(сăвăлла халап)
Тахçан авал çĕр çинче,
Çутă кӳлĕ хĕрринче,
Сарă кун çĕршывĕнче
Пурăннă, тет, чăвашсем,
Ырă та хастар çынсем.
Çак асамлă çĕршывра,
Пурăннă, тет, ырлăхра.
Çĕр пин чечек улăхра,
Пуян вăрман çывăхра.
Яшсемпеле арçынсем
Çилçунат пек лашипе
Ака тунă, ывăнман,
Ухатара аптраман.
Хĕрĕсем мĕн пĕчĕкрен,
Çĕр пин тĕслĕ чечекрен
Кĕпе-тумтир çĕленĕ,
Мерченпеле тĕрленĕ.
Сарă кун йĕри-тавра,
Ӳснĕ, тет, лаштра йăмра.
Хӳтлĕх панă сив çилтен,
Тĕрлĕ усал-тĕселтен.
Чăвашсем çак йывăçа,
Лартнă, тет, сума суса
Те ĕрчевлĕ пулнăран,
Те тымарĕ вăйлăран.
Çак çĕр шывăн чи асли,
Юманккапа Укаслу,
Ертсе пынă халăха,
Çирĕплетме туслăха,
Ӳстермешкĕн пурлăха.
Вĕсен хĕрĕ Хĕвелпи,
Чăннипе те чиперпи:
Çӳçĕ ылтăн ука пек,
Куçĕ сенкер тӳпе пек.
Ĕçен чăваш халăхне,
Хапсăнса ун ырлăхне,
Çичĕ тинĕс леш енчен,
Лăпкă халăх сисиччен,
Тапăнса килет тăшман,
Хура юнлă Тимĕрхан.
Юманккапа арçынсем,
Пултаруллă харсăрсем,
Тытрĕç алла хĕç, çĕмрен,
Сарă кун çĕршывĕнчен
Кайрĕç çапăçу хирне
Хӳтĕлеме хăй çĕрне.
Вăрçă пычĕ нумай çул,
Хаяр пулчĕ çапăçу.
Маттур çамрăк кĕрешсем,
Пуçне хучĕç кĕрешсе.
Алхасать усал тăшман,
Пуçлăхĕ ун — Тимĕрхан.
Вĕсем ирĕк халăха,
Хупас, теç, чуралăха.
Пĕрре, тĕттĕм каçхине,
Укаслу Хĕвелпине,
Лекесрен çич ют алне,
Илсе кайрĕ шыв хĕрне
Лартрĕ те кимĕ çине
Пачĕ йăмра хунавне,
Пехиллерĕ хăй хĕрне:
«Аслă çакă çут тĕнче,
Çывăхра-и е инçе,
Тупăн хăвăн телейне.
Ан ман тăван халăха,
Тăсмаллах сан çак йăха.
Илсем йăмра хунавне,
Ларт ăна эс çĕр çине.
Ас илтерĕ вăл сана,
Ачалăхри вырăна.
Тата йывăр вăхăтра,
Пулăшса пырать йăмра»
Кун иртет те çĕр иртет,
Хĕвелпин кимми ишет.
Хăйĕн çепĕç сассипе.
Шăппăн юрă кĕвĕлет:
«Вăштăр-вăштăр вăркăш çил,
Ǎçтарах-ши манăн кил?
Пулăшсамччĕ çӳл тӳпе,
Хăш енче-ши ман тӳпе.
Çутă уйăх çутатса,
Аслă çула кăтартсам».
Тинкерсе çӳл тӳпене,
Вăл тимлет çăлтăрсене:
Сарăлать Хуркайăк çулĕ,
Вĕç-хĕрри те çуккă пулĕ.
Алтăр çалтăр çиччĕрен,
Çиччĕ пулнă ĕлĕкрен.
Кунтах-çăлтăр Кĕвенте,
Сар хĕре ан кӳрентер.
Çурçĕр çăлтăрĕ-инçе,
Ала çăлтăр куç хĕсет.
Ирхи шуçăм шуралать,
Шурăмпуçĕ çутатать.
Чиперкке Хĕвелпине,
Хăй енне ишме чĕнет.
Ырса çитне пикене
Ытарми Хĕвелпине
Çамрăк каччă асăрхать,
(Ячĕ Сăваркка пулать),
Çырана илсе тухать.
Хӳра куçлă йĕкĕте
Килĕштерет сар пике.
Хĕвелпипе Сăваркка,
Амăш панă йăмрана
Лартнă айлăм вырăна.
Иккĕш çемье çавăрса,
Пурăннă, тет, савăнса.
Нумай ача ӳстернĕ,
Чăваш йăхне ĕрчетнĕ.
Çавантанпа чăвашсем
Лартнă, теççĕ, йăмрасем.
Çил хуçать-и туратне,
Е кăклаççĕ тымарне —
Пурпĕр йăмра чĕрелет,
Хунав ярать çĕнĕрен.
Каш кашлаччĕр йăмрасем,
Çирĕп пулччĕр тымарсем.
Çак ĕрчевлĕ йывăç пек
Аталанччĕр чăвашсем,
Татах яччĕр хунавсем!