Эс чирлĕччĕ. Пуçна усса çӳрерĕн,
Салху шальпе хупларăн çут сăнна.
Хам чирлĕ пек, эп ним тума пĕлмерĕм,
Çапла эп пултăм — айккинчи кăна.
Халь эс хаваслă, сăн-питӳ те уçă,
Ăна хура пĕркенчĕк пĕркемест.
Ман кăмăла хупланă тĕксĕм тум çеç
Епле сирес тесен те сирĕлмест.