(2 пайлă пьеса)
Вылякансем:
Ултияр — художник, вăрăм та хураскер, 40 çулсенче.
Пинерпи — çыравçă, вăтам пӳллĕ те çутăскер, 30 çулсенче.
Марина — Ултиярăн арăмĕ, 35 çулсенче.
Алена — вĕсен аслă хĕрĕ, 17 çулсенче.
Петĕр — Ултиярпа пĕрле вĕреннĕскер, вĕрискер.
Олеся — Маринăпа пĕрле вĕреннĕскер, питĕ шухă та çивĕч хĕр.
Вера — Пинерпи упăшкин хĕр-тусĕ пулнăскер.
Сергей — Пинерпи упăшкин юлташĕ.
Зинаида — Ултиярăн аппăшĕ, кăра кăмăллăскер, 45 çулсенче.
Пĕчĕк Пинерпи — 14 çулсенче.
Алина — Пинерпин вилнĕ аппăшĕ, 16 çулсенче.
Пинерпин вилнĕ ашшĕ — вăрăм та хура арçын. 40 çулсенче.
Пинерпин вилнĕ асламăшĕ — 40-45 çулсенче.
Ултиярăн вилнĕ амăшĕ — 40-45 çулсенчи илемлĕ хĕрарăм.
Вăйă картинчи хĕрсемпе каччăсем.
Вилнĕ çынсен чунĕсен ушкăнĕ.
Ĕçсем 2000-мĕш çулсем пуçламăшĕнче Шупашкарта пулса иртеççĕ.
1 пай
1 картина
Çуркунне. Атăл юхан шывĕ хĕрринче. Аякран савăнăçлă юрă илтĕнет. (Л. Филиппован сăввипе çырнă «Саншăнах» юрра Людмила Семенова юрлать). Ултиярпа Пинерпи ахăлтатса кулса, пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕ пек, çыран хĕрринчи хăйăр çинчен вĕтĕ чул катăкĕсене пуçтарса шывалла ывăтаççĕ.
Пинерпи (Ултияр çине кулса пăхса): Ултия-я-яр!!! Эпĕ аяккарах ывăтрă-ă-ăм! Мĕнле маттур эпĕ, аха-и? Кала ĕнтĕ, кала, ылттăнăм, маттур-и эпĕ санăн? (Ултияр çумне пырса тăрса ăна ачашшăн пилĕкĕнчен ыталать).
Ултияр: Ытла та вĕри-çке эсĕ, Пинерпи. (Ун çине ачашшăн та шеллевлĕн пăхать). Маттур эсĕ, маттур. (Ятланă евĕр). Анчах ытлашши вĕри. Çунса каятăн кун пек кăмăлпа. Лăпкăрах пул! Сивĕтсе илем-и сана, пăр çине лартса ярам-и вутăшпие?
Пинерпи (Уççăн ахăлтатса кулса): Лартса яр, лартса яр! Анчах эсĕ те лар! Сансăр ниçта та каймастăп. (Чеен). Тем пулĕ-ха унта манпа, вĕрискерпе. Сана эп никама та памастă-ă-ăп! (Ултияра хăйпе пĕрле вăр! та вăр! çавăрса). Памастăп! Памастăп! Памастăп!.. (Аллисене тӳпенелле çĕклесе). Эй, çут тĕнче! Мăнаçлă Атăлăм! Ултияра эп никама та памастăп!!! Илтетĕр-и? (Кулать. Кăштахран, лăштăрах вăйран кайнăн, кулма чарăнать. Салхуллăн). Ултиярăм! Виççĕмĕш хут, акă, санпа Атăл пăрне ăсататпăр. Мĕнле лăпкăн ишеççĕ пăр катăкĕсем. Вĕсен нимĕнле йывăрлăх çук пек. Ишеççĕ, юхаççĕ, ирĕлеççĕ акă... Тепĕр çуркунне те çаплах пулĕ. Тепĕр 10, 20, 50 çултан та. Эпир çук пулсан та. Тĕрĕс-и-ха вара çакă? Манăн та санпа юнашар ĕмĕр-ĕмĕр пурăнас килет. Мĕншĕн пĕр çын ăнсăртран вилес-тăвас пулсан, тьфу! тьфу! тьфу!, пурнăç хăйĕн кустăрмине малаллах çавăрать? Мĕншĕн чарăнмасть? Вăл çын халăхшăн, çĕршывшăн ырă ĕç туман-и-мĕн? Мĕншĕн вĕсене çĕр айне тирпейлесе чикнĕ, пытарнă хыççăнах манăçа кăлараççĕ ытти тăванĕсем, тус-юлташĕсем...
Ултияр (Пинерпие çупăрласа): Çутçанталăк саккунĕ çакă, манăн симĕс куçлă вутăшпийĕм. Пĕри — килет, тепри — каять. Япаласем те çавах вĕт: кивелмен япала çук, ун вырăнне вара çĕннине илмех тивет. Çынсем те. Ĕмĕр-ĕмĕр пурăнсан тата йăлăхтарĕ те акă. Тем кичемлентĕн эс, Пинерпи, юнашар ларса, пĕр-пĕрин çумне çывăхарах тĕршĕнсе канар-ха. (Иккĕшĕ те çывăхри картлашка çине лараççĕ, пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнеççĕ).
Пинерпи (Шухăша кайса): Çук, Ултияр, манăн пурпĕрех вилес килмест. Ăнланмастăп: тепри те ман пекех Атăл шывне, унăн мăнаçлăхне пăхса ытараймĕ. Вăл та, тен, савнă çыннипе утĕ çак вырăна. Пирĕн çинчен пĕлмĕç те вĕсем. Мĕншĕн нимĕн те ĕмĕр-ĕмĕр ешермест?
Ултияр: Эх, эсĕ ман философăм. Ан ыраттар ĕнтĕ пуçна усал шухăшсемпе...
Пинерпи: Эсĕ ан кул, Ултияр. Пĕлмесĕп мĕншĕн, анчах темшĕн вилĕм пирки шухăшлатăп эпĕ юлашки вăхăтра. Итле-ха, сăвă çыртăм анчахрах:
Нимĕн те ешермест ĕмĕр-ĕмĕр.
Паян, ак, илем куçа илĕртет.
Çитет те ыран — çанталăк ăмăр,
Тунсăх кĕввийĕ чуна хӳптĕрлет.
(Тунсăхлă кĕвĕ янăранă май, малалла вулать):
Нимĕн те ешермест ĕмĕр-ĕмĕр.
Йывăç-курăк шăтать те — типет.
Этем те... Пурăнма пур та кăмăл,
Çӳлти вăй хушсассăн — сӳнет.
Нимĕн те ешермест ĕмĕр-ĕмĕр.
Пурччĕ те кăмăл йăваш пурăнма,
«Ку пурнăçра юрамасть пулма сапăр»,-
Тесе пуль пуçларĕç тӳрех хăтăрма.
Нимĕн те ешермест ĕмĕр-ĕмĕр.
Туйăмсем те. Кирлĕ мар вылянма.
Пурнăç — хăналăх. Кĕске пирĕн ĕмĕр,
Кирлех-ши çынсен чарăнми вăрçăнма?
(Хашлатса сывласа илет):
Нимĕн те ешермест ĕмĕр-ĕмĕр... Ултиярăм! Ан кул эсĕ ман шухăшсенчен. Мĕн юлĕ пирĕн юратуран?
Ултияр (Юриех хăпартланса): Санăн сăввусем, кĕнекӳсем...
Пинерпи: Çук, ăнланмарăн мана. (Юриех хаярланса тенĕ пек). Е ăнланасшăн мар? Пĕчĕк Ултияр кирлĕ пире.
Ултияр: Е пĕчĕк Пинерпи. Халех куç умне кăларса тăратма пултаратăп эпĕ унăн сăнарне: сан пекех вĕрискер. (Пӳрнисене хуçлатса). Сан пекех чăваш чунлĕскер, ларма-тăма пĕлменскер, тринькки-тринькки сикекенскер (Малтан — пĕр ури çинче, кайран — теприн çинче сиккелесе илет)...
Пинерпи: Кул, кул, ялан тăрăхлатăн эсĕ манран. Мана вара санăн пекки кирлĕ: вăрăмскер, хура çӳçлĕскер, сан пекех пĕчĕк пит-куçлăскер. (Ултияр питне аллисемпе сĕртĕнсе ӳкерсе кăтартать).
Ултияр: Мĕнех, йĕкĕреш кирлĕ пире эппин. (Салхуллăн). Эх-х-х, ĕмĕтсем, ĕмĕтсем. Йĕкĕрешсем те пулнă манăн, Пинерпийĕм. (Шухăша кайса). Пĕлетĕн вĕт-ха хальлĕхе май çуккине, пустуй ыраттарар мар чĕресене. Тăхтар-ха ĕнтĕ кăштах, улшăнĕ акă ĕç-пуç. (Пинерпие ыталаса илет).
Пинерпи (Кӳренсе, Ултияр ытамĕнчех ун патне çурăмпа çаврăнса тăрать). Каллех тăхта... Ывăнтăм эпĕ кĕтсе... Эпĕ сана чун-чĕрене пĕр шиксĕр кăларса патăм темелле. Эсĕ вара... Юрĕ, пĕчĕк ача мар ĕнтĕ эсĕ. Шухăшла... (Каллех Атăл çинелле тинкерет, хаваслăн кăшкăрать). Ултияр! Кур-ха, мĕн пысăкăш пăрахут. Эй-й-й!!! Пăрахут çинчисе-е-ем! Илсе кайăр мана пĕрле аякка-аякка-а! Чунăма ирĕклĕх парсамăр! Илтетĕр-и мана, ухмахскере?!! Э-хе-хей-й-й!
Ултияр Пинерпи çине пĕр вăхăтрах шеллесе те юратса тинкерет. Шурă пăрахут çинчисене хĕрсе кайса кăшкăракан Пинерпие пилĕкĕнчен çупăрлать, хăй çумне пăчăртать. Пинерпи те, лăштăрах кайса, ун çумĕнче ачашланса лăпланать.
Тем вăхăт иккĕшĕ те мăнаçлă Атăл çине пăхса унăн илемĕпе киленеççĕ. Хумсем, пăрахутсемпе баржăсем иртсе кайнă майăн, çырана хаш-ш-ш! та хаш-ш-ш! хашлатса сывланăн пырса çапăнаççĕ).
Пинерпи (Темĕнле асамлăх çинчен пĕлтернĕн): Ултияр! Туятăн-и, ĕмĕрлĕх пирĕн умра... Тем каласшăн пек пире Атăл-аттемĕр... Истори халапĕсене астăватăн-и: вĕсене ĕненес пулсан, пĕтĕм чăваш халăхĕ Улăп йăхĕнчен хунанă. Халĕ эпир пурăнакан таврара авал, этем таврашĕ пулман чухне, сĕм вăрмансем кăна кашласа ларнă вăхăтра, çӳллĕ ту çинчен Улăп ывăлĕсем аннă. Çурçĕрелле çул тытнă вĕсем. Вăрахран-вăрахран кăна юхан шыв тинĕсе юхса кĕрекен вырăна çитнĕ, ăна Этĕл — Атăл ят панă. Улăпăн пĕр ывăлĕ пурăнма икĕ юхан шыв хушшине чарăннă, тепри вара Атăлăн сылтăм енне, Сăр шывĕ патнелле, вырнаçнă. Пысăк та мăнаçлă пулнă пулин те, сунара та çӳренĕ вĕсем, ыраш акма та вĕреннĕ. Шутлатăн та, шăпах Улăп таврашĕ чăваша çĕр çумне çыхса хунă пулĕ текен шухăш патне пырса тухатăн. Выльăх-чĕрлĕхпе çыхăнни те çавăнтанах пырать пулĕ. Улăппа амăшĕ выльăхĕсене ту çинчен асамат кĕперĕ тăрăх Атăл хĕррине куçарнине сăнлакан халап та ахальтен çуралман-тăр çав. Тен, шăпах чăвашăн ĕмĕртен пыракан нушаллă пурнăçĕ çинчен шухăшласа хуйхăрмасть-ши Атăл-аттемĕр...
Ултияр (Шухăша кайса): Темшĕн хурланать çав. Каçар кун пек сăмахсемшĕн, Пинерпи, анчах тепĕр чухне шухăшлатăп та, тĕрĕс мар пурăнатпăр вĕт-ха эпир.
Пинерпи (Тем ăнланасшăн пулса): Эсĕ иксĕмĕр хушăмăрти çыхăнусем пирки-и?
Ултияр: Çук-ха, Пинерпи, иксĕмĕр пирки кăна мар ку калаçу. Пурнăç çине ăнлануллăрах куçсемпе пăхмалла пек туйăнать пирĕн паян кун. Пурин те, пурин те! Ытла та айванланса, чунĕпе хытса пымасть-и-ха халăх? Мĕн тĕллевпе пурăнатпăр? (Хĕрӳленсе пырса). Мĕн тĕллевпе ĕçе каятпăр? (Тăхтаса). Укçа ĕçлесе илес тесе-и? Е выçă ларас мар тесе? Е хитререн хитре, чаплăран чаплă тум тăхăнас тесе? Чун çинчен кам шухăшлĕ? Е çак çутă тĕнчере тĕллев пулмасан лайăхрах? Ир тăр та — апат çи, ĕçе кай, ĕçрен таврăн, каллех апат çи, телевизор пăх та çывăрма вырт. Çакă пулмалла-и-ха пурнăç тĕллевĕ?
Пĕрисем улталасах пуяççĕ, теприсем çемйине тăрантарас тесе кунран кун пилĕк аваççĕ, тар юхтараççĕ. Пирĕн пуçлăхсем: пĕчĕкки-пысăкки — пурте ахаль çынна сураççĕ, хăйсем тавра мĕн-пур ăçтиçука пуçтарнă. Вырăнĕсенчен кăларса ярасран темрен хăранă пек хăраççĕ. Тепри хăйсенчен ăслăрах, вăйлăрах пулнине туйсан самантрах пĕтерсе хураççĕ, ура лартаççĕ. Кĕвĕçӳ тени пĕтерет çав халăхăмăра, пĕтере-е-ет. Халапсем кăмăллатăп тетĕн вĕт-ха, каласа парам-и пĕрне? Итле эппин. Тамăк... Çатăртатса çунакан вут çинче икĕ пы-ы-ысăк хуран. Пĕри — уçă, тепри — хупă. «Мĕншĕн пĕри хупă?» — ыйтать чун вутне пăрахсах тăракан шуйттанран. «Пĕринче, хупă хуранĕнче, еврейсем. Хупмасăр май çук. Вĕсен пĕри, хăй çӳле тапаланса çитсен, часрах ыттисене туртса кăларасшăн. Тепринче вара, хупăсăрринче, чăвашсем. Хурана хупма кирлĕ те мар. Вĕсен пĕри-пĕри çӳлелле тапаланма-туртăнма тытăнсанах, ыттисем ăна аялалла туртса антараççĕ»... Вăт шухăшла çакăн хыççăн этем этемшĕн тус, юлташ тата тăван тесе.
Пинерпи (Вылянса): Çавăнпа юратмалла тетĕп вĕт-ха пĕр-пĕрне. (Ултияр çине пăхать те, кулма-аташма чарăнать). Ытлашши «хура» сан шухăшсем, Ултияр. Мана та чылай япала килĕшмест паян. Анчах япăххи çинчен кăна шухăшласан, ыран мар, паянах урасене тăсса хумалла... Акă, тĕслĕхрен, эпир санпа пĕр-пĕрне шанса, чуна уçса пĕтĕм ĕç-пуç çинчен калаçма пултаратпăр-и-ха?
Ултияр (Тĕлĕнсе): Мана та шанмастăн-и эсĕ, Пинерпи?!!
Пинерпи (Лăплантарнăн): Эсĕ вара мана чунна уçса паратăп тесшĕн-и? (Пуçне пăркаласа). Иккĕленетĕп. «Иккĕн пĕлсен — виççĕмĕш пĕлет, виççĕмĕш пĕлсен — сысна та пĕлет» теççĕ мар-и-ха? (Кулса). Тата мăнакка вĕрентнине эп питĕ лайăх хывса хăварнă кунта. (Пуçне тытса кăтартать). Итле, Ултиярăм, сана та пырса тивет ку. «Лавккана кайсан, виçĕ çăкăр илтĕн пулсан, упăшкуна виççĕ мар, икĕ çăкăр кăна илтĕм тесе кала, пĕрин çинчен ан шарла», — тетчĕ. (Савăнăçлăн ахăлтатса кулать).
Ултияр (Кулса): Эх, халăх ăс-хакăлĕ... Епле ытарлăн каланăшшĕ, э? (Пинерпипе пĕрле кулаççĕ).
Пинерпи: Тинех кăмăлу уçăлчĕ курăнать. Айта-ха, Ултияр, япăххи çинчен калаçар мар. Лайăххи те чылай вĕт-ха. (Палăртса). Чылай ытларах. Хушăран, чăн та, пулаççĕ пурăнас килмен самантсем, пĕтĕм çут тĕнче çине алă сулас килет пек. (Шухăшлăн). Ăнсăртран пĕр-пĕр сусăр, уксах-чăлах çынна куратăн та вара, урăхларах шухăшлама пуçлатăн. «Мĕн çитмест-ха манна? Уксах-чăлах-и-мĕн-ха эпĕ? Атте-анне ырă-сывă çуратса янă, сăн-пит пур, ухмах мар, мĕн пустуй хуçăлатăп?» — тесе хама хам ятлатăп та, чунра уçăлса кайнă пек пулать тата.
Ултияр (Шахвăртса): Мĕншĕн тата «Мана юратакан çын та пур» тесе каламастăн? (Вăрçнăн). Асту-у-у, Пинерпи, эп сан çумран хăпасшăн мар-ха... (Пинерпие йăтса илет те, çаврăна-çаврăна ташă хусканăвĕсем тăвать).
Пинерпи (Хашлатсах сывласа ярать): Чуна кăшлакан юрату... Ултияр! Айта-ха калаçар мар кун пирки. Ытла та йӳнетсе ячĕç паян çак сăмах пĕлтерĕшне. «Эп сана юратап» теççĕ. Çук, чăн юратакан çын вылянмасть кун пек сăмахсене утăмран каласа. Юратни вăл кашни хусканура, куçпа пăхнинче, алăран сĕртĕннинче палăрмалла ман шутпа. Эпĕ, акă, айван пуç, саншăн пĕтĕм çын сăмах-юмахĕ çине алă султăм... (Ултияр аллисенчен тытса). Тем, иксĕмĕр те кичем эпир паян.
Ултияр (Тинех тăна кĕнĕн, вăраннăн): Çитĕ, çитĕ, çитĕ чăннипех те. Чăваш Юпи ытамне кĕрсе тухар-и çула май? Мăн асатте-асаннесенчен пил ыйтар-и?
Пинерпи: Пĕлетĕн эсĕ мана еплерех лăплантармаллине-е-е! (Аллипе юнанă пек туса илет). Кайрăмăр, кайрăмăр! Хăвăртрах! Чăвашлăх ытамĕнче чăвашăн сиплĕ сывлăшĕпе сывлар. Хуса çит, атя!.. (Чупса тухса каять, ун хыççăн Ултияр вĕçтерет).
