Картиш тулли тĕрлĕ выльăх, кайăк-кĕшĕк пулсан та автансăр кил-çурт пушă, кичем. Мĕн каламалли пур, енчен те вăл кил картинче сакăр-тăхăр чăпар чăх тавра кăлтăртатса çӳресен е çатан çине хăпарса вĕçсе каяс пек çунаттисене çатлаттарса пĕтĕм ял илтмелле авăтсан мĕн тери илем. Хам астăвасса нихăш çул та тăхăр чăхран кая усраман. Хăшĕсем автана ытлашши пыр тесен те чăхсене куккуруккуксăр пурăнтарман, унсăр тунсăхлаттарман. Автан пулсан чăхсем те хаваслă уткалаççĕ, çăмартисене те шултра тăваççĕ.
Çак тарана çитиччен усранă кашни автан миçе çул пурăннине, унăн йывăрăшне тата вăл мĕн тĕслĕ пулнине çĕрле çывăрнă чух вăратсан та каласа пама пултаратăп. Пĕр автанне вара нихăçан та манас çук. Мăн кăмăллăн, пуçне каçăртса утнă чухне вăл хам ăсталанă пуканран çӳллĕччĕ. Тĕкĕ асамат кĕперĕ пек йăлтăртататчĕ, уйрăмах лаштра та çавракан усăнакан хӳри вун-вун тĕспе çуталатчĕ. Пăрçа йăви пек хулăн йĕплĕ-йĕплĕ, кăтрашкаллă хĕрлĕ киккирикне вĕлтĕр-вĕлтĕр тĕк хуплатчĕ, икĕ пысăк пӳремеч пек аялти киккирикĕсем пĕсехине çити усăнатчĕç.
Урисем вăрăм та вăйлăччĕ. Пĕрре тапса ярса çунаттисемпе хăлаçланса аслăк тăррине вăшт! çеç вĕçсе хăпаратчĕ. Çур çĕр иртнине сехет пек тĕп-тĕрĕс пĕлтеретчĕ, ирхине кӳршĕсенчен çывăрттарса хăвармастчĕ. Пускилсен автанĕсем пурте унпа тĕл пуласран хăраса, пăрăнса çӳретчĕç, "арăмĕсене" пăрахсах çатан карта хыçне пытанатчĕç. Лешкасри пĕчĕк Хĕлип Микулайĕн кĕçĕн ачин мăнукĕн Мĕкĕтен автанĕ çеç ман Петюка хирĕç тăрса пăхнăччĕ. Кӳршĕри Унтри арăмĕ Маюк каланă тăрăх, вăл хăйĕн автанĕ Петюкран ан хăратăр тесе ăна чăхĕсенчен уйрăм апат çитернĕ.
Пĕр ирхине манăн автан, малтанхи кун тулă кĕлти турттаракан лавсенчен урам варрине тăкăнса юлнă пĕрчĕсене каçченех пуçтарнăран-ши, кашта çинче çывăрса юлнă. Акă вăл çунаттисемпе яланхилле çат-çат! çапса картаран чупса тухрĕ те кил карти варрине тăрса вăрăммăн ку-ка-ре-ку! тесе авăтса ячĕ. Унталла-кунталла сăнарĕ — чăхсем курăнмаççĕ. Вăл хапха алăкĕ айĕнчен урама васкарĕ, анчах та унта та тĕл пулмарĕ. Хурт-кăпшанкă шыраса чакаланакан чăхсене курас тесе çырма хĕррине çул тытрĕ. Шырани кăлăхах пулчĕ. Чăхсем кунта та çук. Мĕн тумалла?
Петюк пуçланă ĕçе ăнăçлă вĕçлес тесе Лешкаса çитме шутларĕ. Кунта Мĕкĕте автанĕ чăххисен умĕнче «Ман пекки ялта урăх çук», — тенĕн пуçне каçăртса саркаланса çӳрет, ют автана курсан: «Эсĕ кунта мĕн шыраса çӳретĕн, ман чăхсене астарасшăн-и-ха?" — тесе тӳрех ун çине сиксе ӳкрĕ. Петюк: «Апла ан чăрсăрлан, эпĕ хамăн кăтиксене шыратăп, урăххисем мана кирлĕ мар», — тенĕн пăрăнса утма тăчĕ. Тăван килĕ çывăхра пулнăран тата чăхсен умĕнче паттăрлăхне кăтартасшăн хастарланнă куккуруккук чĕнмен хăнана вăрăм сăмсипе киккирикрен тепре сăхрĕ. Лешĕ виçерен тухса чăрсăрланнине кура ырă кăмăлпа çӳрекен Петюкăн та тарăхăвĕ капланса çитрĕ, вара вăл кĕске те çирĕп сăмсипе хăйне тапăнакана киккирикĕнчен юн пĕрĕхмелле паклаттарчĕ. Кил хуçине çакă килĕшмерĕ: мĕнле хăю çитерчĕ-ха пуçтах автан ăна хирĕç тăма? Вăл кĕвĕçӳпе хаярлăхне кăтартма шутларĕ: чĕнмен хăнана хирĕç сике-сике çуйхашрĕ, ăна урипе тапа-тапа киккирикĕнчен вăрăм сăмсипе тивертрĕ.
Петюк та ют чăхсен умĕнче намăса юласшăн пулмарĕ, хăйне кӳрентерекенпе çапăçма пуçларĕ, пуçĕнчен вирлĕн парса илчĕ. Акă икĕ автанĕ те пĕр-пĕрне хирĕç тăрса, шăрт-тĕке çĕклесе урисемпе, сăмсисемпе тӳнккеме пуçларĕç. Пĕр самантрах вĕсен тĕк-мамăкĕ сывлăша çĕкленчĕ. Айккинче пăхса тăракан чăхсемшĕн çапăçакан автансен вăйĕ пĕр пек курăнсан та Петюк хăйĕн тăшманĕнчен çӳлерех сикет, вирлĕрех лектерет. Вăл кашни сăхмассерен малтан тапăннă автанăн киккирикĕнчен юн пĕрхĕнет. Мĕкĕте автанĕ тем пек чăрсăрлансан та нимĕн те тăваймарĕ, юн сăрхăнакан пуçне аялалла чиксе хăйне хĕрхенсе пăхакан чăхсен умĕнчен вăтанса чупса иртрĕ, пахча алăкĕ айĕнчен кил картине вирхĕнсе кĕрсе лупас айне пытанчĕ.
Петюк хăй çĕнтернипе мустанса, çапăçнă чух тухса ӳкнĕ тĕкĕсем çине пахмасăр пуçне каçăртса мăн кăмăллăн киле уттарчĕ. Вăл вăйлине ыттисем те курччăр-пĕлччĕр тенĕн тăра-тăра кăваккăн-симĕссĕн, хĕрлĕн-саррăн çуталакан çуначĕсене çатлаттара-çатлаттара авăта-авăта илчĕ. Хулăн сасси тавралăха саланса яла илем кӳчĕ. Петюк урам леш енчи çырма хĕрринче ятарласа кĕл тăкакан канавра «мунча» кĕрекен чăхсене курсан савăнса кайрĕ, вĕсем патне тап-тап! чупса пычĕ.