Чĕкеç чĕппи – чĕвĕлти,
Чи пĕчĕкки, çиелти,
Тутă тута саралсан,
Çурла çунат сарăлсан,
Те вăйне виçес тесе,
Те хăйпе вĕçес тесе,
Пĕр вашлатнă çӳл енне,
Пĕр тачлатнă çĕр çине.
Ашшĕ кайнă акана,
Амăш кайнă армана.
Пĕри тыр-пул ӳстерме,
Тепри апат çитерме.
(Пирĕншĕн атте-анне
Чĕкеç пек парать чунне!).
Чĕппи вара, чăрсăрскер,
Туса хучĕ халь мĕскер?
Амăш ăна ятласах
Хушрĕ ларма лăпланса.
Чĕппи итлес вырăнне
Тытрĕ турĕ хăйĕнне.
Ма васкарĕ-ши вĕçме,
Халь инкек тивет тӳсме.
Васкан – вакка сикĕн, тет,
Çапла ват çын вĕрентет.
Вăхăт шăвать, каç пулать,
Пирĕн чĕппе мĕн пулать?
Ашшĕ-амăш сисиччен,
Килне ĕçрен киличчен
Лартас пулать халь ăна
Пӳрт пуçĕнчи йăвана.
Кам пултарĕ çак ĕçе,
Шеллĕ пĕчĕк чĕкеçе?
Ун патне пăхса ун-кун
Çитрĕ тăчĕ пĕр чĕр чун.
Пуçĕ хĕрлĕ тура пек,
Хӳри хӳхĕм çурла пек.
Çĕрти çӳпе сирпĕтет,
ăман тупсан хĕпĕртет.
Ак кам пулăшĕ ăна,
Лартĕ ăшă йăвана!
«Кок-кок, çук-çук, – тет çакскер, –
Хам та çав çунатсăрскер.
Хуçам касрĕ вĕçесрен,
Кӳрше инкек кӳресрен.
Пулăшаймăп эпĕ хам,
Юлташа сĕнсе пăхам».
Çывăхрах юлташĕ ун,
Кăвак тĕслĕ мăн чĕр чун.
Хăй сухаллă – ват çын мар,
Ик туратлă – йывăç мар,
Мăн хутаçлă – пăрăç мар.
Симĕс курăк пухкалать,
Пахча енне пăхкалать,
Макра-макра тем калать.
Пĕчĕк чĕппе халь тинех
Лартĕ ăшă йăвине!
«Ме-кек! Текех çук ăстам,
Çиейместĕп купăста.
ĕлĕк сикнĕ пахчана,
Тарăхтарнă хуçана.
Халь тăлларĕ урана,
Пулăшаймăп çав сана.
Çакăнтах юлташ пур ман,
Çав, тен, пулĕ пулăшма?».
Ку юлташĕ çенĕк пек,
Пуçĕ йывăç сенĕк пек.
Мăн хырăмĕ пичке пек,
Вăрăм хӳри милке пек.
Пӳрте пăхса мулатать,
Сĕтне сума васкатать.
Пĕчĕк чĕппе кам иккен
Хăтарайĕ инкекрен!
«Му-ук, çу-ук, тусăмсем,
Йăвана епле çитем.
Эп вĕçместĕп, эп сикмес,
Вăрламастăп та сĕкмес.
Ман апат курăксенче,
Манăн сĕт чĕлхе çинче.
Хуçа ачи пулсан çеç
Хăтăлайĕ çак чĕкеç».
Шăпах туссен телейне
Ача килчĕ хăй килне.
Чăрсăр чĕкеç чĕппине
Илчĕ те карттус çине
Вăрăм пусма тăратса
Чĕппе хучĕ хăпартса.
Эпĕ куртăм çак ĕçе,
Эп каларăм чĕкеçе.
Халь вĕсем çав ачана
Тав тăваççĕ яланах:
«Эреветлĕ, теветлĕ,
Хӳри вĕçне туй килнĕ,
Якат Петĕр, пăчăнтăр-р!
Хуçа ачи пит маттур,
Хуçа ачи пионер,
Ун пек пулма вĕренер!».
14.02.1971