Пин-пин аллисемпе тӳпе чĕнет мана,
Темле парне сĕнесшĕн пуль тесе шутлатăп.
Пĕлесчĕ тĕрĕсне, тен, туйăнать кăна,
Çапах тӳпенелле чунпа эп туртăнатăп.
Пин-пин çул ĕлĕкрех ман ламтайсем çапла,
Çӳл тӳпене çити шутланă çĕкленмешкĕн,
Унта телей тупасшăн пулнă пулмалла,
Анчах телей пĕлет ытла та кĕттермешкĕн.
Пин-пин аллисемпе тӳпе чĕнет мана,
Эх, туйăнать унта телей кĕтсе илессĕн.
Асамлă ик çунат кам парĕ-ши мана,
Чăн-чăн телей тупайăп-ши унта çитсессĕн.
26.03.2007.