I
Электричество лампи паçăрах çутăлнă, анчах пӳртре никам та курăнмасть. Шăп. Чăлан çумĕнчи сехет кăна майĕпен шаккать, тата кăмака çинче такам ассăн сывласа выртни илтĕнет.
Пӳрчĕ ăшă, таса. Пӳртри япаласем пурте тирпейлĕ, аван, — харпăр хăй вырăнĕнче тăраççĕ. Чӳречисене шурăпа карнă. Кăвак клеенка сарнă сĕтел çинче пĕр айккинче кĕнекесем, тепĕр енче тетрадьсем купаланса выртаççĕ, варринче — тăваткал чернил кĕленчи. Ун умĕнче ручка, кăранташ, готовальня выртаççĕ. Сĕтел тĕлĕнчи стена çумĕнче Ленин, Мичурин, Тимирязев сăнĕсем. Вĕсен айне шинель тăхăннă çыннăн сăнӳкерчĕкне çыпăçтарнă. Ун çине аяла: «Юратнă хĕрĕме Нинăна — юратакан ашшĕнчен асăнмалăх. 1942 çул, фронт», — тесе çырнă.
Стена çумĕнче йăлтăркка сăрлă таса пукансем, вĕсем çине нихăçан та тусан пĕрчи ларман пулĕ темелле. Сарă сăрлă урай йăлтăртатса выртать. Кăмака çумĕнче шупка кăвак утиял витнĕ шурă минтерлĕ кравать ларать.
Чăлан çумĕнчи сехет хыттăн янăратса саккăр çапрĕ. Кăмака çинчи çын ӳсĕрчĕ, кăштăртатрĕ, анасларĕ, кăшт тăрсан, пуçне çĕклесе пăхрĕ.
— Нина, эсĕ килнĕ-и?
Карчăка хирĕç никам та чĕнмерĕ. Вăл тарăхса кайрĕ. Хăй пуççăн ятлаçать: «Сакăр сехет çитнĕ, халĕ те килмен! Ах, чарусăр! Тухать те чупать, тухать те чупать. Патакчĕ!»
Карчăк кăмака çинчен кăштăртатса анчĕ. Пуçĕнчи чалăшса кайнă тутрине юсаса çыхрĕ. Хĕрлĕ улача кĕпи çинчен кивĕ, выльăх патне тăхăнса тухакан пальтоне уртса ячĕ, чăлха вĕççĕнех алăкран тухса кайрĕ.
«Çав чупкăна кĕтсе çенĕк алăкне питĕрмесĕрех выртса çывăрнă. Килсен — уçас мар-ха. Шаккатăр, тарăхтăр. Ăçта чупать-ши вăл? Мĕнле хăрамасть-ха çĕрле çӳреме? Шкултан килсен, кăкарса лартмах тивет пуль чупкăна». — Карчăк хăй пуççĕн çапла мăкăртатса çенĕк алăкне кĕле хывса кĕчĕ, пальтине пăтана çакрĕ, хуллен кăштăртатса каллех кăмака çине хăпарчĕ. Тин майлашса выртнăччĕ, кĕçех çенĕк алăкне хуллен шаккани илтĕнсе кайрĕ.
«Йыт турташшĕ ачи!» — шăл витĕр вăрçса илчĕ те карчăк кăмака çинчен васкаса анма тытăнчĕ. Алăка шакăртаттарни хытăрах илтĕнет.
— Чим-ха, чим! Тăхта ĕнтĕ кăштах! Кĕтнĕ чух килмест — чупкăн! Халь пур — сывлама та памасть!
Карчăк вăрçа-вăрçах алăка тухса уçрĕ. Пӳрте пĕр вунă-вуникĕ çулхи хĕрача кĕрсе тăчĕ. Кĕрсенех вăл кăвак пустав пальтине карчăк пальтовĕпе юнашар çакрĕ, хура çăматтисене хывса кăмака хыçнелле лартрĕ, пуçĕнчи хăмăр мамăк тутрине тăваткăлласа кравать пуçĕ çине хучĕ. Хĕрачан пичĕ сивĕпе кĕренленнĕ, йăлтăркка хурлăхан пек куçĕсем савăнăçлă пăхаççĕ. Икĕ айккинелле кăнтарса тăракан пуклак çивĕчĕсене якаткаласа, хĕрача сĕтел умнелле пычĕ.
Карчăк хĕрача çине сиввĕн пăхса тăчĕ те çиллессĕн каласа хучĕ:
— Ăçта çӳрерĕн-ши ĕнтĕ?.. Аçу-аннӳ çук. Ман сăмаха итлеместĕн! Ах тур! Хăçан чарăнĕ-ши ку вăрçă? Хăçан аçу килĕ-ши? Пăсăлса кайрăн ĕнтĕ эсĕ, ачам. Чупкăна тухса кайрăн. Кунашкал чупсан, вĕренесси те пулаймасть санăн.
— Ан хăра маншăн, мăнакай, — терĕ хĕрача, карчăк çине йăлтăркка куçĕсемпе ăшшăн пăхса. — Ан тарăх, ан кӳрен. Эпĕ...
— Кашни шăматкун кайса çухалатăн-çке-ха эсĕ! — хĕрача сăмахне пӳлсех хыттăн каларĕ карчăк. Хăй çаплах хĕсĕк те çилĕллĕ куçĕсемпе шăтарасла пăхса тăрать.
— Эпĕ...
— Ан калаç! Чарусăр! Таçта çӳретĕн! Аçу патне çырса ярам-ха....
Нина кăмăлсăрланчĕ. Йăлтăркка куçĕсене мăнаккăшĕ çинчен илсе айккинелле пăхрĕ, пĕчĕк тутине шăт тытрĕ, чĕнмерĕ.
— Ах, терт!.. Нихăçан та ятламăттăм эпĕ сана, Нина. Чунăм тӳсмест, — терĕ карчăк, хăй çиллине кăштах сĕвĕрĕлтерсе.
Нина икĕ чӳрече хушшинче тăракан юман рамăллă тĕкĕр патне пычĕ. Тĕкĕр çине пăхса, чалăшма тытăннă хĕрлĕ галстукне юсаса çыхрĕ, кĕскерех кăвак бумазей кĕпине турткаларĕ, пăхкаларĕ, çанă çине çыпăçнă шурă çăм тĕввине илсе пăрахрĕ, вара, чăлана кĕрсе, шуç рукомойникри шывпа аллисене çурĕ.
— Чупса çӳренипех хырăм тăранмасть пуль, çиес килетех пуль-ха? — терĕ карчăк тăрăхлас кăмăлпа, Нина çине кăшт ăшăраххăн пăхса.
— Çиесех пулать ĕнтĕ. Паллах, кашни чĕрчун çиет, — терĕ Нина, мăнаккăшĕ ятлаçма пăрахнине кура илемлĕ тутипе кулкаласа.
— Ах, Нина, хĕрĕм, — çемçелсех калаçма тытăнчĕ карчăк, — хăратăп-çке-ха эпĕ сана мĕн те пулин аван мар пуласран. Эсĕ куç умĕнче çук пулсан, эпĕ ялан саншăн шикленсе ларатăп. Начар вĕренесрен хăратăп. Эсĕ начар вĕренме тытăнсан, аçу мĕн калĕ вара?
Нина мăнаккăш патнерех пычĕ, ăна куçран ăшшăн пăхса каларĕ:
— Мăнакай, эпĕ начар вĕренесрен эсĕ нимĕн те ан хăра, ан çиллен мана. Эпĕ чупкăн, чарусăр тесе атте патне ан çырса яр тата!
Карчăк тата та ытларах çемçелчĕ. Унăн хĕсĕк куçĕсем ăшăнса, аванланса кайрĕç.
Нина мăнаккăшне мăйран çакăнчĕ. Мăнаккăшĕ ăна çурăмран лăпкарĕ.
— Ах, Нина, хĕрĕм, юратса ятлатăп эпĕ сана, ырă сунса... Апат кăларса парас-и кăмакаран? Эсĕ час килмерĕн те, эпĕ хам паçăрах çирĕм. Хур ашĕпе пĕçернĕ пăтă тата сĕт пур.
— Эсĕ ан чăрман, мăнакай. Апатне эпĕ хамах кăларса çиетĕп, тирĕк-чашăка çăватăп. Эсĕ çывăрах. Кун каçа ĕçлесе ывăнтăн пуль, çывăр.
— Юрĕ, хĕрĕм. Апатна çи те — эсĕ те çывăр, — терĕ ăна мăнаккăшĕ. Сăмахне каланă хушăрах вăл, айлаткаласа, кăмака çине хăпарчĕ. — Савăтсене çуса вăхăта ан ирттер, ыран хам çăватăп, — хушса хучĕ вăл, кăмака çине майлашса выртсан. — Çилĕ килсен, ятлаçас килет çав... Аçу мĕн каласа хăварчĕ-ха мана хăй фронта тухса кайнă чух: «Нинăна аван усра, асту, ан чирлетĕр, аван вĕрентĕр», — терĕ. Эсĕ вĕт аçун пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ, пĕртен-пĕр çăлтăрĕ... — Карчăк сасси çемçелсе вăйсăрланса çитрĕ те юлашкинчен шăпах пулчĕ.
Нина, апат çисе савăт-сапасене тирпейленĕ хыççăн, чăлантан тухса, сĕтел умне пырса ларчĕ, шухăша кайрĕ.
«Ыран канмалли кун. Ыран каçхине отряд сборĕ, татах каймаллисем пулаççĕ. Каллех чарусăр каскăн ятне илтме лекет ĕнтĕ ку мăнакайран», — шухăшлать вăл хăй ăшĕнче.
Акă вăл тетрадь купи çинчен расписани илсе пăхрĕ. Тунтикун 6-мĕш класра пĕрремĕш урок — вырăс чĕлхи пулать. Япала ячĕ. 272-мĕш хăнăхтару парса янăччĕ. Нина ку урока паçăр шкултах хатĕрленĕ, халĕ тепĕр хут пăхса тухма тытăнчĕ. Вырăс чĕлхи — Нинăн чи юратакан урок. Нина малалла 273, 274-мĕш хăнăхтарусене вуласа-çырса хучĕ. Алгебрăпа икĕ задача панăччĕ. Нина вĕсене шутлама тытăнчĕ. Икĕ задачи те пит аван шутланчĕç. Нинăн татах шутлас килет. Малалла тата çичĕ задача шутларĕ. Задачи йывăр пулсан, тухмасан, пушшех шутлас килет. Тухман задачăна шутласа кăларсан, ыррăнах туйăнать: çĕнтертĕм вĕт сана теес килет савăннипе.
Алгебра хыççăн Нина географипе, историпе вуларĕ. Физикăпа панă заданисене эрнекун каçхинех хатĕрленĕччĕ. Çапла вара, тунтикун валли уроксем пурте хатĕр.
Нина сехет çине пăхрĕ — вунă сехет çине кайнă, çывăрма вăхăт. Анчах çаплах çывăрма çук-ха. «Ыран ирех тăмасан та юрать, — шутларĕ Нина. — Мăнакай çывăрнă чух, çав ĕçе те пĕтерсе пăрахам-ха». Нина кăмака еннелле пăхса илчĕ, унтан пальти патне чĕввĕн пусса пычĕ те кĕсйинчен шурă çăмран çыхма пуçланă пĕчĕк алсишсем кăларчĕ; ăнсăртран, алсишсемпе пĕрле, çăмхи те сиксе тухса çĕре пат! сиксе ӳкрĕ. Кăлтăр-кăлтăр кусса кайрĕ. Нина çивĕчĕсене лăст-ласт тутарса çăмăллăн сикрĕ, çăмхине хăвăрт ярса илчĕ, сĕтел çине хучĕ, алсишсене илсе чăлана кĕрсе кайрĕ. Нина хуллен сăмавар лартса ячĕ, сăмавар труби ӳксе сасă тăвасран Нина ăна пит астуса тытсах тăчĕ. Сăмаварĕ часах вĕресе тухрĕ. Нина алсишсене шăвăç таз çине ячĕ. Ун çине шыв юхтарчĕ. Пĕçернипе аллисене вĕркелесе алсишсене супăньпе сĕрсе çума тытăнчĕ. Супăньпе çунă хыççăн вĕсене ик-виçĕ хут тăрă шывпа чӳхерĕ. Алсишсем çеп-çемçе, шап-шурă пулчĕç. Нина, алсишсене ывăç тупанĕ çине хурса, хăй ĕçĕпе савăнса кайрĕ. Çак вăхăтра кăмака çинче выртакан мăнаккăшĕ кăштăр-кăштăр турĕ, ӳсĕрсе илчĕ.
