Тĕнче хупланчĕ шур юрпа,
Мăрьесенче сив çил улать,
Çанталăк хушнă вăхăтра
Ноябрь вĕçленсе пырать.
Ноябрь вĕçĕ — хĕл пекех,
Кĕр уйăхне ас илтермест.
Ман кантăка халь Юрпике
Тĕрлет ялан, кун сиктермест.
Хĕвелĕ ялкăшса пăхсан
Çунать шур юр вут-хĕм пекех.
Вĕçет çӳлте, ав, шур тусан
Кăшт сивĕ çилĕ вĕрнипех.
Ноябрь юрĕ кăпăшка,
Вăл пит илемлĕ те ачаш.
Пăхсам, туртать халь çунашка
Урам тулли ача-пăча.