Çутă сӳнет.
2 картина.
Парк. Йĕри-тавра — йывăç-курăк. Хаваслă кĕвĕ янăрать. Унта та кунта çынсем утни курăнать. Ултиярпа Пинерпи чупса тухаççĕ. Алран алла тытăннăскерсем, аякранах мăнаçлăн курăнса ларакан Чăваш Юпи патне çитсе тăраççĕ. Юнашарти йывăçсем çине чуччу çакса янă. Пинерпи унта пырса ларать.
Ултияр (Пинерпи çине ăшшăн пăхса): Астăватăн-и, Пинерпи? Кунта эпир пĕрне-пĕри савса юратнă...
Пинерпи (Хавхалануллăн):
Кунта эпир пĕрне-пĕри юратнă.
Пире сыхланă чăн Чăваш Юпи.
Унран эпир яланлăха пил ыйтнă,
Тинех яр! уçăлчĕ кăвак хуппи.
Ултияр:
Кунта эпир пĕрне-пĕри юратнă.
Пире пил панă ырă кун çути.
Хĕрӳ туртăнăва хамăр сăнанă,
Тавралăха янратнă юрату кулли.
Пинерпи (Вĕçсе кайма хатĕрленет тейĕн):
Кунта эпир пĕрне-пĕри юратнă,
Кĕрхи илем, çанталăк — куç тулли.
Иксĕмĕре кăна савса çутатнă
Сăпайлă уйăх — ăшăтнă кулли.
Ултияр (Пинерпие пĕтĕм тĕнчерен вăрттăн темĕн каласшăн пулнăн):
Кунта эпир пĕрне-пĕри юратнă.
Вăтанасси пулман-тăр. Çитнĕ куç хупни.
Сăмахсăрах чун юррине янратнă,
Пире чăрмантарман ют куç пурри.
Пинерпипе Ултияр (Иккĕшĕ пĕрле, пĕр-пĕринчен никам, нимĕнле вăй нихăçан уйăраймасла ыталанса, куçран куçа пăхса калаççĕ):
Кунта эпир пĕрне-пĕри юратнă.
Янранă хыттăн ик чĕре таппи.
Юратăва сыхланăн туйăнатчĕ
Мăнаçлă палăк — чăн Чăваш Юпи.
Пĕр-пĕрне ачашлаççĕ, чуптăваççĕ. Пинерпи, сасартăк аванмарланнăн, Ултияр ытамĕнчен вĕçерĕнет, темĕнле сасă илтнĕн, хумханса, унталла-кунталла пăхкалать. Таçтан, аякран, чăн та, ерипен те лăпкăн шăранса тухакан юрă сасси-кĕвви илтĕнет: «Шур перчетке çыхса куçăм шăтрĕ. Савни сана кĕтсе, каç та пулчĕ...». Юрă майĕпен илтĕнсех тăрать.
Пинерпи (Питĕ хумханса): Ултияр! Ултия-я-яр! Туятăн-и, сисетĕн-и, кунти вырăнсем те аваллăхпа сывлаççĕ!
Ултияр (Пинерпие ăнланаймасăр): Юрату аваллăхĕ, çапла-и?
Пинерпи (Çаплах унталла та кунталла утать, тем кĕтет, тем шырать тейĕн). Çук, çук, тата темĕн илтĕнет. Тахçан хамăр чăвашсем, мăн асатте-асаннемĕрсем пурăннă Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче пулса курнăччĕ эпĕ. Пăлхар, Сăвар, Ошель... Илтнĕ-и? Çав вырăнсемпе те çыхăннă эпир. Пăлхар хулине çунтарса янă тăшмансем. Вăл вырăнта та пулнă эпĕ. Шел, çара, пуш-пушă уй çав вырăнта паян... Курăк кăна, çил вĕрнĕ майăн, çĕре çити пуç тайса саламланăн тата сывпуллашнăн туйăнать... Мăн асатте-асаннесем пире пуç тайса саламланăн... Халĕ те, акă, çак ыратуллă тунсăх туйăмĕ чунра...
Ултияр: Истори тени мана та питĕ кăсăклантарать. «Чăваш» ăнлав 1469-мĕш çултан маларах çырнă кĕнекесенче мĕншĕн çуккине пĕлетĕн-и эсĕ? Е çав авалхи чăвашсене асăнса çырнă кĕнекесем пирĕн вăхăта çитеймен, е кĕнекеçĕсем Атăл таврашĕнче чăваш текен халăх пуррине пĕлмен те пек, е тата чăвашсене ун чух урăхларах чĕннĕ пулĕ тесе шухăшлатăп эпĕ те. Ĕлĕк мар, халĕ те пĕр халăхăнах темиçе ят пуррине пĕлетпĕр. Вырăссем хăйсене «русский» теççĕ, поляксем вĕсене «москаль» теççĕ. Украина çĕрĕнчи халăх хăйне «козак» е «украин халăхĕ» тет. Эпир те, чăвашсем, вĕсене «хохолсем» тетпĕр, вырăс кĕнекисенче вĕсене «малоросс» тесе палăртаççĕ. Чăвашсен кун-йĕрне шыракан ăсчах-кĕнекеçĕ Ашмарин, акă, «чăваш» теес вырăнне пирĕн халăха «çăвас», «çăваш», «çавас», «çаваç» тесе чĕнме пултарнă тет. Чăваш халăхне авал Атăл таврашне килсе перĕннĕ халăхсемпе пуринпе те танлаштарса пăхнă. Сăварсем, хуннсем, печенегсемпе пăртассем те чăваш халăхĕпе тăванлă теççĕ. Пăлхарсем тата? Эсĕ пулса курнă Пăлхарта 1722-мĕш çулта, истори кĕнекисене ĕненес пулсан, 50 чул юпа тупнă. Эрмен тата мăсăльман çырăвĕпе çырнисем те пур. Темле пулсан та чăвашсене пăлхарсемпе çывăхарах теççĕ. Пĕлетĕн-и мĕншĕн? Каллех сана тарăхтаракан мĕскĕнлĕхпех çыхăннă çакă та. Пăлхарсем вăрçма-çапăçма пит юратман. Тӳлек, йăваш халăх пулнă. Чăвашсем те çавнашкалах йăваш халăх. Хăшĕ-пĕри чăваш тени йăваш сăмахран пулнă тесе те пăхаççĕ. Пăлхар масарĕсем çинче тупнă виле пуç шăммисене виçсе пăхсан, тĕпчевçĕсем пуç шăммисем икĕ тĕрлине асăрханă: хăшĕ тăсмак, хăшĕ çавра пулнă. Пирĕн паянхи чăвашсен те тăсмакки те, çаври те пур. Вăт пĕлсе пĕтер...
Пинерпи: Чăвашсем ĕлĕк пăлхар ятлă пулнă пулсан, мĕншĕн каярах вĕсене чăваш теме пуçланă тесе университетра вĕреннĕ чухнех тавлашаттăмăр çав...
Пĕлетĕн-и, Ултияр, Атăл Пăлхар çĕрĕ, халĕ Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ тетпĕр вĕт-ха, чылай пысăк, аслă патшалăх шутланнă. Алмас (Алмус, Алмуш та теççĕ) патшара ларнă вăхăтра ăна тата тăватă патша пăхăнса тăнă тесе вĕрентетчĕç пире. Пăлхарсем вăл вăхăтра çĕр ĕçĕпе те, суту-илӳпе те чапа тухма пуçланă. Çĕленсем нумай курнă тата пăлхарсен çĕрĕнче. Хăш чухне çав çĕленсем йывăç турачĕ тавра вуннă таран, хăш чухне ытларах та явăнса тăнă имĕш. Пăлхарсем вĕсене вĕлермен, çĕленĕсем те çынна нимĕнле сиен те туман иккен. Тĕлĕнмелле! Пĕлетĕн-и еплерех пурăнса курас килет манăн çав Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче. 920-мĕш çулсем... Шел, тавăрма çук çав çулсене...
Ултияр (Куларах): Эсĕ вăл вăхăтсене питĕ илемлĕ пек куратăн та, Пинерпи, саккунсем ун чух питĕ çирĕп пулнă. Пăлхарсене «хыт чĕреллĕ пулнă» тесе те çырнисене пĕлетĕп. Çырнă саккунсем пулман ун чух, суд тăвасса авалхи ашшĕ-аслашшĕсен йăлипе суд тунă. Аскăн ĕçшĕн, вăрă тунăшăн, çынна вĕлернĕшĕн вĕлерттермелле йышăну тунă. Анчах пăлхарсем çынна усал туман, çыншăн тăшман пулман, çавăнпа ун пек усал тĕслĕхсем те сахал.
Пинерпи: Авалхи йăлапа пăлхарсем турра парнене чĕрĕ çынна та кӳнĕ тет мар-и-ха? Вĕсем çăмăл кĕлеткеллĕ, нумай пĕлекен ăслă çынна тытса, ку çын Турă умĕнче пулма тивĕçлĕскер тесе, мăйне пăвса йывăç çине çакнă тенисем те ахальтен пирĕн вăхăта та çитмен мар-ха ĕнтĕ. Вара çак ӳт çĕрсе кайичченех йывăç çинче çакăнса тăнă. Тухатмăшсене те вăл вăхăтра вĕлернине калаççĕ. Пуçра тата мĕн юлнă манăн, пĕлетĕн-и? Аскăнланасси, çын арăмне улталасси, е упăшкана улталаса пурăнасси пăлхарсем хушшинче пит сайра пулнă-мĕн. Çав енĕпе айăплă çынна (арçын е хĕрарăм — пурпĕрех) пăлхарсем питĕ çирĕп суд тунă: аллинчен-уринчен тăватă шалчапа çыхса лартнă та, пуртăпа касса вакланă, малтан пуçне касса татнă. Çынна вĕлерекен çынна вĕсем йывăç арчана хупса хунă, çӳллĕ юпа çине çакнă. Унта çынни выçăпа, хĕвел пĕçертнипе е сивĕпе асапланса вилнĕ...
Ултияр (Шухăша кайса): Çавăнпа мана кирлĕ мар вăл Атăлçи пăлхарсем пурăннă вăхăт. Ытла та нумай çав çылăхăмсем. Темле ӳкĕнсен те каçарса пĕтереймĕн...
Пинерпи (Лăплантарса): Ултияр, мĕскер эс? Хăвна чи юлашки çын вырăнне хума пăрах-ха. Сан кĕлеткӳпе, сан вăюпа нимрен те хăрамалла мар. Иксĕмĕртен никама та кулма памастпăр, аха вĕт? Санпа чух эп никамран та хăрамастă-ă-ăп!!! (Ултияр та хавасланса каять, Пинерпие аллисемпе йăтса илет. Вăр-р-р! та вăр-р-р! хăй тавра çавăрать. Пинерпи телейлĕн ахăлтатса кулать).
«Шур перчетке çыхса...» юрă çаплах янăрать. Юрă кĕвви майăн вăйă картине пуçтарăннă çынсен ушкăнĕ курăнса каять. Каччисем чăваш кĕписемпе, урисенче — тăпăл-тăпăл çăпата. Кĕреш юман пек çӳллĕ, мăнаçлă, хура вĕсем. Хĕрĕсем те шурă вăрăм пир кĕпесемпе, пуçĕсенче — шурă пусма? утти-ташши лăпкă шыв чӳхенĕвне аса илтереççĕ. Вĕсем Ултиярпа Пинерпие çавăрса илеççĕ, иккĕшĕн тавралла шавсăр, ытлашши хусканусăр ташласа çаврăнаççĕ.
Ултияр (Пăлханса, Пинерпие çаплах аллисем çинче тытса тăрса): Пинерпи!!! Тĕлĕк куратăп-и-мĕн эпĕ?
Пинерпи (Çапла пуласса пĕлнĕ-кĕтнĕ пекех): Эсĕ те куратăн-и?
Çук, Ултияр, тĕлĕк мар ку. Хĕрсемпе каччăсем вăййа тухнă... Куратăн-и, пире чĕнеççĕ хăйсемпе пĕрле. (Ушкăнри çынсем, чăн та, вĕсене хăйсем патне сасăсăр, аллисемпе сулса чĕнеççĕ).
Ултияр (Çав-çавах тĕлĕк курнă евĕр): Епле илемлĕ... Епле тасалăх, сăпайлăх...
Пинерпи (Çынсене тĕсесе пăхса): Паллах, юрату та пурах вĕсем хушшинче, çапла-и? Пăх-ха, еплерех хĕрĕсене çепĕççĕн те хăюллăн çавăтса пыраççĕ каччисем...
Ултияр: Хĕрĕсем еплерех вăтанчăклăн кулаççĕ...
Пинерпи (Вăтанса, аванмарланса каять): Ах, Турах, Ултияр, эпир аташнине курман пулĕ те вĕсем?!
Çынсен ушкăнĕ (Вĕсем мĕн çинчен калаçнине илтнĕ пекех, Пинерпипе Ултияр çине пăхса ăшшăн кулкалаççĕ): Кунта эсир пĕрне-пĕри савса юратнă...
Пĕрисем — Ултияра, теприсем Пинерпие хăйсен ушкăнне çавăтса кĕрсе каяççĕ. Ташлаççĕ. Кăштахран Чăваш Юпи патнерех пыраççĕ, ун умне чĕркуçленсе лараççĕ. Каллех авалхи юрă кĕвви илтĕнет. Майĕпен çутă сӳнет..
3-мĕш картина
Хулари хваттер. Кухньăра темĕн шатăртатни-çатăртатни илтĕнет. Залра диван çинче ларакан хĕрарăм, шухăша кайса лараканскер, хăвăрт тăрать те кухньăна васкаса утать, газ çинчи çатмана алла илет.
Марина (Çав тери хумханса унталла-кунталла пăхать. Хăй ăшĕнче ăнланмалла мар мăкăртатать):
Шăнса кайнă сурăх
Ăшша юратнă пек,
Ултиярпа Марина пĕр-пĕрне юратчăр.
Çак çӳç кĕл ăшши
Хĕвел пек ăшă, кăвар пек вĕри пултăр.
Ултиярпа Марина юнĕ пĕр пултăр.
Эп мар калап,
Кăвар тур амăшĕ каланă пек пултăр.
Тьфу! Тьфу! Тьфу!
Пур сурăхăн пур путекки
Хăй амăшне юратнă пек,
Ултияр Маринăна юраттăр.
Çак çӳç кĕл ăшши
Хĕвел пек ăшă, кăвар пек вĕри пултăр,
Ултиярпа Марина чунĕ пĕр пултăр.
Эп мар калап,
Кăвар турă амăшĕ каланă пек пултăр.
Тьфу! Тьфу! Тьфу!
Шур сурăхăн путекки çухалсан,
Амăшĕ путекне юратса шыранă пек,
Ултияр Маринăна юратса пурăнтăр...
(Сасартăк алăк уçăлать. Хваттере çамрăк хĕр кĕрет. Кухньăра такам темĕн мăкăртатнине илтсе, унталла утать).
Алена (Хăйпе хăй тĕллĕн калаçса): Ăнланмастăп, мĕн пулса иртет кунта? Мĕн шăрши пирĕн килте? Анне! Ăçта эсĕ?!.
Марина (Тăна кĕнĕн, шарт! сиксе илет. Майĕпен лăпланса): Ах, хĕрĕм, Алена, эсĕ-çке. Эпĕ аçу килчĕ тесе.
Алена (Кăшкăрса тенĕ пек): Анне!!! Мĕн тăватăн эсĕ? Вилесшĕн-и-мĕн? Мĕншĕн газ çунать? Мĕн пулнă сана? Мĕн çунтаратăн эс? Мĕн ку, çӳç пĕрчийĕсем-и?
Марина (Хăйне алла илсе, лăпкă сасăпа): Хĕрĕм, хĕрĕм, лăплан. Нимĕн хăрушши те çук кунта.
Алена (Тарăхса кайса): Мĕнле çук?! Элле ухмаха тухса пыратăн-и? Камăн çӳçĕ ку?
Марина (Калас-и, калас мар-и, тенĕн турткаланса тăрса): Пĕлмесен лайăхрах пулать сана, Алена. (Хурав кĕтекен хĕрĕ çине тинкерсе). Ну, юрĕ, эппин, итле. Анчах çакăн пирки урăх пĕр чунăн та пĕлмелле мар. Иксĕмĕр хушăра юлтăр ку калаçу, ăнланмалла-и? (Ассăн сывласа илет). Ку çӳç пĕрчийĕсем аçун. Пĕчĕк мар эсĕ тек, шкул пĕтеретĕн акă. Тен, илтнĕ те пулĕ пуç çавăрнă тенине. Хăйне май йăла-йĕрке çакă. Тĕслĕхрен, акă, пĕр-пĕр хĕр килĕшекен каччăна хăй майлă çавăрасшăн. Анчах каччă ун çине пăхмасть. Мĕн тумалла?
Алена (Куçне чарса пăрахса): Анне! Эс чăннипех те ăсран тайăлма пуçланă-и-мĕн? Аттепе 20 çула яхăн пурăнатăр. Ун пуçне çавăрасшăн-и эс? 3 ача çуратса та тăна кĕмен-и эсир?!
Марина (Лăпкăн): Ан чар мана, хĕрĕм, итле. Пурнăçра сана та кирлĕ пулĕ ку. Атя, тухар кунтан. (Кухньăран тухса залра диван çине пырса лараççĕ). Халĕ итле. Сирĕн хăвăрăн пурнăç. Кунĕпе шкулта эсĕр: эсĕ те, Наташăпа Полина та. Шкул хыççăн — урамра. Аçупа иксĕмĕр хушăра мĕн пулса иртнине курмастăр, туймастăр вĕт. Аçу килте юлашки хут сирĕнпе шăкăл-шăкăл калаçса ларнине астăватăн-и? Çук! Сире кăтартасшăн мар та, сивĕнчĕ вăл килтен. Манран та! Сисет ман чун, такам пур ун...
Алена (Аптраса, шухăша кайса): Анне-е-е! Мĕскер эс? Пулма пултараймасть кун пек, пире юратать вăл, курап вĕт-ха эп!
Марина (Йывăррăн диван çинчен çĕкленет, хашлатса сывласа ярать, зал тăрăх унталла-кунталла уткалать): Сире, çапла, юратать. (Хыттăн). Мана вара асăрхамасть! Пĕрле выртса çывăрнине астумастăп та вĕт. Каçпа килет, ир-ирех тăрса тухса каять. Ирхине 5 сехетре ăçта кайма пулать?! Ĕçе тет... Ĕненместĕп...
Итле, Алена. Сан юлташу пуррине пĕлетĕп. Тен, ман пекех вĕренме кĕрĕн те акă тепĕр çулах университета...