— Нина, халĕ те сӳнтермен-çке эсĕ электрицăна? — кăмăлсăр сасăпа каларĕ карчăк.
— Вăхăт нумай иртмен-ха, мăнакай, — терĕ Нина. Хăй хăвăртрах кăмака тĕпне хаçат татки сарчĕ те алсишсене кăмакана пăрахрĕ, ăна питлĕхпе хупласа хучĕ, пăртак итлесе тăчĕ. Карчăк йăшăлтатни илтĕнмерĕ, кăмака çинчен анмасть пулмалла, шăп пулчĕ, каллех çывăрса кайрĕ пулас.
Нина çывăрма шутламасть-ха. Никам кансĕрлемен чух вăл татах тепĕр ĕç тума тытăнасшăн. Вăл пальто кĕсйинчен чăлха çыхмалли йĕпсене илчĕ, паçăр сĕтел çине хунă шурă çăм çиппи çăмхине илсе пĕчĕк чăлха çыхма пуçларĕ. Хăвăрт çыхать Нина. Мăнаккăшĕ кăмака çинчен анасран, алсишсене, чăлха çыхма тытăннине курасран хăрать вăл. Мĕн ĕçленине пĕлсен, мăкăртатсах тарăхтарать çак карчăк вара Нинăна, текех ятлаçать. Пĕрре Нина, шкултан таврăннă чух, хăйсен кӳршинчи карчăка тĕл пулнă. Карчăк шкул хыçĕнчи çырмаран шыв кӳрсе хăпарать. Çумăр çунă та, сукмак пылчăкланса кайнă, карчăк ури шунипе утаймасть.
— Кӳр асанне, хам йăтса хăпартам витрӳсене, — терĕ Нина. Сывлайми пӳлĕнсе çитнĕ, вăйран сулăннă карчăк шыв çĕклемне хавассăнах Нинăна пачĕ. Нина карчăка шывне çырмаран çеç мар, килнех йăтса çитерсе унтан татах тепĕр çĕклем те кӳрсе пачĕ.
— Спаççипах сана, ачам, мана пулăшнăшăн. Аçу вăрçăран ырă, сывă таврăнтăр. Хăвна аван вĕренме, сывлăхлă пулма турă пулăштăр. Кин тăвар илме станцăна кайрĕ те — килеймерĕ-ха. Çул çинче çумăр пусрĕ пуль... Килте шыв пĕр тумлам та çук. Кӳрем-ха хамах пĕр çĕклем терĕм. Вăй çук. Ватăлтăм. Петĕр вăрçăра вилни çинчен хут килнĕренпе пушшех те вăйран сулăнтăм... Пысăк тав сана, хĕрĕм, спаççипах!
Нина карчăка пĕчĕк пулăшу панăшăн килнелле хавасланса чупрĕ.
Карчăка шыв кӳрсе панине Нина мăнаккăшне каламан. Анчах мăнаккăшĕ таçтан, такамран пĕлнĕ ăна. Мăкăртатма тытăнчĕ Нинăна: «Тарçа кĕрĕшрĕн-и-мĕн!» — тесе тарăхтарать текех.
Нина васкасах çыхать. Пĕчĕк чăлха хăвăрт ӳсĕнет.
Çыхнăçемĕн Нина ашшĕ сăнĕ çине пăха-пăха илет, ун çинчен шухăшлать. Ашшĕ фронта тухса кайнă чух çапла каларĕ: «Сывă пул, хĕрĕм. Тăрăшса вĕрен. Кама пулăшма пултаратăн — пулăш! Кирлĕ вăхăтра пулăшу пани — пархатарлă ĕç. Тимурпа унăн команди çинчен пĕлен, — çавсем пек пул», — терĕ. Нинăна çĕклесе чуптурĕ, хăй çумне хĕстерчĕ, шывланнă куçĕсене мăчлаттарса илчĕ те, хĕрне хăй ытамĕнчен ярса, пӳртрен тухса кайрĕ. Фронта кайиччен Нина ашшĕ колхозра бригадир пулнă. Вăл колхоза пуян, культурăллă тăвассишĕн нумай ĕçленĕ, хăй килйышĕ валли çав пурнăçа тунă. Тăван амăшне Нина тĕлĕкри пек çеç, вăл тупăкра выртнине кăна астăвать. Çакăн хыççăн вара ăна амăшĕн аппăшĕ Селле карчăк пăхса ӳстернĕ. Пĕчĕк чăлха çуррине яхăн çыхăннă ĕнтĕ. Нинăн паян ыйхи те таçта вĕçсе кайнă. Халиччен вăл вунă сехетре çывăрма выртаканччĕ, халĕ ыйхă килмест... Çап-çутă çунакан лампочка сасартăк мăч! турĕ, хĕрелме тапратрĕ, тепĕр самантран сӳнсе те ларчĕ. Колхоз электростанцийĕ вуникĕ сехетчен çеç çутă парать.
Çăмхипе чăлхине мăнаккăшĕ курасран Нина ниçта пытарма аптрарĕ, кирек ăçта хурсан та мăнаккăшĕ тупассăн туйăнать.
«Хамăн пальто кĕсйине чикем те, ыран ирхине ирех Тамарăсем патне кайса хуратăп», — шутларĕ Нина. Çăмхапа чăлхана сĕтел çинчен илсе, вăл тумтирсем çакăнса тăракан çĕре пычĕ. Тĕттĕмре хыпашлакаласа, пальто кĕсйине малтан çăмхине ячĕ, ун хыççăн вăрăм йĕпсемлĕ чăлхине чиксе хучĕ. Йĕпписем ан кăнтарса тăччăр тесе, Нина вĕсене пускаларĕ, анчах вĕсем ăшăх кĕсъене аванах вырнаçаймарĕç. Тытса пăхсан, йĕпсем кăнтарса тăни çаплах алла лекет. Нина, хăвăрт салтăнса, утиялпа витĕнсе выртрĕ, паян тунă ĕçсемшĕн кăмăллă пулса, канлĕн çывăрса кайрĕ.
II
Сехет тăваттă çапсан, Нина мăнаккăшĕ, Селле, вăранчĕ. Пӳртре тĕттĕм: тул çути пилĕк сехетре тин килет. «Кăвак сурăх пăранламарĕ-ши, ире хирĕç пăранламалла пекчĕ», — аса илчĕ карчăк. Вăл кăштăртатса çăматтине тăхăнчĕ, кăмака çинчен анчĕ, пуçри çӳхе тутри çинчен тата çăм тутăр çыхрĕ те пальтоне тăхăнса тухса кайрĕ. Çенĕкĕнче Селле кĕтесре çакăнса тăракан хунара хыпашларĕ, хунарĕ алла лекмерĕ, Нина ăна урăх çĕре çакнă пулмалла. Сурăххи пăранланă пулсан, хунарсăр та чухлăп тесе, Селле картишне тухрĕ.
Çанталăк сивĕ, уяр. Тӳпери çăлтăрсем, куçĕсене чарса пăхнă пек, çуттăн курăнаççĕ. Юра качăртаттарса, Селле вите патне пычĕ, сурăхсен вити алăкне кăшт хыпашларĕ, итлерĕ. Витере шăп. Сурăхсем канлĕн кавлесе выртни илтĕнет. Çын пынине туйса пулĕ, витери ĕне пĕр-икĕ хутчен ĕнерлесе илчĕ. Ана кăшт апат парас тесе, Селле пусма тăрăх сарайĕнчи сайхалăх çине хăпарчĕ. Хул айне утă хĕстерсе вăл анма тăнăччĕ, ури теплерен шуса кайнипе карчăк кăштах ӳкмерĕ, хутланса ларчĕ, вара хуллен шуса пусма çине ярса пусрĕ.
Анма тытăнсанах Селлене пальто аркинчен темскер туртнă пек туйăнчĕ. Селле шартах сикрĕ, хăй çапах каялла çавăрăнса пăхрĕ. Анчах та тĕттĕмре нимĕн те кураймарĕ. Карчăк хăвăртрах анма тытăнчĕ. Сасартăк хыçалтан татах туртăнчĕ те карчăк пуçĕ çине темскер сиксе ларчĕ. Сехри хăпнă Селле, аллипе хăвăрт çапкалашса, тискер япалана çĕрелле ывăтса ячĕ.
— Ах турах! Пĕтрĕ пуç! Мĕскер шуйттанĕ ку! — çухăрчĕ Селле. Юлашки пусма картлашки çинчен ансанах, хул хушшинчи утине çĕре пăрахса, карчăк пӳртелле талкăшрĕ. Каллех хыçран туртăннă пек туйăнать. Селле çаврăнса пăхрĕ. Хыçалтан хайхи темскер, хăй пысăках та мар, юр çийĕпе сиккелесе пыни курăнать. Ураллă, мăйракаллă пек вăл, чăк-чăк туса сикни илтĕнет. Селле чĕтресе, сывлăшсăр пулса, пӳрчĕ патне çитрĕ, васкасах алкум картлашки çине хăпарчĕ. Лешĕ, темĕскер, Селле хыççăн сикрĕ, ăна уринчен тапнă пек туйăнчĕ. Шари! çухăрса ярса, Селле çенĕке тарса кĕчĕ, алăка шалт! хупса лартрĕ, хăй пӳртелле тăсăлса ӳкрĕ...
— Нина-а! Тăр-ха тăр! Хыçалтан темскер хăвалать! — кăшкăрса ячĕ Селле. Нина туймарĕ. Селле ыратакан чĕркуççине аллипе сăтăркаларĕ, аран-аран ура çине тăчĕ, пальтине хывса пăтана çакрĕ те кăмака патне пычĕ. Кăмака çинчи ăшă вырăнĕ çине хăпарса выртсан та Селле лăпланаймарĕ, çаплах чĕтрет, чĕри кăлтлатса сикет. «Ах турах, вилĕм хăваларĕ пуль мана! Çывхарать пуль вăл. Нинăна ӳстерсе хăвараймарăм. Ашшĕ вăрçăран киличчен те пулин пурăнаясчĕ хуть». Çакнашкал хурлăхлă шухăшсем пуçра çаврăннипе Селлен ыйхи килмерĕ. Электричество лампи çутăлсан, Селле кăмака çинчен кăштăртатса анчĕ. Ирхи апат хатĕрлемелле. Выльăхсене апат памалла, вут хутмалла; ĕç нумай, кăмака çинче выртса пулмасть. Чи малтан Селле вут çĕклесе кĕресшĕнччĕ, анчах тул çутăлман-ха. Селле картишне вутă тухса илме шикленчĕ. Малтан луччĕ яшкалăх, шарккулăх çĕрулми шуратса хатĕрлес тесе, Селле чăлана кĕрсе витрери çĕрулмине шуратрĕ, çурĕ, турарĕ. Пĕр кишĕр тасатса турарĕ, вара палан иртме тытăнчĕ. Шурăпа карнă чӳречисене кĕрен çутă çапрĕ, электричество сӳнчĕ. Селле, вут йăтма тухас тесе, пальтоне тăхăнма пычĕ, урайĕнче шурă çăм çиппи выртнине курах кайрĕ. Мĕнле çип ку, ăçтан тухнă тесе, Селле урайĕнчи çипе илме пикенчĕ. Çипĕн пĕр вĕçĕ алăк айне хĕсĕннĕ, тепри Селле пальтовĕн кĕсйинчен усăнса тăрать. Селле аллине кĕсъене чикрĕ, унта çăмха пур. Мĕнле çăмха ку? Ăçтан вăл килсе лекнĕ ман кĕсъене тесе, Селле çăмхана çавăркаласа пăхрĕ. Çиппи хулăн, аван пĕтĕрнĕскер. Селле çипе çăмха çине çăмхаласа алăк патне çитрĕ, алăк уçрĕ. Çип, çенĕк тăршшĕпех тăсăлса, тулах тухать. Çиппине çăмхаласа вăл çенĕк алăкне те уçрĕ. Пăхать — картлашка çинче çыхма пуçланă пĕчĕк чăлха йĕпĕсемпе тармакланса вырта парать. Селле пĕççине шарт! çапрĕ.
«Акă-çке вăл манăн вилĕм! Мана хăратса хыçалтан тимĕр урисемпе чăклаттарса пыраканни», — тĕлĕнчĕ Селле. Чăлхана илсе, Селле пӳрте кĕчĕ. Тĕлĕнсе те пĕтереймест. «Ăçтан килсе лекнĕ ку япала пирĕн пата?!» — тесе, Селле чăлхипе çăмхине сĕтел çине хучĕ.
