Çутă хĕвел куллипе,
Унăн хĕрӳ шевлипе,
Вăркăш ăшă çилпеле
Хăвăрт типет çĕр-тăпра.
Хурçă утсем хирелле
Кайрĕç, кушăрхать лапра.
Хурçă утсем уй-хирте,
Савăк саспа пур çĕрте
Тарăн касă хăварчĕç.
Тытреç ырă йăлана —
Кăпăш тăпра хăпартрĕç,
Тухреç çурхи акана.
Шăнкăрч шăхлич шăхăрать,
Тулăх ĕçе йыхăрать:
— Атьăр, тухар уй-хире,
Сирсе кивĕ чир-чĕре!
Çĕнĕ хăват кĕнĕрен
Тултăр савнăçпа чĕре!