1
Пăрланнă çăпатисемпе шаплаттарса, Иркка чупса çитрĕ, шӳрпе шăрши сарăлнă пӳрте раштав сивви илсе кĕчĕ.
— Анне, анне, — терĕ вăл, сывлăшне çавăрмасăрах, — Вилюксен стутенси килнĕ. Эпĕ Вилюксем патне кайса курам-и?
— Халь килчĕ-и? — ыйтрĕ тĕпел кукринчен апат пĕçерекен амăшĕ.
— Халь килчĕ. Пар лашапа. Ямшăкĕ лапсăркка тăлăп тăхăннă. Пӳрте кĕрсе тăмарĕ, укçине илчĕ те каялла вĕçтерчĕ.
— Тин килчĕ пулсан, чăрмантарса ан çӳре, хĕрĕм. Вăл шăннă та пулĕ, килте калаçмалли те нумай-тăр.
— Çук, стутенсă шăнман вăл. Унăн та тăлăпĕ лапсăркка. Çуна çинчен анчĕ те тăлăпне йӳле ячĕ...
Турăш кĕтесĕнче кĕнчеле арласа ларакан аппăшĕ йĕрĕлчеллĕ йĕкине пĕтĕрме чарăнсах кулса ячĕ:
— Пирĕн Иркка пурне те курать вара. Каснă-лартнă хыпар хутаçĕ ĕнтĕ.
— Чăнах, аппа! Тăлăпне йӳле ячĕ те — тумтирĕ хура пуставран çав, умĕнче икĕ рет çап-çутă тӳме. Картузĕ какартлă.
Ку сăмахсене вара Иркка аллисемпе хăлаçлансах каларĕ.
— Ан чăрмантарса çӳре вĕсене, — терĕ амăшĕ.
— Анне, эпĕ пĕччен кĕместĕп. Хамăр кас ачисем пурте кĕретпĕр, терĕç.
— Ытти ачасемпе пĕрле пулсан, кĕрсе курах-çке, — килĕшрĕ амăшĕ.
Иркка пӳртрен вăркăнса тухрĕ.
Вилюксен тĕлне ачасем пухăннă. Пысăкраххисем те пур кунта, пĕчĕккисем те çитсе тăнă.
— Кĕрер-и? — ыйтаççĕ пĕр-пĕринчен.
— Атьăр, кĕрер...
— Çиленсен?
— Çиленмĕç...
— Вилюк амăшĕ пӳрте сивĕтетĕр тесен?
— Апла калас çук...
— Тӳмисем епле йăлтăртатса тăраççĕ, куртăр-и?.
— Эпĕ какартне те куртăм. Йăлтăртатать кăна!
— Мĕн вăл, стутенсă тени?
— Пы-ысăк шкулта вĕрĕнекене калаççĕ.
— Миçе хутлă вара вăл пысăк шкул?
— Пилĕк хутлă.
— Уй-уй-уй!..
— Вĕренсе тухсан тиек пулать-и вăл?
— Учитель пулмалла...
— Çук, Вилюксен Микули вăл Атăл урлă кĕпер хываканни пулать.
— Вăл чугун çул хываканни те пулать. — Атьăр, кĕрсе курар!
Вăтакас урамĕнчи ача-пăча пĕрин хыççăн тепри Вилюксен пӳртне кĕпĕрленсе кĕрет. Ачасен урисем айĕнчен раштав сивви шурă сурăх пулса явăнать.
— Вĕçĕ пулать-и? Ай, тур-тур! Пӳрте сивĕтсе яратăр-çке, мур ачисем! — тесе илет Вилюксен амăшĕ.
— Пурте кĕччĕр ĕнтĕ, — тет тин килнĕ ывăлĕ. — Вĕсен мана курас килет пулĕ-ха.
Чи юлашкинчен Иркка вăрт-варт кĕчĕ те алăк урати çинех вырнаçса тăчĕ.
— Мĕнле пурăнатăр, ачасем? Паян кунĕпех çырмара ярăнтăр пулĕ-ха? — ыйтрĕ Николай.
Ачасем, шыв сыпнă пек, пĕри те чĕнмеççĕ. Куçĕсене чарса пăрахнă та тĕлĕнмелле çын çине пăхса тăраççĕ. Чăнах та тĕлĕнмелле: стутенсă пиншакĕ çинче икĕ рет йĕс тӳме, сухалне хăй яп-яка хырнă, сивĕпе хĕрелнĕ пичĕ ытла та кăмăллă. Тутисем кăшт кулаççĕ, куçĕсем ачасем çине юратса пăхаççĕ.
Ачасем алăк патĕнче тĕршĕнсе тăраççĕ, пĕри те сăмах чĕнме хăймасть, сайра хутран хăш-пĕри, çăварне çанă вĕçĕпе хупласа, ӳсĕрсе илет.
— Мĕншĕн пĕри те чĕнместĕр-ха? — ыйтрĕ Николай амăшĕ, алăк патне пырса.
— Вĕсем пиччерен вăтанаççĕ, — пуриншĕн те пат тӳрĕ каласа хучĕ сĕтел хушшинче апат çисе ларакан вунă çулхи Вилюк.
— Вăтанмаççĕ вĕсем манран, акă халех шăкăлтатма пуçлаççĕ, — терĕ Николай, ачасем умне пуканпа шуса пырса. — Эсĕ мĕн ятлă-ха? — ыйтрĕ вăл малта тăракан чи пĕчĕк ачаран.
Пĕчĕк ача пысăк çĕлĕкне хăвăрт çеç хывса хул айне хĕстерчĕ те, Николай куçĕнчен пăхса;
— Хĕлле — Хĕлип, çулла — лĕпĕс! — терĕ.
Николай сасăпах кулса ячĕ. Ачасем те çăварĕсене хупласа хи-хик! тесе илчĕç.
— Ун пек урамра çеç мăшкăллаççĕ ăна, хăй вăл Хĕлип ятлă, — терĕ Хĕлипрен кăшт кăна пысăкрах ача, Николай çине пăхса.
Хĕлип, пăрланнă çăпатисемпе кĕптĕртетсе, ачасем çине çаврăнса пăхрĕ.
— Лĕпĕш урине каптăрма сырнă пулас, — юнашар тăракан Кĕтерука ерипен кăна калас тенĕччĕ Иркка, анчах кулса янипе хытах тухрĕ.
Ачасенчен урăх пĕри те чăтса тăраймарĕç, ушкăнĕпех хыттăн кулса ячĕç.
— Епле маттур ачасем! Анне, пăх-ха вĕсене: епле ăслă та типтерлĕ! Çаксене вĕрентме май пулсан, халăха кирлĕ çын мĕн чухлĕ пулĕччĕ: врач, учитель, инженер!.. Çапла çав. Пуппа вăрман улпучĕн ачисем çеç ирĕклĕн вĕренеççĕ.
— Эсĕ Атăл урлă кĕпер хываканни пулатăн-и? — кĕтмен çĕртен ыйтрĕ пĕр хĕрача, тутăр вĕçĕсене турткаласа.
— Кĕпер хываканни пулатăп...
— Чугун çул та хыватăн-и? — Николай каланине пӳлсе темиçен пĕр харăс ыйтрĕç ачасем.
— Чугун çул та хыватăп...
— Пирĕн ял çумĕпе хывăн-и чугун çул?
— Акă, анкартисем хыçнех чугун çул хывăпăр.
— Вара пирĕн анкарти хыçне станци тăвасчĕ...
— Эх, чугун çул тухса курнă пулăттăмăр...
— Тухса курăр-çке. Микула, апат сивĕниччен ларса çи-ха. Ачасем, эсир татах килсе куратăр акă. Халĕ аннӳсем патне кайăр ĕнтĕ, — терĕ Тарук аппа.
Чи хыçалта тăракан Иркка Тарук аппа каласа пĕтеричченех алăка уçрĕ те вĕлт çеç турĕ, ун хыççăн пурте пĕрне-пĕри тĕрткелесе тухрĕç. Чи хыçалти Хĕлип алăка хупма вăй çитереймерĕ. Тарук аппа чупса пырса алăка хупрĕ.
— Хĕлле — Хĕлип текенни кам ачи пулчĕ çав? — ыйтрĕ Николай амăшĕнчен.
— Ямшăк Михали ачи.
— Тата сар тутăрлă хĕрача камсен?
— Ирккана та паллаймастăн-çке эсĕ, — терĕ шăллĕ.
— Камсен Иркки?
— Кӳршĕ Станук Макçин хĕрачи вăл, — терĕ амăшĕ.
— Лисук йăмăкĕ апла?
— Лисук йăмăкĕ çав. Епле паллаймарăн?
— Лисук пек мар та...
— Аппăшĕ пек мар çав. Лисук вăл çаврака питлĕ, çап-çутă та сап-сарă, сар чечек пек илемлĕ. Йăмăкĕ тĕттĕмрех. Тата, мĕн-ха, Макçин, унăн, питĕ пысăк хуйхă пулчĕ.
— Мĕн апла?
— Тăватăм кун каç лашине вăрласа кайнă.
— Витеренех-и?
— Витерен. Сăлăп янине пăрнă та лашине вара, тăватă урине çăпата сыртарса, пахча витĕр çавăтса тухнă. Çул çине тухсан — тахăш еннелле кайнă: çул çӳрен пурте çăпаталлă.
— Пысăк инкек апла Макçи пиччен...
— И-и, пысăк пулмасăр. Пĕр ят çĕрĕпе пурăнакан çынна лаша илесси питĕ йывăр ĕç вăл.
— Халĕ те пĕр ятпах пурăнать-и?
— Пĕр ят анчах. Çĕр валеçнĕ вăхăтра ывăлĕ çуралайманччĕ. Верукне вара вун улттăрах качча парса ячĕ.
Ялти пурнăç çинчен калаçса, Тарук сĕтел çине апат хатĕрлерĕ. Пысăк çатма çинчи хуплăва тăватă пая касса хучĕ.
— Çи-ха, çи, Микулай, сысна какайĕнчен турăм ку хуплăва. Хулара капла пĕçермеççĕ пулĕ. Кил-ха, сăра ĕç. Кăна раштав ячĕпе пылпа тунăччĕ.
— Анне, эсĕ мана хăнана сăйланă пек сăйлатăн.
— Ара, хăнаран та хăна халь эсĕ. Пирĕншĕн сан пек кĕтнĕ хăна пулма та пултараймасть. Виçĕ çул килсе курмарăн-çке.
— Ан ӳпкеле, анне. Вăхăт пулмарĕ. Вĕренме укçа кирлĕ, укçине ĕçлесе илес пулать. Эсир мана пулăшаймастăр. Хăвăр та аран-аран пурăнкалатăр.
— Инкек-мĕн сиксе тухмасан, хамăра хамăр пурăнкалăпăр-ха. Çав Макçин пек хурлăх сиксе тухсан вара... Лашана вăрласа каясран кашни çĕр чĕрем вырăнта мар. Ахаль те ури ялтах та...
— Çав Варлам хăйĕн кукăр алăллă ĕçне пăрахмасть иккен?
— Пăрахма-и? Пĕтĕм яла хам куçăмран пăхтарăп, пурне те хам тарçă тăвап, тесе мухтанать. Çемен мĕн курчĕ-ха ĕнтĕ: пĕрин хыççăн теприне, икĕ лашине те вăрласа кайрĕç. Чухăнлăх пусарса çитерсен, Варлам тарçи пулмах лекрĕ. Халĕ ĕнтĕ Макçие хĕсĕрле пуçларĕ.
— Атте килеймерĕ-çке. Халăх халĕ те саланман-и вара?
— Саланман. Эпир çырмаран ярăнса таврăннă чухне питĕ кĕрлетчĕç, хурал пӳртĕнче питĕ хытă харкашаççĕ пулмалла, — терĕ Вилюк.
— Ял халăхне кайса курам-ха.
— Эй, ан чăрманса çӳре, Микулай. Хăрăмĕ унта, тĕтĕмĕ...
— Эпĕ халех таврăнатăп.
Николай шинельне тăхăнчĕ те урама тухрĕ.
Хĕвел анса ларни нумаях пулмасть — тĕттĕмленме те ĕлкĕрнĕ. Хура тӳпере сиввĕн те вичкĕн йăлтăртатакан çăлтăрсем пăч-пач курăна пуçларĕç. Чӳречесенчен ӳкекен хĕрлĕрех çутă шурă юра кĕрен сăн кĕртет. Шартлама сивĕ сывлăшра шăтăрт та шăтăрт ура сасси таçтанах илтĕнсе тăрать. Кашни пӳрт, кашни хӳме, кашни йывăç Николая ача чухнехине аса илтерет. Çак урамсемпе çырмасенче Николай юлташĕсемпе пĕрле пилĕк таран йĕпенсе пăрланичченех конькипе ярăннă. Нумай чупса çӳренĕшĕн амăшĕ ăна вăрçатчĕ те пăрланса ларнă тумтирне кăмака çине типĕтме çакатчĕ. Ирпе, çутăлса çитичченех, тумлантарса шкула ăсататчĕ. Шкул кӳршĕри ялтаччĕ, Николайсен ялĕнчен пилĕк çухрăмра. Николай утса мар, чупса каятчĕ, пĕчĕк ещĕкре вара ручкипе кăранташĕсем шăкăр-шăкăр калаçса пыратчĕç. Ывăнарах çитсен вăл, хулленрех утнă май, юр çине патак вĕçĕпе хăйĕн ячĕпе хушаматне çыра-çыра хăваратчĕ.
Ачалăха аса илнĕ чух çутçанталăк ума яланах илемлĕн тухса тăрать. Çулла çумăр чашкăрса иртмессерен, асамат кĕперĕ карăннă пек, хĕллехи шартлама сивĕре те виçĕ хăлхаллă хĕвел илемлĕн туйăнать. Ача чухне вучахра пĕçернĕ юман йĕкелĕ те çав тери тутлă пек, чĕлхе çинче кĕрпекленсе ирĕлнĕ пек, халĕ те тăрана пĕлми çимелле пек туйăнать. Ача чухнехи кунсен тĕркĕшĕвĕсенчен чи хитрисене çеç чĕрере хăварас килет, ыттисене, кăмăла хуçаканнисене, çӳп-çап пек, асран кăларса пăрахас килет, вара ача чухнехи пурнăç, ĕмĕт-шухăшсемпе тĕрленсе, тĕлĕнтермĕш юмах пек пулса тухать. Кĕрхи çумăр айĕнче, хĕллехи сивĕре тăр-тăр чĕппи тытнине, çĕнĕ тырă умĕн выçă ларнине Николай айккине тăратса хăварать — çĕр çинче хăйне мĕскĕне хурас килмест.
Вăл, ача чухнехи пĕр юрă кĕввине аса илсе, илтĕни-илтĕнми шăхăркалать те, мĕн иртсе кайни каллех унăн шухăшне хупласа илет. Николай ăста вĕреннĕ. Арифметикăпа физикăна уйрăмах аван пĕлнипе учительсене те, инспекторсене те тĕлĕнтерсех яратчĕ. Анчах, ялти ултă çул вĕренмелли шкула пĕтерсен, малалла вĕренес ĕмĕчĕ татăлчĕ. Çуркунне. Илемлĕ кăвак тӳпере пĕр пĕлĕт татăкĕ те çук, хĕвел кăмăллăн çутатса, пĕтĕм чĕрчуна ăшăтать. Сайхах тăрринче çĕклем пек ыраш улăмĕ çинче выртакан Николайшăн анчах тĕнче илемĕ кайнă, унăн сивĕ чĕрине хĕвел те ăшăтаймасть. Вăл хăйĕн малалла вĕренес çулĕ татăлнине пĕлнĕренпе çĕрле те куç хупман, çынсене те сăмах чĕнес килмен, тантăшĕсемпе те выляма кайман.
— Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ, ачам? Пире турри çапла хушнă, — тесе лăплантарма пăхнă амăшĕ, — атте-анне те, асатте-асанне те çырусăр ĕмĕр ирттернĕ. Пирĕн те иртсе пырать, санăн та çаплах иртсе кайĕ.
Сăмахсем ачине мар, амăшне хăйне те йăпатма пултарайман. Вăл пĕччен чухне, таçтан кĕтмен çĕртен шанчăк сиксе тухасса ĕмĕтленнĕ пек, ачи валли пĕр кĕпе çĕлерĕ, çурхи кăчкă çăмĕнчен пӳрнескеллĕ алсиш çыхса хучĕ. Хăйĕн ăшĕ çуннине амăшĕ темле пытарсан та, Николай ăна сиснĕ.
Николай хуйхине епле пулин те пусăрăнтарас тесе лупас çинче выртнă чухне, вĕсен хапхинчен кĕтмен çĕртен кăвак сухаллă ватă инспектор пырса кĕчĕ. Вăл кĕлет умĕнче ларакан Николай ашшĕ патне пычĕ те унпа пайтахчен калаçса ларчĕ.
— Сирĕн Николая вĕрентесех пулать, — терĕ вăл юлашкинчен.
— Вĕрентесчĕ те, укçа çукки кастарать, — терĕ ашшĕ. Пысăк çын умĕнче хăйĕн чухăн пурнăçĕ çинчен калани ăна вăтантарчĕ пулас: вăл пуçне лаштах усрĕ...
Инспектор сиксе тăчĕ, икĕ аллине хыçалалла тытса, уткаласа çӳреме пуçларĕ:
— Сире савăнма турă ăслă ача панă, — терĕ вăл, — ун пек ача сайра çуралать. Эсир ăна вĕрентсе тертленнĕ чух пĕр тенкĕ парсан, кайран сире вăл пин тенкĕ парĕ. Сире кăна-и? Халăха ăслă çынсем, хуйхă-суйхăллă пурнăçра вăй пĕтсе çитнĕ чух утма туя тыттаракансем, шанчăк паракансем кирлĕ. Ăнлантăн-и?
— Пĕлетĕп те-ха, ырă çыннăм, терт килнĕ чух терменĕм çук, — терĕ ашшĕ, хăй темле пысăк айăпа лекнĕ пек, инспектор çине пăхса илчĕ те каллех пуçне усса сăмахне тăсрĕ. — Пĕртен-пĕр лашам та ĕнем пур. Вĕсене сутса ярсан, пĕтрĕ вара пурнăç.
— Николая аван вĕреннĕшĕн манран парне, — терĕ инспектор, пиншак кĕсйинчен хăвăрт тем кăларса.
— Ан таткаланăр, ырă çыннăм, — терĕ ашшĕ, илесси килсен те илменçи пулса.
Николай ашшĕн ал тупанĕ çинче çап-çутă ылтăн укçа-йăлтăртатнине асăрхарĕ.
— Çулĕ йывăр та телейлĕ пулĕ, — терĕ инспектор, Николай ашшĕ аллине чăмăртаса. — Ман каймалла.
— Пӳрте кĕрсе тухăр. Çăмарта та пулин тутанăр, — терĕ ашшĕ, унпа юнашар утса.
— Тепре килсен, — терĕ инспектор, вĕрлĕк хапхана чĕриклеттерсе уçса хупнă май.
— Хапхан тăпси тутăхнă, шăрчăк пек юрлать, — терĕ ашшĕ ним калама пĕлмен енне.
Инспектор кайсан, Николай амăшĕ сиксе тухрĕ шăппăн пăшăлтатма пуçларĕ:
— Эсĕ мĕн, ăсран тайăлтăн-и?
— Ма вара?
— Эпĕ, яту тумлă çын пӳрте кĕресрен шикленсе, кăмака хыçĕнче ларатăп. Эсĕ пур...
— Мĕн пулчĕ?
— Пӳрте кĕрсе тухма чĕнетĕн тата...
— Кĕрсен, питĕ аванччĕ...
— Ах, тăр ухмах... Ун пек чаплă çынна епле пăхма пĕлмелле!
— Ан лăрка-ха уссăра, карчăк, — терĕ ашшĕ, Тарук патнерех пырса, — кайса ларар-ха, канашлар.
— Мĕн канашĕ тата?
— Микулай пирки.
— Эпĕ леш çын каланине ылтăн пĕрчĕ суйланă пек тимлĕ итлесе тăтăм, — терĕ арăмĕ. — Микулая куккăшĕ патне, Хусана, ăсатас пулать. Ун ачи-пăчи çук. Пристаньре, тен, Микулай валли те ĕç тупса парĕ. Ĕçлетĕр кĕркуннеччен, укçа тутăр.
— Микулай! — тесе кăшкăрчĕ ашшĕ.
Николай, юнтармăш ятне илтес мар тесе, лупас çинчех выртрĕ, ашшĕпе амăшĕ пӳрте кĕрсен çеç унтан анчĕ, нимĕн те илтмен-пĕлмен пек пулса, нăкăт хуллинчен тунă шăпăр илчĕ те килкартине шăлма пуçларĕ. Шухăшсем малалла та малалла вĕçрĕç. Хусана çитрĕç, вара Питĕре те куçрĕç...
Шухăша вĕçме чаракан пĕр сас-чӳ те пулман, çавăнпа Николай хурал пӳрчĕ патĕнчи тарăн кĕрт патне çитичченех иртсе кайнисене аса илсе пычĕ.
2
Ĕлĕкренпех хăратса тăрать çынсене хурал пӳрчĕ. Акă, унăн пĕчĕк чӳречисенчен юр çине çутă тăваткаллăн ӳкет. Çав тăваткалта лапсăркка пуç мĕлки пур. Вăл çăварне татти-сыпписĕр уçса хупнипе хурал пӳртĕнчи шав çав мĕлке çăварĕнчен тухнă пек туйăнать. Николай хурал пӳрчĕ çине мар, мĕлке çине тĕлĕнсе пăхать: ун çăварĕ çаплах уçăлать те хупăнать, сухалĕ пĕрре каçăрлать, тепре усăнать.
— Мĕлкинчен палласа илейĕп-ши-ха? — хăй ăшĕнче куларах шухăшларĕ Николай.
Мĕлкен мăйăхĕ патне хура алă пычĕ те сиккеленме-тытăнчĕ, çăварĕ çаплах мĕкĕл-мĕкĕл тăвать.
— Мăйăхне пĕтĕрет иккен, — шухăшларĕ Николай. — Кам вара ку, текех палкаканскер?.. Чиркӳ старости Муçук-çке, — палларĕ те вăл хурал пӳрт алăкĕ умне пычĕ, кантраран тунă хăлăпне туртса, алăка çухăртса уçрĕ.
Йӳçсе пăнтăхнă вĕри сывлăшпа тапак тĕтĕмĕ çухăрашса харкашакан сасăсемпе пĕрле пĕтĕм алăк анлăшĕпе тапса тухрĕ, раштав сиввин пĕр шурă путекне те аялтан. шăвăнса кĕме памарĕ, каялла тĕртсе кăларчĕ. Çăра йӳçенкĕ сывлăш Николай пырне ларчĕ, куçне касма пуçларĕ. Хурал пӳрчĕн пĕренисем те, маччи те çĕр кăмрăкĕ тĕслĕ хăрăмпа витĕннĕ. Лутра кăмака çине, тĕпелти, тăрăхла сак çине, урайне çынсем ларса тулнă. Николай кĕнине курсан, кăткă йăвине шыв сапнă пек, пурте пĕр харăсах лăпланчĕç, чĕлĕм паккани, хутран-ситрен хăйăлтатса ӳсĕрни кăна илтĕнчĕ.
— Аван-и, сывă-и, ял халăхĕ? — терĕ вăл, аллине картузĕ çумне салтакла тытса.
Çынсем хускалса илчĕç, пуçĕсене сăвăр пек çĕклесе пăхакансем те пулчĕç, анчах сăмах чĕнекен тупăнмарĕ, хăйсем пурте усал ĕçе пухăннă пек пулнинчен шикленчĕç.
— Сан ывăлу мар-и ку? — Петте хăлхинчен пăшăлтатса ыйтрĕ Станук Макçи.
— Аçа çаптăр! Ара, Микула, эсĕ мар-и? — çухăрса ячĕ Ямшăк Михали, урайĕнчен яштах сиксе тăрса.
— Эпĕ-çке...
— Эпир, пуслăх чăх пăсараран хăранă пек, сехреленсе ларатпăр, — терĕ çынсем хушшинче кукленсе ларакан Станук Макçи, ура çине тăрса. Вăл Николая алă пачĕ. — Çутă тӳмерен хăрама вĕреннĕ эпир, Микулай Петрович, çавăнпа чĕмсĕрленсе ларатпăр.
Пĕри тĕпелти сак çинчен тăчĕ те хăмана сăхман аркипе шăлса илчĕ:
— Лар, Микулай Петрович! — терĕ вăл янăракан сасăпа. — Пире тĕнче хыпарне каласа пар!
Хурал пӳртĕнче вырăнтан хускалма та май çуккипе Николай пурне те алă тытса тухаймарĕ. Халăх шавлама тытăнчĕ:
— Нимĕçе çĕнтеретпĕр-и, е вăл пире çĕмĕрсе тăкĕ-ши?
— Хресченсене çăмăллăх килĕ-ши?
— Хулара рабочисем пăлханаççĕ, тет, мар-и?
— Саккун урати çĕрмен-и, тайăлман-и унта? — такама йĕкĕлтенĕ пек ыйтрĕ пĕр çамрăк сасă.
— Санăн, ăçтиçук, ăсу тайăлман-и унта? — пыр тĕпĕпе кăшкăрса илчĕ кĕтесри сак çинче ура явса ларакан Варлам. Унăн çăра куç харши айĕнчи куçĕсем йĕп çине тирнĕ пек çаврăнса илчĕç.
— Варлам, эсĕ сывлăша ан варала! — кăшкăрса каларĕ паçăрхи.
— Сана ташлаттарăп-ха! — терĕ Варлам.
— Мана ташлаттараймăн! Эпĕ хăрах урана вăрçăра хăварнă, — терĕ леш сас.
«Паллах ĕнтĕ, ĕлĕкрех те халăх Варлама курайман, — шухăшларĕ Николай, — анчах хăйĕн çунса тăракан çиллине ăшĕнче тытнă, «вăйлипе ан хирĕç, пуянпа ан тавлаш!» тени юман пĕренене çапса лартнă пăта пек çирĕп тăнă. Нумай вăхăт пухăнса пынă хăрушă та хаяр çилĕ вăрçă вăхăтĕнче чĕрене тулса çитнĕ, тапса тухма тытăннă. Ял пĕр çулпа пымасть, икĕ еннелле уйрăлса кайнă; икĕ ен пĕрне-пĕри шăла шăл тăраççĕ, пĕри теприн çине сиксе ӳкме, лапчăтса лартма хатĕр».
Кăмака хыçĕнче тăракан çын Варлампа харкашнă хушăра чиркӳ старости Муçук, вăрăм урипе чармакланса, урайĕнчи çынсен пуçĕсем урлах тĕпеле иртрĕ, ларма вырăн пулман пирки Варлам умне пырса тăчĕ.
— Çын урлах çӳрет турă кайăкĕ, тăрна ура, — мăкăртатса илчĕ пĕри.
— Унăн турри кунтах... хăй умĕнче, — каласа хучĕ тепри, вара унта-кунта ихĕлтетни илтĕнчĕ.
— Хурал пӳрчĕ халĕ çăмарта пекех, — терĕ пĕр сас, — шурă шĕвекĕ эпир, сарă шĕвекĕ лешсем, тĕпелтисем. Христус тура хушнипе Муçук çăмарта сарри пуласшăн.
Чăнах та, халăх кунта та икке уйрăлнă. Тĕпелти сак çине Варлам, староста, Сутанасăр Палюк юнашар вырнаçнă. Тихха, виç-тăватă пĕрчĕ сухалне каçăртса, вĕсен умĕнче ура хуçса ларать.
Николая йӳçĕ тĕтĕмри шăплăх йăлăхтарса çитерчĕ, халăха хускатса ярас шутпа вăл:
— Эсир паян мĕн канаш турăр, халăхпа пухăнса? — тесе ыйтрĕ.
— Ял пысăк, ĕç нумай, — терĕ ял старости Сутанасăр Палюк.
— Питĕ кĕрлеттĕрччĕ эсир, — терĕ каллех Николай.
— Хамах каласа парам-ха, — терĕ Макçи. — Шăв-шав кунта, Микулай шăллăм, ман пирки тухрĕ.
Николай ыйтăвĕ йӳçме чарăннă кăвас чĕресне çĕпре янă пекех пулчĕ: халăх чашкăрма, пăшăлтатма, ларнă çĕрте хускалма тытăнчĕ.
— Ман лашана вăрласа кайрĕç. Эпĕ халăхран пулăшу ыйтрăм — кĕркунне тавăрса панă пулăттăм. Ман пирки тĕр-тер хускалчĕ, — татса каларĕ Макçи.
— Мĕн кĕрлемелли унта: инкек килнĕ чух пулăшма мăкаçей кĕлетĕнче тырă яланах пур, — терĕ Николай.
— Эпĕ калам-ха, — сак çинчен сиксе анчĕ староста, — вăрçă-харçă вăхăтĕнче куланай ĕнсене питĕ хырать. Эпир мăкаçей тыррине пули-пулми çара пакартана параймастпăр.
— Кам çара пакарта? — çухăрса ячĕ пĕр сасă.
— Эсир пурте çара пакарта! — терĕ староста, анчах урайĕнчи халăх ура çине тĕкме пек сиксе тăнине курсан, вăл каялла сак çине кайса ларчĕ.
— Пире кам çаратрĕ? — терĕ паçăрхи кăмака хыçĕнчи сасă. — Вăрçă вăхăтĕнче пирĕн йĕтемсене мăян пусса кайрĕ, çавасем тутăхрĕç. Эсир пирĕн çĕрсене туртса илтĕр. Пуянсен шалчи тулĕ-ха!.. Тĕрĕс каларĕ тесе аса илĕр-ха. Тупата, аса илĕн, Варлам!
— Мăкаçей кĕлетне уçас, Макçине тырă парас, — тесе хучĕ Николай.
— Тӳмӳ çутă тесе, эсĕ кунта ан вĕрент. Сан патна ăс илме кивçене пымăпăр. Мăкаçей кĕлечĕн уççи ман алăра, çичĕ чул айĕнче, — терĕ староста, хăй хуçа иккенне пĕлтерме икĕ аллине хĕреслетсе кăкăрĕ çине хучĕ.
— Сирĕн чеелĕхĕр юр çинчи хăрăм пек паллă. Варлампа иксĕр мăкаçей тыррине çуркунне хаклă хакпа сутатăр та кĕркунне, тырă йӳнерех чухне, хуратăр, — терĕ леш кăмака хыçĕнчи сасă.
Халĕ ĕнтĕ темиçен пĕр харăс çухăраççĕ, сасăсем авăрти шыв пĕтĕрĕнсе çаврăннă пек кĕрлесе тăраççĕ — кам мĕн каланине уйăрса илме те çук.
— Ĕмĕртен çапла пырать, ĕмĕртен.
— Уççи хăйсенче!..
— Вăрă аллинче! — хытă кăшкăрса хучĕ пĕри.
— Кам вăрă? — сиксе тăчĕ Варлам. Авăра ӳкнĕ йĕппе тупаймăн, кăшкăрнă сасса акăш-макăш кĕрлевре паллаймăн.
— Тăрлавсăр эсир! Пуçăрсем шăтăк, ăвăспа сапламалла! — ура çине сиксе тăрса çухăрчĕ Муçук. — Хăвăр пурăнма пĕлместĕр, айăпне çын çине йăвантаратăр.
— Епле пурăнма пĕлмелле, йĕри-тавра эсир хĕссе пыратăр пире, — хирĕç хар чĕнчĕç темиçен.
— Кам хĕсет сире? Эсир турă умĕнче айăплă. Чиркĕве çӳреместĕр. Турă пĕлет вăл кама тĕллемеллине.
— Апла мана мĕншĕн тĕллерĕ-ши? — çиленсе кайрĕ Станук Макçи.
— Турра кĕлтумастăн, çынна хисеплеме пĕлместĕн... Кăррăн пăхса çӳретĕн.
— Тупăннă турă çынни, пĕр тӳр пилĕк, — шăлне çыртса каларĕ Макçи. — Пĕлĕтрен сиксе антăн-и?
— Акă епле палкать вăл! — çухăрчĕ Муçук, сухалне чĕтретсе.
— Турри ăна тĕрĕс каланăшăн тĕлленĕ апла? — чăтаймасăр каласа хучĕ Николай.
— Турă тĕллевĕ. Унтан иртеймĕн... Николай çилли капланса килчĕ:
— Асту-ха, турă çынни! — терĕ вăл, Муçук çине йĕрĕнсе пăхса. — Эпир, ачасем, выртмара чухне сана лаша вăррипе тытрăмăр, кĕтӳçсемпе пĕрле эпир те ĕнсерен парса илтĕмĕр. Ун чухне эсĕ чĕркуçленсе ӳкĕнтĕн: «Мана Варлам хушрĕ», терĕн. Санăн турру ăçтаччĕ: пĕлĕт çинче урине усса ларатчĕ-и е Варлампа пĕрле эрех ĕçетчĕ?
— Суя! — кăшкăрчĕ Муçук.
— Эсĕ ху суя! Пĕтĕм ял пĕлет те, шарлама хăрать. Эсĕ яланах Варлам хыçне пытанса тăратăн, Варламу сан турру хыçне пытанса хура ĕçсем тăвать, — терĕ Николай.
Хăйне такам айккинчен тĕртрĕ, ку ĕнтĕ малалла тем те пуласса пĕлтерчĕ. Чăнах та, Муçук мĕнле çын иккенне пĕтĕм ял пĕлсе тăрать, анчах нумайăшĕ илтмен-пĕлмене пенĕ, çавăнпа Николай каласа хуни хурал пӳртне чăл-пар çурса ярас пекех кĕрлеттерчĕ.
Сывлăш хускалнипе мăчăлти лампăн чĕлхи сиккелет. Тĕпелти сак çинче ларакансем те, Варлам та, ун майлисем те сиксе тăнă, алăк патĕнчисем хушшинче пушă вырăн тăрса юлчĕ — ĕмĕрлĕхе тупа туса килĕшми чăмăртаннă икĕ ен пĕр-пĕрин çине сиксе ӳкме хатĕр.
Варлам, пăчăхса çитнипе, хура пуставпа туллатнă кĕрĕкне йӳле ячĕ, кашкăр тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕкне хул хушшине хĕстерчĕ; кăшкарла кастарнă хура та çăра çӳçĕ йĕпеннĕ çамки çине пайăркан-пайăркан усăнса аннă, шăрçан-шăрçан тар пăчăртанса тухнă. Вăл куçĕн аялти хупанки чĕтреннине сисме пуçларĕ, çиллине шăнараймасть, сылтăм аллине чăмăртаса сулса илет те кăшкăрса ярать:
— Петте тăмана килĕнче хурчка çуралнă, атьсемĕр!
— Эпĕ тăмана-и? — ыйтать Петте.
— Тăмана!
— Тăмана пулса, сан чăххуна тытрăм-и?
— Санăн ывăлу стутенсă.
— Пултăр! Сана чарать-и? Сан укçупа вĕренмен!
— Мана мĕн! Вăл пĕтĕм тĕнчене, патшалăха ӳпне-питне йăвантарасшăн, бунтă кăларасшăн. Тăмана хурчки чăхха мар, патшана тапăнасшăн. Илтрĕр-и, халăх!
— Илтрĕмĕр. Хамăр та пĕлетпĕр! — терĕç Варлам майлисем.
Урăх никам та чĕнекен пулмарĕ. Чылай вăхăт пӳрт шăп тăчĕ, пĕрене çурăкĕсенче таракансем чăштăртатни илтĕнсе кайрĕ.
— Петте ачи турăпа патшана хирĕç пынине эпĕ тахçанах илтнĕ. Кунта та Питĕрти пек хăтланасшăн. Çук, ачам, кунта иртĕхме ирĕк памăпăр, кунта эпир пур, ял хуçисем. Тытас та çыхас, вулăса ăсатас! Ярса ил ăна, халăх! — терĕ Варлам, пуçĕ çине çĕлĕкне лап тăхăнса лартрĕ те хăйне майлисем хыçне кайса тăчĕ.
Никам та хускалакан пулмарĕ. Муçук халăхран шикленнипе çĕлĕкне çамки çинерех антарчĕ те куç айĕн пăхрĕ.
Типшĕм, вăрăм алăллă Тихха, Николай умне пырса тăрса, çинçе те нăйкăшакан сасăпа каларĕ:
— Шăллăм, пирĕн яла инкек ан кăтарт. Тӳре-шара тустарĕ пире саншăн, аллуна ырăпах çыхтар, шăллăм! Пирĕн ялта бунтă кăларма юрамасть. Эпир лăпкă халăх
— Ан тĕкĕн, йĕрĕнчĕк! — кĕрсе тăчĕ пĕр йĕкĕт Тиххапа Николай хушшине, вăл икĕ аллине те чăмăртаса Тиххан сăмси патне юнаса илсе пычĕ: — куратăн-и çакна, Варлам сĕркки! — терĕ те, сулмаклăн тĕртсе, Тиххана чикелентерсе ячĕ, лешĕ вара вĕçнĕ пек турĕ те пушанса юлнă сак урлă каялла вирхĕнчĕ, икĕ çăпати анчах кăна çӳлелле каçăрăлса тăчĕç.
— Эсĕ пире Çĕпĕрпе те сăнчăрпа тек хăратаймăн. Сире хăвăра мăйран чул çыхса Атăла ямалла! — терĕ йĕкĕт, Николая сарлака хулĕсемпе хупăрласа.
Муçук, тухса шăвăнас тесе, ерипен алăк патне пычĕ.
— Çул парăр-ха, тăванăмсем!
— Лар тĕпелте саркаланса! — терĕç темиçен. Муçук хăйне чышса ярасса кĕтмерĕ, тăсăлса выртакан Тихха çумне кайса ларчĕ. Тĕпелте çухăрашни илтĕнчĕ:
— Акă хайхи, акă епле!
— Пуçланчĕ бунтă тамаши! Сасартăк такам ламппа лап сӳнтерчĕ.
— Ишмек пуçланать, Микулай, тухса шăвăнас, — терĕ шăппăн Николай хăлхи патĕнче пĕр çын, вара ăна аллинчен ярса тытрĕ те алăк патнелле сĕтĕрчĕ. Такам алăка шалтăртаттарса сăлăп хучĕ, тепри çав сăлăпа тытса илсе питĕрекене пуçран пачĕ.
Хурал пӳртĕнче тĕркĕшӳ пуçланчĕ. Николай хăйне йĕри-тавра тĕкме пек çын ушкăнĕ çавăрса илнине, çав çын унки ăна тулалла сĕтĕрсе пынине туйса илчĕ, пӳрте кĕрсе кайма туртăнакан сывлăша çапăнса, пăчă пӳртрен тухса сирпĕнчĕ. Хурал пӳртне каллех сăлăп хучĕç.
Николайпа пĕр ушкăн хресчен çул çине те тухма ĕлкĕрейменччĕ — хурал пӳртĕнче çухăрашу тапранса кайрĕ...
— Хăвăртрах утар. Ишмеке хăйсем туччăр.
— Ырăпа хăтăлтăмăр паян. Астăватăн-и, хăта, тăватăм çул-и çав пĕр учителе ним маршăн Ишмекре кăнтса пăрахрĕç.
— Çапла, айăплине шыра та туп вара: такам пуçлаканĕ, такам çапаканĕ, такам çутта сӳнтерекенĕ. Стăнавуй килсен те, Варлам яланах таса.
Хурал пӳрчĕн пĕчĕк чӳречи чăнкăртатса ванчĕ. Такам пыр тĕпĕпе йынăшса çухăрни, «хурах!» кăшкăрни чӳречерен тухрĕ те йăмрасен тăррисене те хускатман лăпкă сывлăшра янăраса кайрĕ.
— Камăн пăчăр тĕкне татаççĕ, унта? — терĕ пĕри, чарăнса тăрса.
— Атя, утар! — терĕ тепри, лешне сăхман çаннинчен ярса тытса. — Турă çынни çухăрать пулас.
— Çăва патне кайтăр-ха Муçуку-муру... Микулай Петрович, каласа пар пире Питĕр хули çинчен. Пирĕн пата хыпар-хăнар хăвăрт çитмест, çуран утать. Халăх хушшинче темле сас-хура та пур: патша персе ӳкмелле, хресченсене çĕр памалла, Варлам пеккисен шăпи тулмалла тесе калаçаççĕ, — терĕ Макçи, Николайпа юнашар утса пырса.
— Кунта пурте хамăр çынсем, — терĕç темиçен. Тĕнче халĕ вĕресе тăрать, халăх çилли тулса çитнĕ, патшана та, улпута та, пур муллă йĕрĕх-ярăха çĕклесе çапма хатĕр, — пуçласа ячĕ Николай сăмахне.
Ушкăн Николай сăмахне итлес тесе урампа ерипен утса пычĕ, вĕсен тĕлне те çитсе тăчĕ. Сăхманлă-çăпаталлă халăх, шăннипе ура çинчен ура çине сиккелесен те алсишĕсене çапа-çапа тăрсан та, саланса каясшăн пулмарĕ. Кун пек çын, Питĕрте пурăнаканскер, вĕсемпе нихçан та калаçман. Ку хамăр ял çынни, ун сăмахĕ тĕрĕсех ĕнтĕ; апла патша ӳкетех пулĕ, хресчене çĕр параççех пулĕ, Варлам пеккисене хирме вăхăт çитĕ.
Хăй тавра пухăнса тăнă хресченсене Николай Питĕр хулинчи рабочисем çинчен каласа пачĕ, хăй заводсенче практикăра пулни çинчен, кĕперсем тума вăрçа кайса, унта салтаксен шухăш-кăмăлне пĕлни çинчен каларĕ.
— Шăнма пуçларăмăр-çке, — терĕ Николай ашшĕ.
— Çанталакĕ сивĕ те хыпарĕ вĕри, — терĕ тепри.
— Çавах та, саланмалла... Микулай Петрович, эсĕ ыран пирĕн пата пырса лар-ха, — терĕ виççĕмĕшĕ.
— Эпĕ те кĕтетĕп, ман кăмăла та ан хăвар, — терĕ Ямшăк Михали.
— Мана та ан тирке! Пырса кур! — терĕç ыттисем.
— Çитсе курăп-ха, — терĕ Николай, пурне те алă тытса.
Çынсем чылаях аякка кайнă пулин те, ури сассисем хăлхара чăкăртатса тăраççĕ. Çанталăк сивĕ. Кăн-кăвак тӳпене кĕленче куçлă çăлтăрсене тирсе тухнă пекех туйăнать. Чӳречесем çутта лапкипех кăлармаççĕ, хăйчикки çути ачасем вĕрсе ирĕлтернĕ шăтăксенчен сарă вĕрен пек тăсăлса урама ӳкет — хĕрсемпе хĕрарăмсем хĕрсе кĕнчеле арланă вăхăт. Урамра виççĕн кăна тăрса юлчĕç: Николайпа ашшĕ тата вĕсен кӳрши Станук Макçи.
Макçи тахçанах ĕнтĕркесе çитнĕ, ăна ура тупанĕнчен пуçласа пуç тӳпине çитичченех сивĕ витнĕ, анчах вăл хăйĕн хуйхине тепĕр хут каласа парса пулин те лăпланасшăн, унсăрăн килте те çĕр хута ыйхи килес çук.
— Эппин сана, Макçи пичче, Варлам тарçа илесшĕн? — ыйтрĕ Николай.
— Пĕлтĕртенпех чĕнет, курмассерен аса илтерет. Эпĕ сĕтел-пукан тума ăста çын. Варлам хăй завод манерлĕ япала тăвасшăн.
— Мĕне кирлĕ ăна мастерской, вăл ахаль те пуян...
— Куçĕ нӳхреп пек, тăранмасть. Çатрари пуçани хăйĕнчен иртесрен хăрать. Пуçани сĕтел-пукан тăвакан мастерской уçрĕ те питĕ пуйса кайрĕ.
— Начар тӳлесрен шикленсе каймастăн-и?
— Уншăн та мар... Манăн усал çынна пăхăнса пурăнас килмест.
— Атте, — терĕ Николай, ашшĕ еннелле çаврăнса, — Макçи пиччене пулăшас пулать сан.
— Ара, ачам... Хамăн та ытлашши выртаканни çук-çке. Укçа тенине тăм чӳлмекре лартса ӳстереймĕн.
— Ытлашшинчен мар эсĕ, хăвна кирлинчен катса пар... — терĕ Николай.
— Манăн, — терĕ Макçи, — çур лашалăх пур... Эпир Лисукпа иккĕн калаçса татăлтăмăр: эпĕ ăна пустав туллатнă кĕрĕксĕрех качча паратăп, тăкакне те чакаратăп...
Николай чĕринче темле йĕп чиксе илнĕ пекех пулчĕ.
— Ир паратăн хĕрне, Макçи пичче...
— Пĕр ят çĕрĕпе пурăнса хăшкăлтăм. Кайтăр ĕнтĕ. Варлам ывăлĕ ăна иртсе çӳреме памасть, кулма та мăшкăллама анчах пăхать.
— Юратса каять пулĕ?
— Ун пек тискер кайăка юратма пулать-и?
— Тĕхху! Кайăк тесен тĕкĕ çук, этем тесен тĕсĕ çук, сапах пуян пирки хăпартланса çӳрет, пĕтĕм ял хĕрне хăйĕн еркĕнĕ тăвасшăн.
— Хĕрупраç кайтăрах-ха вăл, — калаçăва хутшăнчĕ Петте. — Лаша пирки епле тăвăпăр?
— Эпĕ çуррин çуррине парса хăварма пултаратăп, вара эсĕ кĕркунне аттене тавăрса паратăн, Макçи пичче.
— Ăна тавăрăттăм-ха...
— Юлашкине епле те пулсан тăрласа парăп. Эсĕ, Микула, аннӳне ан шарла вара... — терĕ ашшĕ.
3
Пӳрте тĕтĕм тулнă. Вăрçă пуçланнăранпа çынсем ăна хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ, тулта нумай çӳренĕ хыççăн пӳрте кĕнĕ чух кăна хăйă тĕтĕмĕ пыра кăтăклать, чыхăнтарать, куçа йăмăхтарать. Краççын ытла та хаклăланса кайнă, ялтан яла çӳрекен усламçăсенчен кăна илме пулать. Хăй-чикки умĕнче пукан çинче, яланхи пекех, Иркка ларать, хăййăн кăвар пуçне кусар вĕçĕпе тата-тата ӳкерет, вара кăварĕ лахханра чăшăл туса сӳнет те шыв çинче шурăрах тĕтĕм хăварать.
Иркка амăшĕ Елин хăйчикки çумнерех пĕр каска çине ларнă, упăшкин кĕпине саплать, унăн вăрăм та пысăк мĕлки мачча çине те, стена çине те тăсăлса ӳкнĕ, маччапа стена хушшинче хуçăлнă. Амăшĕ ĕçленĕ чухне ачисене каçсерен юмахсем ярса йăпатаканччĕ, вара вĕсем хăвăртрах çывăрса каяканччĕ, халĕ, лашана вăрласа кайнăранпа, чĕре çине чул хунă пек йывăр, калаçма кăмăл çук. Вăл çĕр хута ыйхă килмен пирки пĕр выртать, пĕр тăрса ларать, пуç шалта хĕлĕх карнă пек янăрать, тулашнипе пулĕ, ал-урана темиçе çĕрте тимре чирĕ персе тухрĕ. Халиччен тирпейлĕ ларакан кил-çурта инкек пырса кĕнĕренпе пĕтĕмпех арпашăнса кайрĕ, пуртă та ĕлĕкхи пек каска çине тăрăнса тăмасть, юр çинче выртать. Лашасăр çуртра упăшкин те пулин екки çук. Вăл ирхине ирех сиксе тăрать те пур пек выльăхне апат паркалать, хăй кăшт-кашт çикелет, вара кунĕпех таçта çĕтсе çӳрет. Çынсемпе калаçса хуйхине пусарасшăн пулмалла.
Паян та иртенпех килте çук, таçта кайнă. Салма яшки сывалчĕ, пиçнĕренпе вулăса икĕ хут кайса килме пулатчĕ. Пурнăçăн çиппи пĕр татăлсан, ăна вăхăтра сыпмасан, вăл вара хăй тĕллĕнех сӳтĕлет те сӳтĕлет, ăна тытса чарма çук. Сӳтĕлесси лаша вăрласа кайнинчен пуçланчĕ. Ăна епле сыпатăн ĕнтĕ? Амăшĕ темиçе тăрăх йĕтĕн пирне те, çĕвĕ машинине те сутса ячĕ, пурте йӳн хакпа кайрĕç. Инке темиçе тĕрлĕ те шухăшласа пăхрĕ: вилнĕ тăванĕсем пĕлтĕр килĕш таки пусманшăн, савăш сăри туманшăн çиленмеççĕ-ши, е ырлăх парса тăракан куйкăрăш кайăк кил хушшинчен тухса тарчĕ-ши, е киле темле усал çыннăн пăсăк куçĕ ӳкрĕ-ши? Инке пĕр-пĕр ăрăм тăвас тесе упăшкине те каласа пăхрĕ, лешĕ çиллес пăхса илчĕ:
Турри те Варлам, шуйттанĕ те Варлам! — терĕ. Варлам сĕтел-пукан тума чĕннĕ чухне Макçин килĕшмелле пулнă, тесе шухăшлать арăмĕ, мăшкăл тӳссен те, сăпса йăви пек пуян çыннăн кăмăлне хирĕç пыма, чăркăша кĕме юраман. Варлам хăйне урлă тăракан çынна вĕçне çитиччен юхăнтарать, ирĕк сывлама памасть, ура тупанĕнчен вут кăларать. Çав ĕслетнипе ĕнтĕ йыт пек вăрă сиксе тухрĕ.
— Ых! — тесе илет те пуçне сулкалать Елин, пукан çинчен сиксе тăрать, каллех пырса ларать, алăри çинçе йĕп пирне аран-аран кĕрет, пысăккине мăк хушшине чикнĕччĕ, паян темиçе хут шыраса та тупаймарĕ. Çак эрне хушшинче инкен тăнĕ çухалчĕ. Вăл хăш-пĕр чухне çăкăр касма тăрсан çĕçĕ вырăнне кашăк тытать, яшкана тăвар яма манса каять, хутран-ситрен хăй тĕллĕн калаçса çӳрет. Лисук та, йывăр шухăша кайса, ним шарламасть, Ирккапа Петюк анчах инкеке витĕмлĕн туймаççĕ. Акă халĕ Петюкĕ кăмака çине типĕтме хунă пушăтăн пĕр чĕлне илнĕ те лаша кĕлеткисем туса ларать, амăшне хачă та памасть:
Ку лаша çăрха юртăпа чупать, лешĕ шак сиккипе.
Ачи пушăт вакланăшăн ашшĕ амăшне вăрçать ĕнтĕ, анчах Елинăн ача кăмăлне пăсас килмест.
Пĕр самантлăх пӳртре шăп пулчĕ, шухăша кăйнă Лисукăн аллинчи йĕки анчах шăхăрса çаврăнать. Иркка хăйчикки умĕнчен пуçне çĕклерĕ те хурлăхлăн ыйтрĕ:
— Мĕншĕн пирĕн Лисук вĕренмест-ши?
— Пĕлместĕп, — терĕ амăшĕ.
— Мĕншĕн пĕлместĕн вара эсĕ?
— Мĕн пĕлмелли унта, хĕрĕм. Пурте паллă.
— Мĕн палли?
— Хĕрсене вĕренме юрамасть.
— Пачăшкăн та хĕр, улпутăн та хĕр. Вĕренеççĕ-çке..
— Пирĕн пек çынсен хĕрĕсем вĕренмеççĕ,
— Пирĕн Лисук вĕсенчен мĕнрен кая?
— Лисук чăваш, тата чухăн хресчен хĕрĕ...
— Апла манăн та вĕренме кайма юрамасть-и?
— Эсĕ те каяймăн çав.
— Эпĕ вĕренме каятăпах! Эпĕ тĕлĕкре те вĕренме каятăп. Çӳл ту çинче шкул ларать пек, эпĕ сумка çакса унта хăпарса çитес чухне аялалла вĕçсе анатăп.
— Ача-пăча ӳснĕ чухне тĕлĕкре яланах вĕçет, хĕрĕм, — терĕ амăшĕ.
Хапха сасси илтĕнчĕ те, часах Макçи хаваслă утса кĕчĕ.
— Питĕ нумай тăтăн-çке, Макçи, — терĕ те арăмĕ, çĕлеме пăрахса, вучах патнелле утрĕ. — Яшка питĕ тутлăччĕ, вĕресе сывалсах кайрĕ.
— Мана кĕтмелле марччĕ, çимеллеччĕ. Эпир Микулайпа нумай калаçрăмăр.
— Атте, эпĕ те ӳссе çитсен стутенса вĕренме хулана каятăп. Юрĕ-и?
— Эс ӳссен качча каятăн.
— Мĕншĕн вара стутенсă пулма юрамасть манăн?
— Хĕр упраç нихçан та стутенсă пулмасть.
— Пирĕн Петюк ӳссен стутенсă пулать-и?
— Çу-ук... Чăваш хресчен ачи вĕренме каймасть.
— Вилюксен Микула пичче кайнă-çке?
— Микула пекки вăл темиçе пин çине пĕрре.
— Мана куршанак пек çыпăçнăччĕ, халĕ ĕнтĕ ашшĕне! — терĕ амăшĕ, апат антарса.
Макçи сухалне шăлкаларĕ те Петюка алла тытрĕ.
— Маттур ача, миçе лаша тунă вăл, эпĕ ав пĕр лаша та илейместĕп. Санăн маларах çуралмалла пулнă, Иркка вырăнне. Ятпа çĕр валеçнĕ вăхăта лекеттĕн, икĕ ят çĕрĕ пулатчĕ, пурнăç ăнса пырĕччĕ.
— Атте, мĕншĕн сан сухалу сивĕ? — ыйтрĕ Петюк, ашшĕ сухалне икĕ аллипе те тытса пăхса.
— Сивĕре нумай тăтăм, ачам, — терĕ ашшĕ, ăна хальхинче пуçĕнчен ачашласа. — Петюкăн пуçĕ икĕ çаврашкаллă. Телейлĕ пулмалла пек.
— Санăн пуçу та икĕ çаврашкаллă-çке, — терĕ арăмĕ.
— Эпĕ телей валеçнĕ вăхăтра çăпата сырса юлнă. Пурте сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕç.
— Акă Ирккан пĕр çаврашка çеç, — терĕ Лисук. Ашшĕ килнĕренпе мăрт-март туса ларакан Иркка хăйĕн ятне икĕ хутчен те тиркесе асăннă хыççăн тӳсеймерĕ, макăрса ячĕ.
— Сирĕншĕн пĕр Петюк анчах ĕнтĕ. Апла манăн çут тĕнчере те пулмалла пулман, — терĕ вăл куççуль витĕр.
— Икĕ çаврашки телее пĕлтермест вăл, иккĕ авланасса пĕлтерет, — терĕ амăшĕ.
— Эпĕ Петюка йăпатма кăна каларăм, — терĕ Макçи, Ирккана пуçĕнчен ачашласа.
— Эсĕ тахçанах çапла калатăн!
Тахçанхи тахçанччĕ, хĕрĕм. Урăх каламăп ĕнтĕ.
Елин сĕтел çине пĕр тирĕк яшкапа праçник ячĕпе пĕçернĕ палан кукăлĕ лартса пачĕ. Макçи килĕнче ачи-пăчине хытă тытман, хăш-пĕр çынсем пек сивве çаппа-çарамас кăларса яма мар, хăлхаран та туртман, анчах ялта авалтан пыракан йăла пӳртне пырса кĕнĕ: ашшĕ кашăк тытиччен ыттисем кашăк çĕклемен.
— Атьăр, авăн çапма тытăнар! — терĕ вăл, пăсланман яшка тутине пĕлес тесе, кашăкĕпе çиелтен сĕрсе илчĕ, пĕрре вĕрчĕ те сыпрĕ. Кашăксем пĕрре тирĕке чăмса илеççĕ, тепре çăвар патне пыраççĕ. Макçи çак эрнере киле нихçан та кун пек савăнăçлăн таврăнмăнччĕ, апат çине чухне пуçне усса, çамка тирĕсене пĕркелесе ларатчĕ.
— Ялта мĕнле сас-хура пур? — тесе ыйтрĕ арăмĕ, тутине тутăр вĕçĕпе шăлса.
— Ял халĕ, карчăк, хуранта вĕресе тăракан шыв пек, — терĕ Макçи, арăмне нумай кун тарăхтарнă хыççăн ăшă сăмах калас пек пулса. — Хурал пӳртĕнче мĕн кăна каласа хăратмаççĕ-ши пуянсене! Аран-аран тухса шăвăнтăмăр, эпир тухсанах ишмек пуçланчĕ. Муçука ислетрĕç пулмалла.
— Ахăр самана мар-и ку, Макçи? Эпĕ астăвасса халиччен нихçан та чиркӳ старостине тивсе курманччĕ пулас.
Самана, карчăкăм, çĕнни çĕмĕрсе килет пулмалла...
Çĕнĕ самана пуçлансан, хĕрарăмсене çĕр памĕç-ши? — хыпаланса ыйтрĕ Лисук.
— Пирĕнтен мĕскер... Икĕ айкки те тăвайкки. Кирек епле самана килсен те пире пайти пулас çук.
— Эсĕ ялта апла калаçса ан çӳре, чĕлхӳне шăл хушшинче тыт, — пӳлчĕ арăмне Макçи.
— Ăçта тухса çӳрĕп-ши эпĕ? Турчкапа, шăпăрпа, хуранпа калаçнăшăн инкек пулмĕ.
— Эпир Микулайпа калаçрăмăр. Самана пирĕн май улшăнмалла, тет.
— Эсĕ çавăнпа савăнăçлă-и паян?
— Урăх сăлтав та пур, карчăк... Çак эрнере лаша илетĕпех, лаша кĕçеннине итлес килет. Варлам мăшкăлĕ пулмăп.
— Каллех вăрласа кайсан?
— Хальхинче вĕçертмĕп, хăрах куçăма анчах хупса çывăрăп, — хыттăн каласа ура çине тăчĕ Макçи, кăмака çумĕнче çакăнса тăракан кăмкана тайăлтарса аллине çурĕ, çĕтĕк кипкепе шăлчĕ те какай валеçме тытăнчĕ:
— Ачасем, шăмми кама?
— Мана! — терĕ Иркка, ларнă çĕртех сиккелесе.
— Мана та! — терĕ Петюк, каллех ашшĕ арки çине пырса ларса.
Иркка ашшĕ патне шăмăллă какай илме аллине тăсрĕ те Лисук еннелле çаврăнса каларĕ:
— Аппа, эпĕ ӳссе çитсен, арçынла кĕпе-йĕм тăхăнатăп та вĕренме каятăп! — терĕ.
— Ӳссе çитсен, эсĕ качча каятăн, — терĕ аппăшĕ.
— Тупата, каймастăп!
— Эппин аттене катка туса хума хуш.
— Мĕне кирлĕ вăл катка?
— Сана тăварласа хума.
Елин тирĕк çине шыв ячĕ те кашăксене шăкăртаттарса çума пуçларĕ. Пĕр аллипе ашшĕ кĕпинчен ярса илнĕ, тепĕр аллипе кăшласа пĕтермен шăмма тытнă Петюка Макçи кăмака çине вырттарчĕ, хăй, пуçне сулкаласа Иркка çумне пырса ларчĕ.
— Апла эсĕ, арçынла тăхăнса, килтен тухса тарасшăн, — терĕ вăл. — Эпир аннӳпе вара хамăр туратăмсене ăсатăпăр та тункатасем пек тăрса юлăпăр-и?
— Эпĕ вĕренме каятăп та сире укçа ну-умай ярса паратăп, — терĕ Иркка, «нумай» сăмаха ытла та вăрăм тăсса.
— Укçу пулĕ-и, пулмĕ-и, ырă сăмахушăн тавтапуç, ачам.
— Курăн акă, атте, сана атă та, пиншак та илсе парăп.
— Ыйхă пусрĕ, хĕрĕм. Çывăрма вăхăт, — терĕ ашшĕ, урине салтса.
Иркка хăйчикки хушшинчен кăларса пăрахнă çунса пĕтеймен хăйă лахханра чашкăрчĕ, çулăмĕ татăлса пăртакçă çĕкленчĕ те сӳнчĕ. Макçи пӳртĕнче паян каç лăпкă. Кил-йышăн ырă кăмăлĕ юхăнса çитнĕ пурнăç ура çине тăма пуçланине пĕлтерчĕ.
Иркка, аппăшĕ çумне йăпшăнса выртса, ал тупанне тăнлав айне хурса, тахçанччен шухăшларĕ. Унăн çамрăк пуçĕнче вĕренме каяс пирки йывăр шухăшсем çаврăнчĕç.
Хĕвелтухăç ен кăвакара пуçласан тин вăл тарăн ыйха путрĕ. Çывăрса кайсанах умĕнче сасартăк Атăл сарăлса выртрĕ, хумĕсем умлăн-хыçлăн лаша кĕтĕвĕ пек ĕрĕхсе иртеççĕ, шурă кăпăксем çилпе çилхесем пек силленеççĕ. Леш енче, улача пир сарнă пек, вăрман кăвакарать. Иркка хура пустав тумтир тăхăннă, умĕнче тӳмисем çап-çутă, вăл — инженер, вăл Атăл урлă чĕнтĕрлĕ кĕпер хывать. Кĕпер çур Атăла çитрĕ. Кĕпер айĕнчен шап-шурă пăрахут тухать, мăрйинчен хăпарнă тĕтĕм çӳлте сарлака çунатлă кайăк пек карăнса тăрать, ун мĕлки шыв хĕррипе ӳкет. Пăрахут капитанĕ, Иркка пекех икĕ ярăм çутă тӳмеллĕ çын, Ирккана саламласа алăпа сулать. Çав самант кĕпер çине кукăр сăмсаллă çынсем килсе тухаççĕ, вĕсем хушшинче Варлам та, Тихха та, Муçук та пур. Акă хайхисем Иркка умне кĕпĕрленсе тăраççĕ.
— Сан кĕпер тумалла мар, сан качча каймалла!
— Сана каткана тăварласа хумалла!
— Эсĕ чухăн çын хĕрĕ.
Вĕсем, Ирккана çыхса пăрахас тесе вăрăм вĕрен тытнă, Атăла ывăтма пулас, пĕр вĕçне чул çыхнă. Иркка тарма тăрать, сехри хăпнипе алли те, ури те хускалмасть, вара вăл пĕрре талпăнать те кĕпер çинчен сикет, сывлăшра ярăнса пырать...
Иркка чăм тара ӳксе вăранса кайрĕ. Чĕри сиксе тухас пек тапать. Вăл аппăшне вăратасшăн пулчĕ, анчах та амăшĕн сăмахне: «Ӳснĕ вăхăтра ача-пăча тĕлĕкре вĕçет», — тенине аса илчĕ те алă тупанне каллех тăнлавĕ айне хучĕ, татах Атăл урлă кĕпер хывни çинчен тĕлĕк тĕлленме çывăрса кайрĕ.
4
Кăмăл лăпкă чухне алă хăех ĕç патне туртăнать. Ирхине, чӳречесем кăвакарсанах, Макçи автансен шăри-шари авăтнине илтсе вăранчĕ. Никама вăратмасăр тумланчĕ те килкартине ерипен тухрĕ. Вăл ĕнер те килĕнчен илĕм-тилĕм тухса кайнăччĕ; урисем тăхлан янă пек йывăрччĕ, аллисем лĕнчĕр-ленчĕр усăначчĕç. Анчах халь вăл хăйне тĕреклĕ пӳ-силлĕ пек, вăйлă пек туйса илчĕ.