Селле картишне тухса выльăхсене апат пачĕ, пӳрте кĕнĕ чух пĕр çĕклем вутă йăтса кĕчĕ. Кăмакана вутă хурас тесе, Селле питлĕхе уçрĕ. Каллех пĕççе шарт! çапрĕ: кăмакара хаçат татки çинче пĕчĕк те шап-шур алсишсем!
«Акă япала! Тĕлĕнтермĕш ку паян! Ăçтан килсе лекнĕ-ха кăмакана ку алсишсем?» — кăллех тĕлĕнет Селле. Вăл алсишсене илчĕ, пăхкаларĕ те сĕтел çине хучĕ, вара вут хутма тытăнчĕ.
Ĕçленĕ хушăра та Селле çăмхапа чăлха çинчен, алсишсем çинчен шухăшлать, тĕлĕнет. Çак япаласем пирки вăл часрах Нинăпа калаçасшăн. Паллах, Нина ĕçĕ ку.
Вут çуннă хушăрах, тем аса илсе, Селле алкумĕнчи чăлана тухрĕ, чăланта пăтаран çакăнса тăракан пĕрне ăшне пăхрĕ. Пĕрнере пысăк çăмха, çăм çиппи çăмхи пурччĕ. Ку çăма Нинăна фермăри путексене шефа илсе аван пăхнăшăн панăччĕ. Селле çав çăмран Нина валли фуфайка çыхтарасшăнччĕ, кӳршĕ карчăкне арлаттарчĕ. Анчах Нина, кирлĕ мар мана фуфайка, манăн кивви те лайăх-ха тесе, фуфайка çыхтармарĕ. Çăм çиппи урăх çĕре те кирлĕ пулма пултарать, унпа эпĕ хам мĕн çыхас тетĕп, çавна çыхма пултаратăп тесеччĕ вăл. Мăнаккăшĕ, çак сăмахсене илтсен, Нина çине сиввĕн пăхрĕ, анчах ăна Нина асăрхаймарĕ. Мĕншĕн çăмхана арчанах питĕрсе хумарăм-ши тесе, Селле хытă пăшăрханать. Пысăк çăмхаран çурри те юлман вĕт! Ăçта хурса пĕтернĕ-ши ку çăм çиппине путсĕр ача, тесе хуйхăрать Селле. Ырă енне мар Нина кашни шăматкун таçта кайса çухални. Пăсăлса кайрĕ ача. Кам та пулин илĕртет пуль ăна: çавна пар, куна пар тет пулĕ. Пăх-халĕ ăна, килти япаласене сĕтĕрме тытăнчĕ. Мĕн калĕ мана ашшĕ! Ватсупнă, ачана асăрхайман, пăсса янă; вăрă пек, килти япалана таçталла сĕтĕрме вĕрентнĕ тейĕ.
«Ах, вăл — ăш хыппи!»
Çапла ăшчикне çунтарса, Селле пӳрте кĕчĕ, кăмакари çунса пĕтме тытăннă вуттине турчкапа пăлхатрĕ, çӳлти юшкине кăшт тайрĕ. Нинăна ятлас килнипе Селле, Нина вăрантăр тесе, унăн краватьне хуллен силлерĕ. Нина вăранчĕ, сиксе тăчĕ, хăвăрт тумланать. Сĕтел çинче алсишсем тата çăмхапа чăлха йĕпĕсене тăратса выртнине курсан, Нина пĕчĕк хĕрлĕ тутине çыртрĕ, хура куçĕсемпе йăпăшшăн мăнаккăшĕ çинелле пăхрĕ.
«Пĕтерет ĕнтĕ мана мăнакай. Лекрĕм! Хам айăплă: нумай çывăриă. Мăнакай вăраниччен алсишсене кăларса пытармалла пулнă», — шухăшларĕ Нина.
Мăнаккăшĕ сивлек куçĕсемпе Нинăна тĕлленĕ.
— Йыт турташшĕ ачи! Хăраса вилеттĕм паçăр, сурăх пăхма тухсан! Мĕншĕн ман пальто кĕсйине çыхма пуçланă чăлхапа çăмха чиксе хунă-ха эсĕ? — хирме тапратрĕ Селле.
Нина, малтанах мĕн пулнине ăнланмасăр, мăнаккăшĕ çине тĕлĕнсе пăхрĕ, пуçне сулларĕ.
— Акă çак чăлхапа çăмха ман кĕсъере, пальто кĕсйинче пулнă, — сĕтел çине тĕллесе кăтартрĕ Селле. — Кам чикнĕ ăна? Эсĕ вĕт?
— Эпĕ хам кĕсъене чикрĕм терĕм-çке, сан пальто кĕсйине чикнĕ-шим вара? — терĕ Нина, мăнаккăшĕ çине ним пулман пек кăмăллăн пăхса, мăнаккăш çиллине сĕвĕртесшĕн пулса.
— Каскăн выльăх пек, каçпала таçта чупса çӳрени çитмест, килти япаласене- çухатма тытăнтăн-и-ха тата? Ăçта хыврăн пĕрнери çăм çиппине? Çак алсишсемпе чăлхана мĕншĕн çыхрăн? Кам валли? Ытти çăм çиппи ăçта? — ятлама тытăнчĕ Селле.
— Ку алсишсемпе чăлхана Марине аппа ачисем валли çыхатăп. Унччен икĕ мăшăр перчетке çыхса фронта янăччĕ, — терĕ Нина, мăнаккăшĕ ятлаçма тытăннăшăн кăмăлсăрланса. Нина чăлана çăвăнма кĕчĕ. Мăнаккăшĕ çав вăхăтра сĕтел çинчи алсишсемпе чăлхана илсе тула тухса кайрĕ. Нина çăвăнса шăлăннă вăхăтра мăнаккăшĕ кĕчĕ, усал пит-куçпа Нина умне пырса каларĕ:
— Ан та шыра, тупас çук! Акă мĕнле вĕреннĕ-ха вăл килти япалана салатма!.. Патакчĕ сана!
Ятлаçа-ятлаçах Селле кăмакаран кăвар туртрĕ, хатĕрленĕ апатсене кăмакана лартрĕ. Хăй çавах Нина çине сиввĕн пăха-пăха илет. Ирхи апат валлй çатма çинче ăшаланă çĕрулмине чăланти сĕтел çине лартрĕ.
— Çи, — терĕ Селле кăмăлсăрланса тăракан Нинăна. — Эпĕ сана, пăсăлса кайнăскере, итлеттерес çук; аçу килтĕрччĕ; куртăр ачи пăсăлса кайнине.
Ирхи апат çисен, Нина виçĕ çĕклем шыв кӳчĕ, урайне нӳрлĕ çĕтĕкпе сăтăрчĕ, çенĕке шăлчĕ. Нина пит кичем. «Ăçта хучĕ-ши мăнакай алсишсемпе чăлхана?» — тесе тарăхать вăл.
Паян Нина алсишсене Марине аппăшĕ ачине, Михаçа, кайса леçетчĕ. Ташлатчĕ куншăн пилĕк çулхи Михаç, илемлĕн çавăрăнкаласа çӳресе урисемпе тапăртаттаратчĕ.
— Гопак, Михаç, гоп-гоп! — тет ăна хăш чух амăшĕ. Михаç вара, кĕске аллисене çӳлелле çĕклесе, вĕçме хатĕрленнĕ чăх чĕппй пек çĕкленкелет, тем çӳллĕшех сикессĕн туйăнать пулĕ хăйне хăй, анчах урисем çĕр çумĕнчен те хăпаймаççĕ, тăпăртатса тăнипех Михаç «гопак» ташшине ташласа ирттерет. Михаçа алсиш пама пулмарĕ.
Мăнаккăшĕ Нинăпа калаçмасть те ĕнтĕ, куç айĕпе çеç сиввĕн пăхать. Нина юлташĕсем патне каясси çинчен асăнсан, мăнаккăшĕ шăл витĕр: «Каях!» — тере çеç. Нина кичеммĕн тухса кайрĕ.
Нина тухса кайсанах, Селле сĕтел çинче выртакан тетрадьрен чĕрĕк листа хут çурса илчĕ те сĕтел умне ларса çырма тытăнчĕ. Çилĕллĕ пит-куçпа çырать вăл. Пуçланă чĕрĕк хута çырса пĕтерчĕ, татах тепĕр чĕрĕк çурса илчĕ, ăна та çырса тултарчĕ. Çырса пĕтерсен, Селле хăй çыруне пăшăлтатса вуласа тухрĕ, вара ăна виçĕ кĕтеслĕн хутлатса, ун çине Нина ашшĕн адресне — «Полевая почта 11680. Турбаеву Давыду Александровичу» тесе çырчĕ.
Çыру хатĕр. Паян каçхине вăл станцăна çитет, вунă кунран ăна Нина ашшĕ илсе вуламалла.
— Чарăнтăр кăштах. Унсăрăн йĕрки çук, — тесе мăкăртатса, Селле тумланчĕ те çырăва почта ещĕкне яма тухса кайрĕ.
III
Нина алсишсемпе чăлхана Марине ачисем валли çыхнă терĕ. Кам-ши вăл Марине?
Вăрçă пуçланнă çул, кĕркунне, пĕрре Нина урок хатĕрлесе ларнă. Мăнаккăшĕ таçта тухса кайнă пулнă. Сисмен хутран алăка такам хуллен уçрĕ, пӳрте хурлăхлă, ырхан сăн-питлĕ, çĕтĕк-çатăк тумланнă хĕрарăм кĕчĕ. Вăл сылтăм аллине консервă банкинчен тунă кружка тытнă, хăрах алли саппун айĕнче пытанса тăрать. Нина, çак хĕрарăма курсан, хăраса кайрĕ. Хĕрарăм Нина хăранине сисрĕ пулас.
— Эпĕ — Марине... Маринка тетчĕç мана Украинăра. Эпĕ нумаях пулмасть ачасемпе Украинăран нимĕçсенчен тарса килнĕ çын. Эпĕ хам ку ялсемех пулнă, чăвашах... Кириле арăмĕ эпĕ, — терĕ хĕрарăм.
— Иртĕр тĕпелерех, — терĕ Нина, Маринене пукан парса.
— Кĕçĕн ача, Михаç, чирлесе ӳкрĕ. Нимĕн те çимест. Ача валли кăштах та пулин сĕт çук-ши тесе килтĕм, — терĕ Марине, кружкине кăтартса.
— Пур-çке, пур, — терĕ Нина. Вăл, чăлана кĕрсе, чӳлмекпе сĕт илсе тухрĕ, Марине кружкине тултарчĕ. Марине Нинăна сĕтшĕн тав турĕ. Вăл Нина çине пĕр-икĕ хутчен хурлăхлăн пăхса илчĕ.
— Манăн Аля пекех эсĕ, — терĕ Марине чĕтрекен сассипе. — Альăна фашистсем вĕлерчĕç. Сана курсан, Альăна курнă пекех туйăнчĕ. Ах, манăн хĕрĕм, чĕппĕм Аля! Çук ĕнтĕ халь эсĕ! — йĕрсе ячĕ Марине.
Нина Маринене питĕ хĕрхенчĕ.
— Сĕт ĕçĕр-ха хăвăр та, — терĕ те Нина Маринене стаканпа сĕт тултарса пачĕ. Марине кружкине чӳрече умне лартрĕ, стакана илсе сĕте пĕчĕккĕн сыпма тытăнчĕ.
— Альăна тата Украинăри хамăр пурнăçа аса илетĕп те — чере çурăлсах каять. Хам акă хăрах алсăр тăрса юлтăм.
Çапла каласа, Марине саппун айĕнчен сылтăм аллине кăларчĕ. Алă сыппи таран çук, пат татăк, вĕçне марля татăкĕпе кăшт чĕркесе çыхнă. Нина Маринен татăк аллине хăраса пăхрĕ.
— Аля пĕтессине, хам чăлах пулассине, çакăн пек килсĕр, пурлăхсăр юлассине эпĕ нихăçан та шутламан. Ах!..
Марине çак сăмахсене каланă хыççăн вăраххăн сывларĕ те, хăрах аллипе пуçне тытса, пĕр самантлăха нимĕн те чĕнмерĕ. Нина татах Маринене сĕт тултарса пачĕ. Марине ĕçрĕ, тав турĕ, вара хăй Украинăна мĕнле кайса лекнине, унта пурăннине, нимĕçсем çитсен вĕсене хурлăх кăтартнине каласа пачĕ.
Нина Маринепе ун упăшки Кириле çинчен халиччен те илтнĕ пулнă, ваттисем каланă тăрăх вĕсем кам иккенне, ăçта пурăннине те кăшт пĕлнĕ пулнă.