4-мĕш картина
Пĕр вăхăт тĕттĕм пулса илет. Ĕçсем маллала 20 çул каялла пулса иртнине сăнлаççĕ. Общежитин библиотека вырнаçнă пӳлĕмĕ. Икĕ яштака та илемлĕ каччă хĕрсех плакатсемпе транспарантсем хатĕрлеççĕ. Сĕтел çинче тĕрлĕ ĕç хатĕрĕ выртать. Хăйсем хушшинче хыттăн, хаваслăн шăкăл-шăкăл калаçаççĕ.
Петĕр (Шахвăртса): Ултияр, пĕлетĕн-и кама илсе килеп терĕ кунта ман Олеся паян?
Ултияр (Лăпкăн): Çу-у-ук, кама? (Чышкипе юнаса). Тата мĕнле авантюрăна кĕртсе яран-ха мана? Балкон çинчен те сикме тиврĕ сана пула, — юрать чĕрĕ-сывă юлтăмăр, урасене хуçмарăмăр. Сана пулах, сан пек тăмсая хĕнеттерес мар тесе, палламан-туман арçынна лектерме тиврĕ. (Хаш-ш-ш! сывласа ярать, аллине сулса). Каллех майрасем килеççĕ пулĕ ĕнтĕ кунта паян, çапла-и?
Петĕр (Кӳреннĕ пек туса): Ну, вăт, ырă ту сана. Эс — художник, сана кăштах çăмăлттайрах пулсан та юрать. Тепĕр çул кăна юлчĕ пирĕн худграф пĕтересси. Эсĕ вара çак ирĕклĕхпе пĕртте усă курса юласшăн мар.
Ултияр (Тархасланăн пăхса): Ирĕклĕх майрасемпе çывăрасси-и вăл? Пĕрре-пĕрре ярса илет-ха сана пĕри: е мăшкăлларĕ тесе суда парать, е ачине илсе килсе умна лартса хăварать.
Петĕр (Мăнаçланса): Хăйсем çыпçăнаççĕ-тĕк, мĕншĕн эпĕ айăплă? Вăйпа çыхăнăва кĕртетĕп-и элле эп вĕсене? Хăйсем мăйран çакăнаççĕ. Пĕри, пĕлетĕн-и, манпа Муркаш районне çити пычĕ. Пĕр паллă юрăç, манăн тус, Муркаш тăрăхĕнче çуралса ӳснĕскер, хăйĕн пултарулăх каçне чĕннĕччĕ те... Кĕтменччĕ пирĕн чăваш хĕрĕсем те çапла пултараççĕ тесе. (Пуçĕпе ӳпкелешсе тенĕ пек суллакаласа илет). Утă капанĕ çинче çĕр каçрăмăр. Ирхине вăранса кайрăм, куçа уçап — çăлтăрсем те çухалса пĕтмен, ман çумра никам та çук. Мĕнле япала ку тетĕп? Ак, хайхи! Юрланă сасă кĕрех кайрĕ хăлхана. Вăрттăн пуçа кăларса пăхрăм та утă капанĕ тăрринчен, ай-йай-яй, хайхи-майхи, çаппа-çарамасскер, çӳçĕсене вутăш пек сапаласа янă, юрла-юрла вальс кĕвви майăн çаврăнать. Ну, эпĕ айăплă-и ĕнтĕ вĕсене çавăн пек телей парнеленĕшĕн?
Ултияр (Лăплантарнăн): Юрĕ, юрĕ, Петĕр тусăм. Вара кама илсе килет-ха сан Олеся паян кунта? Мĕнле кавар турăр мана хирĕç?
Петĕр: Эс, Ултияр, пач та ан пăшăрхан. Сана начаррипе паллаштармăп ĕнтĕ эпĕ. Эсĕ те, хамашкал, 25 çула çитсе пыратăн, текех авланасси пирки шухăшламалла пирĕн.
Ултияр: Пĕлетĕн-и, хăюсăр мар ĕнтĕ эпĕ, вăт, мурилешшĕ, хĕрсемпе ниепле те пулмасть. Ял ачи... Çапăçасси-кĕрешесси, пĕр-пĕрне тӳпелесси кашни кун пулнă. Анне лăплантарман пулсан, ăçта çитсе тухаттăмччĕ-ши? Укçа та пур темелле ун-кун туянма. (Тем аса илнĕн). Петĕр! Пĕлетĕн-и-мĕн? Хушăран эпĕ хăна çуртне çӳренине пĕлетĕн вĕт? Тем хăтланакан та пур унта. Пĕлеп-пĕлеп мĕн каласса – юрамасть. Юрама-а-асть... Анчах художник вĕт-ха эп. Çынсене сăнамалла манăн. Хамăрăн пĕр чăваш артистне час-час куратăп унта. Те укçи çитмест вара? Те пĕлнĕ-палланăран, сăнатăп ăна: ялан пĕр вăхăтра, çурçĕр тĕлнелле килет, пирус хыççăн пирус мăкăрлантарать, кăн-кăвак тĕтĕм ăшĕнче ларать, йĕри-тавра кам, мĕн пулса иртнине асăрхамасть тейĕн. Пĕрре тата пĕлетĕн-и мĕн туса хучĕ ? Анчах ку калаçу... (Каласа та пĕтереймест, алăк яриех уçăлса каять, шаккамасăр-тумасăр икĕ хĕр вăркăнса кĕреççĕ. Пĕри, вăрăм хура çӳçлĕскер, чарăнми ахăлтатать. Тепĕр хĕрне аллинчен туртса пӳлĕм варринелле тĕртет).
Олеся (Шавлăн, хаваслăн): Петĕр, Петĕ-ĕ-ĕр!!! Куратăн-и кама илсе килтĕм? Эпĕ хамăн сăмаха тытрăм. Епле тесе тавлашнăччĕ-ха эпир? А?
Петĕр (Унпа пĕрле хавасланса, аллине шăлаварĕ çине сăтăрам пекки тăвать, унтан, хăратас тенĕн, Олесьăна пилĕкĕнчен ярса тытса çӳле-çӳле çĕклет, куçĕсенчен, сăмсинчен, пит çăмартинчен, юлашкинчен тутинчен чуптăвать, хытă-хытă ыталаса кĕтесри пукансем патнелле пăрса илсе каять, хĕре унта пусса ӳкересшĕн пулать). Астăватăп, астăватăп. (Шахвăртса, тем каланине аса илтерсе). Питĕ лайăх астăватăп... (Иккĕшĕ вылянса кĕрмешеççĕ).
Ултияр (Пӳлĕм варринче вĕсен айкашăвне кулса пăхса тăракан хĕр çине куç ывăтса илсе, сĕтел çинче выртакан плакат патнелле пĕшкĕнсе, каллех темĕн ӳкерме пуçлать. Хăйпе хăй калаçать). Намăса та пĕлмеççĕ, иçмасса... (Хĕр, унталла-кунталла пăхкаласа, айккинчи пукан çине пырса ларать. Олесьăпа Петĕр, пӳлĕмри шăплăха пула тăна кĕнĕ пек пулса, ура çине тăраççĕ).
Олеся: Ултияр, эс мĕншĕн Маринăпа калаçмастăн? Мĕншĕн чиперукпа паллашмастăн? Марина, эсĕ тата мĕн? (Ăна вăрттăн куç хĕссе илет). Ултия-я-яр! Ку — Марина!!! (Хĕре аллинчен ярса илсе Ултияр патнелле тĕксе ярать). Ан кӳрентер пĕрремĕш курс хĕрĕсене. Хăв аслă курсра вĕреннине шута ил те, шефа ил...
Петĕр: Пур енĕпе те (Олесьăна пилĕкĕнчен ыталаса айккинелле пăрăнать).
Марина: Паллаштарчĕç тет...
5-мĕш картина
Çутă сӳнет. Ĕç-пуç каллех 2000-мĕш çулсене таврăнать. Хула хваттерĕ. Маринăпа Алена.
Марина (Ассăн сывласа): Çапла паллашрăмăр аçупа. Шухăшлатăп та халĕ, тен, паллашмалла та пулман пирĕн. Ял хĕрачи, анчах вĕренме кĕнĕ. Ултияр мана та Олеся пекех тесе шутларĕ, йышăнчĕ пулас.
Алена (Амăшĕ хăйĕнпе пуçласа çакăн пек уççăн калаçнăран, тĕлĕнсе те кăсăкланса): Олеся? Усалччĕ-и-мĕн вăл?
Марина: Усал мар, çук. Пачах урăхла. Пурне те юрама тăрăшатчĕ. Шеллетчĕ. Хăйне май. Каччăсем вара, арçынсем, çакăнпа усă куратчĕç те. Хăйсене лăплантарма... (Аванмарланса). Юрĕ-ха, Алена, кун пирки вăхăт çитсен хăвах пĕлĕн. Аçупа мĕн тăвăпăр? (Унталла та кунталла уткалать. Темĕн çинчен шухăшлать). Камăн çӳçĕ тетĕн. Аçун вăл. Ĕлĕк-авал кăна мар, халĕ те çынна пăсма та, юсама та пултараççĕ хăшĕсем. Яла кайсан хамăр апиех вĕрентрĕ-ха. Чăннипех те юмăç вăл. Мана: «Çемйӳ арканать, упăшкун урăх хĕрарăм пур», — терĕ. Ĕненесех те килмест те... Пĕлетĕп, пур хĕрарăм пирки те çавнах калама пулать. Пур-ши вĕсем халĕ, айккине чупман арçынсем? Анчах... Куран вĕт-ха, киле таврăнми пулчĕ. Апи вĕрентрĕ: упăшкун виçĕ çӳç пĕрчине кăларса ил, хăвăнне виçĕ çуç пĕрчине кăлар, мăшăрласа, виçĕ каç пуç айне хурса çывăр, терĕ. Виçĕ каç иртсен çӳçсене çунтармалла. Çуннă çӳç кĕлне тулли шыв курки çине пăхса кача пӳрнипе пăтратмалла, тепĕр кун куркари шыва çурмалла туса иксĕрĕн те ĕçмелле, çакăн пек сăмахсем каламалла терĕ:
Сасан пулă каларăшпе,
Турă хушнипе, çĕр çавăрнин — çаврăнтăр,
Хĕвел çавăрнин — çаврăнтăр,
Ултияр чунĕ çаврăнтăр,
Эп мар, такам мар,
Маринăпа Ултияр чунĕ пĕр пулччăр.
Тьфу...
Марина та, амăшĕ çине хытса кайса пăхса тăракан Алена та алăка уçăпа уçса кĕнĕ Ултияра асăрхамаççĕ. Ултияр, алăк çинелле тайăнса тăрса, мĕн пулса иртнине лăпкăн сăнаса тăрать.
Марина:
Пат сурап, пат татап.
Ултияра юратма эп калап.
Шывран вăйли çук,
Вутран вăйли çук.
Ман сăмахран çирĕппи çук!
(Çак сăмахсене илтсен, Ултияр чăтаймасть, ахăлтатса кулса ярать, ахăлтатса кулсах залалла иртет).
Ултияр: Алена, эсир мĕн, аннӳпе спектакле хатĕрленетĕр-и? (Кулать. Аленăна хулпуççийĕнчен çупăрласа илет).
Алена (Нимĕн калама аптрать, куçĕсемпе унталла-кунталла туртăннă пек пулать, куçĕсенчен куççуль тухса каять. Ашшĕ ытамĕнчен карт! туртăнса тухать те, хăвăрттăн алăкран тухса чупать): Эх-х-х, эсир те!..
Ултияр (Арăмĕ патнелле çывхарса): Ну, Маринук-чиперук, çапла чĕнеттĕмччĕ-и-ха эп сана тахçан? (Мăшкăлласа кулса). «Ултияра юратма эп калап». (Сасартăк тарăхса, вĕриленсе, кăшкăрса пăрахать). Ку тата мĕн? Çатмапа тăвар çунтаратăн, чиркӳре çуртана кутăн лартатăн, юмăçа чупатăн. Халĕ мĕн, мана вĕлермелле тăвас тетĕн-и? (Маринăна хулпуççийĕнчен тытса силлет, тĕксе ярать те хваттертен тухса кайма тăрать).
Марина (Ултияр хыççăн васкаса): Ултияр-р! Ан кай! Итле мана! (Ултияра, алăк уçаканскере, пилĕкĕнчен ыталаса илет, пуçĕпе çурăмĕ çумне тĕршĕнет). Усал тумастăп вĕт-ха эпĕ. Начар тăвасшăн мар пире. Хăвах мана çухатасшăн мар пултăн вĕт студент чухне, вăйпа çие хăварттартăн. Вăйпа тенĕ пек качча илтĕн. Атте-анне мĕн терĕç, астăватăн-и? (Чăтаймасăр каллех кăшкăрма тытăнать). Эй-й-й, айван пуç мар-и эпĕ ?! Йĕкĕреш çуратса патăм хăвна. Çавна та хаклама пĕлмерĕн!..
Ултияр (Вăл та хыттăн калаçать, анчах хăйне алăра тытма тăрăшать): Йĕкĕрешĕн пĕрне вĕлернĕшĕн тата кама тав тумалла тет манăн? Санăн аçу-аннӳне-и? Вăй илнĕ ачана çĕр айне кайса чикмелле пулчĕ вĕт. Кам айăпĕпе? Халĕ мана вĕлересшĕн-и эсĕр? Тухатлама каллех ялтан вĕрентсе ячĕç-и?!
Марина (Хăйне алла илме тăрăшса): Ултияр! Вĕлересшĕн мар эпĕ сана, çемье пурнăçне майлашăнтарса ярасшăн кăна. (Сасартăк чӳрече патне чупса тенĕ пек кайса тăрать. Аллисемпе кантăк çине тĕревленсе пĕр вăхăт урамалла пăхса тăрать). Эх-х-х, ăçталла утать-ши халăх? Мĕн тери айван тĕнче! Ăçта утаççĕ, ăçта васкаççĕ-ши? (Тем аса илнĕн). Итле-ха, Ултияр, пĕри те пулан, кама та пулсан улталаса, ячĕшĕн кăна мар, чăннипех те юратать-ши? Е пурте пирĕн пек ултав авăрне путнă?
Ултияр (Чăтăмлăхне çухатса): Юрĕ, эсĕ лайăхрах пуçу тавра шухăшла, эпĕ кайрăм. Кĕнекесем илсе каяс тесе кăна кĕтĕм. Килместĕп эпĕ кĕçĕр çĕр каçма киле. (Стенкăран хăйне кирлĕ кĕнекесене илсе алăк патнелле утать). Тавах, юратнă мăшăрăм, тарават кĕтсе илнĕшĕн, тутлă апат çитернĕшĕн...
Марина (Сасартăк лăпкă сасăпа, куларах): Ултияр, пĕлетĕн-и мĕн тăватăп эпĕ эсĕ кайсан? Пирĕн ачасене вĕлеретĕп. Санăн виçĕ хĕрне. Кайран — хама... (Каллех чӳрече еннелле çаврăнса тăрать). 9-мĕш хутра пурăнатпăр эпир... (Ултияр, тухса кайма тесе, хваттер алăкне уçать çеç, Марина урамалла тухакан хваттер чӳречине уçса ярать, чӳрече сакки çине хăпарса тăрать). Мĕнех, эсĕ каятăн пулсан, эпĕ те каятăп. Леш тĕнчене... Унта, тен, мана ăнланĕç... (Ултияр, тем вăхăтра алăк патĕнчен чӳрече патне çитсе тăрса, Маринăна урайне туртса ӳкерет).
Марина (Каçăхса кайса, ухмаха тухнăн ахăлтатса кулать, урайĕнче мелсĕррĕн выртаканскер, тăрса ларма хăтланать): Çавах та юрататăн эппин мана. Куран, мĕнле хăраса ӳкрĕн... (Мăнкăмăллăн). Эс мĕн, эпĕ вилеп терĕн-им? Саншăн вилсе выртап терĕн-им? Ухмах-им эпĕ сана пула чӳречерен сикме? 9-мĕш хутран сиксен, ай-ай-яй, шăмшака пуçтарма йывăр пулĕ. Сана хăратса илсе терĕм кăна эпĕ. (Каллех ахăлтатма тытăнать).
Ултияр (Пĕрре, тарăхса, Маринăна çапма тăрать, анчах хăйне тытса чарать, çирĕппĕн алăк патнелле утать).
Марина (Ура çине тăрса, Ултияр хыççăн чупать): Каçар, каçар. Çап мана, хĕне, ан кай кăна. Юрататăп вĕт-ха сана. Шикленмесĕр, атте-аннен сăмахĕсене итлемесĕр, качча тухрăм сана. Хама сана парнелерĕм... (Йĕрет).
Ултияр (Аллисене кăкăрĕ умне хĕреслесе тытса, йĕкĕлтешсе калаçма тытăнать): Çапла-а-а, парнелерĕн хăвна, парнелерĕн. Тĕлĕнмелле хаклă парне. Эппин, халĕ те пулсан тĕрĕссине кала-ха, кама парнелерĕн хĕр чысне? Кам манăн пуçана? (Сиввĕн). Çакăншăн юратмалла-и сана?
Марина (Нăшăклатса йĕрет): Ултияр, нивушлĕ халĕ те манаймастăн? 3 ача вĕт-ха пирĕн. Каларăм, ăнлантартăм вĕт-ха унчченех...
Ултияр (Йĕкĕлтешсе, сассине улăштарса): Нимĕн те астумастăп... Çĕнĕ çул каçĕ... Шампань эрехĕ тыттараççĕ сана... Вăйпа ĕçтереççĕ... Тăна çухататăн... Вăранса каятăн... Çарамас... Чи интересли вара — эсĕ пĕр-пĕччен... Тата интереслĕреххи вара — эсĕ хĕр мар... Мĕн, çветтуй сывлăш хĕртен арăм туса хăварнă-и сана? Мĕншĕн каламастăн вăл çветтуй ятне? Е тĕрĕслĕхрен хăратăн-и? Мĕн кĕтетĕн эс манран? Çакна-и? (Маринăна çĕре туртса антарать, кĕпине чарт! çурса ярать. Марина çара кăкăрĕсене аллисемпе хуплама тăрăшать, анчах вăй çитереймест. Ултияр, пĕр сасăсăр, хăй ĕçне тăвать...).
Ерипен çутă сӳнет. Икĕ çын тĕрмешĕвĕ кăна илтĕнет. Таçтан аякран астармăш кĕвĕ сасси илтĕнет:
Иртен пуçласа сĕм каçчен,
Юрату çинчен калаçар-и?
Иртен пуçласа мĕн каçчен
Пĕр-пĕрне парăнса юратар-и?
(Л.Филиппова сăввипе кĕвĕленĕ «Юрату» юрра Светлана Хардова юрлать).
Чаршав хупăнать.
II пай.
1 картина
Хула хваттерĕ. Ĕç пӳлĕмĕ. Çыру сĕтелĕ патĕнче шухăша кайнă Пинерпи ларать. Аякран илтĕнекен юрă сăмахĕсене тимлесе итлет:
Ача чух чупаттăмччĕ, çарран вĕçтереттĕмччĕ,
Шутламан, пуçра пулман мĕн кĕтет ыран.
Темшĕн савăнаттăмччĕ, темшĕн хурланаттăмччĕ,
Пурпĕрех аван та-çке, ан кулян, тăван.
