Йĕпписем йăл-ял выляççĕ
Çĕмĕрт аллинче:
Селĕм эрешсем пулаççĕ
Шупăр анĕнче.
Улмуççи те питĕ харсăр —
Вăл çыхать кĕпе:
— Çур уявĕ иртмĕ мансăр,
Ĕçлĕп çĕрĕпех.
Чиесем ним шавламасăр
Шурă пир тĕртеç.
Ах, мĕн чул пике — курсамăр! —
Шăпине кĕтеç...
Çĕмĕрт, çĕмĕрт, пит васкатăн
Шупăрна çыхма.
Сивĕпе, тен, канашлатăн
Эсĕ тĕл пулма?
Пур-тăр çав санра хаярлăх:
Эс çеçке çурсан,
Сивĕ те илет каваррăн
Çавипе сулса.