Юрăç-тусăм, нихçан юрлама ан пăрах,
Пурнас пурнăç пулсассăн та питĕ те йывăр.
Ан юрла текенсем те, пĕлетĕп, пайтах,
Пурпĕрех юрăпа чăнлăха эсĕ йыхăр.
Юрă вăл Турă панă чăн пурлăх, ĕнен,
Пурнаймасть юрламасăр нихçан та чăн юрăç.
Юрăпа пурнăç тăрăх утмашкăн пĕлсен,
Чăвашсем, эп пĕлетĕп, пуласлăха тупĕç.
Юрăç-тусăм, атя-ха, юрлар ман юрра,
Элем пултăр тесе ăна эпĕ хайларăм.
Тăванах халăха пулăшма хам чунра
Юратса та савса ăна эпĕ çуратрăм.
01.05.2007