— Ха, тĕлĕнтермĕш! — хăй тĕллĕн калаçса илчĕ вăл, — каçхине Микулайпа калаçнă хыççăн пĕр эрне хушши тутлă апат çинĕ пек вăй пырса кĕчĕ.
Ял вăранма пуçланă. Унта-кунта пуртă туклатни, витре чăнкăртатни, ĕне мĕкĕрни илтĕнет. Нарăс уйăхĕнчи шартлама сивĕ пур çĕре те сасăсене тытмалли хĕлĕхсем карса тухнăн туйăнать — сасă янăраса çеç тăрать. Макçи хăй пĕр эрне хушши ĕçлемен пирки юр хӳсе кайнă вутă купине кĕреçепе тасатрĕ, вĕрлĕксене тытса силлерĕ, вутă çурса хатĕрлерĕ.
— Чăнах та, вăй кĕнĕ, — терĕ вăл хăй тĕллĕн. — Муклашкасем пĕрре персех çурăлаççĕ.
Килкарти енне тухакан чӳрече çине хăйчиккин сарă çути ӳксен, Макçи пĕр çĕклем вутă çĕклесе кĕчĕ; яланхи пек шакăртаттармарĕ, ерипен хучĕ.
— Эсĕ яла калаçма тухса кайман-и вара? — куланçи пек пулса ыйтрĕ арăмĕ.
— Ялан апла çӳресен, ура тăрантмĕ... Сана хăйă чĕлсе парас мар-и?
— Хатĕрлесе парсан юрать. Лисук, эсĕ чиркĕве каяс темерĕн-и? Тăр!
Лисук тăчĕ те пуçтарăнма пуçларĕ.
— Купăста турама Ирккана вăратас пулать, — терĕ ашшĕ.
— Лисук вырăнне ĕç патне пыма вĕрентĕр. Иркка, тăр, купăста турамалла! — вăратрĕ амăшĕ Ирккана.
Лисук тумланчĕ. Урине вăл çемçе шурă кăçатă тăхăнчĕ, çине пĕрмеллĕ сарă кĕрĕк уртрĕ, пуçне кĕрен пурçăн тутăр çыхрĕ, тутăр çӳçисене хулпуççийĕсемпе çурăмĕ çине сарса хучĕ те турăш кĕтессинче çаврака куçкĕскине шырарĕ, анчах тупаймарĕ, вара чăп тулли курка шыв ăсса илчĕ, ун çине пăхса тăрса, çамки çине тухнă сарă çӳç пайăркисене тутăр айне хĕстерчĕ.
— Пукане пекех ĕнтĕ, хĕрĕм, — терĕ амăшĕ.
— Эпĕ вăрах тăмăп, часах таврăнăп, — терĕ те Лисук тухса кайрĕ.
Кăçал юр ытларах та çуса тултарчĕ. Хăшпĕр пӳртсем юр айнех пулса юлнă. Чӳречесен умĕсене те, хапха таврашне те тасатса юра урама кăларнă, çавăнпа хăш-пĕр тĕлте юр пӳртсен тăррисемпе пĕр танах пулса выртать.
Ирхи пĕлĕт кăн-кăвак. Урамри улăм-утă тăккаланчăкĕ çинче çерçисем чĕвĕлтетсе сиккелеççĕ. Вĕсем Лисук умĕнче пăрр! вĕçеççĕ те, вăл иртсе кайсан, каллех çав вырăна пырса лараççĕ. Çатансем çумĕнче юр айне пытанса ĕлкĕреймен куршанак пуçĕсем çинче хĕрлĕ пĕсехеллĕ кайăксем чакаланаççĕ. Лисук хăй мĕн курнине пурне те асра хăварасшăн, çичĕ юта тухса каясси нумай юлмарĕ, анчах Лисук пурнăçĕнче вара асăнмалăх нимех те пулмарĕ. Тăван урама, тăван уй-хирсене асра хăварас хуть. Хĕр ĕмĕрĕ ун асăнса савăнмалăх шавлă иртмерĕ. Вăрçă-харçă тапраниччен, хĕвел аннă вăхăтра, урама иккĕн-виççĕн тухса ларатчĕç, кайран вара, ваттисем çывăрма выртсан ерипен вăййа пухăнма пуçлатчĕç, вăйă картинче хĕрпе каччă юнашар тăратчĕ, каччăн хулăн сассипе хĕрĕн çинçе сасси пĕрлешнĕ чухне юрă ытарма çук илемлĕ илтĕнетчĕ. Ун чух Лисука хĕр кӳлепи кĕрсе çитейменччĕ, çинçешкескерччĕ, ача вырăнне шутласа, ăна вăйă картине кĕртместчĕç, вара вăл хăйĕн тантăшĕсемпе пĕрле айккинче сиккелесе çӳретчĕ, вăйăри юрăсен сăвви-кĕввисене асра тытма, ташăсене вĕренсе юлма тăрăшатчĕ. Анчах вăл çитĕнсе çитнĕ вăхăтра вăрçă сиксе тухрĕ, тепĕр çуркунне, каччăсен сассисем сайралнă хыççăн, хĕрсене урам илĕртми пулчĕ, вăйă пуçтарăннă-пуçтарăнман саланса каятчĕ. Савнийĕсене инçете ăсатнă хĕрсен чунĕ юрă-ташăпа лăпланмарĕ, хуйхăллă çамрăк халăхăн юрă янăратма кăмăлĕ пулмарĕ. Ташланă чухне урамри çереме кисретекен тăп-тăп кĕлеткеллĕ çирĕп каччăсем кайсан, Варлампа ытти пуянтарах çынсен ывăлĕсене çулла — урам, хĕлле — улах ирĕке юлчĕ.
Выляс-кулас шухăша хĕн-хур таптанă вăхăтра Лисук хĕр пулса çитрĕ, ун тĕлне пĕр савнă каччă та пулмарĕ. Акă вăйă-кулă вăхăчĕ иртсе те кайĕ. Кашăк шывпа çăтмалла чипер пулин те, Лисукăн пĕр савăнăçсăр иртсе кайрĕ хĕр ĕмĕрĕ — унăн хӳхĕм ташши те, хитре юрри те пурччĕ, анчах вăл хăй çуралса ӳснĕ ялĕнче çынсем ырă ятпа асăнмалăх ташлаймарĕ, юрлаймарĕ. Авалхи юрă: «Ӳснĕ-ӳсмен хĕрсемшĕн лаша кӳлсе ан тухăр», тесе ӳкĕтлет пулин те, лаша кӳлекен тупăнчĕ...
Тарăн шухăша кайса пынипе Лисук уй урлă каçса чиркĕве çитнине те сисмерĕ. Чиркӳ карлăкĕн яр уçă хапхинчен кĕрсе кайрĕ, пусма умне пырса тăчĕ. Чиркӳрен çуртапа этем шăршиллĕ сывлăш палкаса тухать; пусма çинче чиркӳ старости Муçук тăрать. Çине вăл хура пиншак, урине пĕремĕк пек сарă пасар кăçачĕ тăхăннă, пасарнă сухалне каçăртса, инçетелле пăхать. Такама кĕтет пулмалла, ахаль нихçан та чиркӳрен тухакан марччĕ. Çӳçĕ те паян яланхи пек яка выртмасть, питне шурă хут татăкĕсем çыпăçтарнă, çамки çине ĕне куçĕ пек кăвак мăкăль тухса ларнă, хăлха çуначĕсем кĕсенленсе кайнă.
«Кăна хурал пӳртĕнче, чăнах та, ишмек панă иккен», — шухăшларĕ Лисук.
Муçук чĕркуççи таранах пуç тайса илнине курсан, Лисук çаврăнса пăхрĕ: пусма карлăкĕ умне пар лаша кӳлнĕ хыçлă çуна пырса чарăнчĕ. Шыв арманĕ хуçи — мăйăхне ӳчĕ кăвакаричченех хырнă, пĕр аллă çулхи çын килчĕ иккен. Муçук васкаса ун патне утрĕ, тарçине лашасене кăкарма пулăшма пикенчĕ, анчах лешĕ:
— Суккăр чăвашсăр та пултарăпăр! — терĕ.
— Корней Хрисанчă, — терĕ вăл, пуçне тайса. — Чиркӳре паян çын нумай, сире чăрманасси, хам малтан утса, сире çул парса пырăп.
— Эсир кунта ялти чăвашсене ытлашши ирĕк пани çинчен илтрĕм эпĕ. Вĕсем тем те хăтланĕç, апла ирĕк парсан! — çиллессĕн каларĕ улпут.
— Мĕн тăвас-ха, Корней Хрисанчă? Вĕсем пурте пĕр харăс тăчĕç.
— Эсир пĕр харăс тăраймарăр пулать? Хăвăр правăсене хӳтĕлеме вĕренес пулать?
— Епле майпа?
— Михаил Архангел ушкăнне кĕмелле. Вăл сире хӳтĕлекенни.
— Çапла пулĕ çав, кĕмеллех пуль, Корней Хрисанчă, — Муçук хайне тăма вырăн тупайман пек явкаланса çӳрерĕ.
Тулли чиркӳре Муçукпа улпут умĕнче çип çапнă пек çул уçăлчĕ. Вĕсем хыççăн Лисук та çич-сакăр утăм малалла иртрĕ. Кунтан ĕнтĕ турăшсем те, тĕтĕм мăкăрлантаракан кадилне суллакан пуп та, хĕвел çутипе йăлтăртатакан иконостас умĕнче юрласа тăракан çынсем те курăнаççĕ; çав çынсем пуппа пĕрле вăрăм юрă пуçларĕç. Пĕтĕм халăх урайне пĕр харăсах чĕркуçленсе ларчĕ. Лисук та чĕркуçленчĕ, сăхсăхса илчĕ.
— Эй, çӳлти аттемĕр! — терĕ вăл, тутисене сиктернĕ май пăшăлтатса. — Эсĕ итле мана, мĕскĕне, Вăтакасри Станук Макçи Лисукне. — Вăл урайне çамки лекичченех пуççапма тăчĕ, анчах ăна тăвăр кĕрĕк аплах авăнма памарĕ. — Эсĕ, пӳлĕх турă, эпĕ çуралнă киле, атте-аннене, йăмăкпа шăллăма, мана та çăмăллăх пар. Пире, апăршасем тесе, ан тирке...
Лисук малта, иконостас çинче, яка хура çӳçлĕ, шĕвĕртерех хура сухаллă Христоса курчĕ. Унăн пуçĕ тавра сарлака çутă ункă пур; тепĕр ӳкерчĕк çинче пĕр паттăр çын шапа лĕкки тĕслĕ çĕлене сăнăпа чикет. Лисук, кĕлтума ирĕкрех пултăр тесе, кĕрĕкĕн пĕр тӳмине вĕçертрĕ, урайне çитичченех пуççапса, çаплах турăпа калаçрĕ:
— Эй, аслă турă, çĕлен-калта пирĕн ялта та пур. Çавăн пек çын пирĕн лашана вăрласа кайрĕ. Варлам хушнипе Тихха айкашнă тесе калаçаççĕ ял çинче. Çавсене пурăнма çут кун ан пар; вĕсене хир варринче аçа çапса вĕлертĕр! Пире çĕнĕрен лаша илме хăват пар, аттепе аннене хĕрхенмесен те, йăмăкпа шăллама хĕрхен. Вĕсем çĕр çинче пĕр çылăх та туман, чĕрисем ту айĕнчен тухакан çăлкуç пек таса. Манăн йăмăкăм Иркка ятлă. Эсĕ ăна, хăватлă туррăм, вĕренме пулăш: пысăк хулана кайма, вырăсла вĕренме... Вăл вĕреннĕ çын пуласшăн. Манăн ĕнтĕ хĕр ĕмĕрĕ иртет, санран нимех те ыйтмалли çук, çапах мана та манса ан кай — çичĕ ют килĕнче патак çимелле ан пултăр...
Юрă пĕтрĕ. Çынсемпе пĕрле Лисук та, юлашки хут сăхсăхса, ура çине тăчĕ. Халăх умĕнче пуп уткаласа çӳрет, ун çинчи риза çуртасен çутипе вут пек йăлтăртатать.
— Хура халăх! — терĕ хулăн сасăпа пуп, виçĕ пӳрнине пĕрле тытса сылтăм аллине çĕклерĕ. — Самана йывăрланса çитрĕ, çĕр çинче çылăх нумай. Çынсем ăна сиссе илеймеççĕ, вара турра... И-ик!.. вара турра айăплаççĕ, çĕр чăтса тăми усал ĕçсем тăваççĕ. Пирĕн ялта çапла турра маннă ирсĕр çынсем чиркĕвĕн икĕ чӳречине патакпа çапса çĕмĕрсе хăварнă... И-ик!.. çĕмĕрсе хăварнă...
— Ӳкĕт сăмахне апла калакан марччĕ-çке, — тесе шăппăн каласа хурать Лисук çумĕнче тăракан пĕркеленчĕк питлĕ пĕр карчăк.
— Сыпнă пулас, чĕлхи çыхланать, — терĕ тепĕр карчăк.
Кĕлĕ пĕтрĕ. Лисук, тантăшĕсене тупса, вĕсемпе пĕрле килнелле утрĕ. Анаткаспа Вăтакас хушшинче сăрт çинче ларакан ултшар ураллă кивĕ капансем умĕпе иртрĕ; капансем çинчен, юра хускатса, пĕр ушкăн кăвакарчăн вĕçсе хăпарчĕ. Тăкăрлăкран пĕр лаша кӳлнĕ çара çуна сиксе тухрĕ, ун çине çамрăксем ыталанса тăнă. Вĕсем тутăрсемпе сулаççĕ. Лисук çул çинчен пăрăнса тăчĕ.
Çичĕ каччă хушшинче Лисук тантăшĕ — Анаткас ачи Павлуш та пур. Йăл-йăл хура куçĕпе ял çинелле пăхса, вăл юлташĕсемпе пĕрле хурлăхлă салтак юрри юрлать. Ялти çамрăксем Лисука Павлуш çумне хушатчĕç. Тĕтĕм вутсăр тухмасть, теççĕ. Чăнах та, килĕштерни пулнă пулмалла, анчах юрату чуна савăнтармалăх чечек пек сарăлаймарĕ: Павлушăн салтак ячĕ тухрĕ, Лисука çичĕ юта çураçрĕç.
Тăкăрлăкран тухсан, лав çул çине пăрăнчĕ. Çав самантра Павлуш хăй çине хурлăхлăн пăхса тăракан Лисука курчĕ. Унăн сăн-пичĕ улшăнса кайрĕ, хăй вара вăхăтлăха шăпах пулчĕ. Унтан мăйĕ урлă çакнă икĕ кĕрен тутăрне алла илчĕ те, вĕсемпе Лисук еннелле сулкаласа, хыттăн юрласа ячĕ:
Каракуль калпак
Пул эс, Лисук,
Каракуль калпак
Пул эс, Лисук,
эс Лисук, —
Пуçа тăхăнса
Каям сана,
савнă Лисук!
Пурçăн тутăр
Пул эс, Лисук,
Пурçăн тутăр
Пул эс, Лисук,
эс Лисук, —
Мăя çыхса
Каям сана,
савнă Лисук!
Павлуш çакна çĕр çывăрмасăр Лисук çинчен шухăшланипе юрласа ячĕ ĕнтĕ. Юррине вăл малалла та тăсрĕ, анчах хăвăрт чупакан лаша каччăсене пĕр самантрах инçете илсе кайрĕ; юрă сăмахĕсене уйăрма пулмарĕ вара.
Лисук Павлуш юррине сывлама чарăнсах итлерĕ. Юрă илтĕнми пулсан, вăл тахçанччен хăйĕн чĕри тапнине итлесе тăчĕ. Юлташĕсем чылай инçе кайрĕç.
— Мĕншĕн çак Павлуш вырăнне ман упăшка пулассине илсе каймаççĕ-ши? — шухăшларĕ Лисук, хулленрех утма пуçласа; унăн халĕ пĕччен пулас килчĕ. Тарăн шухăша путса, нумайччен пĕччен утрĕ вăл.
Пӳрте кĕрсенех ун умне Иркка пырса тăчĕ; вăл Лисукпа пĕр вĕçрен çĕленĕ хăмач çип кĕпепе, хăйĕн сарă тутрипе.
— Аннепе атте хăнара, хĕвел çути ак çак тĕле ӳксен, кукăльсене кăларма каларĕç, — терĕ вăл, урама тухакан чӳрече янахĕнчен пĕр шит те икĕ пӳрне виçсе.
— Апатланнă-и эсир? — ыйтрĕ Лисук, пурçăн тутăрне салтса.
— Пире анне кăвас тĕп икерчи çитерчĕ, — терĕ урайĕнче ларакан Петюк. — Аппа, кур-ха, ман лашасем мĕн турттараççĕ?
Петюк пушăтран çĕлесе тунă кӳме пекскере икĕ пушăт лаша кӳлсе янă, çиппе кăкарнă.
— Мĕн турттараççĕ ара? — ыйтрĕ Лисук.
— Лавккаран кăнахвит тиесе килеççĕ. — Вăл кимĕ пекки çине виçĕ канфет хунă.
— Атте сан валли те кăнахвит хăварчĕ, — терĕ Иркка, пукан лартрĕ те, ун çине хăпарса, çакăнса тăракан пештĕртен виçĕ канфет кăларчĕ. — Пурте сана, аппа!
— Мана пĕрне çеç пар, иккĕшĕ иксĕре пултăр! — терĕ Лисук, автан ӳкерчĕклĕ канфет хутне уçса.
— Аппа, кĕмĕл хутне мана пар. Асту, ан çур! Лисук ăна кĕмĕл тĕслĕ хут пачĕ.
— Петюк, эсĕ те пар.
— Памастăп!
— Эпĕ сана хамăн пĕр кăнахвитне парăп, эсĕ кĕмĕл хучĕсене пар.
— Мĕн тума?
— Кирлĕ.
— Улăштар, Петюк, улăштар, — хутшăнчĕ аппăшĕ. Петюк улăштарчĕ. Иркка сăхманне тăхăнса, алкумне тухса кайрĕ. Вăхăт нумаях та иртмерĕ, алăк уçăлчĕ те алăк тăваткалĕнче Иркка курăнчĕ.
— Курăр! — терĕ вăл.
Лисукпа Петюк йăлт çаврăнса пăхрĕç те кăкăрĕпе хырăмне мала мăкăртса салтакла тӳп-тӳрĕ тăракан Ирккана курах кайрĕç. Ун сăхманĕ çинче кĕмĕл хутпа чĕркесе тунă икĕ рет тӳме йăлтăртатать. Çӳçне, Николай пекех, каялла ярса туранă.
— Эпĕ стутенсă! — терĕ мăнкăмăллăн Иркка. Лисук, мерчен шăрçа сапаланă пек, илемлĕ сассипе ахăлтатса кулса ячĕ:
— Арçын аппах эс, Иркка!
Эпĕ Питĕр хулинче вĕренекен стутенсă! — терĕ тепĕр хут Иркка. Вара сарă тутăрне пуçне çыхрĕ те урама юлташĕсем патне выляма тухса кайрĕ. Лисук, сак çине выртса, каçса кайсах кулса юлчĕ. Вăл хăйне çураçса кайнăранпа пĕр самант та хавасланса курманччĕ. Халь кулни, нумая мар пулин те, йывăр шухăшсене салатса ячĕ, чунĕнче тĕксĕм пĕлĕтлĕ кун иртнĕ пек пулчĕ, хĕвел тухнă пек туйăнчĕ.
5
Каçалапа хĕрĕнкĕ çынсен ушкăнĕсем курăна пуçларĕç. Пĕчченшер утаканнисем те пур. Кашниех, хăй çĕр çинче пурăннине палăртасшăн пулнă пек, пĕр-пĕрне пĕтĕм вăйран: «Тавси!» тесе кăшкăрать. Теприн юрлас килет, сасси тухмасть пулсан вара, шик! те шик! шăхăрать.
Шăлапир сăхман тăхăннă, пилĕкне пир пиçиххи çыхнă Тихха кĕлет кĕтессинчен пăрăнчĕ те, Варлам хапхи патĕнче хыçлă çунасем тăнине курса, лăпах чарăнчĕ, кĕрес-ши, кĕрес мар-ши? тенĕ пек, урисене сиктеркелесе илчĕ. Çав вăхăтра ун патне таçтан Шерхулла тутар, кĕтуçĕ, килсе тухрĕ те çухаран кап ярса тытрĕ.
— Эсĕ мĕншĕн кунта ăвăс хуппине кăшлакан качака пек сиккелесе тăратăн? — терĕ вăл, тĕсне çухатнă ĕçкĕллĕ куçĕсемпе пăхса. — Варлам патне кĕрсе пырна якатас тетĕн-мă? Халĕ унта сан пек çынсем пухăнман, сана халĕ шăпăр шăтăкне те лартмаççĕ. Ăнланатăн-мă? Сана пуян кирлĕ-мă? Эпĕ те пуян! Пуян-мă? Кала, Тихха! Унсăрăн пыршусене çăварунтан туртса кăларăп та чăпăркка явăп.
— Пуян, ара, эсĕ, Шерхулла. Кăçал килсерен тырă пуçтаратăн, — тет Тихха.
— Эпĕ пуян! Ăнлантăн-мă, Варлам хӳрешки! — Шерхулла, Тиххана тепĕр хут çухинчен тытса, силлесе илчĕ.
— Ăнлантăм. Ман каяс-и? — тет Тихха.
— Ман сана ăнлантармалли тата та пур-ха. Мĕншĕн эсĕ карăш пек ырхан? Начар çиетĕн-мă?
— Çăмах яшки.
— Кăçал миçе сурăх вăрларăн? Э, Тихха, сан аш çисе лармалла.
— Тупата, вăрламан.
— Эпĕ сана хăна тăвăп-ха. Атя манпа пĕрле! Шерхулла Тиххана хул хушшинчен ярса тытрĕ, хăй аллине сулкаларĕ, çур ял илтмелле кăшкăрса каларĕ:
— Пĕлетĕн-мă, эпĕ сана мĕнле хăна тăвăп. Сурăх пĕçерĕп, какайне сĕтел çине ывăспа лартăп. Вара çийĕпĕр те, сана пуçăнтан шаккăп, ан вăрла! — тейĕп. Кайран пăчăртаса тытăп та алăкран кăларса вăркăтăп, — терĕ Шерхулла, Тиххана пилĕкĕнчен ярса илсе çĕклĕрĕ, юр çине ывăтса ячĕ, хăй пĕр çаврăнса пăхмасăр утрĕ.
— Тавси,чипер абзы! — кăшкăрса ячĕ вăл, Макçи пӳрчĕ умĕнче чарăнса, çĕлĕкне хывса пуçĕ тăрринче çавăрчĕ.
Макçи васканипе сăхманне тăхăнмарĕ, хул пуççийĕнчен уртса, килкартине тухрĕ:
— Кĕрсе тух, Шерхулла!
— Ахаль, сывлăх сунса, кăшкăрса хăварас терĕм, абзы. Мулăм çук та, сассăм пур.
— Хăна пулмасан та, Шерхулла, манăн пӳрт ăшшине пулин те пăртакçă илсе кай ĕнтĕ.
— Ырă сăмах тутлă апатран лайăх! — терĕ Шерхулла, унтан вĕрлĕк хапхана уçса хупрĕ те Макçин аллине ыраттармаллах чăмăртарĕ.
— Инкене те, шĕшлĕсене те тутар абзыран салам, — терĕ пӳрте кĕрсенех Шерхулла.
Кăшт ларсан, путмар сакки айĕнчен Петюк упаленсе тухрĕ.
— Мĕн тума унта кĕрсе ларнă эсĕ, малай! — терĕ Шерхулла, Петюка алла тытса.
— Мана Иркка тутар килет, тесе хăратрĕ те...
— Тутартан нихçан та ан хăрăр, малайсем. Макçи тĕпсакайĕнчен пĕр чĕрес сăра ăсса тухрĕ:
— Лар-ха сĕтел хушшине. Калаçмалли пур. Эпĕ сирĕн ял пасарне лаша илме пырасшăн.
— Манăн пиччене, Нургалие, паллатăн пулĕ? — ыйтрĕ Шерхулла.
— Палламасăр Нургалие. Вăл ман тахçанхи пĕлĕш, çурчĕ ăçта ларнине те астăватăп. Ĕç-ха эсĕ, Шерхулла, ĕç.
— Ĕçрĕм. Ман каймалла. Кĕçĕр кӳршĕ яла çитмелле.
— Ĕçсем, Шерхулла! — Макçи хăй аллинчи куркана кĕтӳçĕ тути патнех тăсрĕ.
— Хырăм панк пулнă. Сисетĕн-мĕ? — терĕ Шерхулла хырăмне аллипе çапса. — Кăмăлна хăварас мар эппин. — Вăл янк тутарсах ĕçрĕ те куркана ӳпне туса Макçие тыттарчĕ. — Эсĕ тӳрех пичче патне кай. Вăл лайăх тутар, лашана шăлĕнчен пăхса илме пĕлет. Манăн кайтарас. Чипер лаша илмелле пултăр! — терĕ Шерхулла, Макçи аллине хытă чăмăртанă май.
— Чим, Шерхулла. Манăн та санпа пырас мар-и? Кӳршĕри ялта çĕр каçăп та ыран пасарне иртерех çитĕп.
— Питĕ якшĕ! Пуçтарăн.
Иккĕшĕ пӳртрен тухса кайсан, урамра Шерхулла хытă кăшкăрса тăсса юрлани илтĕнчĕ:
Кайттăр идĕм, илĕм йăкар,
Кайттăр идĕм, илĕм йăрак.
Ашшĕ çĕр каçмаллах кайни Лисука тантăшĕсемпе пĕрле пулма улах вырăн пачĕ. Хĕрсем, нартукан каçне ăçта ирттермелле-ши, тесе аптраса тăратчĕç. Лисук килĕнче пухăнма май пурри вĕсене пурне те савăнтарчĕ ĕнте. Вăтакас хĕрĕсем пĕрерĕн-иккĕн, виçшерĕн те пухăнса пыма пуçларĕç.
— Нартукан килсе пиллесе хăварчĕ-и? — тесе ыйтаççĕ.
Лисукпа унăн тантăшĕсене ирĕккĕн калаçма чарас мар тесе, амăшĕ пĕр çăмха çиппе йĕп илсе чикрĕ, хĕрсемĕш патне, Чинук патне, алсиш çыхма тухса каярĕ. Хăйпе пĕрле Петюка та илчĕ.
— Пирĕн пата никам та килмен, — тет хăйчикки умĕнче пĕр-пĕччен ларакан Иркка.
Хĕрсем ахăлтатса кулса яраççĕ, алăк патĕнче пĕрне-пĕри хĕстерсе тăраççĕ пулин те, тĕпелелле иртмеççĕ, мăйăр катаççĕ, тем пăшăлтатаççĕ.
Выльăха каçхи апат парса вырнаçтарсан, Лисук пӳрте васкаса кĕчĕ:
— Ма хывăнмастăр? Салтăнăр, хĕрсем! — терĕ вăл.
— Малтан, тен, урама тухăпăр-и, тесе тăратпăр эпир, — теççĕ хĕрсем.
— Нартукан юррисене юрлăпăр, урама вара çĕрлерех тухăпăр, — терĕ Лисук.
Хĕрсем тумтирĕсене алăк патĕнчи сак çине купаласа хураççĕ. Вĕсем праçник ячĕпе пасар кĕпи тăхăннă, аркисене тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе чĕнтĕрсем тытнă, тĕрлĕ тĕслĕ тутăрсем çыхнă, çавăнпа та улăхри чечексем пекех курăнаççĕ. Иркка, паянхи каçа пысăк тимпе хатĕрленсе, юриех нумай хăйă чĕлнĕ, кăмакара типĕтнĕ, халĕ ĕнтĕ шартлатмасăр лайăх çунакан хăйă çутинче Лисук аппăшĕн хитре тумлă ушкăнне пăхса савăнса ларать.
Пурне те лайăхрах курас тесе, пукан çине те сиксе тăрать, шалт тĕлĕнсе каять. Вăл вĕсене кулленех тенĕ пек курнă, хăшин-пĕрин патне килне те кайса çӳренĕ, анчах ун чухне хĕрсем каплах илемлĕ мар пекчĕ. Иркка унталла та кунталла пăхкаланă вăхăтра чаршав карнă тĕпелтен уяв тумĕ тăхăннă Лисук утса тухрĕ. Унăн кĕпи çурхи курăк пек ем-ешĕл, аркисем, шалпар пирки, хутламăн-хутламăн пулса, ура кĕли таранах тăсăлса тăраççĕ, чĕрçиттийĕ шап-шурă, кăкăрĕ çине хĕрлĕ чие сапакĕсем ӳкернĕ, аркă вĕçне чĕнтĕр тыттарнă; пуçĕнче çӳçеллĕ çутă пурçăн тутăр. Ирккапа юнашар пукан хĕррине ларнă чухне Лисук мăйçыххин кĕмĕл тенкисем чăнкăртатса илчĕ.
«Нартукан лайăх вăйă иккен, пурне те илемлетет», — шухăшларĕ Иркка.
Лисук, тантăшĕсем çине пăхса, шухăша каять. Вăл чечек пек тумлă тантăшĕсене курать. Вĕсен пурин те хитре ĕмĕт пур, анчах хĕрсене пурне те тенĕ пек Лисук шăпи кĕтет. Хĕр килте ларнă чухне е хирте ĕçленĕ чухне хапха умне евчĕ çуни е урапи пырса тăрĕ, пĕкĕ çинче шăнкăрав янăрĕ.
— Сирĕн килте пушмак пăру пур тенине илтрĕмĕр эпир, — илтĕнĕ ватă евчĕ сасси.
— Пур! — тейĕ хĕр ашшĕ.
Хайхи чечек пек хĕр пушмак пăру пулса юлĕ, ăна çичĕ ют килне çавăтса кайĕç, арчари ăпăр-тапăра ухтарса тĕрĕслĕç, вара хĕр ĕмĕрĕнчен тухнă мĕскĕн çынна хитре кĕпе те, илемлĕ юрă та савăнтармасть. Хĕр пуçĕ çине-мĕнле сехмет кăна пырса ӳкмест-ши? Хĕр вăйăран таврăнать, анчах таçтан тăваттăн-пиллĕкĕн сиксе тухаççĕ те ун çăварне чӳпĕк персе чикеççĕ, ал-урине пăяв-кантрапа çыхаççĕ, урапа çине вырттарса илсе каяççĕ те тепĕр кун çĕр çĕмĕрсе туй тăваççĕ. «Эсир паян чечексем, — шухăшлать Лисук, — ыран акă, е каярах, усал çынсем килĕç, мана çулнă пек, сире те çавапа çулса пăрахĕç; хĕрхенекен те, хута кĕрекен те пулмĕ. «Йăли авалтанпа çапла пырать», — тейĕ карчăк-кĕрчĕк. Вĕсене хăйсене те çамрăк чухне çапла каланă...
— Мĕн шухăша кайрăн, Лисук! Нартукан ярас, атьсемĕр!
— Ярас!
Пурте калаçма тытăнсан, Лисук йăпăрт сиксе тăчĕ, паçăрах хатĕрленĕ, çиелтен шурă сĕлкĕпе витнĕ шывлă витрене урай варрине пырса лартрĕ:
— Çавăрма кам ăста пулаканччĕ? — терĕ.
— Варкки алли çăмăл пулаканччĕ! — терĕç пурте. Лисук панă пукан çине хура хăю тыттарнă кĕрен кĕпеллĕ Варкки пырса ларчĕ, витре çинчен сĕлке илчĕ.
Хĕрсем унчченех хывса хатĕрленĕ çĕррисене витрене ячĕç, хăйсем ун тавра ункăланса тăчĕç. Вăйăсенчи пекех, чи малтан Паççи çинçе те янăравлă сассипе:
— Тăван-тукан, нартукан, — тесе юрлама пуçларĕ. Ун хыççăн ыттисем:
— Чăннипелех кала-ха... — тĕсе ерипен тăсса йăлăнчăклăн кĕвĕлерĕç, кирек хăш хĕрĕн сассинче те Нартукан усал калассинчен именни сисĕнчĕ, пурне те малтанхи пек савăнăç мар, темле, чĕрене тивекен кичемлĕх килсе пуснă лек туйăнчĕ.
Пурне те хăвăрт пĕлме тăрăшакан Иркка кĕске хăйă чĕллине виçĕ йӳпĕрен туртса илчĕ те вăрăммине чиксе лартрĕ, хăй, икĕ хĕр хушшинчен чăмса кĕрсе, витре умне пырса тăчĕ.
Витре тавра хĕрсем:
Укçа шутлать пуян çын —
Ылтăн-кĕмĕл арчипех...
тесе икĕ хут юрланă вăхăтра Варкки, кĕрен кĕпи çанни вĕçне тавăрса, аллине шыва чикрĕ, пĕр çĕррине туртса кăларчĕ.
— Камăн ку?
— Ай, ку, Марук, санăн! Пуян çĕре каятăн! Каччу пуян пулать, — çухăрашаççĕ хĕрсем.
Чухăн çыннăн пӳрт çунать —
Кĕлĕ вĕçет çилпеле...
Паççи çĕрри тухрĕ.
— Ай-уй, Паççи, тĕп пулнă киле каятăн! — хурланса калаçаççĕ юлташĕсем.
Мĕнле качча каясси тахçанах паллă пулин те, Лисук хăй çĕррине, паллама лайăх пултăр тесе, хĕрлĕ çиппе çыхса янă. Паççине ытла та эрленмелли япала килсе тухнă хыççăн, хĕрсем хаваслăрах юрласа ярас терĕç:
Ан хурлан-ха, тăванăм,
Телей киле малалла.
— Кам çĕрри вăл, хĕрлĕ çипли? — ыйтрĕ Варкки.
— Манăн! — терĕ Лисук, чылайранпа пăшăрханса кĕтсе тăраканскер. — Чăнах та, малашне телей пулĕ-ши? Эх, пултăрччĕ! — терĕ те сивĕ çĕррине пӳрнине тăхăнчĕ.
— Акă епле пулса тухать, аппа! Санăн телей пурах. Паçăр Чинук аппа: «Пирĕн урама та савăнăç, пар лаша кӳлсе, сиккипе килсе кĕрĕ тесе каланăччĕ», — терĕ те Иркка, икĕ хĕр хушшинчен йăпшăнса тухрĕ, каллех хăйчикки умĕнчи пукан çине кайса ларчĕ. Унăн та çĕре ярасчĕ, анчах вĕренме каясси çинчен юрă никам та хывман, ун пек юрă юрламаççĕ. Ытти вара Ирккана ним тума та кирлĕ мар.
Нартукан юррисене пур хĕрсем валли те юрласа пĕтерсен, пĕрисем кашта çинчен çывăракан чăхсене йăта-йăта кĕчĕç, теприсем витене сурăх ури тытма кайрĕç. Паççин хальхинче те савăнмалли пулмарĕ: вăл илсе кĕнĕ чăх ыйхине уçаймасăр тайкаланса тăчĕ, сĕтел çине юри тĕпретсе панă çăкăр тĕпренчĕкĕсене сăхмарĕ, сапнă кĕле таккарĕ. Паççи шурăхса кайрĕ, пуçне лăшт усрĕ, хăш-пĕр хĕрсем çав самантра: «Паççи, упăшку кукша пулать!» — тесе ихĕлтетсе кулни ăна çилентерчĕ те, хурлантарчĕ те.
Çамрăк хĕрсем яланах кулянасшăн мар, хăш-пĕр чухне çывăх тусне çиленессине сиссен те, куласси килет. Килте юмăç ямалли меслетсене пĕтерсен, хĕрсем тумланса урама тухрĕç. Иркка та, йăпăрт пуçтарăнса, хыçалтан тухрĕ.
Урама тухсанах ушкăн хĕр Варлам Маллине тĕл пулчĕ. Малля кĕçĕр хĕрсене тахçантанпах шыраса çӳренĕ иккен.
— Эсир нартукан ятăр та-и? — ыйтрĕ вăл хулăн сассипе.
— Ятăмăр!
— Мана мĕншĕн чĕнмерĕр?
— И-и, Малля, сан мĕн нартукан ямалли пур, пуян пуласси паллах. Упăшку пуласси ватă-и, çамрăк-и, çавна çеç пĕлесси сан. Чупар карта шутлама!
Пурте, сиккелесе, карта патнелле чупрĕç. Шĕтĕрнек е хăма карта патне чупса пырса куçĕсене хупаççĕ, аллисене икĕ еннелле сарса ытама кĕнĕ таран ярса илеççĕ те такмак каласа шутлаççĕ: кĕлет, пӳлме, мих; кĕлет, пӳлме, мих... Юлашки юпи «кĕлет» пулсан — пуяна каять, «пӳлме» пулсан — вăтама, «мих» пулсан — чухăна. Кунта та Паççине «мих» тухрĕ. Вăл, аллисене пилĕкне тытса, пуçне çĕклерĕ те кăшкăрса каларĕ:
— Атте килĕнче пилĕк ятпа, икĕ лашапа пурăнатпăр та вара, тырă михпе кăна ларакан киле кайăп-ши?! Кирлĕ мар, шутламастăп. Атьăр чӳречесем патне итлеме! Упăшкамăрсем мĕн ятлă пулассине ыйтăпăр...
«Килтинчен кăшт пуянтарах çĕре кайсан пурнăç пулас çуккине пĕле тăркач пурте пуяна каясшăн», — шухăшларĕ Лисук, ытти хĕрсем пекех, юр ан чакăртаттăр тесе, чĕрне вĕççĕн пускаласа чӳречесем умнелле утрĕ. Хĕрсем пурте, чӳрече янаххинчен тытса, хăлхисене кĕленче çумне тытаççĕ. Çапла вара, кашни пӳрт умне хура мĕлкесем ӳкеççĕ. Иркка Лисукран уйрăлмарĕ, кушак пек уткаласа, чылай пӳрт умĕнче пулчĕ, тем те пĕр илтрĕ. Кирек хăш пӳртре те мĕнле те пулин шав пурах: ахăлтатса кулни те пулать, аван мар сăмахлă юрă юрласа ларакан та пур, уласа макăраканни те, укçа шутлакан та тĕл пулать. Çапла хăйсен урамĕнчи пӳртсене итлесе тухнă хыççăн, хĕрсем Анаткаса кайрĕç. Иркка кунта пӳртсене пурне те палламасть.
— Çакăнта итлер-ха, — терĕ Паççи, пĕр çĕнĕрех пӳрт умне пуринчен малтан пырса тăрса.
Чӳречесем шăнса ларнă, шалта мĕн пурри курăнмасть. Пĕр ватă карчăк, нартукан йăлине пĕлекенскер пулмалла, кашни сăмаха тăсса, юрласа ларать. Паççи чӳрече умне пырса тăчĕ те юрă пуçламăшне илтрĕ:
Ах тур, тупата,
Ик урара çăпата...
— Мур илесшĕ карчăкĕ тупнă юрă. Каллех çăпата! Итлеместĕп! — терĕ те Паççи юр купи çинчен анма тăчĕ, анчах çав вăхăтра ури шуса кайрĕ те, вăл лачах ӳкрĕ.
— Чăнах-и? — кулкаласа чӳрече патне пырса тăчĕ Лисук.
Ку вăхăтра карчăк юрра васкамасăр малалла тăсрĕ:
Çăпата мар, атă...
— Атă, тет-çке! — хĕрсем еннелле çаврăнса каларĕ Лисук.
— Эпĕ итлем-ха, эпĕ! — хыпаланса ытти хĕрсенчен малтан чупса пычĕ Малля.
Карчăк, васкамасăр, юррине çапла пĕтерчĕ:
Ман чун савни ватă!
— Пуçна пултăр! — хытă çиленсе юр купи çинчен сиксе анчĕ Малля.
— Ватă карчăка ват савни парсан аван вара! Иккĕш ыталанса çывăрĕç кăмака çинче, — ахăлтатса кулчĕç хĕрсем.
Иркка тепĕр икĕ пӳрт урлă ларакан пысăк кивĕ çурта палласа илчĕ:. «Мĕн тăвать-ха Хĕлле — Хĕлип?» — пĕлесси килчĕ ун; хĕрсен ушкăнне пăрахса хăварса, пĕр-пĕчченех çав пӳрт чӳречисем патне чупса пычĕ.
Чӳречисене шалтан хурапа карнă, анчах Иркка хăрах куçпа пăхмалăх пĕчĕк хушăк тупрĕ, çав хушăкран пӳртре мĕн пурри веçех курăнать. Мĕн ку? Пӳрт тулли арçын саксем çинче шăп лараççĕ. Урай варринче Николай тăрать. Вăл хĕрӳллĕн калаçать. Иркка чӳречен сивĕ кĕленчи çумне хăлхине тытрĕ те Николайăн хăш-пĕр сăмахĕсене илтсе юлчĕ: «Революци пулсан, пуянсен çĕрĕсене, чиркӳ çĕрĕсене тата пуп çĕрĕсене — пурне те хресченсене параççĕ. Фабрика-заводсене — рабочисене, чугун çулсене, банксене — патшалăх аллине памалла тăваççĕ. Пирĕн патша çĕршыва тытса тăма юрăхсăр... Сирĕн кăна мар, пĕтĕм халăхăн — вырăсăн та, тутарăн та, ыттисен те çилли тăвăлса çитнĕ. Çак вăйлă çил çĕршыв тăрăх кĕрлесе кайĕ. Çак кăра çилсем вара патшана та, улпута та, Варлам пек сăхă пырсене те çĕр çинчен шăлса тăкĕç».
«Вĕренесси çинчен калать-и-ха?» — шухăшлать Иркка.
Ун кăмăлне туйнă пекех, Николай вĕренӳ пирки калама пуçларĕ: «Халĕ халăх тĕттĕм, ăслă хресченсем çырма пĕлмен пирки пӳрнисене чернилпа йĕпетеççĕ те хут çине пусаççĕ — вăл вара алă пусни пулать. Малашне вĕренме кайма пуриншĕн те çул уçă пулмалла, арçынсемшĕн те, хĕрарăмсемшĕн те...»
Пӳртри çынсем пекех, Иркка Николайăн пĕр сăмахне сиктермесĕр итлесе тăчĕ. Малалла та итлесшĕнччĕ, анчах çав самантра çул çинче юр кăчăртатнине илтрĕ те каялла çаврăнса пăхрĕ: хĕрсем килеççĕ иккен; чи малтан Варлам Малли чупать. Пĕчĕк хĕрача пуçĕнче шухăшсем çиçĕм пек выляса илеççĕ. Николай пуянсене, патшана хирĕç пырать тенине илтнĕ вăл. «Чăваш хĕрĕсене вĕренме патша хушман...» «Хĕрарăма çĕр пама патша хушман»... — аса илчĕ вăл илтнĕ сăмахсене. Мĕн пулĕ? Акă Малля çитсе Николай сăмахĕсене итлет те ашшĕне кайса калать; Варлам вара лашапа вулăса каять... Малалла шухăшлама вăхăт çук. Иркка аллине çĕклерĕ те темиçе хутчен чӳрече хашакне шаккаса илчĕ. Чӳрече сиксе тухас пек янăраса кайрĕ. Пӳртре çутă лап сӳнчĕ. Николай сасси илтĕнми пулчĕ.
«Чарăнчĕç, — тавçăрса илчĕ Иркка. — Усал шухăшпа итлесе çӳрекен çын шаккарĕ, тесе ăнланчĕç пулмалла». Вара, нимле хăрушлăх та çуккине пĕлтерес тесе, вăл çинçе сассипе:
— Ман упăшка пуласси мĕн ятлă? — тесе кăшкăрчĕ.
— Э... э? — терĕ Ямшăк Михали тытăнкă сассипе. — Сан упăшку-и? Михаля, Михаля ятлă, хĕрĕм, Михаля!
«Хăранипе хăй ятне каласа ячĕ», — шухăшларĕ Иркка.
— Манăн мĕн ятлă? — чӳрече патне çитнĕ-çитменех çухăрчĕ Малля.
— Кĕрен-тухан ятлă! — терĕ Михаля, хальхинче ун сасси çирĕп пек илтĕнчĕ.
— Михаляран ырă сăмах илтĕн! Шуйттан! — çилĕллĕн лачлаттарса сурчĕ те Малля пӳрт умĕнчен каялла анчĕ, çул çине тухса тăчĕ.
Иркка кăшкăрса ыйтнине те, Малля тулашнине те çитсе тăнă хĕрсем пурте илтрĕç. Тӳсме çук кулăшла пек туйăнчĕ вĕсене. Çул варрине ункăн пухăнса, хĕрсем ахăлтатса кулаççĕ.
— Ай-ай, Иркка халех качча каясшăн, упăшка шырать, ятсене те пĕлесшĕн!
— Питĕ качча каяс килет пулĕ ун!
— Иккĕш пуканелле выляса ларĕччĕç-ши вара?
— Упăшку Вилюк ятлă пулать пулĕ сан!
— Ха-ха-ха! Хи-хи-хи! — каçса кайса кулаççĕ хĕрсем.
— Мĕн мăшкăллатăр! Эпĕ тунката-и, хĕр мар-и-мĕн? — çиллессĕн татса хучĕ Иркка.
Ял лăплана пуçларĕ. Ватăрах çынсем çывăрма выртнă, хĕрсен анчах ĕç пур: вĕсен юмăç ямалли нумай-ха, нартукан каçĕ тин кăна пуçланать. Çурçĕр тĕлĕнче кĕçĕр, çӳç-пуçсене салатса, йӳле пилĕкĕн мунчана кĕрсе лармалла та, ала витĕр юхтарса, урайне кĕл тăкмалла. Ирпе кайса пăхмалла — вара малашнехи пурнăçа пĕлме пулать: мунча иййи кĕл çине çăпата йĕрĕ туса хăварсан — чухăн пурнăç пулать, атă йĕрĕ хăварсан — пуян.
Кăвак тӳпере çăлтăрсем мăч-мăч тăваççĕ. Шартлама сивĕ сывлăшра таçта инçетре çын ӳсĕрсе илни те, шăннă хурама турачĕ çатлатса çурăлни те илтĕнсе тарать. Лисукпа йăмăкĕ, алăран алă тытса, килнелле утаççĕ.
— Аппа! — тет Иркка, Лисук çумне йăпшăнса. — Кăра çилсем тесе мĕнле çилсене калаççĕ?
— Ăна ăçтан илтрĕн эсĕ?
— Такам чӳречинчеччĕ, пӳртне палламастăп.
— Сасартăк, янкăр уяр чухне, тусан вĕçтерсе, хаяр, вăйлă çил сиксе тухать, пӳрт тăррине илсе каять, йывăçсене амантса хăварать. Çавăн пек çилсене кăра çилсем теççĕ.
— Вĕсем çынсене те йăвантарма пултараççĕ-и?
— Йăкăлт йăвантараççĕ, картузĕсене çул тăрăх кустарса каяççĕ. Хăрушă пулаççĕ ун пек çилсем.
— Вĕсем вара Варлама та йăвантараççĕ-и?
— Пуян çын тесе пăхса тăмаççĕ. Виçĕм çул пулас-ха, кăра çил çапла кӳршĕ ялти чиркӳ тăррине чанĕ-мĕнĕпех йăтса антарнăччĕ. Ун пек çил, турăран хăраманнине, пуянран хăрать-и?
— Манăн ун пек çиле курасчĕ, аппа! Кăçал пулать-ши?
— Пĕлместĕп.
— Хĕлле пулаççĕ-и, аппа?
— Хĕлле кăра çил темеççĕ, урăм-сурăм тăман теççĕ.
— Вĕсем те Варлам пеккисене ӳпне-питне йăвантараççĕ-и?
— Пакăлт йăвантараççĕ, май килсен, юрпа витсе хăвараççĕ, — терĕ Лисук. Унтан вара Ирккаран хăй ыйтма пуçларĕ:
— Иркка, эсĕ ху пĕчĕкçĕ пулин те, упăшку ятне пĕлесшĕн пултăн-çке. Намăс мар-и? Э?
Иркка шăлне çыртрĕ, нимĕн те чĕнмерĕ. Килне çитсен, хапхана Лисука уçтармарĕ, хăй уçса хăй хупрĕ.
6
Макçи ирхине ирех хулхушшине сӳс чĕлпĕр хĕстернĕ, çуна çулĕ варрипе утать. Хир йĕри-тавра шап-шурă. Хăш-пĕр вырăнсенче, акăнмасăр юлнă анасем çинче, пĕлтĕр кашласа ӳснĕ кашлинчĕпе пиçен тăррисем хуралаççĕ, тип-тикĕс айлăмра унта-кунта ялсем, курак йăвиллĕ йăмрасем курăнаççĕ. Юр та юр. Ним çине те тинкерсе пăхса тăмалли çук. Çул хĕрринчи хытхура таврашĕнче шăши, мулкач йĕрĕсем пур. Унтан ума шурлăхри хăвалăха хӳнĕ çӳллĕ юр кĕрчĕ сиксе тухрĕ. Шурлăх айккинче лапра шыв ытла сивĕрен тан тапса тухнă. Хăвалăхра чакаксем пĕр турат çинчен теприн çине сике-сике чакăртатаççĕ.
Макçи çил арманĕ умĕнчен иртрĕ. Хăвалăх ялне кĕнĕ чух сăмсана кăтăклантаракан йӳçĕ тĕтĕм шăрши пырса кĕчĕ. Ку таврара Хăвалăх ялĕ чи типтерли шутланаканччĕ, урамĕсен икĕ енĕпе ватă йăмрасем кашласа ларатчĕç, пахчасене вĕрлĕк картапа тытса тухнăччĕ, уй хапхи умĕнче пĕр пĕчĕк лутра пӳрт пекки пурччĕ, пĕр ватă мучи çав пӳртрен тухса килен-çӳрен çынна хапха уçса паратчĕ, хыçĕнчен хупса юлатчĕ. Анчах халĕ ялăн ĕлĕкхи тирпейĕнчен нимĕн те тăрса юлман, уй хапхине те, хапха умĕнчи пӳрте те унта-кунта сĕтĕрсе пĕтернĕ, йăмрасене каснă, юр айĕнчен шурă пуçлă тункатасем çеç курăнса лараççĕ. Кĕпер урлă каçсанах, сад варринче, Тилли Куçма лавккаçăн икĕ хутлă йывăç çурчĕ ларатчĕ, çулла, ешĕл хӳтлĕхре, унăн тăрри кăна курăнаканччĕ. Макçи сад патне пырса тăчĕ. Халĕ хуп-хура кăмрăклă пĕренесем купаланса выртаççĕ. Тăпрас айĕнчен тĕтĕм йăсăрланать, йĕри-тавра, юр çинче, — хăрăм. Яри уçса пăрахнă хапхи ӳмĕнче пĕр ушкăн хресчен тăрать: сăхманлисем те, кĕрĕклисем те, уррисем те, сыпнисем те пур. Пĕр харăсах темиçен шавласа калаçаççĕ.
— Тарçи паян ирех лашине кӳлчĕ те, хуçине лартса, таçта вĕçтерчĕ, — тет кĕрĕк тăхăннă, сарлака сухаллă çын.
— Эй, мĕн чухлĕ укçа çунчĕ-ши кунта! — аллисемпе сулса кăшкăрать кĕске сăхманлă типшĕм çын.
— Вăл укçине ку тĕркĕш вăхăтра банка хума хăранă, тет, анчах пуян çыннăн пуçĕ шăтăк мар, вăл ăçта та пулсан çĕр айне пытарнă, — терĕ пĕрмеллĕ сарă кĕрĕк тăхăннă çын лăпкă сасăпа; вăл хăйне ăслă çын пек кăтартма тăрăшни сисĕнет.
— Куçмана мĕн пулнă вара? — ыйтрĕ Макçи, шавлакан ушкăн çумне пырса тăрса.
— Ху урă пек, куçу вилĕ ӳсĕр-и? — хăртса илчĕ Макçие сарă кĕрĕкли.
— Ыйтма та юрамасть-и? — терĕ Макçи.
— Сассу савăннă чухнехи пек тухать. Сирĕнпе палкаса тăриччен киле кайтарас, — терĕ те сарă кĕрĕкли айккинелле пăрăнса кайрĕ.
— Куçмана мĕн пулнине пĕлесшĕн-и эсĕ? — Макçи çумне пырса тăчĕ кĕске сăхманлă çын. — Куçмана куç ӳкнĕ. Çуртне çĕрле вут тĕртнĕ, сӳнтерме халăх вăранса ĕлкĕреймен. Никрутсем тĕртнĕ текен сас-хура çӳрет. Чăнах та, никрутсем Куçман салтака кайман ывăлĕ çине çиленнĕ, вĕсем унăн шăммисене шутласшăн пулнă. Лешĕ сиснĕ, Хусана тарнă. Пирĕн ялтан паян вăтăр ача салтака тухса кайрĕç...
— Эх, чĕлхӳн чаракĕ çук, пăру хӳри пек çапкаланать, — терĕ пĕри. — Эсĕ тĕрмене кайса ларас тетĕн-и е выçварла пĕр курка ханша ĕçнипе палкатăн-и? Кампа пуплесе тăнине пĕлетĕн-и?
— Хам пекех сăхманлă çынпа.
— Эй, хупăнма пĕлмен çăвар! — терĕ çав сасах. — Халăха ытларах хĕстерме вĕренес тесе, халĕ йăнралсем, шăлапир сăхман тăхăнса, çăпата сырса çӳреççĕ, тет. Кам пĕлет ку мĕскĕнле тăхăннă чăваша? Тен, вăл ăçта та пулин банк çаратнă, укçине йĕм çăрти хушшине хĕстернĕ те сăхман тăхăннă.
Макçи хăрамаллипех хăраса ӳкрĕ. Чăнах та, вăл укçине виçĕ пая уйăрнă: пĕр пайне çăпата тĕпне хунă, теприне кĕпи аçлăкĕ хушшине чикнĕ, ыттине пир татăкĕпе чĕркенĕ те йĕм çăртине çĕлесе лартнă, — ухтарма тытăнсан, мĕн пулĕ вара?
Укçана тăпăлтарса илĕç те хăйне хĕнесе, кăнтса пăрахĕç.
Макçи текех калаçса тăмарĕ, пăранчĕ те урампа утрĕ. Ялтан тухса чылай кайиччен те чунĕ лăпланмарĕ унăн, пĕтĕм çан-çурăмне тар тапса тухрĕ. Вăл, йывăр шухăшне сирес тесе, шăхăрса илчĕ, тахçанах, каччă чухне, асне кĕрсе юлнă туй такмакне юрласа ячĕ: «Сарă-сарă çăмарта — шуратрăмăр, çирĕмĕр; çакă ялăн пикине юратрăмăр, илтĕмĕр!» — шăннă урине ăшăтма çул çинче сиккелесе илчĕ. Вăл икĕ ял витĕр тухрĕ, шыв ĕçесси килсен те, ниçта чарăнса тăмарĕ, пас ӳкнипе шуралнă вăрман хĕрринче ларакан станцие пырса çитрĕ. Кунта вара, килен-каянсен пӳлĕмĕнче, урине ăшăтма шутларĕ. Пырса кĕчĕ, анчах унта тултинчен те сивĕ пек туйăнчĕ. Вăл малтан, куç тĕттĕмленсе килнипе, ним те курмарĕ, пăртакран çеç шăвăç тыттарнă çаврака кăмакана, стенасем çумĕнче икĕ тăрăхла сак ларнине курчĕ. Пĕр сакки çинче шинеллĕ çын хутланса выртать, хутаçне вăл пуçĕ айне хунă.
— Тăр-тăр чĕппи кăна тытмалла иккен кунта! — салтака хускатас тесе хыттăн каларĕ Макçи.
— Сивĕ çав, çан-çурăма кăна мар, пыршă-пакартана та витет, — терĕ салтак, çĕкленчĕ, çăпаталлă хăрах урине усса ларчĕ. — Сирĕн, ырă çыннăм, туртмалли çук-и?
— Эпĕ туртмастăп.
Макçи салтака путса аннă куçĕнчен, пăртак пĕркеленнĕ çамкинчен палланă пек пулчĕ, анчах вăл кун пек ахăрса ӳссе кайнă кăтра хура сухал нихçан та курманччĕ-ха.
— Хăш ялсем пулатăн эсĕ? — салтак, тăрас тесе, сак хыçĕнчен икĕ хул туйине илчĕ.
— Йĕлмекассисем.
— Ара, эсĕ Макçи пичче мар-и?
— Çавă, эсĕ кам вара?
— Эпĕ Ваççа, хăвăр касри çын. Ача-пăчам курсанах сак айне тарса пытанĕ. Çапла хăрушă сăнпа килĕме таврăнатăп çав, Макçи пичче.
— Пуçу сывă юлни паха, Ваççа шăллăм.
— Çуралнă çĕршыва килсе çитрĕм. Хам уксах-чăлах та, чунăм пур. Ыйтма намăс та, каласах пулать ĕнтĕ, Макçи пичче. Сивĕ вагонта выртса килтĕм, икĕ талăк хушши пĕр хĕлхем апат хыпман. Чĕре сурилĕх çук-и санăн?
Макçи салтак çумне, сак çине, пырса ларчĕ, унтан хулхушшинчен хутаçне илчĕ те Ваççана шăнса хытнă çăкăр чĕллине пĕтĕмпех тыттарчĕ.
Ваççа çурăм хыçне çакма тунă йăлмаклă брезент хутаçран темле тимĕр татăкĕ кăларчĕ, çăкăр чĕллине сак çине хучĕ те çав тимĕрпе шаккарĕ.
— Тăмана картара чăхсене çуйăхтарнă пек, шăйăмсем çăвартан тухса тарчĕç, — терĕ те Ваççа, çăкăр тĕпренчĕкĕсене ывăçпа пуçтарса хыпрĕ. — Юлнисем силленеççĕ, çыртма памаççĕ, шăл тунине ыраттараççĕ.
Ваççа чаплаттарса çиме тытăнчĕ, касăлса çитнĕ хырăмне хăвăртрах лăплантарасшăн пулчĕ. Вăл хăйсен килĕнче ултă ывăл ачаран чи кĕçĕнни, ачашши пулнă, пĕчĕк чухне амăшĕнчен пĕрре те хăпман, кĕпе аркинчен тытсах çӳренĕ. Аслă аппăшĕ качча кайнă. Килте урăх хĕр пулман пирки, Ваççа амăшĕпе пĕрле кĕнчеле арланă, алсиш çыхнă, тĕрĕ тĕрленĕ, пир тĕртнĕ. Пĕр хăнăхса çитнĕ ĕçсене вăл авлансан та манман, çавăнпа та ялта Хĕр-Ваçка тесе ят панă. Кăмăлне пăхсан та, ăна хĕр теме юранă: вăл çав тери йăваш пулнă.
— Киле темле çитес ĕнтĕ. Ура татăкĕ тӳрленсе çитмен, шăнать, — терĕ вăл, пĕç тĕпĕнчен аяларах каснă урине çĕклесе. Пĕртен-пĕр ботинка пурччĕ, çĕтĕлсе пĕтрĕ, вара çăпата сутăн илтĕм. Халĕ ĕнтĕ мана, Макçи пичче, пурăнма йӳн килет, хăрах урана хăрах çăпата анчах кирлĕ, — терĕ вăл, тутисене кулнă пек хускатса, путса кĕнĕ куçĕсем çапах та хăй макăрса ярас чухнехи пек мĕскĕнле курăнчĕç, икĕ куçĕ айĕнчи кăвакрах тирĕ те чĕтренсе илчĕ.
— Нимле канаш пама та пĕлместĕп, шăллăм. Темле каймалла ĕнтĕ санăн. Эпĕ хам та çуран çӳретĕп.
— Лашу пурччĕ-çке сан?
— Вăрласа кайрĕç.
— Халĕ ăçта кайсан та терт: вăрçăра та, ялта та.
— Вут хыпса сывлатпăр, тĕтĕм тухни çеç курăнмасть, шăллăм, — терĕ Макçи, ура çине тăрса. — Манăн тутар ялне уттарас-ха. Паян пасар.
— Ман ачасем мĕнле?
— Пурте тĕрĕс-тĕкел. Сывă.
— Эпĕ, Макçи пичче, ерипен киле çитĕп-ха. Паян кунта Хăвалăх ачисем пулчĕç, йыснана хыпар турăм, — терĕ Ваççа, сивĕ те хытă шăмăллă аллине парса.
«Мĕнле самана пуçланса кайрĕ. Пĕр çĕрте пӳрт çунать, тепĕр çĕрте аманнă салтак шăнса выçă ларать. Малалла мĕн курассисем пур-ши?» — шухăшласа утать Макçи.
Вăл сăртран анма пуçланă вăхăтра умри сĕвек çинче темиçе çухрăма тăсăлнă ял сарăлса ларнине, çур уйăхне каçăртнă мечĕте, ун тăрринче кайăксем явăнса вĕçнине курчĕ. «Чипер лаша илейĕп-ши ĕнтĕ? — шухăшларĕ Макçи. — Юмăç ярам-ха. Çуран çын курсан, начарри лекет, лавли пулсан — лайăххи...» Айлăмалла анма çеç тăнăччĕ; çултан инçех те мар ĕне вилли вырта парать; йыт-качка кăшланăран çара аяк пĕрчисем пĕрершерĕн курăнаççĕ. Ура сассине илтсе пулас, ĕнен кăкăрĕ хушшинчен пĕр пысăк çăхан вĕçсе тухрĕ те Макçи пуçĕ тĕлĕнче кранклатса çаврăнчĕ, юр витмен çыран хĕрринчи çерем çине кайса ларчĕ, юнлă сăмсине урисемпе тапкаласа тасатма тытăнчĕ.
— Э-э, мерекке, капла лаша илесси пулмĕ, — хăй тĕллĕн калаçса илчĕ Макçи.
Ку яла мĕн пĕчĕкĕрен çӳрекеленĕ Макçи. Кунти пасарта ăна ашшĕ ытла та тутлă хура мăйрака илсе панине астăвать. Вăл кунта каччă чухне те, ватăла пуçласан та нумай пулкаланă, анчах хĕлле вара пĕрре те пулман. Тутар ялĕ ĕлĕкхи чиперлĕхне çухатнă, урăм-сурăм тăвăллă çил-тăман туласа çӳренĕ пек, хăш-пĕр кил-çурт хапхин юпи тайăлса кайнă, теприн пӳрт çинчен сĕвĕннĕ хăми усăнса тăрать, теприн чӳрече куçĕ ванчăк, унта пĕчĕк минтер персе чикнĕ. Пурне те вăхăтра юсаса пыракан арçын алли çукки сисĕнет. Яла кĕрсенех, Макçине шĕвĕр сăмсаллă пĕр пĕчĕк йытă пырса çулăхрĕ те вĕтĕ шăлĕсене йĕрсе ун хыççăн вăрахчен пычĕ; Макçи, «Тепе!» тесе, мăйне пăрса чĕлпĕрпе хăмсарчĕ. Йытти, нимрен хăрамасăр, çаплах хыçалтан вĕрсе пычĕ, мулла пӳрчĕ патне çитсен тин тăрса юлчĕ. Ял варринчи урам вара вăрçă вăхăтĕнче те юхăнман, çĕнĕрен сăрланă хĕрлĕ-симĕс тĕслĕ калай тăрăллă чул çуртсем урамăн икĕ енĕпе те каçăрăлса лараççĕ. Пасар вырăнĕнче, какай сутакан ретре, икĕ алăклă çĕнĕ лавкка туса лартнă, ун çинче икĕ хăма пур: пĕрин çине витре, пуртăпа пăчкă ӳкернĕ, теприн çине эрех кĕленчипе сăра курки туса лартнă. Çав хăма айĕнчи алăкран хура пуставпа туллатнă кĕрĕклĕ икĕ тутар:
Тра-та-та, тра-та-та,
Хаттăн иден [[I,503]]
тесе юрласа тухрĕç; вĕсен хыççăн алăк хупăниччен урамалла пăслă сывлăш палкаса тухрĕ, шалта халăх кĕрлени илтĕнчĕ.
