Эп ывçăма ыраш пĕрчи илетĕп,
Савса пăхатăп пĕчĕкçеç тĕшше.
Шухăшăмпа, ĕмĕтĕмпе кĕретĕп
Эп ун асамлă, куç витми ăшне.
Çак пĕрчĕре — хăватлă çĕр сĕткенĕ,
Хĕвел ăшши те ырă çумăрсем
Колхозник вăйĕпе пĕр тĕвеленнĕ
Вĕри ĕçре сипетлĕн хĕртĕнсе.
Унта пайтах этем ăсне те хунă, —
Пайтах имленĕ юнпа тар ăна.
Ахальтен мар ырашăн ылтăн хумĕ
Мăнаçлăн та сулмаклăн ярăнать.
Ан тив, тата хăватлăрах хумхантăр
Колхоз уй-хирĕнчи çăра тырпул.
Кашни пĕрчех пире хастар вăй патăр,
Тăшман çамкишĕн пуля пултăр вăл!