Çуркунне! Йăл кулăллă хĕвел пурне те урама чĕнет. Çанталăк ăшă. Кураксем инçетрен тахçанах вĕçсе килнĕ ĕнтĕ. Çӳллĕ те лаштра йăмрасем çинчи йăвасем патĕнче шавлаççĕ, темĕн «пакăлтатаççĕ». Хăшĕсем хирĕçсе илеççĕ, çатăлтатаççĕ.
Пиллĕкри хĕр пĕрчи куç илми сăнать вĕсене. Ашшĕпе амăшĕ ирех ĕçе каяççĕ те, килте вăл пĕчченех. Чӳречерен пăхса лараканскер урама тухма шутларĕ кăштахран. Чим-ха, ăçта-ха хĕвел? Тин çеç пӳртре çап-çутăччĕ, илемлĕрехчĕ. Халĕ вара... Хĕвелсĕр пушшех кичем пек туйăнчĕ ăна. Урамра тĕксĕм, ачасем те курăнмаççĕ.
Кĕçех амăшĕ килмелле. Хырăм выççине туйнă Кĕтерин çемçе кулач çине услам çу сĕрсе çирĕ. Ах, тутлă-çке. Хăй çаплах хĕвеле кĕтрĕ.
«Хĕвел, пăх, хĕвел, пăх,
Çупа кулач çитереп», — терĕ çине-çинех. Унтан тенкел çине хăпарса çуллă кулач таткине кил карти енчи чӳрече рами çине хучĕ, кантăкран пăхрĕ.
Картишĕнче шурă автан курăнчĕ. Пĕчченех хăй, унталла-кунталла мăнаçлăн утать. Чăххисем йăвара çăмарта тăваççĕ пулас. Хĕп-хĕрлĕ киккирикки шултра шăллă тура пек, çурла евĕр авăнчăк хӳри лăпкă çилпе вĕл-вĕл вылянать. «Хăй хитре, анчах усал. Хăвалать çеç мар, сăхать тата», — шухăшларĕ Кĕтерин. Пĕр кунхине çенĕке тарса кĕме ĕлкĕреймен пулсан ну тулланă пулĕччĕ ăна çав куштан. Хытă хăрарĕ ун чухне хĕр ача.
— Ма пусмастăр ку касака? Пуç çине хăпарса куçа кăларса илет вĕт, — теççĕ куршĕсем час-часах. Пĕррехинче амăшĕ тытма пултарчĕ-ха ăна пусас тесе, анчах тарчĕ вĕт чăрсăр. Çавăн хыççăн пушшех асăрханса çӳрет, чееленнĕçемĕн чееленет. Хăйне тытасса таçтан сисет, самантрах тарса пытанать. Шыра вара ăна! «Ах, ку муллана епле çаклатас?» — теççĕ ашшĕпе амăшĕ. Шĕвĕр сăмса вĕсене тивмест-ха, анчах ыттисене канăç памасть. Ачасене пушшех кураймасть тейĕн. Кĕске патакпа хăмсарсан тата хытă çилленет кăтăркка. Çавăнпа кӳршĕри Натюш Кĕтерин патне нихăçан та туратлă вăрăм çапăсăр çӳремест. Натюш «хĕçне» кăнтарса утнине курсан ыттисем те ун хӳттине чупаççĕ. Касак вара çывăха пыма хăрать.
Кĕтерин автана тинкеререх пăхрĕ. Паçăр вăл шап-шурăччĕ, халĕ сарă «кĕпепе» тейĕн — тĕкĕсем ылтăн пек йăлтăртатаççĕ.
— Хĕвел килчĕ! Тинех кулса ячĕ, — хĕпĕртерĕ хĕр ача пӳрте йăпшăнса кĕнĕ пайăркасемшĕн.
Çав самантра амăшĕ курăнчĕ.
— Анне, эсĕ хăвна хĕвел пекех кĕттеретĕн. Эсĕ юнашар чух йĕри-тавра çап-çутă. Пӳртре ăшă, илемлĕ, — чĕвĕлтетет амăшĕпе вăл. — Санпа пĕрле хĕвел те çитрĕ, эпĕ хурса панă кучченеçе çисе пăхрĕ, çиелти услам çуне çулласах тасатрĕ.
— Хĕвеле илĕртсе чĕнме пĕлетĕн çав эсĕ, пĕчĕк асамçă. Çавăнпа санăн кучченеçе ытарайман вăл, тутанса пăхнă та хĕпĕртенипе кулса ячĕ. Çапла, хĕрĕм, ырă кăмăллă, таса чунлă çитĕнмелле, вара хăвна та, ыттисене те лайăх пулĕ, хĕвел те ăшшипе яланах савăнтарĕ.