Хăв çинчен шутлаттартăн мана çĕрĕпе, çĕрĕпе,
Аллăма хăнăхман кайăкла ыйăха вĕçтерттертĕн.
Пĕлĕте шăтарас пек тинкертĕм куçсен çутипе:
Уйăха сыхласа асапланнă каç пек манăн тертĕм.
Каçăхса чуп тăвас килнипе татăлаç тӳперен
Çăлтăрсем — çĕр çинче пурăнасшăн сӳнеççĕ телейлĕн
Ашкăнса кĕтсе илĕ чĕре кăвакарнă ире:
Канăçна татакан туйăмпа пурнăçна тӳпелем-и?!
Пĕр сана сăнарлать иртенпех темиçе шăнкăрав,
Шухăшсем паçăрах киленме килĕмрен тухса кайрĕç.
Чĕнекен ÇЫН пекех кĕрхи çил кантăкран кăшкăрать,
Чунăма васкаса эп саратăп паян çиле майлă.