I
Якур — вунçиччĕпе пыракан вăтам пӳллĕ та çаврака питлĕ çамрăк каччă, хăйсен ялĕнчен тăхăр класлă шкула пĕтернĕ хыççăн, Çтерлĕ хулине вĕренме килчĕ. Вăл кунти электричество виçев тата тĕрĕслев приборĕсемпе ĕçлеме вĕрентекен лицейра çур çула яхăн вĕренчĕ те ĕнтĕ. Халĕ, акă, пĕрремĕш курсăн пĕрремĕш çурçулĕ вĕçленсе пырать. Кунта Якур пек ачасем чылайăн вĕренеççĕ, чăвашсем те пур. Вĕренекенсенчен чылайăшĕ — хуларан, анчах ялсенчен те нумайăн килнĕ. Лицей общежитийĕнче пурне те пурăнма вырăн çитменрен, ачасенчен чылайăшĕ хулари тăванĕсем е ют çынсем патĕнче хваттерсенче пурăнаççĕ, кашни ир лицее вĕренме çӳреççĕ. Якур та Марье аппа ятлă пĕччен мăнакка патĕнче пурăнать, хăйне кашни кун газ çинче апат пĕçерет, раскладушка çинче çывăрать. Марье аппа пурăнакан нумай хваттерлĕ икĕ хутлă кирпĕч çурт хулан аслă урамĕсенчен пĕринче вырнаçнă та, лицей кунтан çывăхра пулнăран, Якур унта çуранах çӳрет. Ма-ха çак çамрăк чăваш каччи шкул хыççăн лицее вĕренме килчĕ? Вăл техникăна юратни пулчĕ малти вырăнта. Анчах ку çеç те мар. Ултă çухрăмри Урлай ялне, унти вун пĕр класлă шкула çуран вĕренме çӳрес килмерĕ унăн. Тата Çтерлĕри пĕр-пĕр колледжа экзамен парса кĕме ӳркенчĕ. Кунта вара — лицее экзаменсăрах илеççĕ. Çакă пулчĕ те ĕнтĕ лицее вĕренме килнин тĕппи. Иртнĕ çур çул хушшинче Якур хула пурнăçне те аванах хăнăхма ĕлкĕрчĕ.
Анчах сасартăках пулмарĕ çакă, тĕрлĕ пăтăрмахсемпе çыхăнчĕ. Астăвать-ха вăл август уйăхĕнче пулса иртнине. Ун чухне вĕсем иккĕн, Якурпа пĕр класра вĕреннĕ Кирук, автовокзалра хăйсене хулана илсе килнĕ автобусран тухрĕç те унталла-кунталла пăхкаласа илчĕç, кăкăр кĕсьисенчи лицее пама хатĕрленĕ документсене тыткаласа пăхрĕç. Вара, хула тăрăх çӳрекен автобус çине ларса, кивĕ хулана çитсе ӳкрĕç. Çакăнта лицей пулмалла ĕнтĕ. Малалла ăна çуранах шыраса тупма тивĕ. Çапла турĕç те çамрăксем. Вĕсем машинĕсем нумайăн чупакан сарлака урамран ансăртарах урама пăрăнчĕç те тротуарпа утрĕç. Ку урамра ĕлĕкхи кивĕ йывăç çуртсем нумай иккен. Çак пĕр хутлă çуртсем хушшинче хăма хӳмесем тăраççĕ, картишсенчи пурнăçа иртен — çӳренсене кăтартмаççĕ.
— Ялти пекех ку урам, — пуçне пăрчĕ Кирук Якур енне. –Выльăхсем çеç çӳремеççĕ.
— Çапла. Анчах ку урамăн ячĕ мĕнле пулчĕ-ха? — чарăнса пăхрĕ Якур умĕнчи сарлака та çӳллĕ çуртăн кĕтесне çапса хунă тимĕр татки çине. — Номерне çырнă, урамăн ятне çырман. Эпир шыракан лицей таçта вырнаçнă ĕнтĕ?
— Урамсен ячĕсене вĕсен пуçламăшĕсенче çыраççĕ, — хула пурнăçне нумайрах пĕлнине кăтартрĕ Кирук. — Çак урам тепĕр урам урлă каçнă çĕре çитер те унăн ятне вуласа пĕлĕпĕр.
Туссем тротуарпа малалла васкавлăн утрĕç, анчах инçе утасси пулмарĕ вĕсен: пĕр картишĕнчен ачасен умне тăватă хула ачи тухса тăчĕç. Вĕсенчен иккĕш Якурпа Кирукпа пĕр çулхиреххисем пулчĕç пулсан, тата иккĕшĕ аслăрах курăнаççĕ. Вĕсен футболкисен айĕнчи хулĕсем те сарлакарах. Пурте джинсă шăлаварсемпе тата туфлисемпе. Аслăраххисен вăрăм çӳçĕсем хăлхисене хупласа, мăйĕсем таранах аннă. Ахаль шăлаварсемпе пиншаксем çеç тăхăннă ял ачисенчен уйрăлса тăраççĕ вĕсем çи -пуçпа.
— Ну-ка чарăнăр! — хучĕ аллине аслăраххи Кирукăн хулĕ çине, тепĕр аллинчи пӳрни çине тăхăнтарнă вăрăм вăчăрана пӳрни тавра çавăрттарма пăрахмасăр. — Хулара мĕн çухатрăр эсир? Кĕсьĕрсенче мĕн пур?
Якурпа Кирук, ĕç çапла килсе тухассине кĕтменскерсем, хула ачисем çине кăнн! пăхса илчĕç, каппăл çухалса кайрĕç.
— Кĕ-кĕсьесенче — лицее кĕмелли документсем, — чĕтренсе тухрĕ хăраса ӳкнĕ Кирукăн сасси. — Я-ярăр пире!
— Ярăпăр, ярăпăр! — хавассăн калаçрĕ пĕр çамрăкраххи, ял ачисен кĕсьисене ухтарма пикенсе. — Кĕсьисенче мĕн пуррине тĕрĕслĕпĕр те…
Якурăн пиншакĕн кĕсьинчен унăн караслă телефонне тата амăшĕ çул çине панă виççĕр тенкĕ укçине туртса кăларчĕ, хăйĕнчен аслăраххине пачĕ. Вара лицее кĕртсе памалли хучĕсене пăхкаларĕ. Тепĕр çамрăкраххи те Кирукпа çаплах турĕ. Лешĕн телефонĕ çук пулсан та укçи Якурăннинчен нумайрах иккен: пин тенкĕрен ытларах. Хулигансем ачасен докуменчĕсене кювета ывăтрĕç те вĕсене урисемпе тапкаласа илчĕç.
— Кунтан килĕре çитме автобус билечĕ миçе тенкĕ тăрать? — ыйтрĕ вăчăралли.
— Тăхăрвуннă! — персе ячĕ чĕтреме чарăнайман Кирук.
— Ме çĕр тенкĕ! — укçа тăсрĕ ун енне хулигансенчен аслăраххи. — Эсĕ те! Килне çитме валли.
Ку сăмахĕ Якуршăн пулчĕ ĕнтĕ.
— Карасла телефона тавăрса пар! — сасартăк çилленсе чăрсăррăн пăхрĕ Якур лешĕн куçĕсенчен. — Вăл вĕр-çĕнĕ-ха, унпа усă курса та ĕлкĕреймерĕм.
— Ха-ха! — тепре кулса ячĕ вăчăра тытнă услап. — Эсĕ ăна мана парнелерĕн-çке! Парнене каялла пама ыйтмаççĕ. Çапла-и?
Вăл тусĕсем енне пуçне çавăрчĕ.
— Çапла, çапла! — кулса ячĕç юлташĕсем те.
— Илтрĕр-и? — ял ачисене пуçĕсенчен пӳрнипе вирлĕн чиртсе илчĕ услап. — Илтрĕр пулсассăн — лайăх! Халĕ вара халех документăрсене пухса илĕр те çук пулăр кунтан! Часрах! Ну!
Якурпа Кирук васкавлăн пĕшкĕнчĕç те кюветри хучĕсене кĕсьисене пухма пикенчĕç. Вĕсене пухса пĕтерсенех тахăшĕ вĕсене хыçран тапрĕ. Лешсем малалла сулăнса кайрĕç.
— Тарар кунтан! — пăшăлтатрĕ Якур. — Кусене хирĕç тăма май çуккине хăвах куратăн!
Кирук, çакна хирĕç пĕр сăмах каламасăр, хула урамĕпе малалла тапса сикрĕ. Якур та ун хыççăн ыткăнчĕ. Çурăм хыçĕнче ахăлтатни тата шăхăрни çеç илтĕнсе юлчĕ, анчах хыçран хăвалакансем пулмарĕç.
— Курăпăр-ха пĕрне-пĕри каярахпа! Аса илтерĕпĕр сире пире мĕнле çаратнине! — хĕремесленсе кăшкăрчĕ чупма чарăннă Якур, каялла пăхса.Хула хулиганĕсем пушшех те ахăлтатса кулса ячĕç.
Урлă каçакан тепĕр урамра лицей вырнаçнă иккен. Ăна туссем çăмăллăнах тупрĕç, анчах унта документсене Якур çеç пачĕ.
— Эпĕ ку лицее кĕместĕп! — тăрук кутăна печĕ Кирук. — Хула ачисенчен урăх çаратăнассăм килмест.
Çапла вара сентябрь уйăхĕнче Якур Çтерле пĕчченех вĕренме килчĕ. Кирук кӳршĕ Урлай ялĕн шкулне кайрĕ. Якура ашшĕ Марье мăнаккан килне хваттере вырнаçтарчĕ та ывăлĕ хулара, читлĕхрен кăларса янă кайăк пек, пĕчченех тăрса юлчĕ. Вăл кунран — кун лицей пурнăçне хăнăхса пычĕ. Лицейра вĕренме шкултинчен йывăр мар иккен. Спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ. Якур, шкулта спортпа питех туслă пулманскер, лицейра хăйне çак енĕпе тĕрĕслесе пăхма шутларĕ. Çавăнпа та вĕренӳ çулĕ пуçланнă хыççăн пĕр-ик эрнерен вĕренекенсене кĕрхи çăмăл атлетика кросне хутшăнма чĕнсен савăнса кайрĕ. Каччă лицейăн тренерĕ пулакан çамрăк та типшĕм арçын патне пычĕ те хăйне кроса хутшăнма ирĕк пама ыйтрĕ.
— Юрĕ, юрĕ, лицейшăн чупăн! — куçне хĕскелесе илчĕ тренер. — Эсĕ епле чупнине курăпăр.
— Юрĕ. Тавтапуç!
Акă, каланă вырсарни кун хула хĕрринчи тикĕс айлăмра тĕрлĕ лицейсемпе колледжсенчен килнĕ чупăшакансен вун — вун пиллĕке яхăн команди пухăнчĕ. Çав шутра — Якурсен лицейĕн те. Вĕсен командинче пилĕк каччăпа пилĕк пике. Хĕрсем лицейра суту-илӳ ĕçне вĕренеççĕ. Пурте спорт костюмĕсемпе. Урисенче камăн — кедăсем, камăн — кроссовкăсем. Часах пухăннисене микрофонпа строя тăма команда пачĕç.
— Тăрăр! — васкатрĕ хăйĕн командине лицей тренерĕ Василий Павлович. –Кĕçех старт парĕç.
Спортсменсем пурте пĕр пысăк строя тăма пуçларĕç. Çак самантра Якура пĕри хулĕнчен çапса илчĕ:
— Çумлăн тăрар! Эсĕ чăваш-и?
— Çапла. Паллашар! Кĕркури эпĕ, — Якура аллине тăсрĕ лешĕ.
— Якур, — хăйĕн енне чăснă алла тытрĕ Якур та.
Икĕ чăваш каччи строя çумлăн тăчĕç, пăшăлтатса калаçма пăрахмарĕç. Вĕсем пĕр-пĕрне мĕнле районсенчен тата ялсенчен килнине пĕлтерчĕç. Кĕркури Якуртан пĕр çул аслăрах иккен, лицейăн иккĕмĕш курсĕнче вĕренет. Вăл та, Якур пекех, пĕр карчăк патĕнче хваттерте пурăнать. Марье аппан çуртĕнчен инçетре те мар. Якур хăйне çĕнĕ юлташ тупнăшăн савăнчĕ.
— Малашне пĕр-пĕриншĕн тăрăпăр, — куçне хĕссе илчĕ Кĕркури. — Хĕрсем патне те пĕрле çӳрĕпĕр.
Кĕркури хула пурнăçне аванах хăнăхни курăнать. Пĕр командăри хĕрсемпе те хăйне хăюллă тытать, шӳтлет. Анчах çак самантра: «Смирно!» — терĕç те стройри калаçусем шăпланчĕç. Кашни командăран пĕр çын уйăрса, вĕсене ушкăнпа икĕ километра чуптараççĕ иккен. Хĕрсене пĕр километра çеç. Пĕр ушкăн чупса килсен, теприне старт параççĕ. Кашни ушкăна кĕрекен спортсменсен хушамачĕсене кăшкăрса тухрĕç. Якур иккĕмĕш ушкăна лекрĕ, Кĕркури — виççĕмĕшне. Çакăн хыççăн строя салатса ячĕç, кроссра чупма хатĕрленме хушрĕç. Пурте сиккелеме, аллисемпе хăлаçланса сулкалама пикенчĕç. Якур хăйсен шкулĕнчи физкультура урокĕсемсĕр пуçне спорта урăх енчен явăçманскер, спортсменсем çине тĕлĕнерех пăхрĕ:
— Мĕн сикелеççĕ кусем? Çакăнсăрах чупса пулмасть-шим?
Кĕç микрофон тытнă спорт инструкторĕ спортсменсен ушкăнне старт йĕрĕ умне пухăнма кăшкăрчĕ. Вунпиллĕке яхăн чупăшакан курăк çинче чĕрсе палăртнă йĕр умĕнче пĕшкĕнсе кукленчĕç, чупма хатĕрленчĕç.
— Старт! — аллинчи пĕчĕк ялавĕпе сулчĕ инструктор. Çамрăксем малалла кĕпĕрленсе ыткăнчĕç.
— Кун пек кăна эпĕ те чупатăп! — Кĕркури çине куларах пăхса илчĕ Якур.
— Чупăн, чупăн! — каллех хулран çапса илчĕ лешĕ çĕнĕ тусне. Вăл çак самантра хăйĕн çумĕнче тăракан икĕ хĕре пилĕкĕсенчен ыталаса илчĕ те хăй çумне чăмăртарĕ.
— Паллашăр манăн çĕнĕ туспа! — пуçне Якур енне çавăрчĕ вăл. Лешсем хихиклетсе илчĕç те каччă енне аллисене тăсрĕç:
— Нина.
— Вера.
Каччă та хăй ятне каларĕ.
— Халĕ манăн чупмалла. Сирĕн черетĕр хăçан? — ыйтрĕ вăл хĕрсенчен.
— О-о! Халех мар-ха, — хихиклетме пăрахмарĕç йăрăс пӳллĕ пикесем, спорт шăлаварĕсем айĕнчи купарчисене выляткаласа. — Эс чупнă чух, эпир сана кăшкăрса хавхалантарăпăр. Эс кайран — пире.
Нина ятли хăмăр куçĕпе Якур çине кăсăкланса пăхса илчĕ. Иккĕшин те куçĕсем хĕсĕнсе илчĕç. Каччă хăйĕн пичĕ пĕçерсе кайнине сисрĕ.
— Иккĕмĕш ушкăн, старта хатĕрленĕр! — репродукторпа команда пачĕ инструктор. Чупса кайнисем финиша таврăна пуçларĕç.
— Нинăна хам епле хытă чупма пултарнине кăтартам-ха! — хĕпĕртерĕ Якур. — Куртăр эпĕ еплерех чупма пултарнине!
Умри ушкăнрисем пĕрин хыççăн тепри чупса килсе пĕтсен иккĕмĕш ушкăна старт пачĕç. Якур, ыттисене хăй хыçĕнче хăварса, малалла тапса сикрĕ.
— Маттур, Якурккă! — илтрĕ вăл çурăмĕпе Нинăпа Верăн кăшкăрнă сассисене. — Чуп!
Çакă качча хавхалантарсах ячĕ. Вăл хăвăртлăха тата ӳстерчĕ те хăй хыçăн чупакансене инçетерех те инçетерех хăварса пычĕ. Хыçри спортсменсем хашкани çеç илтĕнсе тăчĕ ăна. Пĕр километра яхăн чупрĕç çапла, анчах çак вăхăтра Якур хăйĕн вăйĕ пĕте пуçланине сисрĕ, сывлама та йывăрланчĕ, куçсенче те хура пăнчăсем курăнса кайрĕç. Хыçра чупакансенчен пĕри ăна хăваласа чупса иртрĕ. Ун хыççăн — тепри, тепри… Каччăн урисем йывăрланнăçем йывăрланчĕç те вăл чупакансен ушкăнĕнче чи кая тăрса юлчĕ. Финиша çитме инçе-ха. Вăл умрисене хăваласа çитме тăрăшать. Анчах лешсем унран инçетелле те инçетелле уйрăлаççĕ. Пĕрремĕшĕ, акă, финиша та çитрĕ пулас: чăваш ачин тĕтрепе витĕннĕ куçĕсем çакна аран-аран асăрхарĕç. Пĕрремĕш хыççăн финиша иккĕмĕш çитрĕ, ыттисем… Çапла майпа чи малтан финиша чупса çитме ĕмĕтленнĕ Якур унта чи кайран, урисене вăйсăррăн ылмаштарса, çитрĕ. Нинăпа Вера ăна ятне кăшкăрса хавхалантарни те пулăшмарĕ.
— Кăтартрăм та хама Нина умĕнче! — йĕрсе ярас пек пăхрĕ вăл финиш хыççăн, Кĕркурисен ушкăнĕ епле чупнине сăнаса. Çак вăхăтра ун çумне Нина пырса тăчĕ.
— Ан кулян, Якурккă! — йăпатма тăрăшрĕ вăл качча. — Пурпĕрех лайăх ача эсĕ.
— Василий Павлович тренер умĕнче намăс мана! — аллипе питне шăлкаларĕ Якур. — Тата сан умăнта.
— Çăмăл атлетика секцине пĕрле çӳрĕпĕр, — каллех качча лăплантарма тăрăшрĕ Нина. — Унта хăвăрт чупма тата тĕрĕс сывлама вĕренĕн.
Каччă ун çине йăл! кулса пăхса илчĕ:
— Юрĕ.
II
Çак кросс хыççăн вăл хăйне Нина килĕшнине туйса илчĕ. Лешĕ урăх курсра вĕренет иккен: Кĕркури пекех, иккĕмĕшĕнче. Кăмăлĕпе та хавас вăл, чĕкеç сасси пек сассипе чĕвĕлтетсе калаçма юратать. Нинăпа Вера иккĕш те — хула хĕрĕсем. Çавăнпа лицее килĕсенчен çӳреççĕ. Малтанхи вăхăтра Якурпа Кĕркури çак икĕ илемлĕ хĕрпе çăмăл атлетика секцийĕсенче пĕрле пулкаларĕç, тĕрĕс чупма, сывлама вĕренчĕç. Секцисем хыççăн, Якур Нинăна автобус чарăнăвне çити темиçе те ăсатрĕ. Лартать те ăна автобуса, çуранах хăйĕн хваттерне таврăнать, утнă чухне хĕре тепре курасси пирки ĕмĕтленет. Пикене килне çитиех ăсатма кайĕччĕ те каччă, анчах кун пек тума ăна Нина ирĕк памасть.