Макçи сылтăмалла каякан урамалла пăрăнчĕ. Вăл пасар пуçтарăниччен Нургали тусĕ патне кĕрсе тухма шутларĕ.
Çырма хĕрринчи пĕчĕк пӳртре Макçи çур сехет пек ларчĕ те кайма пуçтарăнчĕ.
— Ăçта васкатăн? — ыйтрĕ уçă саслă Нургали.
— Сирĕн ялăра пăхкаласа çӳрес.
— Каяр, апла пулсан, — терĕ тутар.
— Апат çиме килĕр вара, лаша илсен, — терĕ Нургали арăмĕ.
Макçипе Нургали пупленĕ хушăра пасар пуçтарăнса та çитрĕ. Юнашар лартса тухнă çунасене улăмпа е шăналăкпа витнĕ, мĕн сутнине кăтартма ик-виçĕ çĕрулми е пĕрер пуç купăста, кишĕр кăларса хунă. Лереллерех, лавккасемпе магазинсем хушшинче, качакасене, сурăхсене кăкарнă. Вĕсене сутăн илме чĕнсе, вырăсла та, тутарла та, чăвашла та кăшкăрни, ăшăнма, алсишсене çапа-çапа сиккелени илтĕнсе тăрать. Ăшаланă какай шăрши те пур — пĕр тутар тимĕр кăмака илсе килнĕ, какай татăкĕсене ченчĕке çине тирсе тытнă, тутарла та, чăвашла та такмакласа илет:
— Сурăх хĕсĕр пулчĕ, нумай çитернипе самăрăлса кайрĕ. Пусрăм та, какайĕ çинче икĕ пӳрне хулăнăш çу. Тутанса пăхăр, тăвансем! Тутанса пăхăр, кĕмĕл укçăра ан хĕрхенĕр!
Макçипе Нургали кунта чарăнса тăмарĕç, вĕсене какай та, хăма лавккасенче пусма тавар аршăнăн-аршăнăн çурăлни те, пысăк йывăç каска çинче какая пуртăпа касни те илĕртмерĕ. Вĕсем лаша пасарне васкарĕç. Юпасем çине хунă пĕренесенчен кăкарнă лашасем нумай: çӳренни, тимĕр кăвакки, ули, турри, хăли — темле тĕсли те пур. Çав ушкăнта Макçи чуптар лаша тăнине курчĕ те, ун çинчен куçне илеймесĕр, утма та чарăнчĕ. Çӳллĕ те илемлĕ лашан çăра çилхипе хӳри шап-шурă, çăмĕ йĕс пек йăлтăртатса тăрать.
«Чуптар лаша — çул çути...» аса илчĕ Макçи авалхи чăваш юррине, çав лаша çине пăхса тăрса. Нургали, Макçи укçин шутне пĕлекенскер, яп-яка та чăмăр лашасем патне пымарĕ, чуптар лаша еннелле вара çаврăнса та пăхмарĕ, тӳрех пасар хĕрринерех тăракан юпах тихасемпе çамрăкрах утсем патнелле кайрĕ, тем шăршланă пек сăмсине каçăртрĕ, пăхкаларĕ, хура çăмламас [[I,504]] умĕнче чарăнчĕ.
— Ку камит миçе тенкĕ тăрать? — ыйтрĕ Нургали лаша хуçинчен, Макçи пекех кивĕ сăхманлă ватă чăвашран. — Лаша темелле пулĕ ĕнтĕ... Лаша тесен — ытла çăмлă, качака тесен — мăйракасăр.
— Лайăх çитерсен, парĕччĕ вăл сана камит, — кӳреннĕ пек пулчĕ лешĕ. — Унăн амăшĕ вăрçă умĕн сирĕн сабантуйра чи мала тухнăччĕ. Çитмен пурнăç суттарать.
— Миçе тенкĕ?
— Çирĕм пиллĕк!
— Пар аллуна! — Нургали лапсăркка çăмлă тиртен çĕленĕ алсишне Макçие пачĕ те сăхманлă чăвашăн аллине ярса тытрĕ.
— Çирĕм! — терĕ вăл, алă çапса.
— Çирĕм тăваттă! — терĕ чăваш, лаши пуçĕ умне пырса тăрса. — Шăлĕсене пăхăр эппин. Хытхурана пĕрре çыртать те çавăнтах татать. Калăм иртсен, икĕ çул тултарать, сухана кĕрет.
— Эсĕ мĕскĕн пек калаçатăн та, ху чее иккен. — Нургали лашан ăмăрне тытса пăхрĕ, кайри пĕр урине çĕклесе, шурă сакăлне хыпашларĕ. — Хытхура çитерсе пурăннă, çирĕм тăватă тенкĕ ыйтать. Акă сана çирĕм пĕр! — терĕ Нургали, каллех чăвашăн ал тупанне икĕ хутчен çат та çат çапса.
— Мĕн чейи унта? Пӳлмерен шăшисем те тухса тарнă, аслăк çинче юр купи выртать. Мĕн çитерĕп... Сана вăл хăй мĕнле пурăннине каласа парĕччĕ те, янавар калаçма пĕлмест.
— Утланса лар та, Макçи, пĕрре çаврăнса кил! — терĕ Нургали.
Макçи пушăт чĕлпĕре ярса илсе сикрĕ, анчах утланаймарĕ.
— Ку этем те, ман хăраххăм, кăйттă иккен, пĕр шитрен çӳле сикеймест, — катăк та сарă шăлĕсене кăтартса, сасăсăр кулса илчĕ лаша хуçи.
— Сик! — терĕ Нургали, Макçин пĕр урине аллипе çĕклесе.
Макçи, эхлеткелесе, утланса ларчĕ, кăштах пĕшкĕнсе, икĕ урипе те лаша хырăмне тĕксе илчĕ. Лаша малтан лĕпĕстетсе пычĕ, унтан вара пĕрре сиксе илчĕ те, пуçне каçăртса, юртма пуçларĕ, ӳссе çитеймен çăра çилхинчен Макçи пичĕ çине пас пĕрчисем сирпĕнчĕç. Вăл, тутарсем кĕлле кĕрес чухне çăм пушмакĕсене хывса тăнине пăхса, мечĕт умĕнчен иртсе кайрĕ, унтан каллех пасар хĕррине çаврăнса çитрĕ те Нургалипе чăваш умĕнче лаши çинчен сиксе анчĕ.
— Мĕнле пек? — ыйтрĕ Нургали.
— Хăй майĕпе пырать, — мăкăртатрĕ Макçи; Нургали чеен пăхса илнинчен мухтама юраманнине сисрĕ вăл. — Ытла ырхан.
— Ху та самăр мар, — тарăхнă сасăпа каласа хучĕ лаша хуçи.
— Турă каларĕш виççĕ. Атя, тăванăм! Ме çирĕм иккĕ! — кăмăллăн каларĕ Нургали, чăвашăн алтупанне виçĕ хут çапса.
— Юрать! Мăкариçĕ санран! — терĕ чăваш та, виçĕ хут çапса.
— Мăкариçĕ, тăванăм, лашана кайтăр, — терĕ Нургали. — Ăна çула илсе тухас умĕн сĕлĕ çитерес пулать.
— Юрĕ эппин, ырă çыннăм, — терĕ чăваш, лашана мăйĕнчен ыталаса; унтан куçĕнчен пăхса çапла каларĕ. — Халĕ ĕнтĕ, лашам, манăн килĕмре çимен сĕлле çисе пăх, çапах та мана ан ман...
— Тыт, — терĕ вăл, хăй аллинчи чĕлпĕре Макçие тăсса. — Хăш ялсем?
— Йĕлмекассисем. Станук Макçи тесе чĕнеççĕ мана. Ху ăçтисем? — терĕ Макçи.
— Катĕркасси, Курак Куçми. Ырă çын аллинче сиксе çӳрекен лашана пырса курăп... Чимĕр-ха, сутнă лашан йĕвенне ваттисем парса яма хушман.
Макçи йĕвенне пачĕ, хăй нăхтине тăхăнтартрĕ, лашана çавăтса, пасар хĕррипе утрĕ, савăннипе алли-ури шăннине те сисмерĕ.
— Кунтан питĕ лайăх лаша пулать, — терĕ Нургали.
Макçи каялла çаврăнса пăхрĕ: леш чăваш çаплах кусла çумне тайăлса тăрать, лаши çинелле пăхать. Ăна шелленипе Макçи хурланса кайрĕ. Ун умне ют çыннăн хуйхăллă пурнăçĕ, юр хĕвсе кайнă аслăкĕ, сивĕ пӳрчĕ тухса тăчĕ.
— Эсĕ тухса кайиччен лашуна çитерме сĕлĕ туян. Эпĕ лашана хамах çавăтса кайăп, — терĕ Нургали.
Макçи, сасартăк хăранă пек пулса, чĕлпĕрне хытăрах чăмăртарĕ, ăна хăй лашине çухатассăн туйăнчĕ. Анчах, кăштах шухăшласан, хăй хăранинчен хăех вăтанчĕ. Вăл чĕлпĕрне Нургалие пачĕ те пасара чупсах кĕрсе кайрĕ. Пилĕк кĕрепенкĕ сĕлĕ илсе пасартан тухнă чухне халăх авăрти шыв пек çаврăна пуçларĕ, акăш-макăш çухăрашни, «Вăрă тытнă!» тесе кăшкăрни илтĕнчĕ, унтан та кунтан çынсем ыткăнса каяс пек чупса килни курăнчĕ. Макçи, инкеке-мĕне лекес мар тесе, айккинелле пăранса утрĕ.
Пӳрт умне, çулла пит çума кăмкан çакакан юпа çумне кăкарнă лаша, Макçи ури сассине илтсен, тĕлĕрсе тăнă çĕртен пуçне çĕклерĕ, кĕске хӳрине силлерĕ те ерипен кĕçенсе ячĕ.
— Хамит, — терĕ Макçи, ăна мăйĕнчен ачашласа; лаша ăна, çухинчен çыртса, хăй патнелле туртрĕ, хутаçа шăршларĕ.
— Эсĕ, Хамит, апат шăршине те туятăн, ăслă иккен, — терĕ Макçи; лаша пуçне сĕлĕллĕ хутаç тăхăнтартрĕ.
Макçипе Нургали калаçса ларчĕç, чей ĕçрĕç. Хĕвел каç енне сулăнсан, Макçи сĕлĕрен пушаннă хутаçне йĕнер вырăнне сарса хучĕ, лашине утланчĕ те çула тухрĕ. Пасар саланнă. Халĕ кунта тăккаланчăксене пуçтарма кăвакарчăнсем, çерçисем йышлăн пухăннă. Чавкасем те чакăлтатаççĕ, йытăсем те шĕвĕр сăмсисене каçăртса какай татăкĕ шыраççĕ, иртекен çын çине пăхмаççĕ те.
Урам урлă каçнă чух Хамит, хăрт туса, пуçне çĕклерĕ, Макçине чутах хăй çинчен ӳкермерĕ. Урам варринче сарă сухаллă пĕр вăтам çулхи çын выртать. Унăн хура кĕрĕкне çурса пĕтернĕ, икĕ çаннине те вăтăрса татса илнĕ, урисем çап-çара. Хăй месерле выртать, анчах куçне те, сăмсине те уйăрма çук — кĕвĕлсе пухăннă юнĕ шăнса ларнă. Халăх вăрра тытнă та кăнтса пăрахнă иккен.
— Эх, Тиххана çак шăпа çитинччĕ!.. — шухăшларĕ Макçи, лашине икĕ урипе тапса илчĕ.
Каçалапа, килкартинчи çапă куписем çинче çерçисем юлашки хут хытă чĕриклетнĕ чух, Макçи хăйсен ялне пырса кĕчĕ, лаша çинчен анса, ăна çавăтса утрĕ.
Елин, вĕрлĕк хапха чĕриклетсен, лаша çавăтса кĕрекен Макçие курчĕ те савăннипе:
— Лаша илсе килчĕ-çке, — тесе кăшкăрса ячĕ. Иркка та, Петюкпа Лисук та хăпăл-хапăл, тăхăннă-тăхăнман, килкартине чупса тухрĕç. Иркка лаша пуçĕ умне пырса тăчĕ. Лаша мăйне тăсрĕ те çемçе тутипе Иркка çаннине сĕртĕнчĕ. Пусма çинче тăракан амăшĕ хавассăн кулса ячĕ. Çакăн пек савăнăçлă сасăсем ку килкартинче нумайранпа пулманччĕ-ха.
— Мерекке ку лаша, — терĕ Лисук.
— Питĕ йăваш. Хамит ятлă хутăм-ха. Çитерме кайма Ирккана лекет тесех йăвашшине суйларăм, — терĕ ашшĕ, лашин çурăмне лăпкаса. — Микулай килмен пулсан, лашасăр тĕп чухăна тăрса юлаттăм. Мĕн тумаллаччĕ-ши вара ун чух манăн?
Макçи таврăннине илтсе, Николайпа ашшĕ килсе çитрĕç.
— Макçи пичче, лаша туянтăн эппин? — ыйтрĕ Николай.
— Туянтăм, Микулай Петрович. Çак чĕрчуншăн çирĕм икĕ тенкĕ тулерĕм!
— Питĕ аван. Сан ямшăка çӳремелле мар. Суха тума, çуна-урапа кӳлме ятне килнĕ ку лаша, чăн-чăн хресчен лаши. Пĕрер кăмака лаша çăкăрĕ пĕçерсе çитерсен, вылякан пулать, — терĕ Петте, лашан чĕркуççийĕсемпе пакăлчакĕсене хыпашласа.
— Тав ĕнтĕ сире, кӳршĕсем! Парăма нумая ямăп...
— Уралансан татăн-ха...
— Пӳрте кĕрсе калаçар. Питĕ шăнтăм, — терĕ Макçи. Пурте, урисене шаккакаласа, пӳрте кĕчĕç. Иркка, вĕлт çаврăнса, лаша мăйне ыталаса илчĕ:
— Эсĕ Хамит ятлă иккен.... Эх, Хамит! Çуркунне çиттĕр-ха, эпĕ сана çитерме илсе кайăп. Чи вăйлă курăк çине илсе кайăп. Эсĕ тӳрленетĕн, хы-ытă чупакан пулатăн...
Иркка çапла лашапа ачашшăн калаçса тăнă вăхăтра сасартăк хапха патĕнче «ох-ох-ох!» тесе çухăрни илтĕнчĕ. Иркка çаврăнса пăхрĕ: икĕ мăйракаллă тискер те хăрушă çăмламас япала хапха урлă кармашать, аллине хăрăмлă мелке тытнă. Иркка паян çветки эрни пуçланнине аса илчĕ те хăрамарĕ.
— И-и, намăссăр! Анкă-минкĕ пуç эсĕ, хĕвел аниччен шуйттан пулса çӳретĕн. Йытăсем ярса илмелле сана, çĕр çăтман! — вăрçса илчĕ те Иркка, пысăк çын пек лашана чĕлпĕрĕнчен ярса тытса, витене мăнкăмăллăн çавăтса кайрĕ.
7
Çветки эрни пуçланчĕ, ваттисем каларĕшле — шуйттан эрни. Çамрăксем ĕнтĕ кĕрĕкĕсене тавăрнă, тир татăкĕсемпе хутсене кăмрăкпа та тĕрлĕрен ытти сăрпа сăрласа, сыснасемпе упасен куçĕсене тунă. Урамра кăшкăрса юрлама усал сăмахлă такмаксем шухăшласа кăларнă, кĕввисене майлаштарнă. Вĕтĕр-шакăр ачасем те çав вăййах туртăнаççĕ, Паян Иркка патне кӳршĕри Кĕтерук пычĕ, иккĕш çĕтĕк-çатăк пир татăкĕсенчен пукане турĕç, питне хăрăмпа вараларĕç, пуçне, тутăр вырăнне, мунчала çыхрĕç, урай варрине ларнă пĕчĕк Петюка хăратаççĕ;
— Петюк, Ляппа килет!
Петюк макăрма та, пытанма та хăрать, мĕншĕн тесен сакайĕнче те, кăмака хыçĕнче те тĕттĕм.
Хапха сасси илтĕнчĕ. Çветки килет пулĕ тесе, Ирккапа Кĕтерук та питĕ хăраса ӳкрĕç, кăмака хыçне кайса пытанчĕç. Пĕр-пĕччен тăрса юлсан, Петюк шари кăшкăрса ячĕ. Лисук тĕпел кукăрĕнчен сиксе тухрĕ те шăллĕне ыталаса илчĕ. Çав вăхăтра Николай пырса кĕчĕ.
— Ха, кунтах иккен çветки, — терĕ вăл, урай варринче ларакан пуканене курсан. — Эпĕ пур, Анаткаса каясшăнччĕ.
— Ирт тĕпелелле, — терĕ Лисук, Петюка урайне антарма тăрса; лешĕ ăна мăйĕнчен икĕ аллипе çатăрах ыталаса илчĕ.
— Çветки курса юласчĕ. Ыран каятăп. Пĕр-пĕр улаха кайса курасчĕ, Лисук.
— Мĕншĕн ыранах каятăн?
— Вăхăтсем хĕрӳ...
— Туйра пуласса шаннăччĕ.
— Туйна çитес çула хăвар.
— Сĕлкĕ панă çав. Евчĕсем сĕлкĕ тутăра пĕкĕ çумне çыхсах кайрĕç. Ман сăмаха итлемерĕç, — терĕ хурлăхлă сасăпа Лисук, макăрас килнине ирттерес тесе, Петюк еннелле çаврăнса тăчĕ.
Шăллĕ çывăрса та кайнă. Лисук ăна сак çине вырттарчĕ, кĕрĕкпе витрĕ.
— Кайăпăр-и? — терĕ Николай.
— Халĕ кайма та юрать ĕнтĕ. Петюк анне киличчен те вăранас çук. Эсĕ мана пĕр-пĕр çĕрте тăратса хăвармăн-и? Эпĕ çветкисенчен питĕ хăратăп. Тем мăшкăл та курăн.
— Нимĕн те пулмĕ, Лисук.
— Манăн хĕр пурнăçĕ шăнкăрчă чĕппин пек: тапса каяс тесе чавки те явăнать, ула куракĕ те.
— Ниçта та пăрахса хăвармастăп.
— Аппа, эпĕ те пыратăп, — терĕ Иркка, Кĕтерукпа пĕрле кăмака хыçĕнчен тухса.
— Мĕн шырама? — терĕ Лисук.
— Çветки курма.
— Шуйттансене курсан, хăранипе чирлесе кайăн.
— Эпĕ Микулай пиччепе хăрамастăп.
— Мĕншĕн? — кулса ыйтрĕ Николай. — Санăн пăшал пур...
— Манăн пăшал та, çĕçĕ те çук.
— Пурпĕр...
— Тăхăнăр эппин Кĕтерукпа иксĕр те, — терĕ те Лисук, хăй алăк патĕнчи пăтаран кĕрĕк илсе тăхăнчĕ, шурă тутăр çинчен пурçăн тутăрне çыхрĕ.
Вĕсем тăваттăн урама тухрĕç. Ниçта сас-чӳ илтĕнмест, йытăсем кăна тем усала сиснĕ пек вĕреççĕ. Тӳпе ĕнерхи пек кăвак мар, ăна пур енчен те йывăр пĕлĕтсем хупăрласа илнĕ. Йытăсем ахаль вĕрмен иккен, таçтан хура мĕлкесен ушкăнĕ килсе тухрĕ. Ахăраççĕ те çĕмĕрлеççĕ, пĕрне-пĕри чыша-чыша яраççĕ; çветки хĕр туйĕ çĕмĕрсе килет. Хĕрĕ чăлт шурă тăхăннă, пуçне пĕркенчĕк пĕркеннĕ, хĕр йĕрри йĕрсе пырать, сасси хăйăлтатать, такмак сăмахĕсем илемсĕр, итлесе тăрас пулсан, хăлха тарласа каймалла. Ун хыççăн хĕрçуммисем ĕрлешсе пыраççĕ, туй арăмĕсем ташлаççĕ, туй каччисем сикеççĕ, шăпăр кĕвве кĕмест, урама çурас пек ахăрать.
— Кам патне кĕрсе курăпăр? — ыйтрĕ Николай.
— Варккисем патне. Унта кĕçĕр йĕтес улăхĕ.
Варккисем патĕнче пӳрт тулли çамрăк-кĕрĕм пухăнса ларнă. Тинрех хутнă кăмакинчен ăшă çапать, нумай пулмасть пĕçерсе кăларнă йĕтес кукăлĕсенчен ытарма çук тутлă шăршă сарăлать. Хĕрсем пасар кĕпи тăхăннă, пурçăн тутăр çыхнă. Николайпа Лисук пырса кĕнĕ-кĕменех, Ирккапа Кĕтерук вĕсен хыçне тарса пытанчĕç. Хĕрсем тĕпелте лараççĕ, вĕсене тăватă çветки эккемечĕсем култараççĕ. Иккĕшĕ улпут иккен, пĕри хĕрлĕ кĕпе çинчен хура жилетка, тепри хура пиншак тăхăннă, жилеткипе пиншакĕ айне иккĕшĕ те минтерсем чикнĕ, пичĕсене упăте пичĕ майлă маскă тăхăннă. Арăмĕсем шăналăка варринчен сӳтнĕ те сарафан туса тăхăннă, айккисене хăвапа авса тыттарнă, иккĕшĕ çур пӳрте йышăнса ташлаççĕ. Жилеткăллă улпут улах хĕрĕсене чĕпĕткелет, пиншакли кăмака кукăрне кĕрсе тухрĕ те аллине кăкăрĕ çумне тытса ташла пуçларĕ:
— Ап-ап-ап, пĕ-çе-рет! Пĕтĕм вара витерет! — тесе кăшкăрать. Ăна хирĕç жилеткăлли, аллисене пилĕкне тытса, автанла сикрĕ:
— Пĕçерет пулсан, тула тух!
«Улпут майрисем» те урисемпе тапа-тапа çаврăна пуçларĕç, жилеткăллă улпут пекех: «Пĕçерет пулсан, тула тух» — тесе такмаклаççĕ. Пиншаклă улпут, алăка яри уçса, тулалла тухса сирпĕнчĕ, ун хыççăн виççĕшĕ те, кулăшла хуçкаланса, чупса тухрĕç.
Пӳртри хĕрсем ахăлтатса кулсан-кулсан, Марук ятли сиксе тăчĕ те, ик аллине шарт çапса, кăшкăрса ячĕ:
— Ара, хĕрсем, икĕ кукăль çук! Леш улпут çаклатса кайнă, ахальтен пĕçерет тесе ташламарĕ, ăçтиçук! Тӳсме çук мăшкăл!
— Ай, тур, тур! Чăнах та! Хăваласа çитес! Жилеткăллă улпучĕ Антун маткиччĕ! — шапăлтатаççĕ пурте.
Темиçе хĕр, тумтирĕсене тăхăнса, урама чупса тухрĕç, анчах нумай тăмарĕç, каялла вирхĕнсе кĕчĕç:
— Ай, турă, хăрушă çветкисем килеççĕ!
— Миçен?
— Тăваттăн!
Марук Лисук патне пычĕ те ăна пăшăлтатса хăлхаран çапла каларĕ:
— Пĕр шуйттанĕ мана ярса тытрĕ те «Станук Макçи хĕрĕ кĕçĕр ăçта?» —тесе ыйтрĕ. Çатрасем пулмалла, леш куштан Якур, хăй арăмне хĕнесе вĕлерекен. Вăл сана вăрлама шут тытнă, теççĕ. Асту!
Лисукăн тутисем чĕтресе илчĕç, вăйĕ чакрĕ. Вăл тĕпелти сак çине, Николай çумне, пырса ларчĕ. Çав вăхăтра пӳрте тăватă хура шуйттан пырса кĕчĕ, чĕн саламачĕсемпе шартлаттарса, пӳрт маччине пĕрер çапса илчĕç. Вилес пек хăраса ӳкнĕ Иркка кăмака хыçне тарса пытанчĕ.
— Хăшĕ кунта çылăхлă çын? — ыйтрĕ хĕрлĕ сăмсалли. — Ăна эпир тамăка илсе каятпăр.
— Пирĕн хушăра çылăхлисем çук-ха, — терĕ Варкки.
— Шыраса пăхар! — терĕ шуйттан, вăрăм та çинçе пӳрнеллĕ хура аллине кăмака хыçнелле тăсса.
— Эсир пысăккисене хăратăр, анчах пĕчĕккисене ан тивĕр! — хыттăн, хушнă пек, каларĕ Николай.
Ялти ахаль çын каланă пулсан та, ун сăмахĕ тӳпелешме сăлтав кăна пулса тăратчĕ, анчах ку çынни урăхла...
— Тивмĕп! — терĕ хĕрлĕ сăмса. — Эпир сире тамăк ташши ташласа парăпăр!
Тăватă шуйттанĕ те пĕр ункă пулса хире-хирĕç тăчĕç, чĕн саламачĕсемпе армак-чармак çинçе урисене çапаççĕ, хура шăмăран тунă хура чĕрнисем урайне шăк-шак перĕнеççĕ, шĕвĕр мăйракаллă пуçĕсене сиктереççĕ, шăлйĕрен маскисем татах хăрушланчĕç. Сиккелерĕç, хуçкаланчĕç — ташă тухмарĕ. Тăваттăшĕ те урайне пĕр харăс выртрĕç, хура вăрăм чĕрнеллĕ пӳрнисемпе урайне чĕрнĕ пек туса хыпаларĕç, тем пăшăлтатрĕç те ним сăмах чĕнмесĕр тухса кайрĕç.
Тăваттăшĕ те Çатрасем пулас, — терĕ Варкки.
— Пурте çавăнти куштансем, — терĕç хĕрсем.
Хăш шуйттанне мĕнрен палласа илни çинчен калаçнă вăхăтра алкумĕнче виле юрри юрлани илтĕнчĕ, вара, алăка яри уçса пăрахса, пуп кĕчĕ. Аллине вăл пысăк йывăç хĕрес тытнă. Хыçалтан тиечукпа тиякăнĕ ĕнĕрлесе юрласа кĕчĕç.
— Воспоти, плохослови! Сирĕн кунта вилĕсем пур-и? — терĕ пуп тумли, питне хĕрлĕ хăмачпа хупланăскер.
— Никам та вилмен-ха, — терĕç пӳртрисем.
— Ача ят хумалли пур-и? — каллех ыйтрĕ леш.
— Ача никам та çуратман, çуратнă пеккине ят хурса пĕтернĕ.
— Венчет тумалли çук-и?
— Çĕнĕ çул иртсен, венчете кĕрĕпĕр, е çимĕк хыççăн...
— Апла пулсан, ку çуртри çынсен сывлахĕшĕн кĕл тăвас, — терĕ пуп, чиркӳ кĕввипе такмакласа:
Воспоти, тур амăш,
Ăçта пирĕн хур амăш?
Çĕçĕ айне лекрĕ-ши?
Хурчăка тапса кайрĕ-ши?
Ыттисем вара:
— Хурчка тытса кайрĕ-ши?.. — тесе тăсрĕç тепĕр хут.
Малалла вара нимле намăс картне ларман сăмахсемпе кĕлтăва пуçларĕç.
Хăш-пĕр хĕрсем пек, Лисук та вăтаннипе питне аллисемпе хупларĕ.
«Служба» пĕтнĕ хыççăн тиечукĕ куркапа шыв илчĕ, тиякăнĕ хĕвĕнчен пăру хӳри кăларчĕ те шыва чиксе илсе йĕри-тавра «святуй вода шывне» сапма тытăнчĕ; пупĕ пӳрне тăршшĕ хур шăмми ăшне темле хура чул татăкĕ пек япала кĕртсе лартнă, çавна йĕпетсе, хĕрсен çамкисем çине лапкипех хĕрес хыва пуçларĕ.
Ку хура чул татăкĕ шĕпĕне çунтарса пĕтерекен эмел иккенне пĕлмесĕр, хĕрсем, тутăрĕсене çӳлелле шутарса, çамкисем çине хĕрес хуртараççĕ. Пуп Лисук патне çитрĕ.
— Ман çылăх каçарттармалли çук. Эпĕ çылăхсăр. Кай кунтан! — терĕ Лисук, пупа урипе тĕртсе. Ирккапа Кĕтерук Николай ури хыçне, сакайне пытанчĕç; пуп Николай патне пыма хăймарĕ.
Çветки ушкăнĕ ĕнĕрлешсе тухса кайсан, хĕрсем хăшне паллани çинчен калаçкаласа илчĕç.
— Пупĕ кам пулчĕ çав?
— Варлам ывăлĕ-çке.
— Тиечукĕ хĕрарăм пулас?
— Тиечукĕ, ара, Тихха Натюкки.
— Хулăн саспа юрлакан арçын — Малля!
— Тиякăнне палламалла мар. Камччĕ-ши?
— Ăна палламалла мар çав, такам пулчĕ...
Кулкалаççĕ хĕрсем, анчах вĕсем, мĕскĕнсем, хăйсен çамкисене шĕпĕн пĕтермелли эмелпе сĕрсе кайнине чухлаймаççĕ. Ыранах «хĕрес» темле ылхан кĕлеми пек хуп-хура çунтарса тухĕ, икĕ эрне хушши çĕрĕ, тепĕр эрнерен хăпăнса ӳкĕ, анчах нумай вăхăт какайланса тăрĕ, вара хĕрсем нумай вăхăт суккăр карчăксем пекех çамкисем çине тутăрĕсене антарса çӳрĕç, халăх умĕнче курăнма вăтанĕç.
Николайпа Лисук çветки камичĕсене — кулăшлисене те, усаллисене те курса тăрансан кайма ура çине тăнăччĕ çеç — алăк яр уçăлса кайрĕ те ешĕл тенкĕсем çакса тултарнă мăйçиххиллĕ çын килсе кĕчĕ. Килти ахаль сăхман тăхăннă, пуçĕнче хăлхасăр та çиелте тирсĕр çĕлĕк, питне куçĕ тĕлĕнчен шăтарнă пир татăкĕпе хупланă, мăйне хыçалтан та, малтан та пиçиххи таранах усăнса тăракан шапасенчен мăйçиххи туса çакнă. Ăшăнма ĕлкĕреймен шапасем пĕр хускалмасăр йĕркеллĕн выртаççĕ.
— Ай, тур-тур, мĕн çакнă эсĕ? — хĕрсем сак çинчен тăрса кăмака умне пыраççĕ.
— Тенкĕллĕ мăйçыххи вăл, тенкĕллĕ мăйçыххи, — тет, леш, хулпуççийĕсене сиктеркеленĕ май шаписене силлесе.
Кăмака тăмĕ хĕрĕнсе ярăм-ярăм çурăличчен хутса ăшăтнă пуртре шапасем чунланса йăшăлтатма, этем мăйĕ патнелле туртăнса урисене чаркалама пуçларĕç.
Сакайĕнчен тин çеç тухнă Иркка, йăшăлти шапасене курсанах, тарса пытанма хатĕрленнĕччĕ, анчах хăрушă этем ун умне пырса тăчĕ.
— Эсĕ чунлă укçасене кур-ха, — терĕ вăл, сиккелесе лăстăр-лăстăр силленчĕ, вара шаписем шуса анчĕç.
Иркка шари çухăрса макăрса ячĕ, Николая хулĕнчен пырса çапăнчĕ.
Хĕрсем кăмака патĕнчен урай варрине сиксе тухрĕç, çиленсе кăшкăрашрĕç.
— Тухса кай, йĕрĕнчĕк!
— Палларăмăр сана!
— Ăçтиçук.
— Парăп сана çамкуна çветки миталĕ! — терĕ те Варкки, ухват ярса тытрĕ, çиллипе çапатчĕ те пулĕ, анчах шапаллă çын пӳртрен васкавлăн тухса кайрĕ.
— Урăх çветкисене кӳртмĕпĕр, çитет! — терĕ Паççи.
— Çитет! — терĕç хĕрсем. — Хамăр ушкăна кĕтсе илĕпĕр те йĕтес çиме пуçлăпăр.
— Эпир те каяр ĕнтĕ, — терĕ Николай.
Хĕрсем вĕсене тем пек йĕтес çиме хăварасшăн пулчĕç, анчах вĕсем хăна пулас темерĕç: тăваттăшĕ те пĕрле киле тухса кайрĕç.
8
Тăван кил-çурт, тăйлăк-тайлăк ларсан та, çап-çара пӳлмесенчен шăшисем тахçанах тарса пĕтнĕ пулин те, салтака хăй патнех туртать, окопра чухне те, суранланса ахлатса выртнă чухне те асран каймасть. Салтак, хăй килне çиленсе мар, юратса таврăнать. Ваçка Станук Макçине тĕл пулнă хыççăн вокзалри сивĕ сак çинче хутланса чылаях выртрĕ, килне хăвăртрах çитсе ӳкес тесе шухăша кайса сĕмленчĕ. Каçалапа тин Хăвалăх ялĕнчи йыснăшĕ хыçлă çуна кӳлнĕ лутра лашипе лĕпсĕртетсе, килсе çитрĕ. Кĕрĕк çийĕн чаппан тăхăнса улăм ăшне паштах кĕрсе выртсан, Ваçка ĕнтĕркеме чарăнчĕ, йыснăшĕпе пăртак калаçкаласа илчĕ те тутлă ыйха путрĕ. Вăл халиччен хăрушă тĕлĕксем курнипе вăрана-вăрана тарăхаканччĕ, анчах халĕ силленсе пыракан çăмăл çуна çинче апла-капла пулмарĕ.
Йыснăшĕ тутине пĕрсе вăрăммăн шăхăрнине илтсен, Ваçка тăрса ларчĕ, тăрăсăр хапха юписене курчĕ.
— Çитрĕмĕр, пултăрăм, санăн çĕрле çывăрма ыйху юлмарĕ пулĕ, — терĕ йыснăшĕ.
Вăл çуна çинчен сиксе анчĕ те йăванса каяс пекех тайкаланса илчĕ, — урисем çывăрса кайнă иккен.
— Манăн, йысна, тата тепĕр эрне çывăрмалăх ыйхăм пур-ха, — терĕ Ваçка, хăех анма пикенсе. Анчах йыснăшĕ ăна ачана çĕкленĕ пек çĕклесе илчĕ те килкартине кĕртсе тăратрĕ:
— Хăмла пекех çăмăл эсĕ, шывра та путас çук, — терĕ вăл, вара салхуллăн йăл кулса илчĕ те лаши патне кайрĕ.
Йыснăшĕ хуçалăха тĕреклĕ тытса пурăнакан çынччĕ, хăйĕн килкарти тавра хӳме тытса çавăрнăччĕ. Анчах картишĕ халĕ юхăннă — усал вăрçă шăпчăк пек сахал çывăракан ĕçчен çын çунатне те амантнă.
— Эсĕ мĕскер ман юхăннă кил-çурта пăхса тăратăн, кĕр пӳрте, — терĕ лупас айĕнче лашине тăваракан йыснăшĕ.
— Сывлăш лайăх кунта, йысна.
— Йĕри-тавра çап-çара, сывлăш кăна тăрса юлнă çав.
— Пăртак тăрам-ха, — терĕ Ваçка. Хăйĕн туйисем çуна çинче тăрса юлнине калас темерĕ вăл, мĕншĕн тесен йыснăшĕ станцăра тăхăнтарнă кăçат ăшĕнче ури ывăннине сиссех каймарĕ.
Хапха умне икĕ тулли витре йăтнă хĕрарăм пырса çитрĕ. Витрисем кĕвентине хуçас пек авăнтарнă, хăй хура çăм тутăрне куçĕ çине антарса çыхнă. Хапха яр уçă иккенне курсанах вăл икĕ витрине урама лартрĕ, чупсах кĕме тăчĕ, вăйĕ çитеймерĕ, васкаса утса пырса, Ваçкана ыталаса илчĕ.
— Эй, шăллăм, — терĕ вăл, урăх ним те калайми пăвăнчĕ те ӳлесе макăрса ячĕ.
Арçын чĕри çирĕп. Вăл йывăр хуйха-суйха та тӳсме пĕлет. Ваçка хăйне хăй паттăр тытма пикенчĕ, анчах малтан куçĕсем йĕпенчĕç, вара тем чăмакки карланка пӳлсе хăпарчĕ; хăй мĕскĕне тăрса юлни аса килчĕ. Вăл тусеймерĕ, аппăшне ыталаса йĕрсе ячĕ, йĕни ăна пур йывăр шухăшран кантарнă пек туйăнчĕ, ыратма тытăннă чĕри сасăртăк лăштах кайрĕ, кăкăрĕнче çук пек пулчĕ. Аппăшĕпе шăллĕ нумайранпа пĕрне-пĕри курман. Нумай инкек-синкек тӳснĕ хыççăн ыталашса чунĕсене кантарни вăраха-ши тăсăлчĕ, вĕсене Ваçка йыснăшĕн сасси тăна кĕртрĕ.
— Кăмăлна ан хуç ĕнтĕ, пултăрăм! — илтĕнчĕ çав самантра йыснăш сасси. — Эпĕ сана туюсене пама мансах кайнă, уру ывăнчĕ пулĕ.
Аппăшĕпе шăллĕ иккĕшĕ те аллисене лăшт усрĕç, пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç — пичĕсем тăрăх иккĕшин те куççуль шăрçисем шуса анаççĕ. Аппăшĕн çамки çине чылай кăвакарнă çӳç пайăрки ӳкнĕ; шăллĕн хăлхаллă çĕлĕкĕ пĕр енне пăрăнса кайнă та уçăлса юлнă тăнлав çинчи çӳçĕ кăвакарчăн çуначĕ пек чăпар курăнать.
Вĕсем иккĕшĕ Ваçка салтака кайнă чух Йĕлмекассин укăлча хапхи патĕнче уйрăлнăччĕ.
— Шăллăм, ан кулян! Эпир кантăр мар-ха, тăпраран татăлман, чĕрĕлĕпĕр, — терĕ аппăшĕ, хăй питне аллипе шăлса илсе. — Эсир кĕрĕр-ха, манăн мунчана йĕркелес. — Аппăшĕ вăй тапса тухнă пек тикĕссĕн кăна тăп-тăп утса кайрĕ.
Аппăш мĕн каланине Ваçка чи малтанах ăнланса илеймерĕ. «Эпир кантăр мар-ха» тени мĕне пĕлтерет вара? Ваçка шухăшланăçем çапларах ăнланса илчĕ. Кантăр шыва хутсанах икĕ эрнерен сӳсленет, вара унăн малалли ĕмĕрĕ çук — сӳсĕ те шăмми юлать. Вĕсем, аппăшĕпе иккĕшĕ, теветкел çынсем, икĕ çулталăк хушшинче кăвакарчĕç, анчах вĕсен малалли ĕмĕрĕ пур, ĕмĕрте асап хыççăн савăнăç та, телей те килĕ.
Тимĕр вĕçлĕ туйипе икĕ картлă йывăç пусмана кĕмсĕртеттерсе, Ваçка пӳрте кĕчĕ. Чăлт шурă юр çутипе шарнă куçĕсем çурма тĕттĕм пӳртре ним курми пулса тăчĕç, тĕпсакайне анса кăйнă пекех пулчĕ. Вăл пӳртре чи малтан пăрăва асăрхарĕ, пăру Ваçка патне пычĕ, ун кивĕ шинелĕн аркине шăршларĕ, анчах хыпма килĕшмерĕ — вăрçă тĕтĕмĕ çапнă, юн лекнĕ шинеле чăмлама кăмăллă мар иккен.
Пуç хурални сирĕлнĕçем салтак умне ăшă пӳрт ăшчикки тухса пычĕ. Тĕпелти сак çинче виçĕ хĕрача ларать — вĕсем халĕ çеç пуканелле вылянă пулмалла. Пĕр çичĕ çулхи ача урай варринче тăрать. Чи асли, пĕр вун иккĕри хĕрача, пукан çинче ларать — вăл çăпата тирет. Халĕ çеç кĕрлесе ларнăскерсем, палламан салтака курсан, шăпăртах пулчĕç. Ирĕлекен чӳрече çинчи пăр шывĕ урайĕнчи савăт çине пат-пат ӳкни кăна илтĕнсе тăчĕ.
Ачасем чĕлхепе чӳрече пăрĕсене çуласа унта-кунта шăтарнă — çавсен витĕр кĕрекен каçхи хĕвел пайăркисем хĕрелсе урайне ӳксе чĕтреççĕ.
— Ачасем, кукку килчĕ, паллашăр. Салтакран килнĕ, — терĕ йыснăшĕ, унтан Ваçкана, хăрах хулĕнчен тытса, кăмака çумĕнчи сак çине пырса лартрĕ.
Ачасем пурте пĕр çĕре кĕпĕрленсе ларчĕç, теттепе выляканни те сак çине йăпăр-япăр хăпарса кайрĕ. Шăртланса тăракан сухаллă, путса аннă куçлă çын вĕсене ют çын пек туйăнчĕ пулĕ. Ваçка астăвать-ха, килĕнче хăйсем шавлама тытăнсан, амăшĕ чăрр пăхса илетчĕ те: «Ухмах Якур килет! Астăвăр!» — тесе кăна калатчĕ, вара пурин те сехри хăпатчĕ.
Ваçка тарăхса шухăша кайрĕ, йывăр ыйхă килнĕ пек пуçне усрĕ.
— Салам, кукка! — текен ачаш уçă сасă ăна шарт сиктерчĕ.
— Салам, тăванăмсем! — терĕ Ваçка, вара пуçне çĕклесе пăхрĕ те хăй умĕнче паллашма кĕтсе аллине тăсса тăракан хура çӳçлĕ хĕрачана курчĕ; ытла çамрăк пулин те, ĕçре хытма ĕлкĕрнĕ аллине хăйĕн икĕ аллипе те тытрĕ, хăратас мар тесе тӳррĕн пăхмарĕ. Ача саплăклă кивĕ чĕрçитти çыхнă, арки ура лаппинех тивет. Сăнарĕпе амăшне туртнă иккен: кăвакрах куçлă, йĕпхĕн хура çӳçлĕ — ун пек çӳç, тура тĕкĕнмесен те, яка выртать.
Ваçка хăйĕн ачисене епле пулин те савăнтарас тесе пилĕк пус упраса хăварнăччĕ, выçăхса çитнĕ чух та çăкăр илме шелленĕччĕ, халĕ ăна гимнастерки кĕсйинчен кăларчĕ, хăйĕн аппăшин ачи умĕнче хĕрхенмерĕ:
— Кучченеç вырăнне, ачам, — терĕ те хăех ачан ал тупанĕ хушшине хĕстерчĕ.
— Мерттес, кукка! — терĕ тем пек пысăк телейлĕ пулнă пек тав тăвакан ача.
Хĕрача калаçнă чухне малти шап-шурă шăлĕсем шултра иккенне курсан, Ваçка: «Кăмăллă ку хĕрача, Анна пекех пулать», — тесе шухăшларĕ. Çав самантрах ытти ачасене пама ним те çукки çинчен аса илчĕ, вĕсен кăмăлне хуçасси килмерĕ.
— Эсĕ, тăванăм, йăмăкусемпе шăллусене те канахвит илсе пар! — терĕ.
— Юрать, кукка!
Хĕрача пукан çине кайса ларма та, çăпата тирме тытăнма та ĕлкĕрнĕ иккен.
«Эпĕ мĕн пĕчĕкрен ĕçченччĕ: арçын ĕçне те, хĕрарăм ĕçне те тиркемен. Кăмăлпа та йăваш пулнă, ку тарана çитиччен çынна çапман; Самани усал. Ман пеккисене таптасах каймĕç-ши? Е хам та хаяр пулăп-ши?» — шухăшласа ларать Ваçка уша пуç сакки çинче, йыснăшĕ пирки вăл йăлтах манса кайрĕ.
Йыснăшĕ çаплах алăк патĕнче тăрать иккен, кĕрĕкне те, çĕлĕкне те хывман. Çăп-çăра куçхарши айĕнчен урайнелле пăхать.
— Йысна!
— Мĕн, пултăрăм?
— Эсĕ мана ан кӳрен! Хăвăн ырă килне илсе килтĕн, сума сурăн. Эпĕ пур — чĕлхе çĕтнĕ пек ларатăп. Ĕмĕрех тав, йысна!
— Эх, пултăрăм! — Йыснăшĕ кăмка умне пырса тăчĕ. — Эсĕ таврăнасса сунманччĕ, яланах сан пирки хăрушă тĕлĕксем кураттăм, кăшкăрса вăранса каяттăм. Сивĕ шыв сапсан та, уйрăлми туссем пулнă-çке, пĕр çилпе икĕ вĕрене калаçнă пек калаçнă. Ваттисем каларĕш, сан автану авăтсан, ман автан пилĕк çухрăмран илтнĕ, хирĕç авăтнă. Сăра сыпас мар-и, пултăрăм!
Çав самантра пăлтăрта тем кĕмсĕртетни илтĕнсе кайрĕ — Ваçка аппăш алăка хăвăрт уçса ячĕ те хăйпе пĕрле милĕк шăрши илсе кĕчĕ.
— Мунча пултартăм. Мунчи хутнă пек мар, палан кукли пĕçернĕ пек тутлă. Халех каясчĕ сирĕн.
— Приказ пулсан — эпир салтак! — терĕ Ваçка, чирĕпе асапланнă чухне темиçе уйăх кам та пулин кулнине те тарăхса пурăннă çын халĕ сасăпах кулса ячĕ.
— Кайăпăр, пултăр! Мунча шăршинче ĕрехетленсе калаçăпăр, чĕлхе те, чĕре те çемçелĕ, — терĕ йыснăшĕ.
— Тăраниччен калаçăр! Эпĕ кайран юнашар ларса калаçăп. Манăн пĕр асап, унăн — çиччĕ пулнă, — терĕ аппăшĕ, пуртре йăпăр-япăр уткаласа, йывăç тура, супăнь татăкĕ тата ытти вак-тĕвек тупса хатĕрлерĕ, вĕсене чарана хурса, упăшкине тыттарчĕ.
Пахча хапхине уçсанах, Ваçка авалхи кутамас хурама айĕнче ларакан мунчана курчĕ. Мунчаран пăс тухнипе хураман аяларахри вăрăм турачĕсене пас тытнă. Сукмак лайăх, пир сарнă пек тăсăлса выртать, анчах хул айĕнчи туйи çурри таранах путса аннипе Ваçка тайăла-тайăла каять. Йыснăшĕ унпа юнашар тăчĕ, хăрах аллипе ăна хул айĕнчен тытрĕ. Çапла вĕсем ĕçкĕ-çикĕрен таврăнакан туссем пекех ыталашса мунчана пырса кĕчĕç, салтăнчĕç.
Мунчи чăнах та пит тутлă, сывланă чух хĕрнĕ чулпа милĕк шăрши сăмса çуначĕсене карăнтарса ярать. Йыснăш, урайне ик-виçĕ курка шыв сапса пултăрне лартрĕ те, хăй, лапка çине хăпарса, мăшăр милĕк тытрĕ. Мăшăр милĕкне çĕклесе: «Тăшман тĕпне — хам çиеле», — тесе, пуçласа ура тупанне çапрĕ. Ытти такмаксене каласа пĕтернĕ çĕре мунчара пыра пăвса тăракан вĕри сывлăш сарăлчĕ. Çапăнакан çын хăй тăрăх пĕр курка сивĕ шыв ячĕ, сиксе анчĕ. Унăн ӳчĕ вĕри хуранта ăшаланă кăркка тушки пек хĕп-хĕрлĕ пулса кайнă, пăсланса тăрать.
— Халĕ эсĕ хăпар ĕнтĕ, пултăрăм! Вăрçă-харçăн асапĕ пĕттĕр! — терĕ йыснăшĕ, шăрçан-шăрçан пăчăртанса тухакан тарлă Ваçкана çавăтса пырса лапка çине хăпарма пулăшрĕ.
— Эй, аван та! — терĕ Ваçка, пурçăн пек милĕкне тытса.
— Хам çапам-ха! — терĕ йыснăшĕ, ун аллинчен милĕкĕсене илсе. Ваçка тăсăлса выртрĕ, кӳ! килекен вĕри хумра йыснăшĕ милĕкĕсене çĕклерĕ те:
— Ахахак! Ахахак!
Патша пултăр çак салтак! —
хайласа кăларма ĕлкĕрнĕ такмакне каласа çапма пуçларĕ.
— Тепĕр енне çаврăн.
Ваçка çаврăннă чух йыснăшĕн кăкăрĕ çинче Кĕтерне патша саманинчи пăхăр пилĕк пус пысăкăш хĕрлĕ паллă пуррине асăрхарĕ.
— Сан паллă пур иккен, çĕтес çук эсĕ, — терĕ вăл.
— Снаряд ванчăкĕ лекрĕ, — терĕ йыснăшĕ. — Тепре илсе кайсан, пуç пĕтесси паллах. Хам вилни ним те мар, ачамсене тăлăха хăварас марччĕ. Килте икĕ çул хушши кăна пулмарăм, пĕтĕм кил-çурт ӳпне-питне çаврăнса кайнă, ачамсем, выççипе, пӳрнисене ĕмме тытăннă...
— Вăрçă пăчланса ларас хыпар çӳрет, — терĕ Ваçка. — Эпĕ госпитальте пĕр чылаях вĕреннĕ вырăспа юнашар выртрăм. Вăл юмарт чĕлхеллĕ çынччĕ, çĕрĕн-кунĕн калаçаттăмăр. Ку вăрçа пĕтерсен, кайран халăх влаçĕшĕн кĕрешмелли вăрçă пулĕ-ха, — терĕ вăл.
— Мĕнле вăрçă вара, пултăрăм? Каламарĕ-и? — хыпăнса ӳкрĕ йыснăшĕ.
— Улпутсемпе пуянсене çĕр çинчен шăлса тăкмалла тетчĕ вăл. Вĕсем ахаль парăнас çук, тетчĕ.
— Мĕнле самана пуçланса каять-ши вара!
Мунча умĕнче юр чăкăртатни, мунча пăлтăрĕн шултăрканă алăкĕ уçăлса хупăнни илтĕнчĕ.
— Сирĕн валли кĕпе-йĕм илсе килтĕм, — терĕ Ваçка аппăшĕ.
— Юрать! — кăшкăрчĕç иккĕшĕ те харăсах.
Аппăш улача йĕмпе шур пир кĕпе тата ик-виçĕ тĕлте сапланă тăла шăлавар илсе килнĕ иккен. Арçынсем шыва кĕчĕç, йыснăш пултăрне мунчарах тумлантарчĕ, хăй мунча умĕнче тăхăнчĕ.
— Санăн кĕпе-йĕмӳ вĕри кашта çинчех юлтăр, шăрка-пыйтăран тасалтăр, — терĕ вăл.
Чаппанлă йыснăшпе кĕрĕклĕ Ваçка килнĕ чухнехи пекех ыталашса таврăнчĕç.
Пӳртре какай яшки шăрши кĕрет. Сĕтел çинче ларакан пысăк кĕленче сап-сарă, пырне шурă кăпăк капланнă, пыл сăри тухса тарасран пуçне пир татăкĕпе çыхнă.
— Ачасем, эсир мунчана утăр! Эсĕ хăвăртрах çăвăнса тух та кил, ачам, вара эпĕ кайăп, — терĕ амăш аслине, çăпата тирсе ларакан хура çӳçлĕ хĕрачана.
Чухăн пурнăç ача-пăчана йĕркеллĕ пулма вĕрентет: ашшĕ-амăшĕнчен ыйтмасăр пĕр чĕлĕ çăкăр та илме юрамасть-çке, тата часах илме те çук — çăкăра ырçана хунă, çăрапа питĕрсе илнĕ. Амăшĕ каласанах, ачисем пурте хăвăрт кĕпĕрленсе тухса кайрĕç.
— Сĕтел хушшине ларăр ĕнтĕ, старикпе шăллăм! Сăйăм пысăк мар та — савăнăçăм пысăк, — терĕ хĕрарăм, кăмака умĕнче савăт-сапана шăлтăртаттарса.
Ваçка кун пек вăхăта, тăван сĕтелĕ хушшине пырса ларма мĕн чухлĕ ĕмĕтленмен-ши! Килте е хăвăнпа пĕр тăван килĕнче пурте питĕ тутлă пек туйăнать, перекетлĕ пулас килет, пĕр тĕпренчĕк çăкăра та урайне ӳкерес килмест.
— Малтан какай тутан, шăллăм, — тет аппăшĕ, сурăх какай татăкĕ тыттарса. — Эсĕ шăмăллă какай юратаканччĕ. Пыл сăрине эсĕ кайнă çулах, килсен ĕçтерĕп тесе, тĕпсакайне тăпра айне чавса лартнăччĕ. Тăпра айĕнче сăра пăсăлмасть, шăркаланмасть, хăвачĕ вара, тур çырлах-тăр, — ху курăн, шăллăм.
Аппăш калани тĕп-тĕрĕсех пулчĕ. Ваçка икĕ курка кăна ĕçрĕ, ӳсĕрĕлни те сисĕнмерĕ, чĕлхи те çыхланмарĕ, анчах ал-ура вăйĕ сасартăк пĕтсе ларчĕ. Тӳшек çине пырса выртсанах вăл çывăрса кайрĕ.
Вăрансан, Ваçка пӳрте тапак тĕтĕмĕ тулнине сисрĕ, хăйчикки çутине курчĕ. Тăрăхла сак çинче çынсем лараççĕ, ерипен калаçаççĕ.
— Мĕн нумай çывăратăн, салтак? Улпута тухрăн-и? — тет пĕри, Ваçка пекех туялли.
— Наступление каймалла! — тет тепри, чăлах алăлли.
Ваçка, икĕ алли çине таянса, тăрса ларчĕ, урине аялалла усрĕ. Тӳсме çук тарăхтаракан йывăр кунсенче халăх малалла мĕн пулассине кунсерен мар, сехетсерен кĕтет, çавăнпа вăл пĕр хыпара та хăйĕн хăлхи айккипе ирттерсе ярасшăн мар. Аманнă салтак Хăвалăх ялĕнче Улангин патне чарăнни çинчен хыпар самантрах сарăлнă. Акă халь ĕнтĕ пĕчĕкçĕ ăшă пӳртре кам кăна çук? Вăрçăран аманса таврăннă ухсах-чăлахсем: çамрăксем те, ватăсем те. Пуçланса кайрĕ вара калаçу.
Кашниех хăй çапăçни, мĕн курни, мĕнле аманни çинчен тĕплĕнрех каласа парасшăн, пĕрне-пĕри пӳлме, ытларах каласа пама тăрăшаççĕ, аллисемпе сулкалаççĕ, сике-сике тăраççĕ. Ваçка госпитальре юнашар выртнă вырăс салтакĕ çинчен каласа кăтарнă чухне анчах лăпкă итлесе ларчĕç:
— Эй, хуçа! Кĕме юрать-и? — илтĕнчĕ çав самантра тулта; такам пăрланнă чӳречене пӳрне вĕçĕпе шаккаса илчĕ.
— Юрать, кĕрех! — терĕ Ваçкăн йыснăшĕ.
Пӳрте икĕ çамрăк килсе кĕчĕ. Иккĕшĕ те хăлхаллă çĕлĕк тăхăннă. Килти сăхманпа.
— Шыв ĕçес килет, пичче, — терĕ пĕри.
— Сăмавартан парас-и?
— Сиввине пар.
— Шăнса пăсăлăр.
— Пире тем те лекнĕ.
— Ăçтисем?
— Вырăс арман хуçи патĕнче вăхăтлăх ĕçлетпĕр, станцие çăнăх турттаратпăр.
Ваçка йыснăшĕ пĕрер курка шыв пачĕ.
— Эсир, тăвансем, Йĕлмекасси урлă каймастăр-и? — ыйтрĕ Ваçка.
— Урăх çул та çук, — терĕç иккĕшĕ те пĕр харăс.
— Мана лартса каймăр-ши?
— Ларсамăр!
Аппапа йысна, каясчĕ манăн. Ачасене курас килет, — терĕ Ваçка, унталла-кунталла пăхкаласа. — Ăш вăркать.
— Ыран ирех хам вăштик кăна леçсе хăварăп, — сак çинчен сиксе тăчĕ йыснăшĕ; Ваçкăна, тухса тарасран хăранă пек, аллинчен ярса тытрĕ. — Сапăр пул-ха, пултăрăм.
— Çук, каятăпах. Эсир, салтак тусăмсем, мана ан кӳренĕр. Калаçма çак кунсенче юри килсе ларăп. Хăвăр пĕлетĕр, чуна килĕм туртать.
— Туртмасăр, ара. Хамăр пĕлетпĕр! — терĕç салтаксем.
— Сирĕн яла пыркалатпăр, курса калаçăпăр-ха!
— Пыракансем кĕрсе тухăр. Хĕр-Ваçка тесен, мана пукане пек ача та пĕлет. — Ваçка гимнастеркине ярса илчĕ, тăхăнма пуçне чикрĕ.
Аппăшĕпе йыснăшĕ пулăшнипе Ваçка пĕр самантрах çула тухмалли çын пулса тăчĕ: кĕрĕк тăхăнчĕ, кĕрĕк çинчен чаппан, уринче — кăçатă.
— Каятпăр, ачасем! — терĕ вăл икĕ йĕкĕте. — Эх, анкă-минкĕ эпĕ, хам хăрах ураллă иккенне мансах кайнă, кĕçех чикеленсе ӳкеттĕм.
— Туя мунчара. Халех! — йыснăш тухса чупрĕ.
Ваçкăна çул çамăл килчĕ. Ачасем пӳртре тăнă вăхăтра шăнса ĕнтĕркенĕ лашасем тапса сикрĕç, пушă çуна тупанĕсем шăхăрса кăна пычĕç. Ваçкăн пĕтĕрнĕ чикаркки çунса пĕтнĕ çĕре малта пӳртсемпе йăмрасем курăна пуçларĕç. Часах яла та пырса кĕчĕç.
— Ăсатсах ярăпăр. Ман атте салтакра, хам та часах салтак пулас çын. Ав леш, хыçалти лав çинче пыракан ача ашшĕ вилни çинчен нумай пулмасть хут килчĕ, — терĕ лавçă.
— Хамах çитĕп, ачам. Инçе мар. Рехмет сире. Иртсе çӳренĕ чух ман пата кĕрсе тухăр.
Ваçка лăкăштăн-лакăштăн туса утрĕ. Лавсем вăшлатса иртсе кайсан, ниçта пĕр сас-чĕвĕ илтĕнми пулчĕ. Çатма пек хытă та такăр çул çинче Ваçкăн туйи анчах чăйăлтатни илтĕнет.
«Ял юхăннă, йытă усракан та çук пулмалла, — шухăшларĕ салтак. — Ман пирки Макçи килсе систернĕ-ши е, лаша туяннă пулсан, савăннипе ман пек чăлаха курнине манса кайнă-ши?»
Хăй килне çитес чухне картишсĕр те хӳмесĕр пĕр-пĕччен ларакан пӳрчĕ çинчен их-хи-хик! тесе тăмана çĕкленчĕ те унăн пуçĕ çинченех лăпăс-лăпăс вĕçсе иртрĕ, Ваçка чунĕ сӳ турĕ, пĕтĕм çан-çурăмне пăчăртаса тар персе тухрĕ — пӳрт тăррине тăмана пырса ларни пысăк сехмет сиксе тухасса пĕлтерет. Вăл, сехри хăпнипе, чарăнса тăчĕ, сывлăш çавăрчĕ те, мунчана кайнă чухнехи пек путас мар тесе, тăвăр сукмакпа хăяккăн утрĕ, пӳрчĕ умне пырса çитрĕ — çенĕк çук иккен, пӳрт умне тăратнă шертесем çине улăм хунă. Вăл алăка аллипе пĕрре çапрĕ — чĕнекен пулмарĕ, туйипе темиçе хут хытах шаккарĕ — итлесе тăчĕ, урай хускалнă пек, пăшăлтатса калаçнă пек илтĕнчĕ, анчах кам та пулин алăк патне пыни илтĕнмерĕ. Вăл çиленсе çитрĕ:
— Эй, Укçине! Эпĕ ку! Уç! — тесе кăшкăрчĕ. Унччен те пулмарĕ, алăк яриех уçăлса кайрĕ те пӳртрен такам сиксе тухрĕ. Ваçкăна кăкăрĕнчен чукмар пек аллисемпе чышса ячĕ. Ваçка месерле пăлт кайса ӳкрĕ, куçĕнчен вут сирпĕнчĕ, ăна хăйĕн пуç купташки мăйĕнчен татăлса кайнăнах туйăнчĕ. Вăл пуçĕ ыратнипе чылай выртрĕ, пӳртре хăйă çутнине курчĕ, яр уçă алăкран ăшă сывлăшпа çĕрĕк пĕрене шăрши палкаса тухнине туйрĕ, «Кĕр, Ваçка!» текен хĕрарăм сассине илтрĕ, аллисемпе хыпаларĕ — пăр çинче çара пуçăнах выртать иккен. Вăл темиçе ! хутчен çĕкленсе ларма тăчĕ, çурăмĕ ыратни ăна авăнма памарĕ. Вăл пуçне кăштах çĕклерĕ те аллипе тытса пăхрĕ: йĕпе те ăшă — юн каять иккен. Алăк уçса тухса тарнă çын ăна пуçне амантмаллах сирпĕнтерсе хăварнине пĕлсен, вăл вăйне пухрĕ те тăрса ларчĕ, туйипе тĕрекленсе, ура çине тăчĕ, вара хаяррăн: «Эх!» — терĕ те талпăнса пӳрте кĕрсе кайрĕ. Халĕ унăн пĕтĕм çан-çурăмĕ вут пек çунма тытăнчĕ, вăл хăйчикки умне пычĕ.
— Укçине, эсĕ-и? — терĕ вăл умĕнчи мĕлкене; урмăшса кайнă куçĕсем ăна тĕрĕссĕн кăтартмарĕç, хăйчикки унăн умĕнче пĕр çĕкленнĕ пек, пĕр аннă пек пулчĕ.
— Эпĕ.
— Йăнăшмастăп-и? Эсĕ-и, Укçине?
— Эпĕ...
Ваçка ăçтан лекессе чухлаймарĕ, туйине çĕклерĕ те пĕтĕм вăйĕпе «эпĕ» текен мĕлкене туртса çапрĕ. Хĕрарăм урайне кайса ӳкрĕ. Ваçка алчăранă куçне шăлса илчĕ те пĕр чĕнми выртакан хĕрарăм умне пырса тăчĕ.
— Еркĕн тупрăн-и?.. Каçармастăп... Халех çапса кăнтатăп сана! — кăшкăрчĕ вăл.
Кăмака хыçĕнче çывăракан ачисем шари макăрса ячĕç:
— Пĕр-икĕ кĕрепенкке вир кĕрпи илсе килчĕ. Чĕнменччĕ, хăй килчĕ... Мĕн тăвам ĕнтĕ? Ачасем выçă... Ан вĕлер мана, Ваçка, ачасене тăлăха ан хăвар. Вĕсене кам пăхĕ?.. — хĕрарăм пĕтĕм пĕвĕпе чĕтренсе макăрса ячĕ.