Ӳсерех шутлаттăмччĕ, хăшĕнчен кулаттăмччĕ,
Ырату пулсассăн та, курăнмасть суран.
Темшĕн хурланаттăмччĕ, темшĕн тарăхаттăмччĕ.
Халĕ асилетĕп те — тĕлĕнсе кулап.
Çамрăк чух эп шухăччĕ, чарăнми чупаттăмччĕ,
Нимĕнле ĕçрен нихçан пĕртте хăраман.
Йывăр чух тунаттăмччĕ, пурпĕрех кулаттăмччĕ,
Çамрăклăхăм, çамрăклăх, мĕншĕн çухалан?..
Пӳлĕмре çаплах кĕвĕ янăрать. (Л. Филиппован сăвви тăрăх çырнă «Ачалăхăм» юрра Людмила Семенова юрлать). Пинерпи, ручка тытса, çырма тытăнать.
Пинерпи (Çырнă май хăй сасăпа калаçать): Мĕншĕн çыратăп-ха эпĕ ку çырăва? (Шухăша кайса, тăхтаса). Пĕлместĕп. Çитерĕп-и ăна сан патна? (Тăхтаса). Мĕнле чĕнмелле ман сана? Эпĕ камне тата мĕнле сăмахсемпе ăнлантарас-ши? (Каллех тăхтаса). Пĕлместĕп çав, пĕлместĕп. Санăн вара, паллах, чăн малтанах эпĕ камне, ăçтан, мĕнле хĕрарăм пулине пĕлес килет. Кам эпĕ? Мĕнех, эпĕ пуррине çулталăк ытла пĕлетĕн, пĕлейместĕн пулсан та сисетĕнех эсĕ. Çапла, çапла, шăпах çав хĕрарăм эпĕ. Мана пула мĕн чухлĕ макăрман, куç хупман пулĕ эсĕ. Мĕн тери кураймастăн эсĕ мана, çапла-и? Ылханнă, вилĕм суннă (Шухăша кайса тăрать)... Çемьене çавăн чухлĕ куççуль илсе килнĕ хĕрарăм ятне упăшкунтан ыйтас е ыйтас мар тесе мĕн чухлĕ асапланнă, икĕленнĕ эсĕ. Мăнкăмăллăх тени вара? Мăшăрунтан унăн тепĕр савнă çынни çинчен ыйтни — мĕскĕнленни пулмасть-и-ха вара? Е, тен, интеллигентлăха кăтартать çакă? Çук, хăйĕнпе мар, унăн юлташĕпе курса калаçрăн, унран ыйтрăн. Ниçта кайса кĕрейменнипе, мăшăрна кăн-кăвак пуличчен хĕнесе пĕтернĕ. Çук, хирĕç тытман вăл сана. Кĕвĕçӳ-тарăхупа пулнăскер, эсĕ нимĕн умĕнче те чарăнса тăманнине ăнланнă. Эпĕ кăвакарнă-сарăхнă вырăнсене сĕртĕнсен, куçран ыйтуллăн, кулмастăн-и тенĕн пăхатчĕ...
(Куларах, васкавлăрах). Тинех тăна кĕчĕ, çемьенех таврăнчĕ терĕн пулĕ кăштахран. Тепринпе йăлăхрĕ терĕн-тĕр. Санпа лăпкăнрах, ăшшăнрах калаçма пуçларĕ упăшку, çапла-и? Санăн та, ăна кура, хитререх курăнас, хваттере хăтлăрах тăвас килчĕ пулĕ. Вăл килнĕ çĕре кухньăран тухас та килмест, тутлăран та тутлă апатпа сăйлас килет хăвăн арçыннуна, çапла-и? Çапларах шухăшланă эсĕ юлашки вăхăтра. Анчах çук, йăнăшатăн, эпĕ çуккине пула мар, шăпах эпĕ пуррине пула çапла йĕркеленчĕ-майлашăнчĕ сирĕн пурнăç. Ан чăмăрта, ан лутăрка хут таткине, пит-куçна тарăхупа ан пĕркелентер, сана асаплантарас килмест манăн. Эппин, мĕншĕн çыратăп? Пĕлместĕп... Халĕ эсĕ килте пĕччен пулнине, Ултияр вара дачăна ун-кун илме вĕçтернине те питĕ аван пĕлетĕп. Унтан вăл тӳрех кунта килет. Ыранхи уяв пирки калаçма. Çапла, ыран, 18-мĕш числара, санăн çуралнă куну. Виçĕ çул аслăрах-мĕн эсĕ манран...(Чӳрече патнелле утать. Уртăнса, урамалла пăхать). Çук-ха, курăнмасть. Пĕлетĕн-и, Марина, — куратăн, ятна та пĕлетĕп эпĕ санăнне, — кунта санăн айăпу та çук мар.
Çулла паллашрăмăр, пĕрлешрĕмĕр эпир санăн упăшкупа. Экзаменсем пыратчĕç. Йĕрке тунă çĕрте, унта асли пулса ĕçлетчĕ вăл. Темшĕн ытла та пĕччен, тăлăх курăнчĕ ун чух Ултияр. Çав вăхăтрах унра (Хăй те хăпартланса, Ултиярпа мухтанса) вăрттăн вăй-хăват тапса тăни сисĕнчĕ. Хăнана пырас кăмăлĕ пуррине пĕлтерсен — хирĕçлеймерĕм. Çывăхрах хутшăнусем çинчен систерсен вара... (Çак вăхăтра чӳрече кантăкне темĕн пырса çапăнни илтĕнет. Аса-илӳ авăрне кĕрсе кайнă Пинерпи пуçне çĕклет). Мĕн сасси ку? (Унталла-кунталла пăхкалать те, каллех пуçне чикет. Чӳрече кантăкне каллех темĕн пырса çапăннипе чанк-к-к! туни илтĕнсе каять. Пинерпи, тинех ăнланса илнĕн, чӳрече патне чупса пырать, ĕненмесĕр тенĕ пек пуçĕпе сулласа илет, кулса ярса, аллипе саламласа илет).
Пинерпи: Сала-а-ам! Сала-а-ам! Часах уçатăп!.. (Хваттер алăкĕнчен чупса тухса каять те, самантран тенĕ пек пӳлĕме айкашса — кулса Ултиярпа Пинерпи кĕреççĕ. Ултияр аллинче пысăк сумка).
Пинерпи: Епле хăвăрт çӳретĕн эс, Ултияр! Анчах кайса килмелли пур тесе шăнкăравларăн, халĕ, акă, кунта.
Ултияр (Ытарлăн кулса): Дача хулапа юнашарах. Ку — пĕрре. Урамра чăтма çук шăрăх. Ку — иккĕ. Виççĕмĕшĕ те пур. (Сумкăран темĕн кăларса çурăмĕ хыçне тытать). Хăш аллинче? Пĕлсен — паратăп.
Пинерпи (Телейлĕн те кутăнлашнăн): Пĕлмесен вара? (Вăрттăн Ултияр çурăмĕ хыçнелле пăхасшăн. Ултияр аллисене кăтартасшăн мар туртăнкалать). Ну-у-у, Ултияр, усал та иккен эсĕ. Кăтарт, эппин, сулахай аллуна.
Ултияр (Çырласене сылтăм аллинче тытнă пулин те): Маттур, Пинерпи! Тĕрĕс пĕлтĕн! (Сылтăм аллинчен сулахайне хăвăрт кăна куçарса çырла çыххине Пинерпие тыттарать. Пĕр çырлине татса илсе, Пинерпие хыптарать).
Пинерпи (Çырлине çыртса илет те, çуррине Ултияра хыптарать): Пур — пĕрле, çук — çурмалла тенĕ пирĕн мăн асатте-асаннесем. (Сасартăк салхулланса, пĕр вăхăт шухăша каять. Унтан, тăна кĕнĕн). Ултияр! Ман санпа калаçмалли пур. Анчах малтан кофе ĕçтерем-ха сана. Ку çырласене вара çупкăмĕпех хăварăпăр. Типĕтетĕп те, икэбана пек пулĕ. Шел кун пек илеме пĕтерме. (Хăй, калаçнă хушăрах, залри пĕчĕк сĕтел çине пуçтарать: кухньăран кофе ĕçмелли пĕчĕк çеç икĕ чашăк, ун-кун илсе килет, сĕтел çине вырнаçтарать). Хама чĕрĕ чечек-çеçке парнелекенсене вăрçас та килет манăн. Кĕлчечек, акă, Ултияр (Ун çине диван çинче куларах пăхса ларакан Ултияр çине пăха-пăха илсе), нумайран та 1-2 талăк чĕрĕ-сывă курăнса ларать. Унтан — шанать. Таçта Голланди таврашĕнчен те илсе килеççĕ пирĕн Шупашкара кĕлчечеке. Çавăн чухлĕ укçа тăкса, çавăн пек инçе çул тăрăх... Ăнланмастăп. (Хавасланса). Эсĕ кил кунтарах. (Аллине сĕтел хушшинелле сĕлтсе кăтартать). Çавăнпа, чĕрĕ чечек-çеçкен кун-çулне кăштах та пулин вăрăмлатас тесе, эпĕ вĕсене типĕтетĕп. Акă çапла кутăн çакса хуратăп та шанма пуçласан, типсен çиелтен лак сапатăп. (Туса, тытса кăтартать). Тĕлĕнмелле хитре икэбана пек курăнать.
Ултияр (Пинерпие тимлĕн сăнаса-сăнаса тинкерет): Мĕн пулнă сана, Пинерпи? Салху эсĕ, яланхи пек хаваслă та мар. Чечек çинчен калаçатăн, — анчах урăххи çинчен шухăшлатăн. Мĕн пулнă сана, ылттăнăм? Кил-ха, лар юнашар, кофе ĕçер. «Кофе тăн-пуçа уçать, пуç мимисене ĕçлеттерет» тетĕн-и-ха эсĕ? (Пинерпие юнашар лартасшăн, анчах лешĕ, çаплах темшĕн пăшăрханса, тем пирки шухăшласа, Ултияр аллинчен вĕçерĕнет).
Пинерпи: Кофе? Мĕн терĕн эсĕ кофе пирки? Çапла, кофесĕр пурăнаймастăп. (Шеллевлĕн кулса). Анне те, авă, кофе ĕçсех вилетĕн ĕнтĕ тесе вăçать мана. Эх-х-х, анне, анне! Шеллет вăл пире, хăйĕн хĕрĕсене. «Мĕншĕн нихăшĕн те ăраскалĕ телейлĕ пулмарĕ-ши?» — тесе ялан калать. (Хашлатса сывласа илет). Çапла-а-а, темшĕн çукрах пирĕн йăхра арçынĕсемпе телей курса пурăнакансем. Юрĕ-ха, Ултияр, кирлĕ мар мана шеллеме. Кирлĕ мар... (Сăвă вулама тытăнать).
Ан макăрăр, хĕрсем, макăрма кирлĕ мар,
Хамăр вăйсăрлăха кăтартма кирлĕ мар.
Юлăр пĕччен — пĕлĕр чăтма.
Пĕр ӳкĕнӳсĕр, пĕр тарăхусăр —
Вĕренĕр, хĕрсем, тасан юратма...
Мария Волкова сăввиччĕ пулас. О-хо-хо, мĕншĕн ухмах-ши эпир, хĕрсем, çамрăк чух? Шкулта вĕреннĕ чухнех салтака ăсатса ятăм пĕрне. Кĕ-ĕ-ĕске çырусем çыратчĕ çартан, эп сан пек пултараймас, сăмах çăмхи манăн пĕчĕк тетчĕ. Кĕтсе илтĕм. Иксĕмĕр те Шупашкара вĕренме килтĕмĕр. Тĕрлĕ аслă шкулта вĕренме тытăнтăмăр. Çакă уйăрчĕ те пулĕ ĕнтĕ пире. Ытла та шухăшсăр, паянхи кунпа пурăнса юлас тени пулчĕ-тĕр вăл студент çулĕсем. «Кай тасал! Урăх сулланса ан çӳре ман пата!» — теттĕм. Турăçă-ă-ăм! Нивушлĕ çавăн пек чунсăр пулма пултарнă эпĕ ?!. (Ултияр çине каласан лайăхрах пулать-ши е каламасан, тенĕн пăхать те). Йывăрлă çынран унăн каччине туртса илсе тĕрĕс турăм-и-ха тата?! (Чунран тухкан асаплă сасăпа, кăшкăрнăн). Ултияр! Тĕрĕс тунă-и-ха эпĕ? (Ултияр Пинерпие хăй ытамне илсе, унăн куçĕнчен куççулĕсене шăлать, Пинерпие куçĕсенчен чуптăвать).
Ултияр (Шухăшлă сасăпа): Кам пĕлет ĕнтĕ, Пинерпийĕм, кам пĕлет. Кашниех йăнăшатпăр пурнăçра. (Лăплантарнăн). Пĕр йăнăш та тумасан тата ытла та кичем пулĕччĕ вĕт-ха.
Пинерпи (Кăшкăрса тенĕ пек): Ултияр-р-р! Анчах мана пула амăш варĕнче 5 уйăх аталаннă ача çут кун курайманнине Турă каçармĕ çав ĕнтĕ. Хама хам та куçармастăп, нихăçан та каçармастăп...
Çутă ерипен сӳнет.
2 картина.
Ĕçсем малалла каллех 1990-мĕш çулсенче пулса иртеççĕ. Кафе. Сĕтел хушшинче хĕрпе каччă лараççĕ. Хĕрĕн çире пурри палăрать. Вĕсем кунта тахçантанпах пулни сисĕнет. Умĕсенче ларакан чей чашкисем те пушах.
Вера (Хыттăн): Эсĕ, Сергей, манран темĕн пытаратăн. Ăçта Мишша? Часах килет терĕн. Мĕншĕн халĕ те çук вăл? Мĕншĕн вокзалта мана эсĕ кĕтсе илтĕн? (Юнашарти пукан çинчи сумкине йăтса ура çине тăрасшăн пулать). Юрĕ, каласшăн мар пулсан, хамах пĕлĕп. Çулне пĕлеп...
Сергей (Ниçта кайса кĕме аптраса): Лар-ха, эсĕ, лар, Вера. (Вăйпах Верăна каялла лартать). Лăпкăрах пул, çынсем те пăхаç, ав, пирĕн çине.
Вера: Сергей! Мĕн пытаран?! Хăвăрт кала! Курап вĕт-ха, тем пытаран манран.
Сергей (Иккĕленсе ларать, унтан çирĕппĕн): Вера! Мишша авланать...
Вера (Йĕкĕлтеререх сасăпа): Лайăх хыпар! Эппин, эпĕ те качча тухатăп!
Сергей: Çук, Вера, урăххине качча илет вăл...
Вера (Сиксе тăрать, чĕтрекен сасăпа, ĕненмесĕр): Эс мĕскер калаçан, Сергей? Хăвăн чи çывăх юлташу пирки çапла суйма юрать-и вара? Кĕтменччĕ санран... (Лăшт! пулса, вăйран кайнăн, сулăнса каять. Сергей, хăвăрт тăрса, ăна ӳкесрен тытса ĕлкĕрет, пукан çине вырнаçтарса лартать).
Вера (Вăйран кайнăн): Чăнах-и ку? (Сергее куçĕнчен тем кĕтнĕн тинкерсе пăхать). Ăнланмастăп, мĕн шухăшлă эсĕ...
Сергей (Верăна куçран пăхма хăяймасăр): Çапла, Вера, улталамастăп сана. Туй кунĕ те паллă. (Тарăхса). Ăнланмастăп, ăнланмастăп ăна! Пуçне çухатрĕ тейĕн... Тепĕр тесен, Вера, мĕн кĕтнĕ эсĕ унран? Эс — Ульяновскра, Мишша — Шупашкарта. Ун чĕлхине пĕлен — пыл та çу. Ăçта кăна çитмерĕ, кампа кăна пулмарĕ. (Аванмарланса). Мĕн, ĕненместĕн-им? Хăйĕнчен аслăраххисене те тиркемест. Повар та пур ун, сутуçă та. Пурăнма пĕлет. Лешсем выçă студента апатне те çитереççĕ, кĕпи— тумне те çуса параççĕ.
Вера (Тăрăхланăн): Ыттине те тăваççĕ, пĕлетĕп. Унсăр пултараймасть вăл. (Хăй çине тĕлĕнсе, куçне чарса пăхакан Сергей çине пăхса, хăйĕнчен мар, урăх çын çинчен йĕкĕлтешсе-кулса каласа панăн). Мĕн пăхатăн? Шупашкартан Чĕмпĕре çавăн пек аякри çула пăхмасăр ахальтен пырса çӳрет-и-ха Мишша? Юлташна лайăх пĕлетĕп тетĕн вĕт... (Тем вăхăт шухăша кайса ларать). Кам вăл?
Сергей (Ăнланмасăр): Кам? Мишша-и? Çын...
Вера (Сыпăкăн-сыпăкăн тенĕ пек): Кама качча илет Мишша?
Сергей: Пинерпие... (Урăх нимĕн те каласшăн мар пулса шăпланать).
Вера (Васкатса): Вара... Малалла кала... Чĕлхӳне çăтса ятăн-и-мĕн?
Сергей (Вĕриленсе кайса): Мĕншĕн манпа çапла тарăхса калаçатăн эс? Эпĕ айăплă-им Мишша авланнăшăн?! (Вера шăп-шăпах, вăл мĕн каласса кĕтсе ларнине кура, лăпланнă пек пулать). Мишша авланать, Вера. Хĕрĕ Пинерпи ятлă, хăйпе пĕрлех вĕренет. Загса заявлени кайса панă вĕсем. Июльте туйĕ пулать. (Калас-и, калас мар-и тенĕн, тытăнарах). Эс, Вера, мана ан çиллен. Мишша мана: «Юлташсен пĕр-пĕрне пулăшмалла-и? — терĕ. Ăçтан пĕлме пултарнă-ха вăл мана çакăн пек ухмахла ĕçе хутшăнтарса ярать тесе? Паллах, пулăшмалла, терĕм. Çитменнине укçа-тенкĕ тĕлĕшпе те ялан Мишша пулăшать те хама. (Каллех хăйпе хăй вĕриленсе). Кун пек калаçу пуласса пĕлнĕ пулсан-и, ни за что (Аллипе касса татнă пек хускану туса илет) килĕшместĕмччĕ. Сан телеграммуна хĕрĕ, Пинерпи, илнĕ. Хăвах ăнланма кирлĕ мĕн пулса тухнине. Мишша чупкаларĕ кăна. (Тем аса илсе, чăхлаттарса кулса ярать. Унтан, Вера çинчен аса илсе). Каçар, Вера, чăтаймарăм. Ульяновск автобусне кĕтсе ил, Вера килет, ăнлантар ăна, эпĕ авланнине кала, ман пата общежитие килме юрамасть тесе кала, тем пулса тухĕ, терĕ. Каялла кайма Ульяновск автобусĕ çине билет илсе пар, лартсах яр, терĕ. Акă, укçине те пачĕ. Билетне сана хамах илсе парăп, юрĕ-и, Вера?
