Малашлăх çулĕпе инçе
Çичĕ пĕлĕт хушшипе —
вĕçетĕп тĕттĕм сĕмлĕхе.
Çут Уйăхпа Хĕвел патне.
Асамлă хатĕр — телескоп —
юлташăм пулчĕ вĕçевре.
Пин тĕрлĕ çăлтăр тĕнчине
курса эп савăнтăм чунтан.
Çитсе эп куртăм Марс çине:
чечекĕсем епле ĕлккен!
Кăвак тӳпе пек кӳлĕсем —
пăхсассăн витĕр курăнать!
Плутон çине те çитрĕм эп:
кунта мĕн тĕрлĕ хуласем.
Унта пĕр ырлăх çеç иккен-
çук вăрçăсем, хирĕçӳсем.
Часах эп тупрăм юлташсем
Çăлтăр туссем питех аван!
Çут Уйăхпа пытанмалла
вылярăм чунăм каниччен.
Пĕр-пĕринпе çав уçлăхра,
Пурнаççĕ туслăн çăлтăрсем.
Ав Алтăр çăлтăр куркипе
сапать телей пур уçлăха.
Манпа вĕсем сыв пуллашса
Йăл-йăл çиçеççĕ пĕлĕтре:
«Телейлĕ лăпкă пурнăçа
Çитер эс, тусăм, Çĕр çине!