Тăван чĕлхене
аталантарассишĕн
чунтан тăрăшакан Андрей Алексеева
Çулçӳрен çеç çакна пĕлме пултарĕ:
Эс инçетре, хальччен пулман çĕрте,
Хăш чух хăвна туйса илен мăнтарăн —
Самантлăх пăлхану ку пулĕ, тен?
Çав вăхăтра тăван сасса илтен-тĕк
Хĕвĕшекен çынсен шăв-шавĕнче,
Пачах манатăн ĕшенли çинчен те,
Юлмасть салхулăх та чун тĕпĕнче.
Вара тĕлĕнмелле хавхаланулăх
Çӳле çĕклет сан шухăш-ĕмĕтне.
Çут шыв та, вĕçсĕр хир те симĕс улăх
Пуплеççĕ, пехилленĕ пек анне.
Чĕлхем! Санра çĕр кĕввине илтетĕп,
Куратăп йăлтăр çиçĕм çиçнине...
Е вутлă тăвăла асилтеретен,
Е ытарми сăпка юррисене!
Манми сăнарлăн, чĕррĕн кăларатăн
Çĕнелекен тавралăха ума:
Мăн тинĕсе куçса юрлать халь Атăл,
Ăш çумăр курăк кашмине кумать.
Хум шăпăл-шăпăл!.. Çулçă çăтăл-çăтăл
Çил вăштăр-вăштăр!.. Канлĕ хăлхана.
Чечек шăрши те, пыл тути те тăтăш
Кăтăкласа тăраççĕ сăмсана.
Туй тутăрĕ тĕртет чечеклĕ йăлăм,
Чĕнет тăван пек ăшшăн Шупашкар...
Хам халăхпа нихçан та пулмăп тăлăх,
Кирек мĕнле ĕçре те халсăр мар!
Чăваш эп! Хӳхĕм калаçма пултарăп
Туспа та, савиипе те тăшманпа.
Чĕлхемĕр уçлăхра та ян! янрарĕ
Вут-кайăкла вĕçсе Андриянпа.
Хĕç евĕр çивĕч,
Çиçĕм пек кăварлă,
Çут кĕмĕл саслă, витĕмлĕ чĕлхем!
Эс манăн ĕçĕмри сӳнми хастарлăх,
Юратупа кĕрешӳри илем!