Кириле Украинăна çамрăклах кайса лекнĕ, унта пурăннă. Вăл ăста платник, столяр, механик пулса ĕçленĕ. Кашни çулах Кириле хăй çуралнă яла Атăлта шыва кĕме, пулă тытма, хăй юратнă хĕрĕн мăйăрне çиме килнĕ. Амăшĕ вилнĕ çул Кириле ялта икĕ уйăх пурăнчĕ, кĕркуннепе вара хăй савнине, йăрăс пӳллĕ, шап-шурă та тикĕс шăллă хитре Маринене хăйпе пĕрле илсе кайрĕ. Украинăра вĕсем мăшăрланса пурăннă. Вунпилĕк çул çитнĕ ĕнтĕ вĕсем çуралнă яла таврăнманни. Юлашки вăхăтра Кириле МТСра механикра ĕçленĕ. Марине колхозра ĕçлесе пурăннă.
— Аван пурăнаттăмăр... калама çук аванччĕ, — ассăн сывласа калать Марине. — Пирĕн пурнăç пуринчен те çителĕклĕччĕ. Хамăрăн пӳрт, ăратлă ĕне, çур гектар çырла пахчи пурччĕ. Ăратлă мăнтăр сыснасем çуллен виçшер-тăватшар пусаттăмăр; хур-кăвакал усранă. Мĕн çиес, ĕçес, тумланас тесен — пурте пурччĕ. Виçĕ ачаччĕ пирĕн. Тулăх пурнăçпа ачасене савăнса ӳстереттĕмĕр. Аван пурăнаттăмăр вăрçăччен. Нимĕç çитрĕ те — пурлăха пĕтерчĕ, тĕп тăвасшăн пулчĕ пире. Ах, çĕршывĕ тесен, ытарма çук çĕршывне! Украина çĕршывĕ, ĕмĕр манмăп сана! Пирĕн ял пысăк, çутă шывлă кӳлĕ хĕрринче ларатчĕ. Кӳлĕ хĕррипе шурă пӳртсем, хаттă теççĕ унта, чие çырли пахчисем таçта çитиех тăсăлса курăнатчĕç; урамсенче çӳллĕ топольсем пурччĕ. Кӳлĕ тепĕр енче вăрманччĕ. Халĕ ĕнтĕ пирĕн ял ларнă вырăна палламалла та мар, теççĕ. Пĕр пӳрт те, пĕр пахча та юлман, тет. Нимĕç пĕтĕм яла çунтарса ишсе тăкнă, йывăççене касса пĕтернĕ, çара тискер вырăн çеç тăрса юлнă, тет. Ах, мăнтарăн ялĕ. Пĕрре те пулин курайрасчĕ çав яла тепĕр хут; илтесчĕ каçхи ял тăрăх, кӳлĕ çийĕпе юрă янраса кайнине. Украина çыннисен юрри-сăввисем халĕте чĕремрех. Çыннисем те лайăхчĕ. Вуникĕ çул пĕрле колхозра ĕçленĕ, тусланнă, тăванланнăччĕ вĕсемпе. Пĕр сивĕ сăмах илтмен вĕсенчен. Ăçта-ши халĕ вĕсем, ытарайми этемсем? Эпир Кирилепе иксĕмĕр те Атăл хĕрринчи çĕршывран килнипе, вĕсем пире «волгари» тетчĕç. Пысăк хаваслăхпа пурăнса, ачасене аван пăхса ӳстереттĕмĕр, савăнса ĕçлеттĕмĕр, савăнса пурăнаттăмăр. Ох, тӳсейми, çĕклейми пысăк хурлăх кӳчĕ пире тăшман!
Маринен каллех куçĕсем шывланчĕс, вăл вĕсене тутăр вĕçĕпе шăлса типĕтрĕ.
— Альăна мĕнле вĕлерчĕç тата? — ыйтрĕ Нина, Марине каласа панипе хурланса кайнăскер.
— Йĕркипе каласа парам-ха. Ах, Аля хĕрĕм çинчен аса илсен, хам та вилес пекех пулса каятăп, — терĕ Марине. Вăл йĕрсе ярас килнипе тутине турткалантарса илчĕ те малалла калама тытăнчĕ.
— Вăрçă тухсан икĕ эрнерен Кирилене армине илчĕç. Тепĕр эрнерен нимĕçсем пирĕн паталла çывхарчĕç; тупă сассисем илтĕнеççĕ. Яла нимĕçсем пырса кĕриччен, виç-тăватă кун малтан, эпир вăкăрсене кӳлсе лавсем çине çимелли япаласене, тумтирсене тиесе, выльăх-чĕрлĕхе хăваласа ялтан тухрăмăр. Пĕр-икĕ кун вăрманта пытанса пурăнтăмăр. Нимĕçсем вăрман çине асар-писер пеме тытăнчĕç. Çакна пула çĕрле вăрмантан тарса тухрăмăр. Хамăр енне, Хĕрлĕ Çар хӳттине, каçса ӳкес тесе, çĕрĕпе выльăхсене лавсем хыççăн хăваласа пытăмăр. Ире хирĕç пĕр совхоза çитрĕмĕр. Совхоз çумĕпе хĕвелтухăçнелле аслă çул каять. Çав çулпа вĕçĕмсĕр халăх куçать. Пурте хĕвелтухăçнелле шăваççĕ. Эпир, хамăр ял колхозникĕсем, çапла шутларăмăр: совхоза кĕрсе выльăхсене шăварар, ĕнесене суса ачасене апат çитерер терĕмĕр. Вăкăрсем кăшт канччăр тесе, вĕсене тăварса çерем çине ятăмăр. Эпĕ ĕнене сăвас тесе пĕр пушă витене кĕртрĕм, сума лартăм. Сасартăк такам: «Тăшмансем!» — тесе çухăрчĕ. Витерен пуç кăларса пăхрăм: нимĕç салтакĕсем мотоциклетсемпе вĕçтерсе килеççĕ, хыçалта грузовиксем. Мотоциклетсем халăх каякан çула пӳлчĕç, çаратма тытăнчĕç. Йĕрӳ-кăшкăрашу! Чĕре çурăлсах каять. Фашистсем часах совхоз картишне те кĕчĕç. Чи малтан вăкăрсене хăваласа тухрĕç, вара пирĕн сыснасене грузовиксем çине тиеме тытăнчĕç. Манăнне икĕ каска пек сыснана тăватă фашист аран-аран грузовик çине хучĕç. Эпĕ, ĕнене ан курччăр тесе, вите алăкне хупрăм. Хам чĕтресе çатан карта хыçĕнче тăратăп. Икĕ-виçĕ фашист манăн лав патне пычĕç. Тулли лав çинче ларакан ачасене алран-ураран тытса çĕрелле сирпĕтрĕç, унтан лав çинчи япаласене тустарма тытăнчĕç. Ачасем йĕреççĕ. Бидонра вунтăватă кило сарă çу пурччĕ, михĕре икĕ пысăк окорок, сало, виçĕ михĕ тулă çăнăхĕ тата кĕрпе пурччĕ, — çавсене пĕтĕмпех, пĕр тĕпренчĕк хăвармиччен туртса илчĕç. Юлашкинчен ачасен кĕпи-йĕмне арчипех йăтса кайрĕç. Пĕтĕм япалана грузовиксем çине васкаса тиеççе. Шăй-шай çухăрни, унта-кунта пăшал сасси, ĕнесем мĕкĕрни, сыснасем çухăрни сывлăша çурса тăрать. Ман ачасем виççĕшĕ те пушанса юлнă урапа патне пĕр çĕре чăмăртаннă та йĕрсе тăраççĕ. Пуринчен хытăрах аслă хĕрача, Аля, йĕрет: питне аллисемпе хупласа, сывлăшне çавăрса яраймасăр ĕсĕклесе йĕрет.
— Мама! Мама! — илтĕнет унăн хурлăхлă çинçе сасси, вăл манăн чĕрене касать.
Куратăп: пĕр тĕлте икĕ фашист такам ĕнине пусса пăрахрĕç. Теприсем пычĕç те, ĕнене вакласа, грузовик çине тиерĕç. Хайхи ĕне пусакан фашистсем ман пата та çитрĕç. Пĕрин аллинче хăрушла пысăк çĕçĕ, теприн — пуртă. Çĕçĕлли вите алăкне урипе тапса уçрĕ. Эпĕ, ĕнене памастап тесе, хытă çухăрса ятăм, пĕр алăпа ĕнене мăйракаран тытрăм, тепĕр алăпа вите алăк янаххинчен тытса тĕренсе тăтăм.
— Ти, матка, не кричайт! Марш!.. — терĕ пуртăллă фашисчĕ. Эпĕ çаплах тăратăп. Вăл ман çине куçĕсене чарса тискеррĕн пăхрĕ те манăн алăк янаххинчен тытнă ал çине пурттине лач! лартрĕ... Пĕçерсе кайнине çеç туяйса илтĕм, ман алă сыппи çĕре татăлса та ӳкрĕ. Эпĕ çухăрса янине илтсе, ман пата Аля ыткăнса пычĕ, ĕнене мăйĕнчен ыталарĕ:
— Памастпăр! — тесе çухăрать. Çĕçĕллĕ нимĕç Аля çине пăхса темĕн пакăлтатрĕ, мăшлатрĕ, çĕççипе хăмсарчĕ. Аля çапах ĕне мăйĕ çинчен аллине вĕçертмерĕ. Хай фащист, тискеррĕн, хаяррăн кăшкăрса, çĕççине тӳрех ача мăйĕ çинелле сулчĕ. Çав самантрах Аля хăрлатса ячĕ, аллисем лĕпсĕр кайрĕç, — ача çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ. Хам сурана манса кайсах, эпĕ сывă аллăмпа ачана тытрăм, пуçне çĕклесе пăхас терĕм. Анчах та хĕрĕм кăшт турткаланса чĕтресе илчĕ те çавăнтах вилсе кайрĕ.
Çак хăрушă ĕçсем калама çук хăвăрт пулса иртрĕç. Аля вилнине курсан, эпĕ хам та çавăнтах ӳкнĕ, вара астуми пулнă, тепле вилсе кайман. Ман сурана хамăр ялти учительница Валентина Васильевна Кичкевич çыхнă. Анран кайнипе эпĕ ăна туйман. Нумай выртнă-и, сахал-и, пĕлместĕп. Каярахпа алă ыратнине туйса кайрăм, тӳсме çук ыратать! Аса илтĕм мĕн пулнине. Ах, Аля! Пуçа çĕклесе пăхас терĕм, пуç тӳсейми ыратать. Гальăпа Михаç хам çума тĕршĕнсе ларнă. Галя йĕрет, Михаçĕ, пĕчĕкскер, хам çине таяннă та ларнă çĕртех çывăрать. Картишĕнче çаплах чĕрене çуракан сасăсем илтĕнеççĕ. Аран-аран пуçа çĕклесе пăхрăм, Аля кĕлеткине такам çатан карта хĕррине вырттарнă та михĕпе витнĕ. Ура çине тăтăм. Аля вилли патне пырса питне уçса пăхрăм. Шăп выртать ман ача. Тути кăн-кăвак. Куçĕсене хупман, çӳлелле пăхнă. Пичĕ икĕ тĕлтен юнпа вараланнă. Çатан хĕрринчех, инçе мар, икĕ карчăк йĕрсе ларнине куртăм. Пĕрин аллинче икĕ-виçĕ уйăхри ача пур, тепри, çӳçне-пуçне салатнăскер, çухăрсах йĕрет.
— Пирĕн ялсем, ыттисем, кайрĕç-и-мĕн? Пире пăрахсах кайрĕç-им? — ыйтрăм эпĕ.
— Кайрĕç вĕсем, аякка, — аллипе хĕвеланăçнелле сĕлтсе каларĕ çухăрса йĕрекен карчăк. — Кайрĕç!..
— Пĕтĕмпех, акă халь эсĕ тăриччен çеç хăваласа кайрĕç вĕсене фашистсем, — Германие. Манăн кине те илсе кайрĕç, кăкăр ачипе юлтăм. Ăçта кайса кĕрес? Ватти-вĕтти çеç юлтăмăр ĕнтĕ, пĕтĕмпех илсе кайрĕç.
— Ман Ганнăна, ман чечекĕме, чĕкеçĕме, мăйĕнчен кантрапа кăкарсах, аллисене хыçалалла çыхса илсе кайрĕç. Вунçичĕ çула çеç кайнăччĕ... пĕтрĕ!
Çавăнтах икĕ хĕрача, пĕр арçын ача чупса пычĕç. Хăйсен куçĕсем хĕрлĕ, пичĕсем хура, куççуль юхнă йĕрсем çаплах палăраççĕ.
