Коля тухрĕ картишне
Чăхсене апат пама.
Темĕн пулчĕ лешсене —
Тытăнчĕç ахăлтатма.
Вăт-тăк Коля пултарать,
Чăхсене те култарать:
Ун пĕр уринче çăматă,
Тепринче — резина атă.
Курнă та çакна автан,
Акă, тăрăхлать кăна:
— Эсĕ çĕлĕк вырăнне
Чашăк ларт-ха пуç çине.
Тăхăн юбка... Шăлавар —
Кирлĕ мар,
Ăна хывар.
Кай вара çапла шкула —
Ай-ай мыскара пулать!..
Коля пек тирпейсĕрсем
Сирĕн çук-и, тусăмсем?