Ирхине ирех хваттер алăкне уçма ĕлкĕртĕм кăна, хура кушак чупсах кĕрсе кайрĕ. Эпĕ ăнкарса иличчен кравать айне тарса та пытанчĕ. Кăларса ярас тесе пытăм çеç, алла унтан та кунтан чавса-çыртса пĕтерчĕ мур илесшĕ. Ниепле те каясшан мар.
Пĕччен вăй çитерес çуках — хĕре чĕнме тиврĕ. Аллине пушмак тьпрĕ вăл, анчах кушак парăнмата шутламасть: тиф пек куç айĕн пăхать.
Хĕрĕмрен пиçменнине туйса ывăлпа упăшка та «çапăçăва» хутшăнчĕç. Кĕрлесе анчах тăрать хваттер. Ку кушакпа апат пĕçермелли çинчен те мансах кайнă. Хăпăл-хапăл тумлантăм та чуптара патăм магазина.
Унтан тухрăм кăна, пăхатăп та ман Çемен каллĕ-маллĕ утса çӳрет урамра. Мăйĕнче — хаклă йышши çуха. Тинкеререх пăхрăм та — çуха та мар иккен, çав чăрсăр кушак.
— Эсĕ мĕн, ăсран тайăлтăн-им? Мĕншĕн çак усала мăй çине хурсах йăтса çӳретĕн?
— Мĕн тăвас тетĕн... Пурте хăваланипе хăраса вăл ман çине юпа тăрăх хăпарнă пек хăпарса кайрĕ те ĕнсе çине сăвăс пек çыпçăнса ларчĕ.
— Илсе пер халех!
— Илсе пеме пултарнă пулсан çакăнта çити çĕклесе килмĕттĕм ĕнтĕ. Халĕ çӳрес пулать хăй аниччен, унсăрăн куçсăр хăварĕ...
Чылай вăхăт иртсен упăшка киле кушаксăрах таврăнчĕ.
— Ăçта санăн чаплă çуху? — тетĕп.
— Юлташсене тĕл пултăм та илсе петĕмĕрех путсĕре. Аран хăтăлтăм вĕт. Анчах асăнмалăх йĕр хăварчĕ-хăварчех вĕт, усал, — тет вăл юнланнă кĕпине хывнă май.
— Ăçта хăвартăн вара кушака?
— Астумастăп. Тепре ĕнсе çине хăпарса лариччен тартăм сиккипех.