— Юрамасть сана эпĕ пурăнакан урама пыма! — çепĕç аллипе шăлкалать вăл Якура пичĕнчен.
— Ма-ха, Нина? — ыйтрĕ унран каччă пĕррехинче. Анчах лешĕ пĕр сăмахсăрах автобуса ларчĕ те кайри чӳречерен качча аллипе çеç сулса хăварчĕ.
Пĕррехинче Якур Нина хыççăн автобуса пурпĕрех кĕчĕ. Лешĕ ăна килне кайма тархасланине итлемесĕрех, унпа çак кĕрхи ăшă каç Нина пурăнакан квартала çитрĕ. Çитрĕ те ма ăна Нина халиччен хăйне ăсатма ирĕк паманнине ăнланчĕ. Ку çапла пулчĕ.
Нина пурăнакан кварталта нумай хутлă пысăк çуртсем çук иккен. Урамсем тăрăх икĕ енĕпе те пĕр хутлă йывăç çуртсем лараççĕ. Пĕр вăрăм та сарлака урамĕпе троллейбуссемпе автобуссем çӳреççĕ. Çак урамра анса юлчĕç те ĕнтĕ хĕрпе каччă, алла-аллăн тытăнса тротуарпа утрĕç.
— Каялла кайнă чухне çак чарăнурах микроавтобус çине лар, — терĕ Нина Якура. — Мĕнле номерлĕ микроавтобус çине лармаллине пĕлетĕн ĕнтĕ.
— Пĕлетĕп, пĕлетĕп! — йăл! кулса илчĕ каччă. — Мана пĕчĕк ача вырăнне ан шутла, тархасшăн!
Вăл хула хĕрне аллинчен çепĕççĕн тытса хăйĕн çумне туртса илчĕ, куçран пăхрĕ. Каллех иккĕшĕ те йăл! кулчĕç. Малалла аслă урамран айккинелле каяканнине пăрăнмалла пулчĕ: Нина пурăнакан урам пуçланчĕ. Кунта электричество çути аслă урамринчен тĕксĕмрех çутатать иккен: юпасем çине лампочкăсене сайра çакнă. Çакă качча савăнтарчĕ кăна: хĕре тĕттĕмрех çĕрте чуптума канлĕрех пулĕ. Çакăн пек шухăшпа вăл хĕре ачашшăн ыталас терĕ çеç, пĕр çурт çумĕнчи сак çинче икĕ палламан каччă ларнине асăрхарĕ. Кусем Нинăна ăсатма килнĕ Якур çине тинкерсе пăхаççĕ иккен, кĕтеççĕ. Ялта çуралса ӳснĕ каччă çакă мĕне пĕлтернине малтанах ăнланмарĕ-ха.
— Санăн тусусем пуль-ха ку каччăсем? — ыйтрĕ вăл Нинăран. — Паллаштарăн-и?
— Вĕсем санпа хăйсемех паллашасшăн ахăр, — темрен шикленсе пăшăлтатрĕ пике. — Авă, тăчĕç.
— Юрĕ, паллашăпăр.
Чăнах та, икĕ каччă та тăнă хыççăн ку еннелле утрĕç.
— Аван-и, Нина! — терĕ пĕри, çӳçне мĕншĕн-тĕр кĕске кастарнăскер. — Ырă каç пултăр!
— Ырă каç, Гена! — хуравларĕ пике. — Тахçанах кунта ларатăн-и?
— Çапла. Сана кĕтетĕп, — хĕрĕн çулне пӳлсе хучĕ лешĕ, сарлака хулĕсене выляткаласа. Вăл Нина çумĕнче тăракан Якур çине шăтарасла пăхса илчĕ.
— Ку шĕпĕн кам? — ыйтрĕ шăл витĕр.
— Санăн мĕн ĕç? — хурав вырăнне ыйту пачĕ пике.
— А-а, ăнлатăм! Санăн çĕнĕ каччу пуль-ха, — шăлне йĕрсе илчĕГена.
— Манăн юлташ вăл. Пĕрле вĕренетпĕр.
Кун пек калани шакла пуçа килĕшмерĕ пулас: хулĕсем каллех вылянкаласа илчĕç, куçĕсем Якур çине çиленсе пăхрĕç.
— Эпир тĕрмере хамăр ума тухакансемпе çапла тăваттăмăр! — каллех сăрхăнса тухрĕç шăлĕсем витĕр унăн сăмахĕсем.
Вăл аллине васкамасăр шăлаварĕн кĕсьине чикрĕ те унтан пĕчĕк çĕçĕ туртса кăларчĕ. Çĕççи юпа çинчи лампочкăн çутипе йăлтăртатса илчĕ.
— Кил-ха кунта, чĕпĕ! Кăшт кăтăкласа илем, — утăмларĕ тĕрмерен тухнă çын Якур енне. — Сăмсу айĕнче типсе çитмен пулсан та хĕрсене ăсататăн! Урăх ăсатаймăн!
Вăл çак сăмахсемпе аллинчи çĕççипе ун-кун выляткаласа илчĕ, унпа Якур енне хăмсарчĕ:
— А-а, хăратăн-и?
Чăваш каччи, ĕç çапла килсе тухассине кĕтменскер, мĕнле тăнă — çаплах тăрать-ха, сĕмсĕр Гена çине пăхать. Кун пек пăтăрмаха халиччен лексе курманччĕ-ха вăл. Вăл ун-кун пăхкаласа илчĕ.Тапăнаканран сыхланма алли айне ним те лекменнине курса, ун енне куçакан çĕçĕллĕ каччăран каялла чака пуçларĕ, лешин куçĕсенчен шăтарасла пăхрĕ.
— Мĕн эсĕ, ухмахлантăн-им? — кăшкăрса ярса, Якурпа Гена хушшине тăчĕ çак самантра Нина. Вăл çĕçĕллĕ çынна макăра-макăра хăйĕн пĕчĕк чăмăрĕсемпе сарлака кăкăрĕнчен чышкалама пуçларĕ. — Мĕн, каллех тĕрмене кĕрсе ларас тетĕн-им? Кай кунтан! Пурпĕрех юратмастăп эпĕ сана! Кăлăхах çапла хăтланатăн!
Генки пĕр саманта чарăнса тăчĕ, хăюллă Нина çине тĕлĕнсе пăхрĕ. Унăн куçĕсем усаллăн хĕсĕнсе илчĕç. Вăл хĕре айккинелле чышса ярĕччĕ-и, анчах ăна çумĕнче тăракан тусĕ чарчĕ:
— Юрĕ, каяр кунтан! Нина тĕрĕс калать: тĕрмене тепре кĕрсе ларни кирлĕ мар сана.
Вăл тусне хулĕнчен туртрĕ те иккĕшĕ те çывăхри тăкăрлăка кĕрсе çухалчĕç. Чĕтресе макăракан Нина пуçне Якурăн кăкăрĕ çине хучĕ.
— Сана çĕçĕпе чикесрен çав тери хăрарăм! — пăшăлтатрĕ вăл. — Мана ан ăсат, терĕм-çке сана!
Каччă хĕре пуçĕнчен ачашласа илчĕ, лăпкăн сывлама тăрăшрĕ:
— Юрĕ, юрĕ, лăплан! Хăратас терĕ пуль çеç-çак Гена.
Кĕç хĕрпе каччă Нинăсен çурчĕ умне çитсе тăчĕç. Иккĕ-виççĕ чуптăвăшса илсен, пике килне кĕрсе кайрĕ. Якур, Нина çĕçĕллĕ çынран хăраманнинчен тĕлĕннĕскер, троллейбус чарăнăвĕ енне васкаса утрĕ. Анчах пăтăрмахсем пĕтмерĕç-ха уншăн çак каç.
Вăл чарăну патне çитнĕ вăхăта автобуссемпе троллейбуссем сайра çӳретчĕç ĕнтĕ, вăхăт çĕрлехи вун икĕ сехете çывхаратчĕ. Каччă хула хĕрринчи заводсем енче кĕпĕрленсе тăракан нумай хутлă çуртсем енне тинкерсе пăхрĕ: çав енчен троллебус е автобус килмелле. Анчах вĕсем килни курăнмарĕ-ха. Вĕсен вырăнне кунталла пĕр пысăк çын ушкăнĕ килни курăнса кайрĕ. Ушкăнĕ пысăк тата, туйри халăх чухлĕ те пур пек. Пурте шавласа урам варрипе утаççĕ.
— Ку çынсем çĕрле мĕн тăваççĕ-ха? — кăсăкланса пăхрĕ шавлă ушкăн еннелле Якур, тротуар çинче чарăнса тăнăскер. — Пăхса тăрам-ха.
Ушкăн çывхарнăçем, Якур унта хĕрарăмсем çуккине асăрхарĕ. Тĕрĕсрех каласан, ушкăнра çамрăк каччăсем çеç. Чи малта виçĕ-тăватă сарлака хуллисем утаççĕ. Вĕсен хыçĕнче — ыттисем, вăтăр-хĕрĕх çын та пур пулас. Хăшĕ-пĕрисен аллисенче хӳмесенчен хăйпăтса илнĕ рейкăсем, парка патаксем. Акă, ушкăн Якур тротуар çинче тăракан вырăнпа танлашрĕ те малтисенчен пĕри, ыттисене чарăнма хушса, аллине çĕклерĕ. Çак самантра çеç чăваш каччи ырă мара сисрĕ, анчах кая юлчĕ. Ушкăнрисем пурте харăссăн чарăнса тăчĕç, пĕччен тăракан Якур çине тинкерчĕç. Çавăнтах иккĕшĕ ушкăнран уйрăлчĕç те ун патнелле кювет урлă сиксе каçрĕç.
— Кам эсĕ? — ыйтрĕ пĕри, кĕлеткипе Якур пекреххи, çăмăл куртка тăхăннăскер. — Мĕн туса тăратăн кунта?
— Ахаль çеç…
Якур калас текен сăмахне каласа ĕлкĕреймерĕ: ăна янахран чăмăрпа вирлĕн çапнипе кĕлетки çĕртен уйрăлчĕ те кювет еннелле икĕ-виçĕ метра вирхĕнсе кайрĕ. Çак самантра хăйне сăлтавсăрах çапнăшăн çав тери çилли килсе кайнăччĕ унăн, анчах çĕр çине ӳксе тăнă вăхăтра куçĕсем урамра тăракан пысăк ушкăн çине ӳкрĕç:
„Хама çапнă ачана хирĕç çапма юрамасть! Манран нимĕр тума пултарĕç. Кашни пĕрер тапсан-çапсан та…”-вĕлтлетрĕ шухăш.
— Мĕншĕн çапрăн? — ыйтма кăна пултарчĕ вăл хăйне çапаканран.
— Шăп тăр! Тепре çапса вăркăтиччен! — хуравларĕ çапаканни, аллипе Якура хăмсарса. — Ут урам варрине!
Вăл чăваш ачине ĕнсерен тĕкрĕ, лешĕн кăтартнă еннелле утассисĕр пуçне ним тумалли те юлмарĕ. Айккинелле тапса сиксен çак ушкăнра унран вăйлăрах чупма пултаракансем пуласси паллă ĕнтĕ: хăваласа çитĕç те çавăнтах тӳпелесе пăрахĕç. Кунта хăвна кăшт урăхларах тытмалла пуль çав. Ăна ушкăнăн мал енче тăракан кĕрнеклĕ те патвар, Якуртан тăват-пилĕк çул аслăрах пек каччă умне илсе пычĕç.
— Юрĕ, кăтарт кам ăçта пурăннине! — çирĕппĕн тытрĕ вăл тыткăна лекнĕ ачана кăкăрĕнчен, ун çине усаллăн пăхса. — Фрол ăçта пурăнать? Хиляк? Чĕнсе кăлар вĕсене килĕсенчен!
Чăваш ачи ним те ăнланмасăр, ыйтакан çине пăхса илчĕ, шарламасăр тăчĕ.
— Мĕн чĕнместĕн? Сана куртку ăшĕнчен силлесе кăларса пăрахмалла-им? — Якура кăкăрĕнчен тытнă аллипе хăй патне туртрĕ ушкăнăн асли. — Кала! Ĕнер Фролпа пĕрле пулмарăн-и? Ма пирĕн кварталти ачасене хĕнесе ятăр?
Якур хăй умĕнче камсем пулнине тинех ăнланса илчĕ. Хулан кӳршĕ кварталĕнчен килнĕ каччăсем иккен кусем! Ĕнер вĕсенчен кама-тăр çак кварталта кӳрентернĕшĕн паян тавăрма килнĕ! Халĕ, акă, вĕсен алли айне лекнĕ Якура çак урамсенчен пĕринче пурăнакан вырăнне хураççĕ, ун çине хаяррăн пăхса тăраççĕ.
— Эпĕ кунта пурăнмастăп! Пĕр хĕре ăсатма çеç килтĕм! — персе ячĕ чăваш каччи пуçне мĕн килнине. — Эсир асăнакан темле Фролпа Хиляк çинчен те пĕлместĕп.
Ăна кăкăртан хĕссе тытнă аллăн вăйĕ чакни сисĕнчĕ:
— Улталамастăн-и? Улталасан халех хăвăнтан мĕн пулассине пĕлетĕн-и?
— Улталамастăп! Хĕре ăсатнă хыççăн троллейбус чарăнăвĕ патне пыраттăмччĕ. Сире куртăм та чарăнса тăтăм.
Ушкăнăн асли Якур çине шанмасăр пăхса илчĕ:
— Çак тĕттĕм района хĕрсене ăсатма çӳреме хăрамастăн-и? Кунтах пурăнатăн пуль-ха эсĕ? Ĕнер те пирĕн ачасене хĕненĕ çĕрте пултăн пуль?
Тыткăна лекнĕ каччă хăйне ушкăнăн асли çапма хатĕрленнине сисрĕ.
— Çук, пулман! Мана хама та кунта паян чутах çĕçĕпе чикмерĕç! — терĕ вăл чĕтренсе тухакан сассипе. — Ярăр мана! Авă, троллейбус та килет: ларса каятăп.
Чăнах та, нумай хутлă çуртсем енчен троллейбус килни курăнчĕ.
-Юрĕ, чуп! Урăх ан лек пире! — çапма хатĕрленнĕ чăмăрĕн пӳрнисене сарса ячĕ ушкăнăн асли.
Якур иккĕ калассине кĕттермерĕ, çывăхри транспорт чарăнăвĕ патне чупрĕ. Троллейбусра çеç хăйĕн ыратакан янахне аллипе шăлкаласа илчĕ вăл.
Акă ма мана Нина халиччен хăйне ăсатма ирĕк паман иккен! — вĕçрĕç шухăшсем, ларкăч çине вырнаçса ларсан. –Мана хула ачисем хĕнесрен хăранă!
III
Хăйĕнпе мĕн пулни çинчен тепĕр кун Якур лицейра Кĕркурие каласа пачĕ.
— Пулкалать кун пекки хулара, — куларах пăхса илчĕ тусĕ çине лешĕ. — Уйрăмах, хĕрсемпе çӳренĕ чухне. Хула каччисем хăйсен хĕрĕсемпе ыттисем çӳренине юратмаççĕ.
— Ялтисем те çавах, — теме аса илчĕ Якур. Ахăр, хăйсен ялĕнче ют ял каччисемпе пулса иртнисене.
— Манăн та çитес вырсарни кун Верăн килне хăнана каймалла: чĕннĕччĕ вăл мана. Сана эпĕ унта, хама юлташа илес тетĕп. Иккĕн ют çĕрте шанчăклăрах. Пыратăн-и?
— Вера хулан хăш районĕнче пурăнать?
— Хула хĕрринчи паççулккара. Шуратăл урлă кĕпер урлă каçсан.
— Унтан çупкă туянса таврăнмăпăр-ши?
— Хăратăн-им? Э-эх, юлташ тетĕн хăвна!
Çак сăмахсем Якурăн чунĕнчи иккĕленĕве татрĕç:
— Юрĕ, пыратăп. Юлташа юлташ пулăшмалла. Нинăна та хамăртпа пĕрле илер-и?
— Илес мар. Вăл-ку сиксе тухсан, чăрмантарма пултарĕ…
Вырсарни кун кăнтăр апачĕ хыççăн, туссем пасар лапĕнче микроавтобус çине ларчĕç те, çур сехет ытларахран Вера пурăнакан паççулккара анса юлчĕç. Çӳллĕ ту айĕнче вырнаçнă çак пысăк ялта икĕ хутлă кирпĕч çуртсемпе пĕр хутлă йывăç çуртсем, темиçе урам туса, хутăш ларса тухнă. Пĕр урамĕпе икĕ каччă анаталла — Шуратăл еннелле анса кайрĕç, Верăсен икĕ хутлă çуртне шыраса тупрĕç. Лешĕ хăнасене савăнса кĕтсе илчĕ.
— Эпĕ сире килместĕр пуль тесе те шутларăм ĕнтĕ, — сĕтел çине чей лартнă май чупкаларĕ вăл. — Айтăр, вырнаçса ларăр сĕтел хушшине!
Вера килĕнче пĕчченех иккен: унăн ашшĕ — амăшĕ шăллĕпе дачă пахчине кайнă та, таврăнайман-ха. Çакна пула çамрăксене чылаччен калаçса ларма никам та чăрмантармарĕ. Вĕсем Верăн караслă телефонĕпе Нина патне те шăнкăравласа илчĕç, калаçрĕç. Якур хăйĕн телефонне унччен хула ачисем тулласа илнине аса илсе, ассăн сывласа илчĕ: тепĕр телефон илме ашшĕ урăх укçа памарĕ-ха ăна.
Каччăсем Верăн килĕнчен тухнă вăхăта кун тĕттĕмлене те пуçланăччĕ ĕнтĕ. Вĕсем васкамасăр автобус чарăнăвĕ еннелле утрĕç.
— Ку ялта пире никам та тапăнмарĕ-ха, — тесе шухăшларĕ çеç Якур, чарăну лаптăкĕнче вĕсене пилĕк-ултă палламан çамрăк каччă кĕтсе тăнине курчĕ. Вĕсем пурте хăйсен паççулккинчи пике патне килнĕ чĕнмен хăнасем çине тимлĕн пăхаççĕ, аллисемпе çапкалашса илеççĕ. Кĕркури те çакна асăрхарĕ, паççулкка ачисем вĕсене тытса ĕнсе чикки пама хатĕрленнине вăл ла-айăх ăнланчĕ.
— Авă, автобус ту енчен килет, — пăшăлтатрĕ вăл тусне. — Чарăнăва эпир автобуспа пĕр вăхăтра çитме тăрăшар. Вăл чарăнсанах, унта чупса кĕрсе ларăпăр. Ку услапсем пире тытса ĕлкĕриччен.
Кĕркурин сăмахĕсем тĕрĕс пулчĕç. Чарăннă автобусăн алăкĕ уçăлсанах, туссем, хăйсене кĕпĕрленсе тăракан паççулкка ачисем урисемпе такăнтарса аллисемпе çапма пуçланине пăхмасăрах, автобуса хăвăрт кĕрсе ларма пултарчĕç. Пĕр паççулкка ачи автобуса кĕре пуçласан, Кĕркури ăна, урипе янахĕнчен тапса, кĕртмерĕ.