Вера (Шухăшласа, тем ăнланасшăн пулса): Укçа, каллех укçапа виçет вăл пĕтĕмпех. Çын-и-ха вăл çакăн хыççăн? Туйăмсене укçапа кăна виçме юрать-и вара? (Самант чĕнмесĕр пуçне аллисемпе тытса ларать). Мĕнлерехскер вăл – Пинерпи? Ячĕ те ăнланмалла мар... Манран мĕнпе уйрăлса тăрать? Мĕншĕн мана мар, ăна качча илет Мишша? Сергей, эсĕ Мишшана пĕчĕкрен пĕлетĕн, кала-ха, мĕншĕн урăххипе пĕрлешет сан тусу? Хитререх-и вăл манран, ăслăрах-и, вĕрирех-и?
Сергей (Аванмарланса): Вера! Ăçтан пĕлем-ха эп? Ыйт хăвăн Мишшунтан!
Вера (Йĕкĕлтешсе): Эсĕ чи çывăх юлташĕ вĕт. Мишша кунта килнĕ вăхăтра лăплантармаллаччĕ хĕрне. Е пултараймасран хăрарăн-и? Вара, Мишша тусĕ, мана Ульяновска лартса ярăн-ха эсĕ, анчах (Ура çине тăрса, аллисене хырăмĕ çине тытать) кунпа мĕн тăвăпăр-ха санпа?
Сергей (Ăнланмасăр, питĕ тĕлĕнсе): Эс мĕскер, Вера? Ну-у-у, çĕлен пекех сăхатăн эсĕ. Эп сана çавăн пек пăсăлнă тесе шутламанччĕ. (Хăранăн). Мĕн сĕнетĕн эсĕ? Юлташăн хĕрĕ пулнă çынпа епле çыхăнăва кĕме пултарăп-ха эпĕ?
Вера (Кулса): Хĕрĕ пулнă çынпа... (Тарăхса). Ухмах!
Сергей: Пурпĕрех...
Вера (Ахăлтатса кулса ярать): Тăмсай! Пиçмен пашалу! (Сасартăк кӳреннĕн). Эс мĕн, Сергей, тиркетĕн-им мана? (Каллех чăтаймасăр кулса ярать). Юрĕ, çитĕ шӳтлесе. (Лăпкăн). Тĕрĕс мар ăнлантăн эс мана. Суккăр-им эсĕ, Сергей? Йывăр çын эпĕ, çире пур манăн. 5 уйăхра, тĕрĕсрех, 6-мĕш уйăх пырать. Ăнланатăн-и халĕ?
Сергей (Хăранăн, Вера хырăмĕ çине пăхса илет. Ĕненмесĕр тытса пăхать): Чăнах та... (Аптранăн). Камран вăл?
Вера (Кун пек ыйтăва кĕтменрен, ахлатсах ярать): Мĕнле камран? Мишшаран! Тата камран пулма пултартăр вăл? Мишша ачи вăл!
Сергей (Ниепле те ĕненме пултараймасăр): Çук, çук... Ĕненмелле мар... (Пуçне ик аллипе ярса тытать). Мĕнле ухмахла кун пулчĕ ку паян? Çук, Вера, ĕненместĕп. Мишша мана кун пирки нимĕн те каламан. Мишша кунта хĕрсемпе аташать кăна, пĕрин хыççăн теприне çавăрттарать. Пĕри те çире пуррине каламасть. Сан патне Ульяновска уйăхра пĕрре пырса çӳресе... Эпĕ ĕненместĕп те, кам ĕнентĕр сана? Хăвах шухăшла-ха...
Вера (Кун пек сăмахсене илтсен, вĕриленсе-тарăхса каять): Вăт айван тесе шутла сан пирки. Ав, еплерех çавăрттарса хутăн. Çапла-а-а, Мишшана сутмастăн эсĕ, матту-у-ур! (Лăпланса). Мишша вара ĕненет. Çаплах ĕненес килмест-и? (Пĕчĕк сумкинчен конверт туртса кăларать). Ме, вула юлташун шедеврне!.. Журналист пулап тет вĕт-ха... (Çаплах хăй çине ĕненмесĕр пăхакан Сергее). Çапла, çапла, Сергей, теме те пултарать вăл, ясарскер. А-а-а, хăвах пĕлен тепĕр тесен...Вула, вула, пĕлмеллех сан тĕрĕссине... (Йĕкĕлтесе). Ĕненместĕп тетĕн вĕт.
Сергей (Конвертран хут листи кăларать. Вуланăçемĕн аллисем чĕтреме пуçлаççĕ): «Çамрăк пуçпа ача ашшĕ пулса лараймастăп. Эсĕ те çамрăк-ха. Тепĕр 2-3 çултан шухăшласа пăхăпăр: кирлĕ-и пире ача е кирлех те мар. Хальлĕхе вара, Вера, çапла тăвăпăр. Укçа ярса паратăп. Аборта кайса кил. Ун-кун шăхăшласа, çуратасах тесе ан ухмахлан. Тепĕр уйăхра пырсан калаçăпăр. Чуптăватăп...» (Сергей, тĕлĕннипе, кăвакарса-шуралсах каять). Ну и ну!!!
Вера: Куратăн-и, Мишша хăй ачине йышăнать. Ку çырура — сан юлташун пĕтĕм чунĕ. Каллех укçа, тет... Ача çуратни уншăн — ухмахланни имĕш... Тен, шухăшне ылмаштарĕ тесе, тепре куçа-куçăн курса калаçас килчĕ Мишшапа. Çавах та юрататăп эпĕ ăна халĕ те.
Сергей (Тем шухăш тытса): Акă мĕн тăвăпăр, Вера! Халĕ сана, Мишша ыйтнă пекех, Ульяновска лартса яратăп, юрать-и? Эпĕ вара Мишшапа чунран калаçса пăхма шантаратăп, ой-й-й! мĕнле калаçăп-ха! (Алă тупанĕсене сăтăрса илет, чышкисене чăмăртать. Верăн пысăк сумкине илет те, иккĕшĕ ерипен каферен тухса каяççĕ).
Çутă сӳнет.
3 картина.
Ĕçсем каллех 2000-мĕш çула таврăнаççĕ. Пинерпи хваттерĕ.
Пинерпи: Телеграмма чăннипех те пулнăччĕ. «Çав рейспа çитетĕп. Кĕтсе ил. Вера». (Ултияр тем шухăша кайнине кура). Ултияр, куратăп, сисетĕп, кичем саншăн эп каласа пани. (Шăппăн). Юрĕ, санăн хăвăн та кулянмалли-шухăшламалли сахал мар. Каçар...
Ултияр: Мĕн калаçан эс, Пинерпи? Мĕншĕн каçару ыйтатăн? Итлес килмесĕр мар, хамăн пăтăрмахсем аса килчĕç, çавсем тыткăнларĕç. Эпир санпа мĕнле калаçса татăлнăччĕ-ха? Пĕр-пĕринчен нимĕн те пытармалла мар, — лайăххине те, япăххине те. Çук, итлеме кичемрен мар шухăша кайрăм. Хама хам: «Мĕн тери çавăрттарать çынсене пурнăç авăрĕ», — тесе шухăша кайрăм. Итлетĕп сана... Итлетĕп...
Пинерпи (Кирлĕ-ши сана кун пирки пĕлни е кирлех те мар тесе Ултияра тĕсесе пăхса): Эпĕ вара Мишшана услови лартрăм: е — эпĕ, е — тепри. Туй кунĕ умĕн мана çухатас мар терĕ пулас вăл.
Тепрер уйăхран Чĕмпĕртен çыру килчĕ. Верăран ĕнтĕ. Мишша ăна вуласа тухрĕ те, таçта тухса кайрĕ. Эпĕ те вуларăм çав çырăва. Ара, пытармастăп, пĕлес килчĕ мĕн çырнине. Вера аборта кайса килнĕ мĕн. 6 уйăхри хырăма пăрахтарас тесе мĕн кăна тӳсме тивмен иккен унăн. Малтанах никам та операци тума килĕшмен. Аран-аран укçа тĕксе... Ывăл пулнă-мĕн... (Хашлатса). Çыру тăршшĕпех — ылхансем. Ылхан! Ылхан!! Ылхан!!! (Ултияр куçĕнчен пăхса, тем кĕтсе). Çакăн хыççăн телейлĕ пулма пултаранă-и-ха пирĕн çемье?
Ултияр (Нимĕн калама аптраса, Пинерпие хăй çумне чăмăртать): Ун пекех чĕре патне ан ил-ха, Пинерпи...
Пинерпи: Хамăрăн ывăл çуралсан, Мишша уншăн темĕн тума хатĕрччĕ. Ывăлĕ умĕнчен кайма пĕлместчĕ... (Тем аса илнĕн). Итле-ха, Ултияр, ĕненетĕн-и эсĕ ылхан е тухатлани пуррине, ылхан е тухату чăннипех те çитнине?
Ултияр (Куç умне темĕн кăларса тăратнăн): Килте пĕри ĕнентерсех тăрать. Мĕнле яла кайса килет, пачах урăх çын пулса каять. А, юрĕ-ха, Пинерпи, паянхи кунпа пурăнар, юрĕ-и? Мĕн пулнă сана паян? Эпĕ, акă, кăштах çĕрулми илсе килтĕм. Подвала тухса хурам-и?
Пинерпи (Ачашшăн кулса): Ну, чее те эсĕ, Ултияр. Ман кăмăла уçса та ятăн. (Чӳречерен пăхса). Июль уйăхĕ урамра. Мĕншĕн питĕ шăрăх кăçал?
Ултияр (Пуçтарăнса): Климат улшăннăран вăл. Кĕçех, акă, Сочири пекех пулĕ çанталăк. Тинĕс те пур пирĕн алă айĕнчех — мăнаçлă Атăл. Хĕвел çинче хĕртĕнĕпĕр-и пĕр-пĕр кун, Пинерпи? Манăн ĕçсем вĕçленсе пычĕç курăнать хальлĕхе. Шывра чăмпăлтатăпăр...
Пинерпи (Кулса): Йыт пуллисемпе пĕрле йытăлла-и? Шел, таса мар халĕ Атăл шывĕ. Тем те юхтараççĕ çав Атăла, ăçтан таса пултăр ĕнтĕ. (Вылянса, Ултияра сылтăм аллине тăсса парать). Килĕшрĕмĕр. Вăхăт тупăнсанах Атăл хĕрне тухăпăр, юрать-и? (Ултиярпа айкашаса-хавасланса ташланă пек çаврăнаççĕ. Çарăнсанах алăк патне çитеççĕ).
Пинерпи: Çитĕ, çитĕ. Кун пек каçченех аташма пултарăпăр эпир. (Кула-кула Ултияра алăк уçса тĕксе кăларать, сумкине те тыттарать. Ултияр алăк урлă та Пинерпие чуптăвасшăн туртăнать). Ултияр! Ултияр! Алăк урлă алă тытмаççĕ, чуптумаççĕ. Усал паллă ку. Кайран, кайра-а-ан!.. Тепĕр 10 минутран кĕтетĕп. (Алăка хупать те пӳлĕме кĕрет). Мĕн тутли хатĕрлес-ши Ултияра валли? Аха-а-а, пылак салат юратать вăл. (Кухньăналла кĕрсе каять. Хăйне хăй хаваслă юрă шăрантараканскер, шăнкăрав янăраса кайнипе шарт! сикет. Пинерпи, аллисене хулпуççийĕ урлă çакнă ал шăллипе шăлкаласа, васкаса зала чупса пырать, телефон кĕпçине ярса тытать. Хаваслăн кулса): Ах, мур илесшĕ, телефон шăнкăравĕ мар иккен. (Аллине алăк еннелле юнаса). Кăтартап-ха ку Ултияра, пĕр минут та иртмерĕ вĕт-ха... (Хаваслăн алăка уçса ярать). 10 минутран терĕм вĕт-ха! (Пичĕ çинчи кулă сасартăк çухалать). Итлетĕп сире. Кам кирлĕччĕ? (Палламан хĕрарăм, нимĕн ăнлантармасăр, Пинерпи ирĕк памасăрах, пӳлĕмелле иртет. Пинерпи, хытса кайнăн тăраканскер, аран айккинелле пăрăнса ĕлкĕрет, майĕпен алăка хупать).
Зина (Килĕнчен пек хуçаланса): Эсĕ Пинерпи-и? (Пинерпи чĕнмест). Пинерпи... Пинерпи... Çапларах шухăшланă та эпĕ сан пирки. (Пинерпие хаклавлă куçсемпе пăхнă хыççăн). Зинаида эпĕ. Зина. (Пинерпи тинех ку хĕрарăм кам пулнине ăнланса илнĕ пек пулать. Тинех пӳлĕм варринелле иртет).
Пинерпи (Лăпкăн, нимĕн пулман пекех): Зинаида? Ултиярăн тăванĕ-и? Аппăшĕ, çапла вĕт?
Зина (Вăрçăнас килнине пытармасăр): Çапла, Зина эпĕ. Эсĕ вара кам? Çын çемйине мĕн тесе пуçна чикетĕн? Шупашкарта урăх арçын тупаймарăн-и çемьеллĕ арçынсăр пуçне? 3 ача унăн, пĕлетĕн-и çавна? 3 ача!!!
Пинерпи (Пусăрăнса): Пĕлетĕп. Ачисене юратать вăл. Эпĕ те паллатăп, пĕлетĕп, калаçатăп унăн ачисемпе. Ман ывăлпа та туслă вĕсем.
Зина (Тĕлĕнсе): Вăт ку çĕнĕлĕх! Марина пĕлет-и кун пирки? Е эпĕ çеç пĕлместĕп?
Пинерпи (Лăпкăн): Çук, амăшĕ пĕлмест. Калама кирлĕ те мар. Ачасене ашшĕ те, амăшĕ те кирлĕ. Вĕсем ашшĕне юратаççĕ те, мĕншĕн уйăрмалла вĕсене?
Зина (Тарăхса, сассине хăпартса): Мĕнле хĕрарăм эсĕ ? Мĕншĕн çын çемйине аркататăн? Хăвна тăна кĕртессе кĕтетĕн-и? (Пинерпи патнелле çывхарать).
Пинерпи (Çав-çавах лăпкăн, тĕрĕсрех, пушшех те лăпкăн): Мĕнех, вăйна кăтартасшăн пулсан, тархасшăн. (Хăй те Зинăна хирĕç утса). Анчах çакна асту. Ултияра никам та вăйпа тытса тăмасть кунта. Эпĕ ун çемйи çинчен шухăшламан тетĕр-и эсир? Пĕр хут мар, çĕр, пин хут шухăшланă. Пурнăçра çемье темле юратуран, çыхăнуран та кирлĕреххине, малашлăх пирки шухăшламаллине те пĕрре мар каланă эпĕ Ултияра. Çавăнпа мана кăна айăплама кирлĕ мар, хисеплĕ Зинаида. (Куларах, йĕкĕлтенĕн). Сăмах май, ăçта сирĕн мана тăна кĕртмелли чукмар? Е алăк хыçĕнче тата кам та пулин пур-и? (Çирĕппĕн). Акă мĕн, Зинаида! Ултияра вылянса мар, чăннипех те юрататăп. (Зинăн, халтан кайнăн, хулпуççийĕсем усăннăн курăнаççĕ). Ю-ра-та-тăп! Уншăн тем тума та хатĕр эпĕ. Кулăшла-и? (Тăрăхласа пăхса тăракан Зинăна куçĕнчен пăхса). Сирĕншĕн кулăшла пултăр, маншăн вара — çук. (Хавхаланса). Эпир Ултиярпа пĕр пек шухăшлатпăр, пурнăçа пĕр пек куратпăр. Этюдсене те пĕрлех çӳретпĕр эпир унпа.
Зина (Ĕненмесĕр): Этюда тетĕн? (Интересленсе кайса). Ну, ну...
Пинерпи (Хăпартланса): Вăл илеме курма пĕлнине, сăрăсемпе темле пĕчĕк-пĕчĕк (Аллипе туса кăтартать) саманта асăрхаса çырма пултарнине пĕлетĕр-и эсир? Эпĕ вара сăнатăп, асăрхатăп çавна та. (Кăштах тăхтаса, аванмарланса). Мĕнле вăйлă тата вăл! Троллейбусран пĕр хулигана епле ярса тытса кăларса ывăтнине (Аллипе ярса тытнăн, урипе çемçе вырăнтан тапса янине питĕ кулăшла туса кăтартать) курасчĕ сирĕн. Пурте шăп-шăпăрт! тăратчĕç малтан çав усалпа çыхланма шикленсе. Ултияр хăрамарĕ! Унпа юнашар хам та вăйлăрах эпĕ...
Зина (Шелленĕн): Мĕнле айван хĕрарăм эсĕ. (Пинерпи умнех пырса тăрса). Ачапча эсĕ! Айван! Ухмах!
Пинерпи (Ăна хирĕç куçĕнчен хăюллăн пăхса): Мĕншĕн? (Зина калас-и, калас мар-и тенĕн çăварне уçса-хупса тăнă вăхăтра хваттер алăкĕ уçăлать, Ултияр кĕрет. Хăй хаваслă.)
Ултияр (Пушмакне хывнă май): Пинерпи! Ылттăнăм! Эп унта кăштах йĕрке турăм, каçар кăштах тытăнса тăнăшăн. (Залалла иртет. Пĕр-пĕрне халь-халь ярса илес пек тăракан Пинерпипе Зинăна курать те, васкаса вĕсен хушшине кĕрсе тăрать. Зинăна тĕксе тенĕ пек диван çине лартать. Пинерпи, питне хупласа, залăн тепĕр кĕтеснелле пăрăнать).
Ултияр: Зина! Мĕн тăватăн эс кунта? Ăçтан тупрăн Пинерпи хваттерне? Нимĕн те ăнланмастăп.
Пинерпи (Ултияр нимĕн тума аптранине кура): Хăнана килчĕ Зинаида. Эпĕ чĕннипе...
Зина (Ура çине сиксе тăрать): Мĕн калаçатăн эсĕ?! (Йĕкĕлтешсе). Хăнана чĕннĕччĕ. Çук çав ĕнтĕ, 3 ачаллă çемьене аркатакан хĕрарăм патне, ылтăн вĕренме сĕтĕрсен те, килместĕп çав ĕнтĕ. (Ултияра). Акă мĕн, Ултияр. Эпĕ саншăн аннӳ вырăнĕнче. Анне, мĕн хăтланнине пĕлсен, пĕртте ырламан пулĕччĕ сана. Ачусемпе, Маринăпах пурăнмалла сан. Сирĕн патăрта пултăм. Марина чĕнсе илчĕ. Йĕрет вăл. Санăн урăх хĕрарăм пур тет. Ĕненмерĕм. Юлташусем пĕлтерчĕç сана ăçта тупмаллине. Халĕ ĕнентĕм урăххи пуррине. (Хăй килĕнче хăй хуçа мар пек тăракан Пинерпи çинелле куç ывăтса). Кун пеккисем кашни утăмран тупма пулать. (Пинерпи, çак сăмахсене илтсен, шартах! сиксе илет, анчах нимĕн те шарламасть, чĕнмест). Айта, пуçтарăн, кайрăмăр!
