пĕтсе килчĕ, лăштăрах пултăм. Чунăм тăвăлса хăпарчĕ. Мĕншĕн мăшкăллаттарас-ха ман ăна? Куç умĕнчех-и? «Тĕрме çынни». Пĕлет-ши вăл эпĕ уншăн епле хыпса çуннине? Пĕлет-ши?.. Шăнăрăмсем турткаланса илчĕç, куç-пуç алчăраса кайрĕ. Шăла çыртрăм та, Хветута тавăрас тесе, пуçа çĕклерĕм. Анчах вĕсем аякра ĕнтĕ, пуйăсран анакан çынсемпе хутшăнса кайса курăнми пулчĕç. Перрон тулли халăх. хĕвĕшет, унта та кунта çын сасси. Халĕ тин хам ăçта тăнине тата мĕн тума шутланине астурăм. Астурăм та шăм-шаккăм сиввĕн чĕтренсе илчĕ. Хамран хам хăраса кайрăм, чун çӳçенчĕ.
2
Эпĕ выçăллă-тутăллă, çĕтĕк-çатăк пурнăçа курман. Чухăнлăх, çуклăх мĕн иккенне пĕлместĕп, чир-чĕре астумастăп. Манăн атте эпĕ астăвассах колхозра бригадирта ĕçленĕ. Анне те ĕçрен хăраман, ӳркенмен, «пӳрт хуралçи» кăна пулса, килте усăнса ларман, фермăри кайăк-кĕшĕке пăхнă. Вĕсем мана, хăйсен аслă ывăлне, çамрăкла нуша тĕсне кăтартман: хырăм тутă пулнă, çи-пуç питĕ, типĕ çӳренĕ.
Манан ача чухнех чунтан кăмăлланă пĕр вăйă пурччĕ — йĕлтĕрпе ярăнма юрататтăм. Чăнкă ту тăррине хăпараттăм, икĕ йăмра сӳлĕшĕнчен çăмăл çунатлă кайăкла ним шиксĕр вĕçсе анаттăм. Халĕ те пулин тĕлĕнетĕп: йĕлтĕрпе ярăннă чухне эпĕ çак тарана çитсе те пĕрре ӳкмен. Нихçан нимрен хăраса курман, хăрама та шутламан.
Хамăр ялтах вунă çул вĕрентĕм, вăтам шкул пĕтертĕм. Атте мана учителе вĕрентесшĕнччĕ, анне тухтăра кăларасшăнччĕ. Хам вара хуть те мĕнле машин курас-мĕн пулсан та каçăхсах каяттăм. Пĕр кунне, эпĕ пĕчĕк ача чухнех-ха, Матви пичче пирĕн пата грузовикпе хамăра колхозран тухакан тырра леçме пычĕ. Тырă пушатнă вăхăтра вăл мана кабинăна кĕртсе лартса руль тыттарса кăтартрĕ. Эх, тĕнче мĕнлеччĕ! Ун чухнехи пек эпĕ урăх нихçан та хĕпĕртесе курман.
Халĕ эпĕ хам та шофер ĕнтĕ. Вĕренсе тухсанах Йĕпреç çывăхĕнчи пĕр вăрманпромхоза ĕçлеме кĕтĕм, йывăç турттаратăп. Вăй-халăм тесен, вăл манăн çителĕклĕ таранах пуль-ха, тем чул ĕçлесе те ывăннине сисместĕп.
Эпĕ ун чухне районти юрă уявĕнче çӳреттĕм. Карусель патĕнче Хветута тĕл пултăм. Вăл та, манашкал, пĕчченех: «Пĕрле çӳрер-ха», — терĕ мана. Концерт курма та пĕрле кайрăмăр.
Çавалхĕрри Паланлăхри Пушкин ячĕпе хисепленекея колхоз хорĕ сценă çине тухрĕ. Хветут мана айăкран кăт тĕкрĕ: «Лайăхрах кур, пирĕн ялсем кусем», — терĕ.
Паланлăхсем, Хветут каларĕшех, юрă уявне пит лайăх хатĕрленсе килнĕ. Тĕлĕнтермелле хитре юрларĕç вĕсем юрăсене. Кайран уйрăм юрăçсем, ташăçăсем, вăйçăсемпе шӳт тăвакансем хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарма тапратрĕç.
Сценă варрине пĕр хĕр тухрĕ. Эй, атьсемĕр, пит-куç-не мĕн темелле-ши? Çийĕ-пӳçĕ тата еплерех! Пĕвĕ-сийе! Мĕнле тесе калам-ши? Ылттăн тес-и, кĕмĕл тес-и? Çук, нимĕнпе те танлаштараймăп эп ăна. Тупата, çут тĕнчере унран чипертереххи урăх çуках, тейĕп.
Хветут каллех мана тĕкет.
— Куратăн-и, епле пике тăрать пирĕн умра? Сар хĕвел! Вăт мĕнлерех пирĕн ял хĕрĕсем!
Хветут малалла мĕн калани ман хăлхана кĕмерĕ. Ăна итлесе ларма-и? Манăн халь сцена çинчи хĕр çине çеç пăхас килет. Йĕри-тавра маншăн урăх никам та çук ĕнтĕ. Çук пекех туйăнать.
Юрласа ячĕ хайхи хĕр. Купăс кĕввипе харăс хуллен, тикĕссĕн янăратса ячĕ. Юханшыв шăнкăртатса юха пуçларĕ тейĕн. Эпĕ шартах сикрĕм. Тем япала пулчĕ вăл, кăкăрта, вĕрискер, йăшăл-л хускалса кайрĕ. Тамаша-çке ку, ара! Хĕр сасси ман чĕрене унтан та кунтан йĕплеме тапратрĕ. Тӳссе ларас-и çакăнта? Сиксе тăрăттăм, халех чупса тухăттăм халăх хушшине: «Курăр-ха çак тĕнче илемне, пăхса савăнсамăрччĕ, тăвансем!» — тесе кăшкăрăттăм. Пурте илтчĕр ман сăмаха, пурте туйччăр манăн савăнăçăма!..
Хĕр юрату çинчен юрлать. Ах, епле юрлать-ха вăл! Ăçтан пултарулăхĕ çитет-ши? Анчах эпĕ юрă сăмахĕсене илтейми пултăм çав. Маншăн пулсан, маншăн пулсан-и? Çав юрату тени ĕнтĕ шăпах çак сцена çинче юрлакан хĕр пек илемлĕ пулассăн туйăнать... Вăл юрлама чарăнсан халăх алă çупса ячĕ. Эпĕ те ура çине тăрсах кăшкăрма тапратрăм: «Тепре юрлаттарасчĕ, тепĕр юрă!»
Юрăçă пуçне тайрĕ те пирĕн куç умĕнчен çухалчĕ. Эпĕ лаках лартăм. Ытла кĕтмен çĕртен пулчĕ-ха ку. Сисеймесĕрех юлтăм-иç. Темскер, пит хаклă япала çухатнăн туйрăм хама.
— Ну, мĕнле, аван-и? Юрлама пултарать вĕт, э?
Хветут мана пăхнă та йăлтăртатса кулса ларать.
— Кам пулчĕ вăл? Мĕнлескер? — аран сывлăш çавăрса ыйтрăм унран.
Хветут кулма чарăнчĕ.
— Каларăм-çке, пирĕн ял хĕрĕ, тесе. Килĕшрĕ-и сана, мĕнлерех пек? Хитре Чĕкеç теме пулать-и, э?.. Ытарайми чипер чечек! Çапла вĕт?.. Анчах халлĕхе курăкрах-ха вăл, пиçсе çитеймен. Кăçал тин вăтам шкултан вĕренсе тухрĕ.
Сценă çине урăх çынсем — саккăррăн харăс тăрса ташлакансем. тухрĕç...
3
Пирĕн килте Мĕтри кукка чи кĕрнеклĕ хăначчĕ. Вăл ялан манпа йăпанма юрататчĕ: «Çумккана авлантарса курасчĕ-ха, эпĕ ăна валли хĕр суйласа хунă-çке, хам пăхса ӳстеретĕп», — тесе шӳт тăватчĕ. Эпĕ çитĕне киле кукка çакна чăнласах калама тапратрĕ: «Хĕрĕ пирки, вăл аванни пирки тупа туса шантаратăп» — теме пуçларĕ. Эпĕ уншăн хăш чухне çиленнĕ пек те пулаттăм-ха.
Пĕррехинче, çулла, эпĕ отпускра каннă вăхăтра, кукка мана хăнана чĕнчĕ. Ирех тăтăм та куккасен ялне тухса утрăм. Уй-хирте тыр-пул пиçсе çитет. Ирхи сулхăнпа савăнса утса пыратăп. Вăшăлтатса килекен лăпкă çил чуна уçăлтарса ярать.
Улăп тĕмески урлă каçсан, ман умра пысăк ял курăнса кайрĕ. Ялтан ку еннелле — сарлака тӳрем улăх. Улăхра çаран. Çаран хĕррипе вăрман пек çăра кантăр çитĕнет. Ял çумĕпе Çавал шывĕ кукăр-макăрăн тăсăлса çуталса выртать. Çитес çулăм кĕскелсе çывхарнине кура васкарах утма тытăнтăм.
Пысăк кĕпер патнелле çывхараттăмччĕ. Курах кайрăм, мана хирĕç пĕр хĕрарăм килет. Чăваш ваттисем калашле, çиччĕ сывлăш çавăриччен тĕлме-тĕл те пултăмăр. Арăм тавраш мар-ха ку, хĕр пулчĕ. Çап-çамрăк хĕр. Пĕтрĕмĕрех, ăçта курнăччĕ-ши эпĕ сана? Хайхискер вĕт-ха, леш хайхи, юрă уявĕнче юрлаканни. Чăнах та çавă.
Вăл чарăнчĕ те мана тĕллесе пăхрĕ:
— Эсĕ Çумкка мар-и? Пукăртантан килетĕн пуль? — тесе ыйтрĕ.
Шалт тĕлĕннипе чарăнса тăтăм.
— Çумкка-çке.
— Апла Паланлăха килетĕн-ха эппин.
