(Айтăш ташши)
Яшсем ташласа тухаççĕ:
Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,
Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,
Тăпăртатса-тăрстлатса,
Якăлт сиксе вăртлатса,
Ик урана хуçлатса
Сиксе тăрса силленсе
Ташлар пĕрре çеçмерле!
Çеçмерле те сĕнтĕрле!
Хĕрсем ташласа тухаççĕ:
Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,
Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,
Тăпăртатса-тăрстлатса,
Вăштăрт вĕçсе вăртлатса,
Аркă вĕçне хутлатса,
Ал-урана вылятса
Ташлар пĕрре пошкарла,
Пошкарла та шашкарла!
Яш-хĕрем пĕрле ташлать:
Тăпăртăк, тăпăртăк,
...Шашкар ташши çавнашкал,
Мухтанмастпăр, хăрамастпăр,
Эпĕр хамăр çавнашкал.
Çеçмерле, шашкарла,
Вăй çитмесен — кашкăрла,
Вăй çитменни пулас çук,
Çынран кая юлас çук.
Шашкарла-пошкарла
Хоçкаланса юлмалла.
Çеçмерле-сĕнтĕрле
Чиперленме пĕлмелле.
Яшсем юрласа ташлаççĕ:
Эпĕр кунта ташлани —
Атăл пулли выляни.
Хĕрсем юрласа ташлаççĕ:
Пулă нумай вылямасть,
Сар хĕр нумай ташламасть.
Яшсем:
Сар хĕр валли каччă пур.
Хĕрсем:
Каччă валли сар хĕр пур!
Пĕрле:
Пĕр пулар та пĕр выляр,
Яш ĕмĕрте ыр курар!
Харăс кĕрсе каяççĕ:
Тăпăр-тăпăр-тăпртăк,
Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,
Харăс-харăс тăрслатса,
Харăс-харăс тăрслатса,
Ик урана хуçлатса,
Аркă вĕçне хутлатса,
Ал-урана вылятса,
Якăлт сиксе вăртлатса
Тăпăртатса-тăрстлатса
Ташларăмăр шашкарла!
Шилĕк хыçĕнче:
Шашкарла-пошкарла...
Пирĕн ташши хамăрла.
1995, утă, 7–12.
Шупашкар — Кемĕр — Михалкка.