Каларĕç:
«Пуян вăл... Пӳрт мар, лартнă чаплă кермен!...»
(Хăйсем ман патра пачах та пулман!)
Каларĕç:
«Ăна ĕненсен — кайран пит ӳкенен...»
(Хам чăн сăмахпа юлташа эп сутман).
Каларĕç:
«Халь пĕтрĕ! Унран çын пулмасть нихăçан!»
(Шаралăм пит ватă, тухса çӳреймест).
Каларĕç:
«Ун куккăшĕ пуçлăх, тус пул унпалан!..»
(Чăнах, çын черечĕ умра халь пĕтмест).
Каларĕç:
«Пит чаплă, талантлă! Мухтатпăр сана!..»
(Анчах чĕрисем хупă пулчĕç вĕсен).
Каларĕç:
«Телейлĕ!.. — Пиллет ăраскал самана...»
(Куçра пуррине, эх, курмарĕç вĕсем...)