— Паланлăха килес терĕм.
— Пĕлетĕп, Мĕтри кукку чĕннĕ сана.
Каллех ним сăмах калаймарăм. Ăçтан пурне те пĕлекенскер пулчĕ ку?
— Пĕрле кайăпăр, — терĕ хĕр. Вара, чăнах та, каялла çаврăнса, манпа пĕрле ута пуçларĕ.
Çул çинче нимех те калаçаймарăмăр. Темшĕн чĕлхе-çăварăм çыхланса ларчĕ манăн. Юрăхлă сăмах тупаймарăм. Вырăнсăр, ытлашши сăмах персе ярасран хăрарăм. Камăн мĕнле те, манăн вара ялан çавнашкал пулать ун пек чух. Хĕр те хăй пуçарса сăмах ваклама аптрарĕ курăнать, çул хĕрринчи йăмăх кăвак куçлă утмăлтурат чечекне татса илчĕ тетек унпа выляса, йăпанса пычĕ.
Çапах та эпĕ ун çине куç хӳрипе те пулин пăхса илетĕп-илетĕпех.
Юнашар утсах яла çитсе кĕтĕмĕр. Хĕр манпа пĕрлех куккасем патне пычĕ. Кукка пире хапха умне тухса кĕтсе илчĕ.
— Камсем килеççĕ тетĕп, ай-яй, пит килĕшӳллĕ пыратăр капла. Иксĕре пăхсан та — пĕр мăшăр. Уйăраяс та çук, ытараяс та çук. Туй туса парас мар-и сире?
Кукка хавасланса çăмаллăн кулкалани пире иксĕмĕре те хĕретрĕ. Хĕр питне хупласа вăльт кăна пӳртелле кĕрсе тарчĕ.
Часах эпир те пӳрте кĕтĕмĕр. Инке те мана, кукка пекех, пит хавас йышăнчĕ. Пăртак калаçкаласа илнĕ хыççăн вара кукка мана, çул хыççăн канмалла тесе, сада илсе тухрĕ. Лапсăркка улмуççи айĕнчи тенкел çине лартăмăр.
— Ну, Çумкка, çак хĕрпе калаçкаласа пăхрăн-и? Мĕнле пек, килĕшет пек-и сана? — мана куçран пăхса, лăм та кулмасар ыйтрĕ кукка.
Лайăх мар пулса кайрĕ мана. Вăтантăм пулмалла, пит-куç пĕçернине туйрăм, чĕнеймерĕм.
— Эпĕ сана пĕрмай калаттăмччĕ-çке, манман-и? Çак хĕр ĕнтĕ вăл, — терĕ кукка. — Халĕ эпĕ юри сана кĕтсе илме ятăм. Паллашма кăмăлламăн-и?
Куккана хирĕç çаплах ним тавăрса калама пултараймарăм. Вăл мана хĕр çинчен каласа пама тапратрĕ.
Чипер пике Велисса ятлă иккен. Ман кукка ун хреснашшĕ пулать, куккапа Велисса ашшĕ пĕчĕкрен туслă-юлташлă пурăнса ӳснĕ-мĕн. Велисса çуралсан, ун ячĕпе ман куккана кĕреке хушшинче чăкăт пуçлаттарнă. Вара пĕр-пĕринпе çывăх пурăнакан икĕ тус пĕр-пĕрле «кум» теме пуçланă. Шӳт тунă-и вĕсем, ахаль-и, çапах та пĕчĕк ачана пĕрле пăхса ӳстерме килĕшни аванах ĕнтĕ вăл. Халĕ Велиссан ашшĕ çук, вăрçăран таврăнайман. Велисса та, ман пекех, амăшĕпе çеç пурăнать-мĕн. Паян ăна кукка, хăнасем пуçтарнă май, хăйсене пулăшкалама тесе, юри чĕнсе килнĕ.
Каçхине куккасем патне, ытти хăна-вĕрлепе пĕрле, Велисса амăшĕ те пычĕ. Ырă чунлă, йăваш кăмăллă пулас вăл. Куçĕсем вара чат та Велиссанниех. Ерипен-ерипен эпĕ хăюлланса пытăм. Пăртак хăналансан, Велиссапа иксĕмер урамалла тухса çӳрерĕмĕр. Садра пултăмăр, Çавал хĕррине антăмăр. Нимрен малтан юрă уявĕ çинчен калаçма тытăнтăмăр. Эпĕ ăна ун чухне хам питĕ тĕлĕнни çинчен каласа патăм.
Велисса хăйне мухтанине пĕрре те юратмарĕ. Çакна эпĕ унăн ирĕксĕр куллинчен те, эпĕ каланине итлес килмесĕр итлесе пынинчен те сисрĕм. Часах вăл мана юрă уявĕ çинчен калаçма чарчĕ. Сăмаха пăрас тесех, — эпĕ ăна пит аван сисрĕм, — ман еннелле ăшшăн пăхрĕ. «Тухнă-тухнах, чун йăпанмалла пулă кӳлли патне çитсе курма камăл тумăн-и?» — терĕ.
Сисетĕп-ха, хăш-пĕрисем мана: «Ну, айван, мемме ку», — теме хатĕр пулĕ. Хуть мĕн каласан та килĕшетĕп. Анчах çамрăк çын хăй тин кăна паллашакан хĕрпе (тата мĕнлерех хĕрпе-ха) çуллахи ăшă, лăпкă каç тӳлек кӳлĕ хĕрринче юнашар ларать пулсан, çакă унăн чун-чĕрине мĕн тери ырăпа çупăрласа ăшăтнине кам курни кашниех аван чухлать. Ай-яй, «мемме» тейĕн унта!.. Акă пăхăр: эсир кӳлĕ хĕрринче юри тунă пĕчĕк тенкел çинче ларатăр. Йĕри-тавра шăп. Сирĕн умра — çавра кӳлĕ. Кӳлĕ çине пĕлĕт çути ӳкнĕ. Çăлтăрсем курăнаççĕ. Хушăран кӳлĕре е унта, е кунта шăмпăрт! туни илтĕнет. Пулăсем вĕсем. Выляççĕ. Тӳлек шыва хускатса яраççĕ. Кӳлĕ çийĕ вара хумханса-хумханса каять, унта çăлтăрсем пĕр-пĕрне тытмалла вылянăн чӳхенеççĕ. Эсир юратнă хĕрпе шăкăлтатса ларатăр. Тӳсейĕр-и хĕре хăвăр çумарах тытса ачашламасăр?.. Çитменни çине, уйăх тухрĕ: «Киленĕр, савăнăр, çутçанталăк ырлăхĕ пурин валли те пур» — тенĕннех, пирĕн çине ачаш çутине сапса ячĕ.
Çапла, кирек мĕн каласан та — эпĕ çамрăк çын. Велисса ман чĕрене таçтан шалтан тапратрĕ. Вут-хĕм тĕлкĕшет унта, çулăм çунать. Анчах эпĕ ăна çакăн çинчен калама хăяймарăм. Эпĕ ăна пулă кӳлли калама çук илемли, вăл ман чуна ытла та илĕртсе яни çинчен çеç кăштах систертĕм.
Çук, сӳнмерĕ çав çулăм ман чĕремре кайран та. Велиссапа сайраран кăна тĕл пулаттăм пулин те, эпĕ ăна юратма пăрахаймарăм. Пăрахма каларăр, пурăннăçемĕн ытларах та ытларах юрататăп. Вăл хăй те мана тиркеместчĕ, кирек ăçта тĕл пулсан, манпа кирек мĕн чухлĕ калаçма хатĕрччĕ. Çырусем çурететпĕр. Манăн мĕн пур ĕмĕтĕм унпа çывăхран çывăх туслашассиччĕ, ĕмĕрсене, кун-çула пĕрле çыхăнтарассиччĕ. «Пӳрнĕ телейĕм хамрах пулĕ-хă» — теттĕм эп, хавасланса кăна çӳреттĕм...
4
Кассир шутласа панă укçана алла илтĕм те пĕр авăк хама хам ĕненмерĕм: «Йăнăш пулмарĕ-ши ку», — терĕм. Эпĕ тĕлĕннине кассир та сисрĕ, пĕчĕк кантăк витĕр ман çине кăмăллăн кулса пăхрĕ.
— Мăн пулчĕ-ха тата Юркина? Мĕншĕн шутламастăн? Шутла, шутла. Укçана кассă умĕнче тĕреслес пулать.
Эпĕ алăри укçана шутларăм. [[I,584]] тухрĕ. Тĕрĕсех пулчĕ-ши ку? Çакăн чухлех ĕçлеме пултарнă-ши вара эпĕ? Пĕрре те ĕненессĕм килмерĕ.
— Эсир мана ытлашши шутласа паман-и? — ыйтса пĕлтĕм кассиртан.
— Пин те икçĕр вăтăр çичĕ тенкĕ пулсан, тĕрĕсех, — терĕ вăл. Ведомоç хутне ман ума хурса пачĕ. — Паллă ĕнтĕ санăн: кашни уйăхра икĕ пин патне çывхартатăн. Хальхинче вара çур уйăхрах авă мĕн чухлĕ ĕçленĕ. Маттур çын пулать санран. Алă пусса пар.
Эпĕ хам хыçра черетре тăракан çынсем çинчен те манса кайрăм. Тахăшĕ мана темĕн каларĕ пулас та, анчах ăна хăлхана чикмерĕм эпĕ, хăвăртрах ведомоç çине алă пусса бухгалтерирен тухса кайрăм. Чĕрем тулли савăнăç ĕнтĕ манăн. Пĕр самант ним тума аптрарăм. Ăçта каяс, мĕн тăвас? Хваттере таврăнам-ши, юлташсем патне каям-ши?.. Эх, Велисса пĕрле пулсанччĕ çакăнта. Тен, вăл та савăннă пулĕччĕ. Канашланă пулăттăмăр иксĕмĕр: «Çавна, çавна туянас тетĕп, эсĕ мĕн тейĕн-ши?» — тесе ăс ыйтса пĕлĕттĕмччĕ. Ну, хăйне те хăналанă пулăттăм. Юратса, савса, чунтан-вартан хĕпĕртесе.
