Галина Воронцова тухтăра,
çуралнă кун тĕлне
Ыйхă вĕçсе кайсан пачах
Ăш-чик вăркамăш.
Йĕрет те пĕчĕкçĕ ача —
Йĕрет-çке амăш.
Пусса илет-и пӳтсĕр чир
Е леш амакĕ,
Вĕтеленетпĕр каç та ир
Мур тытамакĕн...
Кама аса илетпĕр-ха
Нуша çапсассăн?
Кама чĕнет-ха упăшка
Савни хушсассăн?
Хĕрарăм çăлăнăçĕ Эс,
Чун шурăмпуçĕ!
Сана савать тăван кĕтес
Савать кил пуçĕ.
Саватпăр эпĕр те сана
Сăваплă Тухтăр.
Санран илсе ăса-тăна
Пин тухтăр тухтăр.
Сып-сывă ачапа кăна
Тĕнче кĕрлетĕр.
Турамăшĕ тесе сăнна
Чăваш ӳкертĕр.
1999, ака, 1