И.Я.Яковлева асăнса.
1. Ахăрсамана
Ахрат тĕпне, сĕм вăрмана
Чăваш пытаннă хĕн-хуртан.
Çапах та ахăрсамана
Ăна асапсăр хăварман.
Ăна хăратнă киремет.
Çулран çĕттернĕ арçури.
Чăваш, эс пулнă, шеремет,
Чиркӳпеле патша чури.
Хаярлăх тулнă кăкăрна.
Ирĕкленмен çапах тĕнче.
Куççуль шăрçиллĕ юрруна
Упранă эс хуп хушшинче.
Шух ĕмĕтсем çутта чĕнни
Çитереймен телей тĕлне.
Тӳре-шаран хура ĕни
Кавленĕ сан кĕнекӳне.
Çапах эс шанчăк çухатман.
Чăваш, эс пурăннă кĕтсе
Хăвна çутта кăларакан
Хастар çын улăп килессе.
2. Кăвак хуппи
Ламран лама хыпар çӳрет.
Чăваш ачи, пĕл, хĕпĕрте!
Хут вĕренме илеççĕ, тет.
Шкул уçнă имĕш Чĕмпĕрте.
Кĕтсеччĕ улăп килессе.
Çав улăп — Яковлев иккен.
Тĕттĕмлĕхе ăспа сирсе
Çутта тухмашкăн чĕнекен.
Чăваш вăл, курнă хăй хĕн-хур, —
Тăван çырулăх юрăçи.
Ун ятлă-сумлă тусĕ пур —
Илья Ульянов, ырă çын.
Инспектора пĕлет пур ял.
Телей ăна çул çӳресси.
Миçе çĕрте çиçет йăл-ял
Вăл уçнă шкулăн чӳречи?
Пит йывăр, Яковлев, сана.
Пăвать-çке самана алли.
Çапах илем кӳрет сăнна
Хĕрӳллĕ ĕненӳ палли.
Мал ĕмĕтпе, çĕн кун ятне
Хĕрет çĕршер ача чĕри.
Йĕрлерĕ Чĕмпĕр урамне
Çич пушăт çăпата йĕрри!
3. Çутта тухни
Хăватлăн, юррăмăр, кĕрле!
Манми вунçиччĕмĕш çулта
Ытти пур халăхпа пĕрле
Эпир те тухрăмăр çутта.
Октябрь панă ырлăхпа
Телей куратпăр кунсерен.
Букварь пилленĕ улăпа
Мухтатпăр ĕмĕр чĕререн.
Хакланă Ленин та ăна.
Ăна вăл пулăшнă ялан.
Чăваш куçне уçакана
Пĕлсе вăл тăнă ачаран.
Пиртен вăл кĕтнĕ ыррине,
Çĕр пин сăмахлă халăхран.
Чăваш та хăйĕн шăпине
Çĕклерĕ хĕвелпе пĕр тан!
Тĕп хуларан яла çити
Яковлева кашни пĕлет.
Тахçан вăл уçнă шкул çути
Халь аслă шкул пулса çиçет.
Эс акнă ырă вăрлăхран
Çĕкленчĕ, кур, парка хунав.
Хăвна юратнă халăхран
Мухтав сана, чунтан мухтав!