Ултияр (Вĕриленсе, тарăхса кайса, Зинăна хулпуççийĕнчен тытса, диван çинелле тĕртсе ярать. Лешĕ хăранипе айлатсах ярать). Мĕн кĕретĕр эсĕр ман пурнăçа? Мĕн çитмест сире пурне те?!!
Зина (Пинерпие): Çакă та вăл вăйлине кăтартать, çапла-и, Пинерпи? Е ун патнех çитеймен-и-ха эсир? (Пинерпи пĕрре Ултияра, тепре Зинăна тĕлĕнсе пăхса илсе, нимĕн те шарламасть).
Ултияр (Çилĕпе): Эсĕ мĕн, Зина, ватăлнăçемĕн ухмахланса пыратăн-и-мĕн? Хăв тăванна çапла ырă тăвасшăн-и? Марина тетĕн. Ачасене эп нихăçан та пăрахмастăп. Маринăпа вара хăв кайса пурăн. Анне мĕн каланă пулĕччĕ-ши тетĕн. Анне, пĕлетĕп, мана пулăшĕччĕ. Е Марина аннене пытарма пыманнине те манса кайрăн-и? Е пирĕн киле пырса çӳресшĕн çунатчĕ-и? Хăйĕн амăшĕнчен пĕр утăм та иртеймест вăл халĕ те. Е эпĕ аварие лексе пĕччен нушаланнă вăхăтра вăл амăшĕ патĕнче пурăнни те тĕрĕс-и? Ялтан темле тухатланă шĕвексем илсе килсе ĕçтернине те мантăр-им? (Ăшши пĕтнĕн хашлатса сывласа). Ăна пулах эрех ĕçсе кайнине те ан манăр. (Пинерпие, ачашшăн ыталаса, çупăрласа илсе, хăй еннелле çавăрать). Пинерпие ан тĕкĕнĕр, ан варалăр. Тархасшăн! Виçĕ çул каялла ăна тĕл пулман пулсассăн, ăçта çитсе тухаттăмччĕ-ши эпĕ халиччен! Пинерпи, санран нимĕн те пытарман эпĕ. Тен, тĕрĕсех те мар-тăр сана вăрттăнлăхсене уçса пани. Анчах унчченхи пурнăç, хĕр-хĕрарăмĕ — пĕтĕмпех иртни халĕ. Хама ниçта кайса хума, никама чуна уçма çукран улăштарнă эпĕ хĕрарăм тенине. (Зинăна). Эсĕ, Зинаида, çакна асту. Пинерпи айăплă мар. Вăл пулман пулсан, тен, таçта çитсе çапăннă пулăттăм халиччен. Тен, хĕрарăмĕсене те пĕрин хыççăн теприне халĕ те улăштарăттăм...
Зина (Тăлт! тăлт! утса алăк патнелле утать): Хăвăнне хăв пĕл, Ултияр. Анчах «купăста яшки йăлăхтарать» тенине те ан ман. Эпир пурпĕрех Маринăна, ачусене пăрахмастпăр. (Пуçĕпе Пинерпи еннелле сĕлтсе кăтартать). Лăпланайăн-ши эсĕ кунпах? (Алăка уçать те, шалт! хупса хăварать).
Пинерпи: Акă, тăванупа паллашрăмăр та. (Хавасланса, куççуль витĕр кулса). Ултияр, мĕншĕн пĕтĕм тĕнче пире хирĕç?
Ултияр (Таçта аяккалла пăхса, шухăша кайса): Юратнă çынсем нихăçан та телейлĕ пулаймаççĕ е пĕрле вăрах пурăнаймаççĕ тесе ахальтен каламан-тăр çав. Пинерпи! Айта тухса таратпăр Чукоткăна! Юрист дипломĕ те пур халĕ манăн. Хам ĕçпех ĕçлĕп. Е санпа, ман Пинерпийĕм, ниçта та ĕçлемесĕрех пурăнăпăр, вĕçĕ-хĕррисĕр тундрăра çырла пуçтарăпăр...
Пинерпи (Унăн шухăшне малалла тăсса, хаваслăн): Иккĕн кăна пулатпăр. (Кулать). Паянхи пек хăнасем те пырса çӳремеç унта, аха-и? (Ахăлтатса кулать). Ултия-я-яр! Манăн кăна пулатăн эсĕ унта. Текех урăх хĕр-хĕрарăм çине пăх кăна! (Аллипе шӳтлесе юнать, чарăнми ахăлтатса кулать). Е чукчĕ майрисене тутанса пăхас килет-и? (Чӳрече патне пырса урамалла пăхать). Пăх-ха, пăх, Ултияр. (Ултияра, хăвăртрах чупса кайса, аллинчен çавăтса чӳрече умне илсе пырать). Пăх-ха! Мучипе кинемей утаççĕ...
Ултияр: Уçăлса çӳреççĕ пулас. Миçере вĕсем: сакăрвуннăра, тăхăрвуннăра? Питĕ илемлĕ мăшăр...
Пинерпи (Ăмсануллă сасăпа): Чăннипех те ăнланатăп çакăн пек мăшăрсене. Ĕмĕрĕпе — пĕрле. Пĕр-пĕрин çинчен пĕтĕмпех-пĕтĕмпех-пĕтĕмпех пĕлеççĕ. Мĕн çинине, мĕнле тум тăхăнма юратнине, куçран пăхсах мĕн каласшăн пулнине...
Ултияр (Хаяррăн курăнма тăрăшса): Хăçан шăп, çăвара уçмасăр тăмаллине (Пинерпие чуптуса илет, лешĕ те ăна ыталаса илет), хăçан юратмаллине (Айкашса-туса), хăçан çывăрмаллине (Пинерпие чарăнми ачашлать).
Пинерпи (Кула-кулах): Ултияр! Вĕсен çулĕнче мĕнлерех пулăпăр-ши эпир? Тен, пĕрле те пулмастпăр...
Ултияр (Каллех аташса, вылянса): Тен, тен... Тен пачах та пĕлми-паллами пулатпăр пĕр-пĕрне. Ăнсăртран троллейбусра хире-хирĕç ларатпăр та, «камччĕ-ха ку туяллă старик?» тесе пуç ватăн, акă, аса илеймесĕр.
Пинерпи (Хăраса кять): Ах-х-х, Ултияр, ан хăрат ĕнтĕ, пĕрлех пуласчĕ. Сана пула пĕтĕм çын сăмах-юмахĕ çине алă султăм. Сансăр эпĕ – пушхир пекех. Сансăр кун та кичем. Сансăр юлсан пĕччен, типсе ларĕ ман чун. Тен, çылăх мана кун пек сăмахсене калама, анчах халĕ тин никама та памастăп эпĕ сана.
Ултияр (Пинерпие шеллесе пăхса): Йывăр вĕт-ха сана манпа.
Пинерпи: Кама çăмăл ку пурнăçра? Сана-и? (Телефон шăнкăравĕ янăраса каять. Пинерпи телефон кĕпçине илет. Кăмăлĕ самантрах сӳнет). Палларăм, палларăм. Çук, лагерьте вăл. (Тăхтаса). Хăвăнне хăв пĕл. (Телефон кĕпçине вырăнне хурать). Мишша... Отпуска килетĕп тет. Мĕн тумалла-ха, Ултияр? Тен, чăннипех те Чукоткăна тухса каймалла пирĕн? (Вăйран кайнăн). Юрĕ, Ултияр, вăйлă пулар, пĕр-пĕрне пулăшар. Эсĕ халĕ килне кайса кил. Арăму кĕтсе ывăнчĕ пулĕ. Çуралнă кунне хатĕрленет пулĕ. Тен, пулăшу кирлĕ... (Ултияр Пинерпи çине айăпа кĕнĕн пăхса илсе алăк патнелле утать). Манăн та çыру çырса пĕтермелле. Каçхине кĕтетĕп. Пирĕн кĕпер çине кайса килĕпĕр... (Ултияра чуптуса илет те, ун хыççăн алăка хупать).
Пинерпи (Пуçланă çырăва кĕнеке хушшинчен кăларать, ручка илет): Ăçта çитнĕ-ха эпĕ ? Çапла, çывăхрах хутшăнусем пирки систерсен вара... Унăн пĕчченлĕхне (Хамăн та çавах мар-и тата?) хирĕç тăраймарăм. Çук, иртĕхни пулмарĕ çакă. Икĕ пĕчченлĕх туртăнса пĕрлешсе пĕр пулни, пĕр-пĕрне тупни пулчĕ çакă. Турă икĕ тăлăх чуншăн кăвак хуппине уçас терĕ пулас... (Ура çине тăрса пӳлĕм тăрăх утать). Эсĕ вара? Эсĕ упăшку пĕччен пурăнса пăхтăр, пĕчченлĕх мĕн тути каланине ăнлантăр тесе тытнă та, ачасене илсе, яла виçĕ уйăха тухса вĕçтернĕ. Нушалантăр тенĕ ĕнтĕ. Эх-х-х! айванлăх. Çавăн пек пурăнма вĕрентмелле-и ĕнтĕ çынна? Арçынна пушшех те. Кил, çемье ăшши, тутлă апат-çимĕç вырăнне йытă пек хамлатса тăни камах килĕштĕр? (Хавасланса). Пирĕншĕн вара юмахри пекехчĕ çут тĕнче. Те çак ирĕклĕх, савăнăç вăраха пыма пултарайманнине ăнланнăран-ши, кашни саманта киленӳпе тултарма тăрăшаттăмăр. Ют куçсем те чарайман пире. Паллакансем урăхларах пăхкалани те. Чарăнăр! тени те. (Ассăн сывласа). Анчах... Анчах... Сан çинчен мар, ачисем çинчен ытларах та ытларах аса илме, калаçма тытăнчĕ Ултияр. Çемйисĕр пурăнаймасть вăл. Çемйи çинченех шухăшлать. Ман пата вара чиртен сывалма тенĕ пек, чирлĕ йытă хăйне сиплемелли курăка шыраса тупнă пек, килсе тухрĕ пулас. Çапла, эмел вырăнне тăрса юлтăм акă. (Чӳрече патне кайса тăрать, урамалла пăхать). Час-часах пулать Ултияр ман патăмра. Анчах хĕрарăма кăна мар, ытларах йăмăкне, амăшне е, тен, çывăх тусне курать вăл манра? Кĕпи çинчи тӳми татăлса ӳкнине е çĕвĕрен кайнине те курмасть хушăран. Эсĕ те асăрхасшăн мар пулас. Мĕнех (Аллисемпе икĕ айккинелле кăтартса), вăл чăннипе камăн тĕрекĕ, камăн арçынĕ пулнине пăхса тăмастăп, мĕн курнине йĕркене кĕртме тăрăшатăп. (Мана пурпĕрех тенĕн, çăмăлттайрах сасăпа). Ултияр вара çаплах икке пайланать. Çемьешĕн çунни те мар çакă... (Тем ăнланса илнĕн хăпартланса). Ирĕклĕх!!! Акă мĕн кирлĕ ăна. Эпĕ вара? Ан пăшăрхан, эпĕ те вăхăтлăх йăпану пулĕ уншăн. Эсĕ кунсерен кăларакан ахăр саманаран, çил-тăвăлтан тарса пытанмалли хӳтлĕх эпĕ. Çавă кăна. (Тем аса илнĕн). Ыран санăн çуралнă куну. Хальлĕхе эс çакна пĕлместĕн: Ултияр ыран санпа юлашки хут пулать. (Йĕкĕлтешнĕн). Ĕмĕрлĕх асăнмалăх çуралнă кун пулать вăл саншăн. (Хăйне хăй вырăна лартнăн). Çук, çук, савăнмастăп çакăншăн. Уйрăммăн пурăнса пăхасшăн вăл: санпа та, манпа та мар. Тен, пачах урăххи пулĕ унпа юнашар кĕçех. (Çирĕппĕн, тăн кĕртнĕн). Ан тарăх, куççульне пустуй ан юхтар. Усал-хаяра ачусем çине ан куçар. Куртăн, нихăшĕ те телейлĕ мар эпир. Иксĕмĕр те малалла мĕн пуласса пĕлместпĕр. Кам эсĕ ? Эпĕ кам? Эпĕ хам туйăма шаларах та шаларах пытарма тăрăшатăп. Çав-çавах шӳтлетĕп, кулатăп, калаçатăп...
Пĕлместĕп, мĕншĕн çыратăп ку çырăва? Сан пата çитĕ-ши вăл? Пĕлместĕп... Темле пулсан та, ан çиллен! Паян эпĕ те Ултиярпа юлашки хут тĕл пулатăп...
Çутă сӳнет. Сывпуллашăва аса илтерекен салхуллă юрă кĕвви янăрать.
4 картина.
Лакрей паркне илсе пыракан кĕпер. Парка кĕнĕ çĕртех, сулахай енче, «Поцелуев мост» тесе хăмăр сăрăпа çырни пур. Кĕпер çине Ултиярпа Пинерпи, алла-аллăн тытăннăскерсем, чупса тухаççĕ. Чуптуса тăракан мăшăра курсан, тепĕр айккинелле тăрса, хăйсем те пĕр-пĕрне ачашшăн ыталаççĕ, чуптăваççĕ.
Ултияр: Пинерпи! Куратăн-и, çынсем те пирĕнтен тĕслĕх илеççĕ.
Пинерпи: Ахальтен мар «Чуптумалли кĕпер» ят патăмăр тесшĕн ĕнтĕ эсĕ, çапла-и?
Ултияр: Сана парне пултăр терĕмĕр ывăлупа. Вăл, ав, леш енче (Аллипе кĕпер пуçламăшне тĕллесе кăтартса) шухерта тăчĕ. (Пинерпи ăнланманнине кура). Сыхласа, эппин. Милицисенчен, ют куçсенчен. Эпĕ тăрăшса «Поцелуев мост» — «Чуптумалли кĕпер» тесе çыртăм.
Пинерпи (Ятланăн): Çурçĕр варринче... Аташуксем.. Эсир темле кавар туса пуçтарăнса тухса кайнине, чăн та, ăнланмарăм ун чух.
Ултияр (Кулса): Тепĕр кун вара мĕнле кĕтменлĕх пулчĕ, çапла-и?
Пинерпи: Ĕмĕр асăнмалăх парне. Ĕненсем, Ултияр, пĕрле юлатпăр-и, е, тен, саккăрла çаптаракан самана уйăрса ярать пире, — ку парнене нихăçан та, нихăçан та (Ултияра хыттăн-хыттăн ыталаса), ĕнен, нихăçан та манмастăп.
Çапла ыталансах Лакрей паркнелле ерипен утаççĕ. Кунта вара музыка пĕтĕм вăрмана кĕрлеттерсе янăрать. Çамрăксем, кĕвĕ майăн, темĕн тĕрлĕ хуçкаланаççĕ, ташлаççĕ. Ултиярпа Пинерпи сак çине пырса лараççĕ.
Ултияр (Пинерпи аллисене хăй ытамне илсе, унăн пӳрнисене пĕрерĕн-пĕрерĕн чуптăвать, уф-ф-ф! тесе вĕрнĕ пек тăвать). Пинерпи! Улшăнтăн эсĕ. Мĕншĕн кулмасть манăн Пинерпи?
Пинерпи (Ташлакан çамрăксем çине пăхса): Эпĕ те çавăн пекех шухăшсăр пулнă çамрăк чух. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах, каçхине урама тухсан, тем пит култарнă вара пире, ачасене. Тепĕр кун анне «Пинерпи куллине таçтан илтетĕн» тесе тăрăхлатчĕ. Студент чухне те Атăл хĕрринчен кайма пĕлмен эпир. Савăнма пĕлеттĕмĕр. Халĕ те, ав, пурте ман пирки «ялан хаваслă, ялан кулан эс» теççĕ. Анчах (Сак çинчен тăрса унталла-кунталла уткалать) эп хавасли, эп ялан кулса çӳрени эпĕ çак çылăхлă çĕр çинче чи телейли, чи шухăшсăрри тенине пĕлтермест вĕт-ха! Вылятăп эп, Ултияр, вылятăп. Артист пек. Чунра тем пек йывăр пулсан та, пурĕпĕр кулатăп. Итле:
Кулатăп та, йĕретĕп те пĕр харăс,
Чунри чула ирĕлтересчĕ ман.
Мĕн-ма-ши çук ман чунăн парăс?
Тарасчĕ аякка. Тен, таврăнăп кайран.
Кулатăп та, йĕретĕп те пĕр харăс,
Эй, çут тĕнче! Шеллев тени çук сан.
Хальччен ман пурнăçăм пыратчĕ тăнăç,
Пĕрех кулаттăмччĕ чунра асап пулан.
Кулатăп та, йĕретĕп те пĕр харăс,
Çапса аркатăп, тен, вăй-хал çитсен.
Кирлех-тĕк, урапа, ак, тапăп тăрăс
Усал сунман чĕрем кӳтсе килсен.
Кулатăп та, йĕретĕп те пĕр харăс,
Тен, пулĕ лайăхрах пĕччен юлсан?
Умра — çулсем. Пĕлместĕп, хăшĕ тĕрĕс,
Тен, пулĕ тĕрĕс тĕлсĕр ал сулсан?
Кулатăп та, йĕретĕп те пĕр харăс...
Сăвă каланă вăхăтра пĕтĕм чунне парса, кулянса вулани сисĕнет.
Çынсене хам куççуле, вăйсăрлăха кăтартса мĕн-ма савăнтарас? (Ултияр çумне пырса йăпшăнать). Вăт санпа юнашар чух эпĕ чăннипех те вăйсăр та, вăйлă та. Вăт çапла-а-а вăйлă (Ултияр чĕркуççийĕсем çине пырса ларать. Ăна ыраттарнă пек туса, мăйне хыттăн ыталать. Ултияр, парăннăн, аллисене лăштăрах икĕ айккинелле ярать).
Ултияр (Сасартăк Пинерпие алă çине йăтса илет те, чупма пуçлать). Халех сана хамăн çĕрпӳрте чуралăха илсе каяп. (Хаяррăн). Килĕшетĕн-и, хатĕр-и çак хĕр пĕрчи чура пулма?!!
Пинерпи (Ахăлтатса кулса): Санăн тарçу пулма-и? (Ултияр ытамĕнчен сиксе анса). Пинерпи Ултияр чури пулма яланах хатĕр. (Пионер пек, сылтăм аллине çамки патне тытса, салют парать). Ултияр-р-р! Юратăвăм! (Вăрттăн сасăпа). Манăн сана каламалли сăмахăм пур. Кăшт каярах. Халĕ, ав, мĕнле хаваслă кĕвĕ янăрать, кайса ташлар. (Ултиярпа иккĕшĕ ташлакансен ушкăнĕпе хутшăнса каяççĕ).
Пинерпи (Ташласан-ташласан): Ултияр! Пакша курма пыратăн-и?
