Совет саманинче писателе тухнă пĕрремĕш чăваш хĕрарăмĕ Марфа Дмитриевна Трубина 1888 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Аслă Куснар ялĕнче çуралнă.
Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 1903–1909 çулсенче вăл Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Кунта вăл К, Иванов, Н. Шупуççынни сăвăçсемпе, Ф. Павлов, С. Максимов, П. Пазухин музыкçăсемпе, чăваш культурин ытти паллă çыннисемпе тĕл пулнă, тĕнчери классикла литературăна çине тăрса вуланă.
Хăй каланă тăрăх, унăн чи пирвайхи юратнă писателĕсем Н. В. Гоголь, И. С. Тургенев, Л. Н. Толстой пулнă. А. В. Кольцов поэзийĕпе çунатланса, вăл сăвăсем çырма пуçланă. Унтан пĕчĕк калавсем çуралнă. Çак чи малтанхи произведенисенех И. Я. Яковлев асăрханă, ырланă, татах çырма хавхалантарнă.
Октябрьти революци хыççăн чăваш литератури пĕтĕм совет литературипе пĕрле тĕрекленнĕçемĕн тĕрекленсе пырать. Трубина Марфи пултарулăхĕ те анлăн аталанма тытăнать. Совет влаçĕн пĕрремĕш уйăхĕнчен пуçласа вăл Аслă Куснар шкулне ертсе пырать, çавăнтах хăйĕн пĕрремĕш кĕнекисене кăларма хатĕрленет. 1919 çулта Хусанта Трубина Марфи пухса йĕркеленĕ «Чăваш юмахĕсем» ятлă халăх произведенийĕсен кĕнеки тухать.
1925 çулхи çуркунне М. Д. Трубинана Шупашкара интернат-шкула («Шкул-коммунăна») ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Кунта çулталăк ытла ĕçлесе пурăннă хушăра писательсемпе час-час тĕл пулни, вĕсемпе пĕрле литературăпа культура ĕçĕнчи тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явни, юлташĕсем куллен хавхалантарса тăни унăн вăй-халне хытă çĕклесе янă. Кунта вăл ачасем валли пĕр вăхăтрах темиçе произведени çырать, çитĕннисем валли те калавсем çаптарса кăларать, шкул программисемпе кĕнекисем хатĕрлет.
1926 çулхи кĕркунне Трубина Марфи хуларан каллех хăйсен ялĕнчи шкула ĕçе куçать. Икĕ-виçĕ çул хушшинче икĕ кĕнеке хатĕрлесе кăларать вăл. 1930 çулта ăна ЧАПП (Чăваш пролетари писателĕсен ассоциацийĕ) правленийĕн секретарьне уйăраççĕ, анчах вăл шкул ĕçне пăрахас килменнипе ялтах юлать.
М. Трубинан малтанхи калавĕсем кивĕ пурнăç юлашкисене тĕп тума, ялта çĕнĕлле пурнăçшăн, социализмла культурăшăн тăма чĕнеççĕ.
Чылай калавĕсене Трубина Марфи чăваш ялне ĕмĕртен пусса тăнă тĕшмĕшлĕхе хирĕç тĕллесе çырнă. «Вупăр» ятлă калавĕнче (1927) вăл хăйĕн геройĕсемпе пĕрле «Революци пулни халăх куçне уçрĕ... Акă тĕттĕмлĕх пĕтсе пырĕ. Пурăннăçемĕн, çутталла тухнăçемĕн халăх вăранать, тасалать. Суя, кирлĕ мар япала пурнăçран майĕпе пăрахăçа тухать» тесе савăнать. Çав суя хăй тĕллĕнех пĕтес çуккине пĕлнĕскер, писательница хăйĕн калавĕсенче («Улталанмăлăр», «Кивĕ пурнăç çӳп-çапĕ», «Микул турра хĕнени» т. ыт. те) ĕççыннисене тĕттĕмлĕхрен хăпассишĕн тимлĕн кĕрешме хистенĕ.