— Эсĕ çапла-и? — кăшкăрса ячĕ лешĕ. — Урăх пирĕн пата килеймен! Килсен те, шăмму-шаккуна ватса ярăпăр!
Вăл каллех автобуса кĕме ăнтăлчĕ, анчах, çак самантра шофер алăка шалтлаттарса хупрĕ. Чăрсăр каччăн алли алăк хушшине лексе хĕсĕнчĕ, анчах вăл ăна автобус хусканса кайиччен каялла туртса кăларма ĕлкĕрчĕ.
— Ку ачан аллине урапа тапнă пулсан хуçăлатчĕ те-ха, — калаçрĕ вырăнтан хускалнă автобусри ларкăч çине ларнă Кĕркури. Туссем кулса ячĕç.
— Çапла-а! — сăмахне малалла тăсрĕ Кĕркури. — Кунта, Вера патне, тата тепре килсе пулĕ-и, пулмĕ-и — пысăк ыйту.
— Юрĕ-ха, çăмăллăн хăтăлтăмăр! — хавхалантарчĕ ăна Якур, тусĕпе çумлăн вырнаçса ларнă май. — Верăна малашне лицейра тата çăмăл атлетика секцийĕсенче курăн-ха.
— Эй, эп Верăна пăрахатăп! — аллине сулчĕ Кĕркури. — Хама тепĕр савни тупса ярăп-ха!
— Апла пулсан, Нина та манпа çӳреме кăмăл тумĕ. Эсĕ Верăна пăрахнишĕн кӳренĕ, -кăмăлĕ пăсăлчĕ Якурăн.
— Чим-ха, Якур! Эсĕ кунта вĕренме килнĕ-и е хĕрсем хыççăн чупма-и? — кулса ячĕ тусĕ. — Вĕрен, хĕрсем çинчен ан шухăшла!
Якур та, Кĕркури çине пăхса, кулса ячĕ. Хулана çитнĕ вăхăта Вера патĕнче чей çеç ĕçнĕ ачасем аванах выçăхрĕç.
— Санăн хваттеррӳнте çимелли мĕн пур? — ыйтрĕ Кĕркури.
— Çăкăрпа кефир çеç. Ытти апат илме укçа пĕтнĕ.
— Манăн та, анчах, чим-ха, хырăмсене тăрантас пирки пуçа пĕр шухăш пырса кĕчĕ манăн! — тĕртсе илчĕ Кĕркури Якура, ларкăч çинчен тăнă май. — Çăмарта çиессӳ килет-и?
-Килет! Анчах ăçтан тупăпăр-ха ăна?
— Тупăпăр! Ут ман хыçран!
Автобусран анса юлсан, Кĕркури хула паркĕ еннелле утса кайрĕ.
— Паркăн кĕтесĕнчи икĕ хутлă кирпĕч çурта пĕлетĕн ĕнтĕ эсĕ. Вăл лаштра йывăçсем айĕнче вырнаçнă, — ăнлантарчĕ вăл утнă май. — Çав çуртăн пĕр аялти чӳречин шал енче кастрюльпе туллиех çăмарта пулнине асăрханнăччĕ эпĕ. Халĕ — тĕттĕм. Чӳречен кĕленчине хăйпăтса илĕпĕр те кастрюльти çăмартасене кĕсьесене чикĕпĕр. Вара манăн ĕлĕкхи савнин килне кайса ăшаласа çийĕпĕр. Вăл савни кунтан инçе мар пурăнать.
Çакна илтсен Якур çăварĕнчи сурчăкне çăтрĕ, выçă хырăмĕ пăкăртатса илчĕ. Каçхи тĕттĕмпе усă курса, икĕ чăваш ачи Кĕркури каланă çуртăн чӳречи патне çывхарчĕç, йывăç вулли хыçĕнчен сăнарĕç. Чăнах та, чӳреч каçакĕ çинче çăмарта хунă кастрюль ларать иккен! Шалта никам та курăнмасть.
— Пыр, кĕленчине хăйпăт! — пуçĕпе чӳрече енне сулчĕ Кĕркури. — Çăмартисене кĕсьӳсене часрах чик! Эпĕ кунта куç-хăлха пулса тăрăп. Пĕр-пĕр çынна асăрхасан — кĕххĕмлетĕп.
Якур унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ те кушак пек шăппăн чӳрече умне пырса тăчĕ, кĕленчене çирĕплетнĕ пĕчĕк пăтасене чĕрнисемпе айккинелле аврĕ. Кĕç кĕленче татăкĕ тулалла тайăлчĕ те вăррăн аллисем кастрюль енне тăсăлчĕç, савăта çăмартасенчен пушата пуçларĕç. Часах унăн шăлаварĕпе пиншакĕн кĕсйисем тулчĕç. Анчах кастрюльте çăмартасем татах юлчĕç-ха.
Якур Кĕркури патĕнчи йывăç айне чупрĕ.
— Пыр, юлнă çăмартасене кĕсйӳне пушат! — терĕ вăл юлташне. — Кастрюльте тата пур.
Кĕркури çăмартасемпе кĕсйисене тултарнă хыççăн иккĕш те васкаса парк хĕрринчи урама тухрĕç.
— Каяр кунтан часрах! — васкатрĕ Кĕркури. — Манăн савни патне çитер! Атту хырăм питĕ выçрĕ. Çăкăрĕ пур-тăр-ха унăн пирĕнлĕх кăна!
Кĕç вĕсем айккинелле пăрăнчĕç те пĕр хутлă çурт умне çитрĕç. Кĕркури картишне кĕмелли алăк умĕнче чарăнса тăчĕ.
— Çакăнта пурăнать Тая! — йăл! кулчĕ вăл.
Каччă калиткене аллипе тĕртрĕ. Лешĕ уçăлмарĕ. Каччă ăна урипе тапма пикенчĕ.
— Кам унта çак çĕр варринче? — илтĕнсе кайрĕ хĕрарăмăн çинçе сасси çуртăн алăкĕ уçăлнă май. — Мĕн кирлĕ?
— Эпĕ ку! Гриша. Уç, Тая! — кăшкăрчĕ ăна хирĕç Кĕркури. — Тунсăхларăм сана!
Çурт алăкĕнчен аялти çи-пуçпа тухнă çамрăк хĕрарăм кĕлетки курăнса кайрĕ. Анчах…! анчах, çав самантра ун хыçĕнче майкăпа трусик тăхăннă патвар арçын ӳссе тăчĕ.
— Камсем çӳреççĕ унта, Тая? — ыйтрĕ вăл хĕрарăмран. –Халех вĕсене ĕнсе чикки туянтарăп!
Арçын калитке умĕнчи каччăсене асăрхарĕ те, крыльца çинчен анма пуçларĕ. Çак самантра çĕрлехи кĕтмен хăнасен ывăтнă çăмартисем ăна питĕнчен пырса лекрĕç, майки тăрăх юхса анчĕç. Каччăсем тата печĕç. Çакă уртарсах ячĕ пулас арçынна: хаяррăн кăшкăрса ячĕ те, таракан хулигансем хыççăн урама сиксе тухрĕ. Анчах малалла чупмарĕ: майкăпа та трусикпе хула урамĕ тăрăх епле чупăн-ха? Каччăсем туххăмрах куçран çухалчĕç.
— Ха-ха-ха-! — кулчĕç вĕсем чупнă май. — Çирĕмĕр те вара çăмарта! Тăраниччен!
— Ку юхха Тая урăххине тупма та ĕлкĕрнĕ иккен! — пĕтĕмлетрĕ Кĕркури, кăшт лăплансан.
IV
Çакăн пек пăтăрмахсемпе вĕренĕвĕн малтанхи уйăхĕсенче хула пурнăçне хăнăхса пычĕ Якур. Анчах пăтăрмахсем малалла та пулчĕç-ха. Кун сăлтавĕ каллех Кĕркурире пулчĕ.
— Хулана килнĕренпе те эсĕ сăра барĕнче пулса курман, — терĕ вăл тепĕр канмалли кун Якура, лешĕ хваттерне пырсан. — Паян ман пата кунта вĕренекен икĕ хамăр ял ачи килмелле: пĕрле сăра барне кайса ларма калаçнăччĕ. Эсĕ те, кăмăлу пулсан, пĕрле пыма пултаратăн.
— Пырса курни чармĕ. Кĕсйере укçа та кăшт пур: атте ĕнер çеç ярса пачĕ, — савăнчĕ Я кур куçне савăнăçпа çиçтерсе.
Кĕç, чăнах та, Кĕркурин хваттерне икĕ çамрăк кĕрсе тăчĕç. Иккĕшин хулĕсем çинче те — çăмăл курткăсем, пуçĕсенче — çыхнă шапкăсем, урисенче — туфлисем.
— Ырă кун пултăр, Серафима аппа! — терĕç вĕсем юлташĕн апатланса ларакан хваттер хуçине. — Иртме юрать-и?
— Иртĕр, анчах урайне ан варалăр! — кĕскен каласа хучĕ карчăк, килнисем çине чалăшшăн пăхса.
Çакăн евĕр сиввĕн кĕтсе илнĕ карчăк патĕнчен лешсем часрах тухса каяс терĕç пулас.
— Тăхăн часрах, Кĕркури! — терĕ вĕсенчен пĕри чăвашла. — Эпир пӳлĕме иртсе тăмăпăр, сана тулта кĕтĕпĕр.
— Юрĕ! Эпĕ — халех! — хуравларĕ тусĕ, курткăпа çĕлĕк тăхăннă май.
Пĕр-ик минутран пурте урамра пухăнчĕç те, транспорт чарăнăвне çитсе, проспектпа каякан троллейбуса ларчĕç.
— Коля, Витя, — аллисене тăсрĕç Якура Кĕркурин ентешĕсем.
Калаçса кайрĕç. Якур çĕнĕ юлташĕсене ăçта вĕреннине пĕлтерчĕ. Коляпа Витя ялхуçалăх колледжĕнче пĕлӳ пухакан студентсем пулса тухрĕç.Вĕсем те, Кĕркури тусĕ пекех, хулара иккĕмĕш çул пурăнççĕ, колледж общежитийĕнче вĕсене вырăн та лекнĕ. Хваттерте çын патĕнче пурăнса курман вĕсем.
Кĕç тăваттăшĕ проспектра вырнаçнă сăра барĕ умĕнче троллейбусран анса юлчĕç те, бар залне кĕрсе тăчĕç. Кунта халăх лăк тулли иккен: палламан çамрăк каччăсемпе вăтам çулсенчи арçынсем канмалли кун сăра ĕçме килнĕ. Нумайăшĕ сĕтелсем хушшинче тăватшарăн-пилĕкшерĕн лараççĕ. Якурсен ушкăнĕ çине пăхакансем пулмарĕç, пурте сăрине кружкисенчен сăвăрса лараççĕ. Зала кĕнисем пушă сĕтел хушшине пырса ларчĕç, айккинелле пăхса илчĕç Вĕсенчен алăк енчи сĕтелсем хушшинче ытти килнисем лараççĕ, вĕсенчен шалта — апат пĕçерекен цехри хурансенчен вĕри пăс çĕкленет. Кунталла пăхакан повара Якур куç хĕссе илчĕ. Кĕç вĕсен сĕтелĕ умнее пике-официант пырса тăчĕ.
— Мĕн çиесшĕн? Мĕн ĕçетĕр? — йăл! кулса илчĕ вăл, шурă шăлĕсене кăтартса.
Прейскурант хутне аллипе çавăркаласа ларакан Кĕркури пĕрер кружка сăра тата пĕрер порци салат илсе килме хушсан, официант апат хатĕрлемелли цеха кĕрсе çухалчĕ. Вăл каялла килессине кĕтсе, ачасем калаçкаласа-кулкаласа ларчĕç. Анчах ку вăраха тăсăлмарĕ. Кĕркури сасартăк кӳршĕ сĕтел енне кĕлеткипе çаврăнчĕ те унта ларакан вăрăм çӳçлĕ çамрăк çине çиллессĕн пăхса илчĕ.Тусĕсем те вăл пăхнă еннелле çаврăнчĕç. Чăнах та, Кĕркури çине леш вăрăм çӳçли шăтарасла пăхса ларать иккен. Сивĕ сĕм çапнă хăйĕн питне. Сĕтелĕ хушшинче тата виççĕн лараççĕ — тусĕсем. Самай хĕрĕнкĕ курăнаççĕ хăйсем.
— Мĕншĕн пĕр-пĕрин çине кашкăр пек пăхаççĕ кусем? — тĕлĕнчĕ Якур. — Пĕрне-пĕри пĕлеççĕ-шим?
Кĕркури, ура çине тăрса тусĕсене куç хĕссе илчĕ. „Хатĕр пулăр!” — тенине пĕлтерчĕ ĕнтĕ ку. Çакна иккĕмĕш çул хулара пурăнакан Кольăпа Витя çавăнтах ăнланчĕç пулсан, вĕсенчен çамрăкрах Якур тавçăрса илеймерĕ-ха.
— Эпир тăваттăн пулсан, вĕсем те — тăваттăн. Вăйсем пĕр пек, — пăшăлтатса каларĕ Коля, кевтипе ун енне ӳпĕнсе. — Çапăçма хатĕрлен, ан хăра!
— Юрĕ!
Кĕркури тусне хирĕç леш каччă та тăчĕ, сылтăм аллине шăлавар кĕсйине чикрĕ.
— Акă, тĕл пултăмăр та…. — хăрăлтатарах тухрĕ унăн сасси. — Кăтартам-ха эпĕ сана халех мĕн кирлине!
Хăй шăлавар кĕсьине чикнĕ аллине хăвăрт туртса кăларчĕ те çӳлелле çĕклерĕ: каччăн темпе касса янă пӳрнинчен юн тумламĕсем урайне тумла пуçларĕç.
— Кĕсьинче çĕççи пур! — вĕçсе иртрĕ Якур пуçĕнче шухăш. — Çавăнпа аллине касса ячĕ, анчах, ӳсĕрскер, çĕççине кĕсйинчен кăлараймарĕ.
Якур, çак çеккунтрах сиксе тăма хатĕр пулса, сĕтел хушшинче хĕсĕннĕ пружина пек ларчĕ. Кольăпа Витя та аллисене чăмăртанине асăрхарĕ вăл. Акă, кӳршĕ сĕтел хушшинчисем хăйсен тусĕ хыççăн пурте ура çине тăчĕç. Апла пулсан, Кĕркурин тусĕсене те тăма вăхăт!
Виççĕш те тăма хатĕрленнĕччĕ, анчах залри ытти сĕтелсем хушшисенче ларакансем те ура тăра пуçланине, ку еннелле кĕпĕрленсе çывхарнине асăрхарĕç.
— Кусем пурте çак çĕçĕллĕ вăрăм çӳçлин тусĕсем-çке! Çак таврашри урамсенче пурăнаканскерсем! — ырă мара сиссе тăпăртатса илчĕ Якур чĕри. — Зал тулли çынна тăваттăн хирĕç тăраймастпăр! Юхас пулать кунтан! Тăватсăмăрăн та!
Зал урлă урама тухса тараймассине курса, апат хатĕрлекен цех енне куç айккипе пăхса илчĕ.
— Акă ăçтан тармалла! — пăшăлтатрĕ вăл чăвашла Кольăпа Витьăна, куçĕсемпе апат цехĕ еннелле кăтартса.
Лешсем ăнлануллăн ун çине пăхрĕç те Вити Кĕркурие йӳле янă курткинчен туртрĕ:
— Тарар! Вĕсем нумайăн!
Залрисем пĕр сăмахсăр тăватă чăваш ачине хупăрласа пыраççĕ, акă. Лешсем, çакна курнипе урисем çине тăнăскерсем, каялла чака пуçларĕç. Леш, аллинчен юн тумлатаканни, хăйне залри тусĕсем пулăшасшăн пулнипе хĕпĕртенĕскер — чи малта. Кĕркурие кăкăрĕнчен ярса илме хатĕр вăл. Якур апат цехĕ еннелле тапса сикме хатĕрленнĕччĕ çеç, çак самантра сăра барĕн алăкĕ уçăлчĕ те урамран зала тăватă милиционертан тăракан милици нарячĕ кĕрсе тăчĕ. Асли, вăтам пӳллĕ майор, залра тăракансем çине васкамасăр пăхса çаврăнчĕ.
— Эсĕ, Глюк, каллех хăвăнне тытăнтăн-им? — Кĕркури умĕнчи каччă патне пычĕ вăл. — Каллех тĕрмере ларассу килет-им?
— Çук, çук, майор юлташ! — теме çеç пултарчĕ лешĕ. — Эпĕ… ним те мар.
Майорпа Глюк калаçнă вăхăтра Кĕркури юлташĕсене куç хĕсрĕ те вĕсем тăваттăшĕ те бартан урама тухрĕç, аяккалла кайма васкарĕç.
— Мĕнле услап пулчĕ ку аллине çĕçĕпе кастарни? — ыйтрĕ Витя Кĕркурирен, каялла — бар енне пăхса илнĕ май. — Ăçтан пĕлетĕн ăна?
— Эп ăна лайăх пĕлместĕп, — хуравларĕ Кĕркури. — Унччен дискотекăра пĕр хула хĕрĕшĕн тытăçса илнĕччĕ. Иртнĕ çулла.
— Çавăнтанпа астуса юлнă ĕнтĕ вăл сана, — терĕç ăна тусĕсем. — Паян, акă сана тавăрасшăн пулчĕ тусĕсемпе. Нумайăн хăйсем!
— Бара милици нарячĕ пырса кĕмен пулсан вататчĕç пирĕн шăмăсене! — куларах калаçрĕ Кĕркури.
— Çук! Апат цехĕ витĕр урамалла тарса ĕлкĕреттĕмĕрччĕ, — килĕшмерĕ унпа Якур. Пурте ахăлтатса кулса ячĕç.
— Лекĕ-ха ку йĕксĕк пĕрре ман алла! — чăмăртанчĕç Кĕркурин аллисем. — Тытса шăммине вататăпах унăнне!
Чăнах та, тепĕр шăмат кун, Якурпа Кĕркури хула мунчине çăвăнма утнă чухне парк хӳми çумне таянса тăракан пĕр хĕрĕнкĕ çамрăка асăрхарĕç. Курткин тӳммисене вĕçертсе янăскер, вăл иртсе пыракансем çине хăяккăн пăхать: куçĕсемпе такама шырать ахăр. Пĕр-пĕр тусне пулас. Анчах тусĕ вырăнне вăл Кĕркурипе Якура курчĕ те темшĕн куçĕсене вĕсенчен пăрчĕ, чăваш ачисем енне капăркипе çаврăнса тăчĕ. Çак самантра Якур Кĕркурие хулĕнчен тĕртсе илчĕ:
— Ку леш уннчченхи барти услап мар-и? Кур-ха эсĕ ăна!
Кĕркури те тăшманне палласа илнĕскер, ун енне çаврăнчĕ.
— Акă, Глюк, лекрĕн те! –теме çеç ĕлкĕрчĕ вăл. Глюк çавăнтах айккинелле тапса сикрĕ, çывăхри магазин хыçĕнче куçран çухалчĕ.
— Хăвалар-и ăна? — ыйтрĕ Якур тантăшĕнчен. — Атту тахçан тепре лекет-ха алă айне?
