Эпĕ ĕмĕтленме юрататăп. Каçсерен туссемпе урам хушшинче ӳсекен хурăнсем хушшине пухăнатпăр, тĕрлĕ вăйă вылятпăр, юрлакаласа та илетпĕр, тахçан та пĕрре юмăç та яратпăр.
Асăннă кун юлташсем ман пата килеймерĕç, урама пĕчченех тухма тиврĕ. Çанталăк кăштах тĕтреллĕ, хурăнсем ăшă çилпе тем пăшăлтатса ман çине куларах пăхаççĕ. Мĕн кулмалли тупнă-ши тесе хам тăрăх пăхкалатăп, ним тĕлĕнмелли те курмастăп. Пĕр пĕчĕк хитре кайăк хурăн çине килсе ларчĕ те: «Катя-тя! Катя-тя!» — тесе илемлĕ юрă шăрантарма пуçларĕ. Нимĕн те ăнланаймастăп, мĕн пулса иртет, мĕне систерет?
Нимĕн тума аптранипе тӳпенелле тинкере пуçларăм. Хурăн тăрринче çутатакан чи янкăр çăлтăр хăй вырăнĕнчех-ши, тарса пытанман-ши? Вырăнчех иккен, яланхиллех ялкăшать. Çутăлкка эпĕ хăй çине пăхнине сисрĕ пулмалла, вырăнтан тапранса ман паталла вĕçме пуçларĕ. Самантрах ман умри хурăн туратти çине килсе çакăнчĕ те манран: «Мĕн пулчĕ?» тесе ыйтать.
Эпĕ тĕлĕннипе хăрасах кайрăм, нимĕн те чĕнместĕп.
— Эсĕ манран ан хăра, эпĕ санăн çăлтăру, — тет мана Çутăлкка, ман умра ялкăшса. Ăна хăра-хăрах тытса пăхрăм. Çав тери хĕрӳллĕ иккен вăл, мĕнпур кĕлеткене , ал-урана ăшăтсах ячĕ.
«Пĕлĕт çинче темĕн чухлĕ çăлтăр. Кирек камăн та пĕлĕт çинче пĕрер çăлтăр пур тет. Вăл çăлтăр кирек камăн та, этем çуралсанах, пĕлĕт çине тухса ларать тет те вăл виличченех пĕлĕт çинчен анмасть тет, этем вилес пулсассăн пĕлĕт çинчен персе анать тет», — ку халапа мана юратнă асанне каласа панăччĕ.
Манăн та тӳпере хама ят çăлтăр пур, кĕçĕр вăл мана курма килнĕ.
Çутăлкка çăлтăрпа кăштах калаçкаланă хыççăн киле кĕме шутларăм. Алă çăлтăр çумне çыпçăнсах ларнă, ниепле те уйăраймастăп. Хăраса кайса алла суллама пуçларăм , усси çук, вĕçертейместĕп. Хытăрах сулларăм та вăл тӳпенелле вĕçме пуçларĕ, мана та хăйпе пĕрле илсе каять! Мĕн пулать те мĕн килет тесе ун хыççăн тӳпенелле вĕçетĕп. Андриян Николаев космонавт пекех эпĕ те космосра пулса куратăп!
Вĕçсен-вĕçсен эпир темĕнле тĕлĕнтермĕш йăлтăркка кӳлĕ патне анса лартăмăр. Кӳлĕ хĕррине Çăлтăрсен хули тесе çырса хунă.
Çутăлкка мана шывалла туртса кĕртет. Тĕлĕнмелли татах та нумай-мĕн, эпĕ шывра яланхиллех сывлатăп. Пысăк-пĕчĕк пӳлĕмсем умне çăлтăрсен ячĕсене çырса хунă. Эпир пӳлĕм хуçисемпе паллашса тухрăмăр. Тем тĕсли те пур вĕсем хушшинче: ылтăн-кĕмĕл, сарă-хĕрлĕ, çутти те, тĕксĕмми те. «Тĕксĕмми çылăхлă çыннăн çăлтăрĕ», — аса килеççĕ асанне халапĕсем. Кӳлĕ варринче йĕплĕ чечек тĕми ларать. Темле майпа эпĕ Çутăлкка аллинчен вĕçерĕнсе çак чечек тĕми çине анса лартăм. Питрен-куçран вут-çулăм сирпĕнчĕ, тавралăх хура чаршавпа витĕнчĕ. Хăрасах кайрăм, йĕме пуçларăм.
— Ан хăра, эсĕ пĕччен мар, манăн çуната ашкăнчăк ачасем ухăран персе амантрĕç, çунатăм сывалмасăр эпĕ туссемпе пĕрле вĕçсе каяймастăп.
Иксĕмĕр çыран хĕрне тухрăмăр. «Пĕтĕм çăлтăр пĕлĕт çине вĕçсе тарчĕ, акă мĕншĕн тĕттĕмленсе ларчĕ» — ăнлантарать мана аманнă çăлтăр.
Çыранран инçех мар пĕр кермен ларать, ун умĕнче вăрăм сухаллă мучи кулянса тăрать: «Мĕн туса хучĕç? Çăлтăрсем киле çул тупайĕç-ши?»
Мучи çăлтăрсен хуçи иккен. Вăл вĕсен вĕрентекенĕ те , йĕркелӳçи те, вĕсене вăхăтра тӳпене кăларса ярать, вăхăтра тавăрать.Чи хитрисен кӳлĕрен аякка кайма юраман, мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра çынсем мулшăн касăхма пуçланă, çăлтăрсене те тиркемен. Эпĕ ăна — кăна пĕлмен, пурне те ирĕке вĕçтерсе янă.
Старик кулянать, усал халăх вĕсене укçашăн пуçтарасран хăрать. Хăрани пустуях пулчĕ, ирхине мĕнпур çăлтăр хăй вырăнне таврăнчĕ.
Старик савăнсах кайрĕ, Çутăлккана мана киле леçсе яма хушрĕ. Алла тăсрăм та, иксĕмĕр пĕрле хурăнсем тăррине анса лартăмăр.
Çавăнтанпа мучи çăлтăрсене каçсерен тӳпенелле пурне те вĕçтерсе ярать, лешсем кӳлĕре çăвăнса тасалаççĕ те татах та хитреленсе пире савăнтарма тӳпене саланаççĕ.
Каçсерен урама тухсан эпĕ Çутăлккана яланах сăнатăп, вăл мана куçне ялкăштарса телей сунать!