Ултияр (Пуçне сĕлтсе): Вĕçтертĕмĕр!!! (Ташă картине татса çулпа парк варринелле утса каяççĕ, çӳллĕ юман умне çитсен, чарăнаççĕ).
Пинерпи: Тс-с-с! (Пăшăлтатса). Ултияр! Хытă ан калаç, аттуш пакша илтет те пирĕн сасăсене, тарать. (Ултияр пуçне сĕлтет, Пинерпие ытамне илет те, пĕшкĕнсе лараççĕ, сăнаççĕ).
Пинерпи (Пăшăлтатса): Куртăн-и, Ултияр?
Ултияр (Пӳрнипе çӳлелле кăтартса): Шă-ă-ăп! Куратăп. (Пинерпи, чăтаймасăр, ахăлтатса кулса ярать, ура çине сиксе тăрать).
Ултияр: Эх-х-х, тартрăн, хăратрăн пĕчĕкскерне. Тепринче апат илсе килĕпĕр ăна валли.
Пинерпи (Сасартăк тинех шут тытнăн): Çук, Ултияр, пулмасть урăх тепринче тени, юлашки хут эпир санпа Лакрей вăрманĕнче.
Ултияр (Сисчĕвленнĕн): Мĕн калаçатăн эс, Пинерпи?
Пинерпи (Ăна куçран пăхмасăр): Каларăм вĕт-ха паçăрах, калаçмалли пур терĕм. Пурăнаймастăп тек кун пек. Хама хам хисеплеми пултăм вĕт. Эсĕ килне кайса килнĕ хыççăн мĕнле туймалла тет манăн хама? Санăн пĕç чашки патĕнче хĕрелсе тăракан вырăнсене пăхма çăмăл тетĕн-и? Эсир мĕн, арăмупа вырăн çинче мар, урайĕнчех аташатăр-и-мĕн? (Ултияр, аванмарланса, тепĕр еннелле пăхать). Куратăн-и, тĕрĕссине каласан — килĕшмест сана. (Сассине ӳстеререх). Юрату тени манăн çӳпĕ вырăнĕнче пулмалла тенине пĕлтермест вĕт-ха, Ултияр? Килĕшетĕн-и?
Ултияр: Эпĕ ыран килтен каятăп терĕм вĕт-ха...
Пинерпи: Анчах ман пата мар-çке, — общежитие.
Ултияр: Санăн ывăлу йышăнĕ-ши мана, Пинерпи?
Пинерпи: Вăл сана килĕштерет вĕт-ха, нивушлĕ сисместĕн? Санпа тата та пулă тытма каясшăн, мунчана, спортзала çӳресшĕн. Ку виçĕ çул тăршшĕнче ашшĕ пекех, унран та çывăхрах пулса тăтăн эсĕ уншăн.
Ултияр: Утар-ха, Пинерпи. (Шухăшласа). Пурнăçа улăштармаллах. Ăнланатăп. Пинерпи! Кун пек калаçупа вĕçлер мар ку каçа. Киле каяр! (Пинерпие хаваслăн). Киле каяр! Анчах малтан «Чуптумалли кĕпер» тăрăх утар-ха васкамасăр. (Пинерпи, ăнланса, кулса ярать, Ултияра мăйĕнчен уртăнать).
Пинерпи: Пысăк çын — пĕчĕк çын тарçи вăл. Çакăнăп çапла та, нихăçан та вĕçерĕнмĕп. (Каллех Ултияра ыталать, чуптăвать).
Ултияр (Уççăн ахăлтатса кулса): Эпĕ те çапла ярса тытăп та сана çирĕп-çирĕп, нихăçан та вĕçертмĕп. Виличчен те...
Пинерпи: Виличчен те... Пĕрлех вилер, эппин, Ултияр! «Чуптумалли кĕпер» тăрăх пĕр-пĕринпе ачашланса та вылянса утаççĕ.
Çутă майĕпен сӳнет.
5 картина.
Хваттер. Çывăрмалли пӳлĕм. Стенасем çинче — илемлĕ картинăсем. Шерепеллĕ бра пӳлĕме асамлă сăн, кăмăл кĕртнĕн çутă пайăркисем салатать. Чӳречен уçă кантăкĕсенчен уçă çил вĕрет. Çил варкăшĕ чӳрече каррине самаях вĕçтерет. Пысăках мар, тăпăл-тăпăл кравать çинче çиелтен простынь кăна витĕнсе янă çамрăк хĕрарăм выртать. Вăл канăçсăррăн сывлать, пĕр енчен тепĕр енне çаврăна-çаврăна выртать, хăйне хăй темĕн пăшалтатать. Çав вăхăтрах уçă чӳречерен чуна тыткăнлакан, асамлакан кĕвĕ шăранса кĕнĕн туйăнать. Кĕвĕпе пĕр вăхăтрах пĕчĕк хĕрачасем каçса кайса ахăлтатни илтĕнет. Çутă канăçсăррăн çывăракан çамрăк хĕрарăм тĕлĕнче тата тĕттĕмленет, пӳлĕм варринче вара çуталать. Çав вырăна, таçтан тĕтрелĕхрен татăлса аннă пек, 14 тата 16 çулсенчи икĕ хĕрача пĕр-пĕрне хăваласа тухаççĕ. Хăйсем çав-çавах чарăнми ахăлтатаççĕ. Кусем — Пинерпипе Алина пĕчĕк чухне. Алина — шап-шурă вăрăм кĕпепе, хура тĕслĕ вăрăм çӳçне салатса янă. Пинерпи чечеклĕ кĕпепе.
Алина (Хавассăн): Пинерпи! Тăхта ĕнтĕ. Тытаймас эп сана. (Хашканăн сывласа). Манран та пĕчĕк хăв, пурпĕр хăвăрт чупан. Пинерпи теп, айта урăхла вылятпăр, ман урасем ывăнчĕç.
Пинерпи (Ахăлтатса): Алина! Çĕнтертĕм-и сана? Çĕнтертĕм те, вара чарăнатăп.
Алина (Парăнас килмест пулин те, килĕшет, тăпах чарăнать): Айта чулла вылятпăр, Пинерпи. (Чĕркуçленсе вак чул катăкĕсене пуçтарать). Ак кăна, ак кăна.
Пинерпи (Унпа юнашар чĕркуçленсе ларать). Акă, акă якараххи, ме, тыт. (Кăштахран). Çитĕ. Ак ку пиллĕкĕшне хăваратпăр, аха-и? (Ытти чул катăкĕсене айккинелле ывăтать). Хăшĕ пуçлать? Ме, пĕл. (Пĕр чул катăкне тытать те аллисене çурăмĕ хыçне пытарать. Унтан чышкăланă икĕ аллине те Алина патнелле тăсать). Пĕлместĕн, пĕлместĕн.
Алина (Шухăшласа тăмасăр сылтăм аллине çатлаттарать): Ак, кунта.
Пинерпи (Ахăлтатса кулса ярать): Каллех пĕлеймерĕн.
Алина (Кӳреннĕн, юнтармăш сасăпа): Эх, каллех эп мар. (Тем вăхăт шăпланать). Пинерпи! Мĕншĕн эс ялан мана çĕнтерен? (Аллипе сулса). А-а-а, выля, эп сан хыççăн эппин. (Малтан Пинерпи, унтан Алина чул катăкĕсене çӳлелле ывăтаççĕ, тытаççĕ, каллех переççĕ).
Пинерпи (Сасартăк тем аса илнĕн): Алина! Анне кĕçех ĕçрен килет, эпир вара санпа апат лартса яма маннă вĕт. Каç пуличчен уроксене те тумалла. Эсĕ, ав, шурă кĕпӳне кăштах вараларăн. Лектерет, ак, пире анне. (Алина çав-çавах выляма чарăнмасть, чул катăкĕсене ывăтать те ывăтать. Пинерпи ăна васкатать). Алина, айта, каç пуличчен нумай ĕç тумалла пирĕн. Айта-ха, аннене кулянтарар мар...
Алина (Ытарлăн кулса): Пинерпи! Йăмăкăм! Кунта анне çук вĕт пирĕн. Анне пирĕн пата халех килмест.
Пинерпи (Аппăшĕ çине тĕлĕнсе пăхать): Мĕнле çук? Эс мĕн, Алина? Пур аннене мĕнле çук теме пултаран? Ухмах-им-эс? Анне хăй илтсен, кăтартать акă сана.
Алина (Выляма чарăнать, ерипен-ерипен чĕркуççиĕ çинчен ура çине тăрать. Пинерпи ун çине аялтан çӳлелле пăхать). Пинерпи! Эп сана кунта ăнлансах килтĕн тесе... (Аллипе йĕри-тавра сулса кăтарать). Пăх-ха йĕри-тавра. Мĕн куратăн?
Пинерпи (Çав-çавах Алина çине ăнланмасăр, хăраса пăхать, урисем çине хăвăрттăн сиксе тăрать). Йĕри-тавра мĕн кура-а-ап-и? (Пăхкалать). Çынсе-е-ем. Çуртсем. (Тарăхнăн). Мĕн калаçан эс, Алина? (Тем ăнланса илнĕн кулса ярать). А-а-а, ăнлантăм, ку çĕнĕ вăйă, аха вĕт?
Алина (Пинерпие хулпуççийĕсенчен çупăрласа тытать): Вăйă мар ку, Пинерпи. Пурнăç. Урăхла пурнăç. Анчах çĕр çинче мар эпир халĕ санпа.
Пинерпи (Шарт! сиксе): Мĕнле çĕр çинче мар? (Тепĕр хутчен йĕри-тавра тимлĕн, васкамасăр пăхать). Алина! Ăçта эпир? Ăçта пирĕн кил? Анне ăçта?
Алина: Ан хăра, Пинерпи. Эп санпа вĕт-ха. Çĕр çинче мар çав эпир санпа халĕ.
Пинерпи (Ниепле те ĕненмесĕр): Ăçта вара?
Алина: Кил-ха кунтарах... Пĕлĕт çинче эпир санпа, пĕлĕт çинче тăратпăр, çӳлти патшалăхра. Пăх-ха аялалла... (Пинерпие аллинчен тытса çутă çавракан хĕрринерех пырса тăрать). Мĕн куран?
Пинерпи (Аялалла пăхать): Анне унта, анне!!! (Чĕркуççийĕсем çине ларса). Анне-е-е! Эпĕр Алинăпа кунта, пăх-ха çӳлелле-е-е! (Алина енне пуçне пăрса). Анне ĕçрен таврăнчĕ те. Апат та пĕçермен, урай çуман, уроксене те туман... (Хашлатса илет те, каллех аялалла пăхса кăшкăрать). Анне-е-е! Эпир часах пыратпăр-ă-ăр! (Алинăна). Илтмест вăл мана... (Васкатса). Айта, айта, Алина, хăвăртрах!
Алина (Хурлăхлăн Пинерпи патнелле утса пырать): Нимĕн те ăнланмарăн эс, пĕчĕк Пинерпи. Яланхи пекех васкатăн. (Пинерпие çутă çавраки варрине илсе каять, иккĕшĕ çума-çумăн лараççĕ). Пи-нер-пи-и! Çĕр çине таврăнаймас эп. Хăвăрах пытартăр вĕт мана 20 çул каялла масар çинче...
Пинерпи: Çапла-а-а... 20 çул каялла... Асаннепе юнашарах...
Алина (Васкаса-васкаса): Астăватăн-и, вырăн çинче каçсерен пĕрле çывăраттăмăр, калаçаттăмăр, калаçаттăмăр, ниепле те чарăнаймастăмăр...
Пинерпи (Çав вăхăта аса илсе кулать): Анне «пăшăлтатма чарăнăр, час лектереп ак»... тетчĕ. Эпир санпа вара утиялпа витĕнеттĕмĕр те, каллех пăшăл-пăшăл тăваттăмăр... (Ахăлтатса кулать).
Алина (Кулмасăр): Астăватăн-и, вилĕм çинчен калаçнине? Хăшĕ маларах вилет, тĕлĕкре килсе Турă, çӳлти патшалăх пуррине пĕлтерет тенине?
Пинерпи (Майĕпен аса илет, пуçĕпе сĕлтет): Аха-а-а...
Алина: Тĕлĕкре хамăр пӳрт варринче пушă тупăк ларнине курнине астăватăн-и?
Пинерпи (Тĕлĕнсех каять): Темиçе хутчен те... Эсĕ кăтартрăн-и вăл тĕлĕксене?
Алина: Вăт çапла, йăмăкăм. Мана пытарнă чух эсĕр пурте мĕнлерех макăрнине, 20 çул иртрĕ пулсан та, хальхи пекех куратăп.
Пинерпи: Эсĕ вара мĕн, веçех курса тăтăн-и?
Алина: Тĕрĕсрех, манăн чун. Ытлашши ан кулянăр тесе те каларăм, çупăрларăм, ачашларăм сана та, — çук илтмерĕр те, сисмерĕр те... (Пуçне лăштах усать, шăпланать).
Пинерпи (Аса илсе): Эп — 7-мĕш класраччĕ, эс — 9-мĕшĕнче, эс халь те унчченхи пекех, ватăлман та... 20 çул иртсен те...
Алина: Кунта ватăлмаççĕ, Пинерпи. Чун яланах çамрăк. Çын чунĕ хăй кĕлеткинчен миçере уйрăлать, кунта та çав çулсенчех юлать. Астăватăн-и, эпир санпа атте библиотекинчен вăрттăн кĕнекесем илсе вуланине? Çын вилсен мĕн пулать унпа? Турă патне çитме 7 картлашка хăпармалла, тĕрĕслĕхпе ултав тараси çинчен...
Пинерпи: Эппин ма-ха эп халь те ачапча?
Алина: Чун вăл, кирлех-тĕк, темĕн тĕрлĕ те пулма, улшăнма пултарать. Эс — 14-15-сенче халь акă. Эппин, шăпах çав вăхăтра чуну лăпкă пулнă санăн, çавăнпа çав çула тавăрнă та вăл сана...
Пинерпи: Çапла çав, астăватăн-и, мĕнле туслă, лайăх çемьеччĕ пирĕн ун чух? Аннепе атте хăйсем те çамрăкчĕ те... (Кĕвĕçсе тенĕ пек). Атте питĕ юрататчĕ сана.
Алина (Пинерпие çӳçне якатса-вылятса илсе): Сана вара анне юратать.
Пинерпи: Анне сана халĕ те юратать. Эс вилсен, масар çине кашни кун каятчĕ... Тепĕр 3 çултан вара атте те вилчĕ... Чăтаймарĕ сана çухатнине...
Алина (Ытарлăн кулса пăхать): Пинерпи-и-и! Сана пĕр япала кăтартас-и? Савăнтарас-и? Аха те, юрать те, аттук кăтартмас!
Пинерпи: Анне патнех таврăнас килет ман. (Каллех çутă çавраки хĕрне пырса аялалла пăхать). Анне-е-е! Анне-е-е! Çук, илтмест.
Алина (Юнашар пырса тăрать): Эпĕ те питĕ тунсăхлатăп сирĕнсĕр. Сăнатăп, сăнатăп вара сире кунтан, çӳлтен... (Хавасланса). Ну, йăмăкăм, хатĕрлен. Часах питĕ интереслĕ пулать. (Çутă çавракин тепĕр енне чупса каять те, хыттăн, савăнăçлăн кăшкăрать). Атте-е-е! Атте-е-е! Кил-ха! Пинерпи кунта-а-а! Хăвăртрах ки-и-ил!!!
Пинерпи (Хăраса та, тĕлĕнсе каять, Алина патне чупса пырса ăна аллинчен ярса тытать. Чĕтрекен сасăпа): Хăрап эп.
Алина (Лăплантарса): Пинерпи! Мĕн хăран? Атте вăл пире питĕ юратать. Астăватăн-и, санаторие канма кайсан пире мĕнлерех шĕлепкесем илсе килсе паратчĕ? (Аллисемпе шĕлепке мĕнлине туса кăтарать). Астăватăн-и, мĕнле ăмсанатчĕç пире? Пурте — тутăрпа, эпир — моднăй шĕлепкесемпе. (Уççăн ахăлтатса кулать. Ăна кура Пинерпи те лăпланнă пек пулать). Атте халь клубра мар, почтăра ĕçлет. Асаннепе пĕрлех пурăнатпăр. Асанне, пĕлетĕн-и, Пинерпи, мĕнлерех çирĕп кăмăллă пирĕн?!! (Тем аса илсе хихиклетсе кулса илет). Атте питĕ хăрать унран. Асанне... (Каласа пĕтереймест, аллипе çăварне хуплать). Тс-с-с! (Куçĕсемпе Пинерпие тепĕр еннелле пăхтарать. Пӳлĕме ашшĕпе пĕрле темле палламан, пĕр 45-50 çулсенчи хĕрарăм кĕреççĕ).
Пинерпи (Алинăна хăлхинчен пăшăлтатса): Атте тепре авланнă-им? Ку тепĕр арăмĕ-им?
Алина (Ахăлтатса кулса ярать. Ашшĕпе хĕрарăм патне чупса пырать те, вĕсен варрине пырса тăрать, аллисенчен çакăнать). Асанне! Пинерпи сана аттен çĕнĕ арăмĕ-им тет. (Çаплах кулать).
Асламăшĕ (Пинерпи патне çывхарать. Аллисемпе унăн питне тытса пăхать, пит çăмартийĕсенчен, çӳçĕнчен ачашлать). Мăнукăм! Пинерпи! Тинех пĕрле эпир. (Хыçалалла çаврăнса). Валькка! Эс мĕн, хĕрне сывлăх сунасшăн та мар-им? (Пинерпи, вăтанса-ши е хăйĕн патнелле пыракан ашшĕнчен хăраса-ши, пит-куçне асламăш кăкăрĕ çине пытарать, ăна пилĕкĕнчен ыталаса илет).
Ашшĕ: Пинерпи! Ан хăра манран. Усал мар вĕт эп. (Хурланса). Шел, эсĕ 14 çулта чухнех уйрăлма тиврĕ сиртен.
Пинерпи (Ашшĕне хĕрхенсе, ун патне пырать. Ашшĕ ăна юратса çупăрлать). Атте! Эп эс пире елка туса панине манман... (Пурте кулса яраççĕ). Асаннене вара нихçан та курман эп. Асанне! Сан пирки аннерен ыйтса пĕлнĕ эп пурпĕр. Питĕ пĕлес килетчĕ сирĕн пирки...
Асламăшĕ: Пинерпи! Эп вара эс çуралнине, саншăн аçупа аннӳ мĕн тери хĕпĕртенине те питĕ аван курса тăтăм. Ах, анчах, Пинерпи, йĕркеллĕ калаçма та çук-çке-ха вăхăт. Çапла, мăнукăм, вăхăт нумай мар, часах каялла каймалла сан. Итле! Итле те, Турă умĕнче айăпа кĕресрен сыхлан. Эс тĕрĕс мар тăватăн Ултиярпа пурăнса! Пурпĕр пĕрле пулмастăр эсир иксĕр. Мишшапа венчете тăнă вĕт эсир, Турă умĕнче виличчен пĕрле пулма сăмах панă. Ултияр кам саншăн? Никам та! Турă умĕнче çылăха кĕрсе пурнатăр. Е тамăка каяс килет санăн кайран?