Вăрман касакансен урамне кĕрсен, Захар Петровича тĕл пултăм. Вăл та ман пекех фуфайкăпа, атăпа. Ноябрь уйăхĕ. Юр ӳкмен пулсан та, çара сивĕ тăрать, кепка вĕççĕн çӳреймĕн. Захар Петрович мăлахайне куç харши таран пусса лартнă. Эпĕ ытлашши савăнăçлине аякранах курнă иккен вăл.
— Тем пулнă тата Юркина. Ытла çăмăлланса утатăн-çке, урусем çĕре перĕнмеççĕ. Мĕн телей тупăнчĕ? — тесе ыйтрĕ.
— Тавтапуç, Захар Петрович! Атте вырăнне пултăн маншăн, — тав турăм эпĕ ăна.
Захар Петрович пирĕн вăрманпромхоз директорĕ. Аллă урлă каçнă, çирĕп сывлăхлă çын. Чĕрĕк ĕмĕрне вăрманта ĕçлесе ирттерет. Вăрçăра ман аттепе пĕрле пулнă. Ман атте ун ротинче старшиначчĕ, тет. Атте нимĕçсен танкĕсемпе паттăррăн çапăçса вилни çинчен Захар Петрович мана хăй каласа кăтартрĕ.
— Телейлĕ пултăм эпĕ, Захар Петрович, — терĕм эпĕ, — Сире мĕнпе тав тумаллине те пĕлместĕп ĕнтĕ.
— Укçа илтĕн-и-ха паян?
Вăл манăн савăнăçа чухласа илчĕ. Эпĕ ăна хам мĕн чухлĕ ĕçлесе илнине каласа патăм.
Директор мана мухтарĕ, вара эпĕ ăçта кайма шутланине ыйтса пĕлчĕ.
— Пĕлместĕп, таçта кайса вăхăт ирттермелле. Хваттере таврăнас пуль-и, — терĕм.
— Авă, мĕншĕн вĕсемпе каймастăн-ха? — пуçне сĕлтсе урам тăваткăлĕ аннелле кăтартрĕ вăл. Унта пилĕк-ултă çын, хул хушшине кĕнеке хĕстернĕскерсем, клуб еннелле утаççĕ. — Санпа тантăш çынсем вĕсем. Комсомолецсем. Пирĕн рабочисем. Политвĕренĕве пухăнаççĕ. Эсĕ çамрăк, мĕншен вĕсемпе пĕрле пулмалла мар-ха санăн?
Ку сăмах маншăн çĕнĕ сăмах мар-ха. Комсомол ретне хутшăнтарас пирки мана комсомол организацин секретарĕ виç-тăватă хут чĕнсе калаçрĕ. Партбюро секретарĕ Акулов юри хам ĕçленĕ çĕре пычĕ.
Калама аптăратăп. Ĕçлеме ӳркенместĕп эпĕ. Нимле ĕçрен те хăрамастăп. Калăр, виçĕ каç çывăрмасăр ĕçлемелли ĕç пур, тейĕр. Каятăп. Кирлĕ пулсан, халь тесен халь тухса каятăп. Ывăнам, шăла çыртам, ан тив, тар тăкмалла йывăр пултăр — ун пек ĕçе эпĕ пушшех хаярланса тăватăп. Пур пĕр парăнтарас килет ман ăна. Анчах комсомол пирки... Тивĕçĕм çукрах пек туятăп унта кĕме... Темшĕн çапла туйăнать, хам та пĕлместĕп.
— Ну, асту, эсĕ пĕчĕк ача мар, — терĕ вăл мана. — Эпир сана çын тăвасшăн, анчах ирĕксĕрлеме пултараймастпăр. Хăв ирĕкӳ.
Захар Петрович ун-кун пăхкаласа тăчĕ, темĕн шутларĕ, ассăн сывласа ячĕ.
— Сирĕн умра çул аслă, Юркин. Эсир телейлĕ çамрăксем. Эпир чухнеччĕ вĕт, ĕлĕкрех, вăтăр-хĕрĕх çул каярах. Ăнсăртран тупăннă кĕнекене çĕр мунчара улах ларнă çĕрте, сĕрĕм кăларакан хăйă çутинче, çĕр каçипе çывăрмасăр вулаттăмăр. Çав тери вĕренес килетчĕ...
Вăл укçа пирки ăс пама тытăнчĕ.
— Пĕлетĕп, хам та çамрăк пулнă. Хамăр вăйпа, хамăр алăпа ĕçлесе илнĕ укçа савăнтаратех. Хамăр тупнă çăкăр тутлăрах, — терĕ. — Анчах ан ман: пурнăç тăварĕ каснипе шăршăнайман çамрăксем укçапа вылянма та юратаççĕ. Укçапа уямасăр вылянни вара нихçан та лайăххи патне илсе пымасть.
Тĕрĕс ку. Захар Петрович мĕн каланине лайах ăнлантăм. Укçа вылямалли тетте мар. Укçа ăсран кăларать текен сăмах пур, ăна ĕлĕк-авал ахальтен каламан-тăр.
Захар Петрович мана хам ĕçлесе илнĕ укçаран пĕр пайне аннене ярса пама, тепĕр пайне перекет кассине хывма хушрĕ. Эпĕ ăна тав турăм та, анне патне паянах укçа куçарасси тата Велисса патне савăнăçлă çыру çырасси çинчен шухăшласа, хваттере таврăнтăм.
5
Хывăнма та ĕлкĕрейменччĕ, хваттерте пĕрле пурăнакан Ехрем таврăнчĕ, хăйпе пĕрле сап-сар мăйăхлă, кушак куçлă çынна илсе килчĕ. Ехрем ман пекех шофер, манран тăватă çул аслă çын, вăрманпромхозра та манран икĕ çул маларах ĕçле пуçланă. Сисрĕм: иккĕшĕ те самаях сыпкаланă, çăмăллăн, мухтанарах калаçаççĕ. Сарă майăхлин куçĕсем чăл-чал выляса тăраççĕ.
Ехрем, пиншак тӳммисене йӳле янăскер, ман ума пырса тăчĕ; илĕм-тилĕм куçлă. Пĕр самант ним шарламасăр мана тинкерсе пăхрĕ.
— Мĕн эс, герой тус, получка илнĕ куна та палăртас теместĕн-и-ха апла? Типĕллех ларатăн, шăла пулă. Кампание хутшăнас шухăш çук-и? — чăрт сурса каларĕ вăл.
Эпĕ килĕшмерĕм, вăхăт çук-ха тесе, хирĕçлесе тăтăм. Ехрем куçне хĕссе тутине йĕрсе пăрахрĕ, манран куç кĕрет тăрăхлама тапратрĕ.
— Акă ĕнтĕ, ак! Вăхăт çук, тет. Хă, пуйса кайрĕ иккен те тимĕр пăрçа пек хытса ларнă. Ай-яй! Ача темерĕн.
— Укçи сахал-çке манăн, тăккаласси.
— Укçа сахал?!. Ак ĕнтĕ, ак! Тупрĕ каламалли. Кама кар аври тыттарас тетĕн? И-их, чее пуласшăн иккен те! Эс получка илнине курман пуль эпир. Каласа парам-и? Пин те икçĕр вăтăр çиччĕ. Çапла-и?.. Ăна пит таса пĕлетпĕр-ха. Санран икĕ çын урлă кăна черетреччĕ. Чĕнсен те чĕнмĕрĕн çав ун чухне. Ай-яй, хытса кайнă. Кассан пĕр тумлам юн сăрхăнас çук.
Ехрем юлташĕ пальто кĕсйинчен çур литр эрех, шĕшлĕ аври пек кăлпасси татăкĕ кăларчĕ, ăна сĕтел çине хучĕ.
— Кампани те кампани, ну-тăк штош! Эпир те çынах, — эрех кĕленчине ывăç тупанĕпе шаплаттарса уçрĕ. — Хамăр ĕçлетпĕр те хамăр ĕçетпĕр. Кӳр-ха, курка тупса пар, Ефремушка!..
Вĕсем сĕтел хушшине кĕрсе ларса ĕçме тытăнчĕç. Ехрем юлташĕ черетпе тулли черккене ман еннелле кăнтарчĕ.
— Ну-ка, сыпса пар. Тек кутăнлашса тăратăн. Сан укçу кирлĕ мар пире. Юлташ пек пул.
— Хăвăр ĕçĕр, хăвăра валли сахал, — эпĕ тытмасăр тăтăм.
— Ак тата, ак! — Ехрем каллех куçне хĕсрĕ. — Санран ыйтмастпăр вĕт кунта. Янклаттар та хур, мĕн унта. Эсĕ анчах-им тĕнчере, пире тытса тăратăн. Пурте ĕçеççĕ. Эп начальниксемпе пĕрле те пайтах ĕçнĕ. Эсĕ паллами пулнă вăн. «Шуйттан варне» те манса кайрăн пуль?
Çӳç-пуç вирелле тăрса кайрĕ. «Шуйттан варĕ, мур çырми». Мĕншĕн аса илчĕ-ши ăна Ехрем? Халĕ те пулин чун сӳлетет.
