1
Тĕлленмен те... Тĕлĕнтерчĕç, —
Хыпар çитрĕ ăнсăртран:
Ман ята та пичетлерĕç
Кăçал пысăк хаçатра.
Сăн та çапăнчĕ. Сухалăм
Тухнă ытлашши япшар.
Хаçата тытса вуларăм,
Тĕрĕс çырнă, суйса мар.
Карчăк сăмсине тĕртетĕп,
Хам ыйтатăп майĕпе:
— Старикку сан сĕтĕрнет-и
Килсĕр йытă урипе? —
Вăл мана çапла хăртатчĕ,
Тăвансемĕр, куллен-кун.
Халь ак пусăрнчĕ пăртакçă.
Хамăн та лăпланчĕ чун.
Çулсен шучĕ пур-ха манăн,
Ĕнтĕ — утмăл çиччĕре...
Утнă-çке, пайтах таптанă
Аслă, тӳсĕмлĕ çĕре.
Анчах çук, иртмен-ха ĕмĕр!..
Мухтанмасăр каласан,
Хам ĕçре эп, тăвансемĕр,
Хама майлă партизан.
Эп чăлаххăн çуралман çав,
Ĕмĕр кăххăм ӳсĕрмен.
Чунăмпа эп — йăлт сунарçă,
Ку килет вăл yесĕлрен.
Ĕç нумай, паллах, колхозăн —
Ферминче те уйĕнче.
Вăй хурса ĕçле, ан усăн
Тăван халăх мăйĕнчен.
Ĕçре пултăр, ан тив, шăрăх,
Тарĕ юхтăр çурăмран.
Карчăкăм каланă тăрăх,
Çыпăçуллă алă ман.
Мухтансассăн мухтанмалăх —
Ман çинче ĕç пĕр çĕклем:
Е ревизи, е пахалăх,
Е ытти комиссисем.
Ĕçпеле ан лак, ан чыхăн,
Утнă чух ан ыйăхла!
Сывлăха манне пит сыхă
Пĕр паха эмел сыхлать.
Çав эмелĕн сипĕ терĕш, —
Халăх умĕнчи хисеп.
Халăх тухтăртан та тĕрĕс
Çыннăн чĕрине сисет.
Чĕре, мĕн калас, кăра вăл,
Çирĕп, сывă та таса.
Таврара ман ятăм паллă, —
Мухтанмасăр каласан.
Çӳреместĕп йăмшакланнăн
Кукăр туяпа сĕнксе.
Кĕç стрелковăй кружока та
Чĕнсе кайрĕç çамрăксем.
Эп çакна пачах кĕтменччĕ,
Тĕлĕкре те тĕлленмен.
— Елиххан мучи, вĕрентчĕ, —
Теççĕ, — ху пек тĕл пеме.
Кайрăм, нимĕн те тăваймăн,
Харсăр çамрăк çынсемпе.
Пĕтĕм ик-виç хут хам майлă,
Тĕллемесĕр, алсемпе.
Çамрăксем ахах-тем тупнăн
Ахлатайрĕçĕ кăна.
...Елиххан мучи, ватсупнă,
Шăп лектернĕ вуннăна!
Йăнăшмасть сунарçă куçĕ,
Вăл тĕллет-ха кăйкăрла.
Ку, ачсемĕр, юптару çеç,
Чăн юмахĕ — малалла.
Чăн юмах пире кĕтет вăл,
Ун патне çитме васкар.
Юптарса ларма питех эп,
Тăвансемĕр, вăхăт мар.
Мĕн калас — сунарçă чунĕ, —
Кĕрхи кун килсе çитсен,
Чĕрене вĕри вут хунăн
Хускалать вăл тĕлкĕшсе.
Мучирен ĕç-пуç тăрлавĕ
Ун чух ан та кĕт вара.
Çакă чир вăл, çак йăла вăл
Йăхранах çапла пырать.
Мĕн тăвайăн? Кĕр çитсессĕн,
Тĕлĕкре те тилĕрсе,
Каскăн кашкăрсем сикеççĕ,
Юрт-юртаççĕ тилĕсем.
Пăшална вара çакатăн,
Çул тытатăн вăрмана.
Кил тĕлне те йăлт манатăн,
Пуçăнта — сунар кăна.