— Кам? — туйипе урайне шаккаса кăшкăрчĕ Ваçка. Хĕрарăм каçса кайса макăрнипе нимех те калаймарĕ.
— Кам, кала! Вĕлеретĕп!
— Ан вĕлер, Ваçка... Ачасене хĕрхен... Юхăнсах кайрĕ хуçалăх... Тем пек ĕçлесен те, юхăнсах пычĕ... Сурăхсене вăрласа пĕтерчĕç... Иртнĕ эрнере юлашки качакана та вăрласа кайрĕç.
— Кала! Кам пулчĕ халь кунта? — Ваçка, куçĕсене чарса пăрахса, туйине хаяррăн антарас пек çĕклерĕ.
Кăмака хыçĕнчен виçĕ ача сиксе тухрĕç. Виççĕшĕ те хыткан. Вĕсем, чуна кайса тивекен сасăпа макăрса, урайĕнче выртакан амăшĕ патне кукленсе ларчĕç.
— Кам? — урса кайнă пек Ваçка пĕтĕм çиллине пухса пыр тĕпĕпе кăшкăрчĕ, татах туйипе çапма хатĕрленчĕ.
— Варлам Люшши...
9
Сăртри тирексем айĕнче пытанса ларакан пĕчĕк станци çуркунне, çулла, кĕр енне те чылаях шавлă та хаваслă. Уяври пекех тумланнă хĕрарăмсем çăмарта, юр-вар, чиепе улма сутма килсе тулаççĕ, кĕпе арки айĕнчен курăнакан хĕрлĕ йĕм тăхăннă, шурă тутăр усса янах айĕнчен çыхнă, пичĕсене шурă, писев сĕрнĕ тутар инкесем шел тутăрсем сутаççĕ. Кĕр еннерех, панулми ешĕл туратсене авиччен пулса çитсен, пĕчĕкçĕ станци Мускавпа Хусан хушшинчи чугун çул таврашĕнче пысăк мухтава тухать, кулленех ярмаркка пек кĕрлесе тăрать. Хĕлле вара çул çине ӳксе юлнă никама кирлĕ мар алсатулĕ пек пулса юлать; никам та ăшăнмасть, кунта кăмака хутаканни те çук. Хутран-ситрен кăна кам та пулин поездпа каять е поездран анса юлать. Хурал çынни кăна пĕчĕк тимĕр кăмакаллă пӳлĕмре телефон аврине кăтăр-кăтăр çавăрса шăнкăртаттарать, телеграф аппарачĕн пусăмĕ пĕр çĕкленет, пĕр анать, тăкăртаттарса ларать. Тулта та илĕртмелли çук. Нумай хура курак йăвиллĕ çара тирексем кăна.
Николайпа ашшĕ сивĕ станцире ларас мар тесе, хĕвел ансан тин, çур çĕрте Мускава каякан поезда çитмелле тухрĕç. Лашине васкатмасăр юрттарчĕç. Уйра талккăшпех юр выртать. Нехекрен кашкăрсем килсе тапăнасран лаша мăйне çакнă шăнкăрав сасси тĕттĕм хупланă шур уя ыйхăран вăратса пычĕ. Анчах ывăлне ăсатас ятпа пăртакçă сыпнă ашшĕ ялтан тухсанах çывăрса кайрĕ те станцие çитеспе кăна вăранчĕ.
— Эсĕ, атте, киле кайнă чух ан çывăр, — терĕ Николай.
— Эй, ачам, турă сыхлатăрах. Ыйхă аптратма тытăнсан, анатăп та çуна хыçĕнчен утатăп, — терĕ Петте. — Ку çул çинче çын юнĕ тăкăнман пĕр чалăш вырăн та çук-тăр. Хăшне чукмарпа тыттарнă, хăшне çĕçĕпе кăх тунă. Эй, турă, сыхла! Ачам, ун çинчен калаçас мар.
Станцине çитсен, вĕсем ватă тирек айне, яланах хресченсем чарăнакан вырăна лашине тăратрĕç, икĕ юпа çине хунă кашта çумне кăкарчĕç. Кунта урăх лав çук, станци умĕнче çеç станци çутипе йăлтăртатса тăракан хыçлă çуна пур. Çуна хыçĕ урлă хĕрлĕ палас уртăннă. Хура çунана пар лаша кӳлнĕ. Лашисем хура, хартлатса кăна тăраççĕ. Пĕр лаши, кĕмĕл пек йăлтăртатакан таканлă сулахай урипе çĕре кукалесе, тилхепине турткалать, çавăнпа шăнкăравĕ пĕрмаях янăрать.
Николай урисене хускатас тесе анчĕ, каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕ, аллисемпе çупкаларĕ те поезда кĕтсе лармалли пӳлĕм еннелле утрĕ. Станцире çын сахал. Чăшлатса тăракан тавар тиекен поезд составĕ тăрăх хĕрлĕ хунар çутнă проводниксем кăна ятлаçкаласа иртсе каяççĕ. Кĕтес хыçĕнчен перрон çине тухсан, Николай улпут хĕрĕсене тĕл пулчĕ. Шыв арман хуçин хĕрĕ, Лида, хăйĕн пĕр шухăшĕ çук пулсан та, хăйне тарăн шухăша кайнă пек тытать, куç хупанкисене антарса хăрпăк витĕр пăхать. Николай Лидăпа унăн йăмăкĕ умĕнчен иртсе кайнă чух;
— Сывлăх сунатăп, Лидия Корнеевна, — терĕ.
Лида çӳхе тутине кăшт чăмăртарĕ те, темскертен йĕрĕннĕ пек, вырăсла:
— Здравствуйте, — терĕ.
— Мĕншĕн çак улпут хĕрĕ вырăнне Лисук вĕренмест-ши? — Николай чĕрине, çинçе йĕп чикнĕ пек, темскер ыраттарчĕ.
Лида йăмăкĕ, Людмила, чакăр куçлăскер, кăвак хĕлхемсем сирпĕтсе, Николай çине чăл-чал пăхкаласа юлчĕ.
— Ах, аппаçăм, кам вăл?
— Николай Вавилов!
— Ăçти çын?
— Ялти çăпата...
— Ах, ан суй!.. Вăл студент-и?
— Вăл бунтовщик...
— Çапах та студент!
— Мĕне кирлĕ вăл сана?
Лида йăмăкĕ çине куç хĕррипе пăхса илчĕ.
— Ах, Лидочка, питех те илемлĕ вăл.
— Пĕчĕклех илемлĕ арçынсене асăрхатăн.
— Вăл сан генералунтан илемлĕрех!
— Вăл революционер! — умра темле ирсĕр япала курнă пек, сăмсине пĕрсе каларĕ аппăшĕ.
— Чăнах-и?..
Хусан енчи вăрман хыçĕнчен поезд вирхĕнсе тухрĕ. Вутлă куçĕсемпе платформăна, рельссене, лăпкăн ӳкекен юр пĕрчисене çутатрĕ.
Петте Николайпа вагон умĕнче ал тытса сывпуллашма анчах ĕлкĕрчĕ — поезд тапранса та кайрĕ.
— Эй, ырă çыннăм, каялла час каятăн-и? — илтĕнчĕ хыçалтан пĕр сасă.
Петте çаврăнчĕ те пĕр çын тăнине курах кайрĕ. Çынни хул хушшине машăр çĕнĕ кăçатă хĕстернĕ, уринче — тĕпленĕ кăçатă, çине кивĕрех пиншак тăхăннă.
— Эпĕ каясси сана мĕне кирлĕ?
— Мана лартса кайăн-ши?
— Ăçталла каймалла сан?
— Шупашкар еннелле.
— Манăн аслă çулпа пĕр вунă çухрăм çеç каймалла.
— Унтан, тен, телей пулсан, татах лав тупăп, хушăран çуран та утăп. Вунă çухрăмшăн тӳлĕп сана.
Станцирен çурма çула çитсен, çул çырма-тĕрмепе кайрĕ. Тĕтре пек ветĕ те лăпкă çăвакан юр чаршавĕ витĕр уйăхăн тĕксĕм çути шăвать. Лăпкă. Çуна айĕнче юр кăчăртатни инçетри сăрт çамкине кайса çапăнать. Пĕр сăмах чĕнмесĕр ларса пыракан çын уринчен тĕпленĕ кăçатне хыва пуçларĕ.
— Мĕншĕн кăçатна хыватăн? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Петте.
— Тĕпленĕ кăçатпа ура шăнчĕ, çĕннине тăхăнас.
Çапла калаçнă май ларса пыракан çын тĕпленĕ кăçатта хире-хирĕç чикрĕ те хыçалалла çул çине вăркăтса ячĕ.
— Мĕншĕн ывăтатăн? — шалт тĕлĕнчĕ Петте.
— Кирлĕ мар вăл мана. Çуран утмалла пулсан, çĕклесси...
— Мана лавшăн парсан — юратчĕ. Эпĕ санран укçа илмĕттĕм.
— Эккей, пĕлмерĕм-çке. Анса ил эппин, пит инçете юличчен.
Ăна-кăна шухăшламасăр, Петте сиксе анчĕ те кăçат патне утрĕ. Ларса пыракан çын шăвик! шăхăрчĕ, Петтен çавăнтах çурăмĕ сăрлатса кайрĕ, пуç тирне ыраттарса, çӳçĕ вирелле тăчĕ, чĕрене сивĕ пăчăртаса илчĕ. Вăл пăхать: хайхи кăçатă ывăтнă çын çуна çине тăнă, пĕр аллипе тилхепе тытнă, тепĕр аллипе лашана чĕн чăпăрккапа вĕтелет, лаша çил пек юхрĕ, хӳри, çурăмĕпе танлашса, çуна пуçĕ тăрринче вĕçсе пырать. Петте хăй лашине лайăх пĕлет, ăна çапла чăпăркка ăшаласан, вăл пĕр сехетре вун сакăр çухрăм кайма пултарать.
— Туянтăм кăçатă, — шухăшларĕ вăл, хăйне хăй çапса вĕлерме хатĕр пулса. — Ахаль каламан-мĕн, чăваша кайран ăс кĕрет тесе... Анчах, чим, тусăм! Эсĕ кунти çулсене пĕлместĕн пулас...
Вăл хăвăрт каялла çаврăнчĕ те, виç-тăват утăмранах сукмак çине тухса, çырмана анчĕ. Сукмак тӳрĕ кайса çур çухрăмран каллех аслă çул çине тухать, аслă çулпа кунтан чăнкă çыран тавра ултă çухрăма яхăн каймалла.
Чупать лаша хуçи — кĕрĕк аркисем икĕ еннелле кайăк çуначĕ пек сарăлса кăна вĕçеççĕ, хăлхара çил шăхăрать, куçа лексе, куççуль юхтарать. Ним пĕлми чупать хресчен — унăн чи хаклă пурлăхĕ алăран вĕçерĕнет, хăй шухăшлама пĕлменшĕн, хăй айваншăн вĕçерĕнет... Ак ĕнтĕ ывăна та пуçларĕ, сивĕпе сывлăшĕ пӳлĕнет, кĕрĕк кăкăрне хĕсет. Чупма чарăнмасăрах тӳмисене вĕçертет те сарă кĕрĕкне юр çине вăркăтса хăварать, юлашки вăйне пухса чупать вăл.
Акă сукмак тăвалла кайрĕ, тата вунă-вун икĕ утăм — Петте аслă çул çине тухать.
Сăрт хыçĕнчен çуна тупанĕ айĕнче юр шăхăрни тата сиккипе килекен лашан ура сасси илтĕнсе кайрĕ. Пĕр самант кая юлсан — пĕтрĕ лаша! Петтен таçтан çичĕ хут вăй пухăнса килчĕ. Талпăнса чупрĕ те лаша сăмсипе тĕлме-тĕлех аслă çул çине сиксе тухрĕ.
— Стой!..
Çуна çинче тăрса пыракан çын лашапа пĕрле Петтене те чăпăрккапа вирлĕн тăсрĕ, анчах Петте тилхепене ун аллинчен туртса илме ĕлкĕрчĕ. Вăл, туртаран тытса, çунă пуçне çитрĕ те лаша вăрри çине пĕтĕм пĕвĕпе сиксе ӳкрĕ. Çуна тĕпĕнче икĕ çын кĕрмешеççĕ, иккĕшĕнчен пĕрне вилĕм кĕтет. Акă вăрă аллинче çĕçĕ йăлтăртатрĕ, анчах лаша хуçи ăна сулахай чĕркуççипе аллинчен пусса вырттарчĕ, пĕр самантрах утă айĕнчен пуртă туртса кăларчĕ те яра пачĕ вăрра çамкинчен! Çакă хаяр кĕрешӳ питĕ хăвăрт пулса иртрĕ, пĕри те пĕр сас-чӳ кăлармарĕ. Вăрă аллине лаштах ячĕ. Петте йĕри-тавра, çӳлелле пăхрĕ, куракан пулмарĕ-ши? — тесе шикленчĕ. Пĕр çаврака уйăх кăна тӳперен тĕксĕммĕн пăхать.
«Инкек... каçарсам мана, эй, турă! Эпĕ вĕлермен пулсан, мана вĕлеретчĕ е лашасăр тăратса хăваратчĕ...» — тет Петте, пулса иртнинчен тĕлĕнсе. Вăл ун-кун тепĕр хут пăхкаларĕ, лашине телефон юпинчен кăкарчĕ те пăрахса хăварнă кĕрĕкне кайса илчĕ. Ăçта чикес ку вилле? Кунтах хăварсан, хыçалтан килекенсем тупĕç те вулăса пĕлтерĕç, вара йĕрлев пуçланса кайĕ, суда пырса лекĕн. Судра, темле чăннине каласан та, вĕлерекене айăплама пултараççĕ.
«Эх, пурнăç, йĕри-тавра инкек анчах хресчен çыннишĕн... Кĕпер патне çитсе, çырмана ывăтса хăварам сана, инкеке кĕртекене, — çиленсех шухăшларĕ Петте. — Лашам, тăванăм, çил пек вĕçтĕрччĕ. Акă кĕпер. Петте лашине тăратрĕ те вилле кĕпер айне ывăтма тăчĕ.
— Чим-ха, — шухăшларĕ вăл, — ятне пĕлес, пĕр-пĕр хут пулĕ кĕсйинче, чиркӳре асăнас...
Тум-тирĕн шалти кĕсйинче алла тем пысăкăш тĕркĕм лекрĕ. Петте çиелтен çыхнă тутăр татăкне салтса пăхать — укçа. Тем чухлĕ укçа!.. Анчах ниепле çырнă хут та çук. Татах шырама тăчĕ — хыçалтан инçетри шăнкăрав сасси илтĕнсе кайрĕ. Петтен пĕтĕм ӳт-тирĕ тăр-тăр чĕтрерĕ. Вăл вилле хăвăртрах тарăн çырмана ярăнтарчĕ те çуни патне пычĕ, пăхрĕ — çунари утă çара юн. Чĕтрекен аллисемпе мĕнпур утта илсе вилĕ хыççăн пăрахрĕ, çутăличчен киле çитсе çунана çăвас, терĕ, ларчĕ те лашине тилхепепе сăтăрса илчĕ.
Лаша чупнă май, Петте пуçĕнче вĕри те пăтранчăк шухăшсем çаврăнаççĕ.
— Мĕн турăм? Мĕн пулчĕ?.. Çын чунне пĕтертĕм. Урăх мĕн тума май пулнă? Урăх май пулман... е мана, е ăна... Ăна вĕлерме вăйăм çитрĕ. Халĕ эпĕ Варлам пуянран та пуян... Укçи пулĕ икĕ пин... Вилюк пуян пурăнтăр — çылăхĕ мана. Пур пуян та çапла пуйнă, ман ирĕксĕрех вĕлермелле пулчĕ. Ку çын та сахалах вĕлермен пулĕ, ахальтен укçа ăçтан пухнă!.. Ку тискер пурнăçра хам ырлăх кураймарăм, ачам ырă курса пурăнтăр хăть... — Ăна хăй вĕлерсе хăварнă çын хыçалтан хăваласа чупнă пек туйăнчĕ, вăл çаврăнса пăхрĕ — арман улпучĕн ямшăкĕ пар лашапа çĕмĕрттерсе килет иккен.
— Эй, турă! Каçарсам мана, çылăхлăскере... — Петте сарлакан сăхсăхрĕ.
Килне çитсен, вăл пӳрте кĕмесĕрех сарайĕнче лашине тăварса, юнланса пĕтнĕ çунине юрпа шăлса тасата пуçларĕ. Ларкăчĕ çинче хăмăр юн лапкан-лапкан пăрланса ларнă. Ирчченех хырса тĕрмешрĕ Петте. Хăй пуйса каясси çинчен те, айăпа пырса лекесси çинчен те шухăшлать вăл — шухăшĕсем пуçĕнче, пичкери çĕпре евĕр, сиксе тухас лек чашкăрса йӳçеççĕ; тăнлавĕсем çине юн тымарĕсем тапса тухнă. Пĕтĕм ӳт-тир тарлать. Петте хăйĕн тум-тирне темиçе хутчен хыва-хыва пăхса тинкерчĕ — юн тумламĕ юлман-и?
— Атте, мĕн тăватăн эсĕ? — илтрĕ вăл Вилюк сассине.
— Э?.. — шарт сикрĕ ашшĕ. — Эсĕ мĕн... Мĕскер ирех тăтăн?
— Эпĕ туй курма каятăп.
— Кам туйне?
— Ирккасен Лисукĕн туйне.
— Э... каях...
— Халех мар-ха.
— Çапах та кай кунтан.
Вилюк кăн-кан пăхкаларĕ. Пӳртелле уттарчĕ.
— Сисмерĕ, тавах турра... ку вараланчăк ĕç çинчен никам та пĕлмелле мар... — тесе пăшăлтатрĕç чĕтрекен тутисем.
10
Хĕвел те хĕвел пек мар, тӳпене сивĕ кĕленче çакса хунă пек. Унта-кунта кăпăк пек пĕлĕт татăкĕсем курăнкалаççĕ. Ура айĕнче чĕриклетекен юр сасси ик-виç çухрăма илтĕнет пулĕ. Тукас енчен тăватă лав чуптарса анать. Малти çунана икĕ хура лаша кӳлнĕ, пĕкке шăнкăрав çакнă. Хура лашасене шурă пас тытнă, сăмсисенчен тĕтĕм пек мăкăрланса пăс тухать. Хыçлă çуна çинче — Лисук каччи, вăл каракуль ялкасне чалăшшăн лартнă, хыçалтан пыракан виçĕ çуна çинче — туй хăнисем: арçынсемпе хĕрарăмсем. Вĕсем паян кунĕпех Лисуксем патĕнче ĕçсе çимелле, юрламалла, ташламалла, каçалапа çĕнĕ кĕрӳпе Лисук чиркĕве венчете кĕмелле, вара Лисукăн ют килте арăм ĕмĕрĕ пуçланса каять.
Хапха уçма Макçи йăмăкĕ, ялах качча кайнăскер, Чинук тухрĕ. Кăкăр тулли шелкеме, шăнкăр та шăнкăр хушпăвĕ кĕмĕл шурă тĕспе йăлтăртатнипе ун кĕрен пичĕ илемлĕ. Вăл хапхана ярах уçрĕ те, пилĕк таран пуçне пĕксе, хăнасене хисеп турĕ.
— Килĕрех, килĕрех, кĕтнĕ хăнасем!
— Килтĕмĕр, çитрĕмĕр. Хапăл тăватăр-и, тумастăр-и? Инçе çулпа чылай килмелле пулчĕ, шăнмалла та пулчĕ, ĕçессĕм-çиессĕм те килет; пӳрте кĕме ирĕк пулĕ-ши сиртен? — такмак евĕрлĕ пакăлтатса хăвăрт каларĕ евчĕ.
— Инçетрен килнĕ ырă хăнасене кĕтсе пурте ăшă хутнă, апат-çимĕç пĕçернĕ. Кĕрсе ăшăнса ĕçсе-çисемĕр, — терĕ Чинук.
Килнĕ çынсем лашисене тăварса витене кĕртсе кăкариччен килкарти тулли ача-пăча пухăнса тăчĕ. Иркка та, сарă тутăрне çыхса, килкартине тухрĕ. Алкум пусми çинче ăна кӳпшеме пит çăмартиллĕ, сарлака сăмсаллă хĕрарăм — каччăн аслă аппăшĕ — тĕл пулчĕ.
— Ку камăн хĕрачи вара, пĕчĕк сăмсаллăскер? — терĕ вăл, хĕсĕк куçне мăч-мăч хупса.
— Лисук йăмăкĕ вăл, — терĕ Вилюк.
— Хе-хе-хе!.. Ха эсĕ ăна...
Иркка тачка хĕрарăм мĕншĕн кулнине ăнланмарĕ. Хăнасем пӳрте кĕчĕç. Лисук тăванĕсем те пухăнма пуçларĕç.
Патнерех те хисеплĕрех хăнасем чи малтан кĕрекене ларчĕç, ыттисем юнашар лартнă сĕтел хушшинче хĕсĕне-хĕсĕне вырăн тупрĕç. Лисук тантăшĕсем алăк патĕнче кĕпĕрленсе тăчĕç. Мĕн тăвас тен, туйĕ туй пек мар, çамрăксем валли савăнмалли ним те çук, хурланмалли кăна. Лисук сăра ĕçтерсе çӳрет. Ун пичĕ паян шупкалнă, çийĕнчи шурă сатин кĕпипе пĕр тĕслĕ. Сăрана чĕресрен алтăрпа ăсса куркана тултарать; курка тытнă аллине хăна патне тăсса ĕçме сĕнсен, çанă вĕçĕнчи çӳхе чĕнтерĕ чĕтрет.
Арçын хăна тĕппи курка ĕçет те, хăй пуçлăхне кура, курка тĕпне кĕмĕл е пăхăр укçа хурать. Лисук укçана курка тĕпĕнчен илсе кĕрен чĕрçитти кĕсйине ярать.
Иркка алăк патĕнчи хĕрсем хушшине кĕрсе хĕсĕннĕ те, аппăшне хĕрхенсе макăрса ярас пек, тутине тăп тытса тăрать. Лисук хыççăн Чинук аппăш хăнасене сăрапа сăйлать. Кӳршĕ Петте арçынсене эрех ĕçтерет. Малтан пурте ерипен кăна, йĕркеллĕ калаçса ларчĕç, çирĕç, эрех черкки тăват-пилĕк хут çаврăнсан, çынсем хăйсене тыткалама пултараймарĕç — вĕсене эрех хăвачĕ ярса илчĕ. Арçынсен сасси хытăрах янăра пуçларĕ, пичĕсем хĕрелчĕç те, çуталчĕç те. Акă пĕри ларнă çĕртен тĕшĕрĕлсе анчĕ, сĕтел айне ӳкрĕ, тепри кăмăлĕ пăтраннипе тула чупса тухрĕ. Халĕ пурте калаçас енчен еккине янă, пĕрин те чĕлхе чаракĕ çук. Пӳрт çурăлса каяс пек кĕрлесе ларать.
— Макçи хăта, сан хĕрне çара пакарта мар, пуян çын илет. Эсĕ тем пек хĕпĕртесе тăмалла, пире тем пек пăхмалла... — тет каччăн аппăшĕ, леш тачка хĕрарăм.
— Вăй çитнĕ таран питĕ пăхасчĕ, питĕ сăйласчĕ...
— Сан хĕрӳ мулсăр... Э!.. Пĕр выльăх чунĕсĕрех илетпĕр. Шăллăма питĕ килĕшнĕ... Илемлĕ хĕр çуратма пĕлтĕн, тăхлачă...
— Ăна ĕнтĕ епле турă панă... — тет Лисук амăшĕ, вăтаннипе те тарăхнипе, хăйĕн урисем чĕтреççĕ.
Темиçен харăс ташланипе урай хăми авăнать. Каркаланать, саркаланать, урисемпе тапать ӳсĕр халăх. Пĕр-пĕр ытлашширех черкке тивнĕ арçын ташланă çĕртенех йăкăлт-якăлт йăванса каять. Чинук çаплах хăнасене сăра ĕçтерет.
— Эй, туй халăхĕ! Чинук текех кăкшăмпа çӳрет, ташласа патăр-ха. Ĕлĕк ун пек ташă ăсти таврара пулман.
— Чăн та, Чинук тăхлачă, ташла-ха! Эх, сана çамрăк чух илес тенĕччĕ — пымарăн, халĕ акă хăраххăн тăрса юлтăн...
— Илме пĕлмерĕн...
— Ташлар-ха иксĕмĕр!
Пилĕк-ултă ӳсĕр арçынпа хĕрарăм Чинука хупăрласа аллинчи куркапа кăкшăмне илчĕç те урай варрине лартрĕç — Тарьен илмелле пулчĕ.
Чинук тӳррĕн тăчĕ, ик аллине пилĕкне тытса, акăш пек, лăпкăн ташă уттипе малалла шурĕ, ăна хирĕç кăвакарнă сухаллă хăта сиксе тухрĕ, анчах Чинук ун умĕнчен пăрăнчĕ, хытăран хытă кайрĕ, пуçне пĕксе çӳлелле çĕклерĕ — кăкăр çинчи мăй çыххи тенкисем шĕлкемене лексе кĕмĕл сасăпа чăнкăртатрĕç. Акă вăл, урай варрине çитсе, сăран атă кĕлисемпе тапăртатса, пĕр силленмесĕр çаврăнчĕ, вара сасартăк хулпуççисене сиктерсе, хăй çинчи пĕтĕм кĕмĕле-купăс майлă чăнкăртаттарчĕ.
— Купăс, чарăн! Чинук çири тенкĕ сассипе ташласа парать, — тесе янрарĕ темиçе сасă.
Купăс чарăнчĕ, пӳртри халăх та шăп пулчĕ. Чинук çинчи кĕмĕл тенкĕсем купăс евĕрлĕ чăнкăр та чăнкăр ташă кĕввипе янăраççĕ. Чинук пуçне ухса илет те, хушпури тенкĕсем çинçе сасăпа чăнкăртатаççĕ, ташă уттипе утнă май хулпуççисене сиктерсен, шĕлкеми те тĕрлĕ сасăпа янăрать. Чинук сăнарĕ пахчари çеçке çурнă мăкăнь пек. Пӳртре шăп. Кĕмĕл тенкĕсем янăранă май, сăран атă кĕли те урайне çаптарса ташă кĕвви кăларать.
Иркка тĕлĕнсе пăхса тăрать, аслă аппăшĕ çинчен куçне илме пĕлмест, хăй ăçта иккенне те манса каять, тĕлĕкри пек туйăнать ăна. Сасартăк çак илемлĕ тĕлĕрӳ иртсе кайрĕ.
— Ай, турă, ку ялсем пире шĕлкеме шăнкăртатнипе тĕлĕнтерес терĕç пулас... Купăс!.. Калăр купăс! Чишма ялĕсем ташланине пăхса курăр! — тесе çухăрчĕ каччă аппăшĕ ӳсĕр сасăпа. Вăл урай варрине тухрĕ те мăнтăр аллисемпе хăлаçланчĕ, çийĕнчи çĕнĕ хăмач кĕпи хуп сĕтĕрнĕ пек кăшăл-кăшăл турĕ, кăвакал ами пек айккинчен айккинелле тайкаланса, самăр кӳлепине силлерĕ, пĕрре çаврăнса илчĕ те илемсĕр сăмахсемпе такмаксем кала пуçларĕ. Ӳсĕрсем çăвар карсах ахăлтата пуçларĕç. Чинук хыççăн кун пек илемсĕр лапшака хĕрарăм каркаланни Ирккана пит йĕрĕнтерсе ячĕ, çавăнпа вăл пăрăнса тăчĕ. Хĕрлĕ хĕрарăм Ирккана асăрхаса та илчĕ, ун патне çаврăнса çитрĕ, урисемпе тапăртаттарса: «Ик кăкăрăм лăс-лăс-лăç, ик купарчам тăр-тăр-тăр!» — тесе пĕтĕм ӳтне чĕтретрĕ. Иркка чăтаймарĕ, чĕлхине тăсса кăтартрĕ те хĕрсем хушшине тарса пытанчĕ.
— Э-э-э... тыт ăна, тыт!.. — кăшкăрашрĕ хĕрарăм. — Сана-и? Ӳссе çит-ха, сана та хамăр яла качча илсе кайăпăр!
— Пыратăп пулĕ сирĕн ялăра, кĕтсех тăр! — тесе кăшкăрчĕ те алăкран тухса вĕçтерчĕ Иркка. Пӳртри ӳсĕр халăх каçса кайсах кулса юлчĕ.
Иркка килкартине васкаса чупса тухрĕ, çав вăхăтра вĕсен хапхи умне кăвак лаша чарăнчĕ, çуна çинчен арçынла хĕрарăм анчĕç, иккĕшĕ те хура пустав кĕрĕкпе. Иркка вĕсене палласа илчĕ: Варламăн аслă ывăлĕпе арăмĕ, виçĕм çул ялтан хутора уйрăлса тухнăскерсем. Ултă пуян пĕр хутора тухнă, шыв хĕрринчи тырă хĕвĕнсе пулакан анасемпе лайăх çарансене халăхран туртса илнĕ. Хысна ял халăхне çак çĕр вырăнне Хĕветле çырминче чуллă та тăмлă çĕр касса пачĕ. Ирккасен ани те Варлам ывăлне кайрĕ. Ани хăйма пек çемçеччĕ: виçĕм çул тырă çăра пулнă пирки Лисукпа амăшĕ икĕ кун вырчĕç. Иркка вара икĕ кун шыв хĕрринче вылярĕ. Ытарма çук аванччĕ унта!
Варлам ывăлĕнчен ялти чухăн халăх хăраса тăнине Иркка, пĕчĕкçĕ пулсан та, пĕлет, анчах вăл ку самантра унтан хăрасах каймарĕ, ашшĕ те хăрамĕ, мĕншĕн тесен вĕсен çĕнĕ кĕрӳшĕ, Иркка шухăшĕпе, пуян çын, халĕ пӳртре ларать. Çапла харсăрланса, Иркка хура кĕрĕклĕ мăшăр хыççăн пӳрте кĕчĕ.
— Килĕрех, килĕрех! — терĕ темиçе сасă.
— Килĕрех! — терĕ вĕсене каярах курнă Макçи те, вĕсем килсе кĕнинчен питĕ тĕлĕнсе.
— М-м... килтĕмĕр-ха... Иртсе пыраттăмăрччĕ те, чĕнмен пулсан та, пуян çынсен туйне кĕрсе курасах терĕмĕр. Лисук пуяна каять те пуяна каять, тесе кĕрлеççĕ çынсем. Пуян çынна епле кĕрсе курас мар, — такмакланă пек каларĕ Варлам ывăлĕн арăмĕ.
— Хамăра кура пурăнкалатпăр, — терĕ сĕтел хушшинче çĕлĕкпех ларакан çĕнĕ кĕрӳ. Унăн сассинче шăмарса иртми çилĕ пурри сисĕнчĕ.
Кун пеккине илтсен, Иркка тĕлĕнсех кайрĕ; тен, пуянах та мар пуль Лисук упăшки, тăванĕсем кĕреке хушшинче ахалех хăйсене мăнкăмăллăн тыткалаççĕ.
Лисук хăйĕн упăшки пулассипе Варлам ывăлĕ шала-шăл пурăннине витĕрех пĕлсе тăрать, çавăнпа вăл, харкашу тухасран хăраса, сăра ăсрĕ те, курка йăтса, хаяр хăна умне пырса тăчĕ.
— Ĕçсе парăр-ха, хисеплесе кĕнĕ пулсан, — терĕ вăл.
Хаяр хăна сăрине ĕçрĕ те курка тĕпне янăратса кĕмĕл укçа ячĕ.
— Пуян çынна каятăн, телейлĕ пурăн, — кăмăллăн каларĕ хăна.
Купăсçă савăнса купăса хыттăн туртрĕ те, урисемпе тапса, купăс сассипе пӳртри калаçăва лапах хупласа хучĕ.
Хĕпĕртет ӳсĕр халăх, тăрать те сиккелет, Варлам ывăлĕпе арăмне те ташлама чĕнет, темле те кăшкăрма пĕлет.
— Пуян ташланă вăхăтра чухăн çын урайĕ тӳсет. Ташлăр!
— Чухăн çын ĕнси тӳсет. Атя, яра пар!
— Митри Варламăч аван çын!
— Митри Варламăч вăл çынна хисеплеме пĕлет! Ташлăр!
— Ташласах каяр эппин, — терĕ арăмĕ.
Варлам ывăлĕпе кинĕ йĕркеллĕн ташла пуçларĕç. Кăвак сатин кĕпи çинчен çыхнă хура пиçиххи яраписем йӳле янă сукна кĕрĕкĕ айĕнчен хура сукна шăлаварлă пĕççи çинче ташланă май çаврăнкалаççĕ.
— Чинук аппа пек хитре ташлаканни тĕнчипе те çук пуль, — терĕ Кĕтерук хăйпе юнашар тăракан Ирккана.
Ташласан-ташласан хура кĕрĕклĕ арăмĕ, аллисемпе упăшкине хăй патнелле чĕннĕ пек сулкаласа, хытă сасăпа: «Ай-хай, мăшăрăм, Митрий Варламăч, эпир чухăн çын турри вĕт», — тесе янăратрĕ те тухса кайрĕ, ун хыççăн арçынни те тухрĕ.
— Килкартинче те ташлать-ши ку, — шухăшларĕ те Иркка, хыçалтан тухрĕ. Варлам ывăлĕ алкумĕнчен тухнă кăначчĕ, ăна хирĕç Тихха чупса пычĕ.
— Хуçам, Митри Варламăч, инкек!
— Мĕн ара? — ыйтрĕ Мĕтри.
— Станци çулĕ çинче. Хура кĕпер айĕнче Пракуха тупнă.
— Мĕн тума кĕрсе ларнă вăл унта?
— Кĕрсе ларма-и! Вĕлернĕ ăна...
— Вĕлернĕ? — куçне чарса пăрахрĕ Мĕтри. — Ак тамаша! Чим-ха, ара, Макçи лашишĕн илнĕ укçине аттене пама ĕлкĕрнĕ-ши вăл? — питĕ шăппăн ыйтрĕ пуян çын.
— Ĕлкĕреймен...
— Халĕ атте ăçта?
— Халĕ Варлам хуçа вулăса вĕçтерчĕ. Сана сыхă тăма хушрĕ.
— Пракух кĕсйинчен пĕр-пĕр документ тупнă-им? — Тихха хăлхи патне пырса пăшăлтатрĕ Мĕтри.
— Ăна-кăна пĕлместĕп... Хăй çумĕнче нимĕн те çук, тет.
— Епле палланă-ха ăна?
— Хыркассисем палларĕç. «Ку таврара пурин лашине те çак вăрланă!» — тесе çухăраççĕ, тет.
— Аттене вулăса чĕнтерчĕç-им? — хăраса ыйтрĕ Варлам ывăлĕ.
— Хăй кайрĕ... Мĕн те пулин сиксе тухсан, сӳнтерме патнерех пулас, терĕ...
— Юрать, каях.
Варлам ывăлĕпе арăмĕ çуна çине кĕрсе ларчĕç те урăх пĕр сăмах каламасăр вĕçтерчĕç.
«Ку хыпара аттене калас-ши, калас мар-ши, — иккĕленсе тăчĕ Иркка. — Туй тухса кайсан, калăп...»
Хĕллехи кун кĕске. Ташларĕç, виç-тăват çавра юрă юрларĕç, тепре ларса апат çирĕç — тĕттĕмлене те пуçларĕ. Хăнасем кайма тапранчĕç. Ура çине тăчĕç. Хăшĕ кĕпе вĕççĕнех, хăшĕ тумланнă, анчах тӳмисене çаклатман хăйсем, йӳле пилĕкĕн, енчен-енне сулкаланса, туй юрри юрлаççĕ:
Эй, кĕрӳçĕм, кĕрӳ,
Эй, кĕрӳçĕм,
Пурçăн тутăр пек
Хĕр патăмăр,
Çĕтĕк чалма пек
Ан тăвăр.
Эй, кĕрӳçĕм, кĕрӳ,
Эй, кĕрӳçĕм,
Тулă кĕлти пек
Хĕр патăмăр,
Тулă арпи пек
Ан тăвăр.
Чĕринче ерипен пухăннă хурлăха тытса чараймасăр, Лисук макăрса ячĕ, амăшĕпе юлташĕсем те тӳссе тăраймарĕç. Петюка амăшĕ çавăтса пырса Лисук арчи çине ларма хушрĕ. Петюк хăюсăр пырса ларчĕ. Лисук упăшки пуласси ăна çирĕм пус укçа пачĕ те, тăванĕсем арчана çуна çине илсе тухса лартрĕç. Тата пĕр минтерпе пĕр тӳшек илсе тухрĕç. Кайран Лисук та тухрĕ. Ун çийĕнче вĕр-çĕнĕ сарă кĕрĕк, хăйĕн пурçăн тутăрĕ, шурă кăçатти. Вăл ашшĕ-амăшĕпе, юлташĕсемпе, тăванĕсемпе, кӳрши-аршисемпе сывпуллашрĕ. Ирккана анчах ниçта та тупаймарĕç. Лашасене кӳлсе тăратнă. Хапха яр уçă. Пурте йĕркеллĕ, анчах ак тамаша! Урам енчи хӳме юпи çине çакнă çĕтĕк йĕм пĕççи çилпе пĕр çĕкленет, пĕр анать. Туй халăхĕ çак япала мĕн иккенне пĕлес тесе урама тухать: унта-кунта çатан юпасемпе шертесем çинче çĕтĕк-çатăк лăстанкăсем вĕçеççĕ. Унччен те пулмасть, икĕ юланут туран чуптарса анать, иккĕшĕ те патак вĕçне шурă тутăр çакнă, çиле хирĕç вăркăштарса пыраççĕ, янкăр уçă сивĕ сывлăшра пĕтĕм ял илтĕнмелле çухăраççĕ:
— Эй, халăх! Станук Макçи Чишмари Лявук патшана хĕр парать. Курмастăр-и, шурă ялавсем вĕлкĕшеççĕ. Патша туйне ăсатма тухăр!
Икĕ юланут шак сиккипе Анаткасалла вĕçтерчĕç. Пĕри Варлам Люшши, тепри ку ял каччи мар. Туй халăхĕ тĕлĕнсе пăхса юлчĕ. Пĕр сăмах чĕнекен те, хӳме юпи çинчен йĕм пĕççине илекен те пулмарĕ. Лисукăн хăй тăван ялĕнче пурăннă юлашки вăхăтне те пулин Варлам тавраш пăсни пурне те тарăхтарчĕ, пурте мăкăртатрĕç. Анчах кайма вăхăт. Лашасем тапса сикрĕç. Лисук тăван ялĕнчен тухса кайрĕ. Лавсем курăнми пулчĕç, шăнкăрав сасси кăна таçта пушă та тĕттĕм уйра пĕр-пĕччен чун макăрнă пек, янăраса тăчĕ. Анкарти хыçне тухса тăнă Иркка Лисук кайнă еннелле хĕрелнĕ куçĕпе пăхать. Ун вăрăм та хура куç хăрпăкĕ çине юр пĕрчисем пырса лараççĕ те ирĕлсе куççулĕпе пĕрле питçăмарти тăрăх юхса анаççĕ...
11
Халĕ ĕнтĕ Ирккан çамрăк та çирĕпех мар алли вĕçне килте тем чухлĕ ĕç юлчĕ.
Амăшĕ ăна ирех, илĕм-тилĕм тăратса, шыв ăсма ячĕ.
Çул çине кăшт пĕрĕхнĕ юр çинче ик-виç хĕрарăм шыва кайса килнĕ йĕр пур. Ирхи шуçăм килнипе йĕр путăкĕ хĕррисем кăваккăн курăнаççĕ. Янкăр уçă сывлăш Иркка сăмсине кăтăкласа кĕчĕ. Иркка пĕр-иккĕ сывласа илчĕ те, икĕ аллипе витре хĕррисенчен тытса, çырманалла чупрĕ. Çырма тĕпне вăл çăмăллăн чупса анчĕ. Валак пуçне çитсен, кĕвентине юр çине хурса, витрене шыв юхтарма кукленсе ларчĕ. Пĕр витри тулсан, ăна кăларма тăнăччĕ кана Иркка, анчах ăна темскер сылтăмалла пăхтарчĕ. Ăна-кăна ăнланса та илеймерĕ вăл, унăн çӳçĕ вирелле тăнипе пуçĕнчи тутăрĕ çӳлелле туртăнчĕ: унтан пĕр вунă утăмра, выçă куçĕсене йăлтăртаттарса, сăр кашкăр тăра парать. Мăйне малалла тăснă, хӳрине уснă. Ку çĕрлехи вăрă кĕçĕр ниçта та апат тупайман пулмалла. Сехри хăпнипе алли-урине шăнăр хутлатса туртнăн туйăнчĕ Ирккана. Чĕри хытă ыратса пĕрĕнчĕ унăн, пĕр мăйăр пысăкăш кăна пулнăн туйăнчĕ. Кашкăр çине пăхса, пĕр самант пăр муклашки пек хытса кайрĕ вăл. Кашкăр шăлне хăрушшăн йĕрчĕ. Шухăшлама ĕлкĕрчĕ-ши Иркка мĕн те пулин, те ĕлкĕреймерĕ, пушă витрине хăлăпĕнчен ярса тытрĕ те кĕвентин тимĕр çĕкĕлĕпе чанлаттарма пуçларĕ. Ирхи сывлăшра тимĕр витре сасси, пĕр çырантан тепĕр çырана çити çырма тăрăх янăрарĕ. Иркка кашкăр çине пăхса илме те хăрать, çаплах витрине чанлаттарать.
— Ара, мĕн пулнă çырмара? — çухăрнă сасă илтĕнчĕ. Иркка çаврăнса пăхрĕ, хăранипе Чинук аппăшĕн сассине те уйăраймарĕ: сукмакпа мăшăр витрине чăнкăртаттарса Чинук аппăш шыв ăсма анать иккен.
— Пăхăр-ха, кашкăр! — кăшкăрчĕç ун хыçĕнчен пыракан икĕ хĕрарăм.
Иркка хăюлланса сылтăмалла пăхрĕ — паçăрхи вырăнта кашкăр çук. Хыçалалла çаврăнса пăхрĕ — сăр кашкăр çырма хĕррипе уялла лăс-лăс-лăс чупать. Иркка ал-ури лăштăр кайнипе юр çине пăш кĕрсе ларчĕ.
— Кашкăр апачĕ пулаттăнччĕ вĕт, мĕншĕн апла ирех шыв патне ярать сана аннӳ? — терĕ Чинук. Вăл Иркка умне пырса тăчĕ, ăна аллинчен тытса, юр ăшĕнчен кăларчĕ.
— Ку кашкăр çын çине сикме те хатĕрччĕ ĕнтĕ? — терĕ Чинук хыççăн анакан хĕрарăм.
— Тем инкек те курăн! Витрине çапма епле ăс çитернĕ-ха вăл! — тĕлĕнчĕ тепĕр хĕрарăм.
— Витрине çапман пулсан, тукмак хӳре эпир аниччен пăвса пăрахма ĕлкĕретчĕ ачана, — терĕ Чинук. — Витре сассинчен хăраса тарчĕ усал... Каяр, Иркка, урамалла çитерем сана.
— Çук, Чинук аппа, эпĕ хамах çĕклесе çитеретĕп, — терĕ Иркка, мăшăр витрине кĕвенте пуçне çаклатса.
Виçĕ хĕрарăм, тĕлĕннипе шывне юхтармасăр, аллисене шарт çапса, калаçса тăчĕç. Хăранипе чĕтрене ернĕ Иркка тăвалла аран-аран хăпарса çитрĕ, урам тăрăх васкаса утасшăн пулчĕ, анчах ура шăнăрĕсем çемçелни иртсе кайманнипе аран-аран уткаласа çитрĕ вăл хăйсен хапхи умне. Хапхана уçма тăнăччĕ кăна — таçтан, çăва шăтăкĕнчен-и, Варламăн кĕçĕн ывăлĕ Колякка сиксе тухрĕ. Вăл Иркка патне чупса пычĕ те икĕ витрине те ӳпĕнтерсе ячĕ.
Çак çĕклем шывшăн Ирккан мĕн чухлĕ сехри хăпнă, ăна вăл вăйне пухса килне çĕклесе çитернĕ, çавăн чухлĕ тăрăшни унăн сая кайрĕ, пĕр Варлам ывăлĕн мăшкăлĕ пулчĕ. Ача чунĕ мăшкăла тусеймерĕ, Иркка шăлне çыртрĕ те, пуян çын ачине-мĕнне пăхмасăр, малалла мĕн пуласса пĕлмесĕр, кĕвенте вĕçĕнчи тимĕр çекĕлпе ăна пуçĕнчен яра пачĕ... Колякка асар-писер сасăпа çухăрса янине, пуçĕнчен юн пĕрхĕнсе тухнине анчах курчĕ Иркка: çаврăнчĕ те витене чупса кĕрсе кайрĕ. Ашшĕ чирлесе ӳкнĕ пирки паян вăрмана каяймарĕ, çавăнпа ăшă витере лаша ачашланса утă çисе тăрать. Лаша пуçне алăк патнелле çавăрчĕ те çаврашка куçĕсемпе Иркка çине йăвашшăн пăхса илчĕ.
— Хамитĕм! — терĕ Иркка, лашана мăйĕнчен ыталаса илсе. —Пĕтрĕм эпĕ... Пире пурне те пĕтерет ĕнтĕ Варлам пуян! — Иркка лаша мăйĕнчен уртăнчĕ, вĕри куççуль юхтарса, пĕр сасăсăр макăрса ячĕ. Ун айван та çамрăк пуçĕнче шухăш хыççăн шухăш шурĕ, пĕр шухăшĕ тепринчен хăрушă... Акă Варлам ун ашшĕне хăма çине çыхса вырттарĕ, юн сирпĕниччен хĕнĕ, кайран пĕтĕм кил-çурта тĕп тăвĕ, ку лашана та вăрра ярĕ... Вара выçă вилĕм çите. Е çакăнса вилес, е халех ялтан тухса тарас... Ăçта каяс? Пурпĕрех мар-и, анчах тарас, питĕ инçе тарас, паллакансене никама та нихçан та тĕл пулмалла ан пултăр... Çак шухăш çирĕпленсе çитрĕ. Иркка лашана тутинчен чуптурĕ те витерен виркĕнсе тухма тăнăччĕ, анчах алăк пуканĕ çинче тăпах чарăнчĕ: пĕр юланут, уретник пулас, урампа сиккипе чуптарса иртрĕ.
— Тухса тарсан, мана уйра хуса çитсе вĕлерсех хăварĕç, — шухăшларĕ Иркка. — Ку уретник Варлам чĕннипе васкарĕ... Мана вĕлерĕç, аттепе аннене те вĕлерĕç... Мĕн тăвас?
Урам вĕçĕнче çынсем кăшкăрашни илтĕнчĕ, вара тепĕр урамра пĕри «урра!» — тесе кăшкăрчĕ... Халăх урама тулнăçемĕн тулать, пурте хытă шавлаççĕ. Акă, ушкăн çын Ирккасен хапхи патнех çитрĕ, такам Иркка хăварнă витресене урапа тапса сирпĕтрĕ.
— Макçи, мĕскер ларатăн, тух! Революци! — тесе çухăрчĕ Ваçка.
«Пĕтĕм халăхпа хĕнĕç-ши мана? — тесе пăшăлтатать Иркка кăвакарса кайнă тутисемпе. — Мĕн-ши вăл революци?»
Макçи пӳртрен васкаса тухрĕ те, чупнă май кĕрĕкне тӳмелесе, урамалла виркĕнчĕ.
— Ай пытанас!
Иркка утă валашки тĕпнех кĕрсе выртрĕ, улăмпа витĕнчĕ. Вăл пĕр самант хушши ним шухăшлама пĕлмерĕ, каярахпа пуçне каллех хăрушă шухăшсем килсе тулчĕç, пулас хăрушлăхран ниепле те çăлăнса юлма май çукки пĕчĕк чĕрине пăвса илчĕ, вара Иркка ăшчикĕ кӳтсе çитнипе чăтаймарĕ: малтан ерипен, кайран хытăран та хытă ĕсĕклесе макăра пуçларĕ. Шавлă халăх урампа анаталла утрĕ, Иркка макăрнине никам та илтмерĕ. Амăшĕн чĕри анчах туйрĕ.
— Ара, Иркка макăрать мар-и витере? — терĕ вăл алкумĕнчен тухаканскер. — Макçи, Макçи, кĕр-ха килкартине! Тем пулнă Ирккана, лаша витинче уласах макăрать. Лаша тапса яман-ши?
— Лаши тивекен марччĕ-ха. Вăл кунта Колякка пуçне кĕвентепе персе шăтарнă. Хăранипе макăрать пуль, — терĕ урамран килкартине кĕрекен Макçи.
— Витене кĕрсе пăх хăвăртрах! — терĕ амăшĕ.
— Халех, Иркка, ăçта эсĕ?
Иркка ним чĕнме пĕлмесĕр тата хытăрах макăрса ячĕ.
— Эсĕ валашка тĕпнех кĕрсе выртнă-çке. Тух унтан, — терĕ те вăл, Ирккана хулĕнчен тытса çĕклерĕ.
— Атте, мана Варлам ĕнтĕ пĕтем ял çыннипе хĕнеттерет-им? — терĕ Иркка куççуль витĕр.
— Çук, çук, хĕрĕм. Сана никам та тивеймĕ ĕнтĕ. Куçусене уç! Макăрнипе епле шыçса кайнă. Хĕрĕм, ан макăр! — терĕ Макçи, хĕрачине ачашласа.
Иркка ашшĕ ачашланине нихçан та курман, капла савăнаçлă сасăпа калаçнине те илтмен, çавăнпа хăйса пăхрĕ те тĕлĕнсех кайрĕ: ашшĕн яланах хурлăхлă пичĕ темле чĕререн тухакан савăнăçпа çутăлнă, куçĕсем пысăкланса, çамрăкланса кайнă.
— Атте, сана тивмерĕç-и?
— Çук, çук, хĕрĕм. Халĕ пире никам та тивеймест! Иркка, хĕрĕм, революци! Микулай калани çитрĕ!
— Мĕн вăл революци, атте?
— Патшана сирпĕтнĕ. Текех ĕнтĕ пуянсем хуçа мар, вĕсен шалчи тулать. Пӳрте илсе кĕрем сана, хĕрĕм, эсĕ ан макăр. Хăранипе чирлесе ан ӳк, — терĕ ашшĕ, Ирккана пĕчĕк ачана йăтнă пек пӳрте çĕклесе кĕрсе. — Эсĕ вырт. Эпир аннӳпе урама тухăпăр. Халĕ халăх пĕтĕмпе урамра.
Ашшĕпе амăшĕ тухса кайрĕç. Иркка ăшăрах витĕнсе хутланса выртрĕ, анчах шăнса ĕнтĕркени иртсен те ӳчĕ-тирĕ тытамак тытнă пек çаплах сиксе чĕтрет. Шăлĕсем хытă шакканипе урамри халăх шавĕ те татăкăн-татăкăн анчах илтĕне-илтĕне каять. Ăшăнса ыйха кайма пуçланăччĕ, пӳрте Кĕтерук тусĕ чупса кĕчĕ.
— Иркка, тăр! Атя урама, унта темĕн чул çын пухăннă, урамрах пуху ирттереççĕ. Станцирен темле какартлă çын килнĕ, кăкăрĕ çине хĕрлĕ хăю чечеклесе çыхнă, аллисене сулкаласа революци çинчен каласа парать. Асту-ха, вăл çын килсе çав хыпара пĕлтермен пулсан, Варлам сана Коляккана çапнăшăн вĕлеретчĕ. Халăх никам пуçтармасăрах пуçтарăннă. Хĕрарăмсем те пухăннă. Тăлăх Наçтук аппа, пĕлетĕн-и, мĕн терĕ: «Тавăрса пар мана хамăн шыв хĕрринчи анана! — терĕ. Варлама хирĕç çĕмĕрлет анчах.
— Епле Варлама хирĕç сăмах чĕнме хăрамарĕ вăл? — ыйтрĕ Иркка.
— Епле? Революци! — татăклăн каласа хучĕ Кĕтерук.
Халиччен илтмен, тен, яла та кĕрсе тухман сăмаха — революци тенине — Иркка хăй евĕр ăнланса илчĕ: тĕнчене сăнчăрпа карса тухнă, çав сăнчăр вĕçĕсене тытса тăраканни патша пулнă. Халĕ ĕнтĕ патшана ярса тытнă та çĕклесе çапнă. Ирккан пĕчĕк чунне пысăк вăй пырса кĕчĕ. Вăл чирлесе ӳкес çĕртен хăйне сывă та вăйлă туйса илчĕ, сиксе тăчĕ те, сăхманне тăхăнса, юлташĕпе пĕрле урама чупса тухрĕ.
Халăх пĕтĕмпе урамра. Ватти-вĕтти, карчăк-кĕрчĕк, утма пултараканни — пурте станцирен килнĕ юланутлă çын тавра пухăннă та шăп итлесе тăраççĕ. Ăтăр пек хура лаша утланнă сарă сăран пиншаклă çын йĕнер унки çине тăнă, хура çĕлĕкне хывса сулахай аллине тытнă, сылтăм аллине сулкаласа, хĕрӳллĕн калать. Хура лаши юра урипе кукалет. Иркка пырса çитиччен, юланутлă çын каласа пĕтерчĕ. Вăл аллине çĕклесе сĕлтрĕ те лашине юрттарса кайрĕ — ытти ялсене те çитмелле-çке ун, пысăк хыпара унта та пĕлтермелле.
Халăх саланмарĕ, тата хытăрах кĕрлеме тытăнчĕ. Пĕр тумлам эрех сыпнă çын та çук, анчах кашниех мĕн те пулин калать — унччен ĕçкĕ-çикĕ вăхăтĕнче çеç çынсем тум-тирне йӳле яраканччĕ, чĕлхене çăварта çыртса тăракан марччĕ. Патшана вырăнтан персе антарни нумай япалана пĕлтерет иккен, çынна çунатлантарать, ĕмĕр хушши калама хăяйман шухăшсене туртса кăларать. Кĕтерукпа Иркка çумне шкула çӳрекен икĕ ача пырса тăчĕ.
— Кĕтерук, ялта халăх тахçанах пухăннă-и? — терĕ Хветут.
— Тахçанах.
— Эпир çавах революци çинчен ялтисенчен маларах илтрĕмĕр! — паттăрланчĕ Вилюк.
— Шкулта каларĕç-и-мĕн? — ыйтрĕ Иркка.
— Каларĕç, тĕлĕнмелле пулчĕ! — пĕр-пĕрне пӳлсе каласа кăтартма пуçларĕç шкул ачисем.
— Акă, — терĕ Хветут. — Эпир шкулта «на места» лариччен коридорта турă юррисем юрлатпăр, сăхсăхатпăр, юлашкинчен вара «Боже, царя храни» юрлатпăр. Паян ирхине те чиркӳ юррисем юрлама ретĕн-ретĕн тăтăмăр. Канцеляринчен пуçне усса пачăшкă тухрĕ, яланхи пек пирĕн çине тискер пăхса илмерĕ, турăш еннелле çаврăнчĕ те сăхсăхрĕ. Эпир турă юррисене юрласа пĕтернĕ хыççăн гимн юрлама ĕнереттĕмĕрччĕ — канцеляринчен Николай Иванч сиксе тухрĕ. Куçĕсем хĕп-хĕрлĕ, вĕсене шурă тутăрпа шăлкалать. «Ачасем, паян гимн юрлаймăпăр. Патшамăр пирĕн хăй вырăнче ларасшăн пулмарĕ, патшаран тухма ыйтнă!» — терĕ. Эпир шалт тĕлĕнсе кайрăмăр, пĕр сывламасăр тăратпăр. Иван Тимофеевич чупса тухрĕ те: «Николай Иванч, мĕншĕн суятăр ачасене! — тесе хаяррăн каласа хучĕ, пирĕн еннелле çаврăнчĕ те: — ачасем, Николай Иванч тĕрĕс каламарĕ. Фабрикăсемпе заводсенче ĕçлекен çынсемпе салтаксем патшана сирпĕтсе антарнă, ăна суд умне тăратаççĕ!» — терĕ. Пачăшкă, çурăмĕнчен вĕри шыв сапнă пек, Иван Трофимович еннелле çаврăнчĕ, икĕ аллипе пысăк хĕресне тытса, шуйттан умĕнче çĕкленĕ пек, çĕклерĕ.
— Вара çапăçсах кайрĕç-и? — терĕ Кĕтерук.
— Вара канцелярине кĕрсе кайрĕç. Ну, тавлашрĕç унта, ну, тавлашрĕç — коридора сассисем илтĕнеççĕ, сăмахĕсем çук. Урок йĕрки пулмарĕ. Ялта мĕн хăтланаççĕ-ха тесе эпир тухрăмăр та килтĕмĕр. Акă пăхăр! — хыттăн каларĕ вăл.
Юланутлă çын тăнă вырăна, ачасем çунашкапа ярăнма тунă юр купи çине, Наçтук хăпарчĕ.
— Эпир çемьере тăватă хĕрарăм! — терĕ Наçтук аппа. — Тăватă çынна çур ят çĕрĕ. Вăл та юрĕччĕ — унтан та пĕр çурпилĕкне Варлам пуян тытса илчĕ. Мухтавлă пуян! Кăçалхи çуркунне ман Варак пуçĕнчи çурпилĕке ан тĕкĕн. Тăватăмçул патша законĕпе хăратса тытса илтĕн вăл анана. Халĕ санăн патшу çук. Ырă халăх, эпĕ халех, тупата, Варак пуçне каятăп, юр айĕнче выртакан хам анана шыраса тупатăп та кĕреçепе чавма пуçлатăп!
Наçтук каласа пĕтерсе юр сăрчĕ çинчен те анса çитеймерĕ — унта-кунта шăв-шав пуçланчĕ.
— Ман анана та Варлам туртса илчĕ!
— Ман анана та ан тĕкĕн кăçал!
— Мĕншĕн чĕнмест Варлам!
— Наçтук тĕрĕс каларĕ! Çук урăх Варлам патши!
Иркка хăй патĕнчен инçех мар Варлам тăнине курчĕ. Вăл, халех çурмаран татса пăрахас пек, Наçтук çине усаллăн пăхать. Чарса пăрахнă сарлака сăмса шăтăкĕсенчен пăс тухать, çăра куç харшийĕсем айĕнчи куçĕсем хĕрелсе хĕлхем тăкаççĕ.
Ирккан пĕчĕк чĕри хăранипе пĕрĕнсе ларчĕ, юнĕ выляма чарăнчĕ. «Юланутлă çын пырса çитмен пулсан, çак çын мана хĕнеттерсе вĕлеретчĕ», — шухăшларĕ те, унăн куç умне пулас мар тесе, халăх хушшине йăпшăнса кĕрсе кайрĕ, килех тарас тетчĕ, юр купи çинче шинеллĕ çын тăнине курах кайрĕ. Ваçка салтак туйине çавăрса сăмах калать.
— Мана Хĕр-Ваçка тесе ят панăччĕ. Халĕ ĕнтĕ, тăвансем, ман ята улăштарăр. Эпĕ те арçын! Варлам пуянтан хама тек мăшкăллаттармăп. Тĕрĕс калатăп-и, халăх? Варак пуçĕнчи хутора кайнă анасене каялла туртса илетпĕр! Тĕрĕс-и?
— Тĕрĕс! — тени пĕтĕм ял тăрăх аслати пек каять.
12
Çанталăк çуркуннене сулăннă. Хĕллехи сивве ӳпне-питне çавăрса пăрахса, çурхи тĕнчен алăкне уçма курак тăманĕсем ӳхĕреççĕ. Халăхăн, нимĕнле календарь çине пăхмасăрах, çулталăк çаврăнăшне виçсе пыракан меслечĕпе туйăмĕ пур. Çăварни хыççăн нумаях вăхăт иртмерĕ çерçи тăманĕ, сивĕ çавраçилсен ураписем çине ларса, кутсăр-пуçсăр ахăрса, çара йăмрасен тăррисене, хуралтăсем çинчи ленкерсене шăхăрттарса иртсе кайрĕ. Çурхи тĕнче алăк умне пырса тăни выçлă-тутлă ăшаланса пурăнакан ялта тепĕр енчен те питĕ паллă — ялта чăх куçĕ текен чирпе тарăхса, хĕвел аннă-анманах пӳртрен тухмасăр, сĕнкĕлтетсе лараканнисем нумай. Ку чир халăх юр-варсăр та какайсăр, типĕ шӳрпепе çеç пурăннă чухне пулать.
Макçи çак чирпе чирленĕ. Халĕ, хĕвел анас умĕн, чăхсем кашта çине ларнă пек сĕмленсе кантăкран пăхать, хăйĕн куçĕ хура карăнтăкпа витĕне пуçланине сиссе тарăхать, юлашки кунсенче Петте укçа ыйтса тарăхтарса çитернипе кăнтăрла та урама тухса çӳресси килмест. Кил хуçи кăмăлĕ кĕскелсе турта тăршшĕ кăна юлсан, пĕтĕм кил-çуртра тĕр-тер пуçланса каять. Акă арăмĕ урайне тăлт-талт пусса кĕчĕ, вутă çĕклемне яланхи пек пĕшкĕнсе алли çинчен тăкмарĕ, кĕмсĕрт-кĕмсĕрт пăрахрĕ те кĕтесри ухватпа турчăка та шăлтăртатрĕç, пăрлă чӳречи те тăр-тăр туса илчĕ.
«Çил пек çӳрет хăямат» — шухăшларĕ Макçи, хăй айĕнчи сак та кисренсе илни ăна çилентерсе ячĕ.
— Макçи, — чĕнчĕ ăна арăмĕ.
— Э? — хăлхасăр çын пек çаврăнса тăчĕ Макçи.
— Мĕскер эс текех шухăша каятăн? Каç пулчĕ, лашана халĕ те апат паман.
— Ĕлкĕрĕп-ха.
— Петте кӳршĕпе эсир иксĕр те улшăнса кайрăр. Вăл ĕнтĕ утнă çĕртех мăкăртатса çӳрекен пулчĕ.
— Эпир иксĕмĕр анчах мар, пĕтĕм халăх ним тума пĕлмест. Чухăн халăхăн кайăк пек çунат сарса вĕçеймелле, анчах темскер чарса тăрать.
— Эсĕ кĕтнĕ вăхăт çитрĕ те, ырлăхĕ тăкăнмарĕ пулас?
— Кĕтер-ха... Каллех Петте килет, лаша укçи ыйтасран чунăм çук ĕнтĕ.
— Панă чухне кĕркуннеччен пачĕ пулас та?
— Чиперех кĕркуннеччен тенĕччĕ. Халĕ эпĕ ниçтан та тупса парас çуккине хăй те пĕлмелле. Тата тепле памалла. Укçа хакĕ ытла ӳкрĕ-çке, çĕр тенкĕсемпе çеç шутлаççĕ ĕнтĕ. Çавă та шиклентерет пуль çав.
— Тĕлĕнтерет вăл Петте... Укçине те темрен тем чухлĕ шутласа памалла пулать ĕнтĕ.
— Кĕркуннеччен паллă пулĕ-ха...
