Акатуй вăл — ТУСЛĂХ туйĕ,
ПĔРЛЕХ туйĕ Акатуй.
Хумханать, ав, хирĕ-уйĕ,
Хăнари пек тусăм, туй!
Ĕçлеме пĕлни — яваплă,
Ĕçре ТЕЛЕЙ туптанать.
Савăнма пĕлни — сăваплă,
Ĕçре савăнăç. Ăнать.
Пурнăç йывăр. Ăнланатпăр.
Мĕн тăвас? Чăтас пулать.
Акатуй-çке, лăпланатпăр,
Чунăм савнăçпа тулать.
Ентешсем, туссем пĕр харăс
Вăйă картине тăрсан,
Пĕр-пĕрне, тăванăм, пар ăс
Савăнма, вăй пур-ха сан.
Ĕçпе савăнăç уявĕ
Акатуй вăл — чăн сăмах.
Урăхла тата кам калĕ?
Турăçăм, Сана, тавах!