Эп Сан валли кĕпе çĕлетĕп
Тур панă чунăм çиппинчен.
Ырми-канми ăна тĕрлетĕп,
Сĕвем тухмасть чун йĕппинчен.
Çут тĕнчене манса ĕçлетĕп —
Тĕлĕннипе çут тĕнчерен.
Шавлатăп, савăнап, кĕрлетĕп —
Хумсем чӳхеннĕн тĕрлĕрен.
Тăван чĕлхеçĕм — ман кĕпеçĕм,
Çут тĕнчере пĕрре кăна.
Чи тутлă çимĕçлĕ çеçкеçĕм
Хăват парать — тулса юна!
Вăл пулмасассăн — эпĕ юнсăр,
Эп — тăлăх, хуçăлнă турат.
Ĕмĕрлĕхех юлатăп чунсăр —
Шутлатăп та — чĕре сурать!
Вăл пур чухне — эп чĕрĕ, сывă,
Ман ятăм та хитре — чăваш!
Çавна пулах кăварлă сăвă,
Нихçан пулман эпир йăваш!
Мĕн ачаран çакна пĕлетĕп,
Çакна шанатăп виличчен!
Чĕлхе валли кĕпе тĕрлетĕп —
Тур панă чунăм çиппинчен!