...Хĕл варри. Кăнтăрла иртсен, çерçи пуçĕ пек лапка тăман çăва пуçларĕ. Ман машин çине грузчиксем каç пулас умĕн çеç йывăç тиесе пĕтерчĕç. Вăл йывăçа манăн чукун çул разъездне илсе тухмалла. Каç пуличчен вăрмантан тухасчĕ тесе, машина вăйĕ çитнĕ таран хăвалатăп. Анчах çанталăк пăсăлнăçемĕн пăсăлса пычĕ. Кутсăр-пуçсăр тăман куçа уçса пăхтармасть, асар-писер мăкăрлантарать. Ман умра унччен кайнă машинсен йĕрĕ пурччĕ, вăл та çухалчĕ. Тĕттĕмленсе çитрĕ, вăрманти йывăçсем палăрмаççĕ. Эпĕ вăрман варринчех-ха, анчах хăш тĕлтине пĕлместĕп: ни каялла, ни малалла — йăлтах аптраса çитрĕм. Çапах тăр пĕччен вăрманта çĕр каçма çук ĕнтĕ. Хуть мĕнле пулсан та уй хĕррине тухмалла, унта аслă çул вара. Фарăсене çутататăп та ерипен малалла шутаратăп. Çулпа пыратăп-ши, çулпа мар-и, çавах чуххăмăн тĕшмĕртсе малалла куçатăп. Тем вăхăт кайрăм, ывăнса та çитрĕм, ман машин пĕр ланкашкана, тарăн кĕрт ăшне лăштăр-р! путса анса кайрĕ. Мĕн пулчĕ? Тухса пăхас терĕм, кабина алăкĕ уçăлмасть... Урăх малалла кайма çуккине пĕлтĕм эпĕ. Анчах ыранччен мĕн пулĕ-ши? Çĕр каçиччен кабинăра ларса шăнса хытас марччĕ. Мотор та сӳнсе ларчĕ ĕнтĕ, мĕн тумалла? Бензин шăрши çапнă кĕрĕкпе пӳç çинчен витĕнтĕм те руль çине тайăнтам. Мĕн пулсан та пулать ĕнтĕ, тул çутăласса кĕтмелли кăна юлчĕ. Шăнса хытмасан чăтма пулĕ, манăн хырăм тутă, çула тухас умĕн çеç вăрманти баракра апатланса чей ĕçрĕм... Тем вăхăт пулнă çав, эпĕ, ĕшеннĕскер, хытах çывăрса кайнă. Сасартăк шарт сиксе вăрантăм. Хăлхара темĕн шатăртатать. Куçа вутçути ӳксе йăмăхтарчĕ. «Тĕлĕкпе аташатăп-и?» — терĕм хама хам. Тĕлĕк мар иккен, чăн-чăн трактор сасси. Акă вăл ман паталлах çывхарса çитрĕ. Эпĕ савăннипе ниçта кайса кĕрейместĕп: «Кунта! Кунта!» — тесе, пĕр-икĕ çаврăм хурахлатса кăшкăрнине кăна астăватăп. Унччен те пулмарĕ, ман кабина алăкне уçса ячĕç. «Ну, мĕнле, вилсе каймарăн-и эсĕ кун-та?» — ыйтрĕ пĕри. Ехрем сасси. Хваттерте хампа пĕрле пурăнакан Ехрем. «Ăçта шуйттан çырмине килсе лекнĕ эсĕ кунта? — терĕ вăл, ман пата кĕрсе. — Ара, час таврăнмарăн та, мĕн пулчĕ-ши тесе, юри тракторпа шырама тухрăмăр. Юрать-ха, телее, йĕр питĕрĕнеймен...» Ехрем мана хулран тытрĕ, анчах эпĕ вырăнтан та хускалаймарăм, сăмах та чĕнеймерĕм...
Акă мĕнле «Шуйттан варне» асăмчĕ Ехрем.
Мĕн тумалла-ха ĕнтĕ манăн? Ехрем пичче — пĕрле ĕçлекен çын. Ĕçре тем те килсе тухма пултарĕ. Юлташсенчен сивĕнни лайăх-ши? Çук çав, юлташсенчен пăрăнса юлма аван мар пек туйăнчĕ мана. Тытса ĕçрĕм.
— Вăт капла лайăх. Çын теме пулать — Ехрем мана çурăмран лăпкарĕ. — Ăслă пулсан, юлташусенчен ан сивĕн. Ĕçлекен çынна юлташ кашни утăмра кирлĕ. Тепре тултарса пар-ха ăна, Альфред!
Эпĕ тепре кăна мар, виçĕ черкке пушатрăм.
Эрех тени эрехех, хăй ĕçнех тăвать. Эпĕ, хăнăхманскер, туххăмра çăмăлланса кайрăм. Ну, ĕнтĕ манăн мĕн питпе парăма юлас-ха? Çăкăр-тăвар ялан хире-хирĕç пулмалла. Сана хăналаççĕ, апла пулсан, санăн та вĕсене хăналамалла. Пайташсене ырă тумалăх укçам çук-и? Укçи патне кивçене кайман, хамăн тар-шурăмпа тупнă. Камăн мĕн ĕç пур?
Çапла шутларăм эпĕ, вара пурте пĕрле магазина кĕпĕртетсе тухса кайрăмăр.
Кунта урăх ытлашши калама кирлех те мар. Хам укçапа икĕ çур литр эрех илнине астăватăп-ха. Хам алăпа хам илтĕм. Анчах хваттере мĕнле çитнĕ-ши? Епле выртса çывăрнă-ши? Туршăн та, çапса ярсан та астумастăп. Ăш-чик пăтранса килнипе вăранса кайрăм. Фуфайкăна та, атта та хывайман иккен эпĕ. Мăлахай та пуç вĕçĕнчех выртать. Тăватă уран упаленсе аран пуканран ярса тытрăм. Йăралана-йăралана ура çине тăтăм. Пăхап йĕри-тавралла: кашни япала иккĕллĕ-виççĕллĕ курăнать. Тьху, анкă-минкĕ! Пуç хăвăлне хура тăхлан шăратсă тултарнă темелле, ытла йывăр, йăр та яр-р! çаврăнса каять.
Тепĕр кана çывăрас тесе выртнăччĕ çеç, çатăртатса хырăм выçса килчĕ. Пăртак урăлнă пек те пултăм-ха, çăмăл пек сисрĕм.
— Тăрас, столовăя каяс, — терĕм, сехет çине пăхса. Хваттерте эпĕ пĕчченех иккен. Ехрем çук. Ăçта вăл, мĕншĕн килмен? Çан-çурăм сӳ-ӳ! сӳлетсе кайрĕ. Темшĕн мана хама такамсем тивнĕ пек туйăнчĕ. Аппалана-аппалана çумри япаласене тĕрĕслесе пăхрăм. Укçа чылаях пĕтнĕ те, çапах манăн çумри япаласем пурте пур. Нимĕн те çухатман. Ку мана самаях савăнтарчĕ.
— Çимелле. Нимрен ытла апат çимелле, — хушрăм хама татăклăн.
6
Каç пулнă пулсан та, рабочисен столовăйĕ ĕçлет-ха. Ноябрь каçĕ пăч тĕттĕм, пĕлĕтлĕ, уйăх та курăнмасть. Çтоловăйра çынсем сахал, çукпа пĕрех, пилĕк-ултă çынран ытла мар.
Вăл вăхăтра лайăх мар йăла пурччĕ: столовăйра эрех те, сăра та сутатчĕç, вĕсене унта ĕçме те чармастчĕç. Ăш хыпнăран эпĕ те нимрен малтан икĕ курка сăра илсе ĕçрĕм.
Вара лапша яшкипе гуляш илме талон çыртартăм, укçа тӳленĕ хыççăн кухня чӳречи патне пытăм (столовăйра апата харпăр хăйĕн пырса илмеллеччĕ).
Кухньăра ĕçлекенсем мана часах лапша яшки антарса пачĕç. Эпĕ ăна пĕр пушă сĕтел çине пырса лартрăм, хам гуляш илме каллех кухня чӳречи патне кайрăм.
Ку хутра кухньăра апат антарса параканни тула тухнă-мĕн, мана пăртак кĕтсе тăма тиврĕ. Эпĕ унта кĕтсе тăнă вăхăтра столовăя татах çынсем шавласа пырса кĕчеç, тахăшĕ пĕри такама намăс сăмах каларĕ. Анчах эпĕ вĕсен еннелле çаврăнса пăхмарăм. Манăн хамăн хырăма хăвăртрах тăрантас килет. Сăра ĕçни мана тепĕр хут ӳсĕртсе ячĕ.
Акă мана гуляш та ăнтарса пачĕç. Турилккене йăтсă хăм йышăннă сĕтел патне пытăм. Мĕн куратăп-ха? Паçăр сĕтел пушахчĕ, халь ун тавра виççĕн пырса ларнă. Ӳсĕрскерсем курăнать, пĕр-пĕрне кăт та кăт тĕккелеççĕ, шапăлтатса калаçаççĕ, темĕн кулкалаççĕ.
Пăхатăп та — сĕтел çинче манан лапша яшки çук. Эпĕ лапша яшки лартса хăварнă тĕлте çăмламас пысăк çĕлĕк çеç ларать. Ун-кун пăхкаларăм, чĕнме аптрарăм. Урăх сĕтел çине куçарса лартман-ши терĕм, сĕтелсем пурте пушах.
— Ырă юлташсем, çакăнта ман лапша яшки пулмаллаччĕ, эсир курмарăр-и ăна? Кам илчĕ-ши? — тесе ыйтрăм.
Сĕтел тавра ларакансен пичĕсем пурте ман еннелле çĕкленчĕç. Тĕлĕнмелле питсем. Пĕри кукăль евĕрлех хулăн туталлă. Теприн питне чечче шатри шăтарса пĕтернĕ, ала тĕпĕ-тĕк ала тĕпĕ. Хĕрринче лараканнин питне вара мăк пек çăра хура сухал пусса иллĕ, çара вырăн чăх çăмарти пуçĕпе тĕкмелĕх çеç.
— Мĕн ыйтатăн эс пиртен? Лапша яшки тетни çак? — куçне чарса пăхрĕ шатра питли. — Нимле лапша та кур-ман эпир, тавариш. Снать не снайĕм. И ни шилайăм.
Аптрарăм. Çыхланмарăм. Айăпсăр çынсене мĕншĕн чăрмантарас-ха. Гуляша лартса хăваратăп, кашăк-чашăк пуçтарса çӳрекен хĕрача патне каятăп.
— Пĕлместĕп. Эпĕ вăл сĕтел патне пыман-ха, — терĕ ку.
Лапша яшкине тупасси пулмарĕ манран. Ну, ăçтан тупăн-ха, пĕлекенни никам çук пулсан. Тарăхрăм та алă султăм. Гуляшне ыррăн çисе каям пĕрех хут.
