Атте вилни килтисене кисретнĕ.
«Çĕр пек мăн хуйхă», — тенĕ çырура.
Анне кукамая çапла пĕлтернĕ,
Çап-çутă кун та пулнă хуп-хура.
Ку çеç çитмен иккен-ха, тепĕр хуйхă
Кĕç йăтăнса анать кил-йыш çине...
Куççуль тăкса çухатнă хыççăн ыйхă,
Ватти-вĕтти йăшать пĕр каçхине.
Ирпе тăрсан пăхаççĕ те кураççĕ:
Хапха — яр-уçă, пуш-пушах чăлан.
Синкерлĕ çул тесе халь хăратаççĕ, —
Чăн-чăн вăрри ун чух та хăраман1.
Çапла, çӳренĕ вăл ун чух та сывă,
Кĕрсен пĕр япала та хăварман.
Çав каç çинчен-ха пулчĕ манăн сăвă,
Анне калаçнине те эп манман:
«Пăртак ман хăлхана кĕрсеччĕ сасă,
Кушак çӳрет пуль терĕм ухтарса...»
Кил-йыш çеç мар, çĕкленнĕ пĕтĕм касă,
Шарт! тĕлĕнет ял-йыш ирпе тăрсан.
Пальто, костюм, çăм атă, ăшă çĕлĕк —
Вĕр-çĕнĕ пулнă, кирĕк тивертмен.
Атте тин çеç çĕлетнĕ тăлăп, кĕрĕк —
Пурне те илсе тухнă, тиркемен.
Хăруш ĕç чылай шăв-шав çĕклерĕ.
Милици çитнĕ-мĕн йытăпалан.
Кайсан-кайсан çухалнă вăрă йĕрĕ, —
Ватти калаçнă ăслăн: «Ан çыхлан...»
Ялти конфликт çапла вĕçленнĕ. Вăрă
Ку чух та ырă-сывă, алхасать.
Çаплах вăл вилĕмсĕр, çаплах вăл йăрă, —
Ăçта сăлтавĕ? Ку вăл — урăх юрă,
Ун кун-çулне, тен, самани тăсать?
31.01.2000