Çĕр тавра кайса килмелĕх
Вăрман тăрăх çӳресе,
Чăн та, пултăм эп телейлĕ,
Тытрăм тĕрлĕ кайăксем.
Ĕнтĕ халь калатăп хыттăн:
Карчăк, эс те хĕпĕрте,
Çĕр вунултă кашкăр тытрăм
Эпĕ хамăн ĕмĕрте.
Çĕр вунултă кашкăр чунĕ
Ылханать пуль халь мана.
Мулкачи-тилли — мĕн чухлĕ, —
Вĕсене эп шутламан.
Елиххан — «куштан сунарçă»,
Пултарать çав сунара.
Кашкăрсем халь курăнмаççĕ
Аллă çухрăм таврара.
Акă пĕринче çапла эп,
Ĕнтĕ кашкăр çук тесе,
Вăрманпа пырап, çул майăн
Куяна перкелесе.
Хушăран ларса канатăп,
Авăрлатăп чĕлĕме.
Çутçанталăкпа ытла та
Ырă-çке çав киленме.
Кунĕпе çапла çӳрерĕм,
Çума çакрăм виç куян.
Паяна çитет пуль терĕм,
Эп паянлăха пуян.
Вăрмана каç сĕмĕ çапрĕ;
Вăрман вăрттăн темĕнле
Пăшăл-пăшăл пăшăлтатрĕ, —
Сулăнтăм эп килелле.
Майĕпен кăна утатăп,
Хам çапах та, тилĕ пек,
Вăрман вăрттăнне сăнатăп
Хай сунарçă йăлипе.
Хам ĕшеннĕха, туятăп,
Пурпĕр меллĕн, ерипен
Çулсăр-мĕнсĕрех пыратăп
Йĕрĕх варĕ хĕррипе.
Сĕм вăрман ак тем систернĕн
Ĕнтĕ хытăрах шавлать.
Хул айне вăр-вар хĕстертĕм
Ик кĕпçеллĕ пăшала.
Малаллах хуллен утатăп
Ват сунарçă урипе.
Чарăнса татах тăнлатăп:
Шатăрт тунă сас пур пек...
Тинкеретĕп тимлĕн питĕ,
Çывхарать пек вăрттăн сас.
Унтан тĕксĕм вĕтлĕх витĕр
Мĕлке кайрĕ курăнса.
Шарт сикмерĕм. Шик витмерĕ
Ватă Елиххан чунне.
Пăшала вăр-вар çĕклерĕм,
Тухрăм çав мĕлке умне.
Çын тăрать умра...
Этемĕн
Ма хăрас-ха этемрен?
Анчах çын тени кутемĕн
Тĕл пулать вăл тĕрлĕрен.
Ваттисем авал каланă:
Вăрманти вăл — вăрманла.
Тĕлсĕр инкеке çакланнăн
Леш çын чакрĕ каялла.
Пăхкалать хăй урлă-пирлĕ,
Сывлăшне çăтать аран.
— Чим-ха, — терĕм эпĕ мирлĕн, —
Ан хăра сунарçăран.
Мĕншĕн эс каплах хăюсăр,
Çулсăр-мĕнсĕрех çӳрен? —
Çынпа тăтăм куçа-куçăн,
Пăхрăм куçĕнчен тӳрех.
Пăхрăм та самант чухларăм:
«Ав иккен ĕç-пуç мĕнле!..»
Эп кунта тӳрех палларăм
Леш... Чукмарăн ывăлне.
Сулхăн вăрмантах пит пăчă
Пулса кайрĕ пек мана.
Хай мĕлке те пырса тăчĕ
Ман пата хăюллăнах.
— Елиххан папайăм, — терĕ, —
Халь те эс çак ращара
Сулланатăн кунĕн-çĕрĕн,
Шав йĕрлетĕн кашкăра?! —
— Сулланап, çӳреп-ха, — тетĕп, —
Майĕпе те ерипе,
Кашкăра, тилле йĕрлетĕп
Ват сунарçă урипе.
Çавă, — тетĕп, — ман тивлетĕм,
Çавă пурнăç тыткăчи, —
Вăл куçран пăхать, кĕтет тем,
Кашкăр чунлă тĕксĕм çын.
— Эпĕ те ак сулланатăп, —
Тет вăл, — тĕлсĕр-мĕнсĕрех...
