Арçук Тарасова
Халь пуплетпĕр каялла виçелле —
Хăшне тĕрĕс, хăшне йăнăш тунă,
Кама лекнĕ хĕç, кама — пуçелĕк,
Кама мĕншĕн çĕр тĕпне те хунă...
Пĕрлешсе ĕмĕтленни, мăнтарăн,
Чăхăмланă лашалла шăмарчĕ.
Пурнăç ĕмĕтленнĕ пек тухмарĕ,
Çутă ĕмĕт вут пуççи хăварчĕ...
Вут çунни те, ăш хыпни те пулчĕ,
Пулчĕ тăшмана тытса вĕтни те.
Çав йăлтах юмах пек тăрса юлчĕ,
Малашне ăна та тамăк витĕ...
1998, çу, 26.
Авăркас, Треппел ялĕ.