Кайрăм пĕр кун вăрмана
Кăмпа-çырла пуçтарма.
Утрăм-утрăм малаллах,
Кĕтĕм эпĕ шалаллах.
Шалта тĕттĕм, пит тĕттĕм,
Хăрама та пуçларăм.
Тухас терĕм каялла,
Каяс терĕм килелле.
Анчах çула çухатрăм,
Йĕри-тавра эп пăхрăм.
Шăпăртах-çке таврара,
Ним те çук-çке сас-хура.
Йывăç çинчен йывăçа
Сикет çеç ав пĕр пакша.
Кайăксем те юрламаççĕ,
Тăхран çеç таклаттарать,
Чĕр чунсем те курăнмаççĕ,
Ман чĕрем сиксех тапать.
Ĕнтрĕкпе хупланчĕ кун,
Кунĕпех шырарăм çул.
Тупаймарăм ниепле,
Ах, мĕнле çитес киле.
Тĕттĕм пулчĕ, пулчĕ каç,
Тунката çине ларатăп.
Ман мĕнле çула тупас,
Çавна çеç халь шухăшлатăп.
Пĕр самант. Тӳпе çуталчĕ.
Çӳле пăхрăм та куратăп,
Çăлтăр тӳперен анать,
Ман патăма çывхарать.
Ак вăл ман ума ларать,
Ман çине куçран пăхать.
Вырăнтан эпĕ тăратăп,
Куç уçатăп та хупатăп.
Ниепле ăнланаймастăп:
Чăнахах-ши, ахаль-ши,
Куçăма çеç курнать-ши?
Анса ларчĕ те калать:
«Çул шыратăн-и, ачам,
Пулăшам-и сана хам?»
Сăмах чĕнме те аптратăп,
Хам куçа та ĕненместĕп.
Татах вăл манран ыйтать,
Татах темĕскер калать.
Вырăнтан та хускалмастăп
Тымарланнă пек çаплах,
Тĕлĕнсе ăна пăхатăп,
Ĕненес килмест çакна.
Виççĕмĕш хутчен мана
Çăлтăр сĕнет пулăшу.
Тин уçатăп çăвара,
Тăна кĕрсе эп аран:
«Çул çухатрăм, темĕнччен
Шырасан та пурпĕрех
Тупаймарăм халиччен,
Пулăшсассăн — тем пекех».
Вара çăлтăр ак çапла
Ăнлантарчĕ вăл мана:
«Тӳперен эп çутатап,
Эс ман хыççăн утса пыр.
Хыççăн эп алла тăсап,
Курăн умăнта эс хыр.
Хыр патне эс кайăн та
Курăн вара хăв ялна.
Чупса кай эс малалла,
Пĕртте ан пăх каялла.
Халĕ ĕнтĕ сывă пул,
Каймалла ман тӳпене.
Эп ал тăснине эс кур,
Çул кăтартăп килелле.
Эп санпала пыраймас,
Çын куçне курăнаймас.
Курăнсассăн, нихăçан
Тӳпене хăпараймас.
Сан умна эп курăнтăм
Пуринчен те вăрттăн.
Тӳперен сана сăнарăм,
Çулна кăтартма шутларăм».
Çапла çăлтăр каларĕ,
Тӳпенелле хăпарчĕ.
Çитнĕ-çитмен тӳпене
Тăсрĕ унтан аллине.
Вара йăлтах çуталса
Кайрĕ ман йĕри-тавра.
Куртăм хам умра эп хыр,
Чупрăм хăвăрт малалла.
Пĕр пăхмарăм хыçала
Çитес тесе ялăма.
Кĕçех тăван ялăма
Çитрĕм эпĕ вĕçтерсе.
Кĕтĕм хамăн килĕме,
Лăплантартăм аннеме.
Хыççăн тухрăм кил умне,
Тимлĕн пăхрăм тӳпене.
Курăп терĕм тусăма
Тав сăмахĕ калама.
Анчах тем пек кĕтсен те
Тусăм манăн курăнмасть,
Куçăмран ĕнчĕ куççуль
Майĕпен юхса анать.
Çапла халĕ каçсерен
Эп кĕтеп хам çăлтăра.
Çывăрма выртмассерен
Пăхап уçса кантăка.
Шанчăкăм сӳнмест-ха ман,
Килмеллех вăл, килмеллех.
Йăлтăр çăлтăр тусăма
Манăн кĕтсе илмеллех.
Ман çăлавçă, çулмаякçă,
Епле манăп-ха ăна.
Эс килсем, ман ыр çиçевçĕ,
Эп кĕтеп, кĕтеп сана.
Ак пĕрре сĕм каçхине
Эп тăрук вăрантăм.
Чунăм сисрĕ, ахальтен
Мар тесе шутларăм.
Хăвăрт тăтăм эп сиксе,
Пăхрăм кантăк еннелле.
Çăлтăр тус унта тăрать,
Ялкăшса вăл çутатать.
Чупса тухрăм тулалла
Савăнăçлă кăмăлпа.
Анчах унта çитиччен
Кайнă вăл инçетелле.
Чупрăм унăн хыçĕнчен,
Чарăнчĕ çăл патĕнче.
Çитсессĕнех ун патне
Тытрĕ аллăма манне.
Вара хăйĕнпе пĕрле
Хăпарчĕ илсе çӳле.
Тӳпере епле хитре,
Тĕрлĕ-тĕрлĕ эрешпе
Çăлтăрсем çапла пĕрле
Шав тĕрлеççĕ пĕлĕте.
Пĕчĕк-пĕчĕк çăлтăрсем,
Тапăнчĕç мана вĕсем.
Пăхса çаврăнчĕç мана,
Унтан пуçларĕç юрра:
«Чăн тӳпере пин çăлтăр,
Пинĕшĕ те çут çăлтăр,
Пулăн эс те халь çăлтăр,
Ахах-мерченлĕ çăлтăр».
Çăлтăр пулмах çуралман
Пулĕ-çке эп тĕнчене.
Çакна хамăн тусăма
Эп каларăм шăппăн çеç.
Тусăм мана ăнланчĕ,
Вара çăлтăр тĕнчине
Татах кăштах кăтартсан
Ячĕ леçсе çĕр çине.
Çавă каçран пуçласа
Çапла эпĕ тепĕр чух
Çăлтăр панче хăнара
Пулкалап çын сисмен чух.
Ĕненетĕр-и е çук,
Ку вăл сирĕн ирĕкĕр.
Ĕмĕтпе пурăннă чух
Çитĕ сирĕн мехелĕр.