Кам-ха тĕрĕ чĕнтĕрлетĕр
Сĕнтĕр хĕрĕ пулмасан?
Камăн чунĕ хĕпĕртетĕр
Хĕрсем ăшшăн кулмасан?
И-эх, хĕрĕсем!
Шашкар-сĕнтĕр хĕрĕсем!
Атăл хăвин йăрăс хулли
Эпир мар-и-ха вĕсем!
Авăнатпăр, явăнатпăр,
Хавас кăмăл чĕрере.
Юрататпăр, савăнатпăр
Çамрăк ĕмĕрте пĕрре!
Кам-ха кимĕ ăсталатăр
Янаш яшĕ пулмасан?
Камăн чунĕ ан вылятăр
Атăл ăшшăн хумхансан?
И-эх, каччисем!
Шашкар-сĕнтĕр ачисем!
Атăл шывĕн çăрттан пулли
Эпир мар-и-ха вĕсем!
Авăнатпăр, явăнатлăр,
Яш чĕремĕр шел кăвар!
Савăнатпăр, юрататпăр,
Çамрăк ĕмĕр иккĕ мар!
Кам тăван çĕре мухтатăр,
Эпир хамăр пулмасан?
Кам тăванлăха чыслатăр
Яшшисем чысламасан?
Й-эх, тантăшсем!
Аслă Атăл ачисем!
Атăл çинче шывпа-çилле
Пиçсе çитĕннĕскерсем!
Авăнатпăр, çаврăнатпăр
Атăл шывĕ пек юхса.
Мухтанатпăр, савăнатпăр
Пĕр-пĕрне сума суса!