— Валентина Васильевнăна вĕлерчĕç! — терĕ пĕр хĕрачи. — Авă хапха патĕнче. «Пымастăп эпĕ сирĕнпе. Эпĕ совет çынни, сирĕн тарçă пулмастăп», — терĕ Валентина Васильевна фашистсене. Фашист тытма пырсан, вăл ăна кăкăрĕнчен тытса силлерĕ. Фашист вара ăна çавăнтах персе пăрахрĕ. «Ирĕкре вилетĕп, тарçăра мар!» — тесе кăшкăрчĕ Валентина Васильевна. Йăванса кайрĕ те — вилчĕ...
— Пĕтрĕ ытарайми çыннăмăр! — тесе йĕрсе ятăмăр пурте.
— Каяр-ха унталла, — терĕç карчăксем. Валентина Васильевна вилли патне пытăмăр. Картишĕнче çын сахалланнă. Ăçта пăхнă унта ватă-вĕтĕ, ача-пăча çеç. Унта-кунта вилнĕ çынсем выртаççĕ. Валентина Васильевна вилли патĕнче хамăр ял ваттисем, ача-пăчасем тăраççĕ. Пĕр старикпе вунвиç-вунтăват çулхи ывăл ача шăтăк алтаççĕ.
— Хамăр ял çыннисене пурне те пĕр шăтăках пытарар. Илсе кил Альăна та, — терĕ мана шăтăк алтакан старик, тарлă çамкине шăлса.
Эпир Альăна йăтса çитнĕ çĕре шăтăк патне ытти вилесене те йăтса пынă, речĕпе вырттарнă. Ах тур, тур! Кам-кам çук-ши кунта?! Нумай пулмасть пĕрле ĕçленĕ, кулнă, калаçнă, юрланă çынсем — халĕ вилнĕ, выртаççĕ. Вĕсене пурне те пĕр çĕрех пытартăмăр. Пурĕ вăтăр çичĕ çын.
Вилнисене пытарнă хыççăн пурте — мĕнпур ватă-вĕтĕ, вĕтĕр-шакăр — совхозран тухса утрăмăр. Ачасене йăтса, çавăтса, хуллен пыратпăр. Чăн хăрушшине курса ирттертĕмĕр паян, ĕнтĕ кунашкал хăрушлăх татах пулма пултарĕ-ши тетпĕр. Хуллен вăрманпа утсах çĕрле хамăр енне каçса ӳкрĕмĕр.
Чуна хăратакан тупă сассисем аякран илтĕнеççĕ. Эпир каçнă тĕлте шăпăртах, чĕре лăштах кайрĕ. Вăрман хĕрринче хамăр боецсене тĕл пултăмăр. Вĕсем пире хапăл турĕç: яшка, пăтă çитерчĕç, мана çывăхри яла санбата ячĕç. Кунта ман алла перевязка турĕç. Ман телее кура, санбатран станцăна каякан грузовик тĕл пулчĕ. Мана ачасемпе çав грузовик çине лартса ячĕç. Çапла, эпĕ вара хамăр ял çынниеенчен уйрăлтăм. Тепĕр ирхине поезд çине ларма май пулчĕ, виçĕ кунран Чернигов хулине çитрĕмĕр. Кунта ман суранран тепĕр хут юн сăрхăнма тытăнчĕ. Эпĕ больницăна кайрăм. Унта мана выртма йышăнчĕç, ачасене вăхăтлăх детсада ячĕç. Эпĕ больницăран тухас вăхăта тăшман Чернигов çывăхнелле çитрĕ. Черниговри халăх тылалла куçса кайма тытăннă. Кунне темиçешер эшелон каять. Эпĕ те, ачасемпе пĕр эшелон çине лексе, Куйбышева çитрĕм, унтан пароходпа хам çуралнă яла, тăвансем патне çитрĕм. Асапне çул çинче нумай курнă, тарăхнă, анчах чăн хăрушши маншăн, чăн асапли, ĕмĕр манми хуйăх — Аля вилĕмĕ. Ашшĕ фронтра, чĕрĕ-ха. Альăна вĕлернĕшĕн, мана чăлах тунăшăн, пирĕн ытарайми Вышенко ялне пĕтернĕшĕн тăшмана вăл тавăрĕ-ха! Эпир йĕнĕ пек нимĕçсем хăйсем йĕччĕр, хăйсем вилччĕр, хăйсен ялĕсем, хулисем пĕтчĕр. Чĕререн тарăхнă эпĕ, чĕререн ылханатăп çав тискерсене... Аля! Аля!
Марине уласа йĕрсе ячĕ.
Çав кунах каçхине Нина, отрядăн сборне кайсан, Маринепе ун ачисем çинчен каласа панă. Отрядри пионерсем Маринене пулăшма йышăнчĕç. Нинăпа ун звенине Маринене пулăшма уйăрчĕç. Çавăнтанпа ĕнтĕ виççĕмĕш çул Нина хăйĕн звенипе Маринене пулăшса тăрать.
IV
Селле Нина ашшĕ патне çыру çырни икĕ эрне иртсен, шкул директорĕ Васса Павловна Нина ашшĕнчен пысăк çыру илчĕ. Акă мĕн каланă вăл çак çырура:
«Хисеплĕ Васса Павловна!
Виçĕмкун эпĕ килтен çыру илтĕм. Ăна вуланă хыççăн хурлантăм. Манан ача Нина пĕтĕмпех пăсăлса кайнă иккен: чупкăна, чарусăра тухнă. Манăн чĕре Нинăшăн хуйхăрнипе çурăлса каяс пек пулчĕ. Акă часах ĕнтĕ тăшмана çĕнтеретпĕр, киле таврăнăпăр. Çĕнтерӳшĕн савăнăпăр... Анчах манăн пысăк хуйхă — хĕрача пăсăлса кайни — чĕрере. Вăл мана канăç парас çук. Эпĕ Селлерен çыру илнĕренпе куç хупман: тӳсейми хуйхăратăп. Тилмĕретĕп, тархаслатăп Сире, Васса Павловна: калаçса пăхăр ман хĕрачапа, тĕрĕс çул çине тăратсамăрччĕ ăна. Итлетĕр вăл мăнаккăшне, хисеплетĕр ăна. Нина карчăка питех те тарăхтарать иккен. Нина хăй те ман пата çыру ярсах тăрать. Анчах хăй мĕнле вĕренни, мĕнле пурăнни, мĕнле ĕçлени çинчен нимĕн те çырмасть. Вăрçăччен пĕр çул малтан эпир Нинăпа иксĕмĕр Гайдар çырнă «Тимурпа унăн команди» ятлă кĕнеке вуларăмăр. Ун чух Нина хăй, Тимур пек пулса, çынсене пулăшасшăнччĕ. Кӳршĕри ревматизмлă карчăка яланах вут çĕклесе пама каятчĕ. Халĕ ун пек ĕçсем туни çинчен пĕрре те çырмасть.
Эпĕ Киев патĕнчи çапăçусенче хамăр ял çыннине, Кирилене, тĕл пултăм. Халĕ нимĕçсене Кирилепе пĕрле шаккатпăр, хăвалатпăр ирсĕрсене хамăр çĕршывран. Кириле патне унăн арăмĕ Марине çыру янă. Çырура вăл пĕр пионеркăна ырласа çырать. Марине хăй ĕçлеймест, чăлах, тет вăл. Çапах та таса, тирлейлĕ пурăнатпăр тесе çырнă. Пĕр пионерка юнкунпа шăматкунсем урай çуса парать, тет. Çав пионерках пĕррехинче Маринепе ачисен çĕтĕлсе пĕтнĕ кĕпе-йĕмне, тумтирĕсене отряда илсе кайрĕ, тет те, вĕсене часах çуса, сапласа, якатса пырса пачĕç, тет. Çав пионерка фронта пулăшас ĕçре те хастар. Вăл звеновожатăй. Хăй звенипе вăл, колхозниксенчен çăм пухса, ăна пĕр карчăка арлаттарнă, вара звенипех боецсем валли чăлха çыхнă. Танксен колонни валли çав хĕрача 8800 тенкĕ пухнă. Çулла, колхозра ĕçленĕ чух, вăл колхозниксене хаçат вуласа панă, бригадирпа пĕрле стена хаçачĕ кăларнă. Юрататăп çав пионеркăна, ăмсанатăп унăн ĕçĕсене!
Васса Павловна, тархаслатăп Сире: ман Нинăна çав хĕрачапа пĕрлештерме пултараймăр-ши? Отрядра авантарах ĕçлеттерччĕр Нинăна, юсантăр вăл. Сире, пионер организацине çеç шанатăп. Васса Павловна, тӳрлетĕр манăн пĕртен-пĕр ачана!
1944 ç., ноябрĕн 25-мĕшĕ. Фронтри салампа Д. Турбаев».
Васса Павловна — кăвак çӳçлĕ, ăшă пит-куçлă ватă учительница. Вăл Турбаев çырăвне шкултан каяс умĕн илчĕ. Çавăнпа та ăна вăл килне çитсен тин уçса вуларĕ. Малтанах шухăша кайса, сĕтел кĕтессине тĕллесе пăхса тăчĕ. Вара тепĕр хут вуларĕ те, сĕтелрен хут кăларса, Турбаев патне çыру çырма тытăнчĕ. Акă мĕн çырчĕ вăл ун патне:
«Давыд Александрович! Сирĕн çырăва илсе вуларăм. Питĕ. тĕлĕнтĕм. Хăвăр Нина пирки Сирĕн ăш çуннине эпĕ пĕлетĕп, анчах Эсир хуйхăрни вырăнлă мар. Эсир, Марине çырнă тăрăх, пĕр пионерка-патриоткăна ăмсанатăр. Çав пионерка вăл, никам та мар, — шăп та лăпах Сирĕн Нина пулать. Нинăшăн ан хуйхăрăр. Вăл нимĕн чухлĕ те пăсăлман: аван вĕренет, обществăлла ĕçре нумай ĕçлет, пирĕн шкулта вăл чи примерлă пионерка. Нина хăй аван вĕреннине, мĕн-мĕн ĕçленине Сире халех пĕлтересшĕн мар. «Халĕ эпĕ сахал ĕçленĕ-ха. Тăшмана çĕнтерсе атте киле киличчен нумайрах, аванрах ĕçлесчĕ. Атте килсен савăнтăр», — тет Сирĕн Нина. Вăл Сире хăй аван вĕреннипе, нумай ĕçленипе кĕтмен çĕртен савăнтарасшăн.
Селле карчăк Сире Нина çинчен пачах урăхла çутатса панă. Селлешĕн пулсан — Нина урок хатĕрлетĕр те шкула çӳретĕр тата килте ĕçлекелетĕр: обществăлла ĕçсене тумаллине ăнланмасть вăл, юратмасть, Нинăна муталать çеç. Ун çинчен Нина мана хăй те каланăччĕ. Нинăна обществăлла ĕçсенче чарма юраманни çинчен эпĕ Селлепе калаçнă. «Ан ĕçлетĕр Нина çыншăн. Мĕн усси пур ун пек ĕçрен? Нина ашшĕ хăй килсен кирек те мĕн тутăр», — терĕ çеç мана Селле. Вăл хăйне майлă этем. Нина — пирĕн савăнăç, ашшĕ савăнăçĕ.
Сывă пулăр. Тăшмана хăвăртрах пĕтерĕр. Çĕнтерӳпе киле таврăнăр.
В. П. Макарова.
1944 ç., декабрĕн 12-мĕшĕ».
...Пĕр шăматкун каçхине Селле выльăхсене хупса, картишĕнчи ĕçсене пĕтерсе пӳрте кĕчĕ. Селле картишне тухнă чух Нина урай çуса юлнăччĕ. Селле пӳрте кĕнĕ çĕре Нина çук та.
«Йыт турташшĕ ачи! Каллех тухса вĕçнĕ пулас. Ан кай терĕм. Каятăп, мăнакай, каяс пулать тет. Кайнă вĕт!» — ятлаçма тытăнчĕ Селле.
Тарăхса çитнĕ карчăк тумтирне хыврĕ, тĕпленĕ çăматтисене кăмака хыçнелле тăратрĕ, çурăмĕпе ăшă кăмака çумне тайăнса тăчĕ.
