Эп малтан çуран утатăп
Тӳрĕ, такăр сукмакпа.
Çутă иршĕн савăнатăп,
Киленетĕп улăхпа.
Таврара йăл-йăл кулаççĕ
Сывлăм сыпнă чечексем,
Мана ăшшăн саламлаççĕ
Илĕртӳллĕ куçĕсем.
Кăмăл ырă-çке ытла та,
Улăх тăрăх утнăçем
Кĕвĕлетĕп те юрлатап
Чи илемлĕ юрăсем.
Самантрах çапла тухатăп
Çывăхри шоссе çине,
Эпĕ савăнса пăхатăп —
Çул инçе пире чĕнет.
Çул тӳп-тӳрĕ те çап-çутă,
Икĕ енĕпе — вăрман.
Манăн та, сан аслаçу та
Кун пекки авал курман.
Эп кăштах кĕтсе тăратăп,
Ак автобус та килет!
Чарăнать вăл, эп ларатăп,
Туянатăп пĕр билет.
— Ак кунта сан вырăн, — теççĕ, —
Ларт кунта чăматанна. —
Тăванла кĕтсе илеççĕ
Палламан çынсем мана.
Лартăм, малалла вĕçетпĕр,
Кĕскетсе инçе çула.
Тулă хирĕ, тинĕс евĕр,
Хумханса кăна юлать.
Çутçанталăк илĕм-тилĕм
Çутă иршĕн савăнать.
Пире хирĕç кăнтăр çилĕ, —
Çу хĕвелĕ сапăнать.
— Юрттарах, — тесе юрлатпăр, —
Юхăм юртăллă лаша!
Çил пекех çитсе тăратпăр
Капăрланнă Канаша.
Çитĕнет, кĕрлет хуламăр —
Аслă çул çинчи хула.
Сарăлать кашни урамĕ
Çĕнĕ ĕмĕре пула.
Халь ун витĕр ирĕн-каçăн,
Пĕр пĕлмесĕр канăçа,
Тĕрлĕ пуйăссем васкаççĕ
Тухăçа та анăçа.
Пуйăспа кĕçех эпир те
Ăсанатпăр васкавар
Хир-хир урлă, вăрман витĕр,
Аслă, чаплă Мускава.
Малалла! Умра — çул уçă.
Километр юписем
Вĕлтлетсе иртсе юлуçăн
Вăранаççĕ шухăшсем.
Çĕршывра пин-пин çул пулĕ,
Миллион та пулмалла, —
Вĕсенчен кашни-пĕр çулĕ
Туртăнать Мускавалла.
Çĕр çинче те, сывлăшра та
Çуталаççĕ çав çулсем.
Эс туятăн, эс куратăн:
Пĕр тĕллев — Мускав — вĕсен.
Ялкăшать Мускавăн çулĕ,
Ĕмĕт магистралĕ пек,
Тинĕссен хум-шывĕ урла,
Атăл-Дон каналĕпе.
Хĕвелпе вăл чĕнтĕрленнĕн
Туртăнать таçтан-таçтан:
Кăнтăртан та, çурçĕртен те,
Анăçран та тухăçран.
Эх, çулсем, çулсем çулсемĕр,
Çут хĕвел хĕлхемесем!
Сирĕнте — çĕршыв илемĕ,
Çут тĕнче илемĕсем.
Пур енчен эсир тапрантăр,
Пур енчен — Мускав таран:
Ханойран та, Прагăран та,
Софирен, Будапештран...
Пур енчен килет нумаййăн
Халăх ырă шухăшпа, —
Караппа, самолетпа-и,
Е, ман пек ав, пуйăспа.
Вĕçĕмсĕр çулсем-йĕрсемĕр,
Эпир çуттăн çиçнипе
Сарăлать çĕршыв илемĕ
Халĕ пĕтĕм тĕнчипе.
Кремль çăлтăрĕ пит çӳллĕ,
Эс, юлташ, куран хăвах:
Туртăнать этемлĕх çулĕ
Аслă, чаплă Мускава.
Çавăнпа паян калаççĕ
Халăхсем пĕр ыр сăмах:
Пур çулсем илсе пыраççĕ
Çутă коммунизма!