Анук пӳрте кĕчĕ те малалла иртме хăяймасăр алăк патĕнчех чарăнса тăчĕ. Кунашкал вăл Микулана качча тухнăшăн ашшĕ тилĕрсе ятлаçнă вăхăтра та именмен.
Сантăр, хĕрĕ кĕнине çав самантрах асăрхарĕ пулин те, ун еннелле çаврăнса пăхмарĕ, пĕр сăмах чĕнмесĕр сӳсмен юсаса ларчĕ.
Амăшĕ çеç хĕрĕ çине яланхи пекех савса пăхрĕ.
— Турă çырлахтăр, Анук, — лăпкăн та çепĕççĕн чĕнчĕ Наçтик, — мĕн ара эсĕ, ют çын пек алăк кутĕнчех тăратăн? Ирт тĕпелелле. Ав, унта лар!
Ашшĕ сиввен кĕтсе илнĕ хыççăн амăшĕ ăшă кăмăлпа йышăнни Анука ыррăн хурлантарчĕ, куççуль кăларчĕ.
Наçтик Анук куççульне курчĕ те хăраса ӳкрĕ. Пуç тайма юратман, хăйне тивĕçлĕ тытма хăнăхнă çирĕп кăмăллă хĕрĕ ахальтен макăрмасса аван пĕлет вăл. Акă кĕрӳшĕ шыва пăрахнă чул пек çухални тăватă уйăх та ытла иртрĕ ĕнтĕ. Унтанпа пĕринчен тепри хăрушăрах та хурлăхлăрах мĕнле кăна халап çӳремерĕ-ши ял тăрăх! Ку инкек-синкексем Анука вут çине пăрахнă евĕр çунтарсан та, вăл пĕр тумлам куççуль кăлармасăр тӳссе пурăнать. Халь ун куçĕнче куççуль курăнчĕ пулсан, темле ытла та пысăк, тӳсейми инкек сиксе тухни паллах. Анчах мĕнле инкек-ши?
— Анук, мĕн пулнă сана? Ма макăратăн?