Пӳртре каçхи тĕттĕм палăрнă. Шăп. Сехет шаккани çеç халичченхинчен хытăрах пек илтĕнет. Кичеммĕн туйăнчĕ карчăка Нинăсăр. Куç умĕнчен çухатас килмест Селлен юратнă ачине. Кăмăлсăрланать вăл Нина яланах килте пĕр тикĕс кĕнеке вуласа е алĕç туса ларманшăн. Ним тăвайманнипе хăй ăшĕнче çапла калама тытăнчĕ:
— Эпĕ чарас çук ĕнтĕ ăна. Ашшĕ пĕлет ачи мĕнле пăсăлса кайнине. Çырнă эпĕ ашшĕ патне, пĕлтернĕ ăна, пытарса тăман. Мĕншĕн-ши ашшĕ Нинăна ятласа çыру çырмарĕ? Ашшĕ Нинăна çырура кирлĕ таран ятласан, Нина юсанĕччĕ, чупмĕччĕ асар-писер. Пĕр шухăшласан — ах, патакчĕ! Анчах алă çĕкленмест çав ачана çапма. Ăçта-ши вăл?..
Çапла шухăшласа, Селле кăмака çине хăпарса выртма хатĕрленчĕ, çăм тутрине мăйĕнчен салтса пăтана çакрĕ, унтан саппунне салтрĕ, пиçиххине пушатрĕ те чăлха вĕççĕн çемçен кăмака çине хăпаракан картлашка çине ярса пусрĕ. Сасартăк алкумĕнче ура сасси илтĕнчĕ. Нина килчĕ пулĕ тесе, Селле хĕпĕртерĕ. Алăк уçăлчĕ те, пӳрте пысăк çын кĕчĕ.
— Селле аппа килте-и? — ыйтрĕ хĕрарăм сасси.
— Пӳртре-ха, — терĕ Селле, пуштă салатса çӳрекен Варварие сассинченех палласа.
— Сире çыру пур, фронтран килнĕ, — терĕ Варвари, Селлене çав самантрах çыру тыттарчĕ те тухса та кайрĕ.
Селле чунтан хĕпĕртерĕ. Тинех çитрĕ пит кĕтнĕ çыру. Нина ашшĕ чылайранпа çыру çырманччĕ-ха. Нина пăсăлса кайни çинчен çырнă çырăва ответлеменччĕ вăл. Мĕн тĕрлĕ ятласа çырнă пулĕ ĕнтĕ Нинăна. «Чарăн, Нина, мăнаккуна тарăхтарма, вăл сан аннӳ вырăнĕнче, ан кӳрентер ăна, хисепле ăна, ун сăмахĕнчен ан тух», — тесе çырнă ĕнтĕ вăл. Нина, ку çырăва вуласан, тен, ӳкĕнĕ, йĕрĕ, малашне ман сăмахран тухмĕ... Сĕтел тĕлĕнче лампочка чăлт çутăлчĕ. Пӳрт ăшчикки тасалăхпа çиçсе кулса янă пек пулчĕ. Селле васкаса сĕтел умне пырса ларчĕ. Çыру адресне пăхрĕ — çыраканĕ Нина ашшех. Мĕн ыррине çырать-ши кĕрӳ тесе, Селле çырăва уçса вулама тытăнчĕ. Вуланăçемĕн Селлен савăнăçлă пит-куçĕ улшăнма пуçларĕ, кăмăлсăрланнипе кӳренни палăрчĕ. Çырăва вуласа пĕтернĕ çĕре Селле пуçĕ усăнчĕ. Ашшĕ пĕрре те Нинăна ятласа çырман, ырланă ăна. «Савăнатăп Нина хăйĕн вăйĕ çитнĕ таран фронта пулăшнăшăн, хăй аван вĕреннĕшĕн. Ачана пионер ĕçĕсене тума ан кансĕрле, тĕрĕс çул çинчен ан пăр ăна», — тесе çырнă. «Нина пăсăлса кайнă тесе çырнă çырăва илсен, пит нумай шухăшларăм, чĕре çунсах тухатчĕ. Васса Павловна çырăвне илсен вара эсĕ ача çинчен тĕрĕс мар шухăшланине пĕлтĕм», — тесе çырнă.
Кĕрӳшĕн çырăвĕ Селлене калама çук пăшăрхантарчĕ. Селле пуçĕнче тĕрлĕ шухăшсем пăтранма тытăнчĕç. Ашĕ вăркама пуçларĕ. Çанçурăмĕ çӳçенсе кайрĕ. Селле каллех кăмака çине хăпарса выртрĕ. Кăмака çийĕ те ăшă пек туйăнмарĕ. Халиччен часах çывăрса каяканччĕ, халĕ ĕнтĕ унăн ыйхи те вĕçрĕ.
Сехет саккăр çапсан, Нина килчĕ.
— Апат çиетпĕр пулĕ, мăнакай, — яланхи пек кăмăллă сасăпа каларĕ Нина. Селле, çывранçи пулса, Нинăна хирĕç чĕнмерĕ. Нина, мăнаккăшне канлĕх сунса, чăлана чĕрне вĕççĕн утса кĕчĕ, кăмака питлĕхне хуллен уçса апатне кăларчĕ, çирĕ, кайран, яланхи пек, тирĕк-чашăкне çурĕ, шăлчĕ, — тирпейлĕ, таса. Нина, чăлантан тухса сĕтел патне пырсан, ашшĕ çырăвне курах кайрĕ. Калама çук савăнса, Нина çырăва хăвăрт вуласа тухрĕ. Унăн йăлтăркка куçĕсем стена çумĕнчи сăнӳкерчĕкĕ çине юратса, хисеплесе пăхрĕç. Пĕчĕк тути: «Атте, атте», — тесе пăшăлтатрĕ. Нина çырăва тепĕр хут вуларĕ, вара сĕтел çинче выртакан чăваш литератури хрестоматийĕ ăшне тирпейлĕн хучĕ. Урок хатĕрлеме ларсан та Нина çыру çинченех шухăшлать, ăна кĕнеке ăшĕнчен иле-иле пăхать. Пит паха вăл фронтран килнĕ çыру. Ашшĕ ку таранччен сывăшăн Нина чĕререн хĕпĕртет. Ашшĕ фронтран таврăнассине Нина пит кĕтет. Тăшмана пĕтерсен, çĕнтерӳ хыççăн, Нина ашшĕне хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе кĕтсе илесшĕн. Аван вĕренес, пур предметпа малта пырас, отрядра, халăх хушшинче, колхозра аван ĕçлес тет Нина. Çĕнтерӳпе килекен ашшĕн тивĕçлĕ ачи пуласшăн пионерка Нина. Ĕнтĕ мăнаккăшĕ Нинăна ятлас çук, çынсене, фронта пулăшнăшăн ăна хирĕç пулас çук. Нинăн шухăшĕ çунатланса малалла вĕçет. Унăн хăйĕн юратакан мăнаккăшне те фронта, çынсене пулăшакан çын тăвас килет. Ĕнтĕ, ашшĕ çыру янă хыççăн, мăнаккăшĕ фронта пулăшма тытăнмалла. Акă Хĕрлĕ Çар кунĕ валли фронта парне яма япаласем пухма тытăнаççĕ. Нинăпа мăнаккăшĕ вăл кун валли темтепĕр хатĕрлеççĕ ĕнтĕ... Вунпĕр хур пуçламанни пур, пилĕк-ултă пăт туртакан сысна пуснă, пыл та пур, колхозран ĕçкунĕпе илнĕ. Мăнаккăшĕпе Нина нумай паха япаласем пама пултараççĕ.
— Хĕпĕртерĕн пулĕ ĕнтĕ аçу мана ятласа çырнăшăн, — илтĕнчĕ Селле сасси кăмака çинчен сасартăк, кĕтмен çĕртен. Нина, мăнаккăшĕ çывăрать тесе шутланăскер, шартах сикрĕ.
— Тем усал кăтартăн ĕнтĕ эсĕ мана, ху çинчен аçуна илĕртсе çырнă тесе. Ĕнтĕ пăсăлса кайнăскер, эсĕ килти япаласене сĕтĕрме, салатма тытăнатăн. Этем чарас çук сана. Анчах пурпĕр килти япаласене салатма памастăп. Пĕр пĕрчĕ япала та килтен ан тухнă пултăр. Эсĕ ĕçленипе пурăнмастпăр-ха эпир. Шăтас çăмарта пек пăхса ӳстертĕм сана, сая кайрĕ манăн тăрăшни. Пĕрех хут килмелле марччĕ çак киле... Аннӳ вилсен, сана хĕрхенсе килтĕм... Ах, терт!..
Нина, мăнаккăшĕ ятлаçма тытăнсан, тĕлĕнсе, хăраса кайрĕ. Унăн пичĕ хĕп-хĕрлĕ пулчĕ. Йăлтăркка хура куçĕсем, темĕнле тĕлĕнмелле япала тупнă пек, пĕр çĕре тĕллесе пăхрĕç. Мăнаккăшĕ юлашкинчен ĕсĕклеме тытăнсан, Нина çинçе пӳрнеллĕ аллисемпе пуçне тытса сĕтел çинелле ӳпĕнчĕ. Кăшт тăрсан, Нина хăвăрт тăчĕ те, тумланса, хăйĕн учительници Васса Павловна патне тухса кайрĕ.
Нина пĕр кана чупсах Васса Павловна патне çитрĕ. Алăка хуллен шаккарĕ.
— Кĕме юрать-и?
— Кĕрĕр, — çемçен илтĕнчĕ пӳлĕмрен. Нинăна учительница ăшă кăмăлпа йышăнчĕ. Вăл ачасен тетрачĕсене тĕрĕслесе пăхса ларнă. Хăй ĕçне пăрахсах, Васса Павловна Нинăна юнашар лартса калаçма тытăнчĕ. Нина ашшĕ çырăвĕ çинчен, мăнаккăшĕ ăна ятлаçма тытăнни çинчен Васса Павловнăна каласа пачĕ.
— Ах, — тĕлĕнчĕ Васса Павловна. — Мĕнле этем вăл санăн мăнакку? Аçу çырăвĕ те ăна витмест. Мĕнле-ха унăн кăмăлĕ улшăнмасть?
Нина мăнаккăшĕ çинчен хуйхăллăн çапла каларĕ:
— Мăнакай пит хытă: пĕр тĕпренчĕк япалашăн та таçта кайса кĕрет. Фронта пулăшас ĕç хальхи вăхăтра чăн пысăк, чăн кирлĕ ĕç пулнине ăнланмасть...
— Фронта пулăшма кирли çинчен эсĕ ăна ăнлантарнă-и? Уйрăм çынсем, фронта парнелесе, танксем, самолетсем хăйсен укçипе илсе янине каласа панă-и? — ыйтрĕ учительница.
— Ун пек ĕçсем çинчен нумай каласа та, вуласа та панă. Акă ĕнер çеç Головатый самолечĕ çинчен каларăм, — терĕ Нина.
— Улшăнать акă мăнаккун кăмăлĕ, вара вăл та хутшăнĕ фронта пулăшас ĕçе, анчах вăл пирĕнтен, санран килет. Мăнакку ятлаçсан та, эсĕ ан хирĕç, ан тарăх, ăшă пул, этем кăмăлĕ ăшша юратать. Хĕвел ăшшинче сивĕ пăр та ирĕлет, — терĕ юлашкинчен Васса Павловна.
Нина учительница патĕнчен темĕнле улшăннă кăмăлпа тухса чупрĕ. Киле çитсен, мăнаккăшĕ те Нинăна тек ятламарĕ. Çутă сӳниччен кăшт та пулин вулас тесе, Нина ĕнер вулама тытăннă «Мои университеты» ятлă кĕнекене уçрĕ, ун çине чикĕнчĕ.
Нина, çывăрма выртсан, Васса Павловна патĕнче пулнипе савăнса шухăшласа выртрĕ. Васса Павловнăн пӳлĕмне Нина пит юратать. Пӳлĕм тасалăхĕ çинчен калас та çук — витĕр таса! Маччана çитекен илемлĕ фикуссем, пальмăсем. Пӳлĕмĕн пĕр стени талккăшĕпе пĕтĕмпе кĕнекесем, ах! мĕн чухлĕ кĕнеке! Нина ӳссе çитсен, е учительница, е писатель пулсан, хăй пурăнакан пӳлĕмне Васса Павловна пӳлĕмĕ пек тăвать, унăн та кĕнеке пит нумай пулать: хăшне вулас килнĕ, çавна вула... Малалла Нина шухăшĕ ыранхи кун çине куçрĕ — мĕнле пулĕ-ши ĕнтĕ ыран мăнакай? Ятлаçĕ-ши, çук-ши? Хуть кирек те мĕнле пулсан та, Нина мăнаккăш кăмăлне çавăратех... Васса Павловна каланисене шута илсе, Нина ыран хăй мĕн тумаллине, мĕнле пулмаллине шутласах, план туса хучĕ, вара канлĕ çывăрса кайрĕ.
