Шăллăм, санăн пур-и-ке, пур-и-ке
Сăра сапнă курите, курите?
Курите тулли пулсассăн,
Алтăрпа ăсла ăссассăн,
Шăнкăрав пек уçă сасă
Янăратăр ывăнмасăр...
Кам юрлать тесе ыйтсан,
Пĕлтеретĕп савăнса:
Юрлаканĕ — Туринке,
Маргарита Туринке,
Чи пуян та кĕмĕл саслă
Чи илемлĕ те хаваслă
Чипер кин, чипер инке —
Чăваш хĕрĕ Туринке!
Кинĕм, санăн пур-и-ке, пур-и-ке
Тĕрĕ çапнă турилкке, турилкке?
Турилкке тулли пулсассăн,
Чăкăтне касса хурсассăн
Шăнкăрав пек уçă сасă
Янăратăр чарăнмасăр...
Кам юрлать тесе ыйтсан
Пĕлтеретĕп савăнса:
Юрлаканĕ — Туринке,
Маргарита Туринке,
Чи ачаш та сепĕç саслă,
Чи сăпайлă та хаваслă
Чипер кин, чипер инке,
Чăваш хĕрĕ Туринке!
Тав сире, тăванăмсем,
Эсир пирĕн ылтăнсем.
1992, кăрлач, 9–13
Анат Кама