Юр çинче тĕрленчĕк: «Эп сана çиллентĕм...»
Юмăç ятăм — пăхрăм тӳпене:
Хуйхă хыççăн хуйхă пурнăçа силленĕн
Юрпа хутăш пĕлĕт ӳпĕнет.
Хĕл — хĕлхемсĕр килĕм, çу хĕвелсĕр килĕ...
Асилӳ — асаплă тĕпĕнче.
Ытаму ăшшисĕр эрешленĕ, вилĕ
Хуçăлнă çунатăм чӳречӳ çинче.
Йывăçсем пасарĕç ялтăрса илемлĕн,
Çакнăн çăлтăрсем татса çĕрле —
Шутсăр шутласан та тавçăрса илеймĕн —
Тăлăх юрату хĕле тĕрлет.
Ӳкĕнмесĕр пурнăн, ӳпкелемĕп — чăтăп:
Чĕмсĕрлĕх — сăмахсăр кӳренӳ.
Те тӳпе, те кăмăл, те тĕнчи хăй кутăн —
Юр çине ӳкет те тӳрленет.
Юмăç ярăп — пăхăп: хĕл каймасăр тăрĕ —
Йăнăшпа хускалĕç папкасем,
Ылтăн, кĕмĕл, пăхăр çу сапса тултарĕ
Йăпăртлăх сивве тек илĕртсе.