— Çук. Магазин хыçĕнче тусĕсем тăма пултараççĕ. Хамăра ĕлĕш лекме пултарать, — хирĕçлерĕ Кĕркури. — Хула ачисем ушкăнпа чухне çеç çынна тапăнма хăрамаççĕ. Пĕччен чухне вара пĕр çын умĕнче те хӳрисене хĕсеççĕ.
— Хальхи услап пек! — кулса илчĕ Якур.
V
Çакăн хыççăн, пĕр-ик эрнерен хулан çурчĕсемпе урамĕсем çине юр ӳкрĕ.Çакăн чухне Якура кăшт çеç лицейран хăваласа кăлармарĕç. Ку çапла пулчĕ. Лицей картишне хулăн юр хупланăччĕ. Çакна пула вĕренӳ сехечĕсем вĕçленнĕ хыççăн, Якурпа пĕрле вĕренекен темиçе тусне картишĕнчи çын çӳрекен çула юртан тасатма хушрĕç, кашнине кĕреçе тыттарчĕç. Лапка-лапка юр çăватчĕ. Çавăнпа юр ывăтакан ачасен ĕçĕ харама кайсах пычĕ: вĕсем юра тасатаççĕ, анчах тасатнă çĕре çӳлтен юр тăкăнсах тăрать. Усăсăр ĕç вĕренекенсене часах йăлăхтарчĕ.
— Суртăм эпĕ çак ĕç çине! — кĕреçине юр çине тăрăнтарчĕ Якур, пĕрле вĕренекенсем çине пăхса. — Эсир мĕнле те, анчах эп киле каятăп!
Каччă лицей коридорне чупса кĕчĕ те, юр çыпçăннă çĕлĕкне урайне силлерĕ. Юрĕ çĕлĕкрен пĕтĕмпех хăйпăнса ӳкменинне курса, утнă май пĕр пӳлĕм алăкĕн авринчен умлĕ-хыçлă темиçе çапса илсе малалла утрĕ. Çак алăк директорăн кабинечĕн алăкĕ пулнине асăрхамарĕ те вăл.
— Чим-ха, Семенов! Мĕншĕн алхасатăн эсĕ? — алăка уçнă директор, шакла пуçлăскер, чарчĕ вĕренекене. — Тата ма эсĕ ĕçре мар? Хулиган!
Çилленнипе хĕремĕсленсе кайнă Василий Владимирович тата темскер калĕччĕ те, анчах Якур туалета кĕрсе çухалчĕ.
— Ыранах сана лицейран кăларса яма приказ çыратăп! — илтсе ĕлкĕрчĕ вăл туалетăн алăкĕ хупăниччен. Директор тата мĕн кăшкăрнине Якур урăх илтмерĕ. Унăн хăлхисем пĕçерсе илчĕç. Лицей пуçлăхĕ ăна çакăтан хăваласа кăларса ярас пирки кăшкăрни качча çӳçентерсе илчĕ.
«Мĕн туса хутăм эпĕ? — пăлханса ӳкрĕ каччă. — Чăнах та, Василий Владимирович приказ çырсан? Лицейран тухса утасси çеç юлать!»
Вăл шăппăн коридора тухрĕ. Вĕренӳ сехечĕсем пĕтнĕ хыççăн кунта никам та курăнмасть. Каччă урама тухмалли алăк патне çитес вăхăтра ăна урамран кĕрекен Василий Павлович, физрук, хирĕç пулчĕ.
— Ма салхуллăн утатăн, Семенов? — чарчĕ вĕрентекен. — Темех пулмарĕ пуль те?
— Çук! Эпĕ ахаль çеç…
— Ку — лайăх. Килес вырсарни кун хулара йĕлтĕр ăмăртăвĕсем иртмелле. Сана лицей командине кĕртрĕм. Эстафетăра вунă километр чупма. Епле, кăмăлу пур-и?
— Пур та-ха, Василий Павлович! Юрĕ, чупăп. Мана вырсарни кунччен лицейран хăваласа кăларса ямасан…
— Мĕн, мĕн терĕн эсĕ?
Якур физрук çине тимлĕн пăхса илчĕ те унпа директор хушшинче мĕн пулса иртнине каласа пачĕ.
— Юрĕ, ан хуйхăр! — лăплантарчĕ ăна физрук. — Йĕлтĕрпе хăвăрт чупатăн эсĕ. Çавăнпа директортан сана лицейра хăварма ыйтăп, ăмăртура сансăр çитĕнӳ пулмĕ, тейĕп.
— Тавтапуç!
Çапла хăтăлса юлчĕ Якур хăйне лицейран хăваласа кăларассинчен анчах тепĕр кун, тĕрĕсрех каласан, каçпа, хăйĕн лицейран тухса тарасси килчĕ. Кунăн сăлттавĕ те вăйлă пулчĕ çав. Çак каç унпа пĕрле вĕренекен тăсланкă Ромăпа шуранкка Гоша — хула ачисем -Якура, лицейран урама пĕрле тухсан, Гошăн килне хăнана чĕнчĕç.. Хăйсем мĕншĕн-ши чеен кулкаларĕç.
— Кайрĕç ман пата! — хулĕнчен тĕкрĕ Гоша Якура. — Килтисем хăнана кайнăччĕ паян. Виççĕн калаçса ларăпăр, хĕрсене те чĕнĕпĕр.
Якур ӳкĕтлеттермерĕ, пĕрле вĕренекен патне кайма хаваспах килĕшрĕ:
— Юрĕ! Пĕр-пĕр хĕрпе паллаштарăн-и мана?
— Мĕн калаçатăн? Пулĕ, пулĕ ку та! Вăхăта хавассăн ирттерĕпĕр! — кулса ячĕ Гоша.
Ромăпа Гоша проспектри нумай хутлă çуртсенче пурăнаççĕ иккен. Гоша пурăнакан тăхăр хутлă кирпĕч çуртăн подъездне кĕнĕ чухне Рома карас телефонне кăларса тӳмисене пускаларĕ.
— Алло, Алечка! Эпир Гошăн килĕнче пулатпăр. Икĕ юлташ хĕрне ерт те вĕçтерĕр пирĕн пата! — калаçрĕ вăл хавассăн.
Виçĕ юлташ çуртăн пиллĕкмĕш хутĕнче вырнаçнă хваттере кĕчĕç.
— Хывăнăр, сĕтел хушшине ларăр! — сĕнчĕ тусĕсене Гоша. — Эпĕ — халех!
Якур Гошăсен хваттерне пăхса çаврăнчĕ. Икĕ пӳлĕмлĕ хула хваттерĕн ăш-чикĕ тасах мар иккен: урайĕнче унта-кунта çӳп-çап сапаланса выртать, туртса пĕтереймен пируссем…Залри сĕтел çинче апатланнă хыççăн çуман савăт-сапа, çăкăр тĕпренчĕкĕсем. Хăна диван çине ларчĕ те Гоша хускатса янă магнитофон музыкине тимлеме тытăнчĕ, Ромăпа Гоша кухньăна кĕрсе çухалнине асăрхамарĕ те.
— Эй, Якурккă! — кăшкăрчĕ ăна кăшт тăрарахпа Рома. — Кил кунта! Пирĕнпе пĕрле «кайф» тытса кур!
Ял каччи чĕннĕ çĕре пычĕ те…тĕлĕннипе куçĕсем чарăлса кайрĕç: Рома пысăк шприц тытнă та, ăна Гошăн аллин юн тымарне тирнĕ, унта шприц ăшĕнчи темле çутă шĕвеке васкамасăр ярать. Гошин пичĕ хĕрелсе кайнă, куçĕсем хупăннă, тутисем телейлĕн кулаççĕ.
— Мĕн ку? — ыйтрĕ Ромăран Якур. — Наркотик-им?
— Çапла. «Герыч», — теççĕ ăна, — пуçне çĕклерĕ Рома. — Гоша ăна манăн юн тымарне ячĕ те ĕнтĕ. Сана та укол тăватăп. «Кайф» тытăн. Курман-тăр-ха эсĕ кун пеккине?
— Çук.
— Эх, ял ачи эсĕ, Якурккă! Чăн-чăн телей мĕн иккенне пĕлместĕн, — шприцне Гошăн юн тымарĕнчен туртса кăларчĕ Рома. — Халĕ эсĕ лар сĕтел хушшине, аллуна пар!
Якур, çакна кĕтменскер, çӳçенсе илчĕ:
— Çук, лармастăп! Мана кун пек наркăмăш кирлĕ мар!
Гошăпа Рома ун çине васкамасăр пăхса илчĕç, тутисемпе куланçи турĕç.
— Ха, кирлĕ мар иккен! Ыранах пирĕн çинчен лицей директорне каласа парасшăн пуль-ха эсĕ? — шăлне йĕрчĕ Гоша. — Çук, тусăм, ларатăн сĕтел хушшине! Героина эсĕ те тутанса пăхатăн! Ăнлантăн-и тăмсай!
Ял ачи юлташĕсем çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ. Кур-ха, наркотик епле вĕсен кăмăлĕсене улăштарнă! Унăн хăйне наркотик тутантарас шухăш пĕртте çук-ха! Çак шутпа вăл кухньăран зала каялла тухрĕ те диван çинчи курткипе çĕлĕкĕ патне пычĕ, тăхăнма пикенчĕ.
— А-а, эсĕ çапла-и? — хыçран пырса тытрĕ ăна Рома. — Пире сутма-и? Сана вăйпах наркотик тутантаратпăр!
Хула ачисем Якур çине харăссăн сиксе ӳкрĕç те лешĕ диван çине йăванса кайрĕ. Анчах урисемпе наркомансене тапса илме ĕлкĕрчĕ. Çакă кусене уртарса ячĕ пулас.
— Туалетри çӳлĕк çинче электричество шнурĕ пурччĕ пирĕн! — астуса илчĕ çак самантра Гоша. — Илсе килем-ха ăна ку ял тăмсайне çыхса пăрахма! Эсĕ, Рома, ăна ниçта та ан яр!
— Юрĕ, ямăп! Часрах пул!
Тăсланкă Рома Якуртан йывăртарах иккен. Вăл чăваш ачине аллисенчен тытрĕ те çине хăпарса выртрĕ, кĕлеткипе диван çумне пусарса хучĕ.
Якур ун айĕнчен Гоша шнур илсе киличчен те тухма пултараймарĕ.
— Чарăнăр! — кăшкăрчĕ вăл урмăшнă наркомансене. — Ярăр мана!
— Ярăпăр, ярăпăр! Малтан наркотикпе паллаштарăпăр та, — хихиклетсе илчĕ Гоша. — Пирĕн пек пул!
Икĕ наркоман хăйсен тусĕн аллисемпе урисене шнурпа яваласа çыха пуçланă вăхăтра подьезда тухакан алăкăн шăнкăравĕ шăнкăртатса илчĕ.
Гошăпа Рома самантлăха Якурăн аллисене ячĕç, алăка патне уçрĕç. Пӳлĕме виçĕ хĕр кĕрсе тăчĕç, кула-кула наркомансене ыталаса илчĕç. Çак самант Якура хăйне явакланă, анчах çыхса ĕлкĕреймен шнуртан ирĕке тухма çитрĕ. Вăл шнура айккине ывăтрĕ те, курткипе çĕлĕкне аллипе тытса, алăк патне вирхĕнчĕ, хĕрсем хыççăн хупăнса ĕлкĕреймен алăкран подъезда сиксе тухрĕ. Юрĕ-ха, урисенчи ботинкисене хывманччĕ. Наркомансем Якура тытса та ĕлкĕреймерĕç.
— Каятăп ку лицейран пăрахса! — пăтрашăнчĕç Якур пуçĕнчи шухăшсем, тротуарпа чупнă май. — Вĕренместĕп ку наркомансемпе пĕрле! Ыранах хуларан яла таврăнатăп!.
— Мĕн пулчĕ сана, ачам? — ыйтрĕ унран хваттер хуçи, Марье аппа, хваттер ачи таврăнсан. — Шуралса кайнă. Чирлемерĕн пуль?
— Çук, Марье мăнакка! Ан пăшăрханăр! Физкультура урокĕнче чупса ывăнтăмăр çеç.
Якур диван çине выртрĕ те çавăнтах çывăрса кайрĕ….
Çапла вĕçленсе пырать унăн лицейри вĕренĕвĕн пĕрремĕш çур çуллăхĕ.
VI
Тепĕр кун йĕкĕт ирех вăранчĕ, анчах тăма васкамарĕ-ха. Каçхи шухăшĕсене йĕркене кĕртме тăрăшрĕ. Юрĕ, лицейран докуменчĕсене илсе, килне таврăнĕ каччă, анчах ашшĕ мĕн калĕ? Наркомансемпе çыхланнăшăн ывăлне пуçран шăлмĕ вăл. Тата Якура вĕренме тăкакланă укçине шутла пуçлĕ. Ашшĕпе килĕнче лăпкă калаçу пулмасси паллă. Апла пулсан, лицейран тухса кайма юрамасть. Анчах епле пĕрле вĕренес-ха Гошăпа тата Ромăпа? Ĕнер кӳрентерчĕç-çке-ха вĕсем Якура! Пĕрле вĕреннине те пăхса тăмарĕç, наркотик чурисем!
Якур урисем çине çирĕппĕн тăчĕ.
— Çук, лицейран ниçта та тухса каймастăп! — терĕ каччă хăйне. — Хулана килнĕренпе тĕрлĕ ипĕр-сипĕр йĕксĕксенчен темиçе те хур пултăм ĕнтĕ. Малашне кун пекки пулмĕ! Паянах стадиона каятăп та бокс секцине çырăнатăп!Хама хӳтĕлеме вĕренетĕп! Малашне Ромăпа Гоша пеккисенчен эпĕ мар — хăйсем хăраччăр!
Çакăн пек хăюллă шухăшсем пуçне пырса кĕнĕшĕн вăл хăйне çăмăллăн туйса илчĕ, кĕлеткине вăй кĕнĕ пек туйăнчĕ.
Лицейра чăваш ачи пĕрле вĕренекен тусĕсемпе калаçрĕ-шӳтлерĕ пулсан, Ромăпа Гоша патне пымарĕ-ха. Лешсем те Якур çине хăяккăн пăхкаласа илчĕç те шарламарĕç.
Вĕренӳ сехечĕсем хыççăн каччă хула стадионĕ енне çул тытрĕ. Стадион çывăхра вырнаçнăран, унта çуранах çитрĕ. Кунта тĕрлĕ спорт секцийĕсем пур иккен, вĕсен çинчен информаци стендĕнче çырса çакнă. Çав шутра бокс секцийĕ çинчен те. Шăпах паянхи каç боксерсем тренировкăна килмелли те паллă.
„Юрĕ, каçпа килĕп те тренерпа калаçăп, — шутларĕ Якур. — Хама секцие çырма ыйтăп. Тренер килĕшсен пĕр тренировкăна та сиктермĕттĕм!
Каçхине йĕкĕт каллех стадиона килчĕ. Кунти спортзалра чăнах та, стенд çинче çырнă пек, бокс секцин тренировки пырать иккен. Якур пек тата унран кăшт аслăрах каччăсем маччаран çакса хунă бокс грушисем умĕнче сикелеççĕ, вĕсене бокс перчетккисемпе чышаççĕ. Тренер, типшĕмрех, тĕксĕм сăнлă вăтам çулсенчи арçын, спортсменсене грушăна епле çапмалли — чышмаллине кăтартать. Кĕçех спортзал алăкĕ умĕнче боксерсем çине пăхса тăракан Якура асăрхарĕ хайхи.
— Сана мĕн кирлĕ? — ыйтрĕ вăл унран кăшкăрарах.
— Эпĕ бокс секцине çырăнасшăнччĕ, — тренера куçран пăхрĕ чăваш ачи. — Мана хăвăр секцийĕре илеймĕр-ши?
Тренер каччă çине кăсăкланса пăхса илчĕ, ахăртнех кевти-кĕлеткине хакларĕ пулас.
— Хывăн-ха трико таран, кăтарт ху мĕн тума пултарнине!
Якур хăйне иккĕ каласса кĕттермерĕ: йăпăр-япăр хывăнчĕ те тренер умне пырса тăчĕ. Боксерсем, грушисем умĕсенче сиккелеме чарăнса, çĕнĕ çын çине тинкерсе пăхрĕç. Тренер спортсменсенчен пĕрне кăчăк туртса чĕнсе илчĕ те Якура йĕкĕр бокс перчеткки тыттарчĕ:
— Тăхăн!
Лешĕ, шкулти спортзалра кун пек перчеткесем тăхăнкаласа курнăскер, аптраса тăмарĕ, йăпăр-япăр тĕхăнса тренер çине ыйтуллăн пăхрĕ:
— Мĕн тумалалла?
Тренер икĕ качча пĕр-пĕрне хирĕç тăратрĕ.
— Бокс! — терĕ вăл кĕскен, икĕ аллине хире-хирĕç çапса.
Якур умĕнчи боксер çине ыткăнчĕ, ăна сылтăм аллипе питĕнчен çапас терĕ, анчах лешĕ пĕшкĕнчĕ те Якурăн алли хайхин пуç çийĕпе иртсе кайрĕ. Çав самантра спортсмен чăваш ачине янахран вирлĕн çапрĕ те, лешĕ каялла сулăнса кайрĕ.Каччăн куçĕсенчен хĕлхем сирпĕнчĕ, анчах çакă Якура хăратса пăрахмарĕ-ха, çиллентерсе çеç ячĕ. Вăл каллех умри каччă çине сиксе ӳкрĕ, икĕ аллипе те ăна ылмаш-ылмаш пуçĕнчен, кăкăрĕнчен лектерме те пултарчĕ. Лешĕ те бокс мелĕсене лайăх пĕлет иккен: вăл хăвăрттăн пĕшкĕнсе, сылтăмалла сулăнчĕ те сылтăм аллипе Якура сулахай енчи питçăмартинчен вăйлăн тивертрĕ. Чăваш каччи кайса ӳкрĕ, анчах çийĕнчех сиксе тăчĕ.
— Çитет! — каллех çупса илчĕ тренер. — Чарăнăр!
Ăна Якур килĕшрĕ пулас: каччă çине кăмăллăн пăхса илчĕ:
— Юрĕ! Сана секцине илетĕп. Ăçта вĕренетĕн!
— Лицейра.
— Халĕ килне кайма пултаратăн. Тепĕр кун каçхине кедăсемпе тата шортăпа кил. Кая ан юл!
Çапла пуçланчĕ Якурăн бокс секцине çӳресси. Тренировкăсем эрнине виçĕ хутчен пулчĕç. Николай Иванович хăйĕн ĕçне юратни куçкĕретех: кашни ача патне пырса йăнăшĕсене кăтартать, тĕрĕс тăма, тĕрлĕ мелпе çапма, хирĕç çапнинчен сыхланма вĕрентет.
Виçĕ уйăха яхăн стадиона çӳресен Якур хăйне чăнах та боксер пек туйма пуçларĕ. Тренировкăсенче хăйне хăюллă тытрĕ вăл. Хулари боксерсен ăмăртăвне те хутшăнчĕ. Секцие çӳрекен хула ачисемпе те туслашма ĕлкĕрчĕ вăл çак уйăхсенче. Ку вара ялтан хулана килнĕ каччăшăн çав тери кирлĕ. Мĕншĕн тесен хулан кашни кварталĕнчех туссем пулни йывăр самантсенче пулăшма пултарать: сана тапăнакансене çак кварталти тусусен ячĕсене калатăн та сана тивмеççĕ.