Пинерпи (Темĕн хирĕç каласшăн асламăшне, çăварне уçать, хупать, унтан тинех хăюлăх çитерет): Асанне! Юрататпăр эпир пĕр-пĕрне. Аташу мар ку. Пĕр-пĕрне арăмĕпе упăшки пекех юратса пурăнатпăр.
Асламăшĕ (Çирĕппĕн, сиввĕн): Пинерпи! Турă умĕнче эсир арăмĕпе упăшки мар, ермĕшсе пурăнакансем кăна!
Пинерпи (Чунран ыйтнă пек): Асанне-е-е! Хăв юратса курман пуль эс!
Асламăшĕ: Мĕн пĕлен-ши эс юрату пирки! (Аса илсе, аяккалла пăхать, шухăшланăн). Аслаçу Сталинград патĕнче пуçне хурсан, хам та вилеп иккен терĕм. Аçу пурри, тата 3 ача куçран пăхни тытса чарчĕ. Кама кирлĕ пулĕç вĕсем, тăлăхсем, терĕм...
Пинерпи (Сасартăк тем аса илсе): Асанне! Атте! Асатте ятне пĕлетĕр-и ăçта çырса хунă? Волгоград хули вăл халĕ Сталинград. Унта Мамай курганĕ пур. Шалта — Мавзолей. Пысăк-пысăк зал. Стенасем çине йĕри-тавра Сталинград патĕнче тăшмансемпе паттăррăн çапăçса вилнисен ячĕсене те çырнă. Асатте ячĕ те пур унта! Трофимов Филипп Трофимович тенине хам та вуларăм...
Асламăшĕ (Тăна кĕнĕн, хăйне алла илсе). Юрĕ, юрĕ, чее мăнукăм. Калаçăва ан пăр. Пĕлетĕп. Анчах аслаçупа пĕрле пулма памарĕç пире. (Шанса, ывăлĕ çине пăхса). Тен, хăçан та пулсан?..
Ашшĕ: Пинерпи! Асаннӳне итле. Усал сунмастпăр сана эпир. Çĕр çинчи çинчен кăна мар, кунти ĕмĕрлĕх пурнăç çинчен ан ман. (Пинерпи пуçне усать. Алина ăна лăплантарать, ачашлать, хăлхинчен темĕн пăшăлтатать. Сасартăк аякран темĕнле хăрушă сасă илтĕнме пуçлать. Çывăхарах та çывăхарах вăл. Асламăшĕ, ашшĕ, Алина Пинерпие такамран хӳтĕленĕн хупăрласа илеççĕ, ăна çаврака варрине тăратаççĕ. Çав вăхăтра пӳлĕме арçынсем, хĕрарăмсем кĕреççĕ).
Пинерпи (Кармашса пăхса): Турăçăм! Инке! Мучи! Кирилл кукка! (Хăвăрттăн-хăвăрттăн шутласа-каласа каять). Валери! Витя! Олег! (Пĕри алне тытнă ача çине кăтартса). Атте! Ку ачи мĕншĕн суккăр тата?
Ашшĕ: Амăшĕ унăн пурнăçне варĕнче чухнех татнă...
Пинерпи (Хăраса та чĕтресе): Турăçăм! Турăçăм!
Çынсен ушкăнĕ (Хыттăн, пĕрле): Ка-а-ай! Ка-а-й! Сан вăхăт çитме-е-ен! Ка-а-ай!..
Çутă пĕр вăхăтлăх пачах сӳнет. Кăштахран çутă кăштах çуталать. Ĕçсем хула хваттерне таврăнаççĕ. Чӳречерен темле чуна пăлхатакан кĕвĕ илтĕнет. Чӳрече карри хумханать. Çамрăк хĕрарăм, канăçсăр çывăраканскер, шарт! сиксе тăрса ларать.
Пинерпи (Çав тери хăраса, чĕтрекен сасăпа): Турăçăм! Мĕн пулчĕ ку? (Аллипе кравать пуçĕнчи тумбочка çинче ларакан будильнике хыпашласа тупать, куçĕ патне çывăха илсе пырса пăхать). 6 сехет иртнĕ... 7-ре Ултияр шăнкăравламалла. (Ачашшăн, юратуллăн кулса, тутлăн карăнса илет). Аташук, эпĕ çывăрса юласран хăрать. (Кравать çинчен тăрать, вырăна, хăйне тирпейлет, куçкĕски умĕнче каллех шухăша каять, çӳçне турама пуçлани çинчен те манать). Мĕншĕн вилнисем те пĕрле пултарасшăн мар мана Ултиярпа? Мĕне пĕлтерет ку тĕлĕк? (Çӳçне шеллемесĕр массажкăпа хыттăн турать). Асанне! Акă мĕнлерехскер иккен эсĕ... Атте те пире хирĕç. (Тем аса илсе). Алина, Алина! Тавах сана ман хута кĕнĕшĕн. «Турă питĕ ӳкĕнсен каçарать. Питĕ тилмĕрсе ыйтсан юратакансене пĕрлех пултарать», — терĕ мана хăлхаран. Тĕлĕнмелле тĕлĕк! (Аллипе чĕри тĕлне тытать, чĕре вырăнне пĕр вăхăт сăтăркалать). Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пек, анчах темшĕн нăйкăшать, чикет чĕре. Тĕрĕсех шухăшлать Ултияр, ку шăрăхра хваттерте лармалла мар. Канмалли кун-тăк канмалли кун пултăр — вăрмана каятпăр! (Хăйпе хăй хавасланса юрлать).
Вăрманта, çырлара,
Эпир кунта хăнара.
Нумай-нумай тăмастпăр,
Часах киле каятпăр...
(Тумланать). Тем, манаймастăп ку тĕлĕке. Мĕнле пулĕ ĕнтĕ. Анчах Ултияра никама та парас килмест-çке. (Ят мĕнле янăранине итлет). Ултия-я-яр! (Тепĕр хут ачашшăн). Ул-ти-яр! (Хыттăн). Ултияр-р-р! (Хăйпе хăй кулать). Ха-ха-ха! (Сасартăк тĕксĕмленет). Тем ырра мар пуль ку тĕлĕк. Ирех юрлап, кулап, ырра мар-тăр.
Çав вăхăтра пӳлĕме пĕр сасăсăр-шавсăр Ултияр, тĕрĕсрех, Ултияр мĕлки-чунĕ кĕрет. Пинерпи патне çывхарать, ăна, шухăша кайса тăраканскере, хыçалтан пырса тытать. Анчах Пинерпи Ултияра курмасть.
Пинерпи (Çав-çавах шикленсе): Сивĕ... (Чӳрече патне пырса тăрать). Урамра ирех шăрăх, хваттерте сивĕ, мĕн япала ку? (Аллисемпе хутланать. Ултияр ăна ăшăтасшăн пек, анчах ниепле те пултараймасть. Телефон янăраса кайнине кĕтмен çĕртен илтнĕрен, Пинерпи шартах! сикет. Хавасланса телефон кĕпçине çĕклет, тем каласшăн пулать, анчах сасартăк шăпланать, хытса кайнă пек тăрать. Ултияр ун çумĕнчех, лăплантарасшăн, тем каласшăн).
Ултияр: Пинерпи! Пинерпиçĕм!
Пинерпи (Телефонпа анчах усал тĕлĕк курса вăраннă евĕр): Суятăр! Кун пек япалапа вылянма юрать-и вара?
Ултияр (Ним тума аптраса): Ах-х-х, Пинерпи, ĕненес килмест те, ĕненмех тивет çав сан. Питĕ хăвăрт пыраттăмăр çав... Машина рульне кирлĕ пек тытаймарĕ водитель... Çавăрăнчĕ, çавăрăнчĕ машина... Сан çинчен пулчĕ юлашки шухăш, Пинерпи, яланхи пек ирхине 7-ре вăратасса кĕтетĕн пулĕ терĕм... Килтĕм ак... (Пинерпи куçĕнчен пăхасшăн пĕр енчен пырать, тепĕр енчен...).
Пинерпи (Телефон кĕпçине çатăрласа тытнипе аллисем шап-шурă шуралса кайнă. Хăйĕнпе телефонпа калаçакан çынна лешĕ ун умĕнче питĕ пысăк айăпа кĕнĕн кăшкăрса вăрçать): Епле хăятăн Ултияр пирки çавăн пек калама! Вăл вилмест. Вăл — вăйлă, хăватлă! Вăл мана пĕччене пăрахса хăвармасть! Хĕрĕхре кăна вăл! Мĕн аташатăр! Ман пата 7 сехетре шăнкăравлать акă, вăран, ылттăнăм, тет! Мĕншĕн суятăн эс? Ăçта Ултияр?!! (Вăхăт çине пăхса илет). Ăçта вăл? Мĕншĕн шăнкăравламасть? Ултия-я-яр! Мĕншĕн? Мĕн-шĕн? Мĕншĕ-ĕ-ĕн?!! (Урайне тĕшĕрĕлсе анать. Телефон кĕпçи те хыççăнах урайне хыттăн персе анать).
Ултияр (Чĕркуçленсе, Пинерпи умне пырса ларать. Хыттăн кăшкăрать). Пинерпи-и-и! Мĕншĕн? Турăçăм, мĕншĕ-ĕ-н?!
(Çутă сӳнет. Хурлăхлă кĕвĕ янăрать).
6 картина.
Атăл юхан шывĕ хĕрринче. Пинерпи хура тĕслĕ кĕпепе, пуçне хура лента çыхнă, карлăк çумĕнче Атăл çинелле пăхса тăрать.
Пинерпи (Таçта аяккалла пăхса):
9 кун та çитрĕ, эс килмерĕн...
Тĕлĕкре те пулин курăнмарăн,
Тилмĕрсе чĕннине эс илтмерĕн,
Хытса ларнă чуна йăпатмарăн.
10 кун та ак çитрĕ. Эс килмерĕн...
Хăвна еплерех кĕтнине ăнланмарăн.
Тĕлĕкре те пулин тĕлленмерĕн.
«Ан йĕр, эп санпах» — темерĕн.
Тĕлĕкре те пулин килмерĕн...
Çав вăхăтра карлăк умне шурă тум тăхăннă çынсем, таçтан тĕтререн тухнă пек, тухаççĕ, майĕпен Пинерпи тăракан вырăналла çывхараççĕ. Пĕр енче — Пинерпин вилнĕ тăванĕсем, тепĕр енче — Ултияр, хыçĕнче вара унăн тăванĕсем.
Пинерпи (Хăюллăн, никамран хăрамасăр):
Эй, Турăçăм! Мухтавлă Турă ывăлĕ!
Санăн ятна манмастăмăр эпир.
Ку тĕл пулу — мухтавлă Турă кăмăлĕ.
Эппин пурнатпăр-ха, теттĕмĕр эпир!
Шанаттăмăр: çӳлти Аттемĕр пилĕ
Пĕрле уттарĕ мĕн ватăличчен.
Ырă ĕçсем тумашкăн хăват килĕ,
Ĕçлес килетчĕ кăмăл туличчен.
Мĕн-ма çапса ӳкерчĕ усал çилĕ?
Çӳлти Аттемĕр! Мĕншĕн упрамарăн ывăлна?
Ăçта çухалчĕ шаннă Турă пилĕ?
Аттемĕр! Мĕн-ма васкатрăн хăвăн чуруна?!!
Чун хавалĕ, чун хевтийĕ пĕтсе çитнĕн, карлăк çумне сĕвĕнет, хурлăхлăн татăлса йĕрет. Шурă тумлă çынсен ушкăнĕнчен Алинăпа Ултияр уйрăлса васкаса Пинерпи патне пыраççĕ, икĕ айккинчен тытса Пинерпие ура çине тăратасшăн, анчах нимĕн те тăваймаççĕ. Пинерпи сумкинчен эмел курупки туртса кăларать. Хăй мĕн тунине ăнланмасăр тенĕ пек, курупкăран эмел таблеткисене ывăçĕ çине кăларать. Алина, ниçта кайса кĕреймесĕр, хăй вăйсăррине туйса, ун-кун чупкалать, Ултияра хулпуççийĕсенчен тытса силлет. Пинерпи аллинчи пушă курупка çĕре хыттăн шалтлатса ӳкет.
Алина: Пинерпи! Йăмăкăм, лăплан...
Ултияр: Пинерпи! Юратăвăм! Нимĕн тума та çук. Турăран аслă пулаймарăмăр. Никама та памастăп сана теттĕн. Турă санпа манран ыйтса тăмарĕ...
(Шурă тумлă çынсен ушкăнĕнчен хĕрарăм уйрăлать те, карлăк патне çывхарать).
Хĕрарăм: Çакă, эппин, санăн Пинерпи?
Ултияр: Çакă, çакă, анне. Мĕн тумалла ĕнтĕ халĕ унăн?
Хĕрарăм: Вăл — вăйлă. (Ăмсаннăн). Вăйлă хĕрарăм. Мĕн тумаллине пĕлет вăл. Аслă Туррăмăртан шикленсе тăмарĕ те. Аслă Туррăмăра вăрçать... Ытлашши вĕри... Юрать-и-ха Турра çавăн пек сăмахсем калама?
Ултияр: Кам пулăшĕ ăна, анне? Кам лăплантарĕ?
Пинерпи (Чуна пырса тивекен сасăпа): Чунăмçăм! Эсĕ вилнĕ тенине илтсен, пăр пекех шăнса лартăм. Пĕтĕм ĕмĕт пĕр самантра татăлчĕ. Сансăр çутă куна та курмастăп. Тĕлĕкри пекех пурăнатăп. Мĕн тĕллевпе, мĕн ĕмĕтпе пурăнас-ха сансăр, ăмăрт кайăкăм, арăсланăм, Ултиярăм? (Ассăн сывласа). Кирлĕ пек упрамарăм, тен, сана... Каçар, ылттăнăм... Кун пек килсе тухасса пĕлнĕ пулсан, çĕр хут мар, пин хут ытларах юратнă, ачашланă пулăттăм та сана... Мĕнле пурăнас сансăр? Çук, пурăнаймăп. Сана урăх хытă-хытă ыталаса илеймессе, санăн ачаш тутусене урăх чуптăваймасса йышăнаймастăп. Çук, ăнланмастăп. Мĕнех, Ултияр, чунсен ĕмĕрĕнче тĕл пулăпăр эппин... (Аллинчи шурă таблеткăсем çине шанса тенĕ пек пăхать). Мĕнех, ку эмел пулăшатех мана. Алина мĕн терĕ-ха мана? «Турă юратакансене пĕрлех пултарать», — терĕ.
Алина (Пинерпи шухăшне ăнланса илсе, ун аллинчи таблеткăсене туртса илесшĕн — илеймест). Ултияр!!! Ун вăхăчĕ çитмен. (Пинерпие). Пинерпи!!! Ывăлна кампа хăварăн? Турăçăм! Турăçăм! Мĕн тумалла-ха? Мĕншĕн каларăм-ха эп çав сăмахсене? Ухмах пуç...
Пинерпи ывăçĕ çинчи таблеткăсене пĕрер, икшер илсе çăварне хурать, çăтсах ярать. Алина, таблеткăсене Пинерпи аллинчен тем пекех çапса ӳкересшĕн те, нимĕн те тăваймасть. Атăл тăрăх шурă пăрахут иртсе пыни курăнать. Шупашкар юхан шыв портне пăрăнса кĕнĕ май, пăрахут хыттăн-хыттăн кăшкăртать.
Пинерпи (Вĕçсе каяс пек): Эй-й-й! Пăрахут çинчисе-е-ем!!! Илĕр мана пĕрле-е-е! Эхе-хе-е-ей!!! Парăр мана ирĕклĕ-ĕ-ĕх!!! Шурă чарлан пулса çитем-и сирĕн патăра-а-а? (Пинерпи аллисемпе, пĕтĕм чун хавалĕпе, чăннипех те малалла вĕçсе каяс пек туртăнать).
Сыв пулăр, тăвансем! Мана ан манăр!
Уйăрăлап сиртен яланлăха.
Ман вил тăпри çине куççуль ан тăкăр,
Эп пĕлнĕ: çут тĕнче — хăналăха.
Тус-юлташсем! Хĕр-тантăшсем! Мана ан манăр!
Кун-çулăр пултăр вăрăм та ялтра!
Сире ялан таса юратупа юратчăр,
Куççуль, ăнланăр, ахаль тулмасть куçра.
Сыв пулăр, тăвансем! Ман хыçăмран ан кайăр!
Çут кунăн та пурах хăйне евĕр илем.
Ача-пăчаллă, мăшăрлă пулсамăр,
Сирĕн телейлĕ çемьене эп тĕлĕкре килем.
Сыв пулăр, тăвансем! Мана аса илсемĕр!
Сире эп пулăшăп леш тĕнчерен.
Сыв пулăр та — ăнланăр, усал ан сунăр!
Эп, Пинерпи, каятăп çĕр çинчен...
Вăйран кайса карлăк çумне сĕвĕнет. Унтан çĕре тĕшĕрĕлсе ӳкет.
Çутă сӳнсе илет. Часах çуталать. Пинерпи мĕлки — чунĕ, ыйхăран вăраннă пек, ура çине тăрать. Йĕри-тавра тăракан халăх çине ерипен, тĕмсĕлсе пăхса илет. Сасартăк Ултияра курать те, ун ытамне ыткăнать, ыталать, ачашланать.
Пинерпи: Салам, Ултиярăм! Салам, юратăвăм! (Ултияр Пинерпие çупăрласа илет. Ыттисем вĕсене хупăрласа илеççĕ. Малта — Ултиярпа Пинерпи, хыççăн — ыттисем ерипен çутă пайăрки кăтартакан çулпа утса куçран çухалаççĕ).
Чуна пырса тивекен хурлăхлă юрă янăрать. Л. Филиппова сăмахĕсемпе çырнă «Ăраскал» юрра Люда Семенова юрлать:
Тӳперен татасшăн мар эпĕ çăлтăра,
Турă панипех пурăнам пулĕ çырлахса.
Çук, кĕтместĕп ĕнтĕ тек эпĕ телее,
Анчах мĕн тăвам-ши халĕ чунăма?
Хушса юрламалли:
Ăраскалăм эсĕ ман, тунсăх ăраскал.
Манăн тăлăх чунăма амантайрăн.
Ăраскалăм, каласа-а-ам,
Мĕн кĕтет мана?
Çук, туман усал хальччен эпĕ никама.
Мĕншĕн-ши хăпмасть çумран пур асап-нуша.
Эп пуласшăнччĕ телейлĕ çылăх çĕр çинче, —
Халь ăçта чикем айван пуçăма?
Çук, сунмастăп хурлă пурăнăç никама.
Чĕрере çунать çурта — чун шырать чуна.
Эп пуласшăнчĕ телейлĕ, тусăм, пĕр санпа.
Çут хĕвел çул кăтартать — хĕрхенет мана.
Çутă сӳнет.
Вĕçĕ.
Чаршав хупăнать.