Пурăннă тет улăпсем. Вĕсен çурчĕсем питĕ пысăк та çирĕп пулнă тет. Кашни кил умĕнчех йăмрасем кашласа ларнă тет. Çав йывăçсене касма та, хуçма та юраман. Йăмрасене сиен кӳрекенсене вара инкек, выçлăх, йĕркесĕрлĕх çитет тенĕ.
Пĕр каçхине çамрăк улăп вутти пĕтсе çитнипе тухать те кӳршисен йăмри тураттисене хуçса килне илсе кĕрет. Тепĕр куннех унăн çемйине инкек килсе çапать: çил-тăвăл кил таврашне йăлт пăтратса пĕтерет. Вара çамрăк улăп ăрури чи ватти патне канаш ыйтма каять. Лешĕ ăна: — Ывăлăм, санăн йăмра тураттисене хуçмалла пулман. Вĕсем пирĕншĕн сваплă йывăçсем шутланаççĕ вĕт. Халĕ каçару ыйтас тесен санăн виçĕ тĕнчене çитсе виçĕ тĕрлĕ япала илсе килмелле пулать. Пĕрремĕш тĕнчи вăл — çăлтăр тĕнчи, иккĕмешĕ — шыв, виççĕмĕшĕ — пуянлăх тĕнчи. Çăлтăр тĕнчине лекме санăн каçхине чи ватă йăмра çине хăпарса лармалла. Çăлтăрсем тухсан сан патна виçĕ çăлтăр анĕ. Эс вĕсенчен чи пĕчĕккине тыт, вăл сана кирлĕ çĕре илсе кайĕ. Унтан санăн сурпан илсе килмелле пулĕ. Иккĕмеш тĕнчене çитме вара ир-ирех тăрса вăрмана каймалла. Унта чи тӳрĕ çулпа утса пысăк алăк патне çитмелле, ăна уçса кĕрсен шыв тĕнчине лекĕн. Чи анлă юхан шывран пĕр пулуштух шыв илсе килмелле. Виççĕмĕш тĕнчене лекме вара çăмăлах пулмĕ. Хирте ирĕкре çӳрекен лашана тытса унта каймалла. Пуянлăх тĕнчинчен чи пĕчĕк пĕр нухрат илсе килмелле. Хăвна валли нимĕн те илмелле марри çинчен манса ан кай!Пур япалуна та тупса килсен сурпан татăкĕсемпе йăмран суранĕсене çыхмалла. Пулуштухри шывпа йывăçа сапмалла та унран каçару ыйтмалла. Нухратна вара кӳршӳсене парса сиеннне саплаштармалла.
Çамрăкки ватти каланă пек тăвать. Йăмра çине хăпарса ларсанах виçĕ çӳт çăлтăр улăп патне анса лараççĕ. Чи пĕчĕккине улăп тытать те хăйне пулăшма ыйтать. Çăлтар ăна тӳп-тӳрĕ çулпа хăйсен тĕнчине илсе каять. Хăй яланах пулăшма хатĕррине каласа куçран çухалать. Улăп сурпан шырама тытăнать. Аран-аран кирлине тупса каялла кайма шутлать çеç ун умне чи пĕчĕк çăлтăр çитсе те тарать.
Тепĕр кунхине улăп тул çутăличченех вăрмана тухса каять. Урлă-пирлĕ, кукăр-макăр çулсемпе аташса çӳренĕ хыççăн аран кирлĕ тӳре çула тупса ута пуçлать. Темиçе çӳхрăм кайсан хайхи алăк патне килсе тухать. Тем пек тăрăшса туртсан та алăк уçăласшан пулман. —Тархасшăн уçăлсам, — теме çеç ĕлкĕрнĕ улăп. Алăк яриех уçăлса та кайнă. Кунта вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕс евĕр юхан шывсем пулнă. Хăшĕ чи анлине пĕлме вара питĕ йăр пулнă. Аптраса ӳкнĕ улăп хăлхине çыран хĕррине хумпа килсе ӳкнĕ пулă сасси кĕнĕ. Вăл этем евĕр йăнăшса выртнă. Улăп пулă патне пырсан лешĕ этем чĕлхипе калаçма пуçланă, хăйне шыва яма ыйтнă. Улăп вара хăй мĕн шыранине каланă. Пулли вара: «Чи анлă юхан шыв — Атăл», — тенĕ. Унта мĕнле çитмеллине ăнлантарнă. Улăп Атăла шыраса тупнă та пĕр пулуштух шыв илсе килне часах çитнĕ.
Виççĕмĕш тĕнчене лекме те улăп шуçăмпа пĕрлех килĕнчен хире тухса кайнă. Уй куçла теççĕ пулин те, лаша ниçта та курăнман. Утса ывăннăскер, ыраш çĕмелĕ çумне канма ларанă. Кăтăш пулнă хушăра хăй умне лаша килсе тăнине сиснех улăп. Хăвăрт кăна сиксе тăнă та лаша çине хăпарса та ларнă. Çакна кĕтмен лаша вырăнтан тем пулнă тапса сикнĕ, улăпа хăйсен пуянлăх тĕнчине илсе кĕрсех кайнă. Çĕнĕ хуçаран ирĕке яма тархасланă. Улăп лашана чи пĕчĕк нухрат тупса парсан ярассине пĕлтернĕ. Лаша хаваспах килĕшнĕ. Йĕвенне хывса хăварнă та таçта кайса çӳхалнă. Нумаях та вăхăт иртмен лаша вĕçтерсе те çитнĕ. Хăлхи ăшне хурса темиçе нухрат илсе килсе улăпа панă. Улăпĕ вара, ваттин сăмахне асра тытса, пĕрне çеç илнĕ. Лаша ăна тăван килне ăсатса янă.
Виç тĕнчерен илсе килнĕ виçĕ тĕрлĕ япалисемпе улăп йăмра патне чупнă. Сурпана темиçе пая пайласа йăмра суранĕсене çыхнă, шывĕпе йывăçа шăварнă, унран каçару ыйтнă. Нухратне вара хуçисене панă. Ватă улăпа кайса пуç тайнă, тав тунă.
Тинех çамрăк улăпăн чунĕнче лăпкăлăх хуçаланма пуçланă тет.