Якур бокс секцине çӳренине Ромăпа Гоша пĕлчĕç пулас: ун çине кăррăн пăхма пăрахрĕç.
— Юрĕ, Якурккă, каçар! — терĕ ăна пĕррехинче урамра тĕл пулсан Рома. — Гошăпа иксĕмĕре унчченхишĕн ан çилен!
— Çиленмĕп! Çӳхе пуçăрсемпе мана тепре пырса тĕкĕниччен! — Ромăн тăснă аллине çапса ячĕ Якур.
Вăл малашне те бокс секцине çӳреме пăрахмарĕ, хăй ăсталăхне туптарĕ. Анчах çамрăк чĕре хĕрсем патне те туртать çав.
Пĕррехинче ăна лицей коридорĕнче Нина хирĕç пулчĕ.
— Аван-и, Нина! — чарчĕ хĕре каччă. — Епле пурнăçсем?
Пике, Якура курнăшăн савăннипе йăл! кулса илчĕ, ун çумне ачашшăн тĕршĕнчĕ:
— Аванах, Якурккă! Хăвăн ĕçсем еплерех?
— Манăн та чиперех, Нина!
— Çăмăл атлетикă секцине çӳреме те пăрахрăн. Йĕлтĕр секцине те çӳреместĕн. Çавăнпа сана курманни вăрах пулать. Тунсăхларăм, — чĕвĕлтетрĕ хула пики каччă умĕнче. — Ăçта çухалса çӳретĕн вара эсĕ ку чухне?
— Стадиона çӳретĕп, — хуравларĕ каччă, йăл! кулса.
Иккĕш те урама тухрĕç. Пуш уйăхĕнчи хĕвел ăшшăн хĕртнĕрен юр ирĕлме те пуçланă ĕнтĕ, асфальт çинче унта-кунта шыв кӳленчĕкĕсем сарăлса выртаççĕ.
— Итле-ха, Якур! — чарăнса тăчĕ Нина. — Драма театрĕн холĕнче паян каçпа хĕрарăмсен кунне халалланă канупа ташă каçĕ пулать. Унта манпа пĕрле пырса курасшăн мар-и ?
— Эсĕ вара унта мĕн тăватăн? — куçран пăхрĕ хĕре каччă. — Тата камсем пулаççĕ вăл театрта?
— Эпĕ унта — конферансье, кану каçне ертсе пыраканни, — хуравларĕ пике, куçĕсене выляткаласа. — Театра трикотаж фабрикинче ĕçлекенсем канма пухăнаççĕ. Аттепе анне унта ĕçлеççĕ те, мана вĕсен директорĕ конферансье пулма чĕннĕ.
— Ав епле ĕçсем! Хаклă «кадр» иккен эсĕ! — йăл! кулса илчĕ чăваш каччи, йĕкĕлтерех. — Фабрикăра никамăн та кану каçне ертсе пыракан пуласси килмен-им?. — Маншăн вара çакă — пурпĕрех, — чĕвĕлтетрĕ хула хĕрĕ малалла. — Пырса кур эсĕ те театра, Якур! Эпĕ чĕнетĕп-çке сана!
— Юрĕ, Нина! Тавтапуç! — килĕшрĕ каччă. — Эсĕ конферансье пулнă вăхăтра эпĕ холлра ытти хĕрсемпе ташлăп. Сана кĕтнĕ май. Кану каçне Кĕркурипе пĕрле пырăпăр.
Якур Нинăн карасла телефонĕпе Кĕркури тусне шăнкăравларĕ. Лешĕ, хăйне шăнкăравлассине пĕлнĕ пекех, кану каçне кайма хаваспах килĕшрĕ. Çакăн хыççăн Нинăпа Якур театр умĕнчи каçпа курнăçма калаçса килĕшрĕç.
Акă каç сĕмĕ хула çине ӳкрĕ. Драма театрĕ çийĕн çепĕç музыка янăрать, çынсене шала кĕме йыхăрать. Икĕ туса театр алăкĕ умĕнче Нина кĕтсе илчĕ, халăхпа хĕвĕшекен холла илсе кĕчĕ.
— Кунта кĕç ташăсем пуçланмалла, — пĕлтерчĕ Якурпа Кĕркурие. — Эсир çакăнтах юлăр, ташлăр. Эпĕ сцена çинче пулăп. Ан кӳренĕр.
— Юрĕ, Нина. Кайран юрату çинчен калаçăпăр, — шӳтлесе илчĕ Якур.
Нина кайсан чăваш каччисем унталла-кунталла пăхкаласа илчĕç. Холлра чăнах та фабрикăра ĕçлекенсем пухăннă иккен: çамрăксем хушшиче ватăраххисем те нумай. Хĕрарăмсемпе арçынсен мăшăрăн-мăшăрăн васкамасăр каллĕ-маллĕ уткалаççĕ. Хĕрсем — каччăсенчен чылайрах :трикотаж фабрикин палли çакă ĕнтĕ.
— Тĕрĕс килнĕ эпир кунта! — Якура хулĕнчен хавассăн тĕртсе илчĕ тусĕ. — Кур-ха, епле хитре хĕрсем! Часрах курткăсене гардероба кайса çакар та кĕрер çак халăх хушшине! Хĕрсемпе паллашар!
Кĕçех холлра музыка янăраса кайрĕ те, çынсем парлăн-парлăн ташă лапне тухрĕç. Якур та стена çумĕнче тăракан пĕр хĕре ташша чĕнсе кăларчĕ.
— Эпĕ — Якур! — ыталарĕ хĕре пилĕкĕнчен каччă. — Сирĕн ятăр епле?
— Катя! — хуравларĕ лешĕ.
Калаçса кайрĕç. Каччă вăхăтлăха сцена çинчи хăйĕн хĕрĕ çинчен те манчĕ. Катя Нинăран илемлĕрех те çепĕçрех туйăнчĕ ăна. Вăл, хĕре куçĕнчен пăха-пăха, пурнăçĕнчи тĕрлĕ кулăшла самантсем çинчен каласа пама пикенчĕ. Лешĕ кăсăклансах итлерĕ, кулчĕ. Ташă музыки вĕçленсен Якур Катьăна стена çумĕнче ретпе лартса тухнă пукансенчен пĕрин çине кайса лартрĕ. Каллех шӳтле-шӳтле калаçрĕç хĕрпе каччă. Иккĕмĕш ташша те пĕрле ташларĕç вĕсем. Кăмăлĕ çĕкленнĕ Якур хĕре пилĕкĕнчен ыталаса каллех стена çумĕнчи пукан çине лартасшăн пулчĕ кăна, çак самантра темле пуçтах каччă Катьăна тĕртсе ярса, унăн пуканĕ çине ларчĕ. Ним те каламарĕ вăл, Якурпа Катя çине пăхса шăл йĕрчĕ çеç. Хăйĕн çăварĕнчен сăра шăрши перет.
Çакна кĕтмен Якур, тĕлĕннипе пĕр самант каччă çине пăхрĕ, унтан çухалса кайнă Катя енне çаврăнчĕ.
— Ах, йытă! — сăрхăнса тухрĕç шăл хушшичен. Вăл сулахай аллипе капай каччăн кăкăрĕнчен ярса илчĕ те ăна ура çине тăратрĕ.
— Халех пуçланать! — çурăмĕпе сисрĕ Якур хăй çине хула ачин тусĕсем сиксе ӳкессе кĕтсе.
Вăл куçĕсемпе таçта кайса çухалнă Кĕркури тусне шырарĕ.Анчах, ăна кураймасăрах, умĕнчи каппайчăк енне сикрĕ, ăна каллех янахран çапса ураран ӳкерчĕ. Çакăн хыççăн пуçланчĕ те! Арçыннисем çумне çыпçăннă арăмĕсем ташă лапĕнчен çуйхаша-çуйхаша айккинелле пăрăнма тăрăшнă вăхăтра пушаннă вырăна айккинчен темиçе хула каччи сиксе тухрĕç те хăйсен тусне çапса ӳкернĕ Якур патне вирхĕнчĕç. Пĕри çапасшăн, тепри тапасшăн пулчĕç вĕсем чăваш каччине. Якур таврашĕнче вĕлле çывăхĕнчи пыл хурчĕсм пек чăмăрсем вĕлтлете пуçларĕç, хăшĕ-пĕрисем сăхса та илчĕç. Анчах Якур ӳкме васкамарĕ-ха: хăйĕн умĕнчи çамрăксемпе çапăçма тытăнчĕ.
— Эпĕ кунта, Якур! — илтрĕ вăл çак самантра айккинчен чупса çитнĕ Кĕркури сассине. — Тытăн, ан ӳк!
Вăл Якура тапăннă хула ачисен ушкăнне чупса кĕчĕ, пĕрне урипе кăкăрĕнчен тапрĕ. Темиçе ача çавăнтах Кĕркури çине сиксе ӳкрĕç. Акă, Кĕркури каялла чакрĕ те пĕр ачине урипе такăнтарчĕ, теприне питĕнчен чăмăрĕпе çапрĕ. Хăйне те иккĕ-виççĕ чăмăрлама ĕлкĕрчĕç. Тусĕ килнипе хавхаланнă Якур умĕнчи хула ачисенчен виççĕшне бокс мелĕпе çапса ӳкерме ĕлкĕрчĕ те чупса тараканни хыççăн хăваласа кайрĕ. Анчах ăна хăйне те пĕри хыçран хăвалать иккен: кĕпин çаннинчен тытса илчĕ. Çанă çурăлса татăлчĕ, хăвалакăн аллинче тăрса юлчĕ. Çакна сисмен Якур хăйĕн умĕнче чупса пыракана хыçран урипе тапма тăрăшрĕ, анчах ăна хăйне ура хучĕç те вăл урайне чикеленсе кайрĕ.
— Тăрас! — хушрĕ вăл хăйне. — Атту, тапа-тапа, икерчĕ тăваççĕ манран!
Ун çумне çитсе тăнă Кĕркури тапăнакансемпе çапăçма тытăнчĕ. Якур юлташĕн çурăмĕ хыçне хăйĕн çурăмĕпе тăчĕ те хăйĕн енчи тапăнакансене çапма пикенчĕ. Лешсем пиллĕкĕн-улттăн аххăр, анчах туссене пурпĕрех урисенчен ӳкереймеççĕ-ха. Якурпа унăн тусĕ спортсменсем пулни пулăшать кунта.
Çак самантра урамран чупса кĕнĕ милиционерăн шăхличĕ шăхăрни илтĕнсе кайрĕ. Çапăçакансем çавăнтах тĕрлĕ еннелле чăлпар! саланчĕç. Якурпа Кĕркури те çав шутра. Вĕсем иккĕш те буфет умĕпе театрăн путвалне чупрĕç те туалета кĕрсе кайрĕç. Кунта тата вĕсемпе çапăçакансенчен иккĕш çитсе тăма ĕлкĕрнĕ иккен. Анчах никамăн та çĕнĕрен çапăçас-тулашас шухăш пулманран, пĕр-пĕрин çине ыткăнакан пулмарĕ. Кашнин пуçĕнче милици аллине лекес мар шухăш хуçаланчĕ. Пĕр хула ачи Якура унăн татăлнă кĕпин çаннине тыттарчĕ:
— Ме! Эпĕ ăна татса илнĕччĕ те….
— Ма кирлĕ вăл мана? — айккинелле ывăтрĕ çанă татăкне Якур, туалетăн кабинине кĕрсе пытанă май. — Халĕ милицие çеç лекес марччĕ пирĕн!
Хула ачин те çакăн пекех шухăш иккен: вăл та кӳршĕ кабинăна кĕрсе çухалчĕ. Кĕркури çеç кабинăна кĕрсе тăмарĕ, гардероб енне васкарĕ.
— Эсĕ те, Якур, ман хыçран пыр! — кăшкăрса хăварчĕ вăл чăвашла! — Часрах тухса шăвăнар ку театртан!
Туссене гардеробра ĕçлекен хĕрарăм тумтирĕсене парсанах, вĕсем урама васкаса тухрĕç.
— Фу-у, чак кăна милицие лекмерĕмĕр! — шавлăн калаçрĕ Кĕркури, унталла-кунталла пăхкаласа.Анчах милиционерсем те, вĕсене çĕнĕрен тапăнас текен хула ачисем те курăнмарĕç.
— Çапла! Эпĕ ташăра паллашнă хĕрпе буфет енне çеç пăрăннăччĕ. Илтетĕп: шăв-шав! Çаврăнса пăхрăм: сана тӳпелеççĕ унта! — хавассăн пакăлтатрĕ Кĕркури те. — Ыткăнтăм вара пулăшма.
— Шел, санăн хĕрӳ те, маннăн Катя та театртах юлчĕç, -пуçне тусĕ енне пăрчĕ Якур. — Таврăнас мар-и вĕсем патне? Килĕсене çити ăсатар.
— Мĕн эсĕ? Хăвна милиционерсенчен тыттарасшăн-им? — куçне-пуçне чарса пăрахрĕ Кĕркури. — Милицие лексен, лицейран тухса ӳкесси те вăрах мар.
— Ку та тĕрĕс. Хитре хĕрсем трикотаж фабрикинче çеç мар, ытти çĕрсенче те нумай-ха вĕсем, — килĕшрĕ юлташĕпе Якур.
Тантăшсем пĕр-пĕрин хулĕсенчен çапкаласа илчĕç, тротуарпа малалла утрĕç. Килĕсене таврăнма иртерех пулнăран, вĕсем кинотеатр енне çул тытрĕç, унта кĕрсе вăхăт ирттерме шутларĕç. Аслă çаврăнăç çулпа каймарĕç вĕсем.
— Тӳррен тухар! — аллине сулчĕ Кĕркури, кинотеатр еннелле каякан тĕттĕм урам çине кăтартса. — Мĕншĕн çаврăнса çӳремелли пур?
— Тĕрĕс!
Сăмахсăрах айккинелле пăрăнчĕç те кинотеатр еннелле васкавлăн утса кайрĕç.
-Юлашки сеанса ĕлкĕрме пултаратпăр-ха эпир, — кĕсьинчи укçисене шутлама пикенчĕ Кĕркури. — Укçа та çитмелле пек.
— Маннăн та пĕр билетлăх пур, — укçине кĕсьинчен кăларчĕ Якур та.
Туссем васкаса малалла чупрĕç. Анчах кинотеатра çитесси пулмарĕ вĕсен çак кун: умри тротуар çинче пĕр ушкăн хула каччи тăни курăнса кайрĕ. Вунă çынна яхăнах тачă ушкăнпа тăраççĕ, шавлаççĕ.Пурте вĕсем еннелле çывхаракан икĕ каччă çине пăхаççĕ. Якур тӳрех хăйне пĕлтĕр, лицея кĕме килсен, хула ачисем çакăн пек тротуар çинче çаратнине аса илчĕ, аллисем чăмăртанчĕç.
— Эпĕ пĕлтĕрхи пек ялтан халĕ кăна килнĕ «чĕпĕ» ма-ар! — хавхалантарчĕ вăл хăйне. — Тапăнччăр çеç, парăшмăпăр. Анчах нумайăн-ха вĕсем!
Тантăшсем кĕпĕрленсе тăракан ушкăн çумĕпе иртсе кайса пыратччĕç, анчах вĕсене ушкăн варринчен пĕри чарчĕ:
— Ма паллашмастăр? Хисеплеместĕр-им?
Якурпа Кĕркури чарăнчĕç те хăйсене чаракан çине пăхрĕç:
— Ырă каç пултăр!
— Во, ку тĕрĕс! — кулса ячĕ лешĕ. — Тӳрех çапла паллашмаллаччĕ. Анчах кая юлса паллашрăр эсир, туссем! Эпĕ сире чарсан çеç.
Якур хăйĕн чунĕнче тăвăл вĕресе хăпара пуçланине сисрĕ, çӳçĕсене шакла пуçла каснă умĕнчи çамрăк çине çиленсе пăхрĕ. Лешĕ çак кунсенче çеç тĕрмерен тухнă пулас: мухтанать. Анчах вăл Якура ним те каламарĕ-ха, малтан Кĕркурирен кулма шутларĕ:
— Мĕн, куçусене чакăртса ман çине пăхатăн? Килĕшместĕп-им?
— Мана килĕшме эсĕ пике мар-çке! — куланçи пулчĕ Якурăн тусĕ. — Хĕрсем çеç каччăсене килĕшеççĕ.
Шакла пуçăн пичĕ туртăнса илчĕ.
— Нумай калаçатăн! — чашкăрса илчĕ вăл. Вара Кĕркури енне пĕр утăм туса, кĕсьинчен расческа туртса кăларчĕ.
— Ме! Ман çӳçе тура! — тăсрĕ вăл Кĕркурие расческине. — Турамасан хăвăнпа мĕн пулассине чухлатăн пуль?
— Чухлатăп, палах, — илчĕ шакла пуçлин расческине Кĕркури, çак сĕмсĕрĕн хыçне хуллен куçса тăнă Якур çине ыйтуллăн пăхса. Ушкăнри ыттисем хăйсен аслипе Кĕркури хушшиче мĕн пулассине кăсăкланса пăхса тăраççĕ. Якур тусĕ çине пуçне пăркаласа пăхрĕ.
— Ан тура! — тенине пĕлтерчĕ ĕнтĕ çакă.
— Пурпĕр турамастăп! — татăклăн каларĕ Кĕркури, шакла пуçа расческине каялла тăсса.
Лешĕн Кĕркурие çапма чăмăртаннă алли кăшт каялла туртăнчĕ те çӳлелле çĕкленчĕ. Анчах çапса ĕлкĕреймерĕ вăл: ăна хăйне унăн хыçĕнче тăракан Якур вирлĕн янахĕ айĕнчен çапнипе вăл çĕртен çӳлелле çĕкленсе илчĕ те асфальт çине лаплатса ӳкрĕ.
— Чуп ман хыççăн! — кăшкăрчĕ тусне Якур. — Часрах!
Икĕ чăваш ачи кинотеатр еннелле тапса сикрĕç. Ĕç капла килсе тухассине кĕтмен ушкăнрисем çăварĕсене карса хыçра тăрса юлчĕç, намăса кĕнĕ шакла пуçлине урисем çине тăма пулăшрĕç. Чупнă май, Якур хăйсене хыçран хăваланипе хăваламаннине хăлхисемпе итлерĕ. Çук, хăваламарĕç: кинотеатр умĕнчи лапра милиционерсем тăрасран хăрарĕç пулас.
— Шакалсем! — сурчĕ Кĕркури аслă урама тухсан. — Ушкăнпа тапăнаççĕ, пĕчченшерĕн чухне чĕтресе тăраççĕ!
— Çапла, — пуçне сулчĕ тусĕ. — Эпир те малашне тĕттĕм урамсем тăрăх сахалрах çӳрер-ха. Хамăра паттăрсем вырăнне хурас мар.
— Кам пĕлнĕ вĕсем çак урамра тăрассине? — лăпланаймарĕ Кĕркури.
Юлташсем кинотеатра кĕмесĕрех килĕсене таврăнса кайрĕç. Ыран ирех лицее вĕренме каймалла-çке-ха вĕсен.