Алкумĕнче ерипен, тем шыраса утнă пек, ура сасси илтĕнчĕ.
— Иркка, — терĕ Макçи. — Улмуринчен сĕлĕ улăмĕ туртса лашана пар-ха. Ман Петтепе калаçмаллах ĕнтĕ, эпĕ тухса кайсан çиленĕ. Асту вара, аялтан турт. Туртнă пеккине ан тапта.
Иркка, сăхманне тăхăнса, сарă тутăрне хыçалалла çыхрĕ те лашана каçхи апат пама тухрĕ.
Килкарти хӳтлĕхĕнче ним çил те çук пекчĕ, анкартинче сивĕ нӳрлĕ çил вĕçтернине Иркка тӳрех сисрĕ. Выльăх апачĕ патне каякан сукмака тарăн юр хӳсе лартнă. Чĕркуççи таран пута-пута, Иркка сарай хыçĕпе утрĕ. Акă икĕ улăм ури юнашар ларать. Пĕри çĕр çинче — куна хĕлле çитермелле; тепри тăватă ураллă çӳлĕ аслăк тăрринче — çуркунне валли; типтерлĕ хуçалăхра пĕтĕм япалан хăйне кирлĕ йĕрки пур: ку улăм урине çурхи шывсем йĕпетес çук. Çĕрте ларакан улăм ури пĕчĕкçĕ ĕнтĕ, кĕç-вĕç пĕтет. Ун çумне пĕшкĕнчĕ те Иркка, улăма аялтан турта пуçларĕ. Улăм çăмăлах парăнмасть — чĕвик-чĕвик тесе тухаççĕ улăм пĕрчисем. Иркка ывăç хыççăн ывăç туртса кăларать те улăма çил вĕçтерсе каясран чĕркуççипе пусса тăрать. Пусăрăннă улăма часах туртса кăлараймăн, ĕç вăраха кайрĕ. Иркка тĕттĕм пахчара шиклене пуçларĕ, тăман вĕçтерме тытăнчĕ, хăвăртрах кирлĕ таран туртса хатĕрлес тесе чĕркуçленсе çеç ларнăччĕ — йытă сасси илтĕнчĕ. Пĕрре те мар, темиçе йытă сасси... Иркка сиксе тăчĕ: ун умĕнчех пĕчĕк сăрă ама йытă сăмсине пĕрсе ачашшăн йынăшса тăрать, ун хыçĕнчен пăру пысăкăш хура йытă мăн сасăпа хаяррăн хамлатса пырать; ун хыççăн татах, татах тĕрлĕ тĕслĕ йытăсем... Тепĕр енне çаврăнса пăхрĕ Иркка, тепĕр енчен те çăмламас йытăсем ун патнелле виркĕнеççĕ. Вĕсен ури айĕнче тарăн юр та путмасть. Ун-кун шухăшлама ĕлкĕриччен Ирккан çӳçĕ вирелле тăчĕ: «Çурса тăкаççĕ ĕнтĕ мана...» — çиçĕм пек хăвăрт иртрĕ Иркка пуçĕнче. Урăх ним шухăш та пырса кĕме ĕлкĕреймерĕ — Иркка туратлă юпа тăрăх улăхса аслăк çине хăпарчĕ. Анчах сулахай урине ниепле те çĕклесе илме çук: пĕр сарă йытă, чи хаярри пулмалла, чупса пырса Ирккана уринчен çыртма ĕлкĕрнĕ, асав шăлĕсем çăпата кĕли витĕр тухнă та, Иркка çӳлелле хăпарнипе, ниепле те вĕçерĕнеймеççĕ. Пĕтĕм ӳчĕпе çĕлен пек авкаланса, сарă йытă Иркка урине, пысăк чан чĕлхине сулланă пек, унталла-кунталла суллать. Иркка, йытă сĕтĕрсе антарасран, аллисемпе аслăк çине сарнă шĕтĕрнекрен ярса илсе, хытă тĕренсе ларать. Йытă вĕçерĕнсе кайсан, Иркка ик урине те аслăк çине йăпăр-япăр çĕклесе илчĕ, улăм ури çумне пырса ларчĕ, йытăсем аслăк тавра чупкала пуçларĕç. Турă çырлах! Епле кăна йытă пухăнман кунта! Хури, сарри, шурри тата тем хăямат тĕсли те. Шĕвĕр сăмсалли, лаптак сăмсалли... Шĕвĕр хӳрелли, кустăрма пек хӳрелли, тилĕ пек лапсăркка хӳрелли... — пурте вĕсем аслăк йĕри-тавра çаврăнаççĕ, çак çил-тăмана та аслăк тавра тап-такăр сукмак туса хучĕç, пурте, аслăк тăррине сиксе çитсе, Ирккана туртса çурасшăн.
Улăм ури çумĕнче лара-лара пĕчĕк хĕрача шăнма пуçларĕ. Ун пуçне кӳренмелле шухăшсем пырса кĕреççĕ: «Атте халăх çине тухса кайрĕ пулĕ, анне мана Кĕтеруксем патне кайнă тесе шухăшлать ĕнтĕ... Лисук пулнă пулсан, аса илĕччĕ мана, тухса пăхăччĕ», — терĕ вăл хăй ăшĕнче.
Вăхăт иртнĕ май йытăсем чупкалама чарăнчĕç, пурте, хӳрисене хĕстерсе, аслăк тавра ларса тухрĕç. Вĕсем шăпланнă пирки Иркка айккинелле пăхкаларĕ. Ах, тăманĕ-çке! Вĕçтерет анчах, йывăç хушшисемпе шăхăрать. Юрать-ха ытла сивех мар. Анкарти вĕçĕнчи çатан кăшт çеç курăнса ларать. Тата инçерех вара — шурă, шурă хумсем. Çав хумсем çинче пуян Варламăн йĕтемĕ выртать. Ыйхăласа каяс мар тесе Иркка йĕтем çинче палăракан пысăк капансене шутлама пуçларĕ. Акă хĕрринчи капана кăçал кĕркунне çавăрнă. Унпа юнашаррине пĕлтĕр тунă. Тата тепĕр капанне хунине астăвать Иркка, ытти капанĕсене хăçан хунине астумасть.
Шăхăрать те улать çил капансем хушшинче. Çак капансем выçлăх çула кĕтсе ларни çинчен калаçнине илтнĕ Иркка. Пуян Варлам тахçантанпах усрать тет çав капансене. Темиçе çул хушшинче выçлăх çул пулатех. Çав выçлăх çитсен, пуян Варлам хăй тыррине çаптарать те калама çук хаклă хакпа сутма тытăнать. Выçлăх çула кĕтсе тăраççĕ çак улăпла капансем, çавăнпа вĕсем хушшипе шăхăракан çил Ирккана ытла хăрушă пек туйăнать. Вăл пĕр кана аллисемпе куçне хупса ларать. Пĕр самантлăх анчах куçне хупас тенĕччĕ, анчах чылаях тĕлĕрсе ларнă пулмалла: тĕлĕкре ăшă кĕрĕк те тăхăнчĕ, кăмака çумне ăшăнма та ларчĕ вăл. Ăшă кăмакине çĕтерсе, сивĕ аслăк çинче куçне уçсан, пĕр йытă та курăнмарĕ — вĕсем хăйсен çулĕпе кайнă. Çил те чарăннă, çӳлтен тулли уйăх çутатса пăхать. Варламăн улăпла капанĕсем лайăхах палăрса лараççĕ. Итем тавра çавăрнă тĕкме те уççăн курăнать. Йытăсем çуккине курсан, Иркка анса килне кайма шут тытрĕ; ура çине тăрса анасшăн пулчĕ — анчах кукленсе ларнă урисем тăсăлмаççĕ, аллисем те шĕтĕрнекрен тытасшăн мар. «Татах ларсан, шăнса вилетĕп эпĕ» — шухăшларĕ Иркка. Çавăнпа пĕтĕм вăйне пухса анас тенĕччĕ çеç — Ирккасен пахчи патнелле шăвакан хура мĕлке курăнчĕ. Каллех йытă мар-и тесе Иркка тинкеререх пăхма тытăнчĕ... Хура мĕлке васкавлăн Наçтук анкарти патнелле шурĕ. «Çын-çке ку, тем çĕкленĕ», — тесе шухăшларĕ те Иркка, çивчĕ куçĕсемпе çаплах пăхса тăчĕ. «Урисене йăкăлт-йăкăлт сиктеркелесе пусать. Тихха пичче пулмарĕ-и ку?.. Чăн та çавă-çке, хулпуççи урлă темле шурă çăмлă япала çакса янă. Сурăх тавраш çĕклемен-ши вăл?» — вĕлтлетсе иртрĕ шухăш Иркка пуçĕнче. Каллех таçтан йытăсем сиксе тухасран вăл çав çынна пулăшма чĕнес тесе пĕтĕм вăйран:
— Тихха пичче! Тихха пичче! — тесе çухăрчĕ.
Çил пачах чарăнса ларчĕ, юр кăваккăн курăнать.
Хĕрача сассине илтнĕ çын темле пĕшкĕнчĕ те, çĕр çумĕпе чупса, таçта шăтăка анса кайнă пекех пач çĕтрĕ.
Ирккан алă-ури шăнса ларнипе хытă ыратса кайрĕ, чăтма çук ыйхă пусрĕ. «Хăвăртрах киле çитес те выртса çывăрас», — шухăшларĕ Иркка, вара аслăк çинчен анчĕ, пӳрнисем шăнса кӳтнипе вăл туртнă улăмне те çĕклеймерĕ, йытăсем таптаса такăрлатнă сукмакпа пахча калинкки патнелле чупрĕ.
Алкумĕнче алăка шакканă чухне аллисем тăр-тар туса ыратса каяççĕ, шаккама та çук, çавăнпа вăл туя илчĕ те кантăкран шаккарĕ.
— Кам унта! — ыйтрĕ амăшĕ.
— Эпĕ-çке. Уç часрах! — терĕ Иркка.
— Мĕн эс çĕр варринче çӳретĕн, Кĕтеруксем патне выртма юлас темерĕн-им тата? — тĕлĕнсе ыйтрĕ алкум вĕçне тухнă амăшĕ.
Иркка амăш сăмахне хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ, капланса тăнă куççуль ирĕке тухрĕ — вăл ĕсĕклесе макăрса ячĕ.
13
Ирхине Иркка ыйхăран вăранчĕ те хытă аташса выртнă çĕртен тăна кĕчĕ, анчах шыçса кайнă куç хупанкисене çĕклеймен пирки куçне уçаймасăр тахçанччен вĕсене аллисемпе сĕркелерĕ. Урамра Анаткасран çывхарса килекен параппан сасси, çынсем çухăрашни, такам макăрни илтĕнсе кайрĕ.
— Анне, камсем шавлаççĕ? — ыйтрĕ Иркка.
— Кам пĕлтĕр унта... Выртах, хĕрĕм, халĕ те аран-аран тăна кĕтĕн. Çĕрĕпех сан умăнта ларатпăр вĕт. Выртах, хĕрĕм, выртах, — лăплантарчĕ амăшĕ.
— Анне, кам мăкăрать, мĕншĕн кăшкăрса макăрать пĕр хĕрарăм?
— Сана кирлĕ мар вăл, Иркка. Выртах, ан итле...
— Ай, мĕншĕн вăл чĕрене çурса ямаллах макăрать?
— Хĕнеççĕ ăна...
— Кама? — чĕтресе кайрĕ Иркка.
— Кама... Наçтук аппуна.
— Мĕншĕн?
— Вăрăпа тытнă... Иртнĕ каç Варлам сурăхне урамран йыхăрса кĕртнĕ те çĕрле пусма та ĕлкĕрнĕ.
Иркка сасартăк вырăн çине тăрса ларчĕ, куçĕсем йăлтăртатрĕç, çамки çине аннă çӳç пайăркине тӳрлетрĕ.
— Суя! Анне, суя вăл! Эпĕ хам куртăм!.. — Иркка тĕлĕнмелле хăвăрт сиксе анчĕ те урине хăпăл-хапăл сырса ячĕ, сăхманне тăхăнчĕ, сарă тутăрне çыхрĕ.
— Мĕскер, эсĕ, ăçта каятăн? Мĕншĕн каплах аташатăн? — алăк патне чупса пырса, алăка хупăрласа тăчĕ амăшĕ.
— Ан чар, анне, халех таврăнатăп, — терĕ Иркка, алăк хăлăпне пырса тытса.
— Аннӳне итле ĕнтĕ, — амăшĕ Ирккана хулпуççирен ярса тытрĕ, анчах чирлĕскерĕн кăмăлне хуçасси килмерĕ, — чӳречерен кур эппин! — терĕ.
Иркка алхапăлт сак çине хăпарса кайрĕ, ирĕлсе çитмен пăрлă чӳрече куçне çаннипе шăлкаларĕ, каялла урайне тăрăс сиксе анчĕ:
— Халех килетĕп, анне! — терĕ те алăка яри уçса тухса та вăркăнчĕ; чирпе имшерленнĕ ал-урине епле капла сасартăках вăй кĕме пултарчĕ-ши?
Вăл хапха умне тухса тăчĕ.
Урам тулли халăх ерипен утса вĕсен тĕлне çывхарать. Малта Çеркки лавккаçăн аслă ывăлĕ каялла чакса утать, аллисене икĕ патак тытнă та Наçтук мăйĕнчен çакнă параппана асар-писер хытă çапса пырать. Наçтук мăйĕнчен тата пĕр хура хăма çакнă, хăма çине шурă сăрпа тем тесе çырнă. Наçтук аллисене пĕрер сурăх ури тыттарса çыхнă. Çийĕ-пуçĕ чĕп-чĕрĕ юн. Пичĕ тăрăх та юн юхать, аллисем те юнлă. Вăл шари çухăрса макăрать. Унпа юнашар Çатра ялĕнчен килнĕ Куштан Якур пырать. Ун аллинче çветки эрнинче илсе килнĕ йĕс вĕçлĕ саламат; утсан-утсан пĕтĕм вăйĕпе сулăнса, çав саламатпа вăл Наçтука çапла каласа çапать: «Вăрларăм, эпĕ вăрă, те!..» Саламат лекнĕ çĕрте Наçтукăн кĕпи пăчăрт çурăлать те хĕп-хĕрлĕ юн сирпĕнсе тухать. Наçтук хытă ахлатса юр çине ӳкет. Якурпа Муçук ăна сĕтĕрсе тăратаççĕ те каллех уттараççĕ. Ун тавра çич-сакăр çын, пуянтараххисем, утаççĕ. Каярахра ял халăхĕ, вилĕ хыççăн утнă пек пуçĕсене пĕксе тем пăшăлтатса утать.
— Акă сана революци! Революци тесе çын сурăхне вăрлама пуçларăн пулать! Революци тесе çын çĕрне те хăвна илес тейĕн! — тет айккинче утакан Варлам.
— Нумаях мар ĕнтĕ, Тукаса хăпарса çаврăнăпăр та тĕне кĕртĕпĕр! Хуранĕ хатĕр — тет шĕвĕр сăмсаллă çын, аллипе малалла кăтартса.
Иркка каялла çаврăнса пăхрĕ, пĕтĕм ӳт-пĕвĕ чĕтреве ӳкрĕ: икĕ çын юра сирсе карта пекки тытнă. Малля икĕ витре пăрлă шыв пырса лартрĕ. Кунта ĕнтĕ хĕнесе пĕтернĕ Наçтука çарамаслантарса тăратаççĕ те ун тăрăх сивĕ шыв яраççĕ, вара ӳчĕ пăрланса ларсан тин киле кайма ирĕк параççĕ.
Пуçне пĕксе, урисене аран-аран сĕтĕрсе пыракан Наçтук та çав хăрушă вырăна пăхрĕ, каялла пĕр утăм чакрĕ, хулпуççине чĕтретсе пуçне пытарчĕ те, пĕтĕм сасăпа: «Эпĕ нимĕн те пĕлместĕп! Ырă халăх, хĕрхенĕр! Вăрламан эпĕ!» — тесе йынăшса кăшкăрчĕ.
— Э-э! Ырă халăх-и? Хăрушă пек-и? Вăрлама хăрушă пулман-и? — тутисене ирсе каларĕ Муçук.
— Революци тесе Варламран кулма пуçларăн-и? — терĕ Якур, Наçтука кăкăрĕнчен саламатпа çапрĕ.
Ахлатса сулăнса кайрĕ Наçтук, шурă кĕпи çине юн сăрхăнса тухрĕ, юн лаптăкĕ пысăкран та пысăк пулма пуçларĕ. Сулăнса кайрĕ Иркка, куçĕ хуралса килчĕ, кăкăрта пĕчĕк чĕри тапма чарăнчĕ. Пĕр самант вăл халăх çине пăхрĕ, анчах никама та уйăрса илеймерĕ, пуçа чиксе пыракан халăх хушшинче Чинук аппăшне курчĕ, пĕр вăл анчах пуçне çӳлелле çĕклесе, куçĕсемпе вут-хĕм сирпĕтсе, пуянсен ушкăнĕ çине çиллеслĕ пăхса утать.
Иркка пĕр утăм мала пусрĕ, пăхать — Наçтук кăкăрĕ çинчи юн лаптăкĕ пилĕке çитнĕ, Иркка куçĕнче пĕтĕм çын юнлă çаврашка пулса çаврăна пуçларĕ. Хăй те сисмерĕ вăл — çул варрине чупса тухрĕ: «Чинук аппа! Суя вăл, суя! Тихха пичче Варлам пичче сарайĕнчен сурăх илсе тухрĕ те, анкартисем урлă кайса, Наçтук аппа килкартине кайса пăрахнине хам куртăм, йĕрĕ те пур!» — тесе кăшкăрчĕ.
Ăçтан тухать-ши ача-пăчан ун пек вирлĕ сас! Кăнтăрлахи ăшăпа ирĕлнĕ, каçхи сивĕпе пăрланса ларнă йывăç турачĕсем те Иркка сассипе чăнкăр-чăнкăр турĕç. Пуянсен ушкăнне такам вĕри шывпа сапнă пек пулса тăчĕ, Иркка кăшкăрнине чарма пĕлмесĕр аптраса тăчĕç. Чи малтан Серкки лавккаç ывăлĕ Энтрей сăмах тупрĕ:
— Тилпĕрен çинĕ пулĕ ку пĕчĕк ухмах! Мĕн йĕрĕ пултăр унта — çĕрĕпе тăман уларĕ! Хĕнес ăна та пĕрле! Ăса вĕрентĕр!..
— Йĕр халь те пур! Тихха пичче иртнĕ чух тăман чарăннăччĕ!
— Чимĕр-ха, ял-йыш, кайса пăхар, ача-пăча суйса каламасть, — илтĕнчĕ хыçалтан пĕр уçă сасă.
— Халех кайса пăхар!..
— Тĕлĕкре курнă вăл, атьсемĕр! Çĕтĕк пӳртĕнче урайĕнче çывăрнă пулĕ те айвана тăман курăннă, ха-ха-ха! — аçтаха пек кулса ячĕ Варлам.
Çынсем пĕрне-пĕри пӳлсе шапăлтатма тытăнчĕç. Халăх, пуянсен ушкăнĕнчен уйрăлса, тепĕр ушкăна пуçтарăна пуçларĕ. Иркка хăлхи пĕтĕмпе илтет, анчах куçĕсем умĕнче юн çаврашки кăна, пĕр çын та çук... Акă юн çаврашки мар, ун умĕнче илемлĕ, йăлтăртатса тăракан çиллес куçлă Чинук аппăшĕ... Вăл кунта тăни Ирккана вăй кĕртрĕ. Чинук аппăшĕн çилли Ирккана та куçрĕ. Халĕ ĕнтĕ хăюллăн та тата хытăрах:
— Эпĕ çĕрле пахчара аслăк çинче лартăм. Мана кĕрт йыттисем хупăрларĕç. Тихха пичче сурăх çĕклесе кайнине хам куçпа хам куртăм!.. — терĕ.
— Эсĕ çапла пăлхатма-и? — пысăк çăварне кукăртса саламатне çĕклерĕ Якур, Иркка патнелле утса.
«Ку саламатпа мана çурмаран татать. Пурпĕр — вилĕм», — шутларĕ Иркка.
— Кайса пăхăр йĕрне!.. — çухăрчĕ Иркка, хăйне пурте курччăр тесе икĕ аллине те çĕклесе.
— Пыйтă, çакăнтах вилсе вырт! — тăхлан вĕçлĕ саламатне швиклеттерсе çӳлелле сулса ячĕ Якур, Иркка патне çитсе...
— Ачана çапма та аллу çĕкленчĕ-и сан?! Тивеймĕн! — терĕ Чинук, Ирккапа Якур хушшине çиçĕм пек хăвăрт тăрса, кашкăртан чĕпписене сыхлакан ăсан пек сиксе ӳкме ĕлкĕрчĕ. — Камран илтĕн ун пек права? — Чинукăн тарăхса çитнипе макăрса ярас пек, çынна туртса çапас пек çилĕллĕ чунне никам тытса чарайми вăй пырса кĕчĕ, вăл сасартăк хытă туртнипе алла тăхăнтартнă чĕн йăлмакне татса, саламатне туртса илчĕ. — Ман аллăмсем арçын ĕçĕнче хытнă. Хăрататăп тетĕн-и? Э, кĕççе пит?..
Чинук Якур умне сиксе пынă пек çитсе чарăнчĕ. — Хам аллăмпа тăсам-и сана питӳ урлă! — терĕ вăл, Якур умĕнче тӳррĕн тăрса. Ун стайлă кĕлетки, илемлĕ сăнĕ, чĕрери улăпла вăй-халĕпе чăнлăх пĕрлешсе, никам çĕнейми вăй пулса тăчĕ.
— Акă епле! Таса çынна вăрă ятне парса вараласшăн! — терĕ Ваçка, мала тухса, хăй туйине çӳлелле çĕклесе силлерĕ. — Халăх, хĕрарăмсем, мĕскер пăхса тăратăр? Васса, кĕрĕкне хывса аннӳне тăхăнтар! — команда панă пек татăклăн хушрĕ вăл. — Хĕрарăмсем, мунча хутăр, час! Хур çăвĕпе сĕрĕр!
— Чим, чим, йĕркипе! Ытла час хутрăн пулать мунчине те, хур çăвĕпе те сĕртĕн! Пăрăн-ха кунтан, Станук Чинукĕ! — тесе Ваçка умне пычĕ Варлам. Чинук ун еннелле çаврăнса хулпуççи урлă пăхрĕ. Хăй аллинчи саламатне арçынла çĕклесе силлесе илчĕ; хаярланнă Варлам чăтса тăраймарĕ, каялла чакрĕ.
— Мĕскер тăратпăр? Наçтука килне ăсатас! — хыçалти ушкăнран кăшкăрчĕ пĕр хĕрарăм.
— Тăлăх арăмсем нумаййăн эпир! — терĕ тепри.
— Пирĕн арçынсем вăрçăра!
— Пуянсем укçа парса юлнă та, халĕ ав, епле ашкăнаççĕ!..
Сасăсем çирĕпрех те вăйлăрах кĕрле пуçларĕç. Хĕрарăмсем, Наçтук патнелле пырса, ăна çавăрса илме тăчĕç.
— Пырса çыхланăр-ха, пĕрерĕн-пĕрерĕн ывăтса ярам! — сăмсине йытă пек пĕрĕнтерсе ахăрчĕ Муçук.
— Ха, Муçук, турă кайăкĕ, епле юрлать. Турă хушнă-им ăна çынна хĕнеме! — илтĕнчĕ пĕр хĕрарăм сасси.
— Хăйне вырттарас та тĕкне çăлас, — терĕ тепри.
— Килĕр-ха, пĕрер-пĕрерĕн ывăтса ярам! — каллех хăрчĕ Муçук.
— Чим-ха! — терĕ Иван, салтака кайма ячĕ тухайман çамрăк йĕкĕт, Муçука кĕрĕк çухинчен ĕнси тĕлĕнчен ярса тытрĕ.
— Пĕрерĕн-пĕрерĕн пулсан, сирпĕтсе ярать вăл, пурте пĕрле пырсан, нимĕн те тăваймасть! — терĕ Ваçка, Наçтук патнелле пырса. — Халăх, виçĕр Тихха çăпатине, пăхма каятпăр!
Пурте шăпланчĕç.
— Тихха тарать! — çухăрчĕ пĕр ача.
— Э-э! Тарма-и! — Иван Муçука юр çине сирпĕтсе ячĕ те сиксе тухрĕ. Санах хуса çитмĕç-и! — терĕ вăл, Тихха хыççăн карта урлă сиксе. — Килĕр кунта виççĕн-тăваттăн, тытрăм! — илтĕнчĕ Иван сасси пахчаран.
Виçĕ арçын пахчана кĕчĕ. Иван вĕсем умĕнче Тихха çăпати тĕпне улăм пĕрчипе виçсе илчĕ.
— Кайрăмăр, халăх, йĕр йĕрлеме! — терĕ Ямшăк Михали.
Халăх кĕр-кĕр кĕрлерĕ, çурри ытла Наçтук пахчине йĕр пăхма кайрĕ. Акă, чăнах та, пĕр çын утса иртнĕ çĕнĕ йĕр выртать. Иван виçеллĕ улăм пĕрчине хурать — лăп та шай вырнаçать.
— Пăхăр-ха, юнĕ те тумласа пынă! — тĕлĕнчĕ Антун арăмĕ.
Пырса пăхаççĕ — чăнах та юн юхса пынă.
Вара кăшт сылтăмран çак йĕрсемех каялла каяççĕ те тӳрех Варлам пахчи хапхинчен килкартине пырса кĕреççĕ. Пĕтĕм халăх пĕр ушкăна пухăнса тĕлĕнет.
Епле мăшкăллама пуçларĕç пуянсем. Урнă йытăран усал!..
— Патша чухнехи пекех...
— Хăйсен шăпи туласса сисеççĕ вĕсем...
— Кун пирки вулăса аслисене çырса пĕлтермелле, Тиххана та пĕрлех ăсатмалла.
— Кăна пĕлтересех пулать... Текех ĕлĕкхи мар... Революци пулнă...
Çапла нумайччен шавласа тăчĕ ял халăхĕ. Вĕсем каялла урама таврăннă çĕре урамра пĕр пуян та юлман; Наçтука та çунашка çине лартса килне илсе кайнă, Ирккана та пӳртне илсе кĕртнĕ. Хăй умĕнче ăна халь Чинук аппăшĕ мар пек, пуянсем тăнăн туйăнаççĕ, чухăн çынна вĕлерес, теççĕ. Иркка макăрас пек пăхкалать. Çавăнтах кăра çил сиксе тухассăн туять, çав кăра çил Варлам пуян пӳртне йăтса илет те, çĕре çапса, пĕтĕм урам тарăх сапаласа тăкать, йĕтемĕнчи ултшар ураллă капанĕсене тӳнтере-тӳнтере ярать. Наçтук аппана хĕнеме пухăннă пуянсем Варлам патнелле чупма тăнăччĕ пек, анчах кăра çил урам тăрăх ахăрса килсе вĕсене ураран ӳкерет те çырманалла йăвалантарса каять, унта юрпа хуплать... Иркка умне Чинук аппăшĕпе Наçтук аппăшĕ тухса тăчĕç. Наçтук аппăш халĕ юнлă мар ĕнтĕ, макăрмасть те, савăнăçлăн кулкалать.
— Ку çил, хĕрĕм, чухăнсем майлă, пире тивмест, — тет вăл, Ирккана çупăрласа...
14
Çуркунне çитрĕ. Сăрт-ту çинчен юр кайса пĕтнĕ, ешĕл курăк тапса тухнă. Тӳрем вырăнта курăк çинче çурхи шыв кӳлленсе тăрать, шывĕ тăп-тăрă, тĕпĕ курăнать. Çерем çине пуссан, ура айĕнчен шыв пăчăртатса тухать, урана йĕпетет, çавăнпа Иркка уринчи çăпата шакмаклă-ха. Иркка урине йĕпетсе тепĕр хут вĕрĕлесрен хăрать.
Шакмаксемпе шыв çинче чап-чап туса, Иркка ерипен килнелле утать, аллинче йĕвен, вăл лашине укăлчана çĕнĕ курăк чĕпĕтме кайса янă. Çурхи тĕнче илемĕ илĕртет ăна, йĕри-тавра савăнса пăхтарать. Мăнкун ячĕпе тăхăннă хĕрлĕ хăмач çип кĕпи витĕр хĕвел ытла та кăмăллă ачашласа ăшăтать. Иркка урампа каяс темерĕ, пахча витĕр кĕрес терĕ. Пахчари çерем ем-ешĕл, хĕррипе чавнă канав тăрăх çурхи шыв шăнкăртатса юхать. Авалхи йăлана пăхăнса, Лисук çуркунне амăшĕ патне пир тĕртме килнĕ. Вăл пирне тĕртсе çурхи юр çинче сарса шуратма та ĕлкĕрнĕ, хăйсен пахчинче халĕ юр çинчен пуçтарнă пирне чӳхет.
— Аппа, чӳхесе пĕтет-и? — ыйтрĕ Иркка, ун патне пырса.
— Çак тăрăх çеç юлчĕ. Çакар-ха иксĕмĕр, типтĕр, — терĕ аппăшĕ.
Шуралнă пир тăрăхĕсене Ирккапа Лисук çатан çине типме çакса тухсан, пахча шурă хĕрĕллĕ симĕс арча пек пулса тăчĕ.
Вăш-вăш çил Тукасран юрă хумне илсе килчĕ.
— Камсем юрлаççĕ-ши, аппа? — ыйтрĕ Иркка.
— Варлам патĕнче ĕçкĕ, çавсен пахчинче юрлаççĕ пулĕ, — терĕ Лисук.
— Аппа, сирĕн те паян çаплах юрлаççĕ пулĕ, эсир те пуян-çке? — ыйтрĕ Иркка.
— И-и, йăмăкăм, эпĕ кайнă кил пуян мар вăл. Вĕсем хăйсене пуян кăтартасшăн пĕтĕм пакарти тухиччен тăрăшаççĕ. Мухтанни анчах.
— Епле апла? Сирĕн чул çурт-çке?
— Çуртне туса пĕтермен ăна, икĕ хутлă тума шухăшланă... Пĕр хутне купаланă, тепĕр хутне купалама кирпĕчĕ çитеймен.
— Мĕншĕн кирлĕ чухлĕ илмен?
— Вĕсем кирпĕчне илмен, хăйсен çемйипе тунă. Аслă инке каласа тĕлĕнтерет; çĕрĕн-кунĕн ура вĕççĕн ишсе пылчăк çăраттăмăрччĕ, тет. Кăçал ĕнтĕ пӳртне купаласа пĕтереççĕ пулмалла. Пирĕн алăпа ĕçлесе пуясшăн. Тарçă таврашĕ çук пирĕн, ĕçĕ вара — пит йывăр. Мана илсе пырсанах ал арманĕ çавăрма хушрĕç, хăраса кайрăм. Ĕçе вĕреннĕ пулсан та атте килĕнче ун пеккине курманччĕ... Атипе ывăлĕсем, пăтне тăватă пус парса, лавĕ-лавĕпе шултра тăвар илсе килетчĕç, вара эпир, виçĕ кинĕ, çав шултра тăвара ал арманĕпе авăртса вĕтететтĕмĕр. Вĕтĕ тăвара пăтне пилĕк пуса сутатчĕç. Пĕр пусшăн пĕр пăт тăвар ал арманĕпе авăртаттăмăр. Çак ал арманĕ умĕнчех вилетĕп пулĕ тесе шухăшланăччĕ, ман телее укçа-тенкĕ хакĕ пăтранса кайрĕ. Пĕтĕм япала пĕтсе ларчĕ. Тăвар та пĕтрĕ, вара ати шултра тăварах асар-писер хаклă хакпа сутса пĕтерчĕ. Мана пир тĕрме ячĕç.
— Аппа, сан пурнăçу аван-и, начар-и?
— Эх, йăмăкăм! Ларсах калаçар-ха — паян Варак çырминче шыв чарăннă, теççĕ, мана илме килеççĕ пуль. Урăх пĕр-пĕрне тахçан курăпăр, — терĕ Лисук, çерем çинче выртакан юпа çине ларса. — Лар-ха эсĕ те.
Иркка темле хăюсăрланса пырса ларчĕ.
— Кичем, Иркка йăмăкăм. Питĕ кичем! Эх, май пулнă пулсан, эпĕ Микулай пек вĕренме пултарнă пулсан, епле çунатланнă пулĕччĕ пурнăçăм! Кунĕ-кунĕпе ал арманĕ-умĕнче тăвар авăртса вăхăт ирттертĕм. Акă, çулла тата епле ĕçлеççĕ вĕсем, аслă инке каласа кăтартрĕ: ати кинĕсене урапа çине выртса çывăрма хушать, тет, вара илĕм-тилĕм ирхине, тĕттĕмлех, çав урапана лаша кӳлет те, ерипен уттарса, пусса илсе çитерет...
— Ай, епле хĕрхенет вăл кинĕсене! — терĕ Иркка, савăннипе куçĕсене йăлтăртаттарса.
— Ха-ха-ха! — кулса ячĕ Лисукĕ. — Хĕрхенет... каларăн тата! Вăл кинĕсен вăйне ниçта та салатасшăн мар, çулла утса савăнма та памасть. Кунĕпех вăйлă ĕçлеччĕр тесе çапла хăтланать вăл. Эпир кăçал виçсĕмĕр те уя кайса çывăрас тетпĕр-ха, ан тив, ирхине пире шыратăр, — кĕмĕл шăнкăрав пек сассипе кулса ячĕ Лисук.
Иркка кулса ларакан аппăшĕ çине тĕлĕнсе аяккăн пăхса илчĕ.
— Мĕн тĕлĕнетĕн, Иркка? — терĕ Лисук. — Çĕнĕ самана пулас пек калаçаççĕ. Эх, йăмăкăм, эсĕ кăçал вĕренме кай-ха. Пĕр хĕрача каймасан та пĕчченех кай, никама та пăхса ан тăр.
— Кĕтерук кăçал пыратăп тенĕччĕ, эпир иксĕмĕр каятпăр, — терĕ Иркка.
— Кайăр çав. Эх, мĕншĕн иртерех çуралтăм-ши! Эпĕ те вĕренме кайса çын пулăттăм! Вĕрен, Иркка, эпĕ сан валли кĕнекесем хума сумка çĕлесе хăварăп.
— Юрать!
Таçта юрланă сасăсем илтĕнчĕç. Лисукпа Иркка пăхкаларĕç те часах тĕшмĕртсе илчĕç — Варламсен пахчинче юрлаççĕ иккен.
— Атя, пуянсем юрланине анкарти хыçĕпе кайса итлер, — терĕ Лисук.
Аппăшĕпе йăмăкĕ, вĕренме каяс пирки калаçса, анкартисен хыçĕпе Тукасалла утрĕç. Вĕсем утнăçемĕн Тукасран юрă хытăран хытă илтĕнет.
Пĕр хуртан тунă,
Ик хуртан тунă,
Виç хуртан туна хуплуне... —
тесе ытла çинçе, чĕрене çĕçĕпе витернĕ пек çивчĕ илтĕнет пĕр хĕрарăм сасси.
Варлам хăнисем, пĕтĕм таврари пуянсем, ĕçкинчен ытла канаш тума пухăннăскерсем, хăйсене кăтартса мухтанма пахчана тухнă. Улмуççисем çулçăпа витĕнеймен-ха, çапах та вĕсен хура кĕрен вуллисем ешĕл курăк çинче питĕ илемлĕ. Пахча варрипе чул сарнă сарлака сукмак выртать, çав сукмакпа сатин кĕпеллĕ, хушпу-тенкĕллĕ хĕрарăмсем юрласа уткалаççĕ. Варлам хапхи умне ялти çынсем пухăннă — юрланине итлеççĕ. Урам варринче ларакан пура патĕнче ача-пăчасем мечĕкле выляççĕ.
— Ыран-паян суха патне тухмалла пулать, çĕр пирки нимĕн те шарлакан çук, Варак çырми патĕнчи анасем каллех Варлам аллинче пулĕç-ши? — çиленсех каларĕ пĕрене купи тĕлне чарăннă хĕрарăмсенчен пĕри.
— Сухана тухма эрне тăрĕç-ха, унччен мĕн те пулин улшăнас пирки сас-хура пур, — терĕ пĕри.
— Кăçал хамăр кайса сухалатпăр, текех пăхăнса тăмăпăр, — хыттăн каларĕ Ваçка арăмĕ.
Çурăмĕпе кантăка хупласа ларакан Варлам çаврăнчĕ те хĕрарăмсен ушкăнĕ çине пăхрĕ. Те вĕсем калаçнине илтрĕ, те сисрĕ анчах. Çав вăхăтра, инкеке йыхăрнă пек, пĕр кăвак улача тăхăннă ача мечĕке чалăш çапрĕ те турех Варлам кантăкне лектерчĕ. Кантăк куçĕ чанкăр! туса саланчĕ.
— Кам унта?! Мĕскер ку? Пăлхав? Пуян çын савăннинчен кĕвĕçетĕр-и, çĕтĕксем? — çухăрчĕ Варлам кантăкран.
— Ача-пăчасем выляççĕ, ăнсăртран лекрĕ, мĕскер ун пекех çиленетĕн, — терĕ Укçине.
— Эсир тата хирĕç чĕнме-и? — кĕрлерĕ пуян Варлам.
— Эпир хирĕç чĕнсе мар, чăн пулнине калатпăр, — терĕ пĕр хăюсăр хĕр.
— Чухăн çын чăн сăмах калама пултараймасть, эсир çавна тахçанах пĕлмелле. Чухăн çын вăл ялан пуян çын пурнăçне хапсăнса пурăнать, — тет Варлам, хура сухалне чĕтретсе.
— Эсĕ тата хăçан чăннине калатăн, пирĕн анасене те чăнлăхпа туртса илтĕн-и? — кăшкарчĕ Наçтук. — Кăçал тем тесен те хам анана хамах сухалатăп, хам акса, вырса илетĕп.
— Эсир каллех çĕр пирки-и? Тарçăсем! — тесе çухăрчĕ те Варлам кантăк патĕнчен хăвăрт пăрăнчĕ.
Урамри хĕрарăмсем кĕрлеме пуçларĕç, хăшĕ-пĕри, пĕрене çине хăпарса, аллисене сулкаласа кăшкăраççĕ, ачасем çеç пысăккисен сăмахне хутшăнмасăр мечĕкле выляççĕ. Акă Ямшăк Михали ачи, Хĕлле Хĕлип ятли, хĕрлĕ кĕпине çурăмĕ çинче хăмпă пек вĕçтерсе, хăйне тĕлленĕ мечĕкрен пăрăнса, урлă-пирлĕ сиккелесе, хыçалалла çаврăна-çаврăна питĕ хытă виркĕнсе чупать. Çав вăхăтра Варлам хапхи уçăлчĕ: хапхаран тем пысăкăш ула вăкăр мĕкĕрсе урама тухрĕ. Хĕрарăмсем ахлатса, кам епле çăлăнма пĕлнĕ çапла саланчĕç. Лисук пĕрене купи çине чĕкеç пек хăвăрт вĕçсе хăпарчĕ те, çатан урлă пахчана сиксе каçса, кукленсе ларчĕ. Теприсем урам тăрăх анаталла чупрĕç, нумайăшсем ниçта кĕрсе кайма пĕлмесĕр, пĕрене купи çине такăна-такăна ӳкрĕç. Вăкăр хĕрлĕ кĕпеллĕ ачана курчĕ те мĕкĕрсе ячĕ, Хĕлип патнелле сикрĕ. Хĕлип, инкек çывхарса килнине курсан, каялла çаврăнса чупрĕ, ним тума пĕлмесĕр чĕрене çуракан сасăпа «Анне»! — тесе çухăрса, хăй ăçталла чупнине те чухлаймасăр, пурана пырса перĕнчĕ.
— Ай, ывăлăм! Пĕтрĕн! Çăлăр! Çăлăр!.. — Ниçтан çăлăнăç çуккине кура ухмаха тухнă пек çухăрать амăшĕ.
Пĕр самант кăна кирлĕ — вăкăр хăрушă мăйракаллă çамкипе çапсанах тăн-пуçĕ саланса кайнă Хĕлипе юнлă какай татăкĕсем тăвĕ. Вăкăр мĕкĕрсе Хĕлип патнелле вирхĕнет, ун патне çитесси пĕр-ик хăлаç пек кăна тăрса юлсан — пура тăрринче Иркка курăнчĕ:
— Хĕлип, йĕвене тыт! — тесе хыттăн çухăрчĕ вăл, йĕвенĕпе çĕр çинче хăранипе кукленсе вилме патне çитнĕ Хĕлипе пуçĕнчен çапрĕ. Хĕлип шарт сикрĕ, сасартăк ăна кĕчĕ, йĕвенрен ярса тытрĕ те çара урисемпе пурана тĕренсе, кушак пек хăвăрт çĕкленсе, Ирккапа юнашар ларчĕ. Çав вăхăтра вăкăр Хĕлип тăнă вырăнта мăйракисемпе сĕксе пурана силлентерчĕ. Ирккапа Хĕлип пура тăрринчен шалалла сикрĕç.
— Ах, ачам! Ах, ачам, Иркка! Турă ăс пачĕ пулĕ сана, — тесе кăшкăрчĕ те Хĕлип амăшĕ, пĕрене купи урлă Лисук патне чупрĕ. Вăкăр, урисемпе чаваласа, тусан кăларать те каллех мĕкĕрсе пурана сĕкет, пура чĕтренсе кăна тăрать. Лисук хушăкран пăхать, ун чĕри сиксе тухас пек сикет — вăл Ирккашăн çав тери хăранă. Акă Ирккапа Хĕлип, пура çинчен анса, тепĕр енчи каснă алăкран чупса тухрĕç те Варлам кӳршисен килкартине кĕрсе кайрĕç, хапхана шалт хупрĕç. Тулашсан-тулашсан вăкăр чарăнчĕ, юн тулнă хĕрлĕ куçĕсемпе йĕри-тавра пăхкаларĕ, урамра никам та çуккине курсан, ерипен мĕкĕрсе, тăкăрлăкпа çăл патне шыв ĕçме утрĕ.
— Çĕр çăттăр сана, шуйттан пуянĕ! — чышкипе юнаса кăшкăрчĕ пĕрене купи çине хăпарнă Хĕлип амăшĕ.
— Ку çуркунне Варак çырми патĕнчи пирĕн анасене ан тĕкĕннĕ пултăр! Сана текех иртĕнме памăпăр! Ытла пуйса кайрăн, çынсене вăкăрпа вĕлерттересшĕн! Революци пулнă, текех власть санăн мар! — терĕ Наçтук та, чышкипе Варлам пӳрчĕ еннелле юнаса.
— Хĕрарăм хĕрарăмах, халăх пухнă иккен. Чăн каланă: хĕрарăм çӳçĕ вăрăм та ăсĕ кĕске тесе. Ухмах эсир пурте! — лач сурчĕ ӳсĕр Варлам. — Эй, тарçăсем, хăнасем! Лашасене акапуç кӳлĕр! Сухана каятпăр! Сирĕн çĕре анчах мар, эпĕ кăçал чиркӳ çĕрне те хам сухаласа акатăп! Сирĕн, çара пыйтăсен, акма вăрлăхăр та çук!
— Епле вăрлăх çук? Мăкаçей кĕлечĕ туллиех, акма вăрлăх çитмесен, ялан мăкаçейрен салатнă! — çухăрчĕ Хĕлип амăшĕ.
— Эсĕ мăкаçей тыррине илесшĕн иккен! Илсе акăн, юрĕ, — терĕ Варлам.
Витнĕ килкартинче тарçисемпе ӳсĕр хăнисем лашасене кӳлме пуçланă.
— Тр-р-р! — илтĕнчĕ Тихха сасси. Варлам умне Муçук чупса тухрĕ:
— Ара, Варлам Ваçилч, эсĕ чăнласах чиркӳ çĕрне тапăнас тетĕн-и?
— Тапăнмастăп эпĕ, сухаласа акатăп кăна.
— Чиркӳ çĕрĕ сан мар-çке, чиркĕвĕн!
— Чăваш çĕрĕ çинче ларакан чиркӳ манăн вăл! Пупĕ-мĕнĕпех манăн! Акă курăн, пĕтĕм пасарсенче пĕр вырăс, пĕр тутар та сутă тăваймĕ, пĕтĕм чăваш пасарĕсенче хам çеç сутă тăватăп. Хам халăхпа эпĕ хам хуçа! Халь власть манăн! Микулай патшамăртан та лайăх пăхать пире Раççей пуçлăхĕ Милюкох!
15
Мăнкун эрни кăçал ытти çулсенчи пек шавлă пулмарĕ, сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Ĕçкĕ юррисем Варлампа ытти пуянсен килĕсенче кăна кĕрлерĕ. Ирккапа Петюка амăшĕ ыраш çăнăхĕнчен йăва пĕçерсе тата сухан хуппипе тăватшар çăмарта пĕветсе пачĕ, Иркка пĕлтĕр Лисук çĕлесе панă хăмач çип кĕпине тăхăнчĕ, уяв тĕлне ашшĕ юри тăххăрпа тунă çăпатине сырса тантăш-тусĕсемпе пĕрле çӳрерĕ, праçник тутине сисмерĕ.
Уяр кунсенче çĕр тутланса типсе пычĕ. Ывăçа илсен, тăпра тинкĕле пек саланать, пĕрчĕн-пĕрчĕн тĕпренет. Суха вăхăчĕ çитрĕ. Çуллен хапха чĕриклеттерсе тухса кайиччен ака пăтти пĕçерекенччĕ, тыррăн хăмăлĕ хăмăш пек, пучахĕ чакак пек пулма Пихампартан ыйтса кĕл тăваканччĕ, тирĕк варринче çу куçĕ те ирĕлекенччĕ. Халăх тахçан хăй йышăннă йăлана тытмарĕ, тиркенипе мар, çуккине пула ваттисем пиллесе хăварнă йĕркене пăрахăçа кăларчĕ. Çăварни тĕлĕнче чăхсем кăвакарчăн çăмарти пек вĕтĕ çăмартасем туса параççĕ, вĕсенчен пĕрне «ака çăмарти» тесе усраççĕ, вара малтанхи касă айне пăрахса хăвараççĕ. Кăçал чăхсем кашта çинче çывăрса ларнă чухне кăна тĕлĕкĕнче тырă пĕрчисем курчĕç, ырхан пулчĕç, урамри çерем çинчи курăк ешерме тытăнсан кăна çăмарта туса кăтикле пуçларĕç. Кĕрпе пулсан пăтă пĕçерĕттĕм те — çу çук, тесе калани шăпах тĕртсе сирĕлми чăнлăх пулса тăчĕ.
Тухма хатĕрленнĕ хĕвел урисене тӳпене салатнă вăхăтра Макçи лашине хăмăт тăхăнтартрĕ те мал еннелле çаврăнса пăшăлтатрĕ:
— Эй, Пихампар, сана асăнса пăтă пĕçереймерĕмĕр. Хăпарту çине çăмарта лартаймарăмăр; çулĕ йывăр килчĕ, хал çитмерĕ, пурнăçра татăлни сыпăнмарĕ. Мĕскĕн Макçие ан кӳрен, суха тума вăй пар, ача-пăчама тăрантса пурăнма манăн киле ырлăх кӳр.
Макçи аллине кăкăрĕ çумне тытса виçĕ хутчен пуç тайрĕ, лашине мăйĕнчен çупăрласа сухапуç патнелле çавăтрĕ:
— Ну, лашам, ана çине кайăпăр, çăлпа хапха хушшинче ямшăк чупса çитет ĕнтĕ сана та, — терĕ.
— Макçи пичче, — терĕ хапха урлă Хĕр-Ваçка. — Ăçталла каясшăн?
— Мăн Уялла каймалла пулĕ. Ман ана çавăнти хĕвел çамкинче.
— Макçи пичче, унти ану пăрахса тармĕ. Пурте Варак шывĕ хĕррине тухса кайрĕç. Унта сан ану та пурччĕ мар-и?
— Пулмасăр, ара, Ваçка шăллăм. Чим-ха, — те лашине, те хăй шухăшне хирĕç каларĕ Макçи.
— Мĕн, чим-ха? Кӳлмелле те каймалла.
— Ваçка шăллăм, — терĕ ерипен Макçи, хапхаран кĕрекен Ваçкана хирĕç утса, — унти анасем кантур хучĕсем; çине те Варламăн çĕрĕ пулса кĕнĕ-çке. Епле вара?
— Макçи пичче, революци! Ахальтен пулнă-и революци? Хресченсене çĕр памаллах!
— Варак шывĕ хĕрринчи ман ана чи лайăххиччĕ, ăна аксан, выçă лармăттăмччĕ.
— Нимĕн те ан шухăшла. Кӳл те кай. Пурте унта кайрĕç. Ман лашам çук, арăмпа ачасем кĕреçепе чаваççĕ. Ман пекки тата пур: Наçтук та хĕрĕсемпе кĕреçепе чавать.
— Пурте кайнă пулсан, эпĕ мĕнрен кая? — терĕ Макçи. — Иркка! — кăшкăрчĕ вăл, пӳрт кантăкĕ патнелле çаврăнса. Пӳртрен Иркка чупса тухрĕ:
— Мĕн, атте?
— Эсĕ кăнтăрлахи апата Варак шывĕ хĕрринчи ана çине илсе пыр.
— Ĕлĕкхи ана çине-и? — тĕлĕнчĕ Иркка.
— Ĕлĕкхи ана çине çав. Астăватăн пулĕ тĕлне?
— Астăватăп.
Варламăн кăмăлĕ ӳсĕрпе хăмла пек хăпартланса кайнă, вăл вара, хăй вăйне кăтартас тесе каппайланса, чиркӳ çĕрне иртерех сухалаттарса пăрахнă. Чиркӳ çĕрĕ вăйлă çил вăхăтĕнчи хумлă Атăл пек выртать. Варлам пĕтĕм тарçисене, кунăн тара тытнă çынсене пурне те çак çĕр çинче ĕçлеттерет: тимĕр катмаксемпе, йывăç чукмарсемпе пере-пере çĕр муклашкисене ваттарать. Çĕр нӳрлĕ пирки тусан вĕçмест, сывлăш янкăр уçă та таса кăвак тăрать, пăт та пат! туни кăна вĕçĕмсĕр илтĕнет. Варлам хăй, хĕрлĕ мăйне пăркаласа, çул хĕрринче пăхкаласа тăрать.
— Эй, эй! Тимухха! Вĕтĕрех туса хăвар, вĕтĕрех. Мĕскер ӳркенетĕн — кăшкăрса илет вăл, пĕр-пĕр тарçи катмакĕпе вăйсăртарах пенине курсан.
Йӳле кĕпине çил çинче вĕçтерсе чупса та, утса та васкаса килет Тихха, сывлăшне çавăраймасăр, хашкаса Варлам умне пырса тарать.
— Варлам хуçа, — терĕ вăл, ик аллине кăкăрĕ çумне тытса. — Варак шывĕ хĕрринчи çĕре сухалаççĕ...
— Сухалаççĕ? — тĕлĕнчĕ Варлам.
— Сухалаççĕ çав. Лаша çуккисем кĕреçесемпе чаваççĕ.
— Лаппипех-и?
— Çук, лаппипех мар. Харпăр хăй анине тупнă. Урасăр Ваçка йĕркелесе валеçсе пачĕ. Паян каçчен чармасан, сухаласа пĕтереççĕ. Лашаллисем лашасăррисене пулăшас теççĕ.
— Пулăшас теççĕ апла?
— Ямшăк Михали ĕнер каçхинех тухнă теççĕ, вăл хăйĕн çурпилĕкне сухаласа пĕтерчĕ те Наçтукăнне сухала пуçларĕ. Чарас пулать вĕсене, Варлам хуçа.
— Чарăпăр! Вĕсен вăрлăхĕ пур-и? Тен, вĕсем акма та пуçланă...
— Акма пуçлайман. Ыран мăкаçей тыррине валеçсе акас теççĕ, вăрлăхĕ ăçтан пултăр вĕсен!..
— Апла, мăкаçей кирлĕ пулчĕ-и? Эсĕ эппин киле кай-ха, михĕсем хатĕрле. Ăнлантăн-и?
— Ăнланмасăр... Ăнах чухлатпăр...
— Каях.
— Пурне те хатĕрлĕп...
Ирккан кăнтăрлахи апата кайма вăхăт çитрĕ. Чĕреспе уйран, хутаçласа пĕçернĕ çĕр улми илсе, Иркка уя тухрĕ.
Кăвак тӳпере тăрисем янăраса тăраççĕ. Чĕрĕ çĕр шăрши килет, çул хĕрринчи курăк ем-ешĕл, вăл тусанланма, урапа тикĕчĕпе вараланма ĕлкĕреймен-ха. Сывлăш ытла таса пирки вăрмансем, шывсем, улăхсем инçетренех курăнаççĕ. Хĕвел ачашшăн ăшăтать; çынсен пичĕсене хуратут çапса, вăштăр-вăштăр çил вĕрет. Васкамасăр, ним çинчен те шухăшламасăр утнă чух тĕнче ытла та лайăх. Анчах Иркка васкать: унăн хăвăртрах ашшĕне апат çитермелле, хăй юратнă Варак шывне курмалла.
Утсан-утсан, вăл чиркӳ çĕрĕ патне çитрĕ. Чиркӳ çĕрĕ çинче ĕçлекенсем апата ларман-ха, вĕсем валли апат та илсе килмен.
— Миçе çын-ши кунта? — шухăшларĕ те Иркка шутла пуçларĕ. Вăтăра çитрĕ — çынсем тата нумай. Текех тăма аван мар тесе, вăл шутлама чарăнчĕ. Мĕншĕн тесен утса шутласан уйрана тăкса яма та пулать. Утать хĕрача çулпа, чиркӳ çĕрĕ çумĕпе, çĕр муклашкисене катмакпа перекен çынсене пăхать. Кунта Варлам тарçисемпе хутăш кунăн тытнă çынсем нумай. Ĕçлекенсен пурин те хул айĕсем, тарпа йĕпенсе, пысăк çаврашкасем пек курăнаççĕ, çурăмĕсем хуп-хура. Акă çул хĕрринче Руза, Шерхулла арăмĕ, катмакпа çапнă май ун сарлака сарафанĕ лăс-лăс силленет, çивĕт вĕçне янă кĕмĕл укçасем чăнкăртатаççĕ. Хăй вăл хăрах куçлă. Юхса тухнă куçĕн лакăмĕ хура. Ун пĕтĕм пичĕ тарланă, тарĕ, сăмса вĕçне пуçтарăнса, унталла-кунталла сирпĕнсе анать. Ку хĕрарăмăн çурăмĕ кăна мар, хулпуççийĕсем те, кăкăрĕ те тарласа йĕпеннĕ. Вăл тарлă питне шăлса илмесĕр, пĕр канмасăр катмакпа перет, — Варлам çавăнтах çăхан пек пурне те сăнаса тăрать-çке.
Чиркӳ çĕрĕ патĕнчен иртсен, çул тăвалла кайрĕ. Пĕр çухрăм пек утсан, çул пăрăнчĕ те анаталла ана пуçларĕ. Кунта Варак шывĕ йăлтăртатса выртни курăнать, унăн икĕ айккипе пустав пек хура çĕр выртать. Иркка чарăнсах пăхрĕ: шывăн леш енче хутора тухнă пуянсен тарçисем суха тăваççĕ, ку айккинче пысăк хура çĕр лаптăкне, кăткă пек, çын çăланнă. Пăхсан-пăхсан, Иркка хайсен хура лашине палласа илчĕ, акă, ашшĕне те уйăрчĕ. Кунта хăшĕ-пĕри апат çисе ларать. Пурте сăмах хушаççĕ, кĕрлеççĕ, кулаççĕ. Иркка ашшĕ патне пычĕ.
— Вăхăтра килтĕн, хĕрĕм. Хырăм выçрĕ, лашана та кантарас пулать, — терĕ Макçи, лашине тăварса. — Ме, çерем çинче çитер-ха, чари епле хухнă. Кай, шыв хĕрринче лаша чĕпĕтмелĕх курăк пур. Асту, эпĕ каламасăр ан шăвар.
— Юрать, — терĕ Иркка.
Çыран хĕрринче курăк самаях ашкăрнă, ем-ешĕл. Лаша тăп чарăнса тăчĕ те сĕткенлĕ курăка кăмăрт-кăмăрт турта пуçларĕ. Лаша савăннине кура, Иркка та савăнать, вăл, куçне хĕссе куçкĕски пек йăлтăртатакан шыв çине пăхать. Ун шухăшĕсем малалла вĕçеççĕ. Тырă пулсан, вĕсем акă вырма килеççĕ, ун чухне шыв хуранпа ăшăтнă пек лĕп пулать, Иркка шыва кĕрет те леш енне ишсе каçать... Çерем çине татах та лаша çитерме пычĕç.
— Сухаласса сухаларăмăр, Варлам туртса илмесен юрĕччĕ, — терĕ кăвак лаша çавăтса пынă Уçăп.
— Ан шиклен, Уçка, самана пирĕн майлă çаврăнатех.. Ку анасем ĕлĕкрен пирĕн пулнă, — терĕ пĕрле утаканĕ.
— Тен, хамăртах юлĕ, анчах мĕнпе шуратăпăр? Вăрлăх çук...
— Мăкаçей мĕне? Ыранах уçтарăпăр та вăрлăхлăх валеçĕпĕр.
— Мăкаçейсĕр ĕç тухмĕ çав...
Малалла Иркка илтеймерĕ, вăл хăй шухăшĕпе пĕрле вĕçсе кайрĕ...
Каç пуличчен ĕçлерĕ халăх. Лашаллисем, хăйсенне сухаласа пĕтерсен, хресчен пусси ула-чăла ан пултăр тесе, кĕреçесемпе чавакансене пулăшрĕç. Пурте пухăнса:
— Турă пулăштăр ĕнтĕ хамăр анасене хамăрах акса хăварма, — тесе сăхсăхрĕç те васкаса ялалла утрĕç. Тĕттĕмре лашасем те, çынсем те такăнаççĕ.
— Варлам тарçисем ĕçлесе пĕтернĕ пулас? — терĕ Ямшăк Михали.
— Пĕтернĕ пек... — илтĕнчĕç сасăсем.
— Ыран Лапка çине каять пулĕ?
— Тен, Варак патĕнчи пирĕн çĕре те аса илĕ?
— Ăна вăл паян та аса илнĕ пулмалла...
— Темшĕн пымарĕ тата?..
— Халăхран шикленчĕ пулмалла.
— Вĕсем пырсан мĕн чухлĕ юн юхĕччĕ — турă çырлахах!
Çапла калаçса халăх яла çитрĕ. Килтисем вĕсене каçхи апат çиме кĕтсе хăйă çутнă. Лашисене тăварса вырнаçтарса каçхи апат çисен, йывăр ыйха путрĕ ĕçре ĕшеннĕ ял халăхĕ.
Тиххапа Варлам Люшши анчах ыйхăра мар: вĕсем, мăкаçей кĕлетне питĕрĕнсе, пӳлмери тырра михĕсене тултараççĕ.
— Миçе михĕ пулчĕ? — майĕпен ыйтрĕ Тихха.
— Хĕрĕх улттă, — çавăн пекех пăшăлтатса каларĕ Люшша.
— Кунта нумаях мар, çурринчен чылай катăлнă. Лашасене кӳлсе килмелле ĕнтĕ. Мĕскер тытăнса тăраççĕ-ши?..
— Килĕç-ха. Тултар хăвăртрах.
Пӳлмери халăх тырри ăшне пысăк ăскăч вăштик-вăштик кăна кĕрет, михĕ хыççăн михĕ тулса пырать, михĕ хыççăн михĕ çыхса пырать Люшша. Мĕнпур тырра михĕсене тултарнă тĕле çупа сĕрнĕ икĕ урапа кĕлет умне ним сас-чӳсĕр пырса тăчĕç. Лашисем хăмăр, тĕттĕмре курăнмаççĕ. Пĕр лав çинче Малля ларать, теприн çине Варлам хуçа хăй ларнă.
Михĕсене урапасем çине ним шавсăр тиесе, тăкăрлăкпа малтан уй урлă аслă çул çине тухрĕç, тавран кайса, Варламăн тырă ампарĕ патне çитсе тăчĕç.
— Атте, пĕр-пĕр выçă çăвар йĕрлесе тупсан? — терĕ Малля.
— Ман пӳлмесенче ахалех тырă нумай, мăкаçейре выртнă тырра паллă туман, — терĕ ашшĕ.
Малля, пилĕк пăтлă михĕсене çурăмĕ çине арçынла хурса, урапа çинчен ампара çĕклерĕ, ашшĕ вара çыххисене салтса пӳлмене ячĕ. Ку икĕ урапана пушатсан, вĕсем каллех мăкаçей патнелле кайрĕç. Уйăх тухма ĕлкĕриччен мăкаçей тырри пĕтĕмпех Варлам ампарне куçрĕ.
Тихха хăй ĕçне пĕлет. Чĕркĕпе тырă илсе тухрĕ те, çул çине пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн юхтарса, Ямшăк Михали патнелле утрĕ. Хапхи тĕлне çитсен, чĕрки тĕпĕнче юлнă тыррине килкартинелле сапрĕ.
Хĕвел тухрĕ, ял вăранчĕ, шыв ăсма анакан хĕрарăмсем урам варринче кĕрлесе тăраççĕ.
— Мĕнле тырă ку?
— Ăçталла каять ку йĕр?
— Ара, мĕскерле ку, михĕ юхса пынă-ши?
Тĕлĕнсе тăракан хĕрарăмсем патне урлă урамран Варлампа хуторти тăватă пуян тата староста Сутанасăр Палюк тухрĕ.
— Мĕскер кĕрлесе тăратăр, хĕрарăмсем? — хăйăлти сасăпа ыйтрĕ староста.
— Темле тырă тăкăннă кунта, — терĕç хĕрарăмсем.
— Темле тырă? — йĕкĕлтерĕ Варлам. — Курмастăр-и, мĕнле тыррине? Тулă! Мăкаçей кĕлечĕ пуш-пушă, çăрине ватнă, акă, йĕр йĕрлесе пыратпăр.
Ахлатма, тĕлĕнме пуçларĕç хĕрарăмсем, пуян çын ушкăнĕ хыççăн витрисемпех утрĕç.
— Кам вăрланă-ши мăкаçей тыррине?..
— Пĕтĕм яла вăрлăхсăр хăварас тенĕ ĕнтĕ çав çын.
— Кутăн çакмалласкер...
— Çĕр çăттăр ун пек çынна!.. Анасене шуратма пĕр-пĕрчĕ вăрлăх çук.
— Акă пăрăнса кĕчĕ тырă сукмакĕ! — çухăрчĕ Варлам. — Ямшăк Михали пултарнă!.. Халăх! Ямшăк Михаля сире вăрлăхсăр хăварас терĕ пуль? Çук, суятăн! Ăçта пытарнине тупатпăрах! — хăйăлтатрĕ староста.
Çак вăхăтра Ямшăк Михали тутлă çывăрнă. Тĕлĕкĕнче мăкаçей кĕлечĕ мар, вите те курман.
— Михаля, тăр-ха, тăр! Килкартине халăх килсе тулнă, темскер ырă мар çухăрашаççĕ, — тесе тăратрĕ ăна арăмĕ.
Михаля сиксе тăчĕ те, халăх çухрашнине илтсен, тем пăшăрханма тытăнчĕ.
