Самант! Иртсе те кайрĕ.
Самант! Епле васкавлă та кĕске.
Самант – куç мăч тăвайрĕ.
Самант тени ытла та хăвăрт-çке.
Анчах мĕльюн самант пĕрле
Кунсем, çулсем пулаççĕ.
Кашни самант хăйле тĕрлет:
Вилеççĕ, çуралаççĕ...
Çĕрле хĕвел çутасшăн
Çиçет те çиçĕм кĕç сӳнет.
…Хам ĕмĕрти самантсене
Ман çиçĕм пек тăвасчĕ.