Селле çав çĕр куç хупмарĕ. Ана пурнăçĕ пысăк хăрушлăха кĕрсе ӳкнĕ пекех туйăнать. Ятлаçма тытăнсан, Нина тухса кайни те Селлене пит çиллентерет.
«Хаярланать ĕнтĕ Нина эпĕ ашшĕне ун çинчен çырса пĕлтернĕшĕн. Нина ĕнтĕ мана шутлами, итлеми пулать, ĕнтĕ вăл манран хăрамасть, пăхăнса пурăнма шутламĕ ĕнтĕ вăл мана. Акă ыранах хаяррăн кăшкăрма тытăнĕ. Ĕнтĕ Нина мана килти ĕçре пулăшма пăрахĕ...»
Çакнашкал пăтранчăк шухăшсемпе Селле çĕр каçах муталанчĕ, ире яхăн тин кăшт тĕлĕрчĕ.
Нина ирхине мăнаккăшĕнчен малтан вăранчĕ. Тул çутăлсан, Нина икĕ çĕклем шыв кайса кӳчĕ. Аслăк çинчен урпа улăмĕ антарса, ĕнепе сурăхсене пачĕ. Витере сысна çухăрать. Нина ăна ĕнер пĕçернĕ çĕрулмине витрипех тухса силлерĕ. Мăнаккăшĕ ĕнерех нӳхрепрен пахчаçимĕçсем илсе тухмалла тенĕччĕ. Нина нӳхрепе анса кишĕр, купăста илчĕ. Пĕр чĕрес тăварланă хăяр, помидор тултарчĕ, вун-вуник хĕрлĕ кăшман çӳлелле ывăтрĕ. Çак пахчаçимĕçсене Нина хăшне витрепе, хăшне чĕреспе, хăшне пуракпа пӳрте йăтса кĕчĕ, вара хăшне тĕпсакайне, хăшне çӳлĕк çине лартса тирпейлĕ вырнаçтарчĕ, унтан каллех тула тухрĕ. Кĕлете уçса чăхсене, хурсене сĕлĕ сапса пачĕ. Тата мĕн тумаллаччĕ-ха? Нина картиш йĕри-тавра пăхрĕ. Хӳме çумĕнче çунашка ӳпĕнсе тăрать. Ун çумĕнче пысăках мар ещĕк. Нина, çунашкана илсе, ун çине ещĕкне лартрĕ, вите умне туртса пычĕ. «Тап-таса хырам-ха», — тесе, Нина вите урайĕнчи тислĕке тимĕр кĕреçепе хырса ещĕк çине тултарчĕ, вара çунашкине пахчана туртса тухрĕ, тислĕк купи çине ещĕкне ӳпĕнтерсе тислĕке тăкрĕ. Пушă çунашкине Нина картишне чупса туртса кĕчĕ, çунашкине, ещĕкне ăçтан илнĕ, унтах вырнаçтарчĕ. Нина пӳрте кĕнĕ чух вутă йăтса пычĕ, чăлана кĕрсе кăмака умне хуллен пăрахрĕ. Селле çав вăхăтра кăмака çинчен анчĕ, кăштăртатса чăлана кĕчĕ. Унăн пичĕ сарăхнă, тĕссĕр тути кăмăлсăр пăрăннă, куçĕсем сивлеклĕ. Нина çине Селле халĕ те çилленсе пăхрĕ. Ĕнерхи пекех ятлаçма тытăнассăнах туйăнать. Халиччен мăнаккăшĕ Нина çине çилленсе пăхсан, Нина хăй те кăмăлсăрланса пăхма тытăнатчĕ, мăнаккăшĕ вара ытларах çилленетчĕ. Васса Павловна каланине асра тытса, Нина мăнаккăшĕ çине ним пулман пек тӳрĕ пăхрĕ.
«Çилĕ иртсе кайнă пулĕ Нинăн», — шухăшларĕ Селле, çав самантрах унăн кăмăлсăр пăрăннă тути хăй вырăнне ларчĕ, куçĕсенчи сивлеклĕх иксĕлчĕ.
Çавна кура Нина мăнаккăшĕ çине куçĕсемпе пăхрĕ, тутипе кăшт çеç йăл кулчĕ. Селлен пичĕ-куçĕсенче салхулăх пĕтĕмпех çухалчĕ.
— Мăнакай, сывах-и эсĕ? Пуç ыратмасть-и санăн? Кан-ха паянлăха, эпĕ хам ĕçлетĕп, — терĕ Нина, мăнаккăшне куçĕнчен ырă кăмăлпа пăхса.
Селле, çĕр каçа хăйне хăй тулашса, Нина çинчен ырă маррине çеç шухăшласа асапланса пĕтнĕскер, Нина унпала çавнашкал ăшă, уçă кăмăллă пулнинчен тĕлĕнсе кайрĕ. Хаяррăн кăшкăрмасть Нина. «Аттене ман çинчен мĕншĕн илĕртсе çырса ятăн», — тесе хирĕçлемест.
Селле пит çуса шăлăннă вăхăтра Нина паян хăй мĕн-мĕн ĕçленине каласа пачĕ.
«Ĕçлессе те халичченхинчен ытларах ĕçленĕ паян. Нина çилленмест мана», — шухăшларĕ Селле, унăн пичĕ-куçĕ калама çук ăшă кăмăллă пулса кайрĕ. Нина улшăнман иккен, Нина ĕлĕкхи пекех ытарайми аван...
Селле сакай хуппине уçрĕ, сакайне çĕрулми илме кĕресшĕн.
— Хам кĕрсе илетĕп, мăнакай, — терĕ Нина, унтан мăнаккăш аллинчи пушă витрене илсе, сакайне çăмăллăн сикрĕ, çивĕчĕсем лăс турĕç.
— Ах, чĕкеçĕм, кайăкăмçăм! — пăшăлтатрĕ Селле хăй тĕллĕн.
Нина сакайĕнчен часах тулли витре çĕрулми йăтса тухрĕ. Мăнаккăшĕпе иккĕш улма шуратма тытăнчĕç.
«Ухмаха ертĕм хама хам ача çинчен ашшĕ патне çырса», — ăшĕнче ӳкĕнĕçлĕ шухăшларĕ Селле. Нина паян ниçта та каймарĕ, пĕрмай мăнаккăшĕпе пĕрле. Ирхи апат çисен çеç таçта хăвăрт чупса кайса килчĕ, каллех мăнаккăшĕпе пĕрле шăкăлтатаççĕ иккĕшĕ. Селле ача çине пăхса савăнать. Çĕрле хăй шухăшласа муталанни халĕ пĕтĕмпе усал тĕлĕк пек туйăнать.
Кăнтăрла çитеспе Нинăпа мăнаккăшĕ выльăхсене шăварчĕç, тепĕр хут апатларĕç, вара пӳрте кĕчĕç. Селле, яланхи пек тултан кĕрсен, салтăнчĕ те ăшă кăмака çумне çӳçенкелесе пырса тăчĕ. Нина та мăнаккăшĕ çумне тăчĕ, пĕчĕкçĕ чухнехи пек ун çумне шăзăнчĕ. Мăнаккăшĕ ачана пуçĕнчен шăлчĕ.
Пĕррехинче, темиçе кунтан, выльăхсене апат-çимĕç парса тăрантарсан, пӳртри ĕçсене туса çитерсен, Нина мăнаккăшĕнчен ыйтрĕ:
— Мăнакай, халĕ ĕнтĕ пирĕн килте ним ĕç те çук вет? — терĕ.
— Ним ĕçех те çук-ха ĕнтĕ, — каларĕ мăнаккăшĕ.
— Мăнакай, эпĕ сана пĕр сăмах каласшăн...
— Кала, мĕн?
— Плаки аппа чирленĕ. Енер те вăл вут хутман. Ачисем сивĕ пӳртре вĕри апатсăр лараççĕ. Айта иксĕмĕр Плаки аппасем патне кайса пăхар. Эпĕ пĕрер çĕклем шыв кӳрсе парам, эсĕ вут хутса яшка пĕçер, пирĕн халĕ ĕç çук вĕт? — терĕ Нииа. Хăй мăнаккăшĕ мĕн калĕ-ши ĕнтĕ тесе шикленсе тăрать.
Мăнаккăшĕ пĕр самантлăха ним чĕнмерĕ. Нинăшăн ку самант вăрăм туйăнчĕ.
«Ача кăмăлне татас мар пулĕ, ачи пит аван», — шухăшларĕ çак самантра хăй ăшĕнче Селле.
— Юрĕ, кайăпăр, — терĕ Селле, Нинăна пуçĕнчен тепĕр хут шăлса.
Нина мăнаккăшĕ умĕнче тапăртатса илчĕ, мăнаккăшне ыталарĕ:
— Айта, айта хăвăртрах, мăнакай! Пӳрчĕ — тулти пек сивĕ. Ачисем сивĕ кăмака çинче тĕршĕнсе ларнă. Плаки аппи хăй пуçне те çĕклеймест.
Нина мăнаккăшне васкатса хăвăрт тухса кайрĕ. Селле виçĕ кун хушши чирлĕ выртакан Плакие вут хутса апат пĕçерсе панă. Нина шыв кӳнĕ, урай çунă, амбулаторинчен эмел кайса илнĕ. Плаки, хăй сывалсан, Селлепе Нинăна калама çук тав тунă. Селле вара кăмăллă пулчĕ. Çапла çав ырă ĕç туни, çынна йывăр вăхăтра пулăшни яланах кăмăла çĕклет.
Пĕр шăматкун каç Нина киле пит пашкаса чупса килчĕ. Мăнаккăшĕ ачине апат çитересшĕн, Нина васкать, вара çийĕп, тет.
— Мĕн пулнă вара? Мĕншĕн пит васкатăн? — ыйтрĕ Нинăран мăнаккăшĕ.
— Отряд сборне каймалла тата Марине аппасен мунчи пулса çитнĕ, манăн унта ачисене çума каймалла, Мăнакай, каймăн-ши эс ман вырăна? Марине аппасен ачисене мунча кĕртме пулăш-ха мана! — терĕ Нина, мăнаккăшĕ çине ытарайми уçă кăмăлпа пăхса.
Селле хирĕçлесе, туртăнкаласа тăма вăтанчĕ.
— Пулăшас пулĕ сана, каяс пулĕ, — килĕшрĕ вăл.
Нина, мăнаккăшĕ çине çакăнса, ăна питĕнчен чуптурĕ те пит хавассăн тухса чупрĕ.
Вăл отряд сборне кĕриччен малтан Васса Павловна патне кĕчĕ, мăнаккăшĕ Марине ачисене мунча кĕртме килĕшни çинчен каласа пачĕ.
— Маттур, маттур, çапла кирлĕ. Икĕ çĕитерӳ пур санăн. Виççĕмĕшне тума тăрăш: тем пулсан та, мăнаккуна фронта пулăшас ĕçе явăçтар, — терĕ Васса Павловна. Хăй Нинăна юратса, хĕпĕртесе пăхать. Унăн ăшă пит-куçĕ савăнăçлă.
— Вăл явăçать ĕнтĕ, — терĕ Нина.
Васса Павловна патĕнчен Нина çунатланнă кăмăлпа отряд сборне кайрĕ.
...Çакăн хысçăн уйăх çура яхăн вăхăт иртрĕ. Селле кашни шăматкун Марине ачисене мунча кĕртме çӳрет. Плаки патне хăш чух кайкаласа килет. Плаки халĕ ĕнтĕ сывах, колхозра ĕçлет. Селле Плакие пĕр кило çăм арласа панă. Плаки çавăншăн Селлене укçа тӳлес тенĕ. Селле вара Плаки ăна укçа сĕннĕшĕн пит кăмăлсăрланнă.
— Çав пĕчĕк, ним мар ĕçшĕн укçа тӳлесе мана намăса ан кĕртĕрех. Хальхи вăхăтра, вăрçă вăхăтĕнче, кашни çын кансĕр пурăнакан çынсене хăйĕн ĕçĕпе пулашмалла, — тесе хучĕ Селле. Çакна вăл Нина каланă сăмахсене аса илсе каларĕ. Карчăк шухăшĕсем Нинăн шухăшĕсемпе те, сăмахĕсемпе те килĕшрĕç.
Пĕр кунхине Нина шкултан час таврăнмарĕ. Кăнтăрлахи апат çиме кĕтсе тăракан мăнаккăшĕ Нинăна кĕтсе ывăнчĕ. Нина тĕттĕм пулсан тин киле чупса килчĕ.
— Мĕншĕн час килеймерĕн? Е урокне начар пĕлнипе апатсăр хăварчĕç-и-мĕн? — ыйтрĕ мăнаккăшĕ, кулкаласа.