Кирлĕ мар эп никама та
Çакă çутă тĕнчере.
Çынсенчен, — тет, — пытанатăп,
Сĕтĕрнетĕп çĕрле çеç. —
Эпĕ ун çине пăхатăп,
Алăсем ман тĕлкĕшеç.
Вăл тăрать — вил чун хутаçĕ,
Сывлăша вăл варалать.
Унăн куçĕсем çунаççĕ
Тĕлсĕр тĕксĕм кăварла.
Куçĕсем ун тем ыйтаççĕ,
Йăлăнаççĕ — тем кĕтеç?!
— Чĕрене, — тет вăл, — туртать-çке
Асăмри тăван кĕтес.
— Тăван çĕр çапла-ха, — тетĕп, —
Пăрахмасть пире чĕнме. —
Ăшăмра хаяр питлетĕп
Сăхă чунлă этеме.
Ĕнер çеç ялта çӳренĕ
Çак усал çĕр çĕмĕрсе.
Вăл утнипеле чĕтренĕ
Чӳрече кантăкĕсем.
Вăл киревсĕр мăшкăлланă
Ялти çамрăк хĕрсене.
Улпут евĕр тыткаланă
Ашшĕ пирĕн çĕрсене.
Халь тăрать вăл ак, мăнтарăн,
Сивле тытнăн çӳçенет...
Ĕнер вут тĕртсе çунтарнă
Вăл колхоз витисене.
Хăй çапах пиртен шикленнĕ,
Сехĕрленнĕ пĕтесрен.
Коммунистсене тĕлленĕ
Обрезпа вăл кĕтесрен.
Акă халĕ пит йăвашшăн
Пыл сĕрсе тăрать мана.
Хăвăртрах вăл хăтăласшăн,
Пытанасшăн вăрмана.
Мана тĕлсĕр тĕл пулнишĕн,
Çук, вăл пĕртте савăнмасть.
— Елиххан мучи, — тет нишлĕн, —
Ĕнтĕ пултăр ырă каç...
— Чим-ха, — тетĕп, — çитсе кур-ха
Ху çуралнă кĕтесе.
Ăш сăра ялйышăн пур халь,
Эс те пăхăн астивсе. —
Хам калатăп, чăмăртатăп
Алăри пăшалăма.
Туххăмрах лăплантаратăп —
Шут тытсассăн шăвăнма.
— Каç та пулчĕ, çитĕ, — тетĕп. —
Ялалла, атя, утар! —
Анчах çак шакал, сисетĕп,
Ялалла утасшăн мар.
— Хам пата каятпăр, — тетĕп, —
Ут чипер хампа пĕрле.
Пĕр шуйттан та, пĕр этем те
Курас çук пире çĕрле. —
Хирĕç вăл сăмах чĕнмерĕ,
Хускалмарĕ вырăнтан.
Эпĕ урăх тӳсеймерĕм,
Çиллĕм тулса килчĕ ман.
Пăшала пĕррех çĕклерĕм,
Кăшкăртăм пур халăмран:
— Ут тавай, тĕнче тискерĕ,
Пыр пĕр сассăр ман умра!
Вăл тăрать çаплах чĕнмесĕр
Пуш чунпа та пуш алпа.
Эпĕ ăна вара пĕр шелсĕр
Тĕртрĕм хыттăн пăшалпа.
— Ут часрах, санпа халь манăн
Вăхăт çук аппаланма.
Утмасан, тӳрех хăналăп
Ăшаланă тăхланпа.
Çын шикленчĕ-и е мури,
Пăхкаларĕ те кăн-кан,
Чип-чипер, шалта чун пуррăи,
Вăл хускалчĕ вырăнтан.
Ак утать вăл, эп — ун хыççăн.
Вăрманта — сĕм-тĕттĕм каç.
Сунара вĕреннĕ куçăм
Ĕнтĕ мăч та хупăнмасть.
Вăрманпа çапла пыратпăр,
Акă чылаях кайсан:
— Эсĕ, — тет вăл, — пулнă паттăр,
Мĕн калас-ха — партизан...
Унтан сикрĕ вăл сасартăк
Каçхи тĕксĕм вăрмана.
— Эс капла-и? Чим, кăтартăп
Тарма тĕрĕс çул сана!..
Курока туртса яратăп,
Тĕллемесĕр, сас çине.
