Ах, эпир аплаччĕ,
Ах, эпир каплаччĕ,
Ах, пурăнаканччĕ
Çамрăк вăхăтра.
Туслăн çӳрекенччĕ,
Çĕр çĕмĕрекенччĕ,
Чул тĕпретекенччĕ
Эпĕр пурнăçра.
Ах, юратаканччĕ,
Ах, ыталаканччĕ,
Ах, чуп тăваканччĕ
Çамрăк хĕрсене!
Кун-çулсем иртсессĕн,
Вăхăтсем çитсессĕн,
Саланса пĕтсессĕн
Тĕрлĕ çĕрсене,
Пĕр-пĕрне курмастпăр,
Туслă пурăнмастпăр,
Тĕплĕн калаçмастпăр,
Хаклă тусăмсем.
Халь ăçта çӳретĕр,
Еплерех ĕçлетĕр,
Мĕн çĕмĕрттеретĕр,
Ман юлташăмсем?
Ах, пуçтарăнасчĕ,
Кĕреке пухасчĕ,
Юрă шăратасчĕ,
Тусăмсем, пĕрре!
Эпĕр пухăнсассăн,
Пĕр-пĕрне курсассăн,
Хăвăрттăн, хавассăн
Тапĕ ман чĕре.