Кивĕ йăлапа кĕрешме чĕнекен калавĕсемпе юнашарах Трубинан çĕнĕ самана паллисене сăнлакан произведенийĕсем тăраççĕ. Кусенче писательница çĕнĕ йышши çынна, социализм саманин çыннине кăларса тăратнă. Вичкĕн шухăшлă, халăх пурнăçĕпе ырлăхĕшĕн вăй хуракан çын сăнарĕ вăл.
Вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнче Трубина колхоз калавĕсем çырма пикенет. 1933 çулта унăн çĕнĕ кĕнеки («Калавсем») тухать. Кĕнеки ячĕн айне çапла хушса çырнă: «Ку калавсем пурте колхоз ыйтăвĕпе хĕрарăмсен пурнăçĕ çинчен», — тенĕ. 1933 çулта, «Трактор» альманахра, унăн «Мучар» повеçĕ пичетленме тытăнать. Тепĕр çулне вăл уйрăм кĕнекен тухать.
Повесть писательницăн малтанрах пичетленнĕ «Килет» тата ытти драмисене, колхоз калавĕсенчи шухăшсене, сăнарсене пĕрле пĕтĕçтерсе тăрать. Класс тăшма-нĕн хаярлăхĕпе чеелĕхне тĕллесе кăтартать çыравçă, кĕрешӳре тимлĕрех, хастартарах пулма чĕнет.
Ял кулакĕ-куштанĕ Мучар хăйĕн ĕçне пит «пĕлсе» тăвать. Ытлашши пурлăха туртса илмелле тенĕ хыпара илтсенех, вăл мĕнпур çуртне-йĕрне, выльăххи-чĕрлĕххине сутса пĕр вăхăтлăха ялтан тухса шăвăнать, кайран «çука ертĕм, чухăна тухрăм» тесе килсе кĕрет, хăлтăр-халтăр мунчара, çĕтĕк-çатăк тумтирпе пурăнма тытăнать, чухăнсене пулăшакан комитета çырăнать, колхоз пуçлансан, унта та кĕрет, çĕн йĕркешĕн çунакан пек курăнса тухать.
Çиелтен пăхнипе Мучара паллама çук. Анчах ăшĕпе вăл тилĕрен те чее, кашкăртан та сăхă, упаран та тискер. Пурлăхĕнчен укçа туса, ăна вăл кĕсйине чикнĕ. Тусĕпе Мучар çапла калаçать: «Санпала манăн мĕн каласси пур? Эпир хуть, иксĕмĕр те чеерех пулса, хамăра хамăр раскулачить турăмăр. Да... пирĕн пĕр шăрпăк та та Совета каймарĕ. Чухăна кĕрсе ĕлкĕртĕмĕр. Чышкă пек çуртсенче пурăнатпăр. Вольнăй пролетари вĕт эпир, хи-хи-хи, раскулачить тăвăр ĕнтĕ иире. Мĕн илесси пур пирĕнне?»
Патшалăха улталаса, Мучар ылтăнпа вăрттăн сутă тăвать, Совет влаçĕ арканасса кĕтсе пурăнать, ĕçхресченĕсене колхоза урлă тăратать, чылайăшне пĕрлешӳллĕ хуçалăха кĕресреи пăрса хăварать, пĕр-пĕринпе хирĕçтерсе ярать, çураки ĕçĕнче те, патшалăха тырă парас чухне те сиен кӳме пăхать. Çаксене пурне те тăшман хăйне палăртмасăр, тĕттĕм хресченсен аллипе туса пырать.
«Мучар» повесть 30-мĕш çулсенчи чăваш прозинче чи паллă произведенисен шутне кĕчĕ. И. Тукташăн «Вăкăр çырмийĕпе» тата В. Краснов-Аслин «Тăвалла» повеçĕпе пĕрле вăл пирĕн литературăра колхоз темине çул уçса параканĕ пулчĕ. Çак повеçри темăпа тĕп шухăшсем малкшне ьгтти писательсен пултарулăхĕнче, Трубинан хăйĕн те татах аталанса пычĕç.
