Кĕр çилĕ çулăхма ăста,
Пырать пĕр утăм та юлми.
...Хир анĕ.
Кишĕр, купăста.
Йăран-йăранăн çĕрулми.
Пуян кĕр!
Сан ĕçчен сассун
Йыхравĕ кăмăллă та савăк.
Хĕрсе каять сасартăк чун.
Ăша кĕрет янравлă сăвă.
Çĕнни çинчен çырас.
Ахаллĕн
Мĕнех сăвва эп ăнкарни?
Ман колхозра çĕн мăшăр халĕ
Ыйтмасть туй хыççăн анкарти.
Килти пахча — алран кайми ĕç,
Хĕрӳ куна сая яни.
Халь унсăрах тем чухлĕ çимĕç
Туянтарать колхоз ани.
Куçать кĕр мулĕ лавăн-лавăн.
Чипер кин, алăк уç вăр-вар.
Сире — сăра пички пек кавăн,
Тус тути пек пылак хăяр.
Хĕп-хĕрлĕ питлĕ сад улми,
Чие çырли — çупкамĕ ывçă...
Ача пулсан та сак тулли,
Ларас çук халь пĕри те выçă.
Кунçул тĕнчи
Татах çуталĕ —
Ак çĕнĕ паллă хамăрти:
Ман колхозра çĕн мăшăр халĕ
Ыйтмасть туй хыççăн анкарти.