VII
Вĕренӳ сехечĕсем хыççăн Василий Павлович физрук Якура спортзала чĕнсе илчĕ. Кунта Кĕркурипе ытти вĕренекенсем те тăраççĕ. Хĕрсем те пур. Нина, Якура курсанах, тутисене пăрса айккинелле пăхрĕ. Ĕнерхишĕн, драма театрĕнчишĕн кӳреннĕ ĕнтĕ вăл. Çавăнпа Якур çине пăхасшăн мар.
— Юрĕ-ха, аптрамăпăр! — пымарĕ Нина патне каччă та. — Тутуна пăрăн-пăрăн та каллех тӳрлетĕн-ха!
— Йĕлтĕр сезонне хупнă ятпа килес вырсарни кун Шуратăл леш енчи тусем çинче ăмăртусем пулаççĕ, — пĕлтерчĕ пухăннисене тренер. — Каччăсем вуншар километр чупаççĕ, хĕрсем — пиллĕкшер. Çавăнпа кашни кун тренировкăсем ирттерĕпĕр.
— Манăн бокс секцине те стадиона çӳремелле, — тĕксе хучĕ сăмахне Якур. — Çавăнпа кашни кун йĕлтĕр секцине пыма пултараймастăп.
— Юрĕ, Семенов. Вырсарни кун йĕлтĕр ăмăртăвĕсене хутшăнатăнах!
— Юрĕ.
Çапла турĕç те. Вырсарни кунхи хĕвеллĕ ирпе йĕлтĕрçĕсем хула хĕрринчи ту айĕнчи айлăмра пухăнчĕç. Хулари тĕрлĕ лицейсемпе колледжсенчен тата институтсенчен килнĕ кунта вĕсем. Пурте — йĕлтĕрсемпе. Якур та, урине йĕлтĕрсем сырнăскер, унталла-кунталла ярăнкалать. Ун çумĕнче ярăнакан Нинăпа ирех мирлешрĕç вĕсем, çавăнпа халĕ пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхкалаççĕ. Кĕç йĕлтĕрçĕсене старта хатĕрленме команда пачĕç. Вĕсем, хăйсене валеçсе панă номерсене кăкăрĕсем тата çурăмĕсем çумне лектерсе хунăскерсем, кĕç пĕрин хыççăн тепри çур минутлă интервалсемпе малтанах таптаса пусарнă йĕлтĕр йĕрĕпе умри тусем еннелле васкавлăн чупса кая пуçларĕç. Кĕркури хыççăн темиçе çын урлă Якура та чупса кайма черет çитрĕ.
Вăл хаьлхинче кĕркуннехи çăмăл атлетика кросĕнчи пек каппăл малалла тапса сикмерĕ: старт хыççăн малтан вăтам хăвăртлăхпа чупса-ярăнса пычĕ, ӳпки çăмăлраххăн сывласа ярассине кĕтрĕ. Пĕр-ик километр кайсан, йĕлтĕрçĕ хăвăртлăхне ӳстерчĕ. Малалла йĕлтĕр йĕрĕ ăна ытти чупакансем хыççăн вăрманпа витĕннĕ туллă-сăртлă çĕре илсе кайрĕ. Кунта вара тусемпе сăртсем çине вăя шеллемесĕр чупса хăпармалла, вĕсем çинчен ярăнса аннă чухне — канмалла. Çапла тума тăрăшрĕ те Якур: вăйне часах пĕтересшĕн пулмарĕ. Ăна финиш умĕнчи хушша чупса тухмашкăн хăварма тăрăшрĕ. Темиçе километр чупсан та хăйĕнчен никама та ирттермерĕ-ха вăл, анчах пилĕк спортсменран чупса иртме пултарчĕ-пултарчех. Акă, йĕлтĕр йĕрĕ хырăсем хушшипе сулахаялла пăрăнчĕ те чăнкă ту çинчен аялалла, йывăçсем хушшинчи суллахаялла-сылтăмалла пăрăнчăксемпе анса кайрĕ. Çакă кунта халиччен пулса курман каччăн чунĕнче каппăл шиклĕх туйăмĕ çуратрĕ пулсан, çав самантрах çак туйăма айккинелле сирсе ямалла пулчĕ: хыçран ыттисем хашка-хашка хăвалани илтĕнчĕ. Каччă туйисемпе йĕр хĕрринчи юртан хыттăн тĕртĕнчĕ те йĕлтĕрсем çавăнтах аялалла вирхĕнчĕç. Хăлхасенче çил шăхăрни çеç илтĕнсе тăчĕ. Пĕр-пĕр пăрăнчăк хыçĕнчи йывăçа çапăнмасса çеç кăна сыхлан! Çапăнмарĕ Якур. Ту çинчен аннă хыççăн çавăнтах тепĕр ту çине чупса хăпармалла пулчĕ. Кунта йĕлтĕрçĕсем пĕр-пĕринчен икĕ-виçĕ утăма кая юлса чупаççĕ, хашкаççĕ, хыçрисене çул памасса тăрăшаççĕ. Якур умĕнчи, йĕлтĕрĕ каялла шуса кайнипе, айккинелле ӳкрĕ те чăваш ачи çавăнтах унран иртсе кайрĕ. Теприне хăваласа çитрĕ, анчах лешĕ çул памасть.
— Ирттер! — кăшкăрчĕ ăна Якур. — Йĕлтĕр йĕрне пар!
Малти итлемест. Якур йĕлтĕр йĕрĕнчен айккине тухрĕ те, леш йĕлтĕрçе хăваласа çитсе, туйине унăн ури умне тăрăнтарчĕ. Спортсмен такăнса кайса ӳкрĕ. Çапла майпа хăпарса çитрĕ Якур ту тăррине. Кунтан айлăмра вырнаçнă финиш енне йĕлтĕр йĕрĕ тикĕс вырăнпа чупать.
— Малалла! — терĕ хăйне Якур. — Вăйна ан шелле! Чуп!
Йĕкĕт вăрăмшарăн утăмла-утăмла малалла ăнтăлчĕ. Кĕç финиш курăнса кайрĕ.
— Якурккă! — илтĕнчĕ Нинăн сасси. — Чуп! Васка!
Çак сасса илтсе, хĕпĕртенĕ каччă Алл-урисене хăвăртрах ылмаштара пуçларĕ. Финиша çитсен ăна пике ыталаса илчĕ.
— Халĕ унчченхи — кĕркуннехи мар эсĕ, -терĕ вăл Якура. — Чупма пĕлетĕн. Тата тĕрĕс сывлама вĕреннĕ.
— Вĕренетĕп майĕпен, — кулкаласа илчĕ каччă.
Каччăсем хыççăн хĕрсене старт пачĕç. Вĕсем чупса таврăннă хыççăн Якурсен лицейĕ иккĕмĕш вырăн йышăннине пĕлтерчĕç....
Ăмăрту хыççăн çĕнĕрен мирлешнĕ Якурпа Нина пĕр-пĕринпе кашни кун тенĕ пек курнăçа пуçларĕç, кино, дискотекăсене пĕрле çӳресе савăнчĕç. Çак вăхăтра юр урамра кунран-кун чакса пычĕ те икĕ-виçĕ эрнерен хулан урамĕсенче курăнми пулчĕ. Çанталăк ăшăтнăран чĕресенче савăк туйăм çуралать, юратса ĕмĕтленес, çӳлелле вĕçес килет. Çакна пулах пуль халĕ Нина Якура хăйне килне çитиех ăсатма ирĕк парать. Нинăсен урамĕнче кĕркунне хĕрпе каччă çумне çĕçĕпе çулăхнă Гена курăнмасть урăх.
— Ăçта кайнă вăл? — ыйтрĕ пĕррехинче Нинăран Якур, каçпа хĕрĕн килĕ умĕнче тăнă вăхăтра.
Нина Гена Çĕпĕре тухса кайнине пĕлтерчĕ. Пĕр бизнесменăн çуртне хураллать, имĕш.
— Аса илес мар ун çинчен, — тĕршĕнчĕ пике каччă çумне.
— Аттепе анне хăнана кайнăччĕ те килте шăллăм çеç хуçаланать, — чĕвĕлтетрĕ Нина. — Кĕрсе ларар, виççĕн чей ĕçĕпĕр.
— Килĕшетĕп! Хаваспах! — хĕре питĕнчен чуптуса илчĕ каччă. — Атту эпĕ халиччен санăн килĕнте пулса курманччĕ-ха.
Нинăсен картишĕн калиткине уçрĕç те вĕрекен йытă умĕпе çурт алăкĕ патне утса çурта кĕчĕç. Пысăк пӳлĕмсемлĕ çуртра, чăнах та, Нинăн шăллĕ çеç иккен: компьютер умĕнче ларать. Вăл кĕнисем çине çаврăнса та пăхмарĕ, компьютер çумĕнчен хăпмарĕ. Хĕр хăнине кухньăна чĕнсе кĕртрĕ те, газ плити çине чей вĕретме лартрĕ. Çак самантра Якур йăрăс кĕлеткеллĕ Нина çине пăхса ларчĕ.
„Юрататăп-и эпĕ Нинăна? — пуçне хыçкаласа илчĕ вăл, хăрах куçне хĕснĕ май. — Капла, юрататăп пек те-ха. Анчах апла ма-ха унччен драмтеатрта Катя килĕшсе пăрахрĕ мана? Нина çинчен манса кайнăччĕ. Хула каччисемпе çапăçман пулсан, Катьăна килне ăсатнă та пулăттăм
Кĕç хĕрпе каччă чей ĕçме ларчĕç. Пĕр кружкине пушатсан кил хуçи хĕрĕ каччăн савăтне тепре чейпе тултарчĕ:
-Ĕç! Ан вăтан!
— Вăтанни курăнать-им? — пуçне çĕклерĕ каччă.
— Çук, çук! — аванмарланчĕ хĕр. — Эпĕ — ахаль çеç….
Çак вăхăтра хĕр чĕркуççийĕ çине çăмламас кушак хăпарчĕ те аллисем çинех улăхрĕ. Лешĕ, ăна ытараймасăр, çăмламаса тутинченех чуптуса илчĕ те, каллех урайне ячĕ.
„Кушака чуптунă Нинăна кайран эпĕ чуптумалла-и? — вĕçсе иртрĕ çакна курнă каччăн пуçĕнче шухăш. — Авă епле килсе тухать!”
Якурăн кăмăлĕ самантрах пăсăлчĕ, çак çуртран часрах тухса каясси килсе кайрĕ.
— Юрĕ, Нина, эпĕ каятăп, — ура çине тăчĕ вăл. — Чейшĕн тавтапуç!
Урама тухсан каччă çак çурта урăх килмессе хăйне сăмах пачĕ.
— Кушака таса мар тутинчен чуптăвать! — аллисене сулла-сулла утрĕ вăл тротуарпа. — Кайран вара — мана!
Тепĕр кун лицейра Нина умĕнчен курманçи пулса иртсе кайрĕ. Лешĕ, ним ăнланмасăр, каччă хыçĕнчен пăхса юлчĕ.
VIII
Çак хула хĕрне манма Кĕркурипе тусĕсем те пулăшрĕç. Тĕрĕсрех каласан, колледжра вĕренекен леш Кольăпа тата Витьăпа эрех ĕçни. Сăра барĕнчи пăтăрмах хыççăн иккĕ-виççĕ курнăччĕ-ха Якур çак ачасене, анчах вĕсемпе пĕрле унта-кунта кайса курманччĕ. Паян, акă, виçĕ юлташ: Кĕркури, Коля, Витя Якурăн хваттерне килсе кĕчĕç. Кăшт хĕрĕнкĕ ахăр хăйсем: куçĕсем йăлтăртатса выляççĕ. Çăварĕсенчен йӳн эрех шăрши кĕрет. Марье аппа килнисем çине кăмăлсăррăн пăхса тлчĕ:
— Хулана вĕренме килтĕр пулсан, ма-ха эрех ĕçмелле? Укçăрсем ытлашши-им?
Çак сăмахсем хыççăн килнисем урама йăпăрт! тухса шурĕç, Якура хăйсен хыççăн тухма чĕнчĕç.
— Эпĕ — халех! –терĕ вĕсене тусĕ, курткине тăхăннă май. — Кĕтсе тăрăр!
Вăл, Марье аппа ун çине те кăмăлсăррăн пăхнине курмасăрах, каçхи сĕмпе хупланакан урама чупса тухрĕ.
— Ăçталла çул тытатпăр? — ыйтрĕ вăл тусĕсенчен.
— Парк еннелле утар-ха. Унта пĕр-пĕр сак çине ларса çак ик и кĕленчене пушатар! — курткин мăкăрăлса тăракан кĕсйисене çапкаласа илчĕ Коля. — Паян пире стипендии пачĕç те ….
Çамрăксем парк еннелле васкавлăн утрĕç, унта тĕттĕм кĕтесри сак çине вырнаçрĕç. Коля эрех кĕленчине шăлĕпе çыртса уçрĕ.
— Çапла тăваççĕ ăна! — мухтанарах калаçрĕ вăл. — Ĕçер!
— Пире бокс тренерĕ эрех ĕçме хушмасть, — хирĕçлесшĕн пулчĕ Якур, анчах Коля ăна малалла калама памарĕ.
— Стадиона санăн паян каймалла мар-çке-ха, — тăсрĕ вăл Якура тулли черкке. — Ĕç! Мухтанса ан лар кунта! Ыранхи тренировкуччен урăлăн!
Якур халиччен тăван ялĕнче эрех тутанкаласа курнă-ха. Анчах кунта — хулара паянччен ĕçсе курманччĕ. Унччен сăра барĕнче те ĕçесси пулмарĕ, ав. Вăл, умри тусĕсене кӳрентерес мар тесе, панă черккене тытрĕ те, ун ăшĕнчи эрех йӳççине пăхмасăрах, ăна çăварне ӳпĕнтерчĕ. Чыхăнса кайрĕ каччă, куçĕсенчен куççуль персе тухрĕ.
— Ме, çырткала! — кăлпасси татăкне тыттарчĕ Коля, кулнă май. — Ĕçнĕ хыççăн çиес пулать. Чăмла!
Ыттисем те пĕрер черкке ĕçрĕç, шавлăн калаçа пуçларĕç. Темиçе минутран Якур кĕлеткине ăшă çапнине туйрĕ, вăй кĕнĕ пек пулчĕ, кăмăл çĕкленчĕ. Вăл тусĕсем çине пăхса илчĕ: вĕсен те куçĕсем йăлтăртатаççĕ, пичĕсем хĕрелнĕ. Коля пурне те тепрер черкке ярса ĕçтерчĕ. Çакăн хыççăн Якур хăйне питĕ хăюллăн туйса аилчĕ, мĕн те пулсан тăвасси килсе кайрĕ. Вăл айккинелле — урам енне пăхрĕ. Унти троллейбус чарăнăвĕнче халăх хĕвĕшни кăсăк пек туйăнчĕ ăна.
— Каяр-ха çавăнта! — пуçне сулчĕ вăл пăхнă еннелле.
Эрехпе самаях хĕрнĕ туссем ура тăрса тепрер черкке ĕçрĕç. Çакăн хыççăн вĕсем хăйсене хăюллă та вăйлă улăпсем пек туйса илчĕç пулас: тайкалана-тайкалана, аллейăри хирĕç пулакан çынсене çапăнса, Якур хыççăн троллейбус чарăнăвĕ патне утрĕç. Унта çитнĕ-çитменех хăйсем пек çамрăксен ушкăнне пырса çапăнчĕç. Лешсем, пиллĕкĕн-улттăн, хăйсен хушшинчи пуçне шакла çаратнă качча салтака ăсатаççĕ пулас: самаях ӳсĕрскерсем çар юррисем юрлаççĕ. Кусене Якурсен ушкăнĕ пырса çапăнни килĕшменни самантрах сисĕнчĕ: пĕри малта пыракан Якура кăкăртан ярса тытрĕ.
— Курмастăн-им, эпир тăратпăр! — терĕ вăл куç-пуçĕсене йăлтăртаттарса. — Тасал халех куç умĕнчен!
Çакăн пек чăрсăрлăх Якура çитех юлчĕ пулас. Вăл пĕр сăмахсăрах умри çамрăкăн аллине хăйĕн кăкăрĕ çинчен сулахай аллипе çапса сирчĕ те сылтăм аллипе лешне янахĕ айĕнчен вирлĕн çапрĕ. Каччă айккинелле сирпĕнсе кайрĕ те çĕр çине лаплатса ӳкрĕ. Ăна, сиксе тăрас текенскере, Кĕркури капăркинчен тапрĕ:
— Вырт! Ан хускан!
Кольăпа Витя, çакна курса, хăюллансах кайрĕç: леш ушкăнри çамрăксене пичĕсенчен çапкаласа илчĕç, анчах никама та ураран ӳкереймерĕç. Вĕсене хăйсене те пичĕсемпе янахĕсенчен чышкăсем лекрĕç. Якур, кусем еннелле сиксе, тата иккĕшне бокс мелĕпе çĕр çине çапса ӳкерчĕ. Кĕркури ӳкекенсене урисемпе тапкаларĕ.Кольăпа Витя та лăпкă тăмаççĕ: хăйсене арăслансем пек туйса илнĕскерсем, леш ушкăнрисемпе тӳпелешеççĕ. Якур хăйĕн кепки пуçĕнчен хывăнса ӳкнине туйрĕ те, ăна çĕр çинчен илме тесе пĕшкĕнчĕ çеç, çак вăхăтра хулĕнчен пырса *с чар=--ар= урапа тапнипе, сулăнса кайрĕ. Анчах ӳкмерĕ, кепкине аллине илчĕ-илчех. Каллех сиксе тăчĕ, хăйне тапнă çамрăка çамкинчен вирлĕн çапса ӳкерчĕ. Вара, мĕн туни пирки шухăшламасăрах, лешĕн çĕр çине ӳкнĕ çыхнă çĕлĕкне те кĕсьине илсе чикрĕ.
Çак самантра таçтан персе çитнĕ милици машинин сасси ӳхĕрсе ячĕ, милиционерсем машинăран сиксе туха пуçларĕç.
— Чарăнурисенчен пĕри караслă телефонпа милицие чĕнтернĕ! — тавçăрса илчĕ Якур, айккинелле — нумай хутлă çуртсен хушшине тапса сикнĕ май. Вăл умĕнчи тăхăр хутлă çуртăн кĕтесĕ хыçне выртрĕ те чарăнура мĕн пулса иртнине сăна пуçларĕ. Унта вара шăв-шав тăрать. Милиционерсем салтак ăсатакан ушкăнри çамрăксене те, Якурсен ушкăнĕнчисене те — тарса ĕлкĕрейменнисене, ĕнсисенчен е кăкăрĕсенчен тытса машини ăшне пере-пере чикеççĕ.
— Хулигансем! — кăшкăрашать чарăнури пĕр самăр хĕрарăм. — Çав кирлĕ вĕсене, намăссăрсене! Пурне те тĕрмене хупса лартмалла!
Машина ăшне персе чикнисем хушшинче Якур Кĕркурие курмарĕ: вăл та, тусĕ пекех, тарса ĕлкĕрнĕ пулмалла. Чарăнуран хусканса кайнă троллейбусăн салонĕнче Якур Кольăна асăрхарĕ. Вăл, милиционерсенчен тарса, троллейбуса кĕрсе ĕлкĕрнĕ. Апла пулсан, милицисен аллине Витя çеç лекнĕ, пулать. Анчах милиционерсем троллейбусри Кольăна курса ĕлкĕрнĕ пулас: вĕсен машини троллейбусран хăваласа иртсе кайрĕ.