— Çу-ук, пионерсен ĕç пулчĕ, — терĕ Нина, салтăнса алă çурĕ те апат çиме ларчĕ.
— Мĕнле ĕç? — интересленет Селле.
Нина апат çинĕ хушăрах мăнаккăшне çапла каласа пачĕ:
— Тепĕр виçĕ эрнерен Хĕрлĕ Çар кунĕ çитет. Çав кун валли фронта парнесем çитерме хатĕрленетпĕр. Паян эпир, пионерсем, кашни киле кĕрсе çавăн çинчен каласа тухрăмăр, кам мĕн парассине çыртăмăр. Икĕ кунтан парнесене шкула пухмалла.
— Апла эппин, — терĕ Селле. Вăл яшка сыпма чарăнсах кăшт шухăша кайса ларчĕ, вара ыйтрĕ. — Кам мĕн пама пулчĕ-ха?
— Тĕрлĕрен. Хăшĕ шăрттан паратпăр терĕ, хăшĕ кĕпе-йĕм, питшăлли, тăла, фуфайка — темĕскер те пур, Кăрлач Микулийĕн икĕ кинĕ ятарласа пĕр сысна ӳстернĕ. Сысни пысăк, шап-шурă, картишĕнче йăраланса çӳрет. Ыран ăна пусатпăр терĕç. Пурте фронта пулăшма хатĕр. Пĕр çын та çак паха пысăк ĕçе хутшăнмасăр юлмалла маррине пурте ăнланнă. Эпир фронта пулăшни — çĕнтерĕве çывхартни пулать, — тесе ĕнентерӳллĕ вĕçлерĕ Нина хăй сăмахне.
Апат çисен, Нина наччаслăха Тамара патне чупса кайса килчĕ. Электричество çутăлман-ха. Нина мăнаккăшĕ тирĕк-чашăк тирпейленĕ хыççăн кăмака çине хăпарса выртнă. Нина кăмака çине хăпаракан картлашка çине тăчĕ те аллипе хыпашласа мăнаккăш пуçне тупрĕ, ăна çемçен ыталарĕ.
— Мăнакай, эпир фронта яма мĕн паратпăр? Тен, вăл, эпир янă япала, аттене лекĕ? — терĕ Нина, мăнаккăш хăлхине тутипе сĕртĕнсе.
— Мĕн те пулин парăпăр, ачам, — терĕ мăнаккăшĕ çемçелнĕ сасăпа. Нина калама çук савăнчĕ. Мăнаккăшĕ фронта валли япала пама килĕшессине Нина мĕн чул кĕтнĕ, мĕн чул хатĕрленнĕ. Нина кĕтни çитрĕ!
— Тамар амăшĕ мĕн хатĕрлетĕп тет фронта яма? — ыйтрĕ мăнаккăшĕ.
— Пĕр мăшăр çăм чăлха, алсиш çыхнă тата тулă çăнăхне çупа пыл çинче çăрса печени пĕçернĕ. Тамара мана çитерсе пăхтарчĕ, питĕ тутлă, пит нумай, пĕр пысăк хутаç!
— Эпир çынсенчен начар парне хатĕрлемĕпĕр. Аçу вăрçăра вĕт. Тен, шăпах ун патне çитĕ. Ун патне çитеймесен, тепĕр лайăх салтак патне çитĕ. Вăл та савăнĕ... — терĕ Селле çемçен, ыйхă килнипе анаслакаласа, — эсĕ ыран шкултан таврăннă çĕре пирĕн те парнесем хатĕр пулĕç.
— Юрĕ, мăнакай, — терĕ Нина мăнаккăшне ытараймасăр пуçĕнчен шăлса. Лампочка çутăлчĕ. Нина çав самантрах картлашка çинчен çăмăллăн сикрĕ, урокĕсене хатĕрлеме сĕтел патне хавассăн пырса ларчĕ. Вунпĕр сехетченех уроксем хатĕрлесе, вĕренсе ларчĕ вăл. Кăмăл лайăх чухне вĕренме те çăмăл иккен.
Тепĕр кун Нина шкултан килнĕ çĕре пӳрте ăшаланă хур ашĕ шăрши сарăлнă. Пăхать — чăланти сĕтел çинче тăватă хур пур. Халĕ çеç вĕсене кăмакаран кăларнă пулмалла: çу юхса çеç тăрать. Нина, хурсене курсан, хĕпĕртенипе кулса, кăшкăрса ячĕ:
— Ах, мăнакай! Чăн та начар мар парне хатĕрлерĕн-çке!
Мăнаккăшĕ кăмăллă пит-куçпа Нина енне çавăрăнса çапла каларĕ:
— Иккĕшне ман ятпа ярăпăр, тепĕр иккĕшне — сан ятпа.
— Юрĕ, юрĕ, мăнакай, халех çыратăп! — хавасланчĕ Нина. Вăл, чăлантан тухса, кĕнекисене хума сĕтел патне пычĕ. Кунта пĕр тĕрке яп-яка та шап-шурă çемçе йĕтĕн пирĕ пур.
— Мăнакай, ку пир те парнелĕх-и?
— Парнелĕх. Тăлалăх касас тетĕп.
— Ой, мăнакай! Пирĕн парне Тамарăсенчен те авантарах пек мана! — терĕ Нина, пир тĕркине сӳткелесе пăхса.
— Аван пултăр ĕнтĕ, парне вĕт! — тулли кăмăлпа савăнчĕ карчăк.
Нина сĕтел умне ларчĕ. Вăл пысăк листа хутран ансăр татăк касса илчĕ. Çырма хатĕрленсе аллине химически кăранташ тытрĕ, вара кăшт шухăшласа ларчĕ те çапла çырчĕ:
«Дорогим защитникам Родины от пионерки из Чувашии Нины Турбаевой и ее тети Степаниды Каюровой».
Çак хута Нина пĕр хур ури çине аврарĕ, вара, хучĕ ан сӳтĕлсе кайтăр тесе, ăна çиппеле пит аван туртса çыхрĕ.
Каçхине Нинăпа мăнаккăшĕ пир тĕркинчен тăватă мăшăр тăла касрĕç, вĕçĕсене «хур шăлĕ» текен çĕвĕпе пӳклерĕç.
— Ĕнтĕ пĕтĕмпех хатĕр, — терĕ Нина, хăй пĕркунах туса хатĕрленĕ çирĕм пилĕк конвертне те тетрадьсем айĕнчен кăларса.
— Çук-ха, пĕтĕмпех мар. Виçĕмçул хам валли виçĕ метр шурă, питĕ çӳхе катанпир илнĕччĕ, çавăнтан пит тутрисем тăвас, — хыпаланса каларĕ карчăк.
— Машинăпа халех пӳклесе хуратăп, — терĕ Нина. Чăлантан машинăна футлярĕпе йăтса тухрĕ вăл, майлаштарчĕ. Селле кĕлетри арчине уçса асăннă катанпирне илсе кĕчĕ, ăна татăкăн-татăкăн касрĕ. Нина машинăпа пӳклеме тытăнчĕ, шарлаттарса çĕлет, часах пӳклесе те пĕтерчĕ.
— Ĕнтĕ пĕтĕмпех хатĕр, — терĕ Нина, машинине вырăна лартса.
— Хатĕр, кайса леçмелле, — терĕ мăнаккăшĕ уçă кăмăлпа.
Нина калама çук савăнать, вĕçĕмсĕр савăнать.
Вырсарникун çитрĕ. Фронт валли пухнă парнесене хĕрлĕ обозпа станца ăсатаççĕ. Шкул патĕнче тулли лавсем тăраççĕ. Хĕрлĕ обоза ăсатма колхозниксем, шкул ачисем, учительсем пухăннă. Вĕсем шкул умĕнче тăраççĕ, районтан килнĕ военком сăмах каласса кĕтеççĕ. Çанталăк чылай сивĕ пулин те, Нина мăнаккăшĕ те пур: карчăк паян сивĕрен хăраман.
Парнесене леçме каякансем лавсем çине ларчĕç, тапранса кайма хатĕрленчĕç. Военком шкул картлашки çине тăрса калама тытăнчĕ. Вăл Хĕрлĕ Çар тĕрекĕ çинчен, куллен-кун çĕнтерӳ хыççăн çĕнтерӳ туса, Тăван çĕршыва тăшманран тасатса пыни çинчен чуна çĕклентерекен сăмахсем каларĕ, боецсем валли парнесем панăшăн халăха тав турĕ. Юлашкинчен вăл пионерсем фронта, красноармеец çемйисене пулăшни çинче чарăнса тăчĕ, уйрăмах Нина Турбаева ятне асăнчĕ.
— Турбаева Нина вĕренӳре — отличница, обществăлла ĕçре — чăн-чăн пионер, Турбаева пек ачасем — пирĕн савăнăç, пирĕн мухтав, шкул илемĕ. Çакнашкал ачасем чăн-чăн патриотсем пулса ӳсеççĕ. Çитĕнсен вĕсем çĕршыва тăшман аллине парас çук. Сывă пултăр Хĕрлĕ Çар! Сывă пултăр совет халăхĕ, унăн çеçкисем — пионерсем!
Военком сăмахĕ пĕтсен, шапăртаттарса алă çупни илтĕнчĕ. Малти хура лаша туртăнчĕ. Юра чĕриклеттерсе, лавсем тапранчĕç. Ялав вĕлкĕшрĕ.
— Чипер кайăр!
— Парнесем çитиччен тăшмана тĕппипех пĕтерччĕр!
— Берлина çиттĕр Хĕрлĕ Çар! Тĕппипех çĕмĕрччĕр тăшмана! — илтĕычĕç хаваслă сасăсем.
Селле халĕ Васса Павловна патне юнашар пырса тăчĕ. Шывланнă куçĕсене шурă тутăрпа шăлкаласа, вăл Васса Павловнăна хуллен çапла каларĕ:
— Пирĕн Нина çинчен те каларĕ мар-и çав çын?
— Сирĕн Нина çинчен те каларĕ, — ответлерĕ Васса Павловна. Вăл Селле çине ăшшăн пăхрĕ те çемçен ыйтрĕ.
— Ĕнтĕ, Селле, ачуна пионер ĕçĕсене тунăшăн текех ятлăн-и?
— Çук! — терĕ Селле, — уншăн ĕнтĕ эпĕ Нинăна нихăçан та ятлас çук. Нинăна мар, хама ятламалла пулнă мана. Эпĕ хам ĕмĕрте хамшăн çеç тăрăшнă, çынна пулăшса курман, халăх ĕçне явăçман. Çынна пулăшнă хыççăн чĕрене савăнăç кĕнине эпĕ ку таранччен пĕлмен...
Васса Павловна Селле каланине пуçне кăшт тайса, ытарайми ăшă кăмăлпа, хĕпĕртесе итлесе тăчĕ. Çынсем шкул патĕнчен саланма пуçларĕç. Селлен татах калаçас килет. Вăл Васса Павловнăна, унпа тачăрах тăрса, малалла каларĕ:
— Нина кăмăлне ытараймасăр эпĕ вăл хушнине тăвакан пултăм. Пуçласа чирлĕ Плакие вут хутса патăм. Çавăн хыççăн эпĕ хам çынна усăллă пулнăшăн хĕпĕртерĕм, чĕрене хайхи савăнăç кĕнине туйрăм. Паянхи пек эпĕ нихăçан та хĕпĕртемен: эпĕ те халăхпа пĕрле фронта кăшт пулăшрăм-çке...
Çапла каласа, Селле шывланнă куçĕсене татах шăлса илчĕ. Васса Павловнăна куçран пăхрĕ.
Шăпах çак самантра вĕсем патне Нина пырса тăчĕ. Унăн пичĕ сивĕпе кĕренленнĕ. Хăмăр мамăк тутăр айĕнче хура çӳçĕ курăнать. Мăнаккăшĕ куçĕсене шăлкаласа тăнине асăрхасан, Нина хурлăхан пек йăлтăркка куçĕсемпе пĕрре мăнаккăшĕ çине, тепре Васса Павловна çине пăхса илчĕ.
— Мĕн пулнă? — ыйтрĕ Нина.
Васса Павловна Нинăна ăшă куçĕсемпе савса пăхрĕ те:
— Мăнаку савăнăç çулĕ çине тухнине каласа пачĕ, — терĕ.
Икĕ ватă алă тытса уйăрăлчĕç. Нина мăнаккăшĕпе юнашар хавассăн утса пычĕ, вăл ырă ĕçшĕн, Васса Павловнăшăн, мăнаккăшĕшĕн савăнса утрĕ.