Вăрман чăтлăхĕ çăра та,
Пурпĕр хирĕç час чĕнет.
Çухăрать, — мĕн тăван эсĕ? —
Нăйкăш сасăпа вăрман.
Хураха эп тĕллемесĕр
Шăп лектернĕ ураран.
Мана çав çеç кирлĕ пулнă, —
Таркăн, ан тарса çӳре.
...Çавнашкал пĕрре хăюлăх
Эп кăтартрăм тĕнчере.
Çавăн пек пĕр пулăш патăм
Çĕршыва эп ăнсăртран.
Çавăн чух вара ман ятăм
Тухрĕ пысăк хаçатра.
Халь ĕнтĕ калатăп хыттăн,
Карчăк, эс те хĕпĕрте:
Çĕр вунултă кашкăр тытрăм
Эпĕ хамăр ĕмĕрте!
Анчах тин ман кăмăл тулчĕ,
Канчĕ Елиххан чĕри:
Çĕр вунçиччĕмĕшĕ пулчĕ
Пуринчен те тискерри.
Ăна эпĕ вĕçертмерĕм
Хамăн çирĕп алăран.
Тăшман умĕнче ӳкмерĕм,
Хавшак чун пулса, халран.
Çук-ха, çук, иртмен ман ĕмĕр!..
Мухтанмасăр каласан,
Хам ĕçре эп, тăвансемĕр,
Хама майлă партизан.
2
Çамрăксем тек-тек ыйтаççĕ:
— Елиххан мучи, кала,
Епле килнĕ Совет влаçĕ
Пирĕн инçетри яла? —
Мĕн калас? Пĕлетĕр, тетĕп,
Хăвăрах ăна аван.
Кĕнекесенче тĕпчетĕр
Ĕнерхи куна паян.
— Кĕнеке аван-ха, — теççĕ, —
Хут çинчи-çке вăл çапах.
Мĕнпурне, мучимĕр, эсĕ
Курнă хăвăн куçупа. —
Тыткăнах яш-кĕрĕм илчĕ,
Ну, калам калассине:
Çĕнĕ кун шинельпе килчĕ
Пирĕн Яманкассине.
Хамăр ялсемех вăл пулчĕ,
Тимĕрç ывăлĕ — Иван.
— Мул тĕнчин шалчийĕ тулчĕ,
Халăх влаçĕ — паянтан! —
Халăха çапла каларĕ
Тимĕрç ывăлĕ — салтак.
Салтака ялйыш суйларĕ
Çĕнĕ власть пуçне ялта.
Хайхи староста Арлан та
Хывса хучĕ миталне.
Куштан йăхĕ тек ан лартăр
Пусарса ял халăхне.
Хамăр ырă кун курмалăх
Турăмăр Совет эпир.
Илчĕ çавăнтан пур халăх
Ирĕк пурнăç, çĕр те мир.
Çĕнĕ влаçшăн хĕнĕ-терчĕ
Килсе тухрĕ сахал мар.
Пурпĕрех Совет çĕнтерчĕ,
Çĕршыв çитĕнчĕ патвар.
Хамăр влаçшăн питĕ хытă
Тăма лекрĕ çав пире.
Халĕ ак чи çирĕп тытăм
Совет влаçĕ тĕнчере.
Çутă карапсем ярать вăл
Çутă çăлтăрсем патне.
Чăннипех те вăл хăватлă,
Чыс-мухтав ун хăватне.
Вăт çапла Октябрь çилĕ
Çитрĕ Яманкассине,
Питĕртен çитерчĕ вирлĕ
Вăл «Аврора» сассине.
Тимĕрçе Иванĕ халĕ
Тивĕçпех ав пенсире.
Кăвакарнă ун сухалĕ,
Пурпĕр вăл тăн-тăн çӳрет.
Ялти халăх контролерĕ,
Вăл ĕç-пуç майне пĕлет:
Совет тытăмне йĕркеллĕ
Куç шăрçи пек хӳтĕлет.
Эп те аякра тăмастăп
Хамăн ватă пуçăмпа.
Халăх ĕçĕнчен юлмастап,
Утап çирĕп утăмпах.
Çук-ха, çук, иртмен ман ĕмĕр!..
Мухтанмасăр каласан,
Хам ĕçре эп, тăвансемĕр,
Хама майлă партизан.