— Ку Кольăна тепĕр чарăнура троллейбусран сĕтĕрсе кăлараççех! — урисем çине тăчĕЯкур. — Юрĕ-ха, эпир Кĕркурипе тарса хăтăлтăмăр!
Анчах йăнăшрĕ чăваш каччи. Ăна милицие чĕнтерни пирки тепĕр кун лицей директорĕн секретарĕ пĕлтерчĕ.
— Мĕн туса хунă эсĕ, Семенов? — ыйтрĕ унран вăл, хăйĕн ĕç пӳлĕмне чĕнсе илсе. –Сана паянхи каçхи çичĕ сехете милицие пыма шăнкăравларĕç. Кама та пулсан çаратрăн-им?
— Çук! — кĕскен каларĕ вĕренекен хăйне тĕпчекен самăр хĕрарăма. Анчах вăл милиционерсенчен тарнă хыççăн, кĕсьинчен çыхнă çĕлĕкне пĕр урамра ывăтса хăварнине астуса илчĕ.
— Витьăпа Коля милицире манăн хушамата каланă! — тавçăрса илчĕ вăл тарăхса, секретарĕн пӳлĕмĕнчен тухсан. — Лешĕ — çĕлĕкне çухатаканни, эпĕ унăн çĕлĕкне хывса илнĕ тесе каланă пуль-ха. Çавăнпа мана директор секретарĕ çынна çаратакан вырăнне хурать! Илтнĕ Якур: çынна çаратакансене темиçе çула тĕрмене лартма пултараççĕ. Хурахла тапăнни вырăнне хурса. Якур та хурах пулса тухать-и вара? Каччăн çан-çурăмне сивĕ тар çапрĕ. «Хăтăлас пулать кун пек айăпланинчен!» — вĕçсе иртрĕç унăн пуçĕнче шухăшсем.
Вăл, вĕренӳ сехечĕсем вĕçленессине кĕтсе илмесĕрех, хăйĕн хваттерне таврăнчĕ.
„Эпĕ çав каç мĕн тăхăннăччĕ-ха? –аса илме тăрăшрĕ Якур. — Курткăччĕ пулас, пуçра — кепкăччĕ. Апла пулсан, халĕ курткă вырăнне çурхи пальтона тăхăнас, пуçа — шлепке. Шăлавар та урăххи пултăр. Лешĕнпе — çĕлĕкне çухатаканнипе куçа-куçăн тăратсан, вăл мана палласа ан илтĕр. Юрĕ-ха, каçччĕ. Çавăнпа манăн питĕме астуса юлман-тăр-ха вăл.”
Каччăн пуçĕнчи шухăшĕсем малалла чупрĕç. Следователе çав каç троллейбус чарăнăвĕнче пулманни пирки калĕ вăл, кинора пĕчченех пулни пирки калĕ. Юрать-ха, Якур хулари кашни кинотеатрта мĕнле кино кăтартнине пĕлсе тăрать, вĕсене яланах курма тăрăшать. Çавăнпа кинокартинĕсем мĕн çинчен пулнине те пĕлет.
Милицие кайиччен вăл Кĕркурин хваттерне кĕрсе тухма шутларĕ. Юлташне те милицие чĕнтермен-ши?
Кĕркури килĕнчех иккен. Чей ĕçсе ларать. Калаçăва Серафима аппа илтмессе Якур ăна картишне чĕнсе кăларчĕ. Ăçта кайма пуçтарăнни пирки пĕлтерчĕ. Кĕркурие хăйне милицие чĕнтермен иккен.
— Сана та тăрук унта чĕнтерсен, эсĕ мана вăл каç — курман! Ăçта пулнине те пĕлместĕн! Юрать-и? — хăвăрттăн калаçрĕ Якур.
— Ăнлантăм! Пĕр сăмахсăрах ăнлантăм! — пуçне сĕлтрĕ тусĕ. — Мĕн ăнланмалла марри?
Çур сехетрен, каланă вăхăта, Якур милици уйрăмне кĕрсе тăчĕ, дежурнăя хăйне кунта чĕнтернипе килни çинчен пĕлтерчĕ. Лешĕ пуçне çĕклерĕ те милиции çурчĕн иккĕмĕш хутне хăпарма хушрĕ, кĕмелли пӳлĕмĕн номерне каларĕ.
— Следователь сана тахçанах кĕтет, — куçне хĕссе илчĕ вăл. — Кай, кай! Ан хăра! Сана тăна кĕртĕç унта. Ха-ха!
— Ан хăрат! — тесшĕнччĕ чăваш ачи, анчах ку ытлашши пулассине ăнланчĕ те пĕр сăмах чĕнмесĕрех, пусмапа çӳлелле хăпарса кайрĕ.
Каланă пӳлĕм умĕнче пĕр вăтам пӳллĕ çамрăк ларать, çĕлĕкĕ çук хăйĕн.
— Çакăччĕ пулас, — астуса илме тăрăшрĕ Якур леш каçхи çамрăка. — Ав, пĕр куçĕн айĕ те эпĕ çапнă хыççăн кăн-кăвак.
Каччă та пуçне шлепке, çине пальто тăхăннă умĕнчи çамрăк çине пăхса илчĕ, анчах, куçĕсем пуçĕнчи уй-шухăшсене ниепле те кăтартмарĕç: ни Якура палласа илнине, ни хăранине.
— Палламарĕ! — лăпланчĕ Якур, следователĕн алăкне шакканă май.
— Кĕрĕр! — илтĕнчĕ шалтан.
Тăвăр пӳлĕмри сĕтел умĕнче тăватшар пĕчĕк çăлтăрлă погонсемлĕ типшĕм милици офицерĕ тăрать. Хăй кабинетне кĕнĕ çамрăк çине тимлĕн те васкамасăр пăхса илчĕ те сĕтел умĕнчи пукан çине ларма хушрĕ:
— Лар! Каласа пар! Вара — çыр!
Капитан куçĕпе сĕтел çинчи хутпа ручка çине кăтартрĕ.
— Мĕн çинчен, капитан юлташ? — офицер çине айăпсăр куçĕсемпе пăхрĕ Якур.
— Пĕлмене персе ан лар! Икĕ кун каярах каçпа пĕр çыннăн çĕлĕкне хывни çинчен, — куларах каларĕ следователь. — Астумастăн-им? Е астутармалла — и?
Ку следователĕн çамрăка хăратас тени пулчĕ ĕнтĕ. Вăл умĕнчи пукан çинче ларакан Якурăн çурăмĕ хыçне пырса тăчĕ, ăна хулĕсенчен аллисемпе тытрĕ, кăшт хĕсрĕ.Анчах чăваш ачи çухалса кайма шутламарĕ те.
— Эпĕ эсир мĕн çинчен калаçнине ăнланмастăп, — ухмаха пеме пуçларĕ вăл.
— Ах, çапла иккен! — лăпкăн калаçма тăрăшрĕ офицер. — Апла пулсан троллейбус чарăнăвĕнче мĕн пулса иртнине каласа пар!
— Мĕнле чарăнура? Эпĕ нимле чарăнура та пулман.
— Санăн Кольăпа Витя тусусем урăхла каласа пачĕç. Эсĕ епле пĕр çыннăн çĕлĕкне хывса илни пирки те!
— Çук! Вăл кун эпĕ Кольăпа Витьăна кăнтăрла çеç курнăччĕ. Каçпа эпĕ вĕсене курман, мĕншĕн тесен кинона кайнăччĕ.
— Кампа?
— Пĕччен.
— Мĕнле кинотеатра тата епле сеанса? Фильмăн ячĕ мĕнлеччĕ? Вăл мĕн çинченччĕ?
Якур кинотетрта фильмăн ячĕсене, сеанс хăçан пуçланнине каларĕ. Юрĕ-ха, чăнах та, кашни кинотеатрта хăçан тата мĕнле фильм пынине яланах пĕтĕмпе пĕлсе тăрать. Çакă пулăшать те ăна халь следователь умĕнче ухмаха пеме!
Лешĕн тӳсĕмĕ пĕте пуçларĕ пулас: вăл сĕтел хушшинче ларакан Якурăн хыçне пырса тăчĕ те унăн мăйĕнчен алтупанĕн кăрĕпе çапасшăн аллине çĕклерĕ. Анчах ун умĕнчи каччă çывăрса лармасть иккен. Вăл, каçхи чӳрече умĕнче лараканскер, унăн каç сĕмĕ çапнă кĕленчи çинче куçкĕски çинчи пекех пӳлĕмре мĕн пулнине пĕтĕмпех курать. Çав шутра следователь ăна çурăм хыçĕнчен мăйран çапма хатĕрленнине те!
— Мĕн, следователь юлташ, аллăра мана çапма çĕклерĕр-им? — ыйтрĕ вăл, тĕксĕм те йăлтăркка чӳрече кĕленчи çинчен куçĕсене илмесĕр. — Айăпсăр çынна çапма пултараймастăр!
Капитан аллисене шăлавар кĕсьине чикрĕ.
— Апла ма-ха тусусем сан çинчен калаççĕ? — ӳхĕрсе ячĕ вăл. — А? Камăн çĕлĕкне вăл каç хывса илтĕн?
— Каларăм-иç, следователь юлташ, эпĕ кинора пулни çинчен! — пуçне милиционер енне çавăрчĕ Якур. — Кольăпа Витя ман çинчен ӳсĕр пулнăран калаççĕ-тĕр. Вĕсем вăл кун иккĕшĕ те кăнтăрлах ӳсĕрччĕ. Кайран вĕсем ăçта кайнине тата мĕн тунине эпĕ курман, пĕлместĕп те!
— Çапла, — килĕшрĕ Якурпа капитан. — Вĕсем каçпа иккĕш те ӳсĕрччĕ. Çĕлĕкне çухатнă тепĕр тăмсай та….
Вăл кабинет алăкне яри уçрĕ те, коридорти куç айĕ кăвакарнă çамрăка кĕме хушрĕ.
— Çак çын çĕлĕкне хывса илчĕ-и? — ыйтрĕ капитан, лешĕ кĕрсен. — Кала! Çамрăк Якур çине куçĕсене çĕклерĕ. Лешĕ ун çине хаяррăн пăхса ларать.
— Ку мар, — хуравларĕ шăппăн çамрăк. — Лешĕ курткăпаччĕ тата кепкăпаччĕ. Ку — пальтопа.
— Апла ма ман пуçа виççĕмĕш кун минрететĕн? — кăшкăрса пăрахрĕ следователь.
Капитан ассăн сывласа илчĕ те куç айĕ кăвакарнине коридора тухма хушрĕ, Якура ручка тыттарчĕ:
— Çыр!
Лешĕ ик кун каярах каçхине кинора пулни, Кольăпа Витьăна кăнтăрла çеç курни çинчен çырса пĕтерсен, милиционер çырнине вуласа тухрĕ.
— Килне кай! — терĕ вăл кĕскен. — Кирлĕ пулсан — чĕнтерĕпĕр.
Якур тăчĕ те сывпуллашмасăрах тухса кайрĕ.
„Ну, маттур! — мухтаса илчĕ вăл хăйне. — Хăтăлтăм ахăр, анчах малашне эрех ĕçмелле мар — ухмахлантарать. Ав, ӳсĕр пулнипе, мĕн килсе тухрĕ!
Каччă Кольăпа Витя тусĕсене паянах курма шутларĕ те вĕсен общежитийĕ енне çул тытрĕ. Вĕсем те, милицие тепре чĕнтерес пулсан, Якура икĕ кун каярах кăнтăрла çеç курни çинчен калаччăр. Пĕрремĕш хутĕнче ун ятне ӳсĕр пулнăран çеç асăнтăмăр, тетчĕр.
IX
Виç туса милицие урăх чĕнтермерĕç. Лицей директорĕ те вĕренекенрен милицире ма пулни çинчен тĕпчемерĕ. Ăна çапла тума Якур лайăх спортсмен пулни чарчĕ ахăр. Чăнах та, милицире пулнă хыççăн тепĕр кунах Василий Павлович тренер Кĕркурипе Якура каллех спортзала чĕнсе илчĕ.
— Йĕлтĕр ăмăртăвĕнче иксĕр те лайăх чупрăр, — мухтарĕ вăл ачасене. Халĕ — çуркунне. Çавăнпа велосипед çине куçса лармалла сирĕн, вĕсемпе чупăшма вĕренмелле.
Вăл аллисемпе стена çумĕнче тăракан вĕр-çĕнĕ темиçе спорт велосипечĕ çине кăтартрĕ:
— Суйлăр! Хăшĕ килĕшет — илĕр! Паянран пуçласа ярăнăр! Çулла сире иксĕре те велосипед спорчĕн ăмăртăвĕсене хутшăнтаратăп!
— Ур-ра! — кăшкăрса ячĕç юлташсем савăннипе.
Физрук велосипедсем патне пычĕ те пĕрин çине ларчĕ, велосипедпа епле майпа тĕрĕс çӳремеллине, пынă чухне чĕркуççисене сарса мар — вĕсене хĕссе урасемпе педальсене тапмаллине кăтартрĕ.
— Ытти — хăвăрта! Çитĕнӳсем тренировкăсем тусан çеç пулаççĕ, — вĕрентрĕ вăл велосипед суйлакан ачасене. Якур пĕр велосипед умĕнче чарăнчĕ.
— Эпĕ çакна илетĕп! — кăтартрĕ вăл пĕрин çине.
— Эпĕ — çакна! — кăтартрĕ Кĕркури те.
— Лайăх пулчĕ-ха ку! –каллех хĕпĕртерĕ Якур. — Пĕр кун бокс секцине çӳрĕп, тепĕр кун велосипедпа ярăнăп.
Велосипедпа çыхăннă пĕлтĕрхи пĕр пăтăрмаха аса илчĕ вăл. Ун чухне халĕ тин кăна хулана вĕренме килнĕччĕ те, пĕррехинче Марье аппан кӳрши пулакан Толя ятлă арçыннăн велосипечĕ пуррине курчĕ. Унран ăна хула урамĕсенче ярăнса çӳреме ыйтрĕ. Лешĕ сăмахсăрах велосипедне çамрăка пачĕ.
— Ас ту, милици аллине ан лек! — асăрхаттарчĕ Якура. — Асăрхануллă пул!
— Юрĕ, юрĕ! — терĕ те каччă, велосипед çине ларса, хула урамне ярăнма тухрĕ. Кивĕ хулан урамĕсенче машинăсем сайра чупаççĕ, çавăнпа Якура кунта ярăнса çӳреме лайăх пулчĕ, анчах ăна çул хĕрринче тăракан пĕр милиционер чарчĕ велосипед докуменчĕсем пуррипе çуккине тĕрĕслеме пикенчĕ. Паллах, документсем — çук. Вара милиционер протокол çырма кĕсйьинчен бланксем кăларчĕ.
— Манăн укçа та çук! — курчĕ çакна Якур. — Штраф тӳлейместĕп.
Хăйĕн вара чĕри васкаса тăпăртатать: çыннăн велосипедне милиционерăн аллине пама е велосипедăн хуçине штраф тӳлеттерме пултарнăшăн пăшăрханать.
— Мĕн чĕтретĕн? — куларах пăхса илчĕ çакна сиснĕ саккун хуралçи. — Велосипеду çыннăн-им?
Ним калама аптăранă Якур пĕр вырăнта тăпăртатса тăнă вăхăтра милици сержанчĕ иртсе пыракан машинăна чарчĕ те унăн шоферĕн докуменчĕсене тĕрĕслеме пикенчĕ. Шоферăн докуменчĕсем те йĕркеллех мар пулас: ăна сержант хăйĕн «Жигулине» протокол çырма пикенчĕ. Якур çинчен те манмарĕ вăл: велосипед ураписен золотникĕсене пăрса илчĕ, камерăсем чашлатса пушанчĕç.
„Мĕн тăвас? Епле майпа хăтăлас?”-шухăшларĕ ача.Тавçăруллă çын мĕн тумаллине шутласа кăларатех çав! Якурпа та çаплах пулчĕ. Милиционерпа шофер машинă салонĕнче пуçĕсене пĕксе протоколпа аппаланнă вăхăтра йывăç çумне тĕрентерсе хунă велосипедне ярса илчĕ, ураписем пушшине пăхмасăрах, урампа килнелле вĕçтерчĕ. Машинăрисем çавăнтах асăрхарĕç ăна: милиционерĕ машинине хускатма тапратрĕ, анчах леш итлесшĕнех мар.Якур телейне моторĕ чăхăмлать! Каялла çаврăнса пăха-пăха, Якур малаллах чавтарать-ха: çывăхри тăкăрлăка çитесси те инçе мар. Унта çитсен çав тăкăрлăка чăмĕччĕ çамрăк таркăн! Анчах милиционер та ухмаххиех марри пулчĕ пулас: вăл хушнипе леш машинăн шоферĕ, Якура хăваласа çитсе тытма, машинипе ку еннелле тапранчĕ. Акă, хăваласа çитнĕпе пĕрех вăл ăна! Якур, çакна курса, урамран тротуар çине сирпĕнсе тухрĕ те, велосипедăн пушă ураписем асфальт çинче чăкăртатса куснине пăхмасăрах, малалла вĕçтерчĕ.
— Чарăн! — кăшкăрать машинăран пуçне кăларнă милиционер.
Таркăн чарăнма шутламаннине курса, шофёр машинине велосипед умне тухса чарчĕ те милици çынни машинăран тухса Якур çулне пӳлме хăтланчĕ. Капла та ĕçĕ тухмарĕ унăн: велосипедçă, сылтăмалла пăрăнса, тăкăрлăкпа малалла тарчĕ. Кусем Якур тăкăрлăка кĕрсе каяссине тавçăрса илеймен иккен, çавăнпа машинине тăкăрлăк умне çитичченех чарман. Машинипе хĕсĕк тăкăрлăка кĕрейменрен, хайхисен тăкăрлăк тăрăх велосипедпа таракан Якур хыççăн чупасси кăна юлчĕ. Ачана тытса, милиционер патне çавăтса каясси килчĕ малта чупакан шоферăн:ун пек тусан сержант штраф тӳлеттермĕ тесе ĕмĕтленчĕ. Акă, умĕнчи тарса пыракан ача умĕнче çӳллĕ хăма хӳме ӳссе тăчĕ те лешĕ велосипечĕ çинчен анчĕ, унталла-кунталла пăхкаларĕ.
— Тытатăпах! — савăнса кайрĕ шофер, хăвăртрах чупма тăрăшса. Тытĕччĕ-и вăл чăваш ачине, тытаймĕччĕ-и, анчах лешĕ велосипедне хӳме урлă ывăтса каçарма таçтан вăй çитерчĕ те, ун хыççăн хӳме урлă сиксе каçрĕ. Хӳме патне çитсе тăнă шофер ăна урăх курмарĕ: лешĕ пĕр çуртăн подъездне велосипечĕпех кĕрсе пытанма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Кайран, чиперех килне çитсе, Якур велосипедне хуçине тавăрса пачĕ. Велосипедăн камерисем те, тĕлĕнмелле пулсан та, шăтманччĕ.
