Сар сăмсаллă кайăк,
Манăн кайăк эс!
Маншăн питĕ лайăх
Тĕпелти кĕтес.
Икĕ тяппине те
Кӳр-ха, пар мана,
Слон пек ӳсĕретĕп,
Ан хăра кăна.
Эпĕ — хреснаçу сан,
Шеф пек япала...
Иккĕн, пĕчĕк тусăм,
Халь пĕр май пулар.
Кушака тытар та
Сĕтĕрер пĕрле,
Кукаму ятлатăр,
Эпĕ — хӳтĕлем.
Ӳс-ха, пĕчĕк çыннăм,
Тапкалаш, выля...
Валя, Валентина,
Чăвашла — Валя.
* * *
Пĕчĕк хĕрлĕ тупă,
Пиçĕ тупă пек,
Эс часах ак чупăн
Кантăк умĕпе.
Ун чухне эп пулăп
Пысăк бюрократ.
Эсĕ — кĕр хăюллăн,
Ман шкапа пăтрат.
Пирĕн Кĕçтенттинĕн
Юмахне вула.
Валя, Валентина,
Чăвашла — Валя.
* * *
Хреснаçу сухалĕ
Икĕ шит пулсан,
Ун патне эс, Валя,
Кĕрĕн хушăран.
Пӳлĕмре — тусанлă,
Пахчара — вĕлтрен...
Хреснаçу сан савнă
Ĕлĕк пĕр хĕре.
Куçлăхне шăлкалĕ
(Нӳрленет текех!):
— Валентина, Валя,
Эс аннӳ пекех...
* * *
Хамăр ен Михайлов
Мускавран юрлать,
Сан аннӳ ахаль вăл
Кантăкран пăхать.
Шываллах чăмаççĕ
Ик хура чĕкеç...
Маншăн вăл — кумма çеç,
Уншăн эп — кум çеç.
Сан аçу çаплах ав
Шав пирус туртать.
Эп кайсан — пăрахĕ:
Пачки пушанать.
Лавккана ан кайтăр
Вăл пирус илме, —
Манăн каймалла-тăр
Хамăн килĕме.
Тунсăхлать пуль йыттăм,
Пĕчĕкçĕ Улай.
Ытала та хыттăн —
Çывăрмашкăн кай.
* * *
Манăн тепĕр килĕм
Пысăк хулара.
Эп сана асилĕп
Шавлă Мускавра.
Кĕнеке хакне çеç
Пĕлнĕ студента
Парĕç те стипенди —
Утăп Арбата.
(Шаннă çип, илтсеччĕ,
Сăнчăра тăрать.
Çав пулать стипенди —
Пĕлĕн каярах.)
Сан валли хăварăп
Çирĕм тенкине,
Пуштăпа эп ярăп
Ултă пукане.
Аннӳ шăппăн кулĕ,
Калĕ: «Апăрша»...
Пин-пин ылтăн пуллăн
Чӳхенет ăрша.
Пул-ха вашаватлă,
Çӳçпе ан выля.
Аннӳпе пĕр ятлă
Пĕчĕкçĕ Валя...