Михаля çара уран, шурă йĕмпе килкартине сиксе тухрĕ:
— Мĕскер пулчĕ?
— Е-е, çĕрĕпе ĕçлесе ĕшентĕн пулать, çавăнпа халĕ те çывăратăн, тырă вăрри! — терĕ Варлам.
— Эпĕ çĕрĕпе вăранмасăр çывăрнă, пӳртрен тухман, — терĕ Михаля.
— Тырă епле тăкăннă апла пулсан? — ыйтрĕ староста..
— Мĕнле тырă?
— Ак, санăн килне килет...
— Ара ăçтан пĕлем?
— Кур-ха, пӳлмисене тултарнă та, ăçтан пĕлем тесе тăрать.
— Шырăр эппин тыррине!
— Питĕ тĕплĕн пытартăн апла? Эпир шыраса тăмăпăр, хăвах калăн.
— Эсĕ ял çыннисене вăрлăхсăр хăварас терĕн-и, намăссăр! — çухăрчĕ пĕр çинçе саслă хĕрарăм.
— Итле, итле, халăх мĕн тет! — терĕ çунатланнă Варлам. — Хĕнес ăна!
— Мана хĕнемелле-и?!. — вăйлăн çухăрчĕ Михаля. — Халăх, мĕн вăрланă эпĕ?
— Вăрларăн пулĕ çав, тырри тăкăнса пынă! — терĕ пуçтарăнса тăнă ушкăнран пĕри.
— Суя! — пĕтĕм сасса хупласа янăратрĕ Наçтук. — Мана сурăх вăрри тăвасшăн хăтланнă пек хăтланать халь Варлам. Тыррине вăл хăех тиесе кайнă пулмалла. Ампарĕсене кайса пăхар!
— Ман ампарта пӳлмесем яланах тулли, — мăнкăмăллăн татса хучĕ Варлам.
«Халиччен ним енчен те пăсăк пулман Михаляна тӳрех вăрăпа тытни халăха тĕлĕнтерсе ярĕ, шансах каякан пулмĕ», — тесе шухăшларĕ Варлам, халăх еннелле çаврăнчĕ те кăмăллă сасăпа çапла каларĕ:
— Халăх, вăрра алăран тытман, куçпа курман, çак тулă пĕрчисем пирки кăна Михаля пуль тесе шухăшлатпăр. Пунетейсем, халĕ Михаляна мăкаçей кĕлетне хупса лартăр та кантуртан аслисене ертсе килĕр. Вĕсем ĕçе йĕркелеччĕр.
Михаля хăй тавра çывăх туссем çуккине кура пысăк чăркăша кĕрес темерĕ, ирĕккĕн утса пычĕ. Варлампа унăн ушкăнĕ Варак шывĕ хĕрринчи анасене халăх туртса илнишĕн хăйсен çиллине тавăрни уншăн питĕ паллă, мĕншĕн тесен вăл унта сухалама пуринчен малтан тухрĕ, ыттисене хăйсен анисене тытса илме йыхравларĕ.
Пурпĕрех Михаляпа халь нимĕн те пулаймĕ: вăл мăкаçей тыррине илме мар, çывăхне те пыманччĕ-ха. Çавăнпа вăл, хăйне ним чухлĕ те вăрăлла туймасăр, пуçне çӳле çĕклесе утрĕ, ыттисенчен хăйне пулăшу та ыйтасшăн пулмарĕ.
Хĕрарăмсем мăкаçей кĕлечĕ умĕнче Сутанасăр Палюк старостăпа Варлам умĕнче сăмах уçма шикленчĕç курăнать, саланса пĕтрĕç; Михаля арăмĕ кăна уласа макăрни чылайччен илтĕнсе тăчĕ. Сас-хыпара илтсенех, Хĕр-Ваçка арăмĕ Укçине кĕлет умне пырса тăчĕ, малтан макăракан хĕрарăма йăпатасшăнччĕ, вара сасартăк икĕ аллине кăкăрĕ çумне тытса чăмăртарĕ те Анаткасалла чупнă пек хăвăрт утрĕ, пĕрре çаврăнса пăхмарĕ, Чинук килкартине кĕрсе кайрĕ.
— Килте-и? — васкаса ыйтрĕ вăл.
— Килтех, — терĕ Чинук, пахчаран кĕреçе тытса тухаканскер.
— Сан пата...
— Мĕскер эсĕ, Укçине, хыпăнса ӳкнĕ пек? Мĕн пулчĕ?
— Ах, инкек, Чинук, инкек. Михаляна мăкаçей вăррине хучĕç-çке, пуш мăкаçее хупса лартрĕç...
— Ак тата! — пĕççине шарт çапрĕ Чинук. — Тыррине ун патĕнче тупрĕç-и?
— Тупать сана! Тулă пĕрчисене тăкса, ун килĕ патне çитернĕ те... Вăрласса Варлам хăех вăрланă, урăх кам пултăр!
— Эсĕ мĕншĕн çынсенчен уйрăмах пăшăрханса ӳкрĕн? — ыйтрĕ Чинук.
— Эпĕ-и? Сăлтавĕ пур... Михаляна питĕрсе лартрĕç, хурала Люшша шуйттанĕ ларнă. Ман Ваççа кĕç-вĕç киле çитет, вăл аппăшĕ патне кайнăччĕ. Вара пĕтĕм яла ура çине тăратĕ, мĕн чухлĕ айăпсăр юн тăкăнĕ, Ваççана та, урасăрскере, чĕрĕ хăвармĕç... Михаляна мăкаçейрен кăларас тесе, ялта вăрçă пуçланĕ... Варлам кантуртисене чĕнме янă... Кантуртан салтаксем пырса çитĕç... Эй, турă! Чинук, никам пĕлмелле мар иксĕмĕр кайса çăлар-ха çав Михаляна. Эпĕ ĕçне хамах тăватăп, вăйăм çитеймесен, эсĕ мана пулăш... Тархасшăн... Ытлашши чĕрре кĕрсе каясран хăратăп...
— Мĕнле пулăшăпăр? Эпĕ хирĕç мар!
— Сарлака михĕ ил-ха тата çинçерех вĕрен... Чинук кĕлетрен михĕ илчĕ те, иккĕшĕ вĕсем анкарти хыçĕнчи çырмапа мăкаçей патнелле чупрĕç.
Акă çырма хĕрринче мăкаçей, йĕри-тавра никам та çук. Алăк умĕнче Люшша ларать.
— Эпĕ каятăп, эпĕ вăйлăрах, — терĕ Чинук. — Вăл çаврăнса пăхсан, эпĕ йăл кулăп та пырса ыталăп. Çаврăнса пăхмасан — хамăр хуçа!»
Чинук миххе хатĕрлесе тытрĕ, Укçине вĕрен хатĕрлерĕ — кушак пек йăпшăнса кĕлет айккипе кĕтес патнелле шăваççĕ. Кĕтес патне çитсен утма чарăнчĕç. Вĕсен телейне кура, кĕлетре Михаля тем шыраса кĕмсĕртетсе çӳрет. Чинук кĕтесрен мăйне тăсса пăхрĕ — Люшша, ун патнелле çурăмпа лараканскер, пирусне чĕртме чĕркуççи патнех пĕшкĕннĕ. Кушакла сикрĕ Чинук, икĕ чалăша пĕр утăм анчах турĕ те сарлака миххе Люшшана пилĕкĕ таран тăхăнтартрĕ. Çунакан шăрпăкпа аллине пĕçертнĕ Люшша арçурилле кăшкăрса ячĕ; Укçине сиксе пычĕ те пĕтĕм пилĕкне кантрапа пурантарса хытă туртса çыхрĕ. Миххе çурасран аллисене те хытă авăрса илчĕ. Вăйлă алла лекнĕ Люшша хĕрарăмсем тесе шухăшлаймарĕ те, çавăнпа, хăйне кăнтса пăрахасран хăраса, урăх пĕр сас-чӳ те кăлармасăр, çыхнă урисемпе мелсĕр тапкаланса çĕр çинче выртрĕ. Хĕрарăмсем кĕлет алăкне уçрĕç, Михаляна, шарлама юрамасть тесе, аллисемпе çăвара хупласа кăтартрĕç. Михаля кĕлетрен чупса тухрĕ те, вĕсем виççĕшĕ çырманалла сикрĕç. Укçине, сывлăш çавăрма чарăннăскер, çапла каларĕ:
— Михаля, ялти çынсем вăрçă пуçласа ярса хăйсене инкек тупасран, айăпсăр юн юхасран çапла турăмăр, Эсĕ инçерех тар, пĕр-ик эрнелĕх ялтан çухал. Эпир илтмен-курман пулатпăр. Тар!
Ăнланнине пĕлтерсе, Михаля кĕскен кăна пуçне сулса илчĕ. — Варлам пăтранчăк шывран таса тухма сăлтав туса хунине хыпăнса ӳкнипе ку вăхăтра вĕсенчен пĕри те ăнланса илеймерĕç.
16
Çуркунне юр кайсанах, пĕлĕт-аттепе çĕр-анне ытакланса пĕрлешеççĕ, тесе каласа параççĕ ваттисем, вара калăм хыççăн тата çичĕ эрнерен çĕр-анне тулса çитет, тырă та, çаран ути те, тĕрлĕ çимĕç çуратса ӳстерме хатĕрленсе выртать, çимĕк иртсе кайсан, ăна патакпа çапма та, ун çинче сиксе ташлама та юрамасть имĕш, çĕр-анне панă тырра-çимĕçе пуçтарса илме вăй кирлĕ. Ял-ялĕнче касă вĕри чир çӳрени илтĕнкелет, çав чир Йĕлмекассине пырса ан кĕтĕр тесе тата ял хушшинче çынсемпе выльăха халтан яракан пур пек чир-чĕре, инкек-синкеке хӳтерсе ярас тесе, Йĕлмекасси каччисемпе хĕрĕсем, пĕр-пĕринпе малтанах калаçса татăлса, çĕр уявне ирттерме шухăшласа хучĕç.
Çимĕк умĕн, эрнекун ирхине-ирех, мунчасем çинчен тĕтĕм кайнă-кайманах, хĕрсем шап-шурă пир кĕпепе, каччăсем улачапа хăмач çип кĕпесемпе тухма та ĕлкĕрнĕ, пуянраххисем атă тăхăннă, чухăннисем çĕнĕ çăпата сырнă. Иркка, каçхине çывăрса каяс умĕн сĕрен пирки тĕпчесе мăкăртатса, амăшĕн тинкине кăларса çитернĕ, халĕ ĕнтĕ, ыйхин чăпти пушанса çитмен пирки куç хупанки тăртаннă пулин те, урама сиксе тухнă, Лисук çĕлесе панă кĕпине тăхăннă, кăкăрне те хупласа тăракан шурă чĕрçитти çыхнă, хăй пек шăпчăк ыйхăллă Вилюкпа пĕрле чупкаласа çӳрет, аллинчи хурăн хуллине, ĕнер ашшĕ касса килнĕскере, сулкалать.
Каччăсем, пĕрне-пĕри кĕтсе, Ямшăк Михали умĕнчи пĕрене çинче ларчĕç, пухăнса çитрĕç те, пĕр ушкăн пулса, тăваттăн-пиллĕкĕн уяв тĕлне юри тунă шăлтăрмасене чăрăлтаттарса урампа утма тытăнчĕç, пĕри кăшкăрса пычĕ:
— Сĕрен! Эй те эй! Эй, ватти-вĕтти, авланни-авланманни, тăлăхĕ, урçи, пурте урама тухăр, хуйхăр-суйхăра минтер айне хăварăр, хаваслăхăра урама кăларăр! Эй те эй, халăх!
— Сĕрен! Эй те эй! — тесе кăшкăрса ячĕ тепĕр каччи, малтанхине сывлăш çавăрма пачĕ. — Сĕрен вăййи пуçланчĕ, çĕр çине савăнăç килтĕр. Пĕлĕт-аттепе çĕр-анне пĕрлешнĕренпе çичĕ эрне çитет, çичĕ эрне çитет те пирĕн аслă çĕр-аннемĕр хăйĕн юратнă ачине — тырра çуратма хатĕрленет. Эй те эй, çынсем, пуç усса ан тăрăр, хаваслăх таçта пытаннă пулсан, шыраса тупăр! Эй те эй, халăх, сĕрен вăййи пуçланчĕ!..
— Сĕрен! Эй те эй! — теме пуçларĕ виççĕмĕш каччă. — Ваттисем, пилĕк ыратать тесе ан ахлатăр, мунчара лапка çинче выртăр, çан-çурăма хурăн милĕкпе шăлса çапăр, çĕр-анне йывăрланса çитнĕ вăхăтра хурлăх ан тытăр, самани йывăр тесе çĕр-аннене ан çилентерĕр. Эй те эй, сĕрен вăййине тухăр!..
Сасартăк каччăсем саланса каяççĕ, шăлтăрмисене чăрăлтаттарса, ушкăн-ушкăн пухăнса тăнă çынсем патне чупса çитеççĕ те хулăсемпе çурăмран хĕртме тытăнаççĕ: хăшне хытах, хăшне ачаш лекет.
— Чир-чĕр кайтăр, чир кайтăр, — тесе çапаççĕ каччăсем, тараканнине хăваласа çитеççĕ, хулăпа тăсса илеççĕ.
— Чир кайтăр! — тесе каллех çухăрса илеççĕ. Унччен те пулмасть, пĕр килĕрен те, тепринчен те хĕрсем чĕрессем йăтса сике-сике тухаççĕ, тăраканнине тăнă çĕрте, тараканнине хӳтерсе çитсе сивĕ шывпа чашкăртаççĕ.
— Чир-чĕр кайтăр! — тесе кăшкăрашаççĕ хăйсем, пушă чĕресĕсене тултарма каялла пĕр-пĕр киле чупаççĕ.
Хĕрсем малтанах шыв кӳрсе катки-каткипех хатĕрлесе хунă, Чинук килкартинче темиçе лаххан ларать.
«Чир-чĕр кайтăр!» — тени пур урама та янăратса тăрать.
Халăх ахаль те аптратчĕ, юлашки çулсенче ытла та аптраса кайрĕ. Инкек çине синкек тенĕ пек, выçлăхра хăрăнни çитмест, ялсенче чир çине чир сарăла пуçларĕ, масар çинче çĕнĕрен çĕнĕ хĕрессем ларчĕç. Чир тени çынна кăна сайратса хăвармасть, выльăх-чĕрлĕхе те ӳкерет. Кăçал çуркунне ĕнесем хирĕлсех вилчĕç; Хăвалăх ялне каякан çул хĕрринчи сăртра, ĕлĕк-авалтанпах «Чар ту» текен вырăнта, пысăк ĕне масарĕ ӳссе ларчĕ — сăртне те халĕ «Ĕне масарĕ» тесе ят панă. Пĕлтĕр тырă питĕ те ĕнтĕркке çитĕнчĕ, хăрса кайнă пучахсем хушши пĕр шите яхăн пулчĕ, вара тырра, улăмĕ те пулин кайтăр тесе, тымарĕпе çăлчĕç. Тымарлă улăм çитернипе выльăх чирĕ ерчĕ тесе ял çинче калаçнинче тĕрĕслĕх те пуртăр, мĕншĕн тесен пуянсен чипер улăмпа утă çинче тăракан выльăхĕ чир-чĕре парăнмарĕ. Аптранă кăвакал кутăн чăмнă тенĕ пек, выçлăхпа ытти асапа тӳссе антăхнă халăх темле тĕшмĕше те ĕненет; юмăç карчăксен сăмахĕсене кăмпа тĕтĕмĕнче итлесе йăпанакансем нумайланчĕç. Сĕрен вăййинче пурин те тенĕ пек хăйне хулăпа çаптарас, сивĕ шывпа саптарас килет, мĕншĕн тесен пурне те алăсăр-урасăр çӳрекен чир-чĕр хăратать.
Ямшăк Михали патĕнчен пĕр ушкăн ача-пăча кĕрлесе тухрĕ, арçын ачасем шăна кĕпçипе хăва хуппинчен тунă насуссем, хĕрачасем пĕчĕк чĕрессем çĕкленĕ.
— Чир-чĕр кайтăр! — теççĕ вĕсем харăссăн, Чинуксем тĕлĕнче тăракан хĕрарăм ушкăнĕ патне чупса.
Арçын ачасем насуссемпе чăр та чар сирпĕтеççĕ, хĕрачасем чĕресĕсемпе чашкăртма тытăнчĕç, Иркка тип-типĕ шурă кĕпепе тăракан Чинука сапма тăрăшрĕ, анчах çăмăл ӳт-пӳллĕ аппăшĕ тăрăс! сикрĕ те шăлтăрма çавăрса çӳрекен каччăсем еннелле каймарĕ, тăкăрлăкпа чупрĕ.
Хӳтернĕ чух пĕчĕк чĕресрен шыв чӳхенсе пычĕ, Иркка кĕпе аркине те, чĕрçиттине те йĕпетрĕ, аппăшĕ каялла çаврăна-çаврăна йĕкĕлтенĕ пек хăтланчĕ; Иркка тарăхнипе макăрса ярас патне çитнĕччĕ.
— Сап! — Чинук чарăнса ун еннелле çаврăнса тăчĕ.
— Чир кайтăр! — терĕ Иркка, аппăшне çурăмĕнчен шыв сапса.
Каччăсем темиçе кун малтанах шухăшласа хунă пек пулмарĕ, темле кĕтсен те, Люшша урама тухмарĕ.
— Хапхи умне каяр, — терĕ пĕр каччă, хăйĕн сасартăк килсе тухнă шухăшне каласа памасăр, ыттисем çине чеен пăхса илчĕ.
Каччăсем шăлтăрмисене хытă чăрăлтаттарса утрĕç, Варлам пуянăн сăрланă хапхи умне пырса тăчĕç; хĕрсем, тулли витресене хатĕр тытса, тăкăрлăкра пытанчĕç.
— Эй те эй, халăх! — терĕ леш хăюллă каччă, умне сарă, кĕрен тата тем-тем тĕслĕ чечексем лартса тухнă картузне каçăртса. — Ялта сĕрен вăййи çĕмĕрĕлсе пырать, пур хапха та уçăлса хупăнать, пĕр Варламсен хапхи кăна хупăнса тăрать. Чир кайтăр! — теме юрамасть-ши пире? Мĕн шутлать-ши, ырă халăх? Эпир, сухалсăр çамрăксем, йăла хуçи мар, йăлине ваттисем шутласа кăларнă. Эй те эй, ырă халăх!
«Пире сăра памасан...» — сĕрен юррине пуçласа ячĕ хăюллă каччă, ун хыççăн пур каччăсем те, хăшĕ шăхăра-шăхăра, хăшĕ алă çупса харăссăн юрласа ячĕç:
Пичке пăкки хуçăлтăр;
Пире чăкăт памасан,
Ĕни сĕтне типĕттĕр,
Пире çăмарта памасан,
Чăххи çĕттĕр кӳршĕре!..
Юррине малалла та юрлĕччĕç, анчах шăлтăрма тытнă каччăсем шăлтăрмисене пир тăрăхне çурнă пек чăрăлтаттарса ячĕç, хулăн хăмаллă хапхана хулăсемпе çат та çат çапса илчĕç.
Шурă сатин кĕпеллĕ, каçăр картузлă Люшша хапха уçрĕ; вăл тухнă-тухманах такмак калакан каччă Люшшапа хапха хушшине кĕрсе тăчĕ. Вара Люшшана ăçтан килнĕ унтан — çурăмĕнчен те, хулпуççинчен те, пĕççисенчен те хĕртме тытăнчĕç — хулăсем шăхăрса кăна тăчĕç.
— Ий-ай! — тесе Люшша кăшкăрса янă самантра пĕр ушкăн хĕр вирхĕнсе те çитрĕ, тулли витрисемпе шыв чашлаттарса, хĕрсем Люшшана «тĕне кĕртрĕç», вĕсем, хĕрсе кайнă май: чир кайтăр! тесе кăшкăрма та манса кайнă, кайран кăна пĕр-икĕ хут кăшкăркаларĕç, чăлпарланса тăкăрлăка кĕрсе çухалчĕç. Хĕрсем капла ахаль хăтланман иккен, тарса пытанмалла пулнă, мĕншĕн тесен вĕсем витрисенчи шыва тăпра ярса пылчăклатнă. Халĕ ĕнтĕ Люшша пылчăклă кӳленчĕкре выртса йăваланнă пек хуп-хура тăрать, пăтранчăк тумламĕсем кĕпе аркинчен пăт-пăт тумлаççĕ, пичĕ тăрăх ярăнса анаççĕ. Каччăсем Варлам арăмĕ çăмарта кăларса парасса кĕтмерĕç, шăлтăрмисене çухăртса: чир-чĕр кайтăр! Чир-чĕр кайтăр! тесе, урам тăрăх утрĕç, хăйсен чĕрисенче нумайранпа тăвăнса çитнĕ çиллине тавăрнă хыççăн çаврăнса та пăхмарĕç.
— Ай тур, сана мăшкăлланă-çке, — терĕ Люшша амăшĕ, йĕпе ывăлĕ çине пăхса. — Шуйттан ачисем çынна хĕнесе хăварнă. Ых, асăнтармалла-ха сире! — терĕ те çиллес сасăпа, ачасем кайнă еннелле аллисене чăмăртаса юнарĕ. Пама илсе тухнă тăватă çăмартине пĕрин хыççăн тепĕрне урам варринелле вăркăнтарчĕ. Хăй сĕрен йăлине пăснă пирки, илтĕнмелле каламарĕ, анчах ун тĕшмĕшле чунĕ шикленчĕ. Ку çăмартасене урама илсе те тухмалла пулман, пӳртри урай варринчи сĕтел çине хумалла пулнă. Унтах сăра та лартмалла пулнă, сĕрене уявлакан çамрăксем пӳрте кĕрсе, хăйсем хуçа пулса, сăрине ĕçмелле пулнă.
Çамрăксен ушкăнне Варлам хăйсем патне кĕртме хăранă, çавăнпа ун арăмĕ, сĕрен йăлине пăснипе шиклене-шикленех, хăй парнине урама илсе тухрĕ. Парнине вырнаçтарайманнишĕн сăвап пулмĕ тесе, çунма пуçланă тĕшмĕшлĕ чунне лăплантарас тесе, килкартинче тахçанччен мăкăртатса ятлаçса çӳрерĕ.
Хĕрсемпе каччăсем ялта икĕ чĕрес çăмарта пуçтарнă хыççăн ним шавламасăр укăлча хапхинчен тухса кайрĕç, вĕсенчен Ирккапа унăн тантăшĕсем те тăрса юлмарĕç, чупса пычĕç. Варлам пек пуяна та пăхăнман урăм-сурăм кĕрлекен халăх вăййи вĕсен кăмăлне кайрĕ.
Ачасем чупса пынă чух, çерем çинчи пысăк кăмпасене урисемпе тапа-тапа сирпĕтсе, лаша пек кĕçенсе, качака пек мекеклетсе те сиккелесе çӳрерĕç. Каччăсем ĕнер тухса хунă пысăк типĕ кăвайт купине чĕртсе ячĕç. Шатăртатса тăракан типĕ вут, вăрăм çулăм чĕлхисем кăларса, кăвак тĕтĕмре ялкăшса çуна пуçласанах, çамрăксем, ун йĕри-тавра ларса, алла-аллăн тытăнчĕç, шăлтăрмисене ерипен çавăрнă май, сĕрен юррине пĕр харăс та хуллен юрласа ячĕç:
Упи каçман çырминчен
Эпир каçса килтĕмĕр...
Кун хыççăн пурте, Атăл хумĕ пек сарлакан та анлăн:
Эй, аппа, шур аппа,
Шур аппа, пире кала-ха, —
тесе тăсса юрларĕç.
— Чир кайтăр! — тесе пĕр каччă сиксе тăчĕ, каялла чылай чакса кайрĕ те, шăлне çыртса, аллисене сулса чупса пычĕ, çĕлен чĕлхи пек ялкăшса çунакан вучах урлă сикрĕ. Ун хыççăн ыттисем те — хĕрсемпе каччăсем пĕрерĕн те икшерĕн пĕр харăс сиксе вут урлă каçрĕç — çапла вĕсем çунан вутта сума сурĕç — вут умĕнче чунĕсене тасатнă пекки пулчĕ ĕнтĕ.
Иркка вучах шăпланса çунасса, вут чĕлхисем пĕчĕкленессе кĕтсе тăнă, вара ун урлă сиксе каçма шухăшланăччĕ, анчах пĕр каччă вучах хĕррине туратлă икĕ юпа çапса лартрĕ, вĕсем çине вĕрлĕк хурса, пысăк така хуранĕ çакрĕ, хĕрсем çав хурана шыв тултарчĕç.
— Эсир, ачасем, çăмарта çийиччен ан кайăр, — терĕ леш, Варлам хапхи патĕнче юрă пуçласа яраканни.
Ачасем кайма шухăшламарĕç те, вĕсем тата ытларах хĕпĕртесе выляма пуçларĕç. Ямшăк Михали ачи, Хĕлле — Хĕлип, çулла — лĕпĕш ятли вучахран пĕр пĕчĕк вутпуççи çĕклесе килчĕ те вăркăтса ячĕ.
— Ачам, апла юрамасть, — терĕ пĕр каччă.
— Мĕншĕн?
— Вут çиленме пултарать, теççĕ ваттисем.
— Çиленсен?
— Çиленĕ те çурта çунтарĕ.
— Сӳнтерем эппин, — терĕ Хĕлип, чупса кайрĕ те мăкăрланса выртакан вутпуççи çинче сиккелерĕ.
— Апла та юрамасть! — кăшкăрчĕ каччă, вутпуççине кайса илсе килчĕ те каллех вучаха пăрахрĕ. Ан тив, хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле çунтăр.
— Пичче! — терĕ Иркка.
— Мĕн пулчĕ?
— Вутăн чунĕ пур-и вара?
— Тĕнчере пурин те хăйĕн чунĕ пур.
Иркка тата тем ыйтасшăн пулчĕ. Çав вăхăтра вучах таврашĕнче лăпкă çеç калаçса ларакан хĕрсем кĕпĕрр! сиксе тăчĕç те: «Хĕр аки! Хĕр аки!» — тесе чупрĕç.
Çерем çинчи вучах хĕвеллĕ уяр сывлăшра йăлтăр-ялтăр вĕтĕ хĕлхем сапса çунса тăнине Иркка чылайччен пăхса тăчĕ.
Акă Йĕлмекасси хĕрĕсем сухапуçне сĕтĕрсе сăрт çине килсе тухрĕç. Çереме чĕрсе пыракан сухапуçне сĕтĕрсе вĕсем пурте чăм шыва ӳкнĕ, вăй-халран кайнипе сăн-пичĕсем те улшăннă. Кĕписене юле янă, çӳç-пуçне арпаштарнă, çара урисемпе пăт-пат пусаççĕ.
— Чир яла ан кĕтĕр! Касă урлă ан каçайтăр? Варпа кайтăр — вăркăнтăр, çырмапа кайтăр — çырлахтăр, лупашкапа кайтăр — лав туптăр! — тесе пурте пыр тĕпĕпе çухăраççĕ.
Хĕр аки йывăр çул килнĕ чухне çеç пулать. Тĕрлĕ чир-чĕр, ытти инкек яла пырса ан кĕтĕр тесе, хĕрсем çапла тухса, ял тавра сухапуç сĕтĕрсе пĕр касă чĕрсе тухаççĕ.
Вулăса каймалли аслă çулпа сиктĕрмеллĕ урапа килни курăнса кайрĕ, хĕрсем сухипе чĕрме пăрахса пĕр вăхăт пăхса тăчĕç.
— Чир килет! — тесе çавăнтах тапса сикрĕç вĕсем. Чăвашсем кантуртисемпе пупсене инкек илсе çӳрекен чунсем вырăнне шутланă, çавăнпа хĕр аки илсе пыракан хĕрсем вĕсене çул çинче тĕл пулнă хушăра ӳкерсех хĕненĕ, час-часах юн та хăстарнă. Вăхăтлăх правительствăн вулăсри комиссарĕ урса кайнă хĕрсен сехметне кĕçех лекетчĕ; лаши ĕрĕхсе каялла сикрĕ, сиктермелле тăрантаса хуçи-мĕнĕпех аяккалла сирпĕтсе хăварчĕ те хăй малти якĕ урапине кăлтăртаттарса уялла сиккипе вĕçтерчĕ.
— Чир тарать! Тытас! — тесе кăшкăрса хĕрсем ӳпĕнсе кайнă тăрантас патнелле виркĕнчĕç.
Аяк пĕрчисене самай ыраттарнă комиссар сиксе тăчĕ, пĕр харăссăн кар тăрса килекен хĕрсем еннелле ик-виçĕ хут револьверпа печĕ те каялла чупрĕ.
Пăшал сассинчен хăраса ӳкнĕ хĕрсем пытанса канса ларчĕç, вара каллех сухапуçне кӳлĕнчĕç те нумай вăхăт уяр çанталăк тăнипе типсе кайнă курăклă çереме чĕрсе нушаланса утрĕç. Хĕр аки ял тавра çаврăннă çĕре пысăк хуранти пăтă пиçрĕ, уйра тутлă шăршă сарăлнă.
Çамрăк халăх пĕр сăмах чĕнмесĕр çерем çине ларса тухрĕ. Ачасем те йĕркеллĕн вырнаçрĕç. Апат валеçсе пама ĕнерех уйăрса хунă икĕ каччă пăтă тултарнă тирĕксене хĕрсем умне ларта пуçласан, пурте ерипен юрласа ячĕç:
Хĕвел анать, каç пулать,
Выляйрасчĕ хĕрпеле...
Юрласа пĕтерчĕç те кашниех хăйĕн пайне çиме пуçларĕ.
— Ман çиес килмест урăх, эпĕ тăрантăм, — Ирккана хăлхинчен пăшăлтатрĕ Петюк.
— Эпĕ те тăрантăм. Сан мĕн юлчĕ? — пăшăлтатрĕ хирĕç Иркка.
— Ман пĕр чăкăт юлчĕ, — терĕ шăллĕ.
— Çисе ярайманнине сĕрен уявĕнчен киле илсе кайма юрамасть, Петюк. Пыр, ав çав чарана хур, — хушрĕ Иркка.
— Эпĕ вăтанатăп, — пăшăлтатрĕ Петюк.
— Кӳр, хам хурам, — терĕ те Иркка Петюкран çавра чăкăтне илсе хăй те çисе ярайман пĕр çăмартана вилнисене пил памалли чарана ерипен хыврĕ.
17
— Ĕнер каç Уçка шăллĕ таврăнчĕ, хăрах çанни пуш-пушах, — терĕ арăмне Макçи, лашине ана çине кайма хатĕрлесе.
— Алăсăр таврăнчĕ пулĕ-çке, — хĕрхенчĕ арăмĕ.
— Хулĕнченех татнă, — терĕ Макçи.
Ашшĕпе амăшĕ пуплесе тăнине пӳртрен чупса тухнă Иркка пӳлчĕ:
— Атте, — терĕ вăл, — ыраш вырса пĕтернĕ çĕре шкула кайса çырăнмалла. Эпир паян вырса пĕтеретпĕр-и?..
— Паян, каçарах юлсан, пĕтеретпĕр-и, тен, — терĕ амăшĕ.
— Ыран, вырсарни кун, староста ĕнтрĕк апачĕ вăхăтĕнчех пусăран хăваласа кĕртĕ, — терĕ Макçи.
— Ыраш ăшне пытанса юлăпăр. Петюк валли апат ытларах хăварас та хамăр валли каçхи апат илсе каяс. Макçи, лашана кӳлсех каяс мар-ши, вырнă пеккине кӳрсех пырас. Самана шанчăклă мар, çĕрле вăрласа та кайĕç.
— Чăн та, кӳлсе каяс эппин, — килĕшрĕ упăшки. Макçи лашине кӳлчĕ. Виççĕшĕ урапа çине ларса пусса тухса кайрĕç. Çул çинче пĕр шит тусан урапа хыççăн тăман пек çĕкленет, ирхи таса сывлăшпа хутшăнса, сăмсана кĕрет, хура лашана шăши тĕслĕ сăрлать. Ялтан нумаях та кайманччĕ, ансăр сукмакпа тухса, вĕсен çулне кӳршĕ Петте пӳлчĕ.
— Тр-р-р! Хураскер! Макçи, ан-ха, пуплем санпалан, — терĕ вăл, чăлпар саланнă куçĕсемпе хăрушшăн пăхса.
— Питĕ васкатăп-çке, Петте, — терĕ Макçи.
— Эсĕ мана васкани çинчен ан кала, хăçан парăмна парса татăн, çавна кала.
— Кĕркунне тесе килĕшрĕмĕр-çке...
— Халĕ кĕркунне мар-им?
— Ăçтан кĕркунне пултăр? Ыраш выратпăр-çке.
— Пăх-ха çӳлелле: карти-карти хур кайăк, карти-карти тăрна кăнтăр еннелле каять, — кăтартрĕ вăл, çĕтĕк çанăллă аллипе куракпа чавка ушкăнне тĕллесе.
— Э-э, вĕçеççĕ çав... — ним калама пĕлмен енне каларĕ Макçи. — Сана ĕнтĕ мĕн чухлĕ памалла-ши?
— Манăн укçам ултă тенкĕ пулнă, Микулай ултă тенкĕ панăччĕ, ун пирки Тарьене каламан...
— Вун икĕ тенкĕпе халĕ çур пăт тăвар анчах параççĕ, сана ман ыраш памалла мар-ши, ĕлĕкхи хакпа шайлаштарса, — калаçма пуçланăччĕ Макçи.
— Эсĕ мана ан суйса тăр, памаллине парса тат. Тăвар хакне эпĕ хам пĕлетĕп. Вĕсем пурте ухмаха тухнă. Пасара кайрăм та: «Пĕр пăт тăвар пар», — тетĕп, пилĕк пус тыттаратăп. Лавккаç кулса ячĕ: «Эсĕ ухмаха тухрăн-и? — тет, — халĕ тăвар пăчĕ хĕрĕх тенкĕ», — тет. Ухмахĕ кам кунта, чухла-ха... Юрать-ха, эпĕ хам пуян. Манăн укçа-и?.. — тесе кăшкăрчĕ те Петте сасартăк ял еннелле чупрĕ. Кăвак йĕм пĕççисем тусан çĕклерĕç, çара урисем йĕр хăварчĕç.
— Пачах ăсран тайăлнă. Мĕн пулчĕ-ши капла ăслă-тăнлă çынна, хăйпе йĕркеллех калаçас тенĕччĕ, — тĕлĕнсе кайрĕ Макçи.
— Вăл текех укçапа аташать, теççĕ. Темле сăлтавпа та çав Петте укçа пиркиех ăсран тайăлать, теççĕ. «Ман укçа нумай, эпĕ Варламран пуян», текелет вăл час-часах, — терĕ арăмĕ.
— Петтен мĕн укçи пултăр, — терĕ те Макçи, лашине чуптарчĕ.
Автансем тĕрлесе тунă питшăллипе витсе çыхнă уйран пуракне тытса ларакан Иркка çул тăршшĕпе пĕр сăмах та чĕнмерĕ, ун пуçĕнче шкула каяс шухăш кăна. Паян вĕсем ыраш вырса пĕтереççĕ, ыран Иркка юлташĕпе шкула каять...
Хăйсен ани патне çитсен, юнашар вырса кăларнă çур пилĕк çине лашине тăварса, вăрăм вĕренпе урапа çумне кăкарчĕ Макçи; арăмĕ, çурласене салтса, хăй çурлине илчĕ те, икĕ хут сăхсăхса, кĕлте çыххи турĕ. Иркка та, кăвак авăрлă çурлине илсе, çыхă туса хучĕ.
Амăшĕпе хĕрĕ тырă выра пуçларĕç. Лаша савăнса курăк çинине Макçи вăрахчен пăхса тăчĕ: вырса кайнă ырăшăн хăмăлĕ сайра, лаппипех тĕрлĕ курăк пуснă, ана çинчи курăка выльăх уйрăмах юратать.
Атăл енчен сулхăн çил туртăнать. Инçетри вăрман сайра шурă тĕтре витĕр тĕттĕм кăвакрах курăнса ларать; пĕлĕт паян тап-таса пуласса шантарать. Тăрисем тахçанах юррипе ирхи сывлăша чĕтрентереççĕ. Ыраш нӳрлĕ, ун пучахĕнче пĕрчĕсем çирĕп лараççĕ; ывăçа вырса илсе çыхă çине хунă чух пĕрчĕ тăкăнмасть.
Хĕвел йывăç çӳллĕш хăпарчĕ, ыраш пучахĕ типе пуçларĕ. Станук Макçи çемйи хĕрсе тырă вырать. Ана пушансах пырать, выракансем хыççăн тĕм çине тĕм ларса юлать. Иркка пĕлтĕр те тырă вырма тухнăччĕ, анчах вăл ун чух нумаях вырайман, ытларах выляса çӳренĕ. Кăçал Иркка пысăк çын пекех пуçне çĕклемесĕр, пилĕкне кантармасăр вырать. Амăшĕ сакăр тĕм тунă çĕре вăл та икĕ тĕм турĕ. Кĕлтине çыхма кăна вăйĕ çитеймест, çавăнпа ун кĕлтисене ашшĕ çыхса пырать.
Хĕвел хăпарать, ана шăвать, тĕм шучĕ йышлăланать, ыраш типсе пырать. Выракансен çурăмĕсене тар тапса туха пуçларĕ. Ирпе нӳрлĕ каçалăкран халĕ вĕри сывлăш çапать. Ыраш лайăх пулнă çĕрте вырса илнĕ ывăçа туртса кăларнă чух ыраш улăмĕн сарă тутăхĕпе пĕрле вĕри сывлăш пите сĕртĕнет. Ирккан пилĕкĕ ырата пуçларĕ, унтан та ытла, пысăкрах ывăçлама хапсăннипе сулахай аллин пуç пӳрни сурма тытăнчĕ. Пĕр самантлăх вырма чарăнса, канма шутларĕ чăтăмлă хĕрача. Тăчĕ. Вăл шăп ырашпа тан, йĕри-тавра кăчăрт-кăчăрт çурла касни илтĕнет, анчах, пĕчĕкскер, çынсене никама та курмасть: ыраш пусси тăрринче вырса илнĕ ыраш ывçисем, тилĕ хӳри пек, вĕлт те вĕлт çыхă çине ывтăнни анчах курăнать. Кулăшла пек туйăнчĕ, Иркка ерипен их-ик! терĕ.
— Мĕн кулса тăратăн, хĕрĕм. Васкасчĕ, паян пĕтереймесен те, ыран пуçтарса кĕртесчĕ, — терĕ амăшĕ.
— Ман пуç пӳрне питĕ ыратать, — терĕ Иркка, сулахай аллине сулса.
Каллех выраççĕ. Хĕвел тӳпене хăпарса çитесси чылай инçе-ха, тырă выракансен пичĕсем тăрăх пăрçа пек шултра тар юхать. Тепĕр сехетрен тӳсме çук шăрăх пуçланчĕ: ыраш улăмĕ çурла айĕнче касăлмасть — хуçăлать те алла шăрпăк кĕртет, хăмăлĕ урана чăлха витĕр шăйăрса юн кăларать, пĕтĕм ӳт тăрăх вĕри тар юхать.
Ирккана сывлама йывăр, мăй çыххи мăя пăвать. Иркка мăй çыххине салтрĕ те каллех вырма пикенчĕ. Куçра сип-симĕс ункăсем çаврăна пуçларĕç. Йывăр, калама çук йывăр!
— Лисук аппа ман валли сумка çĕлесе хăварчĕ. Эх, ĕнтĕ, вĕренме каятăп та аннене те, аттене те, аппана та савăнтаратăп. Питĕ нумай вĕренсен, машина шухăшласа кăларатăп. Эй, вара çак тырра машинăпа вырса тухатăп, — шухăшларĕ Иркка, хăй тĕллĕн мăкăртатса та илчĕ, сасартăк сулахай аллинчи кача пӳрни вĕриленсе ыратса кайрĕ.
— Ай! — тесе йынăшса илчĕ вăл, йăлтăртатан шăллă çурлине çĕре пăрахса.
— Аллуна касрăн-им? — чупса пычĕ амăшĕ.
Ăна хирĕç: сăмах чĕнес вырăнне Иркка, пĕтĕм пĕвĕпе чĕтресе, ерипен макăрса ячĕ.
— Ай, турă! Пӳрнине тем таранах каснă! — терĕ амăшĕ, хăй, çурлине пăрахса, пĕр ывăç тăпра илчĕ те Ирккан юн юхтаракан пӳрнине хупларĕ, тутăрĕ хĕррине çурса илсе, пӳрнине хытă туртса çыхрĕ. — Халлĕхе урапа айне кайса вырт, — терĕ.
Шăрăхра урапа айĕнчи сулхăна кĕрсе выртма калама çук ырлăх, анчах пӳрни хытă ыратнипе Иркка чылайччен çын илтмелле мар макăрчĕ.
Ашшĕпе амăшĕ çаплах выраççĕ. Акă амăшĕн аллисем çине, çурли çине шăртланнă пучахсенчен шĕпĕртетсе ыраш пĕрчисем ӳкрĕç.
— Пĕрчĕ юха пуçларĕ, улăмĕ те хуçăлать, апат çиме ларатпăр пулĕ, — терĕ амăшĕ.
— Çынсем ларнă-ши? — карăш пек карăнса пăхрĕ Макçи. Çав вăхăтра унтан та кунтан:
— Апат çимелле!
— Апат çиме ларăр-р! — тени илтĕнсе кайрĕ.
— Иркка, лашана кайса шăвар-ха, — терĕ Макçи.
Хĕрача лаша утланса чуптарчĕ. Тарăн çырма тĕпĕнче хăйăр çинчен тăп-тăрă шыв юхать. Иркка лаша çинчен сиксе анчĕ, шыва курăкпа, чулсемпе, хăйăрпа пĕвелесе лартрĕ. Хура лаши пĕвери шыва тăрăлма та памарĕ: тăранах курăк çисе тултарнипе шăрăхра тăнăран, унăн ытла ăш хыпнă иккен, вăл пăтраннă шывах ĕçрĕ.
— Сана чарма та çук, тăрр! — текелерĕ Иркка, анчах вĕсем кĕрмешнĕ вăхăтра хăйăр çинчи шыв тăрăлса та ларчĕ.
— Ĕç ĕнтĕ, эп те ĕçетĕп, — терĕ те пĕчĕк хĕрача, çĕре выртса, лаша тутипе юнашарах шыв ĕçрĕ.
Таврăннă чухне каснă пӳрни туртса ыратнипе Иркка лаша çине утланаймарĕ, ана çине çавăтсах çитерчĕ. Урапа айккинче амăшĕ хутаç сарса çăкăр касса хучĕ, хăяр, пиçнĕ çĕр улми кăларчĕ, уйран лартрĕ. Виççĕшĕ те, хĕвелтухăç енне сăхсăхса, апат çиме ларчĕç. Вĕри улăмлă ыраш шăп тăрать, тилĕ хӳри пек ывăтăнса вĕçекен ыраш ывăçисем ниçта та курăнмаççĕ — выракансем пурте апата ларнă.
Хĕвел самай аяла ансан тин пучах шăрчĕсем хупăнчĕç. Ыраш улăмĕ ванми пулчĕ, шăрăх иртсе кайсан, пилĕк те ыратма чарăнчĕ, халĕ чи лайăх вăхăт, тĕттĕм пуличченех вырмалла та вырмалла, анчах пĕр енчен виçĕ тĕслĕ ялав çывхарни курăнса кайрĕ.
— Макçи, — терĕ кӳршĕре выракан хĕрарăм. — Чиркӳ старости хăвалама тухрĕ. Эсир мĕнле шутлатăр?
— Килет-и? Тырри тăкăнса тăрать, кăшт çил вĕрсенех юхса тухмалла, вăл пур, ыран вырсарни кун тесе, вырма памасть, пусăран хăвалать, — çиленчĕ Макçи арăмĕ.
Виçĕ тĕслĕ ялав — çӳлти йăрăмĕ шурă, варринчи кăвак, аялти хĕрлĕ — Макçи çемйи выракан тĕле çывхарчĕ. Чан çапакан чиркӳ тарçи Тришка ялавне тытнă, вăл çул варрипе утать, унпа юнашар пĕр енче Муçук пырать, тепĕр енче староста. Палюк кăррăн пăхкалать, Муçук туйине сулкаласа юнать:
— Çитет! Çитет! Ыран вырсарни кун, ĕçлеме юрамасть, çылăха пĕлес пулать! Макçи! — тесе çухăрчĕ вăл, сухалне каçăртса, — эсĕ ялан йĕркесĕр! Пуçтарăнăр, кайăр килĕре!
— Халех пуçтарăнатпăр, — терĕ Макçи.
Ялавлисем иртсе кайсан, Макçи урапа патне тĕмсем çĕкле пуçларĕ, кĕлте урапине пуслăхпа туртса çыхсан, лашине кӳлчĕ.
— Макçи, Ирккана та илсе кай, ун алли ыратать, выраймасть вăл, килте ĕç пур: шыв кӳтĕр, апат пĕçертĕр. Эпĕ тĕттĕм пуличчен пыраймастăп, — терĕ Иркка амăшĕ, каялла килекен ялава курса, ыраш ăшне кĕрсе пытанчĕ.
«Паян икĕ урапа выртăмăр, тата иккĕ те пулать, те пулаймасть», — шухăшларĕ Макçи, Ирккана кĕлте урапи тăррине лартнă чух.
Ялавлă çынсем курăнми пулсан, Иркка амăшĕ ыраш ăшĕнчен тухрĕ те каç сулхăнĕнче çăмăллăн вырма пуçларĕ. Кĕлтисем пĕрин хыççăн тепри çыхăнса тĕме кĕреççĕ.
Вырсарни кун ирхине ирех, Станук Макçи çемйи ыраш вырма тухса каяс чух, вĕсем патне Петте пырса кĕчĕ. Кĕнĕ чух ерипен йăпшăнса кĕчĕ, вăрă пек. Пӳрт вăтаçĕрне çитсен, хăлаçланса кăшкăрчĕ;
— Макçи, тавай укçа!
— Парăп, парăп, Петте. Çĕр тенкĕ пур ман, анчах халĕ лаша хакĕ улт çĕр, теççĕ. Сана... çĕр тенкĕ пама та халь аван мар...
— Мана вун икĕ тенкĕ кирлĕ. Эпĕ çын ĕнсине хырмастăп! Варлам мар!.. Мана çын укçи кирлĕ мар...
Макçи урăх ним чĕнмесĕр вун икĕ тенкĕ шутласа пачĕ.
— Çынсем суяççĕ, Микулай патша укçи пăрахăçа тухнă, теççĕ, керенка укçа тухнă, теççĕ, — Макçи хăлхи патне пырса пăшăлтата пуçларĕ Петте. — Суя вăл, суя, Микулай патшана çӳлти турă лартнă, ун укçине те турă пиллĕх панă... Çынсем ун-кун суйнă чух ман хам укçапа кермен туса лартасчĕ, вунă лаша илесчĕ...
— Укçу çаплах нумай-им вара? Ăçтан тупрăн эсĕ кермен туса лартмалăх? — ыйтрĕ Макçи.
— Вăл мана хăй парса хăварчĕ, хăй кĕпер айне сикрĕ, ун хыççăн вара эпĕ юнланса пĕтнĕ çунари утта ун хыççăн пăрахрăм.
— Тур çырлахтăр, Петте кӳршĕм! — ун патĕнчен пĕр утăм каялла чакса, хĕрес хыврĕ Макçи.
— Çапла çав... Ман Вилюк пек пуянни никам та çук... Пасара кайса килтĕм, пасара пĕтĕмпех ухмахсем пухăннă, Микулай укçипе пĕри те тавар памаççĕ. Супăнь татăкĕ илме тăтăм та, керенкăпа икĕ миллион тăрать, терĕ... Ха-ха-ха...
— Микулай укçине пачах илмеççĕ-и? — ыйтрĕ Макçи.
— Пачах илместпĕр, теççĕ. Эпĕ пĕр пусне те салатмарăм. Вилюк валли усратăп.
Сасартăк кантăкран тем курчĕ вăл:
— Килет! Пăх-ха, килет! — терĕ те Петте пӳртрен тухса анкарти витĕр чупрĕ.
Кăнтăрлапа Станук Макçи çемйи ыраш вырса пĕтерчĕ. Амăшĕ, виçĕ çурлине те пĕрле тытса, юлашки ывăç ыраша виçĕ çурлапа касрĕ те, тăррине тӳлесе, çăкăр сăмси хучĕ:
— Кайăк пайĕ, вĕçсе килĕр, кайăксем, çитес çул тырра ăнтарăр: пĕр пĕрчĕрен çитмĕл пĕрчĕ пултăр! — терĕ вăл, çурлисене çыхса.
— Анне, ĕнтĕ автан яшки пĕçерсе паратăн-и? — ыйтрĕ Иркка.
— Паян автан яшки пĕçерсе паратăп.
— Ыран эпир Кĕтерукпа шкула кайса çырăнса килетпĕр.
— Йӳтенĕ çав шкулпа! — çиленнĕ пек каларĕ амăшĕ.
— Кайтăр ĕнтĕ, карчăк! Ăна тахçанах килĕшрĕмĕр-çке. Эпĕ Микулай Петровича та Ирккана шкула кайма чармастăп, тесе сăмах патăм. Микулая хисеплес пулать, вăл пирĕн пурнăçа юсаса ячĕ.
— Кайтăр, ара, — килĕшрĕ арăмĕ.
Каç пуласпа Иркка юлташĕ патне кайрĕ. Вĕсем иккĕшĕ пахчари вĕрене айне ларса калаçа пуçларĕç:
— Эсĕ кайăн, сана кайма чармаççĕ, эпĕ аннене калама та хăратăп, — терĕ Кĕтерук.
— Саншăн эпĕ ыйтам-и? — терĕ Иркка.
— Çу-ук, çапса пăрахĕ. Эпĕ хамах майлаштарса ыйтатăп. Е паян, е ыран ир çинче...
— Кĕнекесем валли сумка илсех кайăпăр-и?
— Илсе каятпăр. Ман мунча кĕмелле-ха, капла вараланчăкпа шкула кайма юрамасть.
— Эпĕ мунча кĕрейместĕп çав, ман каснă пӳрне ыратать... Эпĕ пите лайăхрах çăватăп та хĕрлĕ хăмач кĕпе тăхăнатăп...
Çĕр çине кăнтарлахи шăрăх хыççăн каçхи сулхăн анчĕ, пахчара пиçе пуçланă панулми шăрши кĕрет. Хĕрачасем тĕттĕм пулсан тин уйрăлса кайрĕç.
Ирхине, кĕтӳ ялтан тухса кайичченех, Иркка хĕрлĕ хăмаççип кĕпине тăхăнчĕ, сарă тутăрне çыхрĕ, Лисук çĕлесе хăварнă сумкине илчĕ те анкарти хыçне тухса ларчĕ. Кунта ун Кĕтерука кĕтмелле. Кĕтнĕ чухне вăхăт час шумасть, сулхăн сывлăш кăшт çӳçентерет. Ӳт çӳçеннипе каснă пӳрни хытах ырата пуçларĕ. Чылаях тарăхса ларчĕ Иркка, хĕвел те хăпарчĕ, курăксем çинчи сывлăм та типрĕ. Иркка Кĕтеруксен пахча алăкĕ еннелле куç сиктермесĕр пăхса ларать.
— Иркка! — терĕ ун хыçĕнче Кĕтерук, тăкăрлăкпа чупса тухнăскер. — Каяр хăвăртрах, анне сисиччен. Ĕнер ыйтрăм та — вăрçса тăкрĕ.
— Халĕ кайса килĕпĕр, вĕренме епле çӳрĕн?
— Унччен çилли иртсе кайĕ, тен...
Вĕсем çырманалла чупсах анчĕç, укăлчана çитрĕç;
— Эсĕ сумкуна илмен-çке, — терĕ Иркка.
— Илеймерĕм. Çитет пире иксĕмĕре пĕр сумка. Паянах кĕнеке нумай памаççĕ. Парсан парĕç икшер.
Унччен те пулмарĕ, укăлча хапхинчен питĕ хытă утса, Кĕтерук амăшĕ кĕчĕ. Вăл, пысăк туйипе юнаса, Кĕтерука хирĕç утрĕ.
— Сана-и! Шкула кайма-и! Çакăнтах çапса пăрахам, ан пурăн эсĕ тĕнчере. Ах, намăс! йĕркеллĕ хĕр шкула çӳресе намăса кĕрет-и! Атя киле!
— Ирккана амăшĕ чармасть-çке, — хăюсăр каларĕ Кĕтерук. Иркка юлташне хӳтĕлес тесе тем калама тăнăччĕ, анчах урса кайнă хĕрарăм аллинчи туйипе яра пачĕ хĕрачасене урисенчен. Темле майпа хĕрачасем сиксе каçма ĕлкĕрчĕç.
— Станук Макçи йăхĕ-тĕпĕпех ухмах! Вĕсем хăйсен хĕрĕсене тамăка та ярĕç. Ун хĕрĕсем ытлашши. Атя киле, пĕртен-пĕр хĕрĕме шкула ярса, ял çинче хам ята яраймăп-ха. Тата тепре кайма тăрсан, вĕлерсех хуратăп. Ут! — Кĕтерука амăшĕ чикелентерес пек тĕртсе ячĕ. Кĕтерук сасăсăр макăрчĕ. Ăна амăшĕ тĕрте-тĕрте çырманалла антарчĕ, унтан хăпарчĕç те, пахча витĕр килкартине кĕрсе, курăнми пулчĕç.
Иркка укăлча хапхи патĕнче пĕр-пĕчченех тăрса юлчĕ. Мĕн тăвас? Киле таврăнас — шкулнех кайса çырăнас килет, тата килтисенчен те аван мар; пĕччен каяс — ытла инçе, пилĕк çухрăм... Тата епле пырса кĕрес пĕр-пĕччен? Вилюка чĕнмеллеччĕ, çук, Вилюка чĕнсен, мăшкăлласа пĕтерĕç, кулса пĕтĕç... Хурлăх тулсах çитрĕ пĕчĕк чĕрере, чăтаймарĕ Иркка: кукленсе ларчĕ те, питне аллисемпе хупласа, сасăсăр макăрса ячĕ. Пӳрнисем витĕр ун таса куççуль шăрçаланса тухрĕ, каçнă пӳрнине çыхнă пир татăкĕ йĕпенчĕ.
— Макăрас мар! — хыттăнах каларĕ Иркка хăйне хăй. Вăл тăчĕ, çырмана анса питне çурĕ те, аллисене харсăррăн сулса, хăмăллă уй урлă пилĕк çухрăмри шкула утрĕ.
— Пĕчченех кайса килетĕп, таса уйра нимĕн те хăрушă мар. Хĕлле арçын ачасемпе çӳрĕп, — çапла шухăшласа утать вăл. Акă çул çинче пĕр йывăç ларни курăнса кайрĕ.
— Çурма çулта йывăç ларать, тесе каланăччĕ мана атте, — аса илчĕ Иркка.
Вăл хирти пĕччен хурама патне çитсе пыратчĕ, кĕтмен çĕртен Петте йăран çинчи пĕлтĕрхи типĕ кашлинчисене шăтăрт-шăтăрт çĕмĕрсе утса çул çине тухса тăчĕ; çĕтĕк-çатăк улача кĕпи ун çинче аран-аран тăрать.
— Эсĕ Ирккаччĕ, — терĕ вăл, тĕсне çухатнă куçĕсемпе пăхса, пĕчĕк ачан сехрине шартах хăпартрĕ.
— Иркка...
Иркка урăх ним те калаймарĕ, çул çинче унăн пĕтĕм ӳт-пĕвĕ хытса кайрĕ.
— Атя-ха, хĕрĕм, — терĕ те Петте Ирккана хулĕнчен ярса тытса хурама умне илсе пычĕ. — Эпĕ питĕ пуйса кайрăм, çавăнпа мана çынсем юратмаççĕ. Эпĕ хам та çын кулли пулса тăрас темерĕм, çын пулма пăрахрăм та ирĕклĕ ула курак пулса кайрăм. Акă эсĕ мана пăхса тăр-ха, — Петте икĕ аллине сулса вĕçнĕ пек сиккелесе хурама тавра çаврăнса илчĕ. — Кăррак! — тесе кăшкăрчĕ.
Ирккан хăранипе вăй-халĕ пĕтсе çитрĕ, куçĕ хуралчĕ, ĕмĕрхи ватă пĕр хурама та ăна темиçен пек курăнчĕ.
— Хĕрĕм, эпĕ ĕнтĕ çынсенчен пуринчен те чаплăраххи пулатăп, — терĕ Петте, — çак хурама çинче хам валли ăшă йăва çавăратăп та укçа шутласа кăна пурăнатăп. Пĕлетĕн-и, манăн укçа мĕн чухлĕ! — çĕтĕлсе пĕтнĕ шăлаварĕнчен тĕркемĕпе хĕрлĕ те кăвак хутсем кăларса кăтартрĕ те каялла персе чикрĕ. — Эсĕ мана пăхса тăр, асту никама та ан кала. Эпĕ çӳлти турат çине хăпарса ларатăп та укçа сăватăп, — каласа пĕтеричченех аялти туратран уртăнчĕ те хăвăрт çĕкленсе туратти çине хырăмпа выртрĕ, вара пĕр турат çинчен теприн çине пусса çулçă ăшне пытанчĕ.
Иркка ури çĕре тивнине туйми, çил хуса çитейми каялла, ял еннелле, чупрĕ.
18
Тепĕр ирхине Хĕр-Ваçка вулăса кайма тухсан, хирти хураман çӳлти тураттинчен Петте çакăнса тăнине курнă. Юлашки вăхăтра ун чылаях кăвакарнă çӳçĕ арпашса пĕтсе çамки çине ӳкнĕ, аллисем юн аннипе тăртанса тачкаланнă. Хурама айĕнче патша чухне кăларнă укçасем çулçă пек вĕçкеленĕ, хăшĕ-пĕри çул хĕрринчи хыт-хураран çакланса вĕлкĕшсе те чăштăртатса тăнă. Петте йывăç тăрринчен ӳкнĕ май хăрăк турат пуçне пиçиххи тĕлĕнчен тăрăннă та çакăнса тăнă.
Усал вилĕмпе вилнĕ çынна ялти ватă çынсем масара хăйĕн тăванĕсемпе юнашар чикме юрамасть терĕç, çавăнпа ăна масар хĕррине, тиллĕрен ашкăнса ӳсекен айлăма, пытарчĕç, чунне эсреле панă тесе, ун тăпри çине хĕрес лартмарĕç, юман юпа çапрĕç.
Пурнăçĕнче питĕ йăваш пулнă Петте тĕшмĕшлĕ ялшăн усал мĕлке пулса тăчĕ, унăн тарăхакан çылăхлă чунĕ çĕрле мунчасенче çӳрет, выçă пирки урамра макăрать текен сăмахсем ялта чылай пулчĕç. Халăх пĕр-пĕр çĕрте пухăнса ларнă чухне Петте пирки тем те калаçрĕ, вĕçне те, хĕррине те тупаймарĕ, мĕншĕн тесен вăл вăрттăнне çĕре илсе кайрĕ — ун аллине укçа епле пырса кĕни çинчен хăйĕн арăмĕ Тарье те пĕлмен. Ку çын усал пулнă пулсан, пуйса кайĕччĕ, пĕтĕм çынна хăй умĕнче ташлатĕччĕ, хăй çемçе те ырă кăмăллă пулнă пирки халĕ ĕнтĕ масар хĕрринче пĕр-пĕччен юпа ларать, ун айĕнче выртакан çын пирки ялта темле те калаçу пырать.
— Урăхла пулма пултараймасть, Петте çынна вĕлерсе пуйнă, — терĕç пĕрисем.
— Вăхăтсăр... Ку укçа юрăхсăра тухнă...
— Çавна тӳсеймесĕр вилчĕ те ĕнтĕ.
— Петте çын вĕлерме мар, шăши те вĕлермен. Мĕскер вилнĕ çын ятне варалас!
— Тупнă пулĕ вăл?
— Тупнă та савăннипе ухмаха ерсе кайнă...
— Хаксăр укçа тупнипе мĕн савăнмалли пур. Петте аслă çынччĕ, ăнах чухлама пĕлнĕ.
— Пытарса усрама Варлам панă пулĕ ăна?
— Чăнах та, самана çирĕп маррине сиссе, малалла тем пулĕ тесе, тĕплĕрех пытарасшăн пулнă пулĕ?
— Варлам çынна париччен çĕр айне пытарать!.,
— Ывăлĕ ярса панă пуль?
— Икĕ пин таран ăçтан туптăр Микулай?
— Пĕр-пĕр буржуя вĕлернĕ пулĕ?
— Микулай Петрович çын вĕлерсе çӳремĕ!
Çапла тĕрлĕ сас-хура таканари шыв пек чӳхенсе тăчĕ, кӳршĕ Макçи анчах пĕр сăмах та шарламарĕ.
Тепĕр хыпарĕ вара ялтан çын катăлни çинчен мар, яла çын хутшăннă пирки тухрĕ: яла никам палламан тимĕрçĕ килнĕ. Килнĕ те ял вĕçĕнчи çырма хĕррине тимĕрçĕ лаççи лартнă, сунталне шаккама та пуçланă. Ун хушамачĕ Изотов пулнă пулсан та, сăмала пек хура сухалĕшĕн, вичкĕн хура куçĕсемшĕн халăхра ăна Пугачев хушамат пачĕç.
Каçхи апат хыççăн Макçи таçта кайма пуçтарăнчĕ.
— Ăçта каятăн каçа хирĕç? — ыйтрĕ арăмĕ.
— Мĕн-ха, Иркка çурлине кайса шăллаттарас тетĕп.
— Каллех тимĕрçе-и? Хăвăн çурлуна ĕнер кайса шăллаттартăн.
— Кĕçĕр Иркка çурлине... Шăлĕсем якалнăран касрĕ те ĕнтĕ аллине.
— Ĕнерхи пек нумай ан тăр. Ĕнер çутăлас умĕн тин килтĕн пулас.
— Ун пекех мар та... Çын нумай пулчĕ, черечĕ пысăкчĕ.
— Мĕскер вара, ун пек нумаййăн нихçан та тимĕрçе çӳреместчĕç-çке?
— Ара, хамăр ялта икĕ çул тимĕрçĕ пулман. Ют яла ун пекех каяс çук çав.
Арăмĕ тата мĕн те пулин ыйтасран Макçи, Иркка çурлине илсе, урама хăвăрт тухрĕ.
Чылай вăхăт иртсен, хĕвел чăмăрĕ çĕр çумнех анса çитсен, Ирккана амăшĕ чĕнчĕ.
— Иркка, лашана апат патăн-и? — терĕ уçă чӳречерен.
— Патăм, — терĕ хĕрача, курăк çыхма илсе тухнă кантрине алă çине çаврашка туса пуçтарса.
— Пӳрте кĕр-ха.
— Халех!
Иркка пӳрте кĕрсен, амăшĕ ăна хăлхаран каланă пек пăшăлтатса каларĕ:
— Эсĕ тимĕрçе кай-ха, пăхкала, мĕн тăваççĕ унта? Вара аçуна чĕнсе кил. Тем, инкеке ан лектĕр, халĕ самани шанчăклă мар, вилĕм тупасси часах пулĕ.
Тимĕрçĕ лаççинче çын туллиех, пурте çурла шăллаттарма пынă. Пуçтарăнса канашлама кун пек килĕшӳллĕ вырăн ниçта тупаймăн.
