Пылак наркăмăша
Çурмалла турăмăр.
Çунтарчĕ-çке ăша,
Телейлисем хамăр.
Юрату — наркăмăш.
Чĕр ултав — тухату.
Кĕвĕçу — юнтармăш.
Уйрăлу — çухату.
Сăлтавсăр кĕвĕçсе
Сана хурлантармăп.
Çунат хушса, вĕçсе
Çумна пырса ларăп.
Ултав та уйрăлу
Мĕнне эпир манса
Туптăпăр ăнтăлу,
Юратăва шанса.