Сăмах вăл — çерçи мар,
Тухса кайсан тытаймăн...
Эс курăн уншăн шар,
Йывăрлăхне чăтаймăн.
Калас тесен — шухăшла,
Унтан тин çеç «персе яр».
Ан пултăр кулăшла,
Ан пултăр ытла хаяр...
Сăмах суранлатать
Çын чĕрине, ан манăр!
Сиплет е ăшăтать
Ырă сăмах çеç, шанăр!