— Мĕскер нумай пуплесе лармалли пур, — терĕ Хĕр-Ваçка. — Сухине кам сухаланă? Эпир! Кам вăрлăхне акнă? Халăх вăрлăхне вăрласа акнă!
— Çапла. Мăкаçее çаратман пулсан, хамăрах акаттăмăрччĕ...
— Михаля тарни аван мар. Ĕç хупланса ларчĕ. Варлам таса юлчĕ.
— Хăрарĕ...
— Ара, хăрамасăр: вулăсрисем пурпĕрех Варлам майлă пулатчĕç.
— Ĕлĕкхине аса илсен те — анисем пирĕн пулнă, вĕсене кантуртисем чееленсе пиртен туртса илчĕç. Варак леш енчине хутăра уйрăлса тухакан çынсене памалла турĕç, вăл, айта, йĕркипех çапла, тен, патша хушнипех... Ку енчине вара пирĕн вулăсри старшина туса пачĕ. Сахалах тӳлемерĕ пулмалла ăна Варлам? — терĕ Уçка шăллĕ Кирил, хăрах аллипе сулса.
— Çав мăкаçей пиркиех сăмах тапратас килет, — терĕ пĕр кăвакрах сухаллă çын. — Люшша каланă тăрăх, ăна пĕр арçынпа пĕр хĕрарăм çыхса пăрахнă ĕнтĕ, анчах Ямшăк Михали ăçта кĕрсе кайнă?
— Тарнă пулĕ...
— Тарнă пулсан, ку темĕн ăçта сулланса çӳрет вăл? Мĕн çисе пурăнать?
— Тĕнчере ĕç сахал-и?
— Çук, апла мар пулĕ, — сăмах хушрĕ кăвак сухалли. — Люшшана канаш тусах çыхса пăрахнă пулĕ хăйсемех... Михаляна кăнтса çĕре чикнĕ пулмалла.
— Турă çырлахтăрах, — терĕ шăппăн Макçи.
— Çапла çав... Ун пек пулман пулсан, çыхакансем ĕçкĕре те пулин мухтанĕччĕç. Тата унта хĕрарăм пулнă, теççĕ. Хĕрарăм чĕлхи вăл пăру хӳри пекех çапкаланма юратать.
— Чăн та çапла пулнă пулĕ, çавăнпа Варлам ун чух вулăсран Вăхăтлăх правительство комиссарне тата казакĕсене илсе килессе илсе килчĕ... Люшшана салтрĕç те, вара ял халăхне суда парасси те, Михаляна шырасси те пулмарĕ.
— Турă сыхлах ку саманара, — терĕ ерипен тĕттĕм кĕтесрен пĕр сасă.
— Тартнă пулсан, тартакансем йăнăш тунă.
— Пĕтерĕр, халăх, калаçса. Макçи, сан хĕрачу килет... Çапла вара, халăх, пĕри те каялла ан чакăр, ыран хĕвелпе пĕрле Варак патĕнчи анасем патĕнче пулмалла! — пĕтерчĕ сăмахне Ваççа, Микулай çырăвне кăкăр çумĕнчи кĕсйине пытарса.
Тимĕрçĕ лаççинче нумаййăн ларнине курса, Иркка алăк патне пыма вăтанчĕ, ашшĕ куртăр тесе, вăл алăк умĕпе иртейсе кайрĕ, ăна ашшĕ курчĕ те:
— Иркка, эпĕ халех пыратăп, эсĕ мана чĕнме килтĕн пулĕ-ха? Лар-ха çавăнта, çерем çине, — терĕ.
Иркка тимĕрçĕ лаççинчен иртсе çырма хĕррипе тимĕрçĕ хваттерте тăракан кил патнелле утрĕ. Пахча кĕтесĕнчен ăна хирĕç сасартăк хăй пек пĕчĕк хĕрача чупса тухрĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне сăнаса пăхрĕç. Иркка умĕнче вырăс хĕрачи тăрать. «Ку вырăс хĕрĕ улпут хĕрĕсем пекех усал пулсан, мана халех чышса ярĕ е питрен сурĕ, е тата пĕр-пĕр инкек кăтартĕ, — тесе шухăшларĕ те пĕр-ик утăм каялла чакрĕ Иркка, — ун пек кун пек пулсан, тарма май пултăр. Анчах вырăс хĕрĕ пĕр тапранмасăр тăрать, ниепле инкек те тăвас пек мар. Вăл çара пуçăн, çырă çӳçĕ шултра ункăн-ункăн мăй таран явăнса тăрать, çӳç кăтрисене типтерлĕ тураса пуçтарнă та хĕрлĕ пурçăн татăкпа чечеклесе çыхнă. Тăрăхларах пичĕ çинчи икĕ хăмăр куç пысăк çыннăнни пек ăслă, тĕттĕм куçхаршийĕсем илемлĕ. Тути çӳхе мар, пĕчĕк те хулăнрах, хăмла çырли евĕрлĕ. Унăн хĕрлĕ питне лапкипех пуснă вĕтĕ хуратут пĕчĕк сăмсине пĕтĕмпех хупласа илнĕ. Çине вăл кĕске çанăллă кĕпе тăхăннă.
— Эсĕ кам? — ыйтрĕ ерипен Иркка.
— Что? — терĕ хĕрача питĕ кăмăллă сасăпа.
Ун сассине илтсен, Иркка шикленми пулчĕ, анчах чăвашла пĕлмен хĕрача хăй кам пулнине каласа парсан та Иркка ăна ăнланас çук, çавăнпа та вăл ыйтăвне улăштарчĕ:
— Эсĕ мĕн ятлă?
— Что? — ун патнелле пĕр утăм туса, кĕскен ыйтрĕ лешĕ.
— Эсĕ, — терĕ Иркка, ун кăкăрне пӳрнипе тĕллесе. — Вера? Зоя? Анна?
— Нет, Маня! А ты? — Иркка пекех ун кăкăрне пӳрнипе тĕллесе каларĕ вырăс хĕрĕ.
— Эпĕ Иркка, — хăйне хăй тĕллесе каларĕ чăваш хĕрачи.
— А, Ирина?
— Çук, Ираида...
— Ира, значит?
Иркка калама та пĕлмерĕ, вырăсла ун ячĕ чăнах та Ира пулĕ тесе шутларĕ те пуçне çӳлтен аялалла икĕ хут сулчĕ.
— Ты в школу ходишь? — ыйтрĕ Маня.
Шкул сăмах пуртан Иркка Маня ыйтăвне тӳрех ăнланчĕ. Чăваш сăмахĕ «çук» вырăсла «нет» пулать иккен, ăна вăл Маня каланинчен ăнланчĕ, çавăнпа хăюллăн:
— Нет! — терĕ.
— И я нет! Нынче пойдем? — ыйтрĕ Маня. Иркка йăл кулса пуçне сулчĕ.
— Иркка-а! — илтĕнчĕ тимĕрçĕ лаççи патĕнчен Макçи сасси.
— Атте чĕнет! — терĕ Иркка.
— Атте? Отец, значит? Идем!
Вĕсем, алла-аллăн тытăнса, тимĕрçĕ лаççи патне чупрĕç. Тимĕрçе килнĕ çынсем пурте саланнă, юлашкинчен хуçи те тухрĕ. Маня ун патне чупса пычĕ те васкаса хăвăрт-хăвăрт вырăсла каласа кăтартма пуçларĕ. Иркка хăй ятне виçĕ хут асăннине çеç ăнланса юлчĕ.
— Хĕрĕм, — терĕ тимĕрçĕ чăвашла, — сана ман хĕрача ыран хăй патне пыма чĕнет. Санпа вылятпăр, тет.
— Ман ыран тырă вырма каймалла, — терĕ Иркка.
— Вырса таврăнсан, паянхи пек пулин те пырса тух. Ман хĕрачан юлташĕсем çук, питĕ тунсăхлать вăл, — терĕ тимĕрçĕ.
— Юрать, — хавасланчĕ Иркка.
Ирккапа ашшĕ килнелле утрĕç.
— Атте, çав тимĕрçĕ мĕн ятлă? — ыйтрĕ Иркка.
— Вăл Мĕтри ятлă. Сан ăна Мĕтри пичче темелле.
— Вырăс-и вăл?
— Ун ашшĕ чăваш пулнă, учитель. Мĕтри вăл хăй те учитель пулнă, çавăнпа чăвашла пĕлет.
— Ун хĕрĕ мĕншĕн чăвашла пĕлмест?
— Амăшĕ вырăс, вĕсем вырăс салинче пурăннă.
— Атте, эсĕ ман çурлана шăллатрăн-и?
— Çук, хĕрĕм, черет çитмерĕ... Эсĕ аннӳне ан кала... Сан çурлу ахаль те вичкĕн касать...
Ашшĕпе хĕрĕ киле çитнĕ çĕре сĕм тĕттĕм пулчĕ: кăнтăр енчен тачка çумăр пĕлĕчĕ çĕкленсе пĕтĕм тĕнчене хупăрларĕ. Макçи хапхана уçнă чухне çĕр çумĕпе тустаракан çил сасартăк çĕкленчĕ те хапхана перĕнсе вăйлăн силлерĕ. Иркка хăвăртрах пӳрте чупса кĕчĕ. Урине салтса выртма та ĕлкĕреймерĕ вăл — чӳречесене, вут хыпнă пек, çиçĕм çутатса илчĕ, ун хыççăн, пĕтĕм пӳрте кисретсе, аслати кĕмсĕртетрĕ.
Çĕрĕпе лӳшкетсе çунă çумăр çерем çине пысăк шыв кӳленчĕкĕсем хăварнă. Çав кӳленчĕксем çине пăхса, сарă хĕвел йăл-йăл кулать.
— Анне, паян тырă вырма кайăпăр-и? — ыйтрĕ амăшĕнчен Иркка.
— Паян каяс çук.
— Апла эпĕ выляма каям-и?
— Пĕр çĕклем шыв кӳрсе хăвар та каях, — терĕ амăшĕ.
Иркка шыв кӳрсе килсен, пахча витĕр тухса ял вĕçне чупрĕ. Кĕтмен çĕртен вăл ял вĕçĕнче хайĕн юлташне тĕл пулчĕ: Маня çĕçĕ тытнă та уялла утать, Ирккана курсан, чарăнса кĕтсе илчĕ.
— Ăçта каятăн? — ыйтрĕ унтан Иркка.
— Пойдешь со мною? — ыйтăва хирĕç ыйтрĕ Маня.
— Ку мĕн? — çĕçĕ çине кăтартрĕ Иркка.
— Полынь срезать, — терĕ Маня, çул хĕрринчен пĕр пĕчĕк армути касса илчĕ те унпа урай шăлнă пек туса кăтартрĕ.
— Атя, сана армути нумай çĕре илсе каятăп, — терĕ Иркка, аллисемпе пĕр ытам кăтартса.
Вĕсем, пĕри вырăсла, тепри чăвашла калаçса, хăш чух ăнланнăран, хăш чух ăнланайман пирки савăнăçлăн кула-кула чупрĕç.
Çуртри пуссинчи йăрансем çинче армути вĕтлĕх пек кашласа ларать. Утса çӳремелле те пулмарĕ, пĕр çĕртех икĕ çĕклем касса хатĕрлерĕç. Каялла утас тенĕччĕ, сасартăк вĕсем умĕнчен симĕс, пăчăр-пăчăр хура пăнчăллă пысăк лĕпĕш вĕçсе иртрĕ. Ачасем çухăрашкаласа çав лĕпĕш хыççăн чупрĕç. Тытасса тытаймарĕç, анчах чупнă çĕрте тем те асăрхамалли тупăнсах пычĕ: каюра шăтăкĕ унта, пĕр айлăмра чăх тĕкĕ — тилĕ хăналаннă пулмалла... Тем те пĕр курса, хĕрачасем кăнтăрлаччен вылярĕç. Сасартăк пĕлĕт, пĕр самантлăх хĕвеле хупласа, хĕрачасене çӳлелле пăхтарчĕ: хура та мар, пĕр хăмăртарах пĕлĕт хĕвелтухăç енчен шăвать-мĕн. Çумăр тăкас пек те мар хăй, акă, хĕвел каллех курăнса çутатма пуçласан, çӳлтен витререн янă пек шалкам çумăр пуçланчĕ. Шалкам çумăр шывĕ тумламăн анмасть, вăл çип пек, татăлмасăр юхать, çав çипсенчен хăшĕсем хĕвел çутинче асамат кĕперĕ тĕсĕсемпе выляççĕ, хăшĕсем ука пек йăлтăртатаççĕ. Пĕр самантра пĕр-пĕрне сăмах чĕнме ĕлкĕриччен, Ирккапа Маня йĕп-йĕпе пулчĕç. Çулла шалкам çумăра лекесси вăл пысăк савăнăç. Шалкам çумăр аслатипе, çиçĕмпе хăратмасть, тĕнче йĕри-тавра сиксе ташланă пек савăнăçлă курăнать. Çумăр шывĕ лĕп ăшă, хĕвел йĕпе тумтир витĕр кăмăллăн пĕçертет. Шалкам çумăр час иртсе каять: хĕрачасем ана тăршшĕ чупса çул çине тухсан, çумăр чарăнчĕ те.
— Ай-уй! — пĕтĕм сасăпа çухăрса ячĕ Иркка.
— Ой-ой! — çухăрчĕ Маня.
Çул çинче ниçта пусма вырăн çук — пур çĕрте те сарă шапа! Шапа питĕ нумай пулнăран, çул сарă палас сарнă пек выртать.
— Ай, пĕтрĕмĕр! — тет Иркка.
— Веником их! — терĕ Маня, пĕр шăпăрлăх пек армути уйăрса хăй умĕнчи шапасене шăлса сирме пуçласа. Иркка та шăлма пуçларĕ, шăлса тасатма çук: шăлнă йĕр çине каллех лăк шапа тухать. Чылай вăхăт çапла шапа тыткăнĕнче тăчĕç хĕрачасем, вара, шалкам çумăр килнĕ пекех, сасартăк шапасем те çухалчĕç.
— Пирĕн пахча акă! Хамăр пата кĕрсе типĕтер кĕпесене, — терĕ Иркка, пĕр аллипе хăйсен пахчи енне тĕллесе, тепĕр аллипе çийĕнчи йĕпе кĕпине силлесе.
— Хорошо, — килĕшрĕ Маня.
Пахчана кĕрсен, Иркка юлташне чие çырли патне илсе пычĕ, унтан улмуççи айĕнче ултă улма тупрĕç; улмисем пиçсе çитнĕ, калама çук тутлă!
Çак икĕ хĕрача пахчара тем вăййи тупрĕç, анчах вылясан-вылясан:
— Я домой пойду, — терĕ Маня, калинкке патнелле утса. Ирккан юратнă юлташĕнчен ниепле те уйрăлас килмест, çавăнпа ăна хуса çитсе, çаннинчен тытрĕ:
— Зачем? — терĕ вăл ăна.
— Я кушать хочу, — терĕ вырăс хĕрачи.
Иркка ăнланман пирки нимĕн те чĕнмесĕр ун куçĕнчен ăнлантарса парасса кĕтнĕ пек пăхрĕ. Маня вăл ăнланманнине пĕлчĕ те, аллине çăварĕ патне илсе пырса, чăмланă пек туса кăтартрĕ, Иркка ăнланчĕ.
— Эпĕ сана хлеб, айда пӳрте! — терĕ хыпаланса, аллипе килĕ еннелле кăтартса.
— Не надо! — пуçне сулчĕ Маня.
Маня пахчаран тухса курăнми пулчĕ, Иркка çатан юпи çумне таянчĕ те, пӳрнисене хуçса, вырăсла миçе сăмах вĕреннине шутла пуçларĕ:
— Нет, мама, поле, полынь, хлеб, лягушки... — вăл икĕ чăмăр пуçтарчĕ, пăхрĕ-пăхрĕ те, икĕ алтупанне çат! çапса, тепĕр хут пӳрнисене хуçа пуçларĕ. Çапла тăватă хут çапсан, пӳрнисене пиллĕкмĕш хут хуçа пуçланăччĕ кăна, урамра сасă илтĕнчĕ:
— Варак çырми патне тырă вырма каймалла. Эй-эй, халăх! Пурте кĕрр тухăр, унсăрăн тулăсăр юлатăр!
Кам çухăрса иртнине те кураймарĕ, сассине те паллаймарĕ Иркка.
19
Иркка сарай çумĕпе пахчаран урама тухнă çĕре ялта хапхасем уçăлса хупăна пуçларĕç: лашаллисем пурте лаша кӳлсе, лашасăррисем тăванĕсемпе е кӳршисемпе пĕрле Варак çырми хĕррине тулă вырма туха-туха каяççĕ. Ирккасен те тĕркĕшӳ пырать: пĕрле ларса кайма Чинук аппăшĕ хăйĕн хĕрĕпе, Вирукпа, пынă. Вирук, пĕчĕк Петюка хăй чĕрçи çине лартса, кӳлмен урапа çине вырнаçнă; Чинукĕ сӳсмен пăявне туртса çыхакан пиччĕшĕ умĕнче тăрать.
— Кӳлтĕм, хатĕр. Карчăк, мĕн мĕшĕлтететĕн унта? Каяр хăвăртрах. Апат таврашĕ илме кирлĕ мар, ачасем валли пĕрер татăк çăкăр илсен çитет.
— Хĕрарăмăн килти ĕç пĕтет-и?.. тем, чĕре те вырăнта мар; инкек сиксе ан тухтăр! — терĕ Иркка амăшĕ, алкумĕнчен тухса. — Ах, çав Михаляна чăнах кăларса янă-ши е вĕлернĕ-ши?.. Кăларса тартнă пулсан, çав çынсем халăх умĕнче питĕ айăплă.
— Мĕншĕн айăплă ара? — тĕлĕнчĕ Чинук.
— Кантуртисем килсен, ун чух, Михаля вырăнтах пулнă пулсан, тĕпне-йĕрне тупатчĕç, ял вăрлăхлă пулатчĕ, чĕрем ăвăс çулçи пек чĕтремен пулĕччĕ, хамăр сухаласа акнă анасем çине каяттăмăрччĕ. Халĕ темле шутламалла: те хамăр ана çине каятпăр, те, вăрра кайнă пек, ют ана çине кайма пуçтарăнатпăр.
— Вăрлăхне мăкаçейре выртнинех акнă унта, карчăк. Хыт сухине хамăр сухаланă: мĕн хăрамалли пур, — терĕ Макçи.
— Эсĕ, инке, Михаля тарнăшăн такама айăплатăн, — терĕ Чинук, урапа çине Вирукпа юнашар вырнаçса. Ĕлĕкхи земскăях килсе тухрĕ-çке ун чух йĕрлеме. Ячĕ çеç урăхла ун, мĕнлеччĕ-ха, пичче?
— Вăхăтлăх правительство комиссарĕ...
— Çав-çав, ячĕ анчах улшăннă. Вăл Михаляна мĕн кăтартĕччĕ? Персе вĕлерме те пултарать теççĕ вĕсене.
— Ну, каяр... Çурласене илтĕн-и, карчăк?
— Илнĕ!
Макçи лавĕ уйра пĕр-пĕччен пычĕ — пурте кайса пĕтнĕ. Сăртран çул анаталла ансан, сĕткенлĕ хура çĕр çинче йăванса пулнă çăра тулă лаптăкĕ курăнчĕ, Варак шывĕн леш енче вара — пуян хутăр. Пуян хутăрта мĕн пурĕ те ултă çурт. Пӳрчĕсем кермен пек, симĕс сăрпа сăрланă тăррисемпе йăлтăртатаççĕ, йывăçсем нумай, анчах вĕсем пӳртпе хуралтăсене хуплайман-ха — çамрăк. Хутăртан сулахайра — çĕр пĕлĕтпе пĕрлешичченех — хутăр çĕрĕ; хыçалта — сĕм вăрман — ку ултă килĕн пурлăхĕ хутăртан тухса, çул тӳрех Варак шывĕ урлă выртакан кĕпер патне пырать. Çак хутăрта Варламăн аслă ывăлĕ чи пуянни шутланать. Ку сĕткенлĕ те пуян çĕр çинче хĕвелĕ те урăхла пăхать: ăшăрах та, илемлĕрех те.
— Эх, çăтмахри вырăн! — терĕ Макçи.
— Куçпа çеç пăхса илетпĕр çав, — терĕ арăмĕ.
— Тен, алăпа та илмелле пулĕ, — терĕ харсăр чĕреллĕ Чинук. — Революци капла пулнипе пĕтмен, теççĕ. Революци тепре пулать, теççĕ.
— Ай-уй, хĕрсем! Ун пек сăмахсене хытă ан кала, — терĕ инкĕшĕ.
— Атте, кунта пăрçа пур-и? — ыйтрĕ çул тăршшĕпе шăп ларса пыракан Петюк.
— Кун пек çĕр çине пăрçа акмаççĕ, авăра çеç каять вăл хура çĕр çинче. Кунта лапкипех тулă, — терĕ ашшĕ, тулă пусси патне çитсен.
Пурте анисене çул хĕрринчен виçĕ-тăватă тĕмлĕх чуптарнă, Макçи çурпилĕкĕпе Чинук, çурпилĕкĕ анчах тăсăлса юлнă. Хĕрринчи ана патне çитсен;
— Турă пулăштăр сире! — терĕ Макçи арăмĕ.
— Тавтапуç, хăвăрăн та ĕçĕр ăнса пытăр! — чĕнчĕ хирĕç Хĕр-Ваçка, чĕркуçленсе ларса кĕлте çыхаканскер.
— Кĕлти час тулать, ани хăвăртах каймасть. Ку тулла чипер пуçтарса хамăр алла илсен, хĕлле выçă аптрамăттăмăрччĕ, — терĕ Укçине. Вĕсен тăватă ачи, питĕ ĕçченскерсем, иртсе каякан урапа çине пăхса илчĕç те каллех пĕкĕнсе выра пуçларĕç. Ваçкăпа юнашар ани Чинукăн. Чинукпа Вирука анма Макçи лашине чарчĕ:
— Ваçкан ачисем ытла вĕтĕ, ку йывăр саманара мĕнле ӳстермелле вĕсене, — терĕ Иркка амăшĕ.
— Вакăрах çав... Аслă хĕрачи вун тăваттăра, икĕ ывăлĕ вун иккĕре те вуннăра. Кĕçĕн хĕрĕ пепĕкке çеç-ха, — терĕ Чинук, çурлисене салтса.
— Но-о! Çитер хăвăртрах. Намăс пире капла кая юлса килнĕшĕн! — терĕ Макçи, лашине тапратса.
— Чинук аппа! — терĕ Ваçкан аслă хĕрĕ, каялла çаврăнса. — Эсир пире хуса çитеймĕр ĕнтĕ!
— Çитеймĕпĕр çав, Маруç, — терĕ Чинук.
— Эпир пырса пулăшатпăр вара! — терĕ чи кĕçĕн ачи, вырма пĕкĕннĕ çĕртен сулахай алли айĕнчен пăхса.
— Эй, шăрка, ху тем чухлĕ вырас пек мухтанатăн, эпир Павлушпа каланă пулсан, юрĕччĕ, — терĕ аслă ывăлĕ.
— Ха, Чинук, ман ачасем сана пулăшасшăн, — терĕ, ачисен ырă кăмăлĕшĕн савăнса, вĕсене питĕ юратса ӳстерекен Укçине.
— Эпир иксĕмĕр хĕр чухне юлташлă пурăннине пĕлеççĕ вĕсем, — терĕ Чинук, вырма пуçласа.
Пĕр самант анчах пусă лăпкă тăчĕ, пĕр самант анчах çурласем кăчăрт-кăчăрт туни илтĕнчĕ — сасартăк çулпа килекен виçĕ лав курăнчĕ, пĕкĕ айĕнчи шăнкăравĕсем пĕтĕм таврари сывлăша сасăпа пăлхатрĕç. Лашисем урисене ывăтаççĕ кăна, тăрантас ураписем айĕнчен çăра пылчăк сирпĕнсе пырать.
— Ах, турă! Килеççĕ! — терĕ Укçине, сасартăк шурса кайнă çамки çинчен пуçласа хĕрес хыврĕ.
— Вилетĕп те, хам анана памастăп! — çирĕп каларĕ Ваçка.
— Инкеке кура тата эпир хĕрринчи-çке, — терĕ арăмĕ.
— Сто-ой! — лашисене Ваçка ани çинче чарчĕ малти тăрантас ларчăкĕ çинчи Тихха.
Тăрантас çинчен Люшша сиксе анчĕ, ун хыççăн Варламĕ те, хăйĕн çулĕсене кура мар çăмăллăн сиксе анса, Ваçка патнелле утрĕ. Вĕсем хыçĕнчен тепĕр ик лавĕ çинчен те Çатра ялĕн пуянĕсем тăваттăн анса, Варлам хыçĕнчен пычĕç. Пурте вĕсем атăллă, сатин кĕпеллĕ. Чи малта, икĕ аллине сарлака пустав шăлаварĕн кĕсиисене чиксе, хырăмĕпе кăкăрне мăкăртса, Люшша тăчĕ. Унăн хĕсĕк куçĕсем Укçинене йĕкĕлтесе пăхрĕç. Ваçкан ку вăхăта пăрăнмалла пулнă, анчах ăçта тарса хăтăлĕ урасăр çын? Упăшкине хăрушлăхра пĕччен хăварас мар тесе, Укçине аллинчи çурлине пăрахмасăрах ун патне утса пычĕ. Выракан халăх пурте тырă урлă çак хăрушă çынсем çине пăхать. Пĕр Иркка амăшĕ çеç, хăранипе чĕтренке ерсе, Ирккапа Петюкне çавăтрĕ те шыв хĕрринчи çăра хăмăш ăшне кĕрсе ларчĕ.
— Ну, — йĕкĕлтенĕ сасăпа пуçларĕ Люшша. — Кам тыррине выратăр-ха?
— Камăнне пултăр, хамăнне, — терĕ Ваçка.
— Кам валли?
— Ку таранччен чăлах пулин те, тарçă пулса курман. Çын валли вырмастпăр, хамăр валли выратпăр! — терĕ уксах салтак.
— Апла-и?! — çăварне йĕрĕннĕ чухнехи пек чалăшшăн карса кăшкăрашрĕ Люшша.
— Апла çав! — лăпкăн сăмах хушрĕ Ваçка.
— Вăрă! — çухăрчĕ Люшша.
— Эсир хăвăр вăрă! — çиленсе кăшкăрчĕ Ваçка та. Кăшкăрашнă çĕре Кирил та çитсе тăчĕ.
— Вĕрентмелле иккен сана! — Люшша çавăнтах тарăн кĕсйинче тытса тăнă урапа шертешникне туртса кăларчĕ те Ваçка пуçĕ тĕлне туса çӳлелле çĕклерĕ.
— Атте! — чĕрене çуракан сасăпа куççуль витĕр шари çухăрса ячĕç ачасем.
Çак хăрушă самантра Укçине упăшки вăрçăра чухне темле асап та курнине, Люшша пилĕк-ултă кĕрепенкĕ кĕрпе парса пусмăрланине, хĕрарăм ятне янине аса илчĕ, çилли пыр тĕпне капланса килчĕ. Вăл халĕ хăйĕн тăшманне çыртса çурма та хатĕр пулчĕ.
— Эс каллех пилĕк керепенкĕ кĕрпе кĕлмĕçленсе ыйтасса кĕтетĕн-и? — Укçине сасартăк çурлине çĕклерĕ те Люшша сăмси çине лартса туртрĕ.
— Ай! — тискеррĕн çухăрчĕ Люшша, юнлă сăмсине аллипе хупласа.
Люшша пӳрнисем витĕр юн пĕрхĕнсе тухнине курсан, Укçинене хăранă туйăм пăчăртаса лартрĕ, вăл каялла тарма çаврăнчĕ, анчах Çатра пуянĕ Якур, Люшша куккăшĕ, ăна хырăмĕнчен çĕçĕпе пашлаттарчĕ. Укçине ним сасă кăлармарĕ, çĕре кукăрăлса ларчĕ.
— Вилсе вырт, йĕксĕк! — терĕ Якур, çĕççине туртса кăларса.
— Хурах! — кăшкăрса ячĕ Ваçка, вирелле тăнă çӳçне, тăпăлса вĕçсе каясран хăранă пек, икĕ аллипе ярса илсе.
Люшша ыратнине тӳсеймесĕр кăткă йăви çинчи çĕлен пек авкаланса тăчĕ:
— Ай-ай! — хытă çухăрса кĕлтесен тĕмĕ çине ӳпне йăванса кайрĕ вăл.
Тăванĕсем ăна тăрантас çине хучĕç.
— Тихха, больницăна чуптар! — терĕ Варлам, юлташĕсемпе пĕрле айккине пăрăнса тăчĕ. Ваçка ачисем йăран çине пуçтарăнса тăнă. Вĕсене тĕм хыçĕнче выртакан амăшĕ курăнмасть.
Хăрах аллипе картузне çавăрса, хăрушă вырăн патĕнче Кирил пĕтĕм саспа çухăрчĕ:
— Эй-эй! Ырă халăх! Пĕрерĕн-пĕрерĕн вĕлерессе кĕтетпĕр-и? Пуçтарăнăр, тапранăр, халăх! Эй-эй!
Çынсем унтан та кунтан чупса пухăна пуçларĕç. Укçине патне чи малтан Чинук пырса çитрĕ, çухăрса ярас сассине тытса чарас пек кăкăрне аллипе тытрĕ. Вара хăй хĕрĕ патне хăвăрт чупса пычĕ;
— Вирук, Ваçка ачисене илсе кай кунтан, халех!
— Мĕншĕн?
— Илсе кай хăвăртрах, халех! Çакна ан курччăр!..
Вирук ачасем патне чупрĕ.
Уйра унта та кунта халăх тĕркĕшни курăнса кайрĕ, такам хытă кăшкăрни хир тăрăх янăрарĕ.
— Укçинене вĕлернĕ!
— Анне!.. Анне!.. — сиксе макăрса ячĕç ачасем, Вирук аллинчен вĕçерĕнсе.
Вирук ним ăнланайман кĕçĕн хĕрне алла тытрĕ те Варак шывĕ хĕррипе чупрĕ. Виçĕ ачи амăшĕ патне сиксе пычĕç.
— Анне! Анне! — чи хаклă сăмаха çине-çине каласа татăлса макăраççĕ ачасем.
Маруç амăшĕ пуçне хăй кăкăрĕ çумне тытрĕ те, ачисене тăлăха хурлăх курма хăварса, ĕмĕрлĕх сивĕнсе каяс куçĕсене чуп тăвать, сивĕнсе каяс тутисене хăйĕн вĕри куççулĕпе йĕпетет, анчах ниепле вăй та, ниепле тăрăшни те ăна вилĕмрен çăлас çуккине пĕлтерсе, сурантан юхакан юн çĕр çине сарăлать.
Укçине кăштах куçне уçрĕ. Чĕтреве ӳкнĕ тутисене хускатса ахлатрĕ те, унтан майĕпен çеç:
— Ан тăскалăр... вилетĕп... — ерипен каларĕ Укçине. Пухăннă халăх, ачасен хурлăхне курнипе хытса кайнăскер, Укçине сассипе сасартăк тăна кĕчĕ.
— Сана больницăна леçмелле пулĕ? — ыйтрĕ Уçка. Укçине ун сăмахне илтмерĕ, йынăшса, вăл çапла сăмах хушрĕ:
— Пил сире, ачасем... Кĕçĕнни ăçта?
— Çывăрать, — терĕ Чинук.
— Ан вăратăр... Пил сана, Ваçка... Каçар мана... Ваçка нимĕн тăва пĕлмесĕр аптраса, хуралнă аллисемпе куçне шала-шăла илет.
— Ху каçар, Укçине...
— Каçарăр мана, халăх...
— Леш тĕнчере турă умĕнче те, çĕр çинче çынсем умĕнче те сан яту таса пултăр, Укçине, — терĕ Чинук, хĕвелтухăç енне сарлакан сăхсăхса.
— Ачасене... — терĕ Укçине. Куçĕсене кăшт уçса, ачисене пăхса илчĕ, тата тем калас тесе çăварне уçрĕ, анчах сасă тухни пулмарĕ... Вара ерипен, хĕвел сăрт хыçне аннă пек, куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупрĕ...
— Анне!.. Анне, тăр!.. — шари макăрса ячĕç ачисем.
— Чинук, илсе кай кунтан ачасене, — терĕ ерипен Станук Макçи, куçĕсене шăлкаласа.
— Вилчĕ... — терĕ халăх хушшинче пĕри. Пурте хĕвелтухăç енне çаврăнчĕç. Арçынсем картузĕсене хывса, хĕрарăмсем куçĕсене шăла-шăла ушкăнĕпе, кĕлĕри пек, ачисене ӳстерсе хăвараймасăр, хăйĕн йывăр пурнăçĕнче ним ырлăх та курмасăр вилнĕ телейсĕр чăваш хĕрарăмĕн чунне леш тĕнчене ăсатса сăхсăхрĕç.
— Урапа çине çĕклесе хурас, — терĕ ерипен Ямшăк Михали арăмĕ.
Пуянсем çаплах пĕр çĕрте пĕр чăмăр пулса тăраççĕ. Акă пĕри шурă сăмса тутăрне туйи çине çыхса çӳлелле çĕклерĕ.
— Мĕне пĕлтерет-ши ку? — шухăшларĕ Кирил, çынсем хушшинчен пуянсене куç сиктермесĕр сăнаса тăнăскер. Унччен те пулмарĕ, хутăртан вун икĕ çынлă ушкăн хăпса тухрĕ, васкаса кĕпер патнелле утать, пуртăпа сенĕк йăтнисем хушшинче пăшаллисем те пур. Кирил пурне те ăнланчĕ... Вăл хăйĕн Иван ятлă шăллĕне тупрĕ те унпа пĕрле шыв хĕрне чупса анчĕ, пĕр лакăмран тимĕр банка кăларчĕ.
— Шăллăм, ме часрах... Халăх юнĕ нумай тăкăнĕ, — терĕ вăл, типĕ йĕтĕнпе шăрпăк парса.
— Пичче, тытсан мана вĕлерĕç! — терĕ шăллĕ.
— Ан тытчăр çав... Халăхшăн тăрăш! Чуп!
Шăллĕ кĕпер урлă чупса каçсан, Кирил çын ушкăнĕ патне чупрĕ.
— Анне!.. Анне!.. — вĕçĕмсĕр макăраççĕ тăлăха юлнă ачасем.
— Ачасем, — тет вĕсене ыталаса Чинук. — Чарăнăр-ха... Эпĕ сире хам пата пурăнма илетĕп. Тумлантаратăп сире, çитеретĕп... Халĕ... пирĕн Нина таçта, кайса шырăр-ха ăна, шыв хĕррине кайнă пулмалла...
Чинук ачасене йăпатса вĕсемпе шыв хĕррине аннине курсан, хăмăшлăхран инкĕшĕ икĕ ачине çавăтса тухрĕ.
— Ах, турă, хĕрсем, мĕскер пулса иртрĕ унта? — ыйтрĕ йĕпенсе пĕтнĕ инкĕшĕ.
— Акă, инке, кусене халь хам пата илес терĕм.
— Чинук аппа, вилнĕ çын нихçан та чĕрĕлеймест-и? — ыйтрĕ Павлушĕ.
— Чĕрĕлсе тăмасть, ачам. Сирĕн аннӳ çук ĕнтĕ, эсир мана анне тесе чĕнĕр, — чăн-чăн тăван амăшĕ пек ăшшăн каларĕ Чинук.
— Мĕн кĕрлеççĕ тата? — терĕ Иркка амăшĕ, хăрах хăлхи çинчен тутăрне каялла сирсе.
— Чăнах та, епле хытă шавла пуçларĕç... Хутăртисем çар пек хăпса çитрĕç, — терĕ Чинук.
— Ай, пĕтрĕмĕр, Иркка хĕрĕм, тăлăха юлатпăр-çке... Сана та яма хăратăп... Ах, çавах та аçуна тупса сĕтĕрсех кил-ха кунта.
Иркка, сăрта чупса хăпарса, хăйсен анисем еннелле пăхрĕ. Унта пуянсем пуртăсем çĕклесе юнама пуçланă, хресченсем те чышкисене чăмăртаса кăшкăраççĕ. Курнине амăшне калас тесе каялла çаврăнчĕ Иркка, пăхать — хутăрта виçĕ тĕлтен çинçен кăна кăвак тĕтĕм çĕкленчĕ, вут сикрĕ.
— Пушар!.. — сывлăша янăратса, çухрăмран та илтĕнмелле пулĕ, çухăрса ячĕ Иркка.
Шыв хĕрринче тăракан амăшĕ сăхха яра пачĕ:
— Ай, турă! Ахăр самана пуçланчĕ пулĕ. Ахальтен çур тырри вырнă вăхăтра шалкăм çумăр çуса кăтартрĕ-и? Шалкăм çумăр ыраш вырма тухиччен çăваканччĕ! — терĕ вăл, каллех хăмăш ăшне лăпчăнса.
Çынсем еннелле çаврăнса пăхрĕ Иркка: пĕр пуртă та курăнмасть, пуянсем кĕпер патнелле чупаççĕ. Ватă Варлам хытă чупаймасть, вăл кая юлса хресченсене пушар сӳнтерме чĕнет:
— Тăванăмăрсем, ял халăхĕ! Эпир те сире пурнăçра пулăшнă. Пушара сӳнтерме пулăшăр.
— Хăвăр та нумаййăн! — терĕ Кирил.
— Пымастăр-и? Сире-и!.. Ман тырра вырнăшăн эпĕ сире тĕрмере çĕртетĕп, комиссар патне каятăп, эпĕ Керенский патне çитетĕп! — сурчăкне сирпĕтсе çухăрчĕ Варлам.
— Çӳрех хăвăн çулупа. Халĕ пушар сӳнтерме чупăр, эпир ирĕккĕн вырар, — терĕ Кирил.
Пуянсен ушкăнĕ хутăр патне чупса çитнĕ çĕре сут тăвакан Лука çуртне вут хыпса илчĕ. Лукан лавккинче краççын та, эрех те, тикĕт те нумай. Сасартăк лавккаран кĕленче ванчăкĕсем кĕлте пек сиксе тухса чăнкăртатса сирпĕнчĕç, ун хыççăн пĕлĕт пек вут сиксе тухса, пĕтĕм хутăра хупларĕ.
— Пĕтрĕ-ĕмĕр! — çухăрчĕç хутăрта темиçе сасă.
— Пĕтĕр çав, тĕппипе пĕтĕр, ĕмĕртен ылханлă йăх! — терĕ Кирил, чăмăртанă аллине çӳлелле çĕклесе.
— Кирук, капла пире пĕрерĕн-пĕрерĕн пĕтерĕç. Халăхпа пĕрле пухăнар.
— Тĕрĕс каларăн, Ваçка. Халех пуçтарăнар... Эй-эй, халăх, пуçтарăнăр-ха! — терĕ Кирил. Çынсем пуçтарăна пуçларĕç.
— Халăх, — терĕ Кирил, хăрах аллине малалла тăсса. — Ĕмĕртен пире пуянсем пусмăрланă. Халĕ пирĕн мăя хунă мăйкăча туртасси çеç юлнă. Парăнмастпăр, халăх! Фронтра та вăрçă, кунта та вăрçă пулмалла. Варлам пире Керенскипе хăратасшăн. Тĕнчере пирĕн хута кĕрекен Ленин пур! Эпĕ ун çинчен окопра та, госпитальте те илтнĕ. Ленин пусмăрпа чуралăхра пурăнакан çынсене ирĕке кăларасшăн тăрăшать. Пуянсемпе чиркӳ çĕрĕсене пĕтĕмпех ĕç хресченĕсене валеçсе памалла!
— Тĕрĕс! Тĕрĕс! — тĕрлĕ енчен янрарĕç сасăсем.
— Чи лайăх çĕре, тăватă хурама патĕнчине, кăçалах илсе кĕрхи çĕртме туса хăвармалла! — терĕ пĕри.
— Ыранах çĕртме тума пуçламалла, ку тулла хĕрарăмсем вырса пĕтерĕç, — терĕ тепри.
— Тĕрĕс! — Вăл çĕре пирĕн илмеллех. Ларăр, халăх, канашлар... — терĕ Кирил, тĕм çине ларса.
Пĕтĕм халăх ларчĕ. Пурте, ун çăварĕнчен пăхса, пĕр сăмахне те сиктермесĕр итлеççĕ. Çынсем çеç мар, таврари ылтăн тулă та пĕр хумханмасăр итлет. Шывăн ку айккинче шăп, хресченсем ерипен канаш тăваççĕ; леш енче вут-хĕм çĕмĕрлет, пуянсем кăшкăраççĕ. Хресченсенчен пĕри те пушар еннелле пăхмасть.
Вирук анчах çыран хĕрринчи йăмра сулхăнĕнче çывăрса кайма пуçланă Ваçкăн кĕçĕн хĕрне алă çинче çĕклесе уткалать. Ку ача ăна йывăр шухăша ярать, ашшĕ вăрçăран аманса килсе килте асапланса вилнине, вĕсем амăшĕпе татăлса макăрнине аса илтерет. Чĕрене хĕсекен шухăшсене кăшт та пулин манас тесе, Вирук ерипен юрласа ячĕ, анчах хатĕр юрра юрласан, чĕлхе кăна юрлĕ, урăх шухăша куçас тесе, вăл хăй юрă шухăшласа юрлать:
Вĕçсе иртĕ хăлат кайăк,
Вăл сана, ачам, курĕ-ши?
Тĕнче кайрĕ хускалса,
Вăл пире телей кӳрĕ-ши?..
Пĕчĕк Нинăн питне Варак шывĕпе çунă хыççăн вăл ăна хăй пуçĕнчен шурă тутăрĕпе чĕркесе тытнă, хăй çара пуçăн юлнă. Тĕттĕм сарă çӳçĕ вăрăм çивĕтре. Сăнĕ те, сасси те ун каснă-лартнă амăшĕн пек. Юрлать Вирук, ун шухăшĕ юрă хурать, анчах куçĕсенчен вĕçĕмсĕр шăрçаланса куççуль юхать. Куçран сăрхăнса тухсан, куççуль тумламĕ чылайччен вăрам куç хăрпăкĕ çинче чĕтренсе тытăнса тăрать, мерчен пек таса тумлам пушар çути ӳкнипе йăлкăшса илет. Куç хăрпăкĕ çинче тытăнсан-тытăнсан, куççуль тумламĕ хĕвелпе пиçнĕ кĕрен питçăмарти тăрăх чупса, юн тумламĕ пек, алăри ача çине ӳкет.
20
Варак шывĕн пĕр кукăрĕнче, шыв арманĕ патĕнчен пуçласа кĕпер патне çитиччен, тикĕт пек хура та мăкăнь пек тĕпренчĕк тăпраллă утмăл ана выртать, чылайранпа ĕнтĕ патша законĕ тăрăх халăхран пуян Варлама куçнăскер, çав çĕр кăçал кĕрхи çĕртме тăвасса кĕтет.
Ку çĕре хуçалла ура пуссан, Варлам унта шыв арманĕ лартрĕ; арман тавра сакăр ана улăхлăх карта тытса уйăрнă, çавăнтах, кĕркунне-çуркунне вешнике юсама алă айĕнче пултăр тесе, вăрман ларттарнă, çулла килсе савăнма улмуççи пахчи чĕртнĕ, пахча варрине икĕ хутлă чул çурт лартнă. Аслă ывăлне хутăра уйăрса кăларнă чух Варлам çак армана ăна панă, çавăнпа тăватăм кун пулнă пушар хыççăн Мĕтри Варламчăн пурăнма çемйипех армана куçмалла пулчĕ.
Те кĕрхи çĕртме вăхăчĕ çитнĕрен паян кунĕ сивĕ. Тăхлан тĕслĕ пĕлĕтсем шăваççĕ, арман тарăн пĕвинче хăйсене хăйсем пăхса савăнаççĕ. Çил вĕрет, çил вĕрнипе арманăн йăмра вăрманĕ пĕр тикĕс кашласа ларать, анчах армана пухăннă халăх вăрман пек мар, тĕрлĕ шухăшлă, тĕрле сасăпа калаçать.
— Йĕлмекассем Варлам туллине вырма тухнă, тет, — терĕ пĕрмесĕр сăхманлă çамрăк арçын..
— Мĕн усси... Пирĕн ялсем те Утюр пуянăн урпине тапăннăччĕ те, халĕ ак саккăрăн лараççĕ ав, часах суд пулмалла, — терĕ ватă çын.
— Сирĕн ялсене çав каçах кантуртан казаксем çитсе хупăрланă, Йĕлмекассене халĕ те хӳтермеççĕ, тулă кĕлтисене çурăм çине хурса çĕрĕпе йăтаççĕ. Варлам тарçисем хăвалакалаççĕ, кантуртисем халĕ те çитеймен...
— Кантуртисен халĕ хӳри вĕçне туй килнĕ: те Йĕлмекаса каймалла, те урăх çĕре... Фронтран та Вăхăтлăх правительство комиссарĕшĕн ырă хыпарах килмест пулас, — терĕ улача кĕпелли.
— Ш-ш-ш, эсĕ ун пек-кун пек калаçса ан лар кунта, çын çинче, — терĕ пĕри.
— Мĕскер каламалла марри унта! — хыттăн çухăрчĕ салтак гимнастерки тăхăннă вăтам çын, анчах малалла вăл мĕн калани илтĕнмерĕ: арманăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш чулне ячĕç, арман кĕлетне кĕмсĕр-кĕмсĕр сас тулчĕ.
— Ух! — терĕ сарă сухаллă çын, арман кĕлетĕнчен кил-картине тухса. — Çăнăхпа чыхăнтарчĕ. Аван аврать.
— Арманĕ те аван аврать, хуçи те лайăх хырать. Пăх-ха эсĕ, пурлă-çуклă тырра авăртма килтĕм те, пĕр пăтран ултă кĕренке шайкка çăнăхĕ хăвармалла. Апла хăçан пулнă вăл! — тарăхса каларĕ уксах ураллă çын, виçĕ михне урапа çине тиенĕскер. Акă, пăх, çак ыраш çăнăхĕпе çемйи-мĕнĕпе хĕл каçса çĕнĕ тырра çитмелле... Ача-пăчана тăранмаллах çитерсен, виçĕ уйăхлăх ку...
— Нумаях мар çав... Хамăн та çапларах çеç, — терĕ сарă сухал.
— Питĕ пĕлсе тунă Йĕлмекассем: вырнă тулла çурри ытла хăйсем патне çĕклесе пĕтернĕ, теççĕ, урăх ял арманне кайса авăртĕç те хĕлĕпе çийĕç...
— Мĕскер арманĕ тулăшăн: ал арманĕпе кĕрпе ту та ăна, çемйипех тутă...
— Но-о! — тапратрĕ лашине уксах уралли, урапа çине ларса, анчах лаши вунă утăм та тумарĕ пулĕ, уксаххи ăна чарчĕ:
— Хăта, — терĕ вăл сарă сухала, чăпăрккипе йывăç хушшинчен тĕллесе. — Пăх-ха, Йĕлмекассем арман патнелле килеççĕ.
— Ха! — тĕлĕнчĕ çын, сарă сухалне каçăртса. — Сухалама килеççĕ. Варлам çĕрне мар-и?
— И-и, нумаййăн... Çирĕм лаша та ытла пулĕ, лашасăр çынсем те нумай, те кĕреçепе чавас теççĕ ĕнтĕ...
— Лашуна кӳл те, пăрăнар хăвăртрах, хăта, — терĕ уксаххи.
— Эсĕ каях... Пăтăрмах пуçлансан, тараймăн, — терĕ сарă сухал.
— Эсĕ тата?
— Каях, кай! Уксаххи лашине уттарчĕ.
Йĕлмекассем сухапуçсене çавăрса сухалама хатĕрленчĕç. Мишавай вырăнĕнчи Кирил кашнине татăк-татăк çĕр валеçе пуçларĕ; ун хыççăн, лашисене хăваласа, çынсем йăран чĕрме тытăнчĕç.
Сар сухаллă çын вĕсене нумаях пăхса тăмарĕ, арман кĕлетне васкавлăн кĕрсе, мелник патне пычĕ те, ăна çаннинчен туртса, хăлхи тĕлĕнченех хытă кăшкăрчĕ:
— Эсĕ, ватă йĕкехӳре, мана вăтăр пилĕк кĕренке çăнăха каялла тавăрса пар! — терĕ.
— Хуçи ахаль те пилĕк тир сĕвет, улттăмĕшне эсĕ хăвна валли сĕветĕн.
— Ĕмĕр çапла пулнă! — хутшăнчĕ салтакла тумланни. — Ман çăнăха та тавăрса пар, шурă шуйттан!
— Ха, ха, мĕн хăтланатăр эсир? Авăртнăшăн шайкка çăнăхĕ илмесен арман мĕнле тытăнса тăтăр? — терĕ мелник.
— Мĕн авăртнине пĕтĕмпех илсен, арман тата лайăхрах тытăнса тăрĕ! — хутшăнчĕ улача кĕпелли,
— Тире сĕвеççĕ!
— Пурнăç памаççĕ!
— Пуйнăçемĕн хресчене хĕссе пыраççĕ! — тесе çухăрма пуçларĕç пурте, сарă сухаллă çынпа мелник тавра пуçтарăнса.
— Эпĕ нумай ыйтмастăп, — терĕ сарă сухал. — Манран ытлашши илнĕ шайкка çăнăхне анчах тавăрса пар!
— Кĕлетри çăнăх камăн? Пирĕн! Эпĕ те ытлашши ыйтмастăп! Тавай хамăр çăнăха! — терĕ пĕри.
— Тавай! — терĕç темиçен.
— Çăнăх кĕлетне уçас! — сасă ывăтрĕ салтакла тумланни..
— Халăх, кӳлĕр лашăрсене!
Килкарти тулли халăх кĕрлет, йĕркеллĕн утма та май çук, килкартине лавсем килсе тулнă. Мелнике тăваттăн анчах сĕтĕрсе пыраççĕ, ытти халăх урапасем хушшипе çăнăх кĕлечĕ патне чупать.
— Тавай уçă, мелник!..
— Манра уçă çук, — суять лешĕ.
— Мĕне кирлĕ пире уçă! — çăрана пуртăпа печĕ сăхманлă çын.
Кăнтăрла çăнăх кĕлетне текех кĕркеленĕ пирки алăка сăлăп та хуман, пĕртен-пĕр çăрана пуртăпа иккĕ çапсах çĕмĕрчĕç.
— Халăх! Пирĕн çăнăха кунта вĕсем сутма хатĕрленĕ! — терĕç кĕлете кĕрсе кайнă çынсем.
Кĕлетре маччана çитичченех пилĕкшер пăт кĕрекен михĕсене çăнăх тултарса çĕлесе купаланă.
— Халăх! Кӳлĕр лашăрсене! — кăшкăрчĕ сар сухал.
Килкартинче çавраçил хăпарнă тейĕн. Пĕр самантрах кĕлет умне лав хыççăн лав пырса тăрать; кĕлетрен çăнăх тултарнă михĕсене тăваттăн çĕклесе тухаççĕ те урапа çине хураççĕ.
— Вĕçтер! Тепри, хăвăртрах!
Кĕтессе кĕртсе лартнă мелник, куç харшисем çинчен çăнăх шăлса, хĕрсе кайнă халăх çине куçĕсене чарса пăрахса пăхать. Вăл ватах та мар, çăнăх айĕнчен тухнă куç харшисем хуп-хура... Сарă сатин кĕпи аркипе питне шăлса илсен, кĕрен тулли пит-çăмартисем курăнчĕç.
Кĕрлет, çил-тăман кăларать арман килкартинче тырă авăртма килнĕ халăх.
— Эй, эй, халăх! Ан хăрăр! Пăхăр-ха, Йĕлмекассем Варлам çĕрне сухалама килсе çитнĕ, — терĕ сар сухал.
— Чăнах та! Пĕччен мар иккен эпир! — хавасланса янăрарĕ тепри.
Çăнăх миххисем татах та хăвăртрах тиенме пуçларĕç, çав вăхăтра арман килкартине Уçка шăллĕ Кирил пырса кĕчĕ.
— Тăвансем! — терĕ вăл, çăнăх тиенĕ урапа çине хăпарса. — Эсир çăнăх тиесе тухса тарма ан васкăр! Кайран пуянсем йĕрлесе пырĕç, хĕнесе юн хăстарĕç, тыта-тыта тĕрмене хуптарĕç. Эпир, Йĕлмекассем, хутăр çĕрне те, Варлам пуян халăхран туртса илнĕ çĕре те сухалама тытăнатпăр. Пуянсем хирĕç тухас пулсан, хирĕç тăратпăр. Эсир те пирĕнпе пĕрле пулăр!
— Пирĕн мĕне курса çапăçмалла? — кăшкăрчĕ пĕри.
— Çапăçмалла, тăванăм! — терĕ Кирил. — Эсир унта çăнăх йăтма пăрахăр-ха, пĕр канашлă пулар!
— Кирек те мĕн тăвăр, пирĕн тарса хăтăлас, — кăшкăрса каларĕ сарă сухаллă çын, пĕр миххе лав çине тăваттăн çĕклесе хураканнисенчен пĕри.
— Эй, йĕркеллĕрех пул, сар сухал, — çиллессĕн каласа хучĕ Кирил. — Кача пӳрне пек калаçма намăс мар-и сана? Çиес те тарас! Пирĕн пĕр алăри пӳрне пек пулмалла! Пăхăр-ха эсир ăна! Пĕр урапа çăнăх тиесе лартнă та килне тухса тарма хатĕрленнĕ. Апла юрать-и, тăвансем?
Пĕр-пĕрин хулпуççи ашшине туяс пулать, — терĕ салтак гимнастеркиллĕ этем. Пĕр каррăн тăмалла!
— Тăрăрах! Ман каяс! — терĕ леш сар сухал, урапи çине ларчĕ те лашине чăпăрккапа хистерĕ.
Унăн йывăр урапи нăтăртатса хускалнăччĕ çеç, çамрăк йăмралăхран пĕр ушкăн пуян çын сиксе тухрĕ, вĕсен умĕнче револьвер тытса пĕр прапорщик пырать. Вăл чылайранпа Варлам ывăлĕ патĕнче хăнара пурăнать текен хыпар çӳрет ун пирки Йĕлмекассинче.
— Ан парăнăр! Эпир халех çитетпĕр! — терĕ Кирил, урапа çинчен сиксе анса пĕве еннелле чупрĕ.
Пуянсен ушкăнĕ арман килкартинче чарăнчĕ.
— Чар лашуна! — хушрĕ Чишма ялĕнчен килнĕ Якур, лав çинчи сарă сухаллă хресчене. Лешĕ, лашине чуптарас тесе, чăпăрккине çĕклерĕ. Якур чупса çитрĕ те лашине чĕлпĕртен ярса тытрĕ.
— Арман тыррине вăрлама сана кам хушрĕ? Кам ирĕк пачĕ? Э?
— Хам авăртнă çăнăх ку, — терĕ хресчен, хăранипе шурса кайса.
— Арман çăнăхĕ! Кĕлете çаратрĕç кунта! — тесе кăшкăрчĕ мелник.
— Вăрларăм та турă çук тетĕн-им? — ахăрчĕ Якур алăри пăшалĕпе юнаса. — Акă вăл! — терĕ те сар сухаллă çынна пăшал кӳпчекĕпе пуçĕнчен çапрĕ.
Урапа çинче ларакан çын тилхепине аллинчен ӳкерчĕ, çĕрелле пуçхĕрлĕ тĕшĕрĕлсе ӳкрĕ, урисене турткаласа илчĕ те лăпланчĕ.
— Çынна вĕлерчĕç!.. Мĕн туса тăратпăр? — Йĕлмекассисемпе пĕрле пулас, вĕсене кайса чĕнес! — терĕ салтак гимнастеркиллĕ çын. Прапорщик çав самантрах ун çинелле револьверпе персе ячĕ, леш тăсăлса ӳкрĕ, тăма пикенчĕ те вăй-хал тупаймарĕ, месерле çаврăнса выртрĕ.
— Пĕтерĕр вĕсене!.. — пуçне çĕклесе каларĕ вăл, сурма хатĕрленсе карнă çăварĕнчен юн пĕрхĕнсе тухрĕ.
Арман килкартинче тĕркĕшӳ пуçланчĕ; çыннисем те пăлханаççĕ, лашисем те револьверпе пенĕ хыççăн пĕрисем хăвалăха туртса кĕрсе кайрĕç, теприсем çул тăрăх ĕрĕхсе чупрĕç.
— Лашисене ан яр! — кăшкарчĕ Варлам ывăлĕ мелнике. — Пĕр пăт çăнăх та ан çухалнă пултăр!
Кирил хыпар пĕлтернĕ хыççăн Йĕлмекассем чупса та, утса та кĕпĕрленсе килнине курсан, килкартинчи халăх хăпартланчĕ.
— Ытла ашкăнса кайрăр-и, çынсене вĕлеретĕр? — терĕ пуянсен ушкăнĕ патне пынă Кирил.
— Вăрăсене перетпĕр, чикелентеретпĕр! — Якур пăшалне варринчен тытса пуçĕ çинче силлесе илчĕ.
— Вăрçăран тарса пурăннă, пăшал тытма пĕлместĕн. Якур, хăй умĕнче нимех те пултарайман чăлах çын тăнине кура ирĕккĕн, картина çинчи паттăр пек, пăшалне çĕклесе карăнса тăчĕ, Кирил кĕтмен çĕртен ун аллинчен пăшалне карт! туртса илчĕ:
— Ме, тыт, салтак! — тесе йывăç ураллă Ваçкана тыттарчĕ.
— Ытла паттăр эсĕ, ахаль салтак пулнă пулин те, — терĕ прапорщик, револьверне çурăм хыçĕнче тытса.
— Эс мĕскер, вăрçăра çапăçас чухне кунта мăнтăрланса пурăнатăн? Револьверпе выляма тухрăн-им? — Кирил прапорщик çине хаяррăн пăхса илчĕ.
Çав самантра кĕрлени те ахăрни илтĕнсе кайрĕ. Арманти хресченсем пухăнма ĕлкĕрнĕ, хăшĕ пуртă, хăшĕ турта йăтса чупса килеççĕ. Пуянсем икĕ ушкăн хушшине пырса лекрĕç.
— Çынна вĕлертĕн, хăвна та вилĕм! — терĕ çăра хура сухаллă, вăрăм та тăн-тăн пӳллĕ çын, туртине хăяккăн тытрĕ те тарма хатĕрленнĕ Якура мăйĕнчен çапса ӳкерчĕ.
— Халăха эсĕ пăтратрăн, коммунист! — Кирил çине çиллес пăхса каларĕ прапорщик.
— Чанах та эпĕ коммунист! — теме анчах ĕлкĕрчĕ Кирил; прапорщик çурăм хыçĕнче тытса тăракан револьверне мала çĕклесе тĕллемесĕрех Кирила çамкинчен печĕ.
Кирил ним сассăр йăванса кайрĕ. Вĕсем хушшинчи тĕтĕм саланма ĕлкĕреймерĕ — прапорщик тарма тăчĕ. Халăх хушшинчен Кирил шăллĕ Иван сиксе тухрĕ те алăри çурри таран тикĕтпе сăрланă туртине çӳлелле çĕклесе прапорщика хӳтерме пуçларĕ. Прапорщик пулисем пĕтнĕ револьверне сулласа пĕве еннелле каякан çулпа чупрĕ, пĕве хĕррине çитсен, Иван туртине меллĕн кăна сулса ячĕ. Прапорщик путнă çĕрте картузĕ кăна шыва май юхса кайрĕ, хăй курăнмарĕ.
Пуянсен çарĕ чĕтренчĕ. Прапорщик хыççăн вĕсем те чăл-пар саланса арман пĕви еннелле тарма тытăнчĕç. Вĕсем хыççăн турта вăрçи пĕве патне пырса çитрĕ. Вĕсене хирĕç тапăнса пăхас тенĕ Лука лавккаçă турта лекнипе тăсăлса ӳкрĕ, пуçĕнчен шелкесе юхакан юнĕ ахаль те хĕрлĕ чечеклĕ талпиçене хĕретрĕ; Варлам ывăлне те тахăшĕ хулпуççинчен чылаях хытă çапнă-мĕн, вăл ахлатса ларса юлчĕ.
Кирил йăванса кайсан вăл куçне хупмасăр выртнине Станук Макçи пăхса тăчĕ-тăчĕ те вара халăхпа пĕрле пĕве хĕрринелле чупрĕ. Хăвалăх хушшинчен сайра сухалне каçăртса Тихха сиксе тухрĕ, вăл çавăнтах каялла чăмрĕ.
— Камран хăратăн, çын каяшĕ? — тесе кăшкăрчĕ Макçи.
Турта вăрçи вешник урлă каçнă та тепĕр енче хĕрӳ çĕмĕрлет. Ку енче никам та çук, шыв çинче кăна пĕр турта ирĕккĕн ярăнса выртать.
— Чим, камăн аллинче курнăччĕ-ха эпĕ çак тикетлĕ туртана?.. Иван турти! Хăй путнă-ши вара? — шикленчĕ Макçи.
Халиччен ниçта та курăнман Варлам йывăçсем хушшинчен килсе тухрĕ, турталлă çынсем çине пăхмарĕ, айккинелле кайрĕ те сăрт çинче тăчĕ. Кăштах тăрсан юланутлă çынсем çывхарса килнине курчĕ. Кантуртисем казак отрячĕпе килнине хресченсем те курчĕç. Куçлăхĕсене çутăлтарса пыракан комиссар хыççăн, штыкĕсене шăртлăн тытса, казаксем пĕве хĕррине тăчĕç.
— Мĕн пулса иртрĕ кунта? — ыйтрĕ комиссар, çутă аттисене саламатпа çапкаласа.
— Акă, куратăр, комиссар господин, хресченсем ман çĕре тапăнчĕç. Виçĕ çынна вĕлерсе хучĕç.
— Вĕсем хăйсем малтан ман арăма вĕлерсе ачамсене амăшсăр хăварчĕç, салтакран килнĕ Кирила тата армана пынă икĕ çынна вĕлерчĕç! — кăшкăрса каларĕ Ваçка.
— Мо-олчать! — терĕ комиссар, ĕлĕк земский пулнăскер.
— Пурлăха тапăнчĕç! Çăнăха тиесе кайрĕç, — йынăшрĕ Варлам.
— Арестовать! — казаксене приказ пачĕ комиссар.
Штыксене кăнтарса тăракансен ункине пĕрин хыççăн тепĕрне тĕртсе кĕртме пуçларĕç. Чи малтан Ваçка лекрĕ, ун хыççăн Çемен, вара Уçка, чи юлашкинчен Станук Макçи те лекрĕ. Кирил шăллĕне, Ивана, пит шырарĕç, анчах йĕрне те тупайман пирки ăна шыва путса вилнĕ тесе шухăшларĕç.
— Пăлхавçăсем татах та пур, вĕсем паян килмерĕç, — терĕ Варлам.
— Ячĕсене калăр, — терĕ комиссар, кăвак галифе кĕсйинчен хут кăларса.
— Тата иккĕн, — терĕ Варлам, — Чинук, Зинаида Макарова ĕнтĕ вăл; тата Ямшăк Михали арăмĕ, эпĕ ун ятне те пĕлместĕп.
