Мухтаса çырмастăп, калаçмастăп,
Тĕрĕслĕх — мухтав, пĕр çавă çеç.
Мухтанма çăлтавĕ пур, тунмастăп, —
Çунат сарчĕ Тăхăрьял — Чĕкеç.
Йăх тымарĕ вăйлă çав, мĕн калăн,
Çитмĕ вăй тăшманăн кăклама.
— Тăхăрьялшăн эрнере çич калăм, —
Çылах мар пуль çапла калама.
Тăхăрьялта вун тăхăр çыравçă, —
Çунат сарнă Чĕкеç чĕпписем.
Вĕсенчен кам пулнă-ши хăравçă?
Хайлавĕсем — чĕреп йĕпписем.
Куç умне тухса тăрать пĕр сăвăç
Вун тăххăртан пĕри, вăл — Урташ.
Сăвăçсенчен сăвăç, чăн-чăн сăвăс,
Чăвашлăхшăн — ăру-хурăнташ.
Раккассийен «йĕрĕнчĕк шывçийĕ»
Тăрă мар шыврах путланчĕ пуль.
Хулăнах мар вил тăприн çĕр сийĕ
Паян кун çăтать вĕри куççуль.
Пытармасть поэт, вăл «ӳснĕ шухă»,
Тĕрĕслĕхшĕн çуннă «ачаран».
Çав-çавах тытман вăл «ирсĕр шухăш»,
Вăрламан нихçан та «арчаран».
Совеçне, чысне сутман нихçан вăл
«Юнĕçен тăшманăн тылĕнче».
Шеллемен пĕрре те вăрçă-тăвăл,
Сусăрлатнă чикĕсĕр, тĕнче!..
Пуç усман вăл, чăлах çын — çыравçă,
Хайлав хыççăн çуратать хайлав.
Тĕл пулма хăрать мухтанчăк мулçă.
Вырăнне ларать хăй пуçлăх, ав,
«ÇУРХИ КУНСЕМ», «ЧУН САВНĂРАН» пулнă, —
Сăвă-кăлавсем те юрăсем...
«СĂРĂ ХУРТ» те шеллемесĕр сăхнă, —
Сахал мар вĕсем, çитменлĕхсем.