Çак çĕр çинче эп çăлтăрсем çутатăп,
Тен, кирлĕ пулĕç тетĕп çынсене;
Вĕсем çинчен эп çынсене калатăп,
Анчах çынсем курмаççĕ вĕсене.
Ман çăлтăрсем епле хитрен çунаççĕ,
Илем кӳреççĕ пур тавралăха.
«Анчах та мĕншĕн вĕсене курмаççĕ?» —
Ыйту паратăп пĕтĕм халăха.
Никам хуравламасть. Мĕскершĕн чĕмсĕр
Чунтан юратнă, савнă халăх ман?
Тĕнче кĕмсĕртетет, ав, кĕмсĕр-кĕмсĕр,
Çавна та темшĕн халь илтмест никам.
Хăлхасăр-ши ман халăх?.. Тен, вăл куçсăр
Курмасть пулсассăн çăлтăр çутнине.
Çынсем, куçăрсене, тархасшăн, уçăр,
Курсамăр çутнă çут çăлтăрсене!
Вĕсем, çунса, кăшт çутăрах тăвасшăн
Çак хурлă, тĕксĕм, шелсĕр тĕнчене;
Çут хевтине çак тĕнчене парасшăн,
Телей кӳресшĕн мĕскĕн çынсене.
Çакна пĕлсе, эп çăлтăрсем çутатăп,
Çӳл тӳпене яратăп вĕсене.
Вĕсем çӳлтен çутатасса шанатăп
Çак хурлă, тĕксĕм, шелсĕр тĕнчене.
09.01.2007.