Комиссар çавăнтах пĕр хăма татăкĕ çине хут хурса протокол çырчĕ. Протокол çумне пăлхавçăсен списокне çыпăçтарчĕ, мĕнпурĕ Йĕлмекассинче çирĕм пăлхавçă тупăнчĕ. Протокол çине кирлĕ çынсем алă пусрĕç те, вун саккăрăшне кунтанах, иккĕшне ялтан илсе тухса, суд пуличчен вулăсри кантур çумĕнчи тĕрмене лартма илсе кайрĕç.
Салтаксем хресченсене саламатпа хăмсарса хăваласа кайнине чылайччен пăхса тăчĕ Варлам. Вара, пӳрнипе кăкăч туртса, ывăлне чĕнсе илчĕ:
— Мĕтри, Иван чăнласах путнă-ши?
— Эпĕ шывăн икĕ айккипе икĕ юланут ятăм, шыв тăрах виçĕ çухрăм ытла çаврăнса килчĕç, Йвана ниçта та тупайман.
— Путнă пуль апла?
— Çынсене чăмтарса шыраттарас, — терĕ ывăлĕ.
— Чăмтарас пулсан, Иваншăн анчах мар, прапорщике те кăларас.
— Апла мĕн тумалла?
— Вешник алăкĕсене уçмалла.
— Атте, эсĕ аташмастăн-и? — хăраса ӳкрĕ ывăлĕ.
— Эсĕ ху ан аташ, аçу аташмĕ.
— Пĕтĕм шыва антарсан, пĕве уйăхсăр та тулса çитмĕ, арман ларĕ.
— Эй, мĕнех вара! Ларччăр çав çĕтĕксем армансăр! Эй-эй! Петрух-ха! — кăшкăрчĕ Варлам.
— Халех! — илтĕнчĕ хăвалăхран мелник сасси. Самантрах Варлам умне вăл хăй те тухса тăчĕ.
— Петрухха, вешник алăкĕсĕне çĕкле те пĕвери шыва антар! — хушрĕ вăл.
— Мĕншĕн, Варлам хуçа?
— Ан ыйтса тăр. Хĕрринчи икĕ алăкне уçтар, пĕве тĕпĕнче выртакан япаласене юхтарса ан кайтăр.
— Халех! — терĕ тĕлĕннĕ мелник.
Тепĕр икĕ минутран арманта ĕçлекен тарçăсем вешник алăкĕсене çĕклерĕç.
Шавласа-кĕрлесе шыв юхма пуçларĕ, пĕвери шыв чĕтренсе илчĕ те ерипен чакма пуçлани палăрчĕ. Шыв ӳкни аслати пек кĕрлесе тăрать.
Ашшĕсемпе пĕрле килнĕ ачасем çырмана пытанса ларнă. Арманта мĕн пулса иртнине пĕлменскерсем, шыв шарласа юхнине илтсен, хăраса кайрĕç.
— Ай, аслати!
— Ай, çумăр килет, киле чупас!
— Мĕншĕн аттесем килмеççĕ-ши? — макăрса ячĕ пĕри.
— Ан ула-ха, тем мар ку, арман пĕви татăлнă! — терĕ Иркка.
— Чăнах та!
— Кайса курар!
— Айтăр!
Ача-пăча ушкăнĕ арман пĕви патне çитнĕ çĕре шыв çурри таран анма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем хăвалăх хыçне пытанса чылай вăхăт пăхса тăчĕç. Акă шыв юхса пĕтет, тĕпĕнчи тĕксĕм сарă пылчăк туха пуçларĕ. Шăп пĕве варринче прапорщик хутланса выртни курăнчĕ. Ун çăварĕ карăлнă, пичĕ çине симĕс шапа пырса ларнă.
— Эй-эй, малалла шырăр! Иван ăçта? — тулашать Варлам.
— Уçкасен Иванне шырать-и вăл? — ыйтрĕ Вилюк.
— Çавна пулмалла... Вăл та путнă-ши?
— Кунта çук! — инçетрен илтĕнчĕ çын сасси. Сасартăк Варлам пĕве хĕрринчи хăвалăхра ачасем ларнине курчĕ.
— Эсир мĕн туса ларатăр кунта, ристан ачисем! Сирĕн аçăрсене тахçанах тĕрмене лартнă. Пшол! — урипе тапрĕ вăл. Ачасем сапнă пăрçа пек саланса кайрĕç.
Макăрнипе шыçса кайнă куçĕсене çанă вĕçĕпе шăлкаласа, Иркка каçалапа хура лашине пĕчченех килкартине çавăтса кĕчĕ.
Йĕлмекасси ялĕ турта вăрçи хыççăн тăлăха юлчĕ, шăпланчĕ. Хутран-ситрен кăна ача-пăча татăлса ĕсĕклесе макăрни илтĕне-илтĕне каять. Ваçка пӳртне питĕрмен, алăкĕ те уçах. Çилсем пӳрте кĕрсе тусан тустараççĕ. Чинукăн пӳрчĕ те шăпах: ачасем хăйсем хушшинче те çурма сасăпа анчах калаçаççĕ. Вĕсенчен чи асли, вун улттăри Вирук, кил хуçи вырăнне тăрса юлчĕ.
21
Иркка иртенпех хăй валли вырăн тупаймасть: паян шкулта вĕрентме пуçлаççĕ... Çак иртнĕ тĕр-тĕр кунсенче амăшĕ ăна шкул пирки сăмах та чĕнме хушман, шкул çинчен тапратсан, чышкăпа кăна юнанă. Çавах та Иркка хăй юратнă Маня юлташне шкула кайма сăмах панă.
«Тухса таратăп, вăл Кĕтерук амăшĕ пек хытă чупаймасть» мана хуса çитеймĕ», — тесе шухăшланă вăл. Анчах ĕç пачах урăхла май çаврăнчĕ...
Иркка тухса тарма хатĕрленнĕ вăхăтра ирпе ирех кӳрше кайнă амăшĕ васкаса килсе кĕчĕ.
— Иркка, час пуçтарăн, — терĕ вăл, пӳртрен ăна хирĕç сиксе тухнă хĕрачине. — Вирук ак халь Чинук аппу валли тĕрмене çăкăр леçме каять, манне те илсе кай-ха, терĕм те, Ваçка пичче валли те манах çĕклесе каймалла, нумай пулĕ, Ирккана яр пĕрле, терĕ. Кайса кил-ха аçу патне. Хăрамастăн-и? Ывăнса ӳкмĕн-ши?
— Çу-ук! Ывăнмастăп та, хăрамастăп та, — терĕ Иркка, пӳрте чупса кĕрсе. «Шкула кĕрсе çырăнас пирки ыйтас-ши, ыйтас мар-ши?» — шухăшларĕ вăл, хĕрлĕ хăмаççип кĕпине тăхăнса.
— Праçникре тăхăнмалли кĕпӳне мĕншĕн тăхăнатăн? — çиленсе ыйтрĕ амăшĕ.
— Вирук та тăхăнчĕ пулĕ, кантура унта çĕтĕкпе кĕртмеççĕ, — терĕ Иркка.
— Тăхăн эппин, — килĕшрĕ амăшĕ.
— Анне, Лисук аппа çĕлесе панă сумкăна хурса пар мана çăкăрне, вăл хутаç пек мар, ăна хул урлă çакма майлă, — васкатрĕ амăшне хĕрĕ.
Пурне те хатĕрлесен, Иркка ял вĕçне чупрĕ. Маньăсем патне кĕчĕ. Маня ашшĕ хĕрне ăсатма пыма тухнă.
— Ак, Иркка та çитрĕ. Эпир Маньăпа сан патна пырас тенĕччĕ, аннӳне сана шкула яма ӳкĕтлесшĕнччĕ... Хăех чармарĕ-и? — ыйтрĕ тимĕрçĕ.
— Мĕтри пичче, эпĕ ăна шкул пирки пĕр сăмах та каламан, вăл мана аттене апат леçме ячĕ, — терĕ Иркка.
— А-а, — терĕ Мĕтри. — Пĕрле кайăпăр.
Пӳртрен Маня тухрĕ. Вăл тӳмеллĕ çĕнĕ пушмакпа, кĕрен кĕпепе, çара пуçăн, çӳçне малтан курнă чухнехи пек хĕрлĕ пурçăн татăкпа пуçтарса çыхнă, Иркка пекех пушă сумка илнĕ.
Вĕсем виççĕшĕ уя тухрĕç. Уй пушаннă. Сайра кăна пăч-пач ларакан сурат курăнса каять, ун тăрринче пĕлĕт пек курак явăнать. Çул çатма пек яка, ăшшине пама чарăнман хĕвел çуттинче çу сĕрнĕ пек йăлтăртатать; айккисенче кĕрхи вăйпа тапса тухнă курăк çăп-çăра та ем-ешĕл. Эрешмен картисем, пĕр хыт хураран теприн çине çакланнă та, кĕсле хĕлĕхĕ пек карăнса тăраççĕ, пырса алăпа тĕкĕнсен, питĕ илемлĕ кĕрхи юрă кĕвви калас пек туйăнать.
Тимĕрçĕ, тăлмач вырăнĕнче, варринче утать. Акă вĕсем çурма çулта ларакан хурама патне çитрĕç. Иркка çакăнта Петте çакăнни çинчен каласа кăтартма пуçларĕ. Калаçса пынăçем вăхăт иртни те сисĕнмерĕ, вĕсен умĕнче çул икке уйрăлчĕ: пĕри шкул ларакан касса, тепри кантур ларакан çӳлти касса каять. Ялĕ пысăк, варринчен ăна тарăн çырма икĕ пая уйăрать.
— Малтан ăçта кайăпăр, Иркка? — утма чарăнса ыйтрĕ Маня ашшĕ.
— Малтан атте патне каясчă, — терĕ Иркка. — Атте выçă...
— Ну, аçу патне пулсан, аçу патне кайăпăр. Çырма урлă каçса сăрт çинĕ хăпарса çитсен, вĕсене ушкăнĕ-ушкăнĕпе шкул еннелле утакан ачасем тĕл пулчĕç.
— Эпир вĕренме çырăнмасăр юлмастпăр-ши? — хăраса ыйтрĕ Иркка.
— Епле те пулсан çырĕç-ха, çырмасан тилмĕрес пулать вара, — терĕ тимĕрçĕ.
Кантур патне çитрĕç... Питĕ пысăк икĕ хутлă çурт. Аялти хутĕнче икĕ айккипе вун пĕршер чӳрече, çӳлти хутра ултшар. Тăрринчи тимĕре хĕрлĕ сăрпа сăрланă, ăна пăхсан, Ирккана пĕр юрă аса килчĕ:
Утельнийĕн, утельнийĕн кантурне
Хĕрлĕ сăрпа, хĕрлĕ сăрпа сăрланă...
Хĕрлĕ сăр мар, ай, мĕн те мар,
Хура халăх юнĕ вăл...
Хăрушă пек туйăнчĕ хĕрачана... Ку кантурĕнчен те хăрушши — килкартинче кĕтесре ларакан хура тĕрме. Ун пĕчĕк, тимĕр решеткеллĕ чӳречи патĕнче, ним чĕнмесĕр, пĕр сиккеленмесĕр, салтак тăрать, тĕрме патне пыракан никам та çук. Кантурне вара, вут хыпнă пек, çын кĕрет те çын тухать. Пурте васкаççĕ, пурте темшĕн хыпăнса ӳкнĕ. Крыльца умĕнчех тăрантас кӳлнĕ тройка тăрать. Лашисем хура та чăмăр, тăрантас ларчăкĕ çинче вăрăм мăйăхлă, хĕрлĕ питлĕ ямшăк ларать. Вăл пĕрре шăхăрсанах, лашисем тапса сикмелле.
— Эпĕ кунталла пăрăнам-ха, эсир иксĕр кайăр, — терĕ Мĕтри, хĕрачасене ерипен тĕрме патнелле тĕртсе.
— Эсĕ пымастăн-и? — хăраса ӳкрĕç хĕрачасем.
— Манăн курăнма юрамасть, — терĕ вĕсене тимĕрçĕ. Хĕрачасем, сивĕ тытнă чухнехи пек чĕтресе, тĕрме патне çывхарма пуçларĕç.
— Вам кого? — кăшкăрса пăрахрĕ салтак.
Иркка çăкăрлă сумкине, Маня ашшĕнчен илнĕ чĕресе мала кăнтарса кăтартрĕç те харăссăн:
— Станук Макçи! — терĕç.
— Максим Станок! — кăшкăрчĕ салтак чӳречерен, вара ачасене тепĕр енне кайма кăтартрĕ.
Хĕрачасем тĕрмен тепĕр енне кайрĕç, унта тĕрмене кĕмелли алкум пекки пур. Тăр-тăр чĕтрекен урисене пусма çинчен пусма çине аран улăштарса, хĕрачасем алкумне кĕчĕç. Алкумĕнче, сăлăп хурса пысăк çăрапа питĕрнĕ алăк патĕнче, каллех тепĕр салтак тăрать. Хĕрачасем кĕрсен, салтак пысăк çăрана уçрĕ те янаххинчен сăнчăрпа кăкарнă алăка уçăлнă таран уçрĕ.
— Станок Максим! — тесе çухăрчĕ.
— Кам унта? Кам унта? — пăлханса ӳкрĕ Иркка ашшĕ. Иркка куçĕнчен куççуль пăчăртанса тухрĕ:
— Атте! Эпĕ килтĕм! — терĕ вăл.
— Ах! Иркка хĕрĕм! Эсĕ килтĕн-и? — терĕ ашшĕ, сăнчăр айĕнчен хĕсĕнсе тухса.
Салтак алăка питĕрчĕ те, хĕрĕпе ашшĕне калаçма чарас мар тесе-ши, алкумĕнчен тухса кайрĕ.
— Ме, атте, çи... Эсĕ мĕншĕн палламалла мар пĕтсе кайнă? — хăраса ыйтрĕ хĕрĕ.
— Допросра питĕ аптратаççĕ, хĕрĕм... Кам ертсе кайрĕ сире, теççĕ... Пĕр-пĕрне курса каймарăмăр, кам малтан тухнине пĕлместпĕр, тетпĕр... Пĕтрĕмĕр эпир, Иркка! Сучĕ тахçан пулать, палли те çук... Иркка хĕрĕм, ман валли кĕрĕк илсе кил-ха, çĕрле питĕ сивĕ.
— Илсе килетĕп, атте, — терĕ Иркка, куç сиктермесĕр ашшĕ çине пăхса.
— Турă пил патăр сана, хĕрĕм, апат килсе панăшăн.
— Атте, эпĕ сан пата куллен килетĕп... Эпĕ шкула килмелле килетĕп...
— Шкулне çӳре, аннӳне кала, ан вăрçтăр, çӳреме ан чартăр... Хĕрĕм, — пăшăлтата пуçларĕ Макçи, — тимĕрçĕ Мĕтрине часрах кала-ха, вăл ялтан тухса кайтăр, кантуртисен аллине ан лектĕр... Паян-ыран ăна йĕрле пуçлаççĕ. Вара пире, канашласа-килĕшсе çĕр патне тухнă тесе, персе вĕлерме те пултараççĕ. Кай, хĕрĕм, васка.
Çав самантра салтак каялла кĕчĕ. Ним чĕнмесĕр алăка уçрĕ те Макçине, кĕмеллине пĕлтерсе, алăна кăтартрĕ. Хĕрачасем чупса тухрĕç те пасар лавккисем хыçĕнче Маня ашшĕне курчĕç.
— Мĕтри пичче, — пăшăлтатса калама пуçларĕ Иркка. — Атте сана ялтан кайса, кантуртисенчен пытанма каларĕ...
Ашшĕ мĕн каланине Иркка пĕр пăтратмасăр, пурне те пăшăлтатса каласа пачĕ, тимĕрçĕ пĕр сăмах чĕнмесĕр итлесе тăчĕ. Иркка каласа пĕтерсен, Мĕтри Маньăна ыталаса хăй кăкăрĕ çумне чăмăртарĕ те хăвăрт вырăсла калаçма пуçларĕ. Маньăн пысăк куçне майĕпе куççуль тулса пычĕ.
— Иркка, — терĕ тимĕрçĕ, хĕрачана пуçĕнчен ачашласа. — Ман хĕрачапа пĕрмаях пĕрле çӳрĕр, эсĕ ăна ниçта та пăрахса ан хăвар, вăл чăвашла пĕлейтмест-ха, ăна шкулта майра тесе мăшкăллама пуçлĕç, эсĕ ун хутне кĕр вара. Ну, сывă пулăр. Эпĕ суд пуличчен киле таврăнаймăп! — терĕ тимĕрçĕ. Вара икĕ хĕрачине те чуптурĕ те уялла хăвăрт утрĕ.
Ирккапа Маня иккĕшех шкул патне пычĕç. Шкулта урок ларнă-мĕн, учительсем калаçни анчах илтĕнет. Икĕ хĕрача, такама вăратасран хăранă пек, ерипен пускаласа коридора кĕчĕç. Коридора тăватă алăк тухать. Нихăш алăкĕнчен те кĕме пĕлеймерĕç ачасем, кĕнĕ çĕртех хĕсĕннĕ те тăраççĕ. Сасартăк алăк уçăлчĕ, пĕр хĕрарăм турчка йăтса тухрĕ. Иркка тухса тарма хатĕр пулчĕ, анчах ăна Маня çаннинчен тытрĕ те:
— Это сторожиха, — терĕ.
— Сире мĕн кирлĕ? — ыйтрĕ хĕрарăм.
— Эпир вĕренме килтĕмĕр, — терĕ Иркка.
— Мĕншĕн маларах килмерĕр? Илсе çитернĕ ĕнтĕ, вĕрентме те пуçланă, — терĕ вăл.
— Эпир пилĕк çухрăм утрăмăр, час çитеймерĕмĕр, — терĕ Иркка.
— Заведующи учительскинче, кĕрсе калаçса пăхăр, — терĕ хĕрарăм.
Хĕрачасем çутă пӳлĕме кĕчĕç. Пӳлĕмре тăхăр куçлă чӳрече, икĕ стени айккипе кĕленчеллĕ шкапсем лартса тухнă, хура сĕтел çинче хутсемпе, линейкăсемпе пĕрле глобус тăрать. Сĕтел хушшинче шакла пуçлă заведующи çырса ларать.
— Вам что? — ыйтрĕ вăл, куçлăхне тӳрлетсе.
Маня шкула вĕренме килни çинчен вырăсла каларĕ.
— Поздно, очень поздно, — терĕ заведующи.
Кăшт шухăшласан, заведующи Маньăна илме килĕшрĕ, мĕншĕн тесен Маня вырăс хĕрачи, вăл класра вырăсла каланине ăнланма пулăшĕ. Анчах чăваш хĕрачине илме пачах килĕшмерĕ.
Иркка макăрса ячĕ, çав вăхăтрах коридорта шăнкăрав сасси хытă янăраса кайнипе вăл шарт сикрĕ те кĕтессе кайса тăчĕ. Маньăна туртса илсе, ун хыçне пытанчĕ. Çав самантра илемлĕ çамрăк учительница килсе кĕчĕ.
— Шăнкăрав сассинчен хăрарăн-и, хĕрĕм? — ыйтрĕ вăл, йăл кулса.
Ун сасси те, кулли те Лисукăнни пекех туйăнчĕ хурланнă хĕрачана. Куççуль тулнă куçĕсемпе вăл турех сарă çивĕтлĕ, çаврака питлĕ учительницăна куçĕнчен пăхрĕ.
— Мана заведующи вĕренме илмерĕ! — тесе ячĕ.
— Епле апла? — куçне хĕсрĕ учительница.
— Юлташа илчĕ, мана, чăваш тесе, илмерĕ... Учительница сасартăк кулма чарăнчĕ. Кулнă чух хĕсĕннĕ куçĕсем халĕ тем пысăкăш пулса кайрĕç, вăл заведующи патне пычĕ те вырăсла калаçма пуçларĕ.
— У вас и так пятьдесят два человека! — терĕ заведующи.
— Пусть будет пятьдесят четыре, Николай Иванович, — терĕ учительница.
Нумайччен калаçрĕç вĕсем. Çак вăхăтра хура çӳçлĕ пĕчĕкрех учительница, ун хыççăн пурăпа вараланса пĕтнĕ арçын учитель кĕчĕç. Юлашкинчен кĕни ватă çын, Василий Семенович ятлăскер.
— Ачасем, килĕр сĕтел патне! — чĕнчĕ хĕрачасене сарă учительница.
— Как тебя зовут? — ыйтрĕ вăл Маньăран.
— Мария, — терĕ Маня.
— Отца как зовут? — ыйтрĕ вăл, журнал çине чи аялта вĕттĕн çырса.
— Дмитрий...
— А фамилия?
— Изотова.
— Эсĕ мĕн ятлă? — ыйтрĕ вара Ирккаран.
— Иркка... Ираида, — тӳрлетрĕ Иркка.
— Аçу мĕн ятлă?..
— Макçи...
— Хушамату епле?
— Пирĕн хушамат çук... — терĕ Иркка.
— Василий Семенович, шухăшлăр-ха, чăвашăн хушамат та çук, — терĕ учительница питĕ хурлăхлă сасăпа.
— Çапла, çапла, Мария Захаровна, — терĕ ватă учитель, пуçне сулса. — Хĕрĕм, тен, ялта сире епле те пулсан чĕнеççĕ, ну, хăш Макçи тесен, епле калаççĕ? — ыйтрĕ вăл.
— Пирĕн аттене Станук Макçи теççĕ, — терĕ Иркка.
— Мĕншĕн апла калаççĕ? — ыйтрĕ ватă учитель.
— Пирĕн асатте çуна тупанĕ авма станук шухăшласа кăларнă, теççĕ, çавăнпа, — вăтанса кайрĕ Иркка.
— Епле илемлĕ хушамат! — савăнчĕ Мария Захаровна. — Ираида Максимовна Станкова!
— Хорошая фамилия! — терĕ Николай Иванович та.
Коридорта каллех шăнкăрав янăрарĕ.
— Звонок! Звонок! — тесе çухăраççĕ урамран чупса кĕрекен ачасем.
— Эпир те класа каяр! — терĕ икĕ хĕрачана Мария Захаровна.
Хĕрачасем ун хыççăн класа кĕчĕç. Класс пилĕк чӳречеллĕ: икĕ чӳречи пĕр енче, виççĕшĕ тепĕр енче. Хыçалта пĕр кăмака, малти кĕтесре, коридорти пекех, турăшсем. Класра вунă хура парта, тăватшарăн лармалли партăсем хушшинче пилĕкшер те ултшар ача ларать. Хĕрачасен икĕ парта анчах, ытти саккăрăшне арçын ачасем йышăннă. Учительница, пĕр çӳлĕрех хĕрачана иккĕмĕш парта çине куçарса, Ирккапа Маньăна малти парта хушшине юнашар лартрĕ.
— Ачасем, иккĕмĕш урок пуçлатпăр. Эпĕ сире пĕр юмах каласа паратăп. Эсир лайăх итлĕр те вара мана каласа парăр. Малтан вырăсла каласа парăп, унтан чăвашла, — терĕ учительница, икĕ рет ларакан партăсен хушшипе уткаласа. Вара мала иртсе пукан çине ларчĕ те калама пуçларĕ:
— Как рубашка в поле выросла...
Учительница каланинчен пĕр-ик сăмахне анчах ăнланчĕ Иркка. Каласа пĕтерсен, учительница вырăссенчен каласа пама ыйтма пуçларĕ, анчах пĕри те каласа параймарĕç. Маня та мĕн хыççăн мĕн тунине пăтратрĕ, мĕншĕн тесен вăл йĕтĕн е кантăр акса сӳс тунине курман. Вырăсла пĕлекенсенчен ыйтса пĕтерсен, учительница çавнах чăвашла каласа пачĕ те чăваш ачисенчен ыйтма пуçларĕ. Каллех никам та, хăшĕ вăтаннипе пулĕ, хăшĕ хăранипе-ши, йĕркипе каласа паракан пулмарĕ. Иркка, сӳс-кантăр тунине курнăскер, аллине хăюсăр çĕклерĕ.
— Ираида Станкова, каласа пар-ха, — терĕ учительница.
Иркка ура çине тăчĕ, уçă сассипе йĕтĕн акса пир пуличчен мĕн-мĕн тунине йĕркипе каласа пачĕ. Вăтанни те, савăнни те палăрчĕ: унăн кĕрен пичĕ тăрăх каланăçем тĕрлĕ тĕссем вылярĕç, ăна пăхса ларакан учительницăна та, шăна вĕçни илтĕнмелле шăп ларакан ачасене те ку хĕрача хăй валли уйра кĕпе ӳссе çитĕнессе кĕтнĕ пекех туйăнчĕ. Кун хыççăн пĕтĕм класс Иркка ятне те, хушаматне те пĕлекен пулчĕ. Иркка хăй те учительницăна, класри ачасене, тăван килти çынсене юратнă пек, юратрĕ.
Урок пĕтнине сисмерĕ те: коридорта шăнкăрав янăрарĕ. Иркка пуринчен кайран тухрĕ.
— Уйра кĕпе ӳссе çитĕнессе кĕтекен хĕрача çакă-и? — ыйтрĕ йĕкĕлти куçлă хĕрача, тăваттăмĕш класра вĕренекен Зоя.
— Çакă, çакă! — терĕç ачасем.
— Питĕ маттур-çке эсĕ! — терĕ Зоя, Ирккана çаннинчен туртса.
— Мĕн вара? Вăл юмах-çке! — терĕ Иркка.
— Хĕрсем! — терĕ Зоя ытти пĕчĕк хĕрачасене. — Айтăр-ха урама, эпĕ сире тĕлĕнмелле япала кăтартатăп.
Зоя хыççăн саккăрăн тухрĕç. Чиркӳ пахчи патне çитсен, пахча хĕррипе каякан сукмак курăнчĕ. Çĕрле сывлăм ӳкнĕ пирки сукмак нӳрлĕ, шуçлак. Нӳрлĕ сукмак çинче çĕнĕ калуш йĕрĕ выртать.
— Пăхăр, хĕрсем, ку турă йĕрĕ, — терĕ Зоя. — Кĕлтăвас пулать. Ну, пурте чĕркуçленсе сăхсăхăр!
Хĕрачасем пиллĕкĕн харăсах калуш йĕрĕ умĕнче чĕркуçленсе ларчĕç те сăхсăха пуçларĕç.
— Эсĕ мĕншĕн чĕркуçленместĕн, учителе калатăп! — терĕ Зоя.
— Шăлйĕрен эсĕ! — терĕ Иркка. — Пиртен куласшăн хăтланатăн.
— Эпĕ шăлйĕреп-и? Эпĕ-и? Эпĕ кам хĕрне пĕлетĕн-и-ха? — çухăрчĕ Зоя, чăмăртанă чышкисемпе Ирккана çапма тăрса.
— Ты что дерешься? — хыттăн каларĕ Маня, Ирккапа Зоя хушшине тăрса.
Кам хĕрне-мĕнне чухлаймасăр, вырăс хĕрĕнчен шикленчĕ пуян Утюр хĕрĕ. Çавах та ун Ирккана питĕ тăрăхлас килчĕ.
— Сирĕн учительницăр чăваш, — терĕ вăл.
— Пултăрах. Вăл пуринчен те лайăх, — терĕ Иркка.
— Унăн савни пур, — чарăна пĕлмерĕ Зоя.
— Кам? — ыйтрĕ Иркка.
— Çуркунне салтака кайнă учитель, Иван Тимофеевич ятлă, — терĕ Зоя.
— Пултăрах, вăл илемлĕ. Сирĕн учительницăн никам та çук пулмалла, вăл — шĕпĕнлĕ, — тесе хучĕ те Иркка шкулалла утрĕ.
Тепĕр урокра Мария Захаровна кăранташ пачĕ. Доска çине пурăпа çекĕллĕ патак çырчĕ те çавна тетрадь çине ӳкерме хушрĕ. Урок пĕтнĕ çĕре учительница пĕрер кĕнеке валеçрĕ, кĕнекине те, тетрадьне те, кăранташне те киле илсе кайма хушрĕ.
Юлашки урокра учительница вĕсене юрлаттарчĕ. «Чи-чи кăсăя» юрра вĕрентсе çитерсен, учительница пĕтĕм класран çапла ыйтрĕ:
— Ку юрра выляса юрлас пулать. Кăсăйине пĕр çынна юрлаттармалла. Кама юрлаттарăпăр?
— Ираида Станковăна! — терĕç пурте. Ирккан доска патне тухса тăмалла пулчĕ.
— Ну, пуçла, Ираида, — хушрĕ те учительница, юрлама пуçламаллине пĕлтерсе, аллине сулчĕ.
— Чи-чи кăсăя, — уççăн юрласа ячĕ Иркка, пуçне кĕвĕ майăн ухса/
— Ăçта каян, кăсăя? — ăна хирĕç шавласа ячĕ пĕтем класс.
Çапла иртрĕ пĕрремĕш кун.
22
Кашни кун тенĕ пекех Иркка хăйĕн ашшĕ патне кĕрсе тухать. Кĕрĕк, çăм тăла, çĕнĕ çăпата леçсе пачĕ вăл. Паянхи кун юр вĕçкелеме пăхать, питĕ сивĕ пуласса систерет, çавăнпа Иркка ашшĕне вĕри апат çитерме шутларĕ. Каçхине амăшĕ кӳршĕри ватă çынна така пустарчĕ. Салтакран аманса таврăннă Трапхинтен салтак котелокĕ илсе хатĕрлерĕ, ир енне аш яшки пĕçерсе, çав котелока тултарчĕ. Ирккапа Маня тĕттĕмлех шкула кайрĕç. Шкул ялĕ патĕнчи çырмана çитсен, чул пухса вучах турĕç те, кăвайт чĕртсе, апата вĕреме кĕричченех ăшăтрĕç. Тул çутăлса килнĕ çĕре Иркка ашшĕ патне çитрĕ.
— Ырă курах, хĕрĕм. Пил сана, пил сана, — вилме хатĕрленнĕ çын пек, каларĕ ашшĕ. — Кунпа чĕрĕлетĕп ĕнтĕ. Чинука çитермелĕх те пур кунта... Тепĕр икĕ эрнерен суд пулмалла, терĕç. Суд хыççăн мĕнле пулĕ-ха тата. Тĕрмене лартса çĕртĕç-и. Иркка, эсĕ вĕрен... Аннӳ пӳрт хыçĕнчи лаççа суттăр, лашана суттăр та сана вĕренттĕр. Вĕренмен çын пурнăçĕ — шăна пурнăçĕ... Тата çапла-ха, ĕнер допросра мана хĕнемерĕç, комиссар çапла каларĕ: эсĕ, тет, мана пĕр пăт сар çу пар, тет, вара суд умне те тăратмăп, тет. Комиссар суймасан, тен, çаплапа хăтăлма май 5 пулĕ-и... Çуне пама ыран-паянах хушрĕ, унсăрăн кая юлма пултарать, терĕ.
— Юрать, атте. Киле пырсанах калатăп! — терĕ хĕрача. Ирккашăн паллă ĕнтĕ: пĕр пăт сар çу парсан, ашшĕ хăтăлса тухать.
Çапла лайăх шухăшпа, çăмăл чĕрепе пырса кĕчĕ Иркка шкула. Халех акă урок пуçланĕ те вăл хăйĕн ытарайми учительницине курĕ. Икĕ уйăха яхăн текех Маньăпа çӳренĕ пирки, Иркка вырăсла калаçма чылаях вĕренчĕ; вăл унпа кунĕпех вырăсла калаçма сăмах тупать. Маня та чăвашла вĕренме пуçланă, кирлĕ пулсан, вăл чăвашла та калаçать.
Калама çук савăнăçлă вăхăт çитнĕ пек туйăнчĕ паян Ирккашăн.
Урока лармалли звонок пулчĕ. Пĕтĕм вĕренекен ача-пăча коридора ретпе, класпа класс, йĕркеллĕн тăчĕç. Канцеляринчен Николай Иванчăпа Агриппина Павловна тухрĕç. Пĕрремĕш класран кĕлĕсене пĕлекен çукрах-ха, çавăнпа вĕсем сăхсăхса çеç тăраççĕ, юрламаççĕ. Аслăрах класри ачасем юрлаççĕ. Ирхи кĕлле пĕтерсен, пурте классене кĕчĕç.
— Мĕншĕн пирĕн учительница килмерĕ? — ыйтаççĕ пĕр-пĕринчен класри ачасем.
— Чирлемен-ши?
— Тен, ăçта та пулин каймалли тупăннă?
Хурлăх пуласса сиснĕ пек, Иркка чĕри кăрт-кăрт сикет, вăл йĕп çинчи пек ларать.
Класа заведующи кĕчĕ, пурте шăпланчĕç.
— Пирĕн Мария Захаровна ăçта? — ыйтрĕç темиçен.
— Сирĕн учительница халех килет, пĕр çур сехетрен. Эсир вăл киличчен шăп ларăр, — тесе хăварчĕ вăл.
Ачасем пурте çул çине пăхма пуçларĕç.
— Килет! Килет!..
Мария Захаровна, канцелярине кĕмесĕрех, пальтипех, пуçне мамăк тутăр çыхнипех класа пырса кĕчĕ.
— Здравствуйте! — терĕç ачасем, пурте ура çине тăрса.
— Здравствуйте! — терĕ васкавлăн Мария Захаровна. — Ачасем, манăн халь каймалла, вăхăт çук... Ачасем, сывă пулăр, лайăх вĕренĕр, мана кĕтĕр.
— Эсир ăçта каятăр? — учительница сăмахне пӳлсех ыйтрĕç ачасем.
— Эпĕ фронта каятăп, вăрçа. Ман паянах Арзамас хулине çитмелле... Ачасем, Вăхăтлăх правительствăна хирĕç тепĕр революци пуçланнă. Мускавра, Петроградра Совет влаçĕ пулса тăнă... Пуянсене хирĕç... Эпĕ çав революци çарне сестра милосердия ĕçне каятăп, вăрçăра аманнă салтаксене пырса пулăшу паратăп. Эпĕ тăрăшса ĕçлĕп, эсир те тăрăшса вĕренĕр... Васкатăп, сывă пулăр!
Мария Захаровна алăк патнелле утрĕ. Тĕлĕннипе, хурланнипе ачасем ăна хирĕç калама сăмах та тупаймарĕç. Тăлăха юлнă пек ларса юлчĕ класс. Мария Захаровна канцелярине кĕрсе тухрĕ те шкултан хăвăрт тухса кайрĕ.
— Пире кам вĕрентĕ?
— Заведующи хăй вĕрентет пулĕ?
— Вăл чăвашла пĕлмест...
— Урăх кам вĕренттĕр?
Перемена вăхăтĕнче пĕрремĕш класрисене тăваттăмĕшĕсем патне куçса кайма хушрĕç. Тăваттăмĕш класра вун сакăр ача, тата аллă тăваттăн пырса кĕрсен, пичкене чышса тултарнă пек пулчĕ.
Иркка иккĕмĕш парта хушшине, чӳрече çумне, Маньăпа юнашар ларчĕ.
Урока ларма шăнкăрав пачĕç. Класа Агриппина Павловна пырса кĕчĕ, çав вăхăтрах тăваттăмĕш класра вĕренекен Зоя сасăпа макăрса ячĕ. Агриппина Павловна вырăсла çухăрашма пуçларĕ, Иркка, вырăсла чухлама вĕреннĕскер, пурне те ăнланса пычĕ.
— Мĕн пулчĕ? — тесе ыйтрĕ Зойăран учительница.
— Первăйсем килчĕç те тӳрех вăрлама пуçларĕç, — терĕ куççуль витĕр Зоя.
— Мĕн вăрларĕç?
— Ман çивĕт туни çыххине...
— Кам?
— Ав çавă, Сидорова Марфа!
— Эсĕ мĕншĕн вăрларăн?
— Эпĕ нимĕн те илмен! — терĕ хуратутлă, вăрăм çивĕтлĕ çинçешке хĕрача тĕлĕнсе.
— Епле илмен? — терĕ Зоя. — Эпĕ хамăн кĕрен хăйăва сан сумкăнта тупрăм-çке!
— Эсĕ ман сумкăна алăна та тытман, эпĕ халь çеç куçса килтĕм.
— Суять, суять, — ĕсĕклесе макăра пуçларĕ Зоя.
— Эсĕ кунта вăрланипе пуясшăн-и? Хăвăр килĕрте нимĕн те çук пулсан, пур çынсенне илмелле-и? — çухăрчĕ учительница.
— Эпĕ нимĕн те илмен! — терĕ Марфа.
— Тух класс умне! — Тух! Тух! — çаннинчен сĕтĕрчĕ ăна Агриппина Павловна. — Тухмастăн-и? Ак сана! — вăл Марфăна хытă тапса класс умне тăратрĕ, вара Зойăран кĕрен çивĕт тунине илсе Марфа хулĕ çине çакрĕ.
— Тăр çапла! Пуян çыннăнне вăрласа пуяс тетĕн-им?
Марфа — ни вилĕ, ни чĕрĕ — хут пек шуралса кайрĕ. Çапла лĕпĕртетсех, нимле урок тумасăр, вăхăта шăнкăрав пуличчен ирттерсе ячĕ учительница.
Каллех урок пуçланмалла. Ирккан, вулама парса янине питĕ аван вĕренсе килнĕскерĕн, урокра та вуласа кăтартас килет, анчах хальхинче те вуламалли урок пулмарĕ: тăваттăмĕш класра турă законĕ çинчен урок пулчĕ, пĕрремĕш класрисен пĕрле итлесе лармалла, терĕ учительница.
— Пачăшка килет! Пачăшка килет! — терĕç ачасем, шăнкăрав пуличченех вырнаçса ларчĕç, пĕр Марфа Сидорова анчах урока кĕмерĕ... Шăнкăрав пулсан класа пĕр питĕ вăрăм пуп кĕрсе тăчĕ те, кĕтесри турăш çине сăхсăхса, «Достойно» юррине юрласа ячĕ. Пурте ура çине тăчĕç, пĕлнĕ таран унпа пĕрле юрлама пуçларĕç. Юрласа пĕтерсен, пуп сĕтел патне ларчĕ. Ытла та самăр пирки ун айĕнчи пуканĕ чĕриклетрĕ. Хăраса пăхать Иркка çак лапсăркка сухаллă, вăрăм çӳçлĕ арçын çине. Хура подрясникĕ ура тупанĕ таран, пичĕ-куçĕ хăрушă: куç айĕсем шыçăннă пек хăпарса тăраççĕ, çăварĕ пысăк, шăлĕсем вăрăм та сарă...
— Суслов, — терĕ вăл, хăйĕн тетрачĕ çине пăхса. — Молитвăна виренсе килтĕн-и?
— Вĕ-ĕ-вĕреннĕ... — терĕ ача.
— Кил конта!
Ача хăра-хăра пуп умне пычĕ.
— Поçла!
Ача чĕнмест...
— Поçла, тетĕп сана!
Ача чĕнмест.
— Но, çветуй ашшĕ...
— Çветуй ашшĕн, амăшĕн, ывăлĕн, хĕрĕн... — терĕ ача.
— Милле? Милле? Акă сана, ашшĕ, — терĕ пуп, ачана икĕ хăлхинчен икĕ еннелле туртса. — Акă сана амăшĕ, — каллех туртрĕ. Ывăлишĕн те, хиришĕн те, — тет пуп, хăлхисенчен хытăран хытă туртса. Ачан хăлхисем хыçĕнчи хытса ларнă кĕçĕ шатрисем çурăлса кайрĕç те, юн тапса тухрĕ.
— Кай контан! Ирсĕр япала! — терĕ пуп, ачана чикелентерсе.
— Никодимов, тох-ха конта!
Пысăк пуçлă, хĕрлĕ çӳçлĕ ача пуп умне тухса тăчĕ.
— Иудейсем, ку çолпа никам та ан кайтир тесе хыратма, çул юпи çине милле çĕлен çакнă?
— Йывăçран туса çакнă, — хăвăрт каласа хучĕ ача.
— Минрен? — илтмен пек пулчĕ пуп.
— Йывăçран, — пĕр хăрамасăр, пĕлнĕ пек, каларĕ лешĕ.
— Кил-ха конта, йывăç çилен!
Вăл, хурчăка чĕрнисемпе ярса илнĕ пек, ачана хĕрлĕ çӳçĕнчен ярса тытрĕ те, айккинчен айккинелле сулса, çапла каларĕ:
— Çилене пыхыртан тунă, пыхыртан! Пыхыр çилен туса çакнă, çакна ĕмĕр ан ман!
Ачан пуç тирĕ ыратнипе пичĕ çине те, мăйĕ çине те пăрçа пек шултра тар тапса тухрĕ.
— Кайса лар! — çухăрчĕ пуп. Ача парта хушшине чупса кĕчĕ, парта çине выртрĕ те макăрса ячĕ. Пуп ачасем макăрнине пăхса тăмарĕ:
— Зиновий, — чĕнчĕ вăл виççĕмĕшне. Парта хушшинчен тухмасăр, ура çине йăл-йăл куçлă яштак ача тăчĕ.
— Контарах кил, Зиновий! — хушрĕ пуп.
— Ман сасă уçă, эпĕ хытă калаçатăп, кунтан та илтетĕр, батюшка, — терĕ Зиновий.
— Ха! — çиленчĕ пуп, анчах çиленнине кăтартас темерĕ, ыйту пама пуçларĕ:
— Зиновий, торă ăçта порăнать?
— Мĕнле турă? — пĕлмĕш пулса ыйтрĕ Зиновий.
— Святой торă! — терĕ пуп.
— Святой турă, батюшка, пирĕн турăш кĕтессинче пурăнатчĕ, халĕ ĕнтĕ революцирен хăранипе пĕлĕт çине вĕçсе хăпарчĕ, çавăнпа халь ун ячĕ «çӳлти турă».
— Сана кон пек осал калама Иван Тимофеич вĕрентсе ячĕ-и?
— Çук, батюшка. Куккан турăсем çинчен вĕрентме вăхăчĕ çук, вăл Вăхăтлăх правительствăна аркатать!
— Мин! — сиксе тăчĕ пуп.
— Нимех те мар, батюшка. Революци пулнине пĕлтерсе, коридорта шăнкăрав шăнкăртатать! — терĕ Зиновий, хăй класран хăвăрт чупса тухрĕ.
— Тыт! Тыт, торра хирĕç пыракана! — çухăрчĕ пуп... Пурте коридора чупса тухрĕç, анчах пĕр ачан та Зиновие тытас шухăш пулман пулмалла.
23
Ĕнене сар çупа улăштарас тесе, Ирккапа амăшĕ эрнене яхăн çӳрерĕç, Шерхулла кĕтӳçĕ пулăшнипе анчах Макçи килне ĕне вырăнне пĕр пăт сарçупа хăрах мăйракаллă качака пырса кĕчĕç.
Çак эрне хушшинче Иркка шкула кĕрсе тухмасăрах ашшĕ патне виçĕ хут кайса килнĕ. Паян Иркка ашшĕ патне савăнăçлă хыпарпа каять; пĕр пăт сар çу пур, тен, май килсен, паянах ашшĕ килне таврăнма пултарĕ. Анчах хăрушă хыпар та пур: çак эрнере Вăхăтлăх правительство лартнă пуçлăхсем яла пырса кĕчĕç те Ирккасем пек чухăнтарах çынсен тыррине, ют патшалăхсемпе çапăçакан çар валли кирлĕ тесе, пĕтĕмпех илсе тухса кайрĕç. Ирккасен вара пĕçернĕ çăкăрпа пĕчĕк ырçа çăнăх анчах юлчĕ. Иркка хыпаланса пуçтарăнать. Унăн уйрăлми юлташĕ пĕрле кайма килсе çитнĕ те, халĕ Ирккана кĕтсе сак çинче ларать.
— Ира, — терĕ Маня, чӳречерен пăхса. — Вирук килет.
— Хăй пыраймасть ĕнтĕ, аппа валли мĕн те пулин парса ярасшăн пулмалла. Паян пирĕн япала сахал, Чинук аппа валли те илсе каятпăр, — терĕ Иркка.
Çенĕкрен Вирук Иркка амăшĕпе пĕрле кĕчĕ.
— Инке, виçеллĕ япалана мĕншĕн катрăн? — терĕ Вирук, инкĕшĕ сар çăва Макçине парса яма хатĕрленине курсан.
— Чинук та тутанса пăхтăр терĕм. Урăх пирĕн килкартине ĕне те пырса кĕрĕ, те виличчен те сĕт-турăх çисе курас çук, — терĕ инкĕшĕ. — Панă чух тарасапах турттарса тăмĕ-ха леш, асли.
— Тен турттарĕ, ăçтан пĕлес. Питĕ выçăскер пулĕ вăл. Аннерен пĕр пăт сар çу ыйтрĕ, тет. Эпир тупса параймастпăр хуть.
— Суймасан, ĕнесĕр юлнишĕн питех кулянмăттăм, — терĕ инкĕшĕ, куçне çын сисмелле мар шăлса илсе.
— Ман çăкăра ăçта хурăн-ши? — ыйтрĕ Вирук.
— Ăна эпĕ сумкăна хуратăп...
— Хамăн паян вăхăт çук-ха, аннене кала, эпир паян Ваçка пичче тыррине çапса пĕтеретпĕр.
— Юрать, калăп.
Вĕсем виççĕшĕ пӳртрен тухрĕç: Вирук юлчĕ, икĕ хĕрача уялла утрĕç.
Уйра çул тимĕр пек хытă, утнă чух янăраса тăрать. Тӳпене тĕксĕм пĕлĕт хупланă: кĕç-вĕç юр çума пуçлĕ. Кĕрхи сивĕ сывлăша ерипен вĕрекен çил хăвалать, çĕр çумĕпе шуса, юлашки тусана шăлса каять, юра таса çĕр çине çутарасшăн пулĕ. Кĕрхи янăравлă сывлăш сассене инçете çӳретет. Ак кунтан ултă çухрăмра ларакан разьезд умĕнчен поезд чашлаттарса иртсе кайни илтĕнчĕ, ун хыççăн — тепри. Хĕрачасем поезд шавласа иртнине чарăнса тăрса итлерĕç, тĕтĕмне те курса юлчĕç.
— Мĕншĕн иккĕ харăс? — тĕлĕнчĕç вĕсем.
Çич-сакăр минутран, те станцие çитсе, поезд шавĕ сасартăк чарăнчĕ.
— Сегодня.. — тем калама пуçланăччĕ Маня, çав вăхăтра, пĕтĕм таврари сывлăша кисрентерсе, станци патĕнче асар-писер вут сикрĕ.
— Мĕн ку? — çĕр çумне лăпчăнса ларчĕ сасартăк шурса кайнă Иркка.
— Взрыв! — пăшăлтатрĕ Маня, юлташĕ çумне тĕршĕнсе.
— У-ух! — сывлăша тепĕр хут кисрентерчĕ взрыв.
— Анар çырмана, — пăшăлтатрĕ Иркка, ку хăрушă вут хăйсем патне çитесрен хăраса.
Вĕсем тăватă уран упаленсе çырмана аннă чухне çине-çине темиçе взрыв пулчĕ.
Шăнса кайичченех пĕр сиккеленмесĕр çырма тĕпĕнче ларчĕç хĕрачасем.
Тавра лăпланчĕ, поезд сасси те илтĕнмест, те çӳреме чарăнчĕç, те вĕтĕ-вĕтĕ, сайра чаршав пек ӳкме пуçланă юр, сывлăша тачкатса, сасса инçе ямасть.
— Каяр-и? — ыйтрĕ Иркка.
— Пойдем! — килĕшрĕ Маня.
Кантур патне çите пуçласан, вĕсене шкула каякан Зиновий хирĕç пулчĕ.
— Станкова, сире ĕнертенпе вĕрентме пуçланă, — терĕ вăл.
— Мĕнле ĕнертенпе? Эрнипе вĕрентмен-и-мĕн?
— Агриппина Павловна шкултан тухса тарнă, вара учитель çук пирки эрне вĕрентмерĕç, пире улттăмĕшсен учителĕ вĕрентрĕ. Ĕнер çĕнĕ учитель çитрĕ, халĕ сирĕн класа та вĕрентме пуçланă.
— Мария Захаровна-и?
— Çук, вăл мар. Арçын ку, тин вĕренсе тухнă, тет. Виктор Васильевич ятлă, питĕ лайăхскер, ачасене хĕнемест, вăрçмасть те...
— Эпир паян пырас тесех килтĕмĕр, — терĕ Иркка.
Кун пек савăнăçлă хыпар илтсен, вĕсем тĕрмене чупсах кайрĕç.
— Мĕскер иккĕн тан пылчăк çĕклетĕр, пĕри анчах кĕрĕр! — терĕ хуралта тăракан салтак.
Маня килкартине тăрса юлчĕ.
— Акă, атте, пăртак çу илсе килтĕм. Ку тутăрпа çыхнине Чинук аппана пар. Ĕнене улăштартăмăр.
— Э, çу-и... Ку çăва каялла илсе кай, ĕнер Лисук килсе кайрĕ, икĕ çаврашка çу хăварчĕ.
— Аппа-и? Епле килме пĕлчĕ вăл кунта?
— Таçта каятăп, тет.
— Мĕншĕн?
— Ан та кала... Пăчă, килте сывлама сывлăш çук, тет. Хăйне арпа миххи ăшне çыхса хунă пекех калаçать...
— Питĕ хурланать-им хăй?
— Хурланать сана! Ман çул уçă, тет... Çирĕп чунпа каятăп, тет. Вĕçсе каяс кайăк пек çунат сарнă, тейĕн, ăна итлесен! Эх, калаçать, эх, калаçать!.. Вăрçса та пăхрăм та, ăçта итлеме! Сывă пул, инçетри çула кайрăм, пил пар мана, терĕ... Пиллерĕм вара...
— Ăçта кайрĕ?
— Каламарĕ...
— Ах, ман ăна курмаллаччĕ! — терĕ Иркка.
— Тен, пырса тухĕ... Çу хатĕрлерĕмĕр тетĕн-и? — калаçăва улăштарчĕ ашшĕ.
— Хатĕрлерĕмĕр. Ĕнешĕн пĕр пăт сар çупа пĕр качака пачĕç. Илсе килмелле-и?
— Хĕрĕм, эсĕ паян шкултан тухсан татах килсе кай-ха... Ĕнер те, паян та допроса чĕнмерĕç. Комиссарне курма пулмарĕ. Тен, халь чĕнĕç, вара калаçăп. Петюк сывă-и?
— Петюк лаша шăварма çӳрекен пулнă, кунĕпе пӳрте кĕмест, тек вылять, — терĕ Иркка.
— Ну, каях ĕнтĕ, кайса вĕрен, — терĕ ашшĕ.
Шкула вĕсем ирхи кĕлĕ юрлама хатĕрленсе тăнă вăхăтра çитрĕç. Пуп ачасем умĕнче вĕттĕн сăхсăхса тăрать. Кĕлĕ пуçларĕç... Пуп хулăн сассипе питĕ хытă юрласа янă вăхăтра тăваттăмĕш класра вĕренекенсенчен пĕри урпа çăнăхĕнчен пĕçернĕ пашалу касăкĕпе яра пачĕ пупа сарлака çурăмĕнчен. Урпа пашалăвĕ вăл тимĕр пек хытă, пуп авăнсах илчĕ.
— Что такое? Что такое?! — кăшкăрчĕ пуп.
Пĕри пĕр сăмах чĕнекен пулмарĕ. Урока ларма звонок пулсан, пурте класа кĕчĕç.
Урок пуçланчĕ. Паян пĕрремĕш класра вĕренекенсене учитель çĕре çитиччен шутлама вĕрентрĕ, урок кăмăла кайнипе шăнкăрав янăрани те сисĕнмерĕ.
Коридора тухсан, сасартăк пĕтĕм шкул пăлханса ӳкрĕ: кантур патĕнче çухрашу-тĕркешӳ пуçланнă. Но! текен те пур, тăр-р! тесе çухăракан та пур, тата тем-тем шавлаççĕ, сассисем кăна илтĕнеççĕ, сăмахĕсене уйăрса илме çук.
— Маня, атте мĕнле-ши унта? — чĕтреве ернĕ сасăпа ыйтрĕ Иркка.
— Идем к нему! — терĕ Маня.
— Çук, эпĕ пĕчченех каятăп, — терĕ Иркка, сумкине Маньăна парса хăварчĕ те, сиксе тухас пек тапакан чĕрине аллипе тытса, тĕрме патнелле чупрĕ.
Юр пĕрчисем çул çине ӳкеççĕ те кăнтăрлахи ăшăпа ирĕлеççĕ, çавăнпа çул шуçлак, Иркка ӳкесрен пĕкĕнсе чупать. Кантур патне çитрĕ, пăхать, кантур тăрринче хĕрле ялав вĕлкĕшет, килкартинче тулли салтак... Нимĕн те ăнланма çук; крыльца умĕнче тройка кӳлнĕ тăрантас тăрать, тăрантас çине хутсем купаланă, тройка халĕ вĕçсе каймалла, анчах икĕ енче те пăшалĕсене пеме хатĕр салтаксем тăраççĕ, лашисем урисемпе çĕре кукалеççĕ. Кантуртан куçлăх тăхăннă земски чупса тухрĕ те тăрантас патне виркĕнчĕ. Çак вăхăтра кантуртанах, тепĕр крыльцаран, сăран пиншак тăхăннă çын сиксе анчĕ, тăрантаспа земски хушшине пырса тăчĕ. Земски револьвер туртса кăларчĕ, анчах чугун çул çинчи депора ĕçлекенсен формине тăхăннă çын земски аллине ярса тытрĕ.
— Именем революционного комитета вы арестованы! — терĕ сăран пиншаклă çын. Кам ку? Мĕншĕн ун сассине Иркка лайăх пĕлет? Çапла, çапла... Çавă. Ун чух ун картузĕ çинче пуртăпа мăлатук пулнă, халĕ ун вырăнне çĕлĕк тăхăннă, çĕлĕкĕ çине хĕрлĕ хăю чалăшшăн çĕленĕ. Николай! Ирккан чĕри тапма чарăнчĕ, ун куçĕпе хăлхи анчах пур... Вăл пурне те курать, пурне те илтет...
— Как вы смеете?! Я комиссар Временного правительства! — çухăрчĕ земски.
— Временное правительство низложено! Я командир отряда революционного войска. Взять! — хушрĕ Николай.
Салтаксем земские тытрĕç.
— На допрос! — хушрĕ Николай.
Земские каялла кантура çавăтса кĕртрĕç, тăрантас çинчи тартма хатĕрленĕ хут çыххисене каялла çĕклерĕç.
Иркка Николай çине куç сиктермесĕр пăхать: Николай сăран пиншакĕ çинчен кобурлă портупея çакнă, кăвак галифе, сăран атă тăхăннă. Ун сăнне вăрçă çилĕсем хуратнă.
— Товарищ командир, — терĕ пĕр салтак, ун патне пырса. — Тĕрме патне кайма вăхăт мар-и?
Каллех питĕ палланă сасă... Кам ку? Ямшăк Михали?! Анчах лешĕ сухаллăччĕ, ку сухалсăр...
— Юрать! — терĕ те Николай, салтакпа юнашар тĕрме патнелле утрĕ.
Вĕсем пынине курсан, тĕрме умĕнчи салтак, пăшалне çĕре пăрахса, аллисене çĕклерĕ.
Пĕр хĕрлĕ хăю çакнă салтак ун пăшалне илчĕ те хăйне кантура леçрĕ. Çенĕкре тăракан салтак, паçăр Ирккапа Маньăна вăрçаканни, хăй патне пынă салтаксене хирĕç тăчĕ.
— Убрать! — хушрĕ Николай.
Ăна та таçта ертсе кайрĕç... Ун хыççăн тĕрмере ларакансем пĕрин хыççăн тепри алăкран каçса туха пуçларĕç. Ним ăнланма ĕлкĕрейменскерсем, хăйсене ирĕке кăларнă, палланă пек туйăнакан çынсем çине ним тума аптраса пăхса тăраççĕ.
— Чим, чим, ара, эсĕ-и ку, Михаля? — тĕлĕнчĕç Йĕлмекассисем.
— Ах, турă, Михаля! — сасартăк сасăпа макăрса чупса пычĕ ун патне тĕрмерен тухнă арăмĕ. — Эпĕ сана çухатса хуйхăрни...
Малалла мĕн калани макăрнă пирки илтĕнмерĕ.
— Пирĕн Иван çапла тупăнмĕ-ши? Сирĕн пата пырса тухаймарĕ-и вăл? — ыйтрĕ Кирилл.
— Çук, сирĕн Ивана курмарăм, — терĕ Михаля.
— Эсĕ тата ăçтан? — ыйтрĕ унран Уçка. — Кĕлетрен епле тухса тартăн?
— Чинук пĕлет! — куçне тĕрмерен тухакан Чинук еннелле хĕсрĕ Михаля.
— Чинук аппа! Эсĕ мĕн тума кунта килсе кĕнĕ? — ыйтрĕ ăна хирĕç пыракан Николай.
— Микула, пĕчĕк чухнех ăслăччĕ те эсĕ, халĕ тата паттăр пултăн-и? Тайма пуçăм сана! — Чинук Николая пуç тайрĕ те, мăйĕнчен ыталаса, икĕ хут чуптурĕ.
Иркка хăюсăр, ним чĕнмесĕр тăракан ашшĕ патне пычĕ.
— Макçи пичче! — сасартăк Макçи патнелле утса пычĕ Николай. — Эсĕ те революционер иккен? Ку Иркка мар-и?
— Çавă, Микулай Петрович, — терĕ Макçи.
— Сывă-и, хĕрĕм! — аллине Иркка патне тăсрĕ Николай. Иркка аллине вут ăшне чикнĕ пек хăраса тăсрĕ.
— Епле ӳснĕ эсĕ. Аçу патне килтĕн-и?
— Вăл мана çитерсе усрарĕ, çимелли пĕрмаях киле-киле пачĕ, — терĕ Макçи.
— Халĕ килтен килтĕн-и?
— Çук, халĕ шкултан килтĕм...
— Эсĕ шкула та çӳретĕн-и? Маттур! — Николай сасартăк Ирккана тытрĕ те, çĕклесе, кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ. — Шкула кампа çӳретĕр. Вĕренме çӳрекенсем тата пур-и?
— Тимĕрçĕ хĕрĕ пур, Маня ятли. Эпир унпа юлташлă.
— Лисук епле пурăнать сирĕн? — ыйтрĕ те илемлĕ тутисене шăт тытрĕ Николай.
— Вăл упăшки патĕнчен тухса кайнă пулмалла, — пĕлтерчĕ Иркка хăйĕн шухăшне.
— Авă епле...
Тата тем каласшăн пулчĕ вăл, анчах ун умне Ямшăк Михали пырса сылтăм аллине картузĕ патне тытрĕ:
— Командир юлташ? Мана хам ачама, Хĕлипе, кайса курма ирĕк парсамăр?
— Икĕ сехет çитет-и?
— Ытлашшипех! Мĕншĕн тесен эпĕ ямщинăран пĕр лашине илесшĕн...
— Илме пултаратăн.
Михаля çаврăнчĕ те лаша вити патнелле утрĕ.
— Хăшĕччĕ-ха ун ачи? — ыйтрĕ Николай, Ирккана çĕре антарса.
— Хĕлле — Хĕлип, çулла — лĕпĕш, текенни, — терĕ Иркка.
— Астурăм! — йăл кулчĕ Николай, каникулта яла пынă вăхăта аса илсе. Ун кулли хăмăр куçне тăванла ăшшăн çутатрĕ, çилсемпе хуралнă питне кĕрен сăн кăларса, ытарайми илемлетрĕ.
Çав вăхăтра, урисемпе пылчăк сирпĕтсе, сарă лаша йĕнер çинче ларса пыракан Михаляна кантур килкартинчен çил пек илсе тухрĕ.
...Кантурта допрос пырать, хĕрлĕ салтаксем шурала пуçланă уйпа тăван ялне вĕçтереççĕ. Таканлă лаша шуçлак çултан хăрамасть, унăн ури çĕре тивни те курăнмĕччĕ, хыçалалла вĕçсе юлакан пылчăк анчах ури çĕре тивни çинчен пĕлтерет.
Ачишĕн васкать-ши ку çын? Çук. Ачине вăл кĕçĕр курса ыталĕ, ун патне паян амăшĕ те таврăнса савăнтарĕ... Урăх сăлтавпа васкать Михаля. Май килнĕ чух хăйне тӳсме çук намăс кăтартнă çынна тавăрмаллах. Акă Варламăн ултшар ураллă капанĕсем курăна пуçларĕç, Ял патне çывхарса пынă чух Михаля капансем хушшинче пĕр çын мĕшĕлтетсе çӳренине курчĕ.
— Варлам мар-ши ку? — шухăшларĕ вăл, лашине каялла çавăрчĕ те итем хапхи умне çитсе чарăнчĕ.
Хапха патне кашкăр пек пысăк сăрă йытă чупса тухрĕ те, карта çине чĕвен тăрса, вĕрме пуçларĕ.
— Кам унта? — ыйтрĕ капан хыçĕнчен Варлам.
— Иртен-çӳрен! — терĕ Михаля.
— Сана мĕн кирлĕ?
— Ывăлăртан салам илсе килтĕм.
— О-о! Ăçтан куртăн вара эсĕ ăна? — терĕ вăл, капан хыçĕнчен тухса.
— Хусанта, больницăра... Вĕçне çитнĕ терĕç ăна.
— Чим, чим... Эсĕ салтак-çке. — Михаляна курсан, тĕлĕнсе кайрĕ Варлам.
— Салтак, — терĕ Михаля, аллинчи чăпăрккипе хăйĕн атă кунчине çапкаласа.
— Темле палланă çын пек...
— Паллатăн-и, тен?
— Чим, салтак, вăрçăри хыпарсене кала-ха...
— Сирĕн Керенскийĕре тытса хупнă, халĕ пур çĕрте те Совет влаçĕ. Коммунистсем ертсе пынипе сирĕн влаçа пĕтертĕмĕр...
— Ан сӳпĕлтетсе тăр! Эсĕ мана хăратма килтĕн-и?
— Вĕлерме килтĕм!
— А-а! — çăварне карчĕ Варлам. — Вилнĕ çынсем чĕрĕлсе тăма пуçланă мар-и? Ямшăк Михали-çке эсĕ...
— Çавă.
— Вĕлерме мар, хăвна йĕрлеменшĕн эсĕ мана тав тумалла...
— Тав тума килтĕм мана ырă ята кĕртнĕшĕн!..
— Халăх тыррине ан вăрла! — терĕ Варлам.
— Эсĕ вăрланă!
— Ăси! — çиллине шăнараймасăр вĕслетрĕ йыттине Варлам.
Йытти пĕрре сиксех карта урлă каçрĕ, Михаля шинель кĕсйинчен револьвер кăларчĕ те тӳрех ăна çамкинчен печĕ, йытă йынăшса капан çумне ӳкрĕ. Михаля пăшаллă иккенне пĕлсен, Варлам капан хыçне тарса пытанма тăчĕ.
— Тараймăн! йытă пурнăçĕпе пурăнтăн, йытă вилĕмĕпех вил!
Бах! турĕ револьвер. Шăлне шăтăртаттарса, хĕрелнĕ куçĕсемпе Михаля çине пăхса илчĕ те Варлам, тулă капанне ыталаса, ерипен çĕре шуса анчĕ.
— Сана суд пуличчен тĕнчере усрама юрамасть, кирлĕ те мар, — терĕ Михаля. Вара лаша çине утланчĕ те çил пек каялла вĕçтерчĕ.