Мĕншĕн кăйкăр пит çӳле-çӳле вĕçет,
Çĕнĕ ĕмĕт çуратма пире чĕнет.
Мĕншĕн вăрманта юман патвар ӳсет,
«Ман пек паттăр пурте пулăр эсĕр!» — тет,
Мĕншĕн Атăл сарлакан çапла юхать,
Кимĕпе пире вăл ярăнма хушать.
Мĕншĕн улăхра ӳсеççĕ чечексем,
Савнине парнелеме ӳсеççĕ пуль вĕсем.
Мĕншĕн çĕмĕрт пахчара çеçке сарать,
Çеçкине вăл савнине саламлама калать.
Мĕншĕн çутатать-ши тӳпере хĕвел,
Хăтлă пултăр тет пуль пирĕн ăш тĕпел.
Тӳпере мĕскершĕн пур-ши çăлтăрсем,
Тĕнчене илем кӳресшĕн пуль вĕсем.
Мĕншĕн ярăнса çӳлте чупаççĕ пĕлĕтсем,
Савнипе иксĕмере ярăнтарасшăн пуль вĕсем.
15.09.2007.