Тĕкĕнсен тĕкĕнсех пырать çав. Каллех тĕлĕнтермĕш. Хайхи ӳсĕрсем, хайхи ӳсĕрсем, хăйсем чиксе килнĕ эрехе ĕçнĕ-мĕн те, сĕтел çине чавсалансах ман гуляша шаплаттарса çисе лараççĕ. Тĕпне çеç хăварнă.
Пĕр кана кăлин-калин пăхкаласа кăна тăтăм. Унтан çиллĕм килчĕ те, çак путсĕрсем мĕн хăтланнине кăтартас тесе, кашăк-чашăк пуçтаракан хĕрачана чĕнтĕм.
— Мĕн çыпçăнтăн çак эс пирĕн çума? Вăт-тăк, ти-ип! — шапăлтатса кайрĕ мăк сухал.
Çапла вĕт вăл, кӳршĕри пĕр йытă сас парсан, ыттисем те вĕрме тытăнаççĕ. Пурте мана тапăнчĕç.
— Тăрттиленсе çӳрет кунта, лакăркка çăвар!
— Стиляга!
Юлашки сăмахне хулăн туталли каларĕ. Пурте ман çине сиксе ларасла сиввĕн пăхаççĕ.
Шутсăр çилĕ килчĕ манăн. Ара, чĕрĕ пуçăмпа çаксене мăшкăллаттарас-и? Тавлашăва кĕрсе кайрăмăр.
— Сакай шаписем! — чĕлхе çине мĕн килнине лаплаттарса хутăм эпĕ те, ӳсĕрскер.
— Çыхланса тăр тата çакăнпа! Ухмах вĕт вăл! — хăрăлтатса тăчĕ сивĕ куçлă шатра пит. — Атьăр!
Вăл сĕтел çинче ларакан çĕлĕке илсе тăхăнчĕ. Ак хайхи. Çĕлĕк айĕнчен манăн лапша яшки сикрĕ тухрĕ.
Эпĕ ним пĕлми пулса кайрăм. Çав тери тарăхрăм-çке. Мăшкăл курас-и? «Çăмламас çĕлĕке» кăкăрĕнчен ярса тытрăм. «Тавай, тӳлĕр мана апатшăн!» — тетĕп.
Вăл мана янахран хытах ыратмалла тăрăнтарчĕ. Эпĕ те ăна мĕн пур вăйăм çиттĕшле тĕксе ятăм. Ӳсĕрскерĕн тĕрекĕ çук иккен. Капмар кĕлеткипе пукансене тӳнтерсе буфет кантăкĕ çумне пырса çапăнчĕ. Чăнкăр та чанкăр-р! ванса кайрĕç кĕленчесем, стакансем, тутлă шыв бутылкисем, ыттисем.
Столовăйра шăри-шари, тĕр-тĕр пуçланчĕ. Пурте мана ятлама пикенчĕç. Эпĕ парăнма шутламарăм. Чĕлхе çине мĕн килет, çавна кăшкăратăп. Вара, юри чĕннĕ пулас çав, тахăш вăхăтра икĕ милиционер пырса кĕчĕç. Вĕсем тӳрех мана ярса тытрĕç...
Вăт çапла тĕрмене лекмелле пулчĕ манăн. Леш ӳсĕрсем хăйсен ирĕкĕпе кĕрĕшсе вăрман касса çӳрекен калăмçăсем пулнă иккен. Тăрăнмаллипех тăрăнчĕç вĕсем мана судра. Вĕсене пула манăн виçĕ çуллăха лекмелле пулчĕ. Директор хута кĕме тăрăшни те мана пулăшаймарĕ. Эпĕ ӳсĕр пулнă, çынна эпĕ тĕксе янă. Судра пурте çавăн пек кăтартса пачĕç.
Акă ĕнтĕ тĕрмерен таврăнатăп эпĕ. Хамăн айăпа тӳррĕн каçарттартăм пуль, тесеттĕм. Анчах Хветут... Хветут ман чĕрене шалтан витермелле ыраттарса хăварчĕ.
Велисса тата?.. Эх, Велисса, Велисса, чунăм, кăвакарчăнăм! Нихçан асăмран яманччĕ эпĕ сана. Йывăр вăхăтсенче эсĕ çеç мана çăмăлăх параканччĕ. Пĕрмай сан çинчен, сан çинчен, сан çинчен шухăшлаттăм. Вăхăчĕ-вăхăчĕ чуна ыраттарса тунсăхлаттăм: «Телейĕме йытă çиминччĕ хуть» — тесе шикленеттĕм. Чунăм инкеке сисрĕ-ши? Шикленни чăнах та пулчĕ-ши?.. Эх, Хветут, Хветут! Эсĕ манăн телейĕме туртса илтĕн-и? Мана лапсăркка йытă вырăнне хутăн-и?..
7
Аса килчĕç мана иртнисем.
Эпĕ ун чухне вунвиççĕри-вунтăваттăри ачаччĕ. Аттепе иксĕмĕр Канаша пасара кайнăччĕ те, кăнтăрла иртсе каçалана сулăнсан, килелле таврăнатпăр.
Пĕр уйра, пирĕн çул хĕрринчех, манпа тантăш ача çĕрулми пусси сӳрелет. Лаша чăхăмларĕ-и, кутăна печĕ-и, чипер ут сӳрере ывăнас çук-ха, ача ăна темшĕн тарăхрĕ пулмалла. Малтан лашана пушăпа çаптаркаларĕ вăл, кăшкăрса пăхрĕ, лаша темшĕн утмарĕ. Вара ача ун умне чупса пычĕ, ним тăвайман енне пулас, лашана тутаран çыртса лартрĕ. Лаша тути хытах ыратрĕ пулмалла, вăл хăвăртрах пуçне çĕклерĕ, ачана та йатрĕ. Ача çаплах шăлĕсене вĕçертмест-ха, лаша тутинчен çыртнипех сывлăшра чылайччен каска пек усăнса тăчĕ. Кайран, çĕре ӳкнĕ хыççăн, сӳре турти айĕпе пĕшкĕнсе, лашана вĕчерен пуçĕпе тăрăнтарма тапратрĕ.
— Ай-ай, кăра çилĕлĕскер пулас ку ача. Ха, пĕчеклех епле усал. Куштан пулать, — терĕ атте, кулса ярса. Эпĕ те куççуль тухичченех култăм. Ача лаша тутинчен çыртса çакăнса тăни маншăн ытла та кулăшла туйăнчĕ.
Çав çулхинех, кĕркуннепе, хамăр ялти вăтам шкулта вĕренме пуçласан, мана çак ачапа юнашар ларма тиврĕ. Çапла палланă эпĕ Хветута пирвайхи хут.
Хветут ашшĕ, Сар Микула, йăр-япăш çын пулнă, теççĕ. Çемйи çине питех çаврăнса пăхман вăл, ĕç тĕлне пĕлмесĕр, ытларах тӳр пилĕкĕн çӳреме юратнă. Çапах хăй çынсене пит кĕвĕçетчĕ, тет.
Вăтам шкулта вĕреннĕ чухне парта хушшинче пирĕнпе пĕрле ларакан пĕр юлташ çĕнĕ костюм çĕлеттернĕччĕ. Костюмĕ ăна ытла та килĕшӳллĕччĕ, хăйне ăшă кăмăллă сăн кĕртсе, сăпайлантарса яратчĕ. Костюма ачасем юратрĕç, ăна çĕлекене мухтарĕç. Анчах пĕр кунхине, кăнтăрлахи пысăк перемена вăхăтенче, çакăн çийĕнчи костюм пиншакне тахăшĕ, чарусăр алă, çĕçĕ вĕçĕпе икĕ çĕртен яртах çурса антарнă. Епле пăшăрханчĕ уншăн пирĕн юлташ! Эпир пĕтĕм шкулĕпе çак киревсĕр ĕç тăвакана тарăхса хирĕçлерĕмĕр, ăна кам хăтланнине пĕлес тесе, темĕн тĕрлĕ шыраса пăхрăмăр. Шырарăмăр, анчах айăплă çыннине тупма май килмерĕ, никам та курман. Кайран, шкултан вĕренсе тухсан тин, çав путсĕр ĕçе Хветут туни çинчен сăмах сарăлчĕ. Тĕрĕс-и ку, тĕрĕс мар-и — малтан ĕненме аптрарăмăр. Анчах пĕррехинче çак сăмаха тапратсан, хамăрпа пĕрле вĕреннĕ пĕр хĕр мана çапла каласа пачĕ:
— Те мухтанас тесе вара, Хветут мана çавна хăй туни çинчен хăех каласа кăтартрĕ, — терĕ.
Хветутăн кĕвĕçлĕх пурри ытти енчен те сисĕнетчĕ çав...
Шкултан вĕренсе тухсан та Хветутпа тĕл пулкалаттăм эпĕ. Вăйăсенче хĕрсемпе явăçма юрататчĕ вăл, вĕсен умĕнче темĕн тĕрлĕ йăпăлтататчĕ, явăнкалатчĕ. Пĕр вăхăтра хăйне поэт тесе çӳрерĕ. Никам вуламан сăввисене тетрадь туллиех çырса тултарнă тетчĕç. Пĕр вăхăтра вара «Салам, савни хура куç» ятлă сăввине карта юпи тăррине хăпарса тăрса вуласа кăтартрĕ, тет. «Эх, мĕн тĕрлĕ хăлаçланчĕ, сассине çĕр тĕрлĕ улăштарчĕ пуль», — тесе кулатчĕç çамрăксем.
Халĕ Хветут Велиссапа çӳрет иккен. Эх, Велисса! Пĕр саншăн çеç, саншăн çеç хамăн айăпсене тӳррĕн каçарма хăват çитертĕм пуль эпĕ. Саншăн çеç, сана курассишĕн хавасланса, çул çинче пĕр куç хупса курмасăр килтĕм. Халĕ капла мĕн пулчĕ-ха? Мĕн пулчĕ ку?..