Тăван çĕршыва фашизмран хӳтĕлессишĕн пынă аслă вăрçă çулĕсенче Трубина Марфи совет çыннисене патриотла кĕрешӳ ялавĕ айне пĕр пулса тăма чĕнекен калавсем («Пусăра», «Килйыш», «Нина») кăларса тăнă. Вĕсене çырма ăна çĕршыв умне йывăрлăх килсе тухнă самантра пирĕн халăх кăмăлĕн çĕнĕлле палăрнă ырă енĕсем хавхалантарнă.
Пионерсемпе шкул ачисем чăваш ялĕнче кивĕ йăлана, хутпĕлменлĕхпе тĕшмĕшлĕхе тĕп туса çĕнĕ культурăшăн тăрăшнине «Хĕллехи каçсенче» (1928), «Ял тăрăх» (1931) ятлă калавсенче сăнланă.
Колхоз теми те Трубина произведенийĕсенче пирĕн çамрăксенчен социализм обществин çĕнĕ калчисем шăтса ӳснине сăнлассипе çыхăннă («Чăпаркка», 1928; «Пĕчĕк бригадирсем» е «Пĕчĕк колхозниксем», 1931; «Арçури», 1935).
Вăрçă хыççăнхи çулсенче Трубина Марфин ачасем валли çырас пултарулăхĕ тепĕр хут çĕкленет. 1947 çулта унăн ку таранччен çырнисенчен суйласа илнисем «Калавсемпе юмахсем» ятпа тухаççĕ, унтан вăл çĕнĕ калавсен икĕ пуххине — «Пионерсем» (1950), «Асăнмалăх, савăнмалăх» (1953) кăларать. Ку калавсемпе писательница шкул ачисене хальхи тапхăра тивĕç пулассишĕн тăрăшма, харпăр хăйĕн коммунизмла шухăш-кăмăлне çирĕплетме чĕнет, çамрăксен коллективĕсенче пĕрлĕх туйăмне тата ĕçпе туслăха тĕреклетее пыма хистет.
Аслă Куснарти шкулта вĕрентсе пурăннă тапхăрта (1913—1956) Марфа Дмитриевнăн вĕрентӳçĕ ăсталăхĕ пысăк вăй илет. 1944 çулхи ноябрьте ăна Чăваш АССР шкулĕсен тава тивĕç учителĕ ятне, 1951 çулхи февральте РСФСР шкулĕсен. тава тивĕç учителĕ ятне панă. Унăн шкулти, литературăри тата общество ĕçĕсене Ленин орденĕ тата «Еçре палăрнăшăн», «1941—1945 çç. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальсемпе паллă тунă.
М. Д. Трубина пултарулăхĕ пысăк калăплă чăваш прозинче тăван халăхăн иртнĕ пурнăçне историлле конкретлă сăнарлакан реализм меслетне çирĕплетме пулăшнă. Ку тĕлĕшрен вăл çырнисем хăй вăхăчĕшĕн çĕнĕлĕхпе палăрнă.
Унăн пысăк калăплă произведенисем тăвас ăсталăхĕн çак паха енĕсем пуринчен ытла «Ача чухнехи» повеçĕнче (1956) курăнаççĕ.
1956 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче утмăл тăххăра пуснă Марфа Дмитриевна Трубина хăйĕн тăван Аслă Куснар ялĕнче вилсе кайнă.
Трубина Марфи пултарулăхĕ чăваш литературишĕн чылай сиплĕ, пархатарлă пулнă. Вăл çине тăмин, тен, чăваш ача-пăча литератури те революци хыççăнах пĕр каррăн çĕкленсе каяймастчĕ пулĕ. Унăн пултарулăхĕ пирĕн ача-пăча литературинче педагогикăлăха çирĕпленме пулăшрĕ. Ытти писательсемпе пĕрле вăл хăй вăхăтĕнче тĕслĕх кăтартнăран чăваш прози те хавхаланнă, унта хальхи пурнăç таппи тарăнраххăн йĕр хывнă.
Писательница-педагог чĕри пĕрмай тĕрĕслĕхшĕн çуннă. Мĕнпур ĕçĕ-хĕлĕпе, кĕнекисемпе вăл пирĕн литературăра ырă туртăмсене вăй илме пулăшнă.