Çак пăтăрмах çинчен Якур Кĕркурие хăйĕн спорт велосипечĕн сăнчăрĕсене тĕрĕсленĕ вăхăтра каласа пачĕ. Иккĕшĕ те ахăлтатса кулчĕç.
— Спорт велосипечĕ çине ларсан сана никам та хăваласа çитеймĕ ĕнтĕ, — кулчĕ Кĕркури, ăшне тыта-тыта.
Иккĕш те велосипечĕсем çине ларса пăхрĕç. Ахаль велосипедсем мар иккен кусем: авăнчăк рулĕсем çӳллĕ мар пулнăран малалла хытă пĕшкĕнсе лармалла, ума пуçсене çĕклесе пăхмалла. Мăй çавăнтах ырата пуçлать. Ку — хăнăхманран ĕнтĕ. Темиçе хăвăртлăхлă тата ку велосипедсем, хăвăртлăх рычагĕсем — руль çумĕнчех. Юлташсем физрукпа сывпуллашрĕç те велосипечĕсемпе урама ярăнса тухрĕç. Кунта машинăсем нумайран, хуларан тухса, трассă çинче ярăнма шутларĕç. Çакă питĕ тĕрĕс пулчĕ: трасса çинче пысăк хăвăртлăхпа ярăнса пулать, светофорсем çук. Пĕр-ик сехет ярăнсан ывăнчĕç ачасем, каллех хула урамне таврăнчĕç.
— Килĕшрĕ-и сана? — ыйтрĕ Кĕркури юлташĕнчен проспект çинче унпа юнашар ярăнса пынă май.
— Питĕ! — хуравларĕ Якур. — Килес вырсарни кун хамăр яла велосипедпа кайса килетĕп.
— Ай-яй! Çĕр километр та пулать пуль сан ялна çитме? — тĕлĕнчĕ тусĕ. — Кайса çитейĕн-ши унта?
— Çитетĕп! Кунсем те ăшăтрĕç.
— Чăнах та, умра — май уйăхĕ, — килĕшрĕ татăшĕпе Кĕркури. — Çанталăк ăшăтрĕ, çĕр типрĕ. Урасемпе педальсене тапмалли çеç юлать.
Велосипедсемпех кашни хăй хваттерне таврăнса кайрĕç….
Каланă пекех, вырсарни кун ирех Якур ăшă трикопа свитер, пуçне кепка тăхăнчĕ те, ирхи апат çимесĕрех, велосипечĕпе хуларан тухса кайрĕ.Кĕсьинче кăшт укçи те пулчĕ-ха унăн:апла пулсан аптрамаллах пулмĕ. „Çур çула çитсен Хураяр ялĕнчи магазинра пулă консервипе çăкăр илсе çийĕп-ха, минерал шывĕ ĕçĕп, ” — шухăшларĕ вăл велосипечĕн педалĕсене тапнă май.
Тапма çăмăл. Урапасем айĕнче гравий çул çеç пулсан та малалла кайма йывăр мар. Çӳлтен хĕвел пăхать, питрен çурхи çил кăтăклать. Тӳпере тăрисем юрланине итле-итле, Якур хăйĕн çурăмĕ хыçĕнче çухрăм хыççăн çухрăм хăварчĕ. Икĕ сехетрен леш Хураяр ялĕ курăнса кайрĕ.
Акă ялăн магазинĕ те куç умĕнчех, анчах велосипедист уна чарăнса тăмарĕ, велосипечĕн педалĕсене хăвăртрах тапса тимĕр утне малалла хăваларĕ.
„Райцентра çитсен столовăйĕнче çийĕп-ха.Халĕ çиес килмест, — хистерĕ вăл хăйне. — Кайран, апатланнă хыççăн, тăван яла туххăмах çитсе ӳкĕп. Çирĕм пилĕк çухрăм маншăн ним те мар.
Анчах Хураяр ялĕнче чарăнса канманнин усси пулмарĕ ахăр: Якура çухрăм хыççăн çухрăм педальсене тапма йывăрланнăçем — йывăрланса пычĕ. Урасем те темпе тулнăн туйăнаççĕ. Куçсем хурала-хурала каяççĕ. Тарланипе йĕп-йĕпех хăй.
— Ухмах! — ятласа илчĕ каччă хăйне. — Хураярта чарăнса çинĕ пулсан кун пек ывăнасси пулмастчĕ!
Халĕ вара ним тума та çук: малаллах каймалла. Кĕç райцентра çитес умĕнхи вунă çухрăмра вырнаçнă айлăмри тутар ялĕ курăнса кайрĕ. Якур велосипечĕн педалĕсене тапма чарăнчĕ, велосипед хăех аялалла — ту айĕнче вырнаçнă айлăма кусса анса кайрĕ. Айлăма анса çитсен вăл пĕчĕк çеç çырма урлă хывнă кĕпер урлă каçрĕ те, тăвалла улăхакан çул çийĕпе малалла каяймасăр, вăйĕ пĕтнипе чарăнчĕ.
— Çитрĕмĕр! — терĕ хăйне вăйĕ пĕтсе çитнĕ Якур. Куçĕсем хуралса кайнипе, велосипечĕ çумне тайăлчĕ, урисем чĕтренипе çĕр çине пускаласа илчĕ. Анчах ку та пулăшмарĕ, урисем малалла утмарĕç. Çитменнине, çав тери çиес килни асаплантарать.
— Мĕн тăвас? — ун-кун пăхкаларĕ велосипедист, хăй çавăнтахĕнерхи çумăр кӳленчĕкне асăрхарĕ. Куçсенчн савăнăç хĕлхемĕ çуталса илчĕ.
— Выçă чухне шыв ĕçни те пулăшать, тетчĕ манăн атте, — аса илчĕ каччă. — Çавăнпа çак кӳленчĕкри шыва кăшт ĕçем: вăй кĕтĕр.
Каччă хыçра юлнă пĕчĕкçĕ çырма енне пăхса илчĕ. Унта çитме — инçе, вăй утма çитмессе пултарать. Якур тарăннăн сывласа илчĕ те, велосипедне çул хĕррине вырттарса, кӳленчĕк патне пычĕ. Кӳленчĕкĕ тарăн кăна, шывĕ те тăрă пек. Якур хырăмĕ çине выртса те шыва çăварĕпе васкамасăр сăвăрса ĕçе пуçларĕ. Лешĕ тутлă мар, анчах выçлăх туйăмне кемĕтет. Ĕçсе тăрансан, каччă кӳленчĕк çумĕнчи курăк çине ларчĕ, канчĕ. Вара каллех кăшт шыв ĕçрĕ. Хăйне лайăхрах туйма пуçланă пек пулчĕ ăна. Вăйĕ те хутшăнчĕ, тейĕн.
— Каяс! — хушрĕ вăл хăйне. Велосипечĕ, хуçине кĕтнĕ пекех, лешĕ ун çине ларсанах, педалĕсене пусакан урасен вăйне пăхăнса, çулпа тăвалла васкамасăр куса пуçларĕ. Кĕç вăл Якура райцентр пулакан пысăк яла илсе çитерчĕ.
— Пулчĕ! — савăнчĕ Якур, велосипедне столовăй стени çумне тăратнă май. — Çиетĕп, вăй илетĕп! Вара малалла вĕçетĕп! Тăван яла1
Чăнах та, столовăйĕнче тăраниччен çинĕ хыççăн, вăл хĕрĕх-аллă минутран тусем-сăртсем урлă çулпа тăван ялне çитсе ӳкрĕ. Кунта та вăл велосипечĕпе ярăнчĕ, кӳршĕ ялсене темиçе те кайса килчĕ Вара тепĕр кун каллех Çтерле тухса кайрĕ. Анчах, çула тухиччен амăшĕ сĕтел çине лартнă çăмартасемпе хăймана, какая тăраниччен çирĕ вăл. Çакăн усси питĕ пысăк пулчĕ: хулана çитиччен вăл урăх пĕрре те ывăнса чарăнмарĕ, тăватă сехетрен хула урамне пырса кĕчĕ.
— Урăх нихăçан та пуçтах пулас марччĕ! — сăмах пачĕ хăйне Якур. — Выçлă-тутлă чухне велосипедпа инçете каяймастăн! Çул умĕн яланах лайăх çиес пулать. Вара вăй час пĕтмест.
Велосипедпа чупăшма вĕренессипе малтанхи тренировкисем çапла пулчĕç унăн. Каярахпа вăл велосипедпа кӳршĕ хулана тусĕсем патне темиçе кайса килчĕ, анчах пĕрре те утайми пуличчен ывăнни пулмарĕ.
X
Велоспорта юратакан Якурпа Кĕркурие Василий Павлович физрук килĕштерет. Чăнах та, çак чăваш ачисем каланине итлеççĕ, лайăх спортсменсем, иккĕшĕн те кăмăлĕсем уçă. Çавăнпа вăл вĕсене хула хĕрринчи турбазăна çӳреме те явăçтарчĕ. Лицейăн çак турбазинче ăна ĕçре пулăшакансем кирлĕ. Тепĕр енчен, ячĕ кăна «Турбаза» ĕнтĕ çырма хĕрринче вырнаçнă çак вырăнăн. Хĕлле пуш-пушă кунта, ним те çук. Çуркунне вара, май уйăхĕнче, Василий Павлович çырма хĕрринчи уçланкăра ачасемпе икĕ ретпе палаткăсем лартса тухрĕ, волейбол площадки ачасемпе ăсталарĕ. Темиçе кимĕ илсе килчĕ вăл кунта: турбаза çырман лăпкă та тарăн вырăнĕн хĕрринче вырнаçнă. Канмалли кунсенче кунта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем килеççĕ, канаççĕ, кимĕпе ярăнаççĕ, волейболла выляççĕ. Лицейри вĕренекенсем хушшинче тĕрлĕ ăмăртусем те иртереççĕ кунта, тренировкăсем.....
Каçсенче вара турбазăра никам та çук. Çавăнпа, ятарлă хуралçă тупиччен Василий Павлович каç выртма Якурпа Кĕркурие ыйтрĕ. Лешсем хаваспах килĕшрĕç. Ма тесен, кунта каçхине лайăх, лăпкă. Кимĕпе ярăнатăн, кăвайт чĕртсе апат пĕçеретĕн. Ирхине вара лицее велосипедпа вĕренме каятăн. Мĕн кирлĕ тата çамрăк каччăсене? Тĕрĕсрех каласан, кам? Хĕрсем, акă камсем!
Нинăпа çӳреме пăрахнă хыççăн Якурăн урăх хĕрĕ çукчĕ-ха.
— Итле-ха, — терĕ пĕррехинче Кĕркури Якура, апат пĕçерме кăвайт чĕртнĕ чухне. — Эсĕ пурăнакан çуртăн тепĕр подъездĕнче ялтан хулана вĕренме килнĕ икĕ пике хваттерте пурăнаççĕ мар-и?
— Çапла, пурăнаççĕ. Пĕри — Валя. Тепри — Галя. Иккĕш те — чăваш хĕрĕсем. Медицина колледжĕнче вĕренеççĕ, — куçĕсем çуталса илчĕç Якурăн.
— Эсĕ вара вĕсемпе ма тахçанах паллашмарăн? — тусне хулĕнчен тĕксе илчĕ Кĕркури. — Аван пĕлетĕн-и вĕсене?
— Аванах мар.
— Ухмах! Хула хĕрĕсемпе, вĕсемшĕн хула каччисемпе çапăçа-çапăçа, çӳретпĕр! Çак вăхăтрах хамăрăн чăваш хĕрĕсем çине пăхмастпăр! Тăманасем эпир!
— Тĕрĕс калатăн, тусăм! — килĕшрĕ Якур, кăвайт çине вут пуленки пăрахнă май. — Вĕсене ыранах кунта хамăрпа чĕнсе килĕпĕр! Кимĕпе ярăнтарăпăр! Çакă вĕсене килĕшессине шанатăп!
Каччăсем малалла татах та хавхаланса хĕрсем çинчен калаçрĕç. Тепĕр кун иккĕш те Валяпа Галя вĕренӳрен таврăнассине çурчĕ умĕнче кĕтсе илчĕç.
— Аван-и, хĕрсем! — саламларĕ хĕрсене Якур чăвашла. — Сирĕнпе пĕр çуртра пурăнатпăр пулсан та, халиччен те пĕр-пĕринпе лайăх паллашаймарăмăр-ха.
— Ара, кам айăплă-ха куншăн? — кулса илчĕç хĕрсем. — Эсĕ хăвах мар-и? Пирĕнпе калаçма та вăтанатăн!
— Вăтанни мар та-ха ку. Ĕç нумай! — персе ячĕ каччă. — Акă, халĕ çеç сирĕнпе паллашма вăхăт тупăнчĕ.
Çакă хĕрсене кулăшла пек илтĕнчĕ пулас: вĕсем каллех кулса ячĕç.
— Чăнах-и?
Чăваш хĕрĕсем вĕсемпе калаçма хирĕçлеменни каччăсен кăмăлĕсене çĕклерĕ. Калаçăва Кĕркури те хутшăнчĕ.
— Паллашар эппин, — аллине хĕрсен енне тăсрĕ вăл. — Эпĕ — Кĕркури. Хулари пек каласан — Гриша.
Хĕрсем каллех кулса ячĕç:
— Ах, Кĕркури-Гриша! Эпир сана Кĕркуриех тесе чĕнĕпĕр. Килĕшетĕн-и?
— Юрĕ, хаваспах килĕшетĕп, — кулса ячĕ Кĕркури те. — Манăн юлташ пулакан хăвăрăн кӳршĕре Якур тесе чĕннипе пĕлетĕр пуль, тетĕп. Сирĕн ятăрсем мĕнле?
— Валя, Галя! — аллисене пачĕç хĕрсем. Кĕркури иккĕшин аллисене те чуптуса илчĕ. Вара пикесене турбазăна канма чĕнчĕ. Çакă хĕрсене килĕшрĕ пулас: вĕсен пичĕсенче савăнăç хĕлхемĕ выляса илчĕ, анчах вăхăчĕсем çук иккен вĕсен паян: хула больницине çĕрлехи дежурствăна вĕренме каймалла.
— Юрĕ! — килĕшрĕ хĕрсемпе Кĕркури. — Апла пулсан, ыран турбазăна кайăпăр, сире кимĕпе ярăнтарăпăр.
Çакă хĕрсене пушшех те савăнтарчĕ.
— Юрĕ! Кимĕпе ярăнма хавспах килĕшетпĕр! -терĕç вĕсем сывпуллашнă май.
Каччăсем велосипечĕсем çине утланчĕç те турбазăна вĕçтерчĕç. Кунта вĕсене Василий Павлович кĕтет те ĕнтĕ. Вăл вĕренекенсене кимĕсене çыран хĕррине кăкарса хумалли сăнчăрсен çăра уççийĕсене тыттарчĕ те, «Жигулийĕ» çине ларса, хула енне тапранса кайрĕ. Ик каччă турбазăн лапне çӳп-çапран тасатма-шăлма тытăнчĕç: ыран кунта хĕрсем килмелле-çке. Вĕсем килнĕ вăхăта эрех-сăра кĕленчисем, пирус пачкисем пулмалла мар кунта: каччăсем эрех ĕçеççĕ, пирус туртаççĕ тесе ан шутлаччăр. Çапла ĕçлесе каç пулса кайрĕ. Ывăннă каччăсем, хĕрсем çинчен ĕмĕтленсе, пĕр палаткăри раскладушкăсем çине выртрĕç те ирчченех вăранмасăр çывăрчĕç….
Акă тепĕр кунхи каç çывхарса пырать. Якурпа Кĕркури, магазинран çимелли-ĕçмелли илнĕскерсем, тулли сумкисене тытса, хĕрсене каллех çурт умĕнче кĕтсе илчĕç.
— Эпир — хатĕр! Эсир епле? — йăл! кулчĕç хĕрсене каччăсем.
-Эпир хваттере кĕрсе спорт тумĕсем тăхăнăпăр та, — кулса илчĕç хĕрсем те.
Çур сехетрен тăваттăн автобуспа хула хĕррине çитсе ӳкрĕç. Унтан турбазăна çитиччен пĕр çухрăма яхăн çуран утмалла пулчĕ. Кĕç çырма хĕрринче палаткăсем курăнса кайрĕç.
— Ах, епле илемлĕ кунта! — аллисене сарса хĕпĕртерĕ Галя, сенкер куçĕсене Якур çине ывăтса.
Якур ун çине тимлĕнрех пăхса илчĕ, Вальăпа танлаштарчĕ. Галя Вальăран чипертерех пек туйăнчĕ ăна. Уйрăмах, унăн çаврака панулми пек пит çăмартисемпе çырла пек тутисем. Шăрçа куçĕсем те илĕртӳллĕн çиçеççĕ унăн, кевти-кĕлетки те çамрăк хăва пек авкаланать. Апла пулсан, Якур паян Гальăна кимĕпе ярăнтарĕ. Вальăна вара Кĕркури ярăнтартăр. Акă лешĕ хăйех Вальăна алличен çавăтма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ, палаткĕсем патне ертсе пырать. Иккĕшĕ те телейлĕн кулаççĕ.
Çамрăксем кăвайт чĕртмелли вырăна çитрĕç те аллисенчи сумкисене курăк çине хучĕç.
— Çиессĕр килет-и? — ыйтрĕ хĕрсенчен Кĕркури.
— Ну, çиме юратакан çын ахăр эсĕ, Кĕркури! — чĕвĕлтетсе илчĕ Валя. — Урăх ним çинчен те шухăшлама пĕлместĕн-им?
— Айтăр апла кимĕпе ярăнар! — сĕнчĕ Якур. — Апатланма кайран та ĕлкĕрĕпĕр.
Тусĕ хăйĕн киммине Вальăна лартнă вăхăта Якурăн кимми çырма варрине çитнĕччĕ ĕнтĕ. Каччă, унăн кĕсменĕсемпе харăссăн шыва авăсса, киммине шыв çмйĕпе васкатать. Хирĕç хăма сак çине Галя ларнă та Якурăн çурхи кунра хĕвелпе пиçме ĕлкĕрнĕ питне сăнать. Каччăпа пике пĕр-пĕрин куçĕчен пăхса илчĕç те, иккĕшин те пичĕсем хĕрелсе кайрĕç, чĕрисем карт-карт тапса илчĕç. Якурăн, Гальăна ыталаса илесси килнĕрен, куçĕсене тĕтре хупланă пек туйăнчĕ, анчах вăраха пымарĕ ку-каччă каллех хĕр çине куç ывăтрĕ.. Çак самантра çак чипер чăваш хĕрĕсĕр пурăнаймассине ăнкарчĕ.
Çамрăксем тĕттĕмленичченех кимĕпе ярăнчĕç. Самаях шăнчĕç те.
Кайран кăвайт умĕнче чей ĕçсе ăшăнчĕç, чăвашла юрăсем юрласа ларчĕç.Галя Якур çумне тĕршĕннĕ, Валя — Кĕркури çумне. Вăрманти шăпчăксем пе çырмари шапасен оркестрне итлесе çамрăксем ирчченех çывăрмарĕç. Якур хулана килнĕ хыççăнхи нумай пăтăрмахлă пĕрремĕш вĕренӳ çулĕн вĕçĕнче чăн юратăвне тупнăшăн чунран савăнчĕ, хăйне тĕнчери чи телейлĕ çын пек туйрĕ.