Такам темле ăшă сăмах каларĕ те, куçăмсем уçăлса кайрĕç. Ман умра милиционер тăрать. Вăл эпĕ ăçта кайма тухнине, мĕншĕн пĕр вырăнта нумайччен тапранмасăр тăнине ыйтса, пĕлчĕ: «Чирлемерĕр пулĕ-çке, пулăшмалла мар-и сире?» — терĕ. Эпĕ тин хам вокзал патĕнчех тăнине тавçăрса илтĕм.
8
Хуларан тухсан, урăх шухăшсем килсе кĕчĕç. Хама хам ĕненместĕп: нивушлĕ эпĕ киле çитетĕп? Нивушлĕ мĕскĕн аннене куратăп? Мĕнле улшăнусем пур-ши тăван ялăмра? Кам пур-ши ялта ман юлташсенчен, пĕрле ӳснĕ тантăшсенчен? Мĕнле пурăнаççĕ-ши вĕсем?..
Канашран пирĕн яла çитме çирĕм çухрăм ытла. Каяс тесен пуйăспа кайма пулать. Анчах пуйăс хăйĕн графикĕпе çӳрет, ăна тата тăватă сехете яхăн кĕтмелле. Çавăнпа çуран утма шутларăм. Мĕнле пулсан та хăвăртрах киле çитсе ӳкес килет.
Çанталăк чипер. Çулла. Ăшă. Вĕтĕ йĕпхӳ пĕрĕхкелесе иртнĕ хыççăн тусан та тухмасть. Йĕри-тавра палланă вырăнсем, пĕлекен ялсем, çырма-çатрасем, вăрмансем, çулсем. Куратăп, виçе çул хушшинче улшăнусем пулкаланă. Хула çывăхĕнчи ялсене электричество кĕртнĕ, ялтан яла юпасем лараççĕ. Колхозсенчи çĕнĕ çуртсем аякранах курăнаççĕ.
Çуралнă кĕтес çуралнă кĕтесех, тепле пулсан та чуна çывăх. Эпĕ хытах ĕшеннĕччĕ. Халĕ вара, çул ӳкерчĕкĕсемпе йăпанса пырса, яла çитнине сисмерĕм. Акă вăл эпĕ çуралса ӳснĕ тăван ялăм! Аякран пăхсан, çăра йăмралăх темелле ăна, патнелле çывхарсан тин çурт-йĕрсем, карта-хурасем курăнса каяççĕ. Пĕр кана чарăнса тăтăм, тавралăха пăхса килентĕм, çуралнă çĕршывăн сывлăшĕпе сывларăм.
Анне килтехчĕ. Эпĕ пырса кĕнĕ чухне вăл картишĕнче пĕчченех тăрмашать, вут-шанкă татса хунă та ăна пӳрте йăтса кĕме хатĕрленет. Мана курсан хытсах кăйрĕ, хулĕ çине хунă вутă пуленккисем çĕре тухса ӳкрĕç. Эпр ун умне пырса тăтăм.
— Таврăнтăм, анне, паллатăн-и мана?
Анне мана пăхать. Ах, куçĕсем! Мĕскĕн-и, хурлăхлă-и, савăнăçлă темелле-и, — пĕлместĕп. Анне куçĕсем кунашкал пулнине эпĕ нихçан та курманччĕ. Ман чĕрене вĕри пăрала пăраланă евĕр шăтарса кĕчĕç вĕсем.
— Çумкка... ывăлăм...
Анне пĕтĕм кӳлепипе ман кăкăр çине йăванса кайрĕ. Аран тытса ĕлкĕртĕм, ӳкме памарăм. Анчах хамăн та шапăрах куççуль юхса анчĕ. (Эй, тусăмсем, ырă çынсем! Ватă çынна нихçан та хăвăртан пĕччене пăрахса ан хăварăр. Атте-анне çинче курнă ырлăха, хуть ăçта кайсан та, ан манăр!)
Вăйран кайнă аннене пӳрте çавăтса кĕтĕм. Пӳртре çын чунĕ çук, пуш-пушах. Каллех чĕрем çурăлчĕ. Ытла кичем. Мĕнле тӳссе пурăннă-ши анне пĕр-пĕччен?..
Анне лăпланса çитсен, çул тумтиресене хывса пăрахрăм, çăл шывĕпе çăвăнса тасалтăм, çĕнĕ кĕпе-йĕм тăхăнтăм. Анне те мехелĕ çитнĕ таран кăштăртатса çӳрерĕ, ăшă апат хатĕрлерĕ.
Темĕнчченех калаçса лартăмăр апат хушшинче. Кайран та нумай лартăмăр.
— Кĕтсе ывăнтăм сана, ачам. Çĕр çывăрайми пултăм, — тет анне. — Тĕлĕреттĕм çеç, кантăкран такам шакканă пек илтеттĕм. Мĕншĕн телейсĕр пултăм-ши, тесе макăраттăм. Халь вара мĕнле, татăлсах килтĕн-и унтан?
Анне сăн-питĕнче темен шанманни, иккĕленнн палăрать. Эпĕ ăна хам çинчен каласа патăм,
— Тек килтен ямастăп сана, ывăлăм. Куран, хавшаса çитрĕм, Колхоз ĕçне сайра хутшăнакан пултăм. Вăй пĕтрĕ. Текех мана, пĕччен хĕрарăма, кил пуç çынни пулма йывăрланчĕ. Кин тупмалла пулать пуль, ывăлăм. Авланма вăхăт çитрĕ сана.
Анне калать, чарăнма та пĕлмест. Чĕринче мĕн капланса тулнине йăлтах кăларса тăкасшăн. Пăхрăм та, вăл нумай начарланнă. Куçĕсем шалалла путнă, пит çăмарти шуралнă. Тăнлавĕ çинче кăвакарнă çӳç пĕрчисем курăнаççĕ.
Хĕрхентĕм аннене. Тек килтен каймастăп тесе сăмах патăм.
9
Ялти хыпар хăвăрт сарăлать. Тепĕр кун ирпе ирех пирĕн пата колхоз председателĕ пычĕ.
— Илтни тĕрĕсех иккен-ха. Çумкка килте, — терĕ вăл, кĕнĕ-кĕмен. Мана алă пырса тытнă хыççăн темшĕн хаваслансах пакăлтатма тытăнчĕ. — Ну, мĕнле, лерен, унтан, йĕркеллех татăлса килтĕн пуль?
Каласа патăм.
— Во, аван!
Председатель лара-тăра пĕлмерĕ, шак манпа сăмах ваклама пикенчĕ.
— Пит кирлĕ пулнишĕн килтĕм. Çынсем кирлĕ, çынсем. Колхозра кăçал кирпĕчрен ĕне вити иккĕ лартатпăр. Кашнинех пилĕк çĕршер ĕне хупмалла пулать. Пĕтĕм колхоза шыв памалли станци лартма тытăннă. Ытти ĕçсем те тем чухлех. Çапла. Çавăнпа килтĕм-ха сан пата. Колхоз çĕнĕрен икĕ автомашина туянчĕ. Шоферсем çук, çитмеççĕ. Канатăн-и, канмастăн-и, — пăртак канма та ирĕк парăпăр, — атя, пĕр машинине йышăн. Шоферта ĕçлеме чĕнес тетĕп сана.
Манăн алăсем кĕçĕтсе кайрĕç. Юратнă ĕçшĕн тахçанах тунсăхласа çитнĕччĕ вĕсем. Председатель сĕнĕвĕпе пĕр сăмахсăрах килĕшрĕм. Мана кану кирлĕ марччĕ. Тепер куннех ĕçлеме тытăнтăм. Куншăн анне те савăнчĕ.
Пĕр ăстăрккă кунсем халăх йĕркипе иртсе пычĕç. Ĕне вити валли заводран кирпĕч турттаратăп. Ĕçлетĕп, канатăп. Çын хушшине тухса çӳретĕп. Ăçта пырсан та халăхпа пĕрле пулмă тăрăшатăп.
Анчах анне хăй шухăшне пăрахмасть: кин тупмалла.
Авланма эпĕ хам та хирĕç мар. Вăхăт çитнĕ. Ĕмĕре пĕччен ĕмĕрлеме пултараймастăп. Кĕçех «ватă хусах» ятне илтетĕп акă. Илтес марччĕ. Анчах еплерех арăм тупмалла-ши? Кам пулĕ-ши вăл? Ырă-ши, усал-ши? Ăна мĕнле пĕлмелле-ши? Велисса пек хĕр пулсанччĕ...
Велиссана аса илетĕп те, чунăм хурланать. Кам айăплă эпĕ ăна хамран сивĕтнĕшĕн, аяккалла тартнăшăн? Хамах мар-ши? Пĕр хам кăна пуль çав, кам пултăр.
Пĕр кунхине ĕçрен каçарах юлса таврăнмалла пулчĕ. Пирĕн килте хăна пур иккен, Çавалхĕрри Паланлăхри Мĕтри кукка килнĕ. Пӳртре аннепе иккĕш шăкăлтатса лараççĕ.
Юри манпа курса калаçма тесе килнĕ-мĕн кукка, пирĕн патрах çĕр выртрĕ. Нумайччен калаçса лартăмăр. Сăмах юппи, таçта çитсе çапăнсан та, мана валли мăшăр тупасси çинчен пăрăнма пĕлмерĕ.
— Хам пилленинех илсе парасчĕ-ха, — терĕ кукка аннене.
— Матрӳне хĕрĕ тесен пĕлеп те-ха, сирĕн патăрта пайтах курнă ăна, амăшĕпе пĕчĕкрен паллашса ӳснĕ, ашшĕ те йĕркеллĕ çынччĕ, хĕрĕ ку те килĕшет вара, темле-çке, — тет анне.
Велисса пирки калаçаççĕ. Ах, йывăр-çке мана, лайăх мар, чĕре ыратать.
— Ятарласа калаçса пăхатăп. Амăшĕ патне те çитĕп, — тесех кайрĕ кукка килелле уттарнă чух.
Тепĕр икĕ кунтан вăл каллех пирĕн пата çитрĕ.
— Калаçрăм. Хăвна килтĕр теççĕ сана, — хавасланса пĕлтерчĕ вăл мана. — Атя, хатĕрлен те, пĕрле кайăпăр.
Ним пĕлми пулса кайрăм. Мĕн терĕ? Велисса терĕ-и? Велиссана куратăп-и? Куратăп-и, калаçатăп-и? Чăнах-и ку?
Телейсĕр мар иккен этем тĕнчере. Сăмах çилпе вĕçмĕрĕ. Çутă шанчăк сӳнмерĕ. Куртăм эп. Велиссана тĕл пултăм. Куккапа иксĕмĕр хăйсем патне кайрăмăр. Амăшĕ килте çукчĕ. Те çавăнпа, кукка пире иксĕмĕрех лартса хăварчĕ. Таçтан вăй тапса тухрĕ манăн. Çĕнĕрен çуралтăм пулмалла: йĕри-тавра пурте çĕнĕ пек, пурте илемлĕ пек. Пурте, пурте! Пурте мана илĕртеççĕ, йăпатаççĕ, чуна ачашлаççĕ, саваççĕ, пурăнма хаваслантараççĕ.
Хăюлантăм, Велиссана хам шухăш-ĕмĕте пĕлтертĕм. Вăл вăтанса-хĕрелсе кайрĕ. Кукка ăна ман пирки каласа панă-мĕн.
— Пĕлместеп... Аннепе калаçса пăх, — терĕ Велисса.
Сада тухса лартăмăр: Пĕр-пĕринчен именесси йăлтах сирĕлсе кайрĕ ĕнтĕ пирĕн. Çапах хама хам ĕненессĕм килмест-ха. Чăнах-ши ку, тĕлĕкре-ши? Анчах çумра ларакан Велисса ăшши мана чăн пурнăçа манма памасть. Шăкăлтататпăр иксĕмĕр. Сăмах çумне сăмах сапăнать, таçта çитсе перĕнтĕмĕр.
Велисса кăçал акушерсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă иккен, ĕçлеме хăйсен ялнех килнĕ. Ку шутсăр аван. Анчах Хветут пур-çке, Хветут пур. Кансĕрлемĕ-и вăл пире?
— Чăрсăрланать çав, сĕкĕнет, — ассăн сывласа ячĕ Велисса.
— Тен, ху килĕштеретĕн пулсан...
— Кай, курассăм килмест, çавра çиле. Йăлăхтарса çитерчĕ вăл мана. Аяккалла хăптăрччĕ. Ятне илтнипе чун сӳлет.
— Тата пĕркун вокзалта мĕншĕн пĕрле çӳреттĕр-ха?
Велисса мана чăр-р тĕллесе пăхрĕ.
— Мĕн эсĕ, ĕненместĕн-и? Каларăм-çке ирĕксĕр сĕкĕнет тесе. Ун чух юлташсемпе пĕрлеччĕ те, пĕччен тăрса юлма аван мар пек туйăнчĕ мана.
Хветут хулари пĕр пĕчĕк эртел правленийĕнче счетоводра ĕçлет иккен. Велисса акушерсен шкулĕнче вĕреннĕ чухне вăл тăтăшах ун патне çӳренĕ. Велисса унран хăш-пĕр вăхăтсенче тара-тара пытаннă, вăл ытлашши йăлăхтарса çитернĕ самантсенче куççулĕпе макăрнă...
10
Пулчĕ. Ман пурнăç çулĕ, хам кĕтнĕ пек те мар, лайăх енчен çаврăнса тухрĕ. Велисса амăшĕпе темиçе хутчен калаçрăм.
— Аçăр-аннĕре ĕлĕкрен пĕлнĕ. Ĕçкĕре-çикĕре пĕрле пулкалаттăмăр. Хăвăр килĕшни ĕнтĕ. Манран чару пулас çук. Ирĕк хăвăрта, — терĕ вăл. — Аннӳ килсе кайтăр-ха пĕрре. Ваттисем татăлмасан, лайăх ĕç те евитлĕ пек мар тата. Пурте кăмăллă пултăр, — терĕ.
Аннене лартса илсе кайрăм. Тахçантан варах пĕрне-пĕри лайăх пĕлекенскерсем, вĕсем шутсăр кăмăллă калаçрĕç.
Тата мĕн кирлĕ пире: килĕшрĕмĕр, сăмах татрăмăр, туя хатĕрленмелли çеç юлчĕ. Çавах ман чунăм темшĕн лăпкă мар-ха. «Хĕр çураçнă» хыççăн эпĕ пушшех канăçлăха çухатрăм. Тем чул лăпланас тесен те лăпланаймастăп. Велисса пирки хурласа е тиркесе каланине никамран та илтмерĕм. Анчах вăл чăннипех ман пурнăç юлташĕ пуласса темле пĕрре те ĕненессĕм килмест.
Туй валли тĕрлĕ япала туянма Канаша каймалла пулчĕ. Эпĕ унта çĕр выртмалла каяс терĕм. Темшĕн-çке манăн хампа пĕрле Велиссана та илсе каяссăм килчĕ. Кирлĕ япаласене, кĕпе-тумтирсене иксĕмĕр пĕрле суйласа, пĕрле килĕштерсе туянсан аванрах пек туйăнчĕ.
Ял Советне кайрăм та телефонпа шăнкăртаттартăм. Велиссапа часах çыхăнтăм. Хам шухăшăма каласа патăм.
— Пырас кăмăлу пулсан чукун çул разъездне тух, эпĕ пуйăспа каятăп, — терĕм.
Велисса нумай калаçмарĕ:
— Пыраймастăп пуль, ерçӳ çук, ĕç нумай, — терĕ.
— Татăклă сăмах-и?
— Татăклăнах.
Пыраймасть-тĕк, пыраймасть ĕнтĕ, эпĕ ăна ирĕксĕрлеме пултараймастăп. Вăл мана лайăх кайса килме каларĕ, телей сунчĕ.
Хатĕрленкелесе çула тухрăм, хĕвел анас умĕн разъезда çитрĕм. Каякан çынсем нумай мар, вĕсем чукун çул енне тухса ларнă. Эпĕ билет илме касса патнелле утрăм.
Сасартăк пĕри кулса ячĕ. Чĕрем шартах сикрĕ. Тĕлĕнмелле хитре сасă. Тавралăха ян-н! янăратса шăнкăртатрĕ. Асăрханарах ута пуçларăм. Ытла та палланă сасă пек пулчĕ-çке. Урăх пур-ши тĕнчере ун пек сасă?
Пĕчĕк палисадник патнелле çывхартăм. Мăкăр-мăкăр туни илтĕнет. Темĕн калаçаççĕ. Каллех хĕрарăм сасси илтĕнчĕ. Чарăнтăм та лутра акаци тĕмĕсем урлă кармашса пăхрăм.
Алăкран кĕнĕ çĕрте иккĕн тăраççĕ. Иккĕшĕ икĕ енне таяннă, пĕрне-пĕри хирĕç пăхса шăкăлтатаççĕ. Пĕри çара пуçăн, çамрăк çын, каччă пулмалла. Тепри... Калама та сывлăш çитмест — Велисса. Хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчеççĕ. Çитменни çине каччи хĕвелçаврăнăшне Велисса аллинчен иле-иле шĕкĕлчет.
Лăштăрах вăй пĕтсе килчĕ. Мĕне пĕлтерет ку? «Пыраймастăп пуль, ерçӳ çук», тени çакă-ши? Акă мĕншĕн «ĕç нумай» пулнă иккен унăн? Кăкăрта вут пĕçертме тапратрĕ.
Палисадник çумне пырса тăтăм. Малалла утма хăяймастăп. Вĕсем мана асăрхаймарĕç-ха, хăйсеннех калаçаççĕ, хирĕç пăхса кулкалаççĕ. Каччи тата хăй шĕкĕлченĕ хĕвелçаврăнăш хуппине те Велисса ывăçĕ çинех хурать. Хĕвелçаврăнăш хуппи нумайланса çитрĕ пулмалла, Велисса ăна çаврăнса пăхмасăрах ман еннелле сапса ячĕ. Шăпăр-р! ӳкрĕç вĕсем ман картус çине. Акă сана «çураçнă хĕрӳ». Чĕре çурăлса тухрĕ. Тӳс-ха эсĕ, ху куçупа ху куратăн-çке. Калама чĕлхем çаврăнмасть.
Акă, тем вăхăт иртрĕ, Велисса шалалла кĕрсе кайрĕ. Пĕччен юлнă каччă пахча çумĕнчи тенкел çине пырса ларчĕ.
Тек кĕтсе тăма çук, пуйăс та кĕçех килмелле ĕнтĕ. Пур пек вăй-халăма пухрăм та каччă патне пырса тăтăм. Нихçан çăвара хыпса курманскер, пирус ыйтса илтĕм, иксĕмĕр пĕрлех чĕртсе ятăмăр.
Хăюлăх çитерсе, пĕчĕккĕн сăмах пуçарса ятăм.
— Пит лайăх хĕрпе тăратăр-çке эсир. Вăл тата ăçта кайрĕ-ха?
Çамрăк çын мана тĕлĕнсе пăхрĕ.
— Ма? Лайăх мар-им? Мĕншĕн ун пек калатăр?
— Эпĕ хурламарăм-çке. Чипер çынна епле усал калăн.
— Лайăх хĕр çав, — терĕ каччă. — Халь вăл Пукăртанти Çумккана качча каять. Туй тăваççĕ.
Сывлаймиех пулса лартăм. «Эй, çут тĕнче! Мĕншĕн нарастаран асап кăтартатăн-ши эсĕ çынсене хăш-пĕр чухне?..» Аптранăран килчĕ çак шухăш...
Чăнах та тĕлĕнмелле: ăçтан пĕлет çак çамрăк çын ман çинчен? Велисса каласа панă-и? Вăл хăй çинчен сăмах сарать-и?.. Нимĕн те ăнланма пултараймастăп. Çук, ниепле те тавçăрса илейместĕп. Чĕре патĕнче темĕн капланать: те кĕвĕçӳ туйăмĕ, те вĕчĕ, тен, пачах урăх япала, пĕлме çук. Халиччен эпĕ ун пек туйăм пуррине сисменччĕ. Çав канăçсăр туйăм хистенипех хаярланнă пек пул-там, каччă çумне кĕрсе лартăм.
— Эсĕ тата мĕн-и-ха... Качча кайиччен пăртак... Мĕн-им... Ну, вылякаласа юлас терĕн-и?..
Кулас теттĕм эп, çук, мăн кулă тухмарĕ. Кăчча та мана ăнланмарĕ курăнать, чĕнеймесĕр ларчĕ.
— Эх, Çумкка та çитнĕ-çке! Каясах терĕн-и? Мĕншĕн маларах килмерĕн? Авă пуйăс та çитрĕ ĕнтĕ. Билет илме ĕлкĕрĕн-и? Чим, эпĕ хам...
Ку Велисса тухрĕ шалтан. Тухрĕ те пĕр кĕтсе тамăсăрах каллех чупса кĕрсе кайрĕ. Самант кăна иртрĕ, каялла тухрĕ, тӳрех ман пата пычĕ.
— Акă билет. Сана валли илтĕм. Ан юл тата. Акă, пуйăс çитрĕ вĕт.
Пуйăс чăнах та разъезда чашласа пырса кĕчĕ. Эпĕ хыпăнса ӳкрĕм пулас, ним тума пĕлмерĕм. Велисса аллинчи билета илтĕм те вакун çине чупрăм. Велисса темĕн кăшкăрни ман хăлха çумĕпе çеç иртсе кайрĕ.
11
Мĕн тумалла ĕнтĕ манăи? Чĕре вырăнта мар, çурăка хĕсĕннĕ пек туйăнать. «Кĕвĕç куç хăй çиес çăкăрĕ çине те кĕвĕçсе пăхать», — тенине илтнĕччĕ эпĕ. Çавнашкалли пулмарĕ-ши? Анкă-минкĕленсе çитрĕм. Вакун чӳречи умне пырса тăтăм.
Тахăшĕ пĕри вакунран анса юлнă. Шурă кĕпеллĕскер, сухаллă, ватă енне тайăлнă çын пулмалла. Унăн япалисене вара, чăматанĕсене, çыннине варринче уттарса, Велиссапа каччă йăтса пыраççĕ. Вĕсем виççĕшĕ пĕрлех разъезд çуртне кĕрсе кайрĕç. Икĕ енлĕ çĕçĕ тăрăннă пек пулчĕ ман пыра çакна курсан. Тек вĕсем çине те пăхаймарăм.
Йăлтах арпашăнса кайрĕ ман пурнăç. Ӳпне-питне йăванчĕ, пуçхĕрлĕ пулчĕ, тĕлне-йĕрне тупаймăн. Канаша тухса кайнин ним усси те пулмарĕ. Япала туянма каларăн, ăçтан унта, çĕр каçиччен куç хупса кураймарăм. Кăвак çутăллах каялла таптарса таврăнтăм. Тӳсĕмлĕх пĕтрĕ-çке, никама ним каламасăр Вĕлисса патне тухса вĕçтертĕм.
— Апла-ха, эппин. Сăмах татни ял кулли кăна пулчĕ пуль-ха пирĕн, — тетĕп.
Велисса мана ăнланмарĕ. Эп татах хамăнне сӳпĕлтететĕп.
— Ют каччăсене ытларах саватăн, эппин?
— Мĕнле «каччă»?
— Разъездри тата камччĕ, упаччĕ-н-мĕн?
— Э-э, вăл-и? — Велисса çăмăлланса, çуталса кайрĕ. — Вăл Çĕнъялти йысна ывăлĕ, Кĕркури. Ашшĕ Мускава ял хуçалăх выставкине кайнăччĕ. Ăна кĕтсе илме Кĕркури мана юри чĕнсе тухрĕ. Ĕç те нумайччĕ, тухас мар теттĕм, тархасласа илсе килчĕ, йысна хăй таврăнасси çинчен пĕлтерсе телеграмма янă пулнă. Кĕтсе илтĕмĕр вара. Киле кайнă чух вĕсем, çул путтипе, пирĕн пата кĕрсе тухрĕç. Йысна аннене Мускав кучченеçĕпе хăналаса хăварчĕ.
Лăпланнă пек пултăм. Çапах пурне те ĕненсе пĕтерме аптрарăм-ха.
— Мана валли билет илтĕн-çке...
— Илтĕм, вара мĕн?
— Хăвăртрах сĕвĕртес кăна терĕн пуль...
Велисса хытă тĕлĕнни куçĕнченех палăрчĕ.
— Эс те çавнашкал çын-и, Çумкка?.. Эпĕ сана пуйăсран тăратса хăварас мар, терĕм. Эх, арçынсем эсир...
Велисса калас сăмахне çыртса лартрĕ: «Кай», тесе алă сулчĕ, тек чĕнмерĕ...
Канашра ăнсăртран Хветута тĕл пулман пулсан, тен, йĕркеллех майлашăнса каятчĕ пуль-ха. Эпĕ лăпланса пыраттăм. Виç-тăватă кунтан Хветута тĕл пултăм. Алă тытрăмăр. Хветутăн чăрсăр куçĕсем кулаççĕ. Усаллăн, йĕкĕлтӳллĕн, мăшкăллăн кулаççĕ.
— Авланма шут тытрăн, эппин, — тет мана. — Хе-хе, лайăх, шикарни хĕр тупрăн пулать. Пит лайăх хĕр çав, мĕн калăн.
— Лайăххи-мĕнĕ... Эсĕ унпа çӳресе пăхнă, санăн пĕлмелле.
— Çӳресе пăхни мĕнех вăл. Çӳресе пăхни татахчĕ-ха...
— Урăх мĕн?
— Хă, пĕлмиш пулса тăратăн тата. Эпир унпа пурăннă пек тепĕр арпа арăм пурăнайман. Акă, во-о, мăй таран...
Çакăнпа ман роман вĕçленчĕ. Нимрен ытла Хветут мăшкăлне чăтаймарăм. Шăп çавна пула Велиссапа мăшăрланма пултараймарăм. Намăсран хăтăлас, куçăм ан куртăр, терĕм, каллех аннене пĕччен тăратса хăварса, килтен тухса шăвăнтăм.
Ăш вăркама пăрахмарĕ. Çĕнĕрен çĕнĕ çĕре çите-çите çапăнтăм виç-тăватă çул хушшинче. Анне питĕ йăлăннăран кăçал тин киле таврăнтăм.
Анне ватăлсах кайнă.
— Мĕншĕн çынсем пек ретлĕ пулмарăн, ачам, — тесе ӳпкелешет, вĕри куççульпе макăрать.
Эпĕ таврăннине илтсенех Мĕтри кукка çитрĕ.
— Çынсем çĕнĕ çеремсем уçма каяççĕ. Çĕнĕ çĕрсене пурăнма куçаççĕ. Çĕнĕ заводсем, хуласем тунă çĕрте ĕçлеççĕ. Эсĕ пур... хантарланса çӳретĕн. Кам пур сан пекки? Пĕтĕмпе те хуть виç-тăватă çын пур-и? Мĕн латти вăл, мĕн латти çавăн пек сӳпĕлтетсе, сĕтĕрĕнсе çӳрени? — тесе ятласа пĕтерчĕ кукка.
Анчах вĕçĕ ку мар-ха. Хама кирлĕ ĕçпе Çавалхĕрри Паланлăха çитмелле пулчĕ. Урамра кĕтмен çĕртен Велиссана куртăм. Упăшки те, ачи те пур — пĕрле пыраççĕ. Ачине, хуп-хура куçлă ывăлне, ашшĕ хулпуççи çине лартнă. Хăйсем пуçарса сăмах хушрĕç те, чарăнса тăмалла пулчĕ. Чылаях калаçса тăтăмăр.
Юратаççĕ-ши вĕсем пĕр-пĕрне? Нимрен ытла манăн çавна пĕлес килчĕ-çке. Куратăп: вĕсем пĕрне-пĕри ăшшăн пăхса шăкăлтатса, ачана алăран алла илсе чуп тăваççĕ. Вĕсем манпа та кăмăллăн калаçаççĕ, ман пурнăç çинчен ыйтса пĕлеççĕ. Килĕштерсе пурăннине пĕлтермест-ши ĕнтĕ çакă?..
Тем каласан та, телейсĕр марччĕ эпĕ. Телейĕм çителĕклĕ таранах пурччĕ. Анчах айăпăм пысăк. Хам айăплă. Хамăн ăссăрлăха пула эпĕ телейсĕре тăрса юлтăм.
Акă пăхăр-ха Велиссапа упăшкине! Телейлĕ мар-и-ха вĕсем? Велисса акушерка. Упăшки — фермăсен заведующийĕ. Эпĕ мĕн тăватăп? Калăр-ха, юлташсем, мĕн тăватăп эпĕ? Ăçта çĕтсе, çухалса çӳретĕп?..
* * *
Семен Юркинăн тетрачĕ çакăнпа пĕтет. Анчах вулакансем яланах вăл е ку роман мĕнпе вĕçленнине пĕлесшĕн.
Тепĕр кунне эпĕ ăна, кăнтăрла тĕлĕнче, Шупашкарта Карл Маркс урамĕнче тĕл пултăм. Вăл каçхи пек салху марччĕ, хавасланса утса пыратчĕ.
— Ĕç тупрăм, — терĕ вăл чарăнса тăрсах. — Юри ĕç шырама килнĕччĕ, çĕнĕ завод тунă çĕре ĕçлеме илчĕç. Вырнаçатăп та тек кунтан ниçталла та юхмастăп ĕнтĕ. Хваттер пур, параççĕ. Аннене пĕрле пурăнма илсе килетĕп.
Эсир мĕн тейĕр те, ĕненес килет: унран йĕркеллĕ çын пулассăнах туйăнать.
— Радиопа итленĕ юрăшăн мĕншĕн пăлханчĕ-ха вăл? — тесе ыйтма пултараççĕ. Каласа парăп. Пире пурсăмăра та питĕ килĕшнĕ «Юрату юррине» шăпах Велиссапа унăн упăшки юрланă иккен. Çавăн пек çав пирĕн пултаруллă çынсем: ĕçре те маттур, юрлама та ăста.