Чăваш тĕнчи — сап-сар хĕвел пекех,
Эпир — хĕрӳ хĕвел пайăркисем!
Чăваш пулма эс ан вăтан текех,
Эпир — хастар пăлхар тăхăмĕсем!
Чăваш кĕвви — ахах-мерчен пекех,
Эпир — паха мерчен пĕрчийĕсем!
Чăваш пулма эс ан ӳркен текех,
Эпир — патвар пăлхар тăхăмĕсем!
Чăваш юрри — çурхи шыв-шур пекех,
Эпир — çап-çут таса тумламĕсем!
Чăваш пулма эс ан хăра текех,
Эпир — маттур пăлхар тăхăмĕсем!
Чăваш ташши — вĕçен тăрна пекех,
Эпир — ĕлккен черчен çуначĕсем!
Чăваш пулма эс ан шиклен текех,
Эпир — сатур пăлхар тăхăмĕсем!
Чăваш тĕрри — капмар юман пекех,
Эпир — пин-пин çинçе вуллийĕсем!
Чăваш пулма эс ан имен текех,
Эпир — ĕçчен пăлхар тăхăмĕсем!
Чăваш чĕлхи — кăвак тӳпе пекех!
Эпир — инçет сенкер çăлтăрĕсем!
Чăваш пулнишĕн ан пăлхан текех,
Эпир — вĕри пăлхар тăхăмĕсем!
Чăваш мехелсĕр нишлĕ халăх мар,
Пуласлăхĕ пуян та çутă ун!
Тăван, хăюллăн малалла утар,
